Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юлашки хут, чи юлашки хут куратӑп эпӗ унӑн лампа ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан ырӑ кӑмӑллӑ пит-куҫне.В последний, в самый последний раз я вижу ее доброе лицо над лампой, освещенное снизу.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аэроплан, хӗвел сӑнӗпе ҫуталса, сӑрӑскер, ҫунатлӑ, илемлӗ пулӑ пекскер, пирӗн ҫинчен вӗҫет.Он летел, освещенный солнцем, серый, похожий на красивую крылатую рыбу.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Киревсӗр сцена хыҫҫӑн именесси пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сӳрӗлчӗ, унӑн чечен пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, вӑл питӗ кӑмӑллӑ шӳт тума пуҫларӗ; ҫивчӗ калаҫас темесӗрех хӑй вара ҫиввӗн калаҫать, сӑмахӗ чӗрӗ те ирӗккӗн юхать; хӑш чух тарӑн шухӑшлах калаҫать…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий хӗвел пек ҫуталса кайрӗ…
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкин пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кунта хула ҫыннисем тӗрлӗ ҫӳпӗ-ҫапӑ килсе тӑкнӑ вырӑн пулнӑ; уйӑх ҫутинче кантӑк ванчӑкӗсем, консерва банкисем, чӳлмек катӑкӗсем ҫуталса выртнӑ; пӗр-пӗринпе калаҫса пынипе, вӗсем ҫав тери илемсӗр вырӑна килсе тухнине те асӑрхаман.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах вилсе выртнӑ ҫӗртен чӗрӗлсе тӑрсан, сире режиссер хушнӑ тӑрӑх пур юпитерсене те пӗр харӑсах ҫутатса янӑ пек, сцена ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Тӳпере, пӗрмай улшӑнса пыракан ҫемҫе, мамӑк пек кӑпӑшка пӗлӗтсем шунӑ, вӗсен хӗррисем ҫуталса, хӗрелсе, хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса тӑнӑ.По небу быстро, меняя форму, ползли мягкие пушистые облака со светящимися золотыми краями.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫиелтен тутӑрпа картланӑ каҫхи лампа ҫуттинче вӑл, минтер ҫинче Комиссарӑн тӑртанса кайнӑ шуранка питне курчӗ, унӑн куҫӗсем хуллен те ачашшӑн ҫуталса тӑнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей куҫне уҫнине асӑрхасан, хӗрарӑм сӑнӗ ҫуталса кайрӗ, вӑл унӑн одеял айӗнчи аллине тытса чӑмӑртарӗ.Заметив, что Алексей раскрыл глаза, она просияла, тихонько пожала ему руку под одеялом.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫак конвертсене курсанах вӑл савӑнса, ҫуталса кайрӗ, одеяло айӗнчен аллине кӑларас тесе хускалчӗ.Он просиял, увидев эти конверты, и сделал движение, чтобы высвободить руку из-под одеяла.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗскен кастарнӑ ҫӳҫе ылтӑн пек ҫуталса тӑрать.Золотой бобрик коротко остриженных волос нимбом светился над его головой.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫуталса ҫитнӗ тӳпере юлашки ҫӑлтӑрсем те ерипен сӳнчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пуринчен ытла малалла чупакан ҫулпа пӗрлешсе тӑракан пӗлӗтӗн хура бархат пек курӑнакан татӑкӗ ҫинчи ҫӑлтӑрсем илемлен ҫуталса тӑнӑ.
28 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах инҫетре, улмуҫҫисен ҫара тураттисем витӗр, сад хыҫӗнче ҫӗмрӗк чӳречеллӗ кӑвак тӗслӗ кичем ҫуртӑн черепицӑпа витнӗ тӑрри курӑннӑ, ҫав ҫурт тӑрри айӗнче халӗ сӳнтермен фонарь кӑшт ҫуталса тӑнӑ, вӑл — ҫӗрле наводка тумалли «точка отметки» пулнӑ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Симӗс ҫутӑ» ытларах «пирӗннисем» валли ҫуталса тӑчӗ.
Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем? // Галина Абрамова. Хыпар, 2017.07.21
Сӑмах май, палӑк уяв тӗлне ҫӗнӗрен ҫуталса сӑнланнӑ.
«Яла кӗрсен мӗн сас лайӑх?» // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%8f%d0%b ... b9a%d1%85/
Гекӑн куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Гекӑн куҫ-пуҫӗ ҫуталса кайнӑ.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.