Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXII сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.21 23:30

Пуплевӗш: 555; Сӑмах: 6280

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Шырланпуҫри партячейка пухӑвӗ пуличчен икӗ кун малтан Нагульнов патне хваттере ултӑ колхозница пычӗ. Ытла ир пулнипе колхозницӑсем пӳрте кӗпӗрленсе кӗме именчӗҫ. Вӗсем крыльца картлашки тата тӑпрас ҫине йӗркерен ларса тухсан, Кондрат Майданников арӑмӗ, пуҫӗнчи таса, кӑн-кӑвак сӑрпа пӗветнӗ тутӑрне тӳрлетсе, ҫапла ыйтрӗ:

— Манӑн кӗрес-ши вара ун патне, хӗрарӑмсем?

— Хӑв каларӑн пулсан, эсех кӗр, — пуриншӗн те хуравларӗ Агафон Дубцов арӑмӗ, аялти картлашка ҫинче лараканскер.

Макар хӑй пӳлӗмӗнче, чечек чӳлмекӗ ҫумне аран-аран вырнаҫтарнӑ тӗкӗр ванчӑкӗ умне пӗкӗрӗлсе ларнӑ та сухал хырать. Кивӗ мӑка бритва Макарӑн тӗксӗм питӗнчи шӑрт пек хытӑ хура сухалне хыттӑн ҫатӑртаттарса хырать, хӑй вӑл питне асаплӑн пӗркелентерет, ахлатать, шывланнӑ куҫне аялти кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла илсе, вӑхӑт-вӑхӑт хуллен ӗхлетсе илет. Вӑл темиҫе хут касӑлма та ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ун пит ҫӑмартипе мӑйӗнчи шӗвӗ супӑнь кӑпӑкӗ халӗ ӗнтӗ шурӑ мар, тӗл-тӗл кӗренленсе кайнӑ. Тӗксӗм тӗкӗр ҫине ӳкнӗ Макар сӑнӗнче тӗрлӗ туйӑм: е инкеке пӗр хирӗҫмесӗр йышӑнни, е йывӑрах мар асап, е тискер хаярлӑх палӑрать; хӑш чух тата вӑл, шанӑҫа ҫухатнине пула бритвӑпа касӑлса вилме шутланӑ ҫынна аса илтерет.

Малти пӳлӗме кӗрсен, Майданников арӑмӗ шӑппӑн сывлӑх сунчӗ. Макар тӗксӗмленнӗ, ыратнипе чалӑшса илемсӗрленнӗ, юнланнӑ питне ун еннелле хӑвӑрт ҫавӑрчӗ те, мӗскӗн хӗрарӑм хӑранипе ахлатса илчӗ, алӑк патнелле чакрӗ:

— Ай, тур ҫырлахтӑрах! Мӗнле капла юнланса пӗтнӗ вара эсӗ? Питне кайса ҫусамччӗ хӑть, атту эсӗ чиксе пӑрахнӑ сысна пек юн юхтаратӑн!

— Ан хӑра, шуйттан ухмахӗ, лар, — кӑмӑллӑн кулса саламларӗ ӑна Макар. — Бритва мӑка, ҫавӑнпа касӑлтӑм. Ӑна тахҫанах кӑларса пӑрахмалла та, хӗрхенетӗп, ҫав ылханпа асап тӳсме хӑнӑхнӑ. Вӑл манпа икӗ вӑрҫӑра пулнӑ, мана вун пилӗк ҫул хушши илемлетнӗ. Унсӑр мӗнле тӑрса юлма пултаратӑп-ха эпӗ? Эсӗ лар, эпӗ халех пушанатӑп.

— Бритва мӑка тетӗн-и? — ним калама пӗлменнипе ыйтрӗ Майданникова, сак ҫине хӑюсӑррӑн ларса тата Макар ҫине пӑхасшӑн мар пулса.

— Ҫав тери! Хуть вӗҫне… — Макар сӑмахпа пӳлӗнсе, икӗ хут ӳсӗрсе илчӗ, хыпаланса ҫапла каларӗ:  — Куҫа ҫыхса, пӑхмасӑрах хырӑн хуть! Эсӗ мӗн капла тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах килнӗ? Мӗн пулнӑ унта санӑн? Кондрата асат хуҫман пулӗ-ҫке?

— Ҫук, вӑл сывах. Эпӗ пӗччен килмен, сан пата эпир ултӑ хӗрарӑм килнӗ.

— Мӗн ӗҫпе?

— Ыран мар тепӗр кунне эсӗ пирӗн упӑшкасене хӑвӑн партине илетӗн, ҫав кун тӗлне эпир шкула йӗркене кӗртесшӗн.

— Хӑвӑр шутларӑр-и е упӑшкусем каларӗҫ-и?

— Пирӗн хамӑрӑн ӑс ҫитмест-им? Пире ытла ухмаха хуратӑн эсӗ, Нагульнов юлташ!

— Юрать апла, хӑвӑр тавҫӑрса илтӗр пулсан — лайӑх япала!

— Шалтан та, тултан та сӗрсе шуратма шутлатпӑр.

— Питӗ лайӑх япала! Пӗтӗмпех ырлатӑп, анчах ҫакна шута илӗр: ку ӗҫшӗн ӗҫ кунӗ ҫырса памастпӑр. Ку халӑх ӗҫӗ.

— Эпир хамӑр ирӗкпе тытӑнатпӑр пулсан, мӗнле ӗҫ кунӗ пултӑр-ха? Эсӗ бригадира ҫеҫ кала: пире ытти ӗҫе ан хӑвалатӑр. Эпир улттӑн, хут ҫинӗ ҫырса хур пире.

— Бригадира калӑп, анчах ҫырма кирлӗ мар, бюрократизмпа тӗрлӗ ҫыру таврашӗ сирӗнсӗр те ҫитет.

Майданникова ура ҫине тӑчӗ, кӑшт чӗнмесӗр тӑрсан, Макара айккинчен пӑхса илчӗ, шӑппӑн йӑл кулчӗ:

— Манӑн санран япӑх мыскараҫӑ мар, ытларах та пулӗ… Ҫынсем вӑл уй-хирте кашни кун хырӑнать, теҫҫӗ, киле таврӑнать, — кӗпесем тӑхӑна-тӑхӑна пӑхать… Шутлас пулсан, унӑн вӗсем виҫҫӗ, вӑл вара тем хӑтланать: пӗрне тӑхӑнать, теприне, хӑй вара вырсарникун партие хӑш кӗпепе кӗме аванрах пулассине пӗлмест-ха. Эпӗ ӑна кулса калатӑп: «Эсӗ — туй умӗнхи хӗр пек», — тетӗп. Вӑл ҫав тери ҫилленет! Ҫилленет, анчах палӑртмасть, хӑш чухне ҫеҫ, эпӗ унтан кулма пуҫласан, куҫне хӗсет, вара эпӗ пӗлетӗп: вӑл халь-халь чыссӑр сӑмахсем каласа вӑрҫма тытӑнасса сиссе, тухса каятӑп, унӑн кӑмӑлне пачах пӑсасшӑн мар эпӗ…

Макар йӑл кулчӗ, унӑн куҫӗ кӑмӑллӑн ҫиҫме пуҫларӗ.

— Санӑн упӑшкушӑн, тусӑм, ку ӗҫ хӗре качча тухассинчен те кирлӗрех. Туй вӑл — нимех те мар! Венчет тӑваҫҫӗ те киле вӗҫтереҫҫӗ, вара, калас пулать, ӗҫӗ те пӗтрӗ, парти вӑл, хӗрӗм, — ҫавнашал музыка, пӗр сӑмахпа каласан, музыка… Эсӗ вӗт ҫавах нимӗн те ӑнланмастӑн! Эсӗ парти шухӑшӗпе ӑнланӑвӗсенче купӑста яшкине кӗрсе ӳкнӗ таракан пек ишетӗн, санпа мӗн усӑсӑр сӑмах ваклатӑп-ха эпӗ, килӗре шыв тӗветӗп? Пӗр сӑмахпа каласан, парти вӑл — калама ҫук кирлӗ япала, ку манӑн юлашки сӑмах. Ӑнланатӑн-и эсӗ?

— Ӑнланатӑп, Макарушка, анчах эсӗ кала-ха: пире валли пӗр вунӑ лав тӑм турттарса пыччӑр.

— Калӑп.

— Стенасене шуратма пурӑ илсе пыччӑр.

— Калӑп.

— Тӑм ҫӑрма икӗ лаша, ача-пӑча кирлӗ.

— Тен, сана тата Ростовран вунӑ штукатур илсе килсе памалла? — бритвине айккинелле пӑрса, Майданникова енне, кашкӑр пӗк, пӗтӗм пӗвӗпе ҫаврӑнса, йӗкӗлтесе ыйтрӗ Макар.

— Штукатур ӗҫне хамӑр тӑвӑпӑр, лашасем паратӑн, унсӑрӑн вырсарникунччен пӗтерейместпӗр.

Макар ассӑн сывласа илчӗ:

— Эсир, хӗрарӑмсем, ырӑ ҫынсен ӗнси ҫине улӑхса ларма пултаратӑр… Ну, юрӗ-ҫке, лашасем те парӑпӑр, сире валли пурте пулӗ, анчах тархасшӑн тухса кай-ха эсӗ! Сана пула эпӗ татах икӗ хут касӑлтӑм! Санпа татах икӗ минут калаҫсан, манра чӗрӗ вырӑн та юлас ҫук. Ӑнланатӑн-и?

Макарӑн хӑюллӑ сассинче тем тери хилмӗрни палӑрнипе Майданникова вӑрт ҫаврӑнса: «Ну, сывӑ пул!», — терӗ те тухрӗ. Самантран вӑл каллех алӑка уҫрӗ.

— Эсӗ, Макар, каҫар мана…

— Тата мӗн кирлӗ? — Макар сассинче халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кӳренӳ янрарӗ.

— Сана спаҫҫибӑ калама маннӑ.

Алӑк хыттӑн хупӑнчӗ. Макар шартах сикрӗ, бритвине ӳте татах тепӗр хут тарӑна кӗртсе ячӗ.

— Сана, сире хӑвӑра спаҫҫибӑ, шуйттан ухмаххи, мана нимшӗн те тав тума кирлӗ мар! — кӑшкӑрчӗ те вӑл, вӑрахчен сасӑсӑр кулса ларчӗ.

Ҫак ниме тӑман япала яланах хаяр сӑнлӑ Макара ҫав тери савӑнтарса ячӗ, хӑй патне кӗнӗ Кондрат арӑмӗ пӗр тӗлсӗр-йӗрсӗр каланӑ «спаҫҫибӑ» сӑмаха аса илсен, вӑл кунӗпех йӑл та йӑл кулчӗ.

Кунсем тӗлӗнмелле лайӑх тӑраҫҫӗ, хӗвеллӗ, ҫилсӗр. Шӑматкун каҫ тӗлне шкулӑн тулашри шап-шурӑ стенисем йӑлтӑртатсах тӑракан пулса ҫитнӗ, ванчӑк кирпӗчпе сӑтӑрса ҫунӑ урайӗ ытла таса пулнине кура, унта кӗрекен ҫыннӑн ирӗксӗрех чӗрне вӗҫҫӗн утас килнӗ.

Партин уҫӑ пухӑвне каҫхине ултӑ сехетре ирттерме палӑртнӑ, анчах тӑватӑ сехет тӗлнех шкула ҫӗр аллӑ ҫын ытла пухӑнчӗ. Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ.

Шырланпуҫра партие ҫӗнӗ членсем илме, ҫитменнине тата ҫав хуторти ҫынсенех илме, партин уҫӑ пухӑвне пирвайхи хут ирттереҫҫӗ, ҫавӑнпа ултӑ сехет тӗлне, ачасемпе вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫынсемсӗр пуҫне, пӗтӗм Шырланпуҫ е шкула, е ун тавра пухӑнчӗ. Ҫеҫен хирте, уйри стансенче пӗр чун та юлмарӗ, пурте хутора килчӗҫ; хуторти кӗтӳҫ Агей мучи те, кӗтӗвне кӗтуҫ ачи аллине шанса хӑварса, тумланса, сухалне тирпейлӗн тураса, хӑмпӑ кунчаллӑ питӗ кивӗ аттине тӑхӑнса, шкула килчӗ. Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ.

Шӑп ултӑ сехетре хӗрлӗ сатинпа витнӗ сӗтел хушшинче ларакан Макар Нагульнов ура ҫине тӑчӗ, партӑсем хушшине таччӑн ларса тухнӑ тата иртсе ҫӳремелли вырӑнсенче те ҫапса хӗснӗ пек тӑракан колхозниксем ҫине пӑхса ҫавӑрӑнчӗ. Чи юлашки ретре хӗрарӑмсенчен тахӑшӗн чӗрӗлти кулли тата шӑв-шав ҫаплах чарӑнмасть-ха. Макар аллине ҫӗклерӗ:

— Ну, чи карма ҫӑварлисем, уйрӑмах хӗрарӑмсем, кӑштах чарӑнӑр-ха эсир! Шӑп-шӑпӑрт ларма ыйтатӑп, ВКП(б)-ӑн Шырланпуҫри ячейкин уҫӑ пухӑвне уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп. Нагульнов юлташ сӑмах илет, урӑхла каласан, эпӗ. Пирӗн кун йӗркинче пӗр ыйту: партие пирӗн ҫӗнӗ членсене илесси. Пирӗн пата темиҫе штук заявлени килчӗ, пӗри вӗсенчен — пирӗн хуторти Кондрат Майданниковран, эсир ӑна калама ҫук лайӑх пӗлетӗр. Анчах йӗрке тата парти уставӗ ӑна сӳтсе явма хушать. Пуринчен те, партире тӑракансенчен те, партире тӑман юлташсемпе граждансенчен те Кондрат пирки тухса калама ыйтатӑп: кам мӗнле шутлать, хуть ун майлӑ, хуть хирӗҫ пулӑр. Хирӗҫ тухса калани йышӑнас мар тенине пӗлтерет. «Майданников юлташа йышӑнас мар», тетӗн пулсан, Майданников мӗншӗн партире пулма тивӗҫлӗ маррине фактсемпе кӑтартса пар. Пире ҫирӗп фактсем кирлӗ, калаҫура ҫавнашкаллисене ҫеҫ йышӑнма пултаратпӑр эпир, тӗлсӗр-йӗрсӗр лӑпӑртатни, ҫын ҫинчен фактсемсӗр сӳпӗлтетни — ниме тӑман ӗҫ вӑл. Ҫавнашкал сӳпӗлтетнине шута илместпӗр эпир. Анчах малтан эпӗ Кондрат Майданниковӑн пӗчӗк заявленине вуласа паратӑп, унтан вара вӑл хӑйӗн автобиографийӗ ҫинчен, урӑхла каласан, хӑйӗн иртнӗ, хальхи, пулас пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эсир калаҫӑр, пирӗн Майданников юлташ ҫинчен кам мӗн пӗлнине калӑр. Задача ӑнланмалла-и? Ӑнланмалла. Апла пулсан, тытӑнатӑп, урӑхла каласан, ун ыйтӑвне вуласа паратӑп.

Нагульнов заявление вуласа пачӗ, хут таткине сӗтел ҫине хурса якатрӗ те, ун ҫине хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр ал тупанне хучӗ. Тетрадьрен ҫурса илнӗ ҫак хут листи умӗнче Кондрат темиҫе каҫ ыйхӑсӑр асапланса, шухӑшласа ирттернӗ… Халӗ Кондратӑн, ытла пӑлханнипе, ҫамки ҫине — ҫумӑрпа йӗпеннӗ тейӗн — шултра тар пӗрчисем тапса тухнӑ, вӑл пӗрре сӗтел хушшинче ларакан коммунистсем ҫине, тепре — парта хушшинче юнашар ларакансем ҫине питӗ именсе пӑха-пӑха илет.

Сӑмахсене асаплӑн шыра-шыра, вӑрахчен чарӑна-чарӑна тӑрса, питне тӗксӗмлетсе те асаплӑн та мӗскӗннӗн йӑл кулса, вӑл темиҫе сӑмахпа хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Любишкин тӳссе лараймарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса, ыйту пачӗ:

— Мӗн эсӗ хӑв пурнӑҫунтан вӑтанатӑн? Мӗн кӑкарнӑ лаша пек чакаланатӑн? Пурнӑҫу лайӑх санӑн, хӑюллӑнрах калаҫ, Кондрат!

— Эпӗ пӗтӗмпех каларӑм, — шӑппӑн тавӑрчӗ Майданников, вырӑнне ларса, хулпуҫҫине сивӗрен ҫӳҫеннӗ чухнехи пек сиктеркелесе.

Вӑл хӑйне пӑчӑ пӳртрен сивӗ ҫӗре ҫарамас тухнӑ чухнехи пекех туйрӗ…

Кӑшт шӑпланнӑ хыҫҫӑн Давыдов ура ҫине тӑчӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе ытти колхозниксене хавхалантаракан Майданников ҫинчен кӗскен те хӗрӳллӗн каларӗ, ыттисене унран пример илме хушрӗ, юлашкинчен вара питӗ ӗненмелле ҫапла каларӗ:

— Пирӗн партире пулма питӗ тивӗҫлӗ, факт! Майданников ҫинчен тата темиҫе ҫын ӑшӑ та ырӑ сӑмах каларӗҫ. Вӗсен сӑмахне ырласа кӑшкӑрни пӗр хут ҫеҫ мар янрарӗ:

— Тӗрӗс!

— Лайӑх хуҫа!

— Колхоз интересне сыхлать.

— Ку ҫын халӑх укҫине пӗр пус та ҫухатмасть, пӗрне ҫухатсан — иккӗ тупать.

— Ун ҫинчен япӑххине суйса калаймӑн, ӗненмӗҫ! Хумханнипе шурӑхса кайнӑ Кондрат хӑй ҫинчен нумай ырӑ сӑмах илтрӗ, ҫавӑнпа ӑна пухӑннисем ун пирки пурте пӗр шухӑшлӑ пулнӑн туйӑнатчӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен Ҫӑрттан мучи вӑшт! сиксе тӑчӗ те сӑмах пуҫларӗ:

— Хаклӑ граждансемпе карчӑксем! Кондрата пӗтӗмпех кӳпкетӗп! Эпӗ ыттисем пек мар, маншӑн пулсан туслӑх вал туслӑх, анчах табак — уйрӑм пулмалла. Акӑ мӗнле ҫын эпӗ! Кунта Кондрат ҫинчен мӗн-мӗн каламарӗҫ-ши: этем мар вӑл, ҫветтуй тейӗн! Анчах, граждансем, эпӗ сирӗнтен ыйтатӑп: вӑл пирӗн пекех, ыттисем пекех ҫылӑхлӑ пулсан, унтан епле ҫветтуй пулма пултартӑр-ха?

— Эсӗ, мучи, яланхи пекех пӑтранатӑн! Эпир ӑна рая мар, партине илетпӗр, — халлӗхе старике ыррӑн тӳрлетсе каларӗ Нагульнов.

Анчах Ҫӑрттан мучие пӗр сӑмахпа чарма е иментерме май ҫук ҫав. Вӑл, пӗр куҫне сиввӗн ялкӑштарса, — теприне вӑл тахҫантанпах ҫуман хӗрлӗ тутӑрне ҫыхса лартнӑ, — Нагульнов енне ҫаврӑнчӗ.

— Ырӑ ҫынсене пусарма вӑй пур санӑн, Макарушка! Санӑн ҫу заводӗнче пресс вырӑнӗнче пулмалла, хӗвел ҫаврӑнӑшӗнчен ҫу хӗссе кӑлармалла… Эсӗ мӗн ман ҫӑвара хуплатӑн, сӑмах та калаттармастӑн? Эпӗ сан ҫинчен каламастӑп вӗт-ха, сана кӳпкеместӗп? Ну, апла-тӑк — чарӑн, мӗншӗн тесен парти критикӑпа самокритикӑна пӗтӗм вӑйпа сармалла тесе кӑтартса парать. Самокритика мӗн-ха вӑл? Вырӑсла калас пулсан вӑл — хӑйне ирӗклӗн тӑвакан критика. Ку мӗне пӗлтерет? Ку эсӗ ҫынна кирек мӗнле тата кирек хӑш вырӑнтан та чӗпӗтме тивӗҫлине пӗлтерет, анчах, мӗнле пулсан та, ыратиччен чӗпӗтмелле! Ӑна, йыт ҫурине, пуҫран пуҫласа ура тупанне ҫитиччен тӑварлӑ тарпа йӗпениччен чӗпӗт! «Самокритика» сӑмах акӑ мӗне пӗлтерет вӑл, эпӗ ҫапла ӑнланатӑп.

— Тӑхта, мучи! — татӑклӑн чарчӗ ӑна Нагульнов. — Эсӗ сӑмахсене хӑв пӗлнӗ пек ан пӑс. Самокритика вӑл — харпӑр хӑйне критиклес тенине пӗлтерет, акӑ мӗн вӑл. Колхоз пухӑвӗнче сӑмах тухса калатӑн эсӗ, ун чухне вара хӑвна хӑв пӗлнӗ пек, кирек хӑш вырӑнтан та чӗпӗтме пултаратӑн, анчах халӗ чарӑн, йӗркеллӗ лар.

— Ҫук, эсӗ чарӑн, ман критикӑна ман ҫӑвара каялла ан чик! — хӗрӳленсе ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Ҫӑрттан мучи. — Эсӗ ытла ӑслӑ, Макарушка! Мӗн сӑлтавпа эпӗ хама хам тем-тем каласа пӗтеретӗп-ха? Мӗне пула эпӗ хама хам вӑрҫам? Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ухмахсем пӗтнӗ… Киввисем пӗтнӗ, анчах ҫӗннисем мӗн чухлӗ ҫуралнӑ — шучӗ те ҫук! Вӗсене совет влаҫӗ чухне те акмаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсемех пушӑ пуҫлӑ ыраш пек тем чухлӗ ӳссе параҫҫӗ, ӑна нимӗнпе те тытса чарма ҫук! Калӑпӑр, санах илер-ха, Макарушка…

— Эсӗ мана ан тӗкӗн, кунта сӑмах ман ҫинчен пымасть, — терӗ Нагульнов хыттӑн. — Эсӗ кирлине, Кондрат Майданников ҫинчен кала, ним каламалли те ҫук пулсан вара, ҫӑварна хуп та, йӗркеллӗ ҫынсем пек, шӑпах лар.

— Апла эсӗ йӗркеллӗ ҫын, эпӗ йӗркеллӗ мар? — хурланса ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи.

Кунта кайри ретре ларакансенчен пӗри хулӑн сасӑпа хушса хучӗ:

— Эсӗ, йӗркеллӗ мучи, хӑв ҫинчен, ватӑ пуҫупа кама ача ҫураттарни ҫинчен каласа пар. Санӑн тата мӗншӗн пӗр куҫу курать, тепри кӑвакарса-шыҫӑнса кайнӑ? Атту эсӗ ыттисем ҫине ҫатан ҫинчи автан пек авӑтатӑн, хӑв ҫинчен шарламастӑн, чее шуйттан!

Шкулта хыттӑн кулса илчӗҫ, анчах Давыдов ура ҫине тӑрсанах кулӑ чарӑнчӗ. Давыдов пичӗ тӗксӗмленнӗ, вӑл калаҫма пуҫласан, ун сасси ҫиллессӗн янӑраса кайрӗ:

— Кунта, юлташсем, кулӑшла спектакль мар, парти пухӑвӗ, факт! Камӑн савӑнас-кулас килет — улаха кайтӑр. Эсир, мучи, ыйту тӑрӑх кирлине калатӑр-и е сирӗн татах сӳпӗлтетес килет-и?

Давыдов Ҫӑрттана пирвайхи хут ҫавнашкал пӗтерсе хумалла хисеплӗн каларӗ, ҫавӑнпа Ҫӑрттан мучи пачах йӗркерен тухрӗ пулмалла. Парта хушшинчен тӑрса, вӑл ҫапӑҫма хатӗр ҫамрӑк автан пек сиксе илчӗ, урса кайнипе, унӑн сухалӗ те чӗтреме тытӑнчӗ.

— Кам сӳпӗлтетет кунта? Эпӗ-и, е хыҫалтан мана ухмахла ыйтусем парса ларакан тӑм пуҫ-и? Мӗнле уҫӑ пуху ку, ҫынна уҫҫӑн сӑмах та калама ҫук пулсан? Эпӗ мӗн сире? Сасӑламалли право паман-и мана е мӗнле? Эпӗ Кондрат пирки; ӑна кӳпкетӗп, тесе калатӑп. Пире партире ун пеккисем кирлӗ мар, ман сӑмах ҫакӑнпа пӗтрӗ!

— Мӗншӗн, асатте? — кулӑпа чыхӑнса ыйтрӗ Разметнов.

— Мӗншӗн тесен, вӑл партире пулма тивӗҫлӗ мар. Мӗн кулатӑн эсӗ, шурӑ куҫ? Урайӗнче тӳмме тупрӑн-им, хуҫалӑхра тӳмме те кирлӗ пулать, тесе хӗпӗртенипе кулатӑн-и? Кондрат мӗншӗн партире пулма тивӗҫлӗ маррине эсӗ ӑнланмастӑн пулсан, эпӗ сана тӗплӗн ӑнлантарса паратӑп, вара эсӗ сӗлӗ ҫине пӑхакан лаша пек тулхӑрма пӑрахӑн… Ыттисем ҫине тӗллесе кӑтартма ӑста эсир, анчах хӑвӑр мӗнле? Эсӗ ял Совет председателӗ, пысӑк ҫын, санран ваттисем те, вӗт-шакӑр та пример илмелле, анчах эсӗ мӗн хӑтланатӑн-ха? Пухура ухмахла кулнипе, хӑмпӑ пек хӑпарса, кӑркка пек кӑвакарса кайнӑ! Епле председатель-ха эсӗ, Кондрат кун-ҫулӗ тараса ҫинче сулланса тӑнӑ чухне кулатӑн пулсан? Ҫакна тавҫӑрса ил-ха эсӗ: пирӗнтен кам сӑпайлӑрах, эсӗ-и, эпӗ-и? Шел, йӗкӗт, Макарушка мана калаҫура эпӗ унӑн словарӗнчен пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе усӑ курма чарчӗ, атту эпӗ сана ҫав сӑмахсемпе путарсах лартнӑ пулӑттӑм, вара эсӗ мӗне мӗн тума каланине ӗмӗр ӑнланса илме пултарас ҫукчӗ! Кондрат партире пулассине эпӗ ҫавӑнпа хирӗҫ: вӑл вакӑ харпӑрлӑхлӑ ҫын, унтан эсир урӑх ним те сӑрхӑнтарса илейместӗр, хуть ӑна пресс айне хурӑр! Ученӑйсем жмых текен макухӑ пулма пултарать унтан, коммунист вара — тем тусан та пулаяс ҫук!

— Мӗншӗн-ха манран коммунист пулмасть? — кӳреннипе чӗтрекен сасӑпа ыйтрӗ Кондрат.

Ҫӑрттан мучи куҫне чеен хӗссе илчӗ.

— Эсӗ хӑв пӗлместӗн пулать?

— Пӗлместӗп, эсӗ мана та, ытти граждансене те йӗркеллӗ ӑнлантарса пар-ха: мӗн сӑлтавпа тивӗҫлӗ мар эпӗ? Анчах тӗрӗссине ҫеҫ кала, нимӗн те шухӑшласа ан кӑлар.

— Эпӗ хӑҫан та пулин суйнӑ-и? Е, тӗслӗхрен, тӗрлӗ шухӑшсем шухӑшласа кӑларнӑ-и? — Ҫӑрттан пӗтӗм шкула илтӗнмелле сывласа илчӗ, пуҫне кӳренӳллӗн сулларӗ. — Пӗрмай, хамӑн пӗтӗм пурнӑҫра эпӗ ырӑ ҫынсене тӗрӗссине ҫеҫ куҫран калатӑп, Кондратушка, ҫавна пула ӗнтӗ ҫак тӗнчере эпӗ хӑш-пӗрисемшӗн юрӑхсӑр алимент. Санӑн вилнӗ аҫу ҫапла калатчӗ: «Ҫӑрттан суять пулсан, чӑн сӑмаха вара кам калать-ха?» Авӑ епле хисеплетчӗ вӑл мана, покойник! Шел, вилсе кайрӗ, атту халӗ те хӑй сӑмахне ҫирӗплетсе парӗччӗ, ҫӳлти патшалӑхра ырлӑх пултӑр ӑна!

Ҫӑрттан сӑх-сӑхса илчӗ, макӑрса та ярасшӑнччӗ, анчах темшӗн тытӑнса юлчӗ.

— Эсӗ ман пирки ӑнлантарса пар, атте кирлӗ мар кунта. Эсӗ мана мӗншӗн хирӗҫлетӗн? — ҫине тӑрсах ыйтрӗ Майданников.

Тӳрех Ҫӑрттана пырса тивекен ырӑ мар шӑв-шав ӑна ним чухлӗ те иментермерӗ. Пыл хурчӗсен такам пӑлхатнӑ пысӑк ҫемйи шавланине итлеме хӑнӑхнӑ, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлекен утарҫӑ пек, Ҫӑрттан халӗ те хайне пит лӑпкӑ тытрӗ. Аллине майӗпен сулса, вӑл ҫапла каларӗ:  — Халех, пӗтӗмпех ӑнлантарса паратӑп. Эсир, граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хуть те мӗн шавлӑр та, анчах мана эсир ҫав-ҫавах хам шухӑшран пӑрса яраймастӑр. Кунта пӗри ман пирки хыҫалта вутлӑ ҫӗлен пек чашкӑрчӗ: «кушак аҫи, ӗҫӗ ҫук чухне…» теҫҫӗ, тата темле-темле пакӑҫ пӑшӑлтатса ларчӗҫ. Анчах ку камӑн ҫӗленле сасси пулнине пӗлетӗп эпӗ. Кӑна, хаклӑ граждансемпе карчӑксем, ман ҫине Агафон Дубцов шӑтӑкри усал ҫӗлен пек чашкӑрать! Вӑл мана, аптратса ҫитерсе, шухӑшран пӑрасшӑн, хӑй ҫинчен ним те калаттарасшӑн мар. Анчах ҫавнашкал ырлӑха кӗтсе илеймӗ вӑл, эпӗ ун пек ҫын мар! Агафон та, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен сӗт ӗҫме нӳхрепе шӑвӑнса кӗресшӗн пулнӑ пек, партие хӗсӗнсе кӗресшӗн, анчах эпӗ ӑна паян Кондратран та ытларах кӳпкетӗп, эпӗ ун ҫинчен те чылай япала пӗлетӗп, эсир ӑна пӗлсен тӗлӗнсе кайӑр, хӑш-пӗри, тен, тӑнран та кайса ӳкӗ.

Нагульнов пушӑ стакана кӑранташпа шаккарӗ те, ҫилленсе:
— Старик, эсӗ хӑвӑн пӑтрашуллӑ шухӑшна ҫухатрӑн ӗнтӗ, пӗтер! Эсӗ пухура пӗрмай пӗччен пакӑлтататӑн, намӑса пӗл! — терӗ.

— Эсӗ, Макарушка, каллех ман ҫӑвара питӗретӗн апла? — макӑрнӑ пек сасӑпа каларӗ Ҫӑрттан мучи. — Эсӗ ячейка секретарӗ те, апла мана хӗстерме те пултаратӑн ҫулать? Ҫук, ӗҫ тухаймӗ! Стариксене калама чарасси ҫинчен парти уставӗнче графа ҫук, ҫакна эпӗ лайӑх пӗлетӗп! Мана намӑссӑр тесе калама санӑн чӗлхӳ мӗнле ҫаврӑнать-ха тата? Кӗпи аркине вӑркӑштарса, хӑв патӑнтан таҫта паллӑ мар ҫӗре тухса кайиччен, санӑн хӑвӑн Лушкӑна намӑслантармаллаччӗ, эпӗ намӑссӑр тесе мана хам карчӑк та нихҫан та каламан. Эсӗ мана, Макарушка, вилеслех кӳрентертӗн!

Ҫӑрттан ҫапах та куҫҫульне кӑларчӗ-кӑларчех, куҫне ҫаннипе шӑлчӗ, анчах малалла та халичченхи пекех хӗрӳллӗн каласа кайрӗ:

— Анчах эпӗ никам умӗнче те чӗнмесӗр тӑман ҫын, партин хупӑ пухӑвӗнче эпӗ сана та ярса илӗп-ха, Макарушка, ҫатӑрласа ярса илӗп те — ҫӑлӑнаймӑн та, пули-пулми ҫынна тӗл пулман эсӗ! Хӗрсе кайсан, эпӗ пуҫтах ҫын, камӑн-камӑн, санӑн вара пӗлмеллех ҫакна, эпир санпа вӑрттӑн туссем вет-ха, ҫакна пӗтӗм хутор пӗлет. Ҫитменнине тата тахҫанхи туссем эпир, ҫавӑнпа эсӗ манран, манӑн критикӑпа самокритикӑран хытӑ сыхлан! Эпӗ никама та каҫармастӑп, партине варалама шутлакансем пурте ҫакна шута илӗр!

Сулахай куҫ харшине чалӑштарса, Нагульнов Давыдов енне ҫаврӑнчӗ те пӑшӑлтатса каларӗ:

— Кӑларса ярас-и ӑна? Пухӑва пӑсать! Паянлӑха ӑна ӑҫта та пулин яма мӗнле тавҫӑрса илеймен-ха эсӗ! Пӗрре хӗрсе кайнӑскере, халӗ ӑна тытса чарма та ҫук ӗнтӗ…

Давыдов сулахай аллине тытнӑ хаҫатпа питне хупларӗ, сылтӑм аллипе куҫҫульне шӑлса илчӗ. Кулла пула вӑл пӗр сӑмах та калаймасть, Макара хирӗҫлесе пуҫне ҫеҫ пӑркалать. Ҫав тери тарӑхса ҫитнӗ Нагульнов хул пуҫҫине сиктерсе илчӗ те каллех Ҫӑрттан мучи ҫине ҫилленсе пӑхма пуҫларӗ. Лешӗ вара, ним те пулман пек, васкаса та чыхӑнса, сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Пирӗн халӗ уҫӑ пуху-тӑк, санӑн та, Кодратушка, уҫҫӑн каламалла: колхоза кӗрсен, хӑвӑн мӑшӑр вӑкӑрна колхоза пама ҫавӑтса кайнӑ чухне, вӗсемшӗн кӑшкӑрса макӑрнӑ-и эсӗ е ҫук-и?

— Ку ыйту вырӑнлӑ мар! — кӑшкӑрчӗ Демка Ушаков.

— Пустуй ыйту! Мӗн эсӗ кунта ҫӑмарта хуппине шӑтӑртаттаратӑн? — ун майлӑ пулчӗ Устин Рыкалин.

— Ҫук, пустуй мар, ҫӑмарта ыйтӑвӗ мар, эпӗ кирлине ыйтатӑп! Эсир, ырӑ ҫынсем, хупӑр ҫӑварӑрсене! — вӗсен сассине хупласшӑн пулса, мекӗрленнипе хӗрелсе кайсах кӑшкӑрчӗ Ҫӑрттан мучи.

Ҫынсем шӑпланса ҫитсен, вӑл шӑппӑн та йӑпӑлтатнӑ пек калаҫма пуҫларӗ:

— Тен, эсӗ астумастӑн, Кондратушка? Анчах эсӗ ирхине вӑкӑрсене пӗрлехи кил картине мӗнле хӑваласа кайнине эпӗ астӑватӑп, куҫу хӑвӑн шыҫса, чышкӑ пек пулса кайнӑччӗ, кроликӑнни пек, е калӑпӑр, ыйӑхран сиксе тӑнӑ ватӑ йыт аҫинни пек хӗрлӗ. Вӑт эсӗ пуп патӗнче ҫылӑх каҫарттарнӑ чухнехи пек каласа пар: ун пек пулнӑ-и?

Майданников ура ҫине тӑчӗ, именсе, кӗпине туртса тӳрлетрӗ, тӗтреленнӗ куҫӗпе Ҫӑрттан ҫине пӑхса илчӗ, анчах лӑпкӑн та ҫирӗппӗн ҫапла хуравларӗ:

— Ун пекки пулнӑ. Пытармастӑп, макӑртӑм. Уйрӑлма шел пулчӗ. Ҫав вӑкӑрсем мана атте-аннерен юлман, эсӗ вӗсене хам туяннӑ, хам ӗнсепе. Вӗсене, ҫӑв вакӑрсене, ҫӑмӑллӑн туянман эпӗ! Ку ӗҫ иртнӗ ӗҫ, пичей. Эпӗ тахҫан куҫҫуль кӑларни партие мӗнле сиен кӳрет вара?

— Мӗнле — мӗнле сиен? — тарӑхса кайрӗ Ҫӑрттан. — Эсӗ хӑвӑн вӑкӑрусемпе ӑҫта кайнӑ? Эсӗ, тусӑм, социализма кайнӑ, авӑ ӑҫта ҫул тытнӑ эсӗ вӗсемпе! Социализм хыҫҫӑн мӗн пулать пирӗн? Тулли коммунизм, акӑ-мӗн пулать, эпӗ сана тӳрех калатӑп ун пирки! Эпӗ, калас пулать, Макарушка Нагульнов килӗнче ҫуралнӑ пекех, эпир унпа пи-ит пысӑк туссем пулнине эсир, кунта ларакансем, пурте пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ унтан, ывӑҫа мӗн чухлӗ кӗрет, ҫавӑн чухлӗ тӗрлӗ пӗлӳ ӑсса илетӗп: каҫсенче е хулӑн та кирлӗ, картинӑсӑр кӗнекесем, е словарь вулатӑп, ӑслӑ сӑмахсене аса илме хӑтланатӑп, анчах кунта манӑн ватлӑх пӗтерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Тӑн ҫӗтӗк кӗсьеллӗ йӗм пек пулса тӑчӗ: кирек мӗн хур — пӗтӗмпех тухса ӳкет, ним тума ҫук! Мана мӗнле те пулин ҫӳхе брошюра лексен, вӑл вара алран тухса ӳкмест! Пӗтӗмпех асра тытса юлатӑп! Мӗнле те пулсан ҫавнашкал тӗрлӗ япалана вулама пуҫласан, авӑ мӗнле пулса тӑратӑп эпӗ! Тӗрлӗ брошюрсем нумай вуланӑ эпӗ, ҫавӑнпа тӗплӗн пӗлетӗп, кирек кампа та автансем виҫҫӗмӗш хут авӑтичченех тавлашма пултаратӑп: социализм хыҫҫӑн пирӗн пата коммунизм килет, ун пирки сире категорически пӗлтеретӗп! Ҫакӑнпа иккӗленӳ аптратать те мана, Кондратушка… Социализма эсӗ куҫҫульпе ҫӑвӑнса кӗтӗн, коммунизма мӗнле пырса ҫитӗн тата? Чӗркуҫ таран куҫҫуль юхтарса сӗтӗрӗнсе ҫитӗн унта, ку, паллах! Санпа ҫапла пулать те, эпӗ ҫакна пӗлсе тӑратӑп! Ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен, граждансемпе хаклӑ карчӑксем: куҫҫуль юхтаракан ҫын партире мӗн тума кирлӗ вӑл?

Мучи савӑнӑҫлӑн хихиклетсе илчӗ, шӑлсӑр ҫӑварне ал тупанӗпе хупларӗ.

— Тӗрлӗрен сурйознӑй ҫынсене тӳсме ҫук кураймастӑп эпӗ, партире вара пушшех те! Ҫавнашкал тӗксӗмсем мӗн амака кирлӗ вӗсем пире? Ырӑ ҫынсене кичеме ертме-и, хӑйсен сӑн-пуҫӗпе парти уставне пӑсма-и? Апла пулсан, эпӗ сирӗнтен ҫапла ыйтам: эсир мӗншӗн Чӗмсӗр Демида партие илместӗр? Вӑт кам сирӗн рете вӗлересле кичемлӗх сарнӑ пулӗччӗ! Унтан чӗмсӗртерех ҫынна хам пурнӑҫра курман та эпӗ! Ман шутпа, партине савӑнӑҫлӑ, ман пек йӳрӗк ҫынсене илмелле, атту унта ӑс-тӑнлӑ чӗмсӗрсене, темле тӑлмачсене пухса тултараҫҫӗ те, мӗн усси пур вӗсенчен? Акӑ, Макарушкӑнах илер-ха. Вӑл вун саккӑрмӗш ҫулта тимӗр аршӑн ҫӑтса янӑ пек турленсе ларнӑ та, паян кунчченех ӑс-тӑнлӑн, тӳррӗн, шурлӑхри тӑрна пек мӑнаҫлӑн ҫӳрет. Шӳтленине те, савӑнӑҫлӑ сӑмах та илтместӗн унтан, этем мар, йӗм тӑхӑннӑ ҫара кичемлӗх кӑна вӑл!

— Мучи, мана ан тӗкӗн, ман ҫине ан куҫ эсӗ, атту эпӗ мерӑсем йышӑнатӑп, — хытӑ асӑрхаттарчӗ Нагульнов.

Анчах старик киленсе йӑл кулса, ораторла вӗчӗхе ҫӗнме хал ҫитереймесӗр, сӑмахне хӗрӳллӗн малалла тӑсрӗ:

— Эпӗ сана пачах тӗкӗнместӗп, ак ҫакӑн чухлӗ те! Ҫав Кондратах илӗр-ха акӑ, кӑранташ ҫине утланса ҫӳрет тейӗн: пӗрмай ҫырать, шутлать вӑл, унсӑр никам та ҫырма пултараймасть имӗш. Мускавра ӑслӑ ҫынсем тахҫанах пӗтӗмпе ҫырса пӗтернӗ пулӗ-ха, унӑн вара пуҫне ватма кирлӗ те мар! Унӑн ӗҫӗ — вӑкӑрсен хӳрине пӗтӗресси, а вӑл Мускаври питӗ ӑслӑ ҫынсем кӗрсе каяйман ҫӗре кӗме мекӗрленет… Ман шухӑшпа, граждансемпе манӑн хаклӑ карчӑксем, ҫакна пӗтӗмпех вӑл хӑйӗн ӑсӗ питех те тӑнсӑр пулнипе тӑвать. Пирӗн Кондратӑн халлӗхе политикӑлла аталану ҫук-ха, аталану ҫук пулсан, ӑна илеймен пулсан, килте лар, майӗпе, васкамасӑр аталан, халлӗхе партине ан кӗр. Ҫак Кондрат кӳреннипе ҫурӑлса кайтӑр хучь, анчах эпӗ категорически ӑна хирӗҫ, ҫавӑнпа ӑна кирлӗ таранах кӳпкетӗп!

Кунта Давыдов сасартӑк юнашарти класра Варя Харламовӑн чӗтревлӗ ҫинҫе сасси янӑраса кайнине илтрӗ. Хӗре нумайранпа курманччӗ вӑл, унӑн кӑкӑртан тухакан илемлӗ сассине нумайранпа илтменччӗ…

— Мана калама ирӗк парӑр-ха?

— Кунта тух, сана пурте курччӑр, — сӗнчӗ Нагульнов. Шкула лӑках тулнӑ халӑх хушшипе хӗсӗнсе тухса, сӗтел патне Варюха-горюха пырса тӑчӗ, ҫӳҫне хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллипе шӑлса якатрӗ.

Давыдов ун ҫине шӑппӑн тӗлӗнсе пӑхрӗ, йӑл кулчӗ, хӑй куҫне хӑй те шанмасӑр пӑхрӗ. Темиҫе уйӑх хушшинче Варюха тем пек улшӑнса кайнӑ, вӑл кӑнттам хӗрача мар ӗнтӗ: президиум сӗтелӗ умӗнче, кӑшт айккинелле пӑрӑнса, мӑнаҫлан каҫӑртнӑ пуҫлӑ, сенкер тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ пысӑк ҫӳҫ тӗркиллӗ яштака хӗр тӑрать. Халӑх шӑпланасса кӗтсе, вӑл хӗсӗнсе ларнӑ ҫынсен ҫийӗпе таҫталла пӑхать, ҫамрӑк та илемлӗ куҫне ҫеҫен хирти инҫете пӑхнӑ чухнехи пек хӗсет. «Ҫуркуннеренпе епле хитреленсе кайнӑ вӑл!» — шутларӗ Давыдов.

Варюха куҫӗ чӗррӗн йӑлтӑртатать, тарпа йӗпеннӗ, пудрӑпа помада таврашне курман хӗрлӗ пичӗ те йӑлтӑртатать. Анчах кунта, хӑй ҫине нумай ҫын пӑхнипе, хӑюлӑхне ҫухатрӗ вӑл; пысӑк аллисемпе чӗнтӗр тутӑрне лутӑркарӗ, пичӗ унӑн кӗренленсех кайрӗ, Ҫӑрттан мучи енне ҫаврӑнса калаҫма пуҫласан вара унӑн кӑкӑртан тухакан сасси хумханнипе чӗтреме пуҫларӗ:

— Эсӗ тӗрӗс каламастӑн, мучи! Кондрат Христофорыч Майданников юлташ ҫинчен япӑх калатӑр эсир, анчах эсӗ: вӑл партире пулма юрӑхлӑ мар, тӗсе каланине никам та ӗненмест кунта! Эпӗ унпа пӗрле акара ҫуркуннеренпех ӗҫлерӗм, вӑл пуринчен лайӑх та пуринчеи нумай сухалатчӗ! Колхоз ӗҫне пӗтӗм вӑя хурса тӑвать вӑл, анчах эсир ӑна хирӗҫ пыратӑр… Хӑвӑр ватӑ ҫын, анчах ним пӗлмен ача пек шутлатӑр!

— Пӑрӑҫ ҫитер-ха ӑна, Варькӑ! Атту вӑл пӑру мӑйне ҫакнӑ хӑнкӑрма пек тӑнкӑртатать, ӑна пула ыттисен ырӑ сӑмахне те илтме ҫук, — терӗ Павел Любишкин, хулӑм сассине хытармасӑр.

— Варька тӗрӗс калаҫать: Кондратӑн ӗҫ кунӗ колхозра пуринчен те нумай. Ӗҫлеме юратакан казак вӑл! — хушса хучӗ Бесхлебнов старик.

Ҫенӗкрен тахӑшӗ шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗ:

— Кондрат пеккисене партие илмесен, апла унта Ҫӑрттан мучие ҫырӑр! Вӑл унта пулсан, колхоз тӳрех ҫӳлелле ҫӗкленмелле…

Анчах Ҫӑрттан мучи, тахҫантанпах тура тивмен муталанчӑк сухалӗ айӗнче ним пулман пек кулкаласа, парта хушшинче пӑталанӑ пек тӑп тӑрать, тухса калакансем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Ҫынсем шӑплансан, вӑл лӑпкӑн ҫапла каларӗ:

— Ҫул ҫитмен Варькӑна кунта кӗртмелле те пулман. Ун ӑҫта та пулсан лупас айӗнче пуканелле вылямалла, анчах вӑл, чакак, кунта ман пек ӑслӑ стариксене ӑс пама килнӗ. Пурнӑҫ мар ку, ача вӑййи. Ҫӑмартисем чӑххине вӗрентме пуҫларӗҫ… Ыттисем те ҫавах: пӗри ӗҫ кунӗсем ҫинчен шутлать — Кондратӑнне вӗсене урапа ҫине те тиесе пӗтерме ҫук имӗш… Анчах сирӗнтен ҫапла ыйтам-ха эпӗ: ӗҫ кунӗсем мӗн тума кирлӗ-ха кунта? Ҫакӑ вӑл непсӗсӗр пулнинчен килет, пӗлес тетӗр пулсан, вакӑ харпӑрлӑхлӑ хуҫасем яланах непсӗсӗр, ҫакӑн ҫинчен мана Макарушка темиҫе хут та ӑнлантарса панӑ. Татах тепӗр ухмах тупӑнчӗ. Ҫӑрттана партине илӗр те колхоз тӳрех ҫӗкленсе канӗ, тет… Кулмалли ним те ҫук кунта, ӑсран тухнисем ҫеҫ кулма тата тӗрлӗ ҫавнашкал япала тума пултараҫҫӗ. Хут пӗлетӗп-и эпӗ? Лайӑх пӗлетӗп! Кирек мӗне те вулатӑп, йӗркеллӗ алӑ пусатӑп. Парти уставне йышӑнатӑп-и? Питех те йышӑнатӑп! Программӑпа килӗшетӗп-и? Килӗшетӗп, хирӗҫҫи нимӗн те ҫук манӑн. Социализмран коммунизма ҫитиччен утма ҫеҫ мар, сиккипе чупма та пултаратӑп, анчах, паллах ӗнтӗ, хамӑн ватлӑха кура, сывлӑшсӑр пулас мар тесе, ытлах васкамасӑр чупӑп. Эпӗ тахҫанах партире чечекленнӗ, тен, хул хушшине портфель те хӗстерсе ҫӳренӗ пулӑттӑм, анчах, хаклӑ граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хоспоти турӑ умӗнче тӑнӑ пек калатӑп: халлӗхе хамӑр партире пулма тивӗҫ илеймерӗм-ха эпӗ… Мӗншӗн тесе ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен? Мӗншӗн тесен, мана лериги пӗтерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Ӑҫта та пулсан пуҫ тӑрринче, ҫӳлте, аслати хытӑ авӑтать те, эпӗ тӳрех, пӑшӑлтатса: «Хоспоти, каҫар мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!» — тетӗп, вара ҫавӑнтах сӑх-сӑхма, Исус Христоса та, Марье хӗре те, савӑнӑҫ турӑ хӗрне те, пӗтӗм ҫветтуйсене пурне те кӗлтума пуҫлатӑп, ҫитменнине тата ҫавнашкал ырӑ мар аслати авӑтнипе куклене-куклене ларатӑп…

Хӑй калавӗ питӗ витӗмлӗ тухнине туйса, Ҫӑрттан мучи кунта та сӑх-сӑхса илесшӗнччӗ, аллине ҫамки патнех илсе ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӑхӑтра тавҫӑрса илчӗ те, ҫамкине хыҫкаласа, именчӗклӗн хихиклетсе кулчӗ:

— Вӑл вӗт, мӗнле калас. Куҫра шиклӗх пулнипе шутлатӑн вара: «Мур пӗлет-и ӑна, ҫав Илья-пророка, тем шутласа кӑларать вӑл унта! Мӑшкӑл тӑвас тесе, ҫиҫӗмпе сана кукша пуҫӑнтан ша-ап! тутарӗ те вара вырт эсӗ, Ҫӑрттан, чӗрнӳсене айккинелле сарса. Мана ку пачах кирлӗ мар! Эпӗ коммунизма утса ҫитесшӗн-ха, пылак пурнӑҫа курасшӑн, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне, нуша хӗстерсе ҫитерсен, кӗлтӑватӑп та ӗнтӗ, турра ытлашши ҫиллентерес мар тесе, пупа та вак укҫа, ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл таранах паратӑп. Эсӗ ҫапла шанчӑклӑрах пулать тесе шутлатӑн, анчах мур пӗлет-и унта, ӗҫ темле пулса тухать-ха: ӑнать-и е шӑнать-и… Эсӗ пуп саншӑн, ухмахшӑн, сывлӑх сунса кӗлтӑвать тесе ӗмӗтленетӗн, анчах пупа эсӗ, шутласа пӑхас пулсан, вилнӗ ҫынна ясар хӗрарӑм, е, вӗреннӗ ҫынла каласан, бордюр кирлӗ пекех кирлӗ; ну, кусем иккӗшӗ те пӗрех вӗсем. Вӑл, ылханлӑ пуп, кӗлтума мар, сан укҫупа эрех ӗҫме ҫеҫ шутлать… Вӑт сире ӑнлантарса паратӑп эпӗ: хамӑн шуйттан леригипе партине мӗнле кӗрӗп-ха эпӗ? Ӑна, тусӑма, тата хама хам, тата Программӑна епле пӑсам? Ҫук ӗнтӗ, мана ҫак ҫылӑхран хӑтарар! Мана ку пачах кирлӗ мар, категорически пӗлтеретӗп!

— Мучи, эсӗ каллех айккинелле пӑрӑнтӑн! — кӑшкӑрчӗ Разметнов. — Ҫул ҫине тух, ҫул хӗррипе аташса ан ҫӳре!

Ҫӑрттан аллине асӑрхаттарса ҫӗклерӗ:

— Эпӗ халех пӗтеретӗп, Андрюшенька. Эсӗ мана ухмахла кӑшкӑрса ан пӑтраштар-ха, атту эпӗ нихӑш енне те ҫитсе тухаймӑп. Эсӗ лар, ӑслӑ сӑмахсене лӑпкӑн итле, астуса юл вӗсене, пурнӑҫра кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем сана. Эпӗ нихҫан та тӗлсӗр калаҫмастӑп, ман ун пек пулмасть, анчах эсир, Макарушкапа иксӗр, клирос ҫинчи тиаккӑн пек, ман ҫине черетпе кӑшкӑратӑр, паллах ӗнтӗ, эпӗ вара ирӗксӗрех хам шухӑш йӗрӗнчен пӑрӑнса каятӑп. Вӑт эпӗ ҫапла калатӑп: коммунизма эпӗ ҫав-ҫавах, партире мар пулсан та, ҫитетӗп — ҫак куҫҫульпе йӗпеннӗ Кондрат пек мар, ташласа, савӑнса ҫитетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ — вакӑ харпӑрлӑхлӑ хуҫа мар, тап-таса пролетари, эпӗ сире ҫакна тӳрех калатӑп! Пролетарьятӑн сӑнчӑрсӑр пуҫне урӑх ним те ҫухатмалли ҫук, тесе вуланӑччӗ эпӗ пӗр ҫӗрте. Манӑн, паллах, пуян пурӑннӑ чухне аҫа йытта кӑкарнӑ кивӗ сӑнчӑрсӑр пуҫне урӑх ниепле сӑнчӑр та ҫук, анчах карчӑк пур, ку, манӑн тӑванӑмсем, темле сӑнчӑртан та, каторгӑри тӑлӑран та япӑхрах… Анчах эпӗ карчӑка та ҫухатма пачах шутламастӑп, тур ҫырлахтӑр ӗнтӗ, ман ҫумра пурӑнтӑрах вӑл, анчах вӑл мана чӑрмав кӳме хӑтланать, манӑн коммунизма каймалли тӳрӗ ҫула пӳлет пулсан, эпӗ ун умӗпе ҫил пек вӗҫтерсе иртетӗп те, вӑл ахлатса илме те ӗлкӗреймӗ! Ку тӗлӗшпе эсир ан пӑшӑрханӑр! Хӗрсе кайсан эпӗ питӗ пуҫтах, кунта вара ман ҫул ҫине никам та ан тӑтӑр! Е таптаса вӗлеретӗп, е умран ҫил пек вӗҫтерсе иртетӗп те, никам та куҫ хупса илме ӗлкӗреймест!

— Мучи, пӗтер, сана сӑмах памастӑп! — терӗ Нагульнов татӑклӑн, ал тупанӗпе сӗтеле шаккаса.

— Халех пӗтеретӗп, Макарушка! Ытла хытӑ ан шакка, атту ал тупанне татса пӑрахӑн. Эпӗ ҫапла калатӑп-ҫке: эсир пурте Кондратшӑн пулсан, эпӗ те хирӗҫместӗп, турӑ каҫартӑр сире, илӗрех ӑна хамӑр партине. Вӑл хисеплӗ ача, ӗҫлеме пултарать, эпӗ яланах ҫакна каланӑ. Тӗрӗс шутласа, пӗтӗмпе виҫсе пӑхас пулсан, Кондратӑп хамӑр партире пулма кирлех, ҫакна эпӗ сире татӑклӑн пӗлтеретӗп. Пӗр сӑмахпа каласан, Кондратушка партире пулма пӗтӗмпех тивӗҫлӗ. Манӑн самах ҫакӑнпа пӗтрӗ те!

— Малтан пылчӑкра йӑвалантартӑн та кайран ҫума пуҫларӑн апла? — ыйтрӗ Разметнов.

Анчах пурте кулса янипе ун сӑмахне никамах та илтмерӗ.

Хӑй тухса каланипе тем териех савӑннӑ Ҫӑрттан мучи сак ҫине халсӑррӑн ларчӗ, тарланӑ ҫутӑ пуҫне ҫаннипе шӑлса илсе, хӑйпе юнашар ларакан Антип Грачран ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗнле, вӑйлӑ… критиклерӗм вӗт?

— Эсӗ, мучи, артиста кӗр, — хуравлас вырӑнне пӑшӑлтатса сӗнчӗ Антип.

Ҫӑрттан кӳрши ҫине иккӗленнӗн пӑхса илчӗ, анчах, лешин хуп-хура сухалӗ айӗнчи кулла асӑрхамарӗ.

— Эпӗ унта мӗн тума кӗрсе кайӑп-ха ара? — ыйтрӗ вӑл.

— Укҫана кӗреҫепе хыратӑн — ахаль кӗреҫепе мар, пысӑк кӗреҫепе! Ӗҫӗ унта — чӑпӑркка вӗҫне ҫых та сулла! Ҫынсене хаваслӑ калаҫусемпе савӑнтар, ытларах суй, мыскарасемпе тӗлӗнтер, санӑн ӗҫӗ те ҫавӑ ҫеҫ, тусанлӑ мар вӑл, анчах укҫине вара нумай парать.

Ҫӑрттан мучи палӑрмаллах нӳрӗкленчӗ, сакки ҫинче сиккелесе илчӗ, йӑл кулчӗ:

— Манӑн юратнӑ Антипушкӑм! Ҫӑрттан ниҫта та пӗтес ҫуккине шута ил эсӗ! Вӑл сӑмаха тӗлсӗр персе ямасть, пурпӗрех тӗл тивертет, тӗлсӗр перекен ҫын мар вӑл! Эсӗ мӗн шутлатӑн? Ытла япӑхлансан, мана ватлӑх пӗтӗмпех пусса ҫитерсен, артиста та кайма пулатарӑп. Эпӗ ҫавнашкал-кунашкал мыскарасем тума ҫамрӑкранах пит ӑста пулнӑ, халӗ унтан та ытларах! Мана ку ним те мар.

Старик шӑлсӑр ҫӑварне шухӑшлӑн чаплаттарса илчӗ, тем шут туса, кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, унтан ыйтрӗ:

— Ӑнсӑртран илтмен-и эсӗ, унта, артистра, мӗн чухлӗ тӳлеҫҫӗ? Ӗҫне кура тӳлеҫҫӗ-и е урӑхла? Пӗр сӑмахпа каласан, кашни ҫынна мӗн чухлӗ шалу параҫҫӗ унта? Кӗреҫепе вак укҫана та хырма пулать, ӗмӗтсӗр ҫыншӑн пус та укҫа шутланать пулин те, мана вӑл ним тума та кирлӗ мар.

— Мӗн чухлӗ тухнинчен тата ӗҫе вӗҫне мӗнле ҫитернинчен: халӑх умӗнче хӑвна мӗнле тытнине кура тӳлеҫҫӗ, — темле кавар тунӑ чухнехи пек пӑшӑлтатрӗ Антип. — Эсӗ хӑвна мӗн таран ирӗкрех те тӗлсӗртерех тытатӑн, сана шалу ҫавӑн чухлӗ ытларах тивет. Вӗсем, тӑванӑм, ҫиеҫҫӗ-ӗҫеҫҫӗ те тӗрлӗ хулӑсем тӑрӑх ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл, райри пек темелле.

— Атя-ха, Антипушка, тула тухар, туртса ярар, — сӗрчӗ Ҫӑрттан, пухупа тӑруках интересленме пӑрахса.

Лӑк тулнӑ халӑх хушшипе хӗсӗнкелесе, вӗсем класран тухрӗҫ. Ҫатан ҫумне, хӗвел хӗртнӗ ҫӗр ҫине ларса, туртса ячӗҫ.

— Мӗнле, Антипушка, сана хӑҫан та пулсан ҫав артистсене курма тӳр килнӗ-и?

— Темӗн чухлех курнӑ. Гродно хулинче ҫарта пулнӑ чухне вӗсене тӑраничченех курнӑ.

— Мӗнле вӗсем?

— Ҫаплах ара.

— Мӑнтӑр-и хӑйсем?

— Самӑртнӑ сысна аҫисем пек!

Ҫӑрттан ассӑн сывласа илчӗ:

— Апла, вӗсен хӗлле те, ҫулла та апат-ҫимӗҫ пӗтмест пулӗ?

— Мӑй таранах!

— Вӗсем патне лекес тесен, ӑҫта каймалла?

— Ростова пулӗ, ҫывӑхарах ҫук вӗсем.

— Ытла инҫех мар… Ҫак ҫӑмӑллӑн тупмалли укҫа ҫинчен хальччен мӗншӗн каламан вара эсӗ мана? Тен, эпӗ тахҫанах унта вырӑна кӗнӗ пулӑттӑм? Ҫӑмӑл ӗҫе тума, калӑпӑр, артист ӗҫне, эпӗ питӗ пултаруллӑ пулнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, манӑн вар анакан чир пулнипе ҫӗр ӗҫне тума пултараймастӑп эпӗ. Эсӗ ман ҫӑкӑр таткине туртса илтӗн! Мӑка катмак эсӗ, ҫын мар! — питӗ кӳренсе каласа хучӗ Ҫӑрттан.

— Кун пирки калаҫу пулман вӗт-ха пирӗн, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ Антип.

— Санӑн мана тахҫанах ӑс памаллаччӗ, ҫапла тунӑ пулсан, эпӗ тахҫанах артистра ҫӳренӗ пулӑттӑм. Карчӑк патне курма килсенех, ырӑ канаш панӑшӑн, сан сӗтел ҫине ҫур литр шартлаттарса лартнӑ пулӑттӑм! Эпӗ те тутӑ, эсӗ те ӳсӗр, вӑт мӗнле лайӑх пулатчӗ ун чухне… Эх, Антип, Антип!.. Пайталлӑ ӗҫрен ҫывӑрса юлтӑмӑр эпир иксӗмӗр! Карчӑкпа паянах канашласа пӑхмалла пулать, вара хӗллене, тен, укҫа ӗҫлесе тупма тухса кайӑп. Давыдов чарас ҫук, а укҫа мана хуҫалӑхра шӑпах кирлӗ: ӗне туянӑп, пӗр вунӑ сурӑх, сысна ҫури илсе ярӑп, вара пурнӑҫ, савӑнӑҫлансах кайӗ… — чарӑнма пӗлмесӗр сасӑпах шухӑшлама пуҫларӗ Ҫӑрттан мучи, вара, Антип килӗшнипе хавхаланса, сӑмахне малалла тӑсрӗ:  — Ӑйӑрсем, калас пулать, мана йӑлӑхтарчӗҫ, ҫитменнине тата хӗлле ҫӳрересси мана килӗшмест те. Патраклантӑм эпӗ, сивӗпе шӑнакан пултӑм, пӗр сӑмахпа — сывлӑхран чухӑнлантӑм. Ҫуна ҫинче сехет ларатӑн та, сивӗпе шӑнса, ӑшра пӗр пырши теприн ҫумне ҫыпҫӑнать. Унта сивӗпе пӗтӗмпех ҫыпҫӑнать пулсан, апла пыршӑ-пакарта пӑтранса кайма та пултарать, е покойнӗк Харитонӑнни пек, нерв купарчи пӑсӑлать. Ку вара мана ним тума та кирлӗ мар! Манӑн тумалли ӗҫ нумай-ха, эпӗ, хуть ҫурмаран татӑлас пулсан та, коммунизма сӗтӗрӗнсе ҫитетӗпех!

Антипа ачалла ӗненекен старикрен мӑшкӑлласа кулма йӑлӑхтарчӗ, ҫавӑнпа вӑл шӳтлеме пӑрахма шутларӗ:

— Эсӗ, мучи, артиста ҫырӑниччен малтан хытӑ шутласа пӑх…

— Кунта ним шутламалли те ҫук, — татӑклӑн та ҫирӗппӗн каларӗ Ҫӑрттан мучи. — Унта ахаль паракан укҫа кӗрет пулсан, хӗл ҫитнӗ тӗле унта пулатӑпах эпӗ. Ырӑ ҫынсене савӑнтарасси, вӗсене тӗрлӗ-тӗрлӗ сӑмахсем каласа парасси йывӑр ӗҫ-и вӑл!

— Тепӗр чухне тем чухлӗ укҫа та кирлӗ мар…

— Мӗншӗн апла вара? — хӑлхине чанк тӑратрӗ Ҫӑрттан.

— Артистсене вӗсене хӗнеҫҫӗ…

— Хӗ-неҫ-ҫӗ? Кам хӗнет вара вӗсене?

— Билетшӑн укҫа тӳлекен халӑх хӗнет.

— Мӗншӗн хӗнеҫҫӗ?

— Артистӑн мӗнле те пулсан сӑмахӗ вырнаҫуллӑ мар, халӑха килӗшмест е унӑн юмахӗ кичем пулсан, хӗнеҫҫӗ.

— Вара… мӗн… хытӑ хӗнеҫҫӗ-и, е шӳтлесе, хӑратмалла кӑна?

— Мӗн мур шӳтлесе унта! Тепӗр чухне ытла хытӑ хӗненипе ӑна, мӗскӗне, мыскара кӑтартнӑ ҫӗртен тӳрех больницӑна илсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне тата — масара та… Ӗлӗкхи вӑхӑтра ман куҫ умӗнчех пӗр артистӑнне хӑлхине ҫыртса татрӗҫ, кайри ури кӗлине мала пӑрса лартрӗҫ. Киле ҫаплах кайрӗ, мӗскӗн…

— Тӑхта-ха, тӑхта эсӗ! Мӗнле апла — кайри урине? Вӑл мӗн, тӑватӑ ураллӑччӗ-им?

— Унта тӗрлисем пулаҫҫӗ… Унта мыскара кӑтартма тӗрлисене усраҫҫӗ. Анчах кунта эпӗ йӑнӑш каларӑм, эпе сулахай, малти, пӗр сӑмахпа каласан, сулахай урине кутӑн пӑрса лартрӗҫ, тесшӗнччӗ, вӑл вара ҫаплах, кутӑн утсах кайрӗ, тахӑш еннелле утать хӑй — ниепле те ӑнланмастӑн. Ай кӑшкӑрчӗ, апӑрши! Пӗтӗм хулана илтӗнет! Пӑравус пек кӑшкӑрчӗ, хӑранипе манӑн ҫӳҫ те вирелле тӑчӗ!

Антипӑн, аван мар япаласем ҫинчен аса илнипе пулмалла, тӗксӗмленнӗ сӑн-пичӗ ҫине Ҫӑрттан нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ, юлашкинчен вара вӑл мӗн каланине ӗненчӗ те тарӑхса ыйтрӗ:

— Полици ӑҫта пулнӑ вара, ҫӗр ҫӑтасшӗ?! Ҫавнашкал ӗҫ ҫине вӑл епле пӑхнӑ?

— Хӗненӗ ҫӗре полици те хутшӑннӑ. Сулахай аллине хӑй шӑхлич тытнӑ, шӑхӑртать ҫеҫ унпа, сылтӑммипе артиста ӗнсерен тӳнккет — хам куртӑм…

— Ку, Антипушка, патша вӑхӑтӗнче ҫапла пулма пултарнӑ, совет влаҫӗ чухне милицин тӳпелешме юрамасть.

— Ахаль граждансене, паллах, милици тивмест, анчах артистсене ҫав-ҫавах хӗнет, ӑна ирӗк панӑ! Ӗмӗр-ӗмӗрех ҫапла пулнӑ, кунта ним те тӑваймӑн ӗнтӗ.

Ҫӑрттан мучи, ӗненмен пек пулса, куҫне хӗсрӗ:

— Суятӑн эсӗ, шуйттан Грачӗ! Сана ниепле те шансах каймастӑп эпӗ… Халӗ артистсене кӳпкенине ӑҫтан пӗлме пултаратӑн-ха эсӗ? Хуласенче вӑтӑр ҫул пулман, хутортан урӑх ҫӗре тухса та курман пулсан, ӑҫтан пурне те пӗлме пултаратӑн-ха эсӗ?

— Манӑн тӑван пичче ачи Новочеркасскра пурӑнать, хула пурнӑҫӗ ҫинчен вӑл ҫырса пӗлтерет, — шантарчӗ Антип.

— Пиччу ачи пулсан ҫеҫ… — каллех иккӗленчӗ те Ҫӑрттан мучи, йывӑррӑн сывласа илчӗ, унӑн пичӗ те тӗксӗмленсе кайрӗ. — Акӑ мӗнле чӑрмав, Антипушка… Ку, артист пуласси, теветкеллӗ ӗҫ мӗн… Чӑнах та — унта халӑх вӗлерме те пултарать пулсан, ку мана пачах кирлӗ мар япала. Ун пек савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ тӗп пултӑрах вӑл!

— Эпӗ сана мӗн те пулин пуласран асӑрхаттаратӑп та ӗнтӗ. Эсӗ малтан карчӑкупа канашласа пӑх, вара вырнаҫма та пултаратӑн.

— Карчӑк ним те мар кунта, — сиввӗн тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи. — Мӗн те пулин пулас пулсан, ун аяк пӗрчине мар, манне ватаҫҫӗ вӗт-ха. Мӗн канашлап-ха эпӗ унпа?

— Апла пулсан, хӑв татса пар. — Антип ҫӗр ҫинчен тӑчӗ, чикарккине урапа таптаса сӳнтерчӗ.

— Манӑн васкамалли ҫук, хӗллеччен инҫе-ха, калас пулать, ӑйӑрсене пӑрахса хӑварма та шел, карчӑк та пӗччен тунсӑхлама пуҫлӗ… Ҫук, Антипушка, ҫав артистсем мансӑрах пурӑнччӑр ӗнтӗ. Ҫӑмӑл ӗҫлесе илекен укҫана ылхан ҫӑттӑр ӑна! Тӗплӗнрех шутлас пулсан, вал ҫӑмӑлпа та килмест. Сана кунсерен алла мӗн лекнипе кӳпкеҫҫӗ, анчах милици хута кӗрес вырӑнне, чышкине сан ҫинче тӗрӗслет пулсан, — ырӑ сунса тав тӑватӑп! Хӑвӑрах пурӑнӑр ырӑ курса! Мана ачаранпах кам-кам кӳрентермен-ши! Хурсем те, вӑкӑрсем те, йытӑ аҫисем те, манпа мӗн-мӗн пулса иртмен-ши? Ача пӑрахса хӑварас таранах ҫитрӗ. Ку сан шутпа мӗнле, аван-и? Ватлӑхра мана артистра вӗлерччӗр-и е манӑн ӳтри пӗр-пӗр члена пӑрса лартчӑр-и — пуҫ тайсах тав тӑватӑп! Кирлӗ мар мана вӑл, ӗҫӗ те пӗтрӗ! Каяр-ха, Антипушка, пухӑва, унта ӗҫ шанчӑклӑрах, савӑнӑҫлӑрах, артистсем хӑйсем ҫинчен хӑйсем шутлаччӑр. Вӗсем, шуйттансем, пурте ҫамрӑк, сывлӑхлӑ пулӗ-ха. Вӗсене хытӑ ислетеҫҫӗ, анчах вӗсем хӗненипе самӑрлаҫҫӗ кӑна. Эпӗ вара старик. Апат лайӑх пулсан та, эпӗ, урасене тӑсса выртмах пултӑратӑп. Апла пулсан, ҫак татӑк ҫӑкӑр мӗн тума кирлӗ мана? Мӗскӗн артистсене хӗнекен ухмахсем ман чуна ҫӑвартан чӗрӗлле туртса кӑларӗҫ. Артистра пулас килмест манӑн, эсӗ, хура шуйттан, мана унта кайма ан илӗрт, ман кӑмӑла пӗтӗмпех, вуҫех пӑтратса ан яр! Эсӗ, сӑмах май, халь анчах темле ухмах ҫын артистӑн хӑлхине ҫыртса татни ҫинчен, унӑн урине пӑрса лартни синчен, ӑна епле хӗнени ҫинчен каласа патӑн та, манӑн хамӑн та хӑлха ыратма, урасем сурма пуҫларӗҫ, хӗнесе пӗтернӗ, хӑлхаран ҫыртнӑ, сӗтӗрсе ҫӳренӗ тейӗн… Эпӗ, ҫавнашкал усал калаҫусене илтсен, нервнӑй ҫын пекех хытӑ пӑлханатӑп. Ҫавӑнпа эсӗ халлӗхе пухӑва тархасшӑн пӗччен кай-ха, эпӗ кунта кӑштах канам, хама лӑплантарам, хамӑн нервӑсене йӗркене кӗртем, вара Дубцова кӳпкеме каятӑп. Халӗ сӑмах калама пултараймастӑп эпӗ, Антипушка, ман ҫурӑм сӑрӑлтатать, чӗркуҫҫи те темле чӗтрет, темле чӗтрев вӑл, мур илесшӗ, ура ҫине ҫирӗппӗн тӑма памасть…

Ҫӑрттан ҫӗнӗ пирус чӗркеме тытӑнчӗ. Ун алли чӑнах та чӗтрет иккен, валак пек пӗтӗрнӗ хаҫат татки ҫинчен шултран вакланӑ килти табак ҫӗре тӑкӑнать, пичӗ хӑйӗн макӑрнӑ чухнехи пек пӗркеленнӗ. Антип старик ҫине шелленӗ пек пӑхрӗ:

— Эсӗ ҫавнашкал ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнине пӗлмен эпӗ, мучи, атту сана артистсен асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа та паман пулӑттӑм… Ҫук, мучи, артист пулма юрӑхлӑ мар эсӗ! Кӑмака ҫинчех лар, ҫӑмӑллӑн тупӑнакан укҫашӑн ан хыпса ҫун. Карчӑкна нумай вӑхӑтлӑха хӑварма та юрамасть сана, унӑн ватлӑхне шеллес пулать…

— Эпӗ ӑна хӑйшӗн артиста кайма килӗшменни ҫинчен каласа парсан, эх, мӗнле савӑнӗ вӑл! Мана тав тӑвӗ ӗнтӗ, тавӗсен шутне те тупас ҫук!

Ҫавнашкал лайӑх хыпара карчӑка пӗлтерсе, хӑй мӗнле савӑнасса тата хӑйӗн карчӑкне епле савӑнтарасса туйса, Ҫӑрттан мучи, пуҫне сулла-сулла, йӑл-йӑл кулчӗ. Анчах савӑнма иртерех пулнӑ-мӗн…

Хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗ Макар Нагульнов ҫур сехет каярах пӗр качча Ҫӑрттан карчӑкӗ патне янине, ӑна халех шкула килсе, старике кирек мӗнле сӑлтавпа та пулин киле илсе кайма хытӑ хушнине старик пӗлмен ҫав.

— Санӑн карчӑк ҫылӑхсӑр иккен! — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса каларӗ те Антип Грач, кӑмӑллӑн ӗхлетсе илчӗ.

Ҫӑрттан мучи пуҫне ҫӗклерӗ. Ун питӗнчи савӑнаҫлӑ кулла такам йӗпе мунчалапа шӑлса тасатрӗ тейӗн! Питне пӗркелентернӗ, хӑюллӑ, хӑйне пуҫлӑх пек тытакан карчӑк тӳрех ун патне утса пычӗ.

— Ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна… — ним тума аптраса пӑшӑлтатрӗ Ҫӑрттан мучи. — Ӑҫтан сиксе тухрӗ-ха вӑл, хӑямат? Чирлӗ выртатчӗ, пуҫне те ҫӗклейместчӗ, халӗ акӑ хӑех килет. Мӗн мура вӗҫтерсе килчӗ-ха вӑл кунта?

— Атя киле, старик, — хирӗҫлеме ҫук сасӑпа хушрӗ карчӑк хӑй мӑшӑрне.

Ҫӗр ҫинче ларакан Ҫӑрттан мучи, вырӑнтан та тапранаймасӑр, ун ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхрӗ, — кролик хӑйне пӑвса вӗлерме хатӗрленекен ҫӗлен ҫине пӑхнӑ пек пӑхрӗ.

— Пуху пӗтмен-ҫке-ха, тусӑм, манӑн сӑмах тухса каламалла. Хамӑр хуторти начальство мана тухса калама питӗ ыйтрӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн та аран-аран, вара ҫавӑнтах иклетсе илчӗ.

— Сансӑрах ирттереҫҫӗ. Кайрӑмӑр! Килте ӗҫ пур. Ҫӑрттан мучи карчӑкне хулпуҫҫи таран ҫеҫ, йывӑрӑшӗпе те карчӑкӗ унтан икӗ хут ытларах пулӗ. Вӑл старике аллинчен ярса тытрӗ, пӗрре туртсах ӑна ура ҫине тӑратрӗ. Ҫӑрттан мучи тӑна кӗчӗ те, ҫилленсе, урипе тапса илчӗ:

— А вӑт каймастӑп! Ман сӑмаха чарма ниепле право та ҫук санӑн! Халӗ кивӗ йӗрке мар!

Урӑх пӗр сӑмах та каламасӑр, карчӑк вӑрт ҫапӑнчӗ те килелле сулӑмлӑн утса кайрӗ, вӑл сӗтӗрекен Ҫӑрттан мучи, сайра-хутра туртӑнкаласа илсе, унпа юнашар вӗттӗн-вӗттӗн пусса чупать. Ун ҫине пӑхсан, вӑл хӑй шӑпине пӗр хирӗҫмесӗрех парӑннине куратӑн.

Антип Грач ун ҫине сасӑсӑр кулса пӑхса тӑрса юлчӗ. «Тур сыхлатӑрах та-ха, старик вилсен хуторта унсӑр питӗ кичем пулать вӗт!» — шухӑшларӗ вӑл, крыльца картлашкисем тӑрӑх хӑпарнӑ май.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех