Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: "Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ"

Автор: Ирина ПУШКИНА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Хушнӑ: 2016.07.08 21:30

Пуплевӗш: 118; Сӑмах: 1274

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Ҫемье кунне Раҫҫейре паллӑ тума пуҫланӑранпа вӑхӑт нумай та иртмерӗ-ха. 2007 ҫула пирӗн ҫӗршывра Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Шӑп ҫав ҫул — утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне пуҫласа паллӑ турӑмӑр. Муром ҫветтуйӗсен — Петрпа Февронийӑн — ӗмӗрлӗх таса юратӑвӗпе ҫыхӑнтарнӑ ӑна.

Уявра чӑннипех юратса, шанчӑклӑха упраса пурӑнакан, ӗненӗве чӗрере тытакан ҫемье ҫинчен каласа кӑтартар. Алексеевсем республикӑри ача йышӑннӑ ҫемьесен хушшинче иртекен «Ҫемье ӑшши» пултарулӑх конкурсӗн финалӗнче Ҫӗрпӳ районӗн чысне хӳтӗлерӗҫ. Сцена ҫине пысӑк йышпа, пурин чунне пырса тивмелле — чӑн пурнӑҫа сӑнлакан — пуян сценарипе тухрӗҫ вӗсем.

«Аттепе анне турра ӗненетчӗҫ»

Ҫуллахи кун ҫулталӑк тӑрантарать те — ял ҫыннисем пулнӑ май Елена Семеновнӑпа Александр Куприяновича килте тытма йывӑр. Чурачӑкра нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ пулин те ҫулталӑкри чи ӑшӑ тапхӑрта вӗсем ытларах — кил хуҫин тӑван ялӗнче Елюккассинче. Утӑ ҫулаҫҫӗ, типӗтеҫҫӗ, пахчаҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ /пахчи Чурачӑкра та пур/, чӑх-чӗп, кӑвакал усраҫҫӗ. Ҫийӗнчен — куллен ӗҫе каймалла. Елена Семеновна мӗн вӗренсе пӗтернӗренпех, 40 ҫула яхӑн ӗнтӗ, — Чурачӑкри ача садӗнче музыка ертӳҫинче, мӑшӑрӗ вырӑнти тимӗр-бетон заводӗнче водительте тӑрӑшаҫҫӗ.

— Ӗмӗр сакки сарлака тесе ваттисем ахальтен каламаннине, пурнӑҫ кирек хӑш тапхӑрӗнче те кирек камшӑн та кӗтменлӗх сиксе тухма пултарассине тинех ӑнланса илтӗм, — хаш сывларӗ хӑйсен ҫемйи ҫинчен каласа пама тытӑнсан Елена Семеновна.

…Туслӑ ҫемьере ҫуралнӑ Лена. Амӑшӗ Анна Александровна хӑйӗн ачалӑхӗ телейлӗ пулманран /ашшӗпе амӑшӗ вӑрҫӑра вилсен тӑлӑха юлнӑ, шӑллӗсем выҫӑпа вилнӗ/ хӑйӗн тӗпренчӗкӗсемшӗн тем пек тӑрӑшнӑ. Медицина тытӑмӗнче ӗҫленӗскер, шел, хӑйӗн сывлӑхне упрайман — йывӑр чирленӗ. Шӗкӗр турра — ачисене ура ҫине тӑратма ӗлкӗрнӗ.

— Анне чиркӳ хорне юрлама ҫӳретчӗ. Аттепе иккӗшӗ те турра ӗненетчӗҫ, унӑн саккунӗсене пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшатчӗҫ. Анне ҫут тӗнчерен кайсан аттешӗн ҫав тери пӑшӑрхантӑмӑр — ыратӑвне путарма хаяррипе туслашасран хӑрарӑмӑр. Вӑл ун пек усалпа ҫыхланмарӗ — хӑйне тунсӑх ытла та пуснипе мӑнастире кайрӗ, — куҫҫульне шӑла-шӑлах чӗтренсе тухакан сассипе каласа кӑтартрӗ Елена Семеновна.

Хӑйӗн ҫывӑхӗнче яланах ырӑ ҫынсем пулнине ӗнентерсе малалла сӑмаха хунямӑшӗ ҫинелле куҫарчӗ. Тус пек пулнӑ уншӑн Евгения Кирилловна. ЧАССР тава тивӗҫлӗ учителӗн ятне тивӗҫнӗскер шкулта биологи вӗрентнӗ.

— Эпӗ Ҫӗрпӳ хулинче ӳснӗрен шкулта чӑвашла вӗренмен. Апла пулин те наци культури маншӑн яланах ҫывӑх. Музыкантра ӗҫлеме тытӑнсан садикри шӑпӑрлансене тӑван чӗлхене, культурӑна хаклама хӑнӑхтармаллине лайӑх ӑнланаттӑм. Ҫак ӗҫре хуняма нумай пулӑшрӗ. Мӗн тери пуян композицисем хатӗрлеттӗмӗр! Алюна Алексеева кастелянша костюмсемпе тивӗҫтерме яланах хатӗрччӗ, сценарисене ҫырма Людмила Сергеева воспитатель пулӑшатчӗ. Тӗрӗссипе, чӑваш ҫи-пуҫне мӗнпур ӗҫтеш, ашшӗ-амӑшӗ пӗрле янтӑлаттӑмӑр, — ӗҫӗ чун туртӑмӗпе пӗр килнине ҫирӗплетеҫҫӗ пултаруллӑ хӗрарӑмӑн сӑмахӗсем. — «Ҫемье ӑшши» конкурса хутшӑнма сӗнсен те сцена ҫине хатӗр сценарипе мар, хамӑр хывнӑ сӑвӑ-юмахпа, халӑхӑн юрри-кӗввипе, вӑййипе тухмаллине тӳрех пуҫа илтӗм.

Елена Семеновна хайланӑ чӑн пулнӑ юмаха унӑн тӗп геройӗ хӑех, тӑххӑрти Максим, чуна тыткӑнламалла каласа кӑтартрӗ. Пултарулӑх конкурсӗ тени ячӗшӗн маррине Алексеевсен усрава илнӗ ывӑлӗ ӗнентермеллипех ӗнентерсе фортепьяно каласа тӗлӗнтерчӗ. Ӑшпиллӗ ҫемьен ҫуначӗ айне Максим епле лекнӗ-ха?

«Мана пулӑсем ҫисе ярасран ҫӑлтӑн»

Александрпа Елена хӑйсен икӗ ачине — Аньӑпа Женьӑна — ура ҫине тӑратнӑ чухне кун-ҫул сукмакӗн самаях вӑрӑм пайӗ хыҫа юлсан хӑйсене ашшӗпе амӑшӗ пулма тепӗр хут тивессе пачах кӗтмен. Анчах...

— Шӑллӑмпа иккӗнех ӳсрӗмӗр эпир. Ҫывӑх пӗртен-пӗр тӑванӑма, шел, упраймарӑм. Алексей пурнӑҫӑн хӑш юппинче тӗрӗс ҫулран пӑрӑнма тытӑннине те сиссе юлаймарӑм-ши? — хускатма йывӑр сӑмаха Елена Семеновнӑна чунран кӑларма та ансат мар. — Авланчӗ. Тӗрӗс-тӗкел пурӑнмаллаччӗ — пӑтӑрмах ҫине пӑтӑрмах сиксе тухрӗ. Малтан арӑмӗ ҫӗре кӗчӗ. Унтан хӑй йывӑр чирлерӗ. Шӑллӑма больницӑна хурсан пиллӗкри ывӑлне Максима хамӑр пата илсе килтӗмӗр. Ҫав кунран килне текех таврӑнаймарӗ ача. Хӑр тӑлӑха юлнӑскере — вӑл кӑмӑлӗпе мӗнлерех кӑткӑссине, унӑн психики пӑсӑлнине, хамӑн сывлӑх тӑрӑмне кура опека йӗркелеме чӑрмавлӑ пуласса пӗлсен те — интерната епле те пулин парас марччӗ терӗмӗр, — виҫӗ ҫул каяллахине куҫҫуль витӗр аса илчӗ усрав ача амӑшӗ.

Этем шӑпи... Пурнӑҫӗ мӗнлерех хутлӑхра йӗркеленнинчен, унӑн тавра камсем пулнинчен ытларах килмест-и вара? Акӑ Максим Яковлев хӑйӗн кун-ҫулӗнче айӑпа кӗме ӗлкӗреймен — ҫухату хыҫҫӑн ҫухату тӳсме тивнӗ те. Шӑпа тӗрӗслевӗ-и ҫакӑ? Анчах кама ытларах тӗрӗслет вӑл — шӑллӗне йывӑрлӑхран ҫӑлайман аппӑшне-и е ашкӑнчӑк, анчах турӑ панӑ пултарулӑхӗпе халех палӑрса тӑракан ачана-и?..

— Максима чунтан юратса хамӑрӑн ҫемьене илтӗм пулин те малтанхи вӑхӑтра пирӗн хушӑра ӑнланулӑх пачах ҫукчӗ — тӗпсӗр шырлан тейӗн, — калаҫӑва тӑсрӗ хӗрарӑм. — Ачана итлеттереймен самантсенче мӗнле кӑна меслет пирки пуҫа ҫавӑрттармастӑм-ши? Мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкмарӑм пулӗ! Ара, 40 ҫула яхӑн педагогра ӗҫлетӗп — пӗр ачан кӑмӑлне тупаймастӑп-ҫке! Хушӑран кашкӑр ҫури пекех тытатчӗ вӑл хӑйне. Тепӗр самантранах — унран ырӑ кӑмӑллӑраххи тӗнчере те ҫук тейӗн! — пурнӑҫра яланах хурапа шурӑ, ырӑпа усал юнашар текен чӑнлӑх Максим кӑмӑл-талайӗнче те палӑрать иккен.

Алӑ усас патнех ҫитнӗ Елена Семеновна — ачана йӗркеллӗ тытма епле хӑнӑхтармаллине пӗлмен. Вӑл пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа ҫӳренине туйнӑ ача. Пӗррехинче ирхине ҫывӑрса тӑрсан хӑйне тӗлленнӗ тӗлӗке каласа кӑтартнӑ:
— Эпӗ аннепе юнашар утаттӑм.
Тахӑш самантра вӑл ман ҫумран ҫухалчӗ. Эпӗ вакка ӳкрӗм. Шыв ҫав тери сивӗ! Акӑ мана пулӑсем тапӑнчӗҫ пек — кӑшласа ярасшӑн пулас. Ҫак самантра эпӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑртӑм та — ман ума эсӗ килсе тухрӑн. Аллуна патӑн... Хреснанне, тӗлӗк манӑн санпа пӗрлех пулмаллине пӗлтерчӗ пуль.

Ӗмӗтленни пулатех!

Ҫапах та тӳлеккӗн пурӑнма паман-ха Алексеевсене усрава йышӑннӑ ывӑлӗ. Ҫур ӗмӗртен иртнӗ кил хуҫисене хӑй тавра самаях ташлаттарнӑ. Воспитани тӗлӗшпе хӑйсен ачисемпе пӗр кӑткӑслӑх та туйса курман Елена Семеновнӑпа Александр Куприяновичшӑн чӑн-чӑн «пурнӑҫ экзаменӗсем» пуҫланнӑ кӑна.

— Черетлӗ хутчен хамӑн вӑй-хала шанми пулса ҫитнӗ самантра Раифа мӑнастирӗ ҫинчен вуласа пӗлтӗм. Унта арҫын ачасем валли приют пур иккен. Ҫапла Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ паллӑ вырӑна тухса кайрӑмӑр. Йышӑнса юлчӗҫ Максима. Анчах пӗр услови пур: ачана сӑнамалли тапхӑр виҫӗ уйӑха тӑсӑлать. Мӗн тетӗр? Мӑнастир ҫумӗнчи приютра тӗлӗнмелле ӑстасем ӗҫлеҫҫӗ пулсан та Максима итлеттерсе ҫитереймен, ӑна каялла илсе кайма ыйтрӗҫ, — чӑрмав тупӑнсах пынине палӑртрӗҫ Е.Алексеева сӑмахӗсем.

Апла-и, капла-и — Раифа мӑнастирӗнче тӑватӑ уйӑха яхӑн пурӑнни усса кайнӑ: Максим турӑ саккунӗсем мӗне ырлани-сивленине уяма тытӑннӑ. Хӳтте илнӗ кил-йыш халӗ ӗнтӗ унпа яланах чиркӳ ҫывӑхнерех пулмаллине, ӗненӳпе пурӑнма хӑнӑхтармаллине ӑнланнӑ.

— Ҫулталӑкран шкула каймалла чухне хатӗрленӳ занятийӗсене ҫӳретме васкамарӑмӑр — вӗрентекенсене вӑхӑт ҫитичченех хӑратас темерӗмӗр. Ҫӗрпӳри ӳнер шкулӗн хореографи уйрӑмне илсе ҫӳреме тытӑнтӑм. Эрнере икӗ хутчен, общество транспорчӗпе. Килте вулама-ҫырма, музыкӑна хӑнӑхтарма пуҫларӑм. Кайран, шкула кайма тытӑнсан, пушӑ вӑхӑчӗ питех ан юлтӑр тесе ӳнер шкулӗнчи музыка класне ҫырӑнтартӑм. Унта акӑ иккӗмӗш класа аванах вӗренсе пӗтерчӗ, — халӗ ӗнтӗ лару-тӑру лайӑх енне улшӑнма тытӑннӑран хаш сывларӗ чӑтӑмлӑ хӗрарӑм.

Пурнӑҫра чыслӑн выляса яма та пӗлмеллине халех вӗрентесшӗн ӑна ҫӗнӗ ҫемьере. Пӗррехинче сӑвва илемлӗ вулакансен республикӑри конкурсне «Я маму свою обидел» хайлавпа кайнӑ Максим. Ку енӗпе унӑн пултарулӑхӗ чӑнахах та пысӑккине арҫын ача умӗнче амӑшӗ те, вӗрентекенсем те пӗрре мар каланӑ. Максим хӑй ҫӗнтерессе шансах тӑнӑ. Килне парнепе таврӑнма ӗмӗтленнӗ. Анчах... «Мӗншӗн манӑн ята асӑнмарӗҫ?» — конкурса пӗтӗмлетнӗ чухне тилмӗрме тытӑннӑ амӑшне. Ҫав самантра пӗр хӗр — йӗркелӳҫӗсенчен пӗри-тӗр — вӗсен умӗпе иртсе пынӑ. Куҫҫульпе ҫӑвӑнакан арҫын ача умне кукленсе: «Мӗн пулнӑ?» — тесе ыйтнӑ. Кӑмӑлсӑрланнин сӑлтавӗ тупӑшура ҫӗнтерейменни пулнине пӗлсен алӑри хитре чӗркеме тӑсса панӑ: «Ан пӑшӑрхан, парнӳ акӑ, манра».

— Ҫапла, пирӗштийӗ питӗ хытӑ сыхлать ӑна. Кирек мӗнле чӑрмав пултӑр — Максим юнашар чухне ыйту туххӑмрах татӑлать, — тӗлӗннине пытармарӗ амӑшӗ.

Чыс-хисеп — шӑпа парни

Пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли — юратнӑ ӗҫре киленӳ илни, ҫемьере татулӑх хуҫаланни тата хӑв пурӑнакан хутлӑхра сана хисеплени. Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ Алексеевсем. Александр Куприяновичпа чуна уҫса вӑрах калаҫма май килмерӗ пулин те /ӗҫри ҫынна нумайччен епле чӑрмантарас?/ вӑл пыл хурчӗ пекех ӗҫчен кил хуҫи пулнине, пурнӑҫӗнче мӗн те пулин улӑштарма май пулас тӑк мӑшӑрне никампа та улӑштармассине пӗлтӗм. Мӗн тӗрлӗ кӑна техника ҫук-ши Алексеевсен хуҫалӑхӗнче! Ҫак пурлӑха юсавлӑ тытса унпа ҫемьешӗн усӑллӑ ӗҫ туни — Александр Куприяновичӑн тӳпи. Арҫын техникӑна юратма тивӗҫ тесе шухӑшлаканскер ывӑлне Женьӑна мӗн пӗчӗкрен тӗрлӗ техникӑна «ҫӑварлӑхлама» хӑнӑхтарнӑ. Самана улшӑннӑ тапхӑрта ҫемьене тӑрантарма укҫа ӗҫлесе илес тесе хӑй Мускава ҫӳренӗ чухне тӑххӑрмӗш класра вӗренекен Женьӑн пахчаҫимӗҫ акма-лартма, мӗн пур лаптӑкри утта ҫулма, турттарма тивнӗ.

Калининградри пограничниксен институтӗнчен вӗренсе тухнӑскер халӗ Хусанта — ҫыр ҫынни. Мӑшӑрӗпе Марийӑпа хӗр ҫитӗнтереҫҫӗ. Лера тӑваттӑра кӑна пулин те пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ: сӑвӑ калама, амӑшӗ пекех — полимер тӑмран темӗн те ӑсталама маҫтӑр.

Анна, Алексеевсен хӗрӗ, Шупашкарта технолог-педагог профессине алла илнӗ. Вӑл та ҫемьеллӗ. Мӑшӑрӗпе Евгенипе виҫӗ ача ҫитӗнтереҫҫӗ.

— Эпир пӗр-пӗрне хисеплессине тӗпе хунӑ яланах. Ӗҫре те сума сунине туятӑп. Ӗнтӗ вӑтӑр ҫул тӑван ял пулса тӑнӑ Чурачӑк халӑхӗ хисепленине те куратӑп — телей мар-и ҫакӑ? — терӗ Максима та ҫӗршыва юрӑхлӑ ҫитӗнтерме ӗмӗтленекен Елена Семеновна сывпуллашас умӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех