Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ахӑрсамана

Автор: Валентина Тарават

Ҫӑлкуҫ: http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Хушнӑ: 2016.08.01 18:45

Пуплевӗш: 307; Сӑмах: 1895

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑҫалхи хӗл Марье миҫемӗш хут ӗнтӗ пӑлтӑр алӑкне аран-аран уҫкаласа юр купи ӑшне чӑмать. Юрать-ха кӗреҫи пӑлтӑрӗнчех тӑрать унӑн. Сарай таврашӗнче усрас пулсан ун патне ашса ҫитеес те ҫук. Капла пӑлтӑр алӑкне те кӗреҫе пулӑшнипе ҫеҫ уҫкалать. Уҫать те алӑкне тем пысӑкӑш ӗҫ тунӑ пек тарӑннӑн, ассӑн сывласа ярать. Вара чунне лӑплантарса пӳрте кӗрсе чей вӗретме лартать. Ҫӗрулми шуратса шӳрпе хатӗрлет. Хӑш чухне чей ӗҫнипех ҫырлахать. Пӗччен ҫыннӑн апачӗ те ансах каймасть. Паян ак шывӗ те витре тӗпӗнче анчах. Чей вапли те ҫур чейник чами ҫеҫ пулчӗ. Яшка пӗҫерес тесен кӳршӗсен пуссине каймалла. Унта ҫитме кунӗпех ҫул хывмалла. Марье чей вӗретрӗ те ирхи апата ларчӗ. Сӗтел ҫине мӗн пуррине кӑларса хучӗ. Апат енчен Марье пит чухӑнах мар. Мухтав Турра! Ывӑлӗ Криша амӑшне пӑрахмасть. Укҫа-тенкӗпе те пулӑшать. Инҫетри ҫурҫӗртен шапашкӑран ӗҫлесе таврӑннӑ чухне икӗ пысӑк сумкӑпа тем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ илсе килет. Хытса кайнӑ ҫӑкӑра алла илчӗ те темле хаклӑ япалана сӑнаса пӑхнӑ пек ҫавӑра-ҫавӑра пӑхрӗ. Тӗрӗс те, Марьешӗн вӑл паянхи кун нихҫанхинчен те хаклӑрах. Эрнипе пӗр чарӑнми тӑкать те ҫӳлти тӳпе юрне, лавккана ҫитсе килме те чӗр тамӑк.

Марье апатланчӗ те пӑлтӑр апӑкне хиркелесе уҫса урама тухрӗ. Юрать-ха ҫуркунне кӗве ҫинипе юрӑхсӑра тухнӑ ҫирӗм ҫулхи ҫӑм аттине кӑларса ывӑтмарӗ. Ак хӑҫан кирлӗ пулчӗ вӑл. Эрне витерен кӑларман качаки те апат ыйтать. Ӑна та ҫитермелле. Чӑххисем те хӑйсем ҫинчен мантармаҫҫӗ. Автанӗ ав кӑвак ҫутӑ киличченех таврана янраттарать.

Марье кӗреҫе илчӗ те витесем патнелле ҫул хывма пуҫларӗ. Унтан качакине апат пачӗ, ун часах пӑранламалла. Чӑххисене тулӑпа хӑналарӗ. Ку ӗҫсене пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн калитке патнелле ҫул уҫма пикенчӗ. Веҫех тара ӳкре ӗнтӗ. Анчах та ӗҫлемелле, килсе пулӑшакан ҫук. Ав кӳршӗри Анна кинеми патне «тимуроветсем» ҫӳреҫҫӗ. Марье патне килекен ҫук ҫав, вӑл пенси ҫулне те ҫитмен-ха. Эх, ҫакӑнта ывӑлӗ Кӗркури пулсан-и? Вӑл амӑшне юр тасатма мар, пусӑ патне шыв ҫӗклеме те яман пулӗччӗ. Марье кӗреҫи ҫине таянчӗ те аслӑ ҫул ҫине тинкерчӗ. Аякран юр тасатакан трактор кӗрлеттерсе килет. Ун хыҫҫӑнах пысӑк чаплӑ машина пырать. Кун пеккине вӑл пысӑк хулара кӑна курнӑ. Пӗр-пӗр начальник пуль ӗнтӗ. Мӗн ӗҫлесе ҫӳремелле ун кунта? Тӑван-пӗтенӗ патне-ши? Камӑн ҫаван пекех «чӑнкӑ» тӑванӗ пур-ши хӗрӗх килрен тӑракан ялта? «Крутой» теҫҫӗ ун пеккисене телевизорпа. Пур пуль-ха вӗсем те. Кунта ак халӑх ӗҫсӗр нушаланать. Колхоз ферминче сысна пӑхнӑ Марье те пилӗк ҫул каяллах ӗҫсӗр юлчӗ. Акӑ чаплӑ машина Марьесен пӳрчӗ умне чарӑнчӗ. Машинӑран элес-мелес чаплӑ тумланнӑ пысӑках мар пӳ-силлӗ, кӗрнеклӗ арҫын тухрӗ. Тепӗр алӑкран Марье ывӑлӗ Криша пысӑк сумкӑпа курӑнчӗ. Палламан арҫын трактор хуҫипе тем калаҫрӗ те кӗсйинчен укҫа кӑларса пачӗ.

— Анне, аннеҫӗм, — пырса ыталарӗ ывалӗ амӑшне. — Сана пулӑшакан та ҫук.

— Ывӑлӑм, эсех-и вара ку? Санӑн тата икӗ уйӑхран ҫеҫ таврӑнмалла-ҫке.

— Халь калаҫар мар ун пирки, — сапхуллӑн сӑмах хушрӗ ывӑлӗ. Куҫӗсем те питӗ салху Кришӑн. Ҫӳллӗ, кӗрнеклӗ певӗ те пӗкӗрӗлнӗ пек. Чиксе, ыратса кайрӗ амӑшӗн чӗри. Теме, ырӑ мара сисет вӑл.

— Атя, паллаштар аннӳне пулас арӑмупа. Мӗн ятлӑ-ха аннӳ? — мӑн кӑмӑллӑн ыйтрӗ арҫын.

— Марье аппа темелле мана, — аран-аран илтмелле пӑшӑлтатре хӗрарӑм. — Мӗнле арӑм? Ыльӑм, авланма шухӑшланӑ-и эсӗ? Паянччен ним те шарламанччӗ-ҫке. Эпӗ санӑн савнӑ хӗр пуррине те пӗлмен.

— Кайран, кайран, анне...

— Мана Лев Николаевич теҫҫӗ.

Ҫапла каларӗ те арҫын машина алӑкне уҫса пӗр ҫамрӑк хӗрарӑма кӑларчӗ. Марье тӗсерех пӑхрӗ те кӳршӗ ялти пӗлӗшӗсен хӗрне Литюка палласа илчӗ. Илтнӗччӗ-ха вӑл хӗр ҫинчен.

Ҫӑмӑл пурнӑҫпа пурӑнать, пысӑк укҫана юратать тенине илтнӗччӗ. Хулара пӗр пуян кантурӗнче ӗҫлет тесе калаҫатчӗҫ. Хӑлхана кӗнӗччӗ, анчах та ун ывӑлӗпе Кришапа савниллӗ тесе нихӑҫан та шутламан. Марье тайӑла, тайӑла кайрӗ. Ӳкесрен ӑна ывӑлӗ тытса чарчӗ.

— Атьӑр апла. Пӳрте кӗрер.

— Кӗрсе тӑма вӑхӑт ҫук, — йӗрӗнерех пӑхса илчӗ арҫын Марьепе унӑн тайӑла пуҫланӑ пӗчӗк пӳрчӗ ҫине. — Лида, юлас тесен эсӗ юлма пултаратӑн. Ну, юрӗ, Григорий. Ыттине эпир санпа веҫех калаҫса татӑлнӑ, — шаплаттарса ҫапрӗ вӑл Кришана хул пуҫҫийӗнчен.

— Эпӗ кунта юлмастӑп, — касса татрӗ Литюк. — Туйччен атте-анне килӗнче пурӑнатӑп. Ҫак кунсенчен килӗшме пырасса шанатӑп.

«Апай Турах, — ӗсӗклет Марье чунӗ. — Кусем пӗтӗмпех хуҫаланаҫҫӗ-ҫке пирӗн пурнӑҫпа». Вӑл пуҫне пӗксе тӑракан ывӑпӗ ҫине пӑхрӗ. Леш чӗлхине ҫӑтса янӑ тейӗн.

Арҫынпа Литюк «чӑнкӑ» машинӑна кӗрсе ларчӗҫ те аслӑ ҫулпа каялла васкарӗҫ.

— Анне, аннеҫӗм, — ҫӗнӗрен пырса ыталарӗ амӑшне ывӑлӗ. — Мӗнле саманара пурӑнатпӑр эпир? — шӑлчӗ вӑл куҫҫульне амӑше курасран пӑрӑнса.

Амӑшӗ веҫех курать-ҫке. Йывӑр ывӑлне...

* * *

Хӑй пурнӑҫӗнче ҫакӑн пек инкек сиксе тухасса Криша тӗлӗкӗнче те тӗлленмен. Анчах каччӑ икӗ уйӑх каялла курнӑ тӗлӗке аса илчӗ. Хӑй пурнӑҫӗнче пӗрре те ыталаса, чуптуса курман Кришана Литюк пӗтӗм халӑх умӗнче ыталаса илсе чуптурӗ те икӗ аллипе пӑвма пуҫларӗ. Патвар кӗлеткеллӗ, вӑйлӑ каччӑ ниепле те хӑтӑлаймасть Литюк аллинчен. Ҫапла вӑранса кайрӗ. Хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ. Акӑ мӗне пулчӗ иккен тӗлӗк.

Литюка вӑл лайӑх паллать-ха. Кӳршӗ ял хӗрӗ вӑл. Кришаран виҫӗ ҫул кӗҫӗнрех. Шкулта вӗреннӗ чухне Криша пек чухӑн ҫын ачисенчен йӗкӗлтесе кулмасӑр иртсе те кайман. Шкул хыҫҫӑн темле курс пӗтернӗскер хулари пӗр фирмӑра ӗҫлет тенине илтнӗччӗ. Салтакран таврӑнсан Криша ялта нумай пурӑнмарӗ. Вахта майӗпе ҫӳрҫӗре ӗҫлеме ҫӳрерӗ. Лайӑх тумланчӗ. Амӑшне те самаях пулӑшма пуҫларӗ. Ашшӗ Кришапа амӑшне вӑл пилӗк ҫулта чухнех пӑрахнӑ. Кӳршӗре пурӑнакан пӗччен хӗрарӑмпа ҫыхланса ялтан тухса кайнӑ. Унтанпа ашшӗне курман ача. Пӗр пулӑшу та илмен унран ҫемье. Марье пӗтӗм чун хавалне парса тӑрӑшатчӗ ывӑлӗ хӑйне ҫынран катӑк ан туйтӑр тесе. Криша йӗркеллӗ каччӑ пулса ӳсрӗ. Пируспа, эрехпе туслашмарӗ. Пӗчӗкренех амӑшне пур енӗпе те пулӑшма тӑрӑшрӗ.

— Ашшӗне пӑхса ывӑлне кай тенӗ те, Петӗр пек тилхепесӗр ӳсмерӗ Криша, — мухтатчӗ ӑна кӳршӗри Анна кинеми. — Эх, ҫав Петӗре, ывӑлне пӗрре те килсе курмарӗ-ҫке.

Ак авлантараҫҫӗ ӑна. Литюк тесен, вӑл Кришана нихӑҫан та килӗшмен. Ун пек «йӗвенсӗр» хӗрсене юратмасть вӑл. Анчах та шӑпа ҫак «тӑрпалтайпа» ҫыхасшӑн ӑна. Мӗн-ма кайрӗ-ха вӑл ун чухне кӳршӗ ял клубне? Чунӗ лӑпкӑ марччӗ каччӑн ҫав каҫ. Пӗр уйӑх каялла пулчӗ ку. Кришана Литюксен ялӗнче пурӑнакан юлташӗ хӑй ҫуралнӑ кунне чӗннӗччӗ. Малтан клуба ташӑ каҫне кайрӗҫ. Кришасен пӗчӗк ялӗнче кпуб ҫук та, ҫамрӑксем яланах кӳршӗрине ҫӳреҫҫӗ. Ҫырма урлӑ кӑна каҫмалла. Литюк та пурччӗ ҫав каҫ клубра. Акӑ вӑл Кришана ташша чӗнчӗ. Тӗртсе яраймастӑн вӗт. Тухмаллах. Эх, пӑркаланчӗ вара Литюк, эх хиркеленчӗ. Куҫне-пуҫне вылятать, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе каччӑ ҫумне ҫыпҫӑнать.

— Пӗрмай тӗлӗкре куратӑп. Пӗртте асӑмран тухмастӑн. Ачаранах савнӑ эп сана, — сирпӗтет вӗри сывлӑшне Литюк. — Аван мана санӑн ытамунта.

Хӑйӗнчен самаях эрех шӑрши ҫапать.

— Темле ҫав. Эсӗ пирӗн пеккисенчен ытларах йӗкӗлтесе кулаттӑн пулас.

— Юратнипе вӑл, Гриша, юратнипе, — хытӑран та хытӑ ҫыпӑҫать хӗр пӗтӗм кӗлеткипе.

«Эй, Турӑ! Намӑс-симӗсе те пӗлмест иккен ку хӗр», — тӗлӗнет каччӑ. Пӗрле ерсе Валерӑн ҫуралнӑ кунне те уявлама пычӗ.

— Эсӗ ку емпӗлтие хӑвах чӗннӗ-и уява? — кӑсӑкланчӗ Криша.

— Мӗн чӗнмелли? — пулчӗ хурав. — Каялла ҫавӑрса яраймастӑн вӗт.

Валерӑсен килӗ-ҫурчӗ хӑтлӑ. Хулари пекех, темиҫе пысӑк пӳлӗм, тӗпелӗ те питӗ чаплӑ. Ара, ашшӗ яланах ятлӑ-сумлӑ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ та. Амӑшӗ шкулта вӗрентет. Ачисене те пысӑк пӗлӳ пама тӑрӑшрӗҫ. Валера кӑҫал ял хуҫалӑх институтне пӗтерчӗ. Район центрӗнче инженер-механикра тӑрӑшать. Йӑмӑкӗ Лариса пединститут пӗтерет. Криша та шкулта питӗ лайӑх вӗренетчӗ. Анчах та малалла пӗлӗвне ӳстереймерӗ. Темех мар-ха. Кая юлман. Ак ҫӳрҫӗрте ӗҫлесе укҫа пуҫтарӗ те куҫӑмсӑр майпа вӗренӗ. Ун шухӑшне Литюк татрӗ.

— Эх, чун савнийӗм, мӗн ман-ма ҫумран пӑрӑнса кайрӑн? Мана кичем кун пек, — пырса ыталарӗ вӑл.

Валера та, унӑн йӑмӑкӗ Лариса та пит ӑшӑ куҫпах пӑхмаҫҫӗ кӗтмен хӑна ҫине. Кришана Лариса кӑмӑла каять. Ҫак сапӑр, илемлӗ хӗр ун куҫӗ умӗнче ӳссе ҫитӗнчӗ. «Эпӗ санӑн та ньӑмӑку пуятӑп», — тетчӗ пӗчӗк чухне.

— Ну, ньӑмӑкӑм, мӗнле пурӑнатӑн? — пырса ҫупӑрларӗ хӗре Криша.

— Чиперех. Хӑв мӗнле? — йӑл кулчӗ пике каччӑ ҫине асамлӑх сапса. Хӑй Литюк ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.

— Чип-чиперех. Ура тупанӗсем кӗҫӗтетчӗҫ-ха. Паян санпа ташласса пуль. Эс хирӗҫ мар пулсан паллах.

— Хирӗҫ мар, хирӗҫ мар. Ньӑмӑку-ҫке, — вӑтанарах кулса илчӗ Лариса. — Эп ньӑмӑку та, анчах та кунта сан савни пур пулас. Ав мӗнле тулхӑрса пӑхать ман ҫине.

— Ҫынна ан култар. Шухӑшра та нихӑҫан та пулман вӑл.

Шавларӗҫ, кӗрлерӗҫ ҫамрӑксем. Литюк Кришӑран хӑпма пӗлмерӗ. Каччӑ эрехпе вылякан мар, анчах та пӗр-ик черкке ҫуттине пушатрӗ ҫав. Пушатрӗ. Вӑл Литюк ун черккине ҫывӑрттаракан эмел пӑрахнине курман-ҫке. Ташӑ вӑхӑтӗнчех тайӑлма пуҫларӗ.

— Сана япӑх-им? Эх, каччӑ тет тата хӑйне. Ӗҫмесӗрех ӳсӗрӗлет иккен ку, — чӗвӗлтетет Литюк.

Вӑл Кришӑна ҫавӑтса ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗчӗ те кравать ҫине вырттарчӗ. Хӑй ним пулман пек хӑнасем патне таврӑнчӗ. Кӑштахран каллех унта тӗнкӗлтетрӗ...

Вӑранса кайсан Гриша хӑй шӑлаварсӑр выртнине курчӗ. Ун ҫумӗнче куҫне тутӑрпа шӑлкаласа Литюк ларать.

— Пулчӗ! Пулчӗ! Мӗн пулмалли пӗтӗмпех пулчӗ. Намӑс кӑтартрӑн эсӗ мана, — нӗшӗклет хӗр.

— Мӗн сӳпӗлтететӗн эсӗ?! Эпӗ сана пӳрнепе те тӗкӗнмен!

— Тӗкӗнмен тетӗн-и! Ав мӗн чухлӗ свидетель! — янрашать Литюк.

— Эх, пӗтертӗн эсӗ ман пурнӑҫа! — икӗ аллипе хӑйӗн ҫӳҫне лӑскать каччӑ. Хӑйӗнне мар, Литюк ҫӳҫне лӑскамалла та. Тӗрмене кайса ларас килмест-ҫке.

Ҫывӑрмалли пӳлӗм алӑкӗ умне Валерӑсен ҫемйи кӗпӗрленнӗ. Хӑнисем саланса пӗтнӗ ӗнтӗ.

— Тухса кай кунтан! — Валера Литюка хулӗнчен тытса алӑк патне сӗтӗрме пуҫларӗ. — Никам чӗнмен ҫӗре килсе мӑшкӑл кӑтартрӑн.

— Суда паратӑп! Лартатӑп! Ҫемйипех свидетель пулса пыратӑр! — ҫухӑрашать Литюк.

— Пирӗн хушӑра нимӗн те пулман. Тархаслатӑп. Ӗненӗр мана, — йӑлӑнса пӑхать каччӑ тӑван пек ҫывӑх ҫынсене куҫран. Куҫӗсем Ларисӑпа тӗл пулчӗҫ. Хӗрӗн куҫӗсем куҫҫульпе тулнӑ.

— Ӗненетпӗр, ачам, ӗненетпӗр. Ку ӑҫти ҫук такама та мӑшкӑлчӑк шыва путарӗ, — лӑплантарма пӑхрӗ Валера амӑшӗ Нина Николаевна.

Криша тепӗр кунне ирех ялтан тухса кайрӗ.

— Ачам, пӗр уйӑх килте пурӑнатӑп терӗн-ҫке, лупас юпине майласшӑнччӗ.

— Каймалла ман, анне. Кӗтеҫҫӗ мана, — салхун пӗлтерчӗ ывӑлӗ...

…Пӗр кунхине ӑна кантура пуҫпӑх пӳлӗмне чӗнтерчӗҫ.

— Иртӗр, иртӗр, Николаев. Ав кунта сирӗн пата хӑна килнӗ, — алне тӑсса кӑтартрӗ вӑл чаплӑ кресло ҫинче саркаланса ларнӑ пӗр вӑтӑр пиллӗкри ҫынна. Лешӗ, лутраскер пулас, креслӑран питех курӑнмасть те. Хӑй каччӑ ҫине темӗнле курайманлӑхпа пӑхать. Калӑн, Криша ун пӗвне вӑрланӑ.

— Мӗнле хӑна? Эпӗ никама та кӗтместӗп, — тӗлӗнчӗ вӗл.

— Эпӗ — кӗтмен хӑна, — лӑх! лӑх! кулса ячӗ арҫын. Хӑй ура ҫине тӑчӗ те Кришӑна алӑ тӑсрӗ.

— Мана Лев Николаевич теҫҫӗ. Эпӗ Лидӑн тӑванӗ пулатӑп. Апла пулсан санӑн та тӑван. Пиччӳ вопшем, — ахӑлтатать арҫын.

Урисем лӗнчӗр! кайрӗҫ каччӑн. Вӑл стена ҫумне таянчӗ.

— Мӗскер, тухсах калаҫатпӑр-и? Е пуҫлӑху умӗнче те юрать? Пӗлтӗр унӑн подчиненнӑйӗсем мӗнле таса хӗрсен ятне ҫӗртнине, — чӑвашла калаҫма пуҫларӗ вӑл.

— Тухса калаҫӑпӑр.

Палларӗ арҫынна Криша. Нимӗнле Литюк тӑванӗ те мар вӑл. Вӑл Литюка темиҫе хут та хуларан яла леҫсе хӑварнӑччӗ. Валера каланӑ тӑрӑх Литюк ӗҫлекен фирмӑн хуҫи. Тӗрӗсрех каласан — унӑн еркӗнӗ.

— Пуҫтар сумкуна! Яла таврӑнатӑн. Авланас пулать сан, ҫамрӑк соблазнитель. Билетсем заказ панӑ. Самолет каҫхине ултӑ сехетре.

Арҫын кантур ҫумӗнче тӑракан шакла пуҫлӑ икӗ амбал енне пуҫӗпе сӗлтрӗ.

— Ан турткалан, пурӑнассу килсен. Ак ман сумкӑра сана тӗрмене лартмалӑх материал та пур. Врачран илнӗ справка...

* * *

Икӗ ҫул ытла фирма пуҫлӑхӗпе иртӗхсе пурӑннӑ Литюк ҫие юлнине пӗлсен ун кабинетне ҫавра ҫил пек вирхӗнсе кӗчӗ.

— Так! — терӗ вӑл икӗ чӑмӑрне пилӗкӗ ҫине хурса, — ача пулать. Мӗн тумалла тет халь манӑн?! Эпир санпа любовь крутить тунине пӗтӗм фирма ӗҫченӗ пӗлет. Пуринчен ытла ак ҫак диван, — урипе пырса тапрӗ вӑл ӑна.

— Эс, шӑркалчӑ, мӗн дивана урупа хӗнетӗн?! Халиччен мӗн тунӑ, халӗ те ҫавнах тӑватӑн!

— Эпӗ урӑх аборта каймастӑп! Мана иртнинче асӑрхаттарчӗҫ. Татах хырӑм пӑрахсан урӑх ача пулмасть ман.

— Так. Ача ашшӗсӗр ҫуралмасть. Ҫавӑнпа та часрах унӑн «ашшӗне» шыраса тупмалла.

— Мӗнле ашшӗне?! Ашшӗ ман умра! Ниҫта та пӑрӑнаймастӑн! Паянах арӑму патне ҫитетӗп! Уйрӑл унтан! Мана качча ил! Фирма хуҫи арӑмӗ — эпӗ!

— Мӗн?! Мӗн сӳпӗлтететӗн, тӗнче йытти?! — ялт! сиксе тӑчӗ пуҫлӑх пукан ҫинчен. — Парӑп эп сана фирма хуҫи арӑмӗ! Ӑҫти ҫук! Сан пек каяшсем ман арӑмӑн касса пӑрахнӑ чӗрнине те тӑмаҫҫӗ.

Литюк каялла, каялла чакрӗ те алӑкран коридора тухса лаплатса ӳкрӗ.

Тепӗр кунне ӑна Лев Николаевич пӳлӗмне чӗнтерчӗ.

— Арӑм хӑлхине кӗрсен хӑв та, хырӑмри ачу та ҫук пулатӑр. Шутла авантарах. Мӗнле тухма пулать ку ситуацирен?..

…Валерин ҫуралнӑ кунӗнче тухрӗ те Литюк ҫав «ситуацирен».

Ним пытармасӑр каласа пачӗ амӑшне Криша...

— Анне, пирӗн санпа хӗр килӗшме каймалла пулать. Эпӗ, паллах, унпа пурӑнас ҫук. Анчах та мана халӗ вӗсем пурӑнма памаҫҫӗ. Вӗлерессипе хӑратать арҫынни. Бандит теҫҫӗ ӑна. Авлан, пӳрт лартса паратӑп тет. Эпӗ хамӑн йӑмӑкшӑн укҫа-тенкӗ шеллес ҫук тет.

— Ахӑрсамана ҫитрӗ иккен! — ӳлесе макӑрса ячӗ те Марье урайне йӑванса кайрӗ. Ҫавӑнтах тапма чаранчӗ ҫак мӑшкӑла тусеймен хӗрарӑм чӗри.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех