Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Пӗрремӗш пай. Ача чухнехи

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.08.27 16:18

Пуплевӗш: 85; Сӑмах: 764

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Петькӑпа калаҫни

Эпӗ «попиндикулярнӑй» патаксемпе аппаланса ларнӑ чухнех-ха тарма шутланӑччӗ. Хӳме айне хӗвеле, кайӑк-кӗшӗксене, пӗлӗте ахальтен ӳкерсе хуман ӗнтӗ эпӗ! Унтан эпӗ ҫак шухӑша манса кайрӑм. Анчах мана киле таврӑнма кашни кунах йывӑрланса пычӗ.

Аннепе эпӗ тӗл пулман теме те юрать. Вӑл эпӗ ҫывӑрса тӑричченех тухса каятчӗ. Хӑшпӗр чухне эпӗ, ҫӗрле вӑранса кайсан, аннене сӗтел хушшинче ларнине кураттӑм. Шурӑ пур пекех шуралса кайнӑскер, вӑл ывӑннипе ерипен кӑна ҫисе ларатчӗ, Гаер та унӑн хура куҫӗсене курсан, кӑштах салхулланнӑ пек пулатчӗ.

Йӑмӑка эпӗ ҫав тери хытӑ юрататтӑм. Ӑна юратман-тӑк лайӑхрах пулатчӗ те ҫав. Ҫав ирсӗр Гаер ӑна пӗр черкке тип ҫу тӑкса янӑшӑн вӗлересле хӗнесе ҫӗмӗрнине лайӑх астӑватӑп-ха эпӗ. Йӑмӑка сӗтел хушшинчен хӑваласа кӑларчӗҫ, анчах та эпӗ пурпӗрех ун патне, вӑрттӑн та пулин, ҫӗрулми илсе пырса патӑм. Вӑл татӑлса йӗре-йӗре ҫирӗ, унтан сасартӑк хӑйне хӗненӗ чухне чечеклӗ кӗленчисене ҫухатнине аса илчӗ. Кӗленчисене тупрӑмӑр. Вӑл кулса ячӗ, ҫӗрулмине ҫисе пӗтерчӗ те каллех йӗме тытӑнчӗ.

Кӗркунне те ҫывхарать пулмалла ӗнтӗ, эпир Петькӑпа иксӗмӗр Собор садӗнче ҫӳренӗ чух ҫара урасемпе ҫулҫӑсене тапа-тапа ывӑтаттӑмӑр. Петька каланӑ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчен ҫӳремелли авалхи ҫул садран тухса, шыв айӗнчен иртсе, тепӗр енчи ҫыран хӗррине пырса тухать, имӗш. Вӑл мана «Эпӗ пӗррехинче ҫурма ҫулне ҫитсе те куртӑм» тесе суять.

— Ҫӗрӗпех утрӑм, — тет Петька. — Унта кашни утӑмрах вилнӗ ҫын шӑмми.

Ту ҫинчен, ҫӳлӗ ҫыран хӗрринче ларакан Покровск монастырӗ, чул хӳме ҫавӑрнӑскер, курӑнать. Монастырь хыҫӗнче — ҫаран, ҫил вӗрнипе вӑл тинӗс пекех хӑйӗн тӗсне улӑштарать, пӗрре ем-ешӗл, тепре сарӑ сӑнлӑ пулать.

Анчах та ун чухне эпир Петькӑпа ҫутҫанталӑк илемӗ пирки сахал шухӑшларӑмӑр. Эпир ту ҫинче ӳпне выртса темле йӳҫӗ тымарсем ҫирӗмӗр, Петька ҫав тымарсене тутлӑ тет.

Сӑмах йӗкехӳресенчен пуҫланчӗ: ҫав ҫӗр хӑвӑлӗнче йӗкехӳресем пурӑнаҫҫӗ, имӗш. Петька, хам куҫпа хам куртӑм, йӗкехӳресен вӗлле хурчӗсенни пекех ами те пур, тет.

— Йӗкехӳресем ҫул вӑрӑм килсен пурте вилсе пӗтеҫҫӗ, — хушса хучӗ Петька, — ами вара каллех ҫуратса тултарать. Хӑй вӑл пысӑк, мулкач пысӑккӑшех.

— Суятӑн!

— Ҫӑкӑр-тӑвар ҫапла, — лӑпкӑн кӑна каларӗ Петька.

Мӗн ҫинчен суйма юранине, мӗн ҫинчен юраманнине эпир малтанах калаҫса татӑлнӑччӗ. Эпир ун чухнех, ача чухнех, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаттӑмӑр.

— Туркестанра йӗкехӳресем ҫук, — терӗ шухӑша кайса Петька, — унта — ҫӗр кайӑкӗсем, ҫеҫенхирте — йӗкехӳресем пурӑнаҫҫӗ. Анчах унти йӗкехӳресем пӗрре те кунти пек мар, вӗсем кролик пек курӑк ҫисе пурӑнаҫҫӗ.

Туркестан ҫинчен вӑл час-часах калаҫатчӗ. Туркестан, ун сӑмахӗпе, хула, имӗш. Унта грушӑсем, панулмисем, апельсинсем урам варринчех ӳсеҫҫӗ иккен, мӗн чухлӗ ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ тат та ҫи, уншӑн сана кунти ҫырла-ҫимӗҫ садӗнчи хуралҫӑсем пек ҫурӑмран тӑварпа персе ӑшалантармаҫҫӗ те иккен. Унти ҫынсем уҫӑ пӗлӗт айӗнче, кавир ҫинче ҫывӑраҫҫӗ, хӗл те пулмасть иккен унта. Ҫынсем халатпа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, — пальто та, атӑ та кирлӗ мар.

— Тӗрӗксем пурӑнаҫҫӗ унта. Кашни ҫынниех хӗҫпӑшал тытать. Авӑнчӑк хӗҫӗсене кӗмӗлленӗ, айккинче — кинжал, кӑкӑр ҫинче — патронсем. Атя каятпӑр?

Эпӗ ӑна кулса калать пуль тесеттӗм. Анчах вӑл чӑннипех каланӑ. Кӑштах шурса кайса, вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, сиксе тӑчӗ, аякри ҫыран хӗрринелле, вӑлтисене галька ҫине тирсе лартса, шыв хӗрринчех ҫывӑрса выртакан палланӑ ватӑ пулӑҫӑ еннелле пӑшӑрханса пӑхрӗ. Эпир чӗнмерӗмӗр.

— Аҫу? Ярать-и?

— Эп унтан ыйтса та тӑмастӑп. Манпа аппаланма халӗ ун вӑхӑчӗ те ҫук.

— Мӗншӗн?

— Авланать вӑл, — тарӑхса каларӗ Петька.

Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм.

— Кама илет?

— Даша инкене.

— Суятӑн.

— Атте ӑна, Даша инкене, «мана качча тухмастӑн-тӑк, пӳрт-ҫурта сутатӑп та ялсем тӑрӑх тиркӗ-чашкӑ тӗплеме тухса каятӑп», терӗ. Даша инке малтан иккӗленсе тӑчӗ, унтан килӗшрӗ. Юратса пӑрахнӑ-и, — терӗ Петька тарӑхса, унтан чартлаттарса сурчӗ.

Эпӗ ҫаплах ӗненмерӗм-ха. Даша инке! Качча каять! Сковородников старике-и? Ара мӗнле вӑрҫатчӗ ӑна Даша инке?

— Эс мӗн шутлатӑн?

— Нимех те мар, — терӗ Петька.

Вӑл сӑмаха урӑх еннелле пӑрса ячӗ. Унӑн амӑшӗ вилни икӗ ҫул ӗнтӗ, вӑл ун чухне тӑнран тухас пек йӗрсе килӗнчен ҫав тери аякка кайса ҫухалнӑ, аран-аран кӑна шыраса тупрӗҫ ӑна. Ҫакӑншӑн вара ӑна ачасем яланах йӗкӗлтетчӗҫ.

Эпир тата кӑштах калаҫса лартӑмӑр, унтан месерле выртса, алӑсене хӗреслетсе тытрӑмӑр, пӗлӗтелле пӑхма пуҫларӑмӑр. Петька, ҫакӑн пек куҫ хупмасӑр ҫирӗм минут выртсан, кӑнтӑрла та уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ. Акӑ ӗнтӗ эпир ҫапла пӑхса выртатпӑр. Тӳпе таса та тӑрӑ, таҫта ҫӳлте-ҫӳлте, пӗлӗтсем пӗр-пӗринчен иртсе каясшӑн пулнӑ пек васкаса юхаҫҫӗ. Куҫӑмсем манӑн шывланма пуҫларӗҫ, анчах эпӗ пӗтӗм вӑя хурсах куҫа хупасшӑн мар пултӑм. Уйӑх ҫук та ҫук, ҫӑлтӑрсем ҫинчен эпӗ Петька суйса кӑтартнине часах тавҫӑрса илтӗм.

Таҫта мотор шавлать. Ку вӑл маншӑн пристаньте ӗҫлекен ҫар грузовикӗ пек туйӑнчӗ (пристань аялта, крепость стени айӗнче ларать), Анчах та шав ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ.

— Аэроплан, — терӗ Петька.

Аэроплан, хӗвел сӑнӗпе ҫуталса, сӑрӑскер, ҫунатлӑ, илемлӗ пулӑ пекскер, пирӗн ҫинчен вӗҫет. Пӗлӗтсем ун патнелле талпӑнаҫҫӗ, вӑл ҫиле хирӗҫ вӗҫет. Анчах та вӑл ирӗклӗн, ҫӑмӑллӑнах, пӗлӗтсенчен пӑрӑнса кайни мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ! Акӑ ӗнтӗ вӑл Покровск монастырӗ хыҫӗнче, ҫырман тепӗр енче унӑн хӗрес евӗрлӗ ӗмӗлки ҫаран тӑрӑх чупать. Вӑл ӗнтӗ тахҫанах куҫран ҫухалчӗ, анчах та маншӑн ҫаплах-ха унӑн пӗчӗкҫеҫ сӑрӑ ҫуначӗсем инҫетре-инҫетре ярӑнса пынӑн туйӑнать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех