Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 16-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.07 12:30

Пуплевӗш: 158; Сӑмах: 1236

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пухуран Давыдов Разметновпа пӗрле тухрӗ. Ҫӑра та йӗпе юр ҫӑвать. Тӗттӗмре, хӑшпӗр ҫӗрте, хӑй ҫутисем йӑлкӑшкалаҫҫӗ. Кассӑн-кассӑн ҫил вашлатса вӗрнипе таткаланса илтӗнекен йытӑ сассисем хутор тӑрӑх кичеммӗн те чарӑна пӗлмесӗр янӑрашаҫҫӗ, Давыдов юр тытса хӑварасси ҫинчен Яков Лукич каласа панине аса илчӗ та ассӑн сывласа ячӗ: «Ҫук, кӑҫалхи ҫул ӑна тума алӑ ҫитеймӗ ҫав. Чӑнах та, ҫакӑн пек ҫил-тӑманра уйсене мӗн чухлӗ юр выртса юлнӑ пулӗччӗ! Ытла та шел, факт!»

— Витене кӗрсе тухар-ха, колхоз лашисен ҫитсе курар, — сӗнчӗ Разметнов.

— Кӗрсе тухар.

Тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӗчӗҫ. Кӗҫех хӑй ҫути курӑнса кайрӗ. Лапшинов ҫенӗхӗ пулнӑскерӗнчен тунӑ вите умӗнче хунар ҫакӑнса тӑрать. Картишне кӗчӗҫ. Вите алӑкӗ патӗнче, аслӑк айӗнче, казаксем пӗр сакӑр ҫын пухӑнса тӑнӑ.

— Паян дневальнӑйра кам тӑрать? — ыйтрӗ Разметнов.

Тӑраканнисенчен пӗри чикарккине атти ҫумне пусса сӳнтерчӗ те:
— Кондрат Майданников, — терӗ.

— Мӗншӗн кунта халӑх нумай тата? Мӗн тӑватӑр эсир кунта? — интересленчӗ Давыдов.

— Ахаль кӑна, Давыдов юлташ… Тӑратпӑр ҫапла, пурте пӗрле чӗлӗм туртатпӑр…

— Каҫхине анкартинчен утӑ турттарса килсеччӗ те.

— Чӗлӗм туртма пухӑнса тӑтӑмӑр та калаҫсах кайрӑмӑр. Ҫил-тӑман иртессе кӗтетпӗр.

Пӳлсе уйӑрнӑ станоксем хушшинче лашасем майӗпен кавлекелесе тӑраҫҫӗ. Кашни станока хирӗҫ, йывӑҫ йӑрхахсем ҫине, сӳсмен, кутлӑх е пичеве кӳлмелли чӗн вӗренсем ҫакса хунӑ. Иртсе ҫӳремелли хушӑсене тап-таса шӑлса тасатнӑ, ҫиелтен кӑштах юханшыв хӗрринчи сара хӑйӑрпа сапкаласа тухнӑ.

— Майданников! — чӗнсе илчӗ Андрей.

— Аю! — хирӗҫ сасӑ илтӗнчӗ вите вӗҫӗнчен.

Майданников сенӗк юпписем ҫинче пӗр валем ыраш улӑмӗ ҫӗклесе пырать. Вӑл алӑкран тӑваттӑмӗш станок хушшине кӗчӗ те выртакан хура лашана урипе тӗртсе тӑратрӗ, сапаласа улӑм сарса пачӗ.

— Ҫаврӑнсам! Шуйтта-а-ан! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унтан, тӗлӗрсе тӑракан лашана сенӗк аврипе тивертсе илчӗ.

Лешӗ хӑранипе тапӑртатма пуҫларӗ, хӑма сарнӑ урайӗнче урисене чаркаласа хучӗ, тулхӑрса ячӗ те, выртас шухӑшне пӑрахса пулас, сырӑш патнелле пуҫне тӑсрӗ.

Кондрат Давыдов умне пырса тӑчӗ, вите тата улӑм шӑршипе витӗрех витнӗскер, куштӑркаса кайнӑ сивӗ аллине тӑсса пачӗ.

— Ну, мӗнле, Майданников юлташ?

— Пырать пек, колхоз председателӗ юлташ.

— Мӗнле вара эсӗ ҫапла калаҫатӑн: «колхоз председателӗ юлташ…», текелетӗн, — йӑл кулчӗ Давыдов.

— Халь эпӗ хамӑн службӑра-ҫке-ха.

— Мӗншӗн вите таврашӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑрать?

— Хӑвӑр ыйтса пӑхӑр вӗсенчен! — Кондрат сассинче тарӑхса кӳренни илтӗнчӗ. — Ҫӗрле валли лашасене апат пама вӑхӑт ҫитсенех тем шуйттанӗ пуҫтарса килет ҫавсене. Уйрӑм хуҫалӑхри йӑласенчен ниепле те хӑпаймасть халӑх. Кусем пурте лаша хуҫисем лараҫҫӗ. Килеҫҫӗ те ӑшталанма тытӑнаҫҫӗ: «Манӑн тур лашана утӑ хурса патӑн-ши?» «Манӑн хӑла лашана улӑм сарса патӑн-ши тата?» «Манӑн кӗсреҫӗм тӗрӗс-тӗкелех-ши кунта?» — тесе хуплантараҫҫӗ. Ӑҫта кайса ҫухалтӑр-ха, сӑмахран, унӑн кӗсри? Ҫӑвара тӗркесе чикессӗм пур-им эпӗ ӑна? Пурте килсе тӑрӑнаҫҫӗ те вара: «Кӳр-ха, лашасене апат пама пулӑшам!» — тесе йӑлӑнса аптӑратаҫҫӗ, кашниех хӑйӗн лашине ытларах утӑ пӑрахса пама тӑрӑшать… Аптӑрамалла! Постановлени кӑларас пулать, ытлашши халӑх ҫапкаланса ан ҫӳретӗр кунта.

— Илтрӗн-и? — куҫ хӗсрӗ Андрей Давыдова. Хӑй, нимӗн калама аптӑраса, пуҫне пӑркаласа илчӗ.

— Пурне те хӑваласа яр кунтан! — хыттӑн приказ пачӗ Давыдов. — Дежурнӑйпе помощниксемсӗр пуҫне кунта урӑх никам та ан пултӑр! Утине мӗн чухлӗшер паратӑн? Виҫсе паратӑн-и?

— Ҫук. Виҫместӗп. Чуххӑмӑнах, выльӑх пуҫне ҫуршар пӑта яхӑн паратӑп.

— Пурин айне те саратӑн-и?

— Мӗн тӑвас ара, туршӑн та! — Кондрат, питӗ хытӑ тарӑхнипе, буденновкине лӑстӑртаттарса илчӗ, унӑн кӗре тӗслӗ ҫирӗп ӗнси ҫине, кивелсе кайнӑ сӑхманӗн ҫухи хыҫне, ҫемҫе хылчӑксем тӑкӑнчӗҫ. — Пирӗн завхоз, Островнов Яков Лукич текенни, паян каҫ пулас умӗн килчӗ те: «Лашасем айне юлашки улӑма сарса пар», тет. Ку вара йӗрке пулать-и-ха? Ара вӑл, шуйттан, чи лайӑх кил хуҫи шутланать, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал ухмахла сӳпӗлтетет!

— Мӗншӗн тата?

— Епле пултӑр-ха, Давыдов! Апат юлашки пулсан та, вӑл пӗтӗмпех юрӑхлӑ-ҫке! Хушӑран унта ҫиме юрӑхлӑ вӗтӗ армути е хытхура таврашӗ пур, вӗсене сурӑхсемпе качакасем пӗр пӗрчӗ хӑвармасӑр суйласа ҫисе яраҫҫӗ. Вӑл пур ӑна лашасем айне сарса пама хушать! Эпӗ ӑна хирӗҫле каласа пӑхрӑм та, вӑл: «Мана вӗрентесси санӑн ӗҫ мар!» — тесе хучӗ.

— Апат юлашкисене сарса ан пар. Тӗрӗс! Эпир ыран унӑн хӳрине пӑрса хурӑпӑр! — сӑмах пачӗ Давыдов.

— Тата тепӗр ӗҫ: пусӑ патне купаласа хунӑ утӑ купине ҫитерме пуҫларӗҫ. Мӗн тума пуҫламаллаччӗ-ха ӑна?

— Яков Лукич мана: вӑл утӑ начартарах, терӗ. Начар утта вӑл хӗлле ҫитерсе пӗтересшӗн, лайӑххине суха тунӑ вӑхӑта хӑварасшӑн.

— Ну, апла пулсан, ку тӗрӗс ӗнтӗ, — килӗшрӗ Кондрат. — Апат юлашкисем пирки ӑна калӑр вара.

— Калӑп. Ме-ха, Ленинград пирусне туртса пӑх… — Давыдов ӳсӗрсе илчӗ. — Юлташсем ман пата заводран ярса пачӗҫ… Лашасем пурте сывах пуль?

— Тавтапуҫ. Чӗрттерӗр-ха… Лашасем пурте сывах. Иртнӗ каҫ пирӗн пӗр ҫӑрха лаши, Лапшиновӑн пулнӑскер, кӗлернӗччӗ те, асӑрхаса ӗлкӗртӗмӗр. Ытти енчен пурте йӗркеллех-ха. Пӗри пур авӑ, шуйттанӗ, нимпе те выртмасть. Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ура ҫинче тӑрса ирттерет, теҫҫӗ. Ыран пуринне те малти урисене тепӗр хут таканлатпӑр. Шуҫлак тӑчӗ, такансен качисене пӗтӗмпех пӑр ҫисе янӑ. Ну, сывӑ пулӑр. Эпӗ пурин айне те сарса тухайманччӗ-ха.

Разметнов Давыдова ӑсатма пычӗ. Калаҫкаласа пӗр квартал кайрӗҫ, анчах Давыдов хваттерӗ патнелле пӑрӑнса кӗмелли ҫӗрте Разметнов уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Лукашка Чебаков килӗ умӗнче тӑпах чарӑнса тӑчӗ, Давыдова хулпуҫҫинчен тӑк тӗртсе илчӗ те пӑшӑлтатса:
— Кур-ха! — терӗ.

— Кӗҫӗн алӑк умӗнче — вӗсенчен пӗр виҫӗ утӑмра — этем кӗлетки хуп-хура курӑнса тӑрать. Разметнов сасартӑк вӑр-вар чупса кайрӗ, кӗҫӗн алӑк леш енче тӑракан ҫынна сулахай аллипе пырса тытрӗ, сылтӑммипе наган аврине чӑмӑртарӗ.

— Эсӗ-и, Лука?

— Ку эсир пулас, Андрей Степанович?

— Сылтӑм аллунта мӗн пур санӑн? Ну, кӳр кунта! Хӑвӑртрах!

— Ара, эсир-и ку? Разметнов юлташ!

— Пар теҫҫӗ сана! Перетӗп!…

Давыдов, ҫывӑхран кӑна куракан куҫӗсене хӗсӗнтерсе, сасӑсем илтӗннӗ ҫӗре пырса тӑчӗ.

— Мӗн туртса илетӗн ҫак эсӗ унран?

— Пар, Лука! Унсӑрӑн перетӗп!

— Илӗр ара, мӗн урса кайнӑ эсир?

— Акӑ мӗн тытса тӑнӑ вӑл кӗҫӗн алӑк умӗнче! Мӗн тума эсӗ ҫӗрле ҫӗҫӗпе тӑратӑн-ха? Кама кӗтнӗ эсӗ? Давыдова мар-и? Мӗншӗн фински ҫӗҫӗпе тӑратӑн, тетӗп? Контра иккен! Ҫын вӗлерме шухӑш тытрӑн пулать?

Андрейӗн сунарҫӑнни пек ҫивӗч куҫӗсем кӑна ҫапла кӗҫӗн алӑк умӗнче тӑракан ҫын аллинчи ҫӗҫҫӗн шап-шурӑ ҫивӗчӗшне курса илме пултарнӑ. Ҫав ҫӗҫҫе туртса илме тесе ыткӑнчӗ те вӑл. Туртса илчӗ те. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн, нимӗн калама аптӑраса ӳкнӗ Лукашкӑна антӑхса кайсах ыйтса тӗпчеме тытӑнсан, лешӗ кӗҫӗн алӑкне уҫса ячӗ те улшӑннӑ сассипе ҫапла каларӗ:

— Ытах эсир ӗҫе ҫав еннелле пӑрса яратӑр пулсан, эпӗ нимӗн шарламасӑр тӑма пултараймастӑп! Эсир ман ҫинчен темле кирлӗ мар шухӑш шухӑшлама пултаратӑр, турӑ сыхлатӑрах, Андрей Степанович! Кӗрсе пӑхар эппин.

— Ӑҫта?

— Сысна витине.

— Мӗн тума?

— Кӗрсе курӑр, вара эпӗ мӗншӗн ҫӗҫӗ тытса тӑкӑрлӑкалла тухса пӑхни сире пӗтӗмпех паллӑ пулӗ…

— Кӗрсе курар эппин, — сӗнчӗ Давыдов, Лукашка картишне пуринчен малтан кӗрсе. Ӑҫталла утмалла?

— Тархасшӑн, ман хыҫҫӑн утӑр.

Кизяк купи ишӗлсе аннипе тулса ларнӑ сысна витинче, хыҫсӑр пукан ҫинче, хунар ҫунса ларать, унпа юнашар Лукашкӑн арӑмӗ — тулли сӑн-питлӗ те ҫинҫе куҫхаршиллӗ хитре хӗрарӑм — кукленсе ларнӑ. Вӑл хӑраса кайнипе яштах сиксе тӑчӗ, ют ҫынсене курсан, стена ҫумӗнче шывпа ларакан икӗ витрепе таза хӑй кӳлепипе хупларӗ. Ун хыҫӗнче, чӑн кӗтесре, тин кӑна сарса пӑрахнӑ таса улӑм ҫинче, мӑнтӑркка сысна аҫи урисене ылмаштаркаласа тӑрать. Пуҫне питӗ пысӑк лаххана пырса чикнӗ те мӑшкӑлтӑк шыва чаплаттарсах ӗҫет.

— Куратӑр-и, епле инкек… — сысна ҫинелле кӑтартса, именчӗклӗн, сӑмахне ҫыхӑнтараймасӑр, калаҫма тытӑнчӗ Лукашка. — Сысна аҫине хуллен кӑна чиксе пӑрахма шутланӑччӗ… Арӑм ӑна астарса ҫитерет, эпӗ кӗҫех йӑвантарса ярам та чиксе пӑрахам, тесеччӗ, илтетӗп — тӑкӑрлӑкра ҫынсем шавлаҫҫӗ. «Кӳр-ха, тухса пӑхам, тен, кам та пулин илтме пултарӗ», терӗм.. Вара епле пулнӑ ҫаплах, ҫанӑсене тавӑрнипех, чӗрҫитти ҫакнипех тата алла ҫӗҫӗ тытнипех, кӗҫӗн алӑк патне тухса тӑтӑм. Акӑ хайхи — эсир иккен унта! Хӑвӑр ман ҫинчен авӑ епле шухӑшланӑ? Этеме чиксе пӑрахма чӗрҫитти ҫакса ҫанӑсене тавӑрса тухаҫҫӗ-и вара? — Лукашка, чӗрҫиттине хывса, аван мар пулнӑн йӑл кулса илчӗ те, ҫиллине пусарса, арӑмне кӑшкӑрса ҫапла каларӗ:  — Ну, мӗн пӑхса тӑратӑн-ха, ухмах? Хӑваласа кӑларса яр сысна аҫине!

— Эсӗ ан пус ӑна, — терӗ хӑйне кӑштах аван мар туйса илнӗ Разметнов. — Халӗ ҫеҫ пуху пулса иртрӗ, выльӑхсене пусма ирӗк памаҫҫӗ.

— Ара эпӗ пусмастӑп та ӗнтӗ. Манӑн пусас кӑмӑлӑма эсир пӗтӗмпех пӗтерсе хутӑр…

Унтан тухсан, Давыдов хӑй хваттерӗ тӗлне ҫитичченех Андрейрен тӑрӑхласа пычӗ:

— Колхоз председательне вӗлересрен хӑтарса хӑвартӑн иккен! Контрреволюционера хӗҫпӑшалсӑрлантартӑн! Аника — салтак, факт! Хо-хо-хо!..

— Ҫапах та сысна пурнӑҫне ҫӑлса хӑвартӑм-хӑвартӑмах, — шӳтлесе ирттерсе ячӗ Разметнов.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех