Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсрӗ (тĕпĕ: тӑс) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Влаҫ — полномочисем ҫеҫ мар, халӑх умӗнчи пысӑк яваплӑх та. Паян пирӗн умра тӑракан тӗп тӗллев — ҫынсен шанӑҫне тӑрӑшуллӑ ӗҫпе тӳрре кӑларасси. Эпир халӑхшӑн ӗҫлетпӗр! Граждансен ҫивӗч ыйтӑвӗсене халӑхран уйрӑм, пӳлӗмсенче ҫеҫ ларнипе татса параймӑн. Суйлавҫӑсемпе ҫывӑхарах пулмалла, ҫынсемпе хастартарах хутшӑнмалла, вӗсене итлемелле тата илтмелле», — калаҫӑва тӑсрӗ регион Пуҫлӑхӗ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн суйлавҫӑсен шанӑҫне тӳрре кӑлармалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Хӑй ура ҫине тӑчӗ те Кришӑна алӑ тӑсрӗ.

Сам встал на ноги и подал Грише руку.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

— Чичикин театра 15 минутран ҫитрӗ, — сӑмаха тӑсрӗ завод ветеранӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

— Графика ӗлкӗрсе пынисене вӑрҫмастчӗ, — калаҫӑва тӑсрӗ Лев Ильич.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Шкулчченхи учрежденисен администрацийӗн ашшӗ-амӑшне квитанцисенчи сумма ӑҫтан тупӑннине ӑнлантармалла. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн унта икӗ йӗрке ҫеҫ пулмалла: ачасене пӑхнӑшӑн тата хуҫалӑх-йӑла нушисемшӗн», — калаҫӑва тӑсрӗ Алена Игоревна.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

— Максима чунтан юратса хамӑрӑн ҫемьене илтӗм пулин те малтанхи вӑхӑтра пирӗн хушӑра ӑнланулӑх пачах ҫукчӗ — тӗпсӗр шырлан тейӗн, — калаҫӑва тӑсрӗ хӗрарӑм.

- Хоть я и взяла Максима в нашу семью с большой любовью, на первых порах между нами не было никакого взаимопонимания — Будто разговариваешь со стеной, — продолжила разговор женщина.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫак сӑмахсемпе конвертне ман еннелле тӑсрӗ.

С такими словами протянула мне конверт.

Пӑнчӑллӑ ҫыру (асаилӳ) // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Пултарулӑха аталантарма май паракан занятисем пӗрлехи хаваслӑ вӑйӑсемпе, конкурс-ӑмӑртупа черетленеҫҫӗ, — калаҫӑва тӑсрӗ Нелли Евгеньевна.

Занятия, помогающие развитию способностей, чередуются совместными играми, конкурсами-соревнованиями, - продолжает беседу Нелли Евгеньевна.

Вӑхӑта кӑсӑклӑ ирттереҫҫӗ, сывлӑха тӗреклетеҫҫӗ // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Телефонпа кӑна калаҫни иксӗмӗре те ҫырлахтармарӗ. Пӗрне-пӗри килӗшетпӗр тӗк вӑхӑта мӗншӗн тӑсас? Валериан чӑваш йӑлипе мана ҫураҫасшӑнччӗ. Эпир текех ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хулана куҫса килме сӗнтӗм. Пуринчен ытла ашшӗ-амӑшӗшӗн кӗтменлӗх пулчӗ ку», — калаҫӑва тӑсрӗ телейлӗ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

«Йӑлтах лайӑх йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче те суйлава хаваспах хутшӑнӑп», — калаҫӑва тӑсрӗ Раиса Степанова, Шупашкарти пӗр ТОС ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ҫамрӑк Балтика флочӗн морякӗ пулса «Октябрьская революция» крейсер ҫинче службӑна тӑсрӗ.

Парень, став моряком Балтийского флота, продолжил службу на крейсере "Октябрьская революция".

Хӗр чӗрисене ҫунтарнӑ // АНАТОЛИЙ ЛЕПИН. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

6. Вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна: «кустӑрмасем хушшинчен, херувимсен хушшинчен вут-кӑвар ил» тесе хушсассӑн, лешӗ ҫавӑнта кӗрсе кустӑрма патне пырсассӑн, 7. херувимсен хушшинчи пӗр херувимӗ аллине херувимсен хушшинчи вут-кӑвар енне тӑсрӗ те ӑна, ывӑҫпа ывӑҫласа илсе, йӗтӗн тум тӑхӑннӑскере пачӗ.

6. И когда Он дал повеление человеку, одетому в льняную одежду, сказав: «возьми огня между колесами, между Херувимами», и когда он вошел и стал у колеса, - 7. тогда из среды Херувимов один Херувим простер руку свою к огню, который между Херувимами, и взял и дал в пригоршни одетому в льняную одежду.

Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Вӑл алӑ евӗрлӗскерне тӑсрӗ те мана ҫӳҫрен ярса тытрӗ, Сывлӑш мана ҫӗрпе пӗлӗт хушшине ҫӗклесе хӑпарчӗ, Турӑ мана Иерусалим хулине, ҫурҫӗр енчи шалти хапха умне, илсе ҫитерчӗ, унта вара тарӑхтармӑш йӗрӗх, тарӑхтаракан йӗрӗх, лартнӑччӗ.

3. И простер Он как бы руку, и взял меня за волоса головы моей, и поднял меня дух между землею и небом, и принес меня в видениях Божиих в Иерусалим ко входу внутренних ворот, обращенных к северу, где поставлен был идол ревности, возбуждающий ревнование.

Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ҫӳлхуҫа Иаковӑн ҫурчӗсене йӑлтах пӗтерсе тӑкрӗ, хӗрхенсе тӑмарӗ, Хӑйӗн хаярлӑхӗпе Иуда хӗрӗн тӗреклетнӗ хулисене аркатрӗ, ҫӗре тӳнтерчӗ, унӑн патшалӑхне сивлерӗ, унӑн ҫулпуҫӗсене те ирсӗрсем тесе тиркерӗ: 3. тарӑхса кайса, Израилӗн пур мӑйракине те хуҫса пӑрахрӗ, Хӑйӗн сылтӑм аллине тӑшман ҫинчен сирчӗ те, таврара мӗн пуррине йӑлт хыпса ҫӑтакан вут пек, ӗнтсе яракан вут-ҫулӑм пек, Иакова хирӗҫ хӗрсе кайрӗ; 4. тӑшман пек, Хӑйӗн уххине карӑнтарчӗ те, усал сунакан пек, сылтӑм аллине тӑсрӗ те — куҫа савӑнтарса тӑнине пӗтӗмпех пӗтерчӗ; Сион хӗрӗн кӗлӗ ҫурчӗ ҫине Хӑйӗн хаярлӑхне вут-ҫулӑм пек тӑкрӗ.

2. Погубил Господь все жилища Иакова, не пощадил, разрушил в ярости Своей укрепления дщери Иудиной, поверг на землю, отверг царство и князей его, как нечистых: 3. в пылу гнева сломил все роги Израилевы, отвел десницу Свою от неприятеля и воспылал в Иакове, как палящий огонь, пожиравший все вокруг; 4. натянул лук Свой, как неприятель, направил десницу Свою, как враг, и убил все, вожделенное для глаз; на скинию дщери Сиона излил ярость Свою, как огонь.

Хӳх 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

«Эй Ҫӳлхуҫамӑм, ман хурлӑхӑма курсамччӗ, тӑшман ытла та чапа тухса кайрӗ!» 10. Тӑшман унӑн чи хаклӑ пуянлӑхӗ ҫине алӑ тӑсрӗ; вӑл ӗнтӗ хӑйӗн Таса Ҫуртне суя тӗнлисем кӗнине курать, Эсӗ вара унта, Хӑвӑн пухӑвна, вӗсене кӗртме хушманччӗ.

«Воззри, Господи, на бедствие мое, ибо враг возвеличился!» 10. Враг простер руку свою на все самое драгоценное его; он видит, как язычники входят во святилище его, о котором Ты заповедал, чтобы они не вступали в собрание Твое.

Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ҫӳлхуҫа вара аллине тӑсрӗ те манӑн тута-ҫӑвара сӗртӗнчӗ, Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: акӑ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна Хамӑн сӑмахӑма хыврӑм.

9. И простер Господь руку Свою, и коснулся уст моих, и сказал мне Господь: вот, Я вложил слова Мои в уста твои.

Иер 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Вӑл аллине тинӗс ҫине тӑсрӗ, патшалӑхсене силлерӗ; Ҫӳлхуҫа Ханаанӑн ҫирӗплетнӗ хулисене аркатса тӑма хушрӗ, 12. ҫапла каларӗ: эй Сидон хӗрӗ, намӑса юлнӑ хӗр, ӳлӗм хӗпӗртеймӗн!

11. Он простер руку Свою на море, потряс царства; Господь дал повеление о Ханаане разрушить крепости его 12. и сказал: ты не будешь более ликовать, посрамленная девица, дочь Сидона!

Ис 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Чун савнийӗм тӗнӗ витӗр тӑсрӗ те аллине, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗм пӑлханса кайрӗ.

4. Возлюбленный мой протянул руку свою сквозь скважину, и внутренность моя взволновалась от него.

Юрӑ 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ; 18. мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.

17. Он простер руку с высоты и взял меня, и извлек меня из вод многих; 18. избавил меня от врага моего сильного и от ненавидящих меня, которые были сильнее меня.

Пс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӑл ҫӳлтен аллине тӑсрӗ те — мана ярса илчӗ, мана тарӑн шывран туртса кӑларчӗ; 18. мана вӑйлӑ тӑшманӑмран, хама курайманнисенчен, хамран вӑйлӑраххисенчен, хӑтарчӗ.

17. Простер Он руку с высоты и взял меня, и извлек меня из вод многих; 18. избавил меня от врага моего сильного, от ненавидящих меня, которые были сильнее меня.

2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех