Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш орфографийӗн хуҫисем камсем?

Автор: Галина Абрамова

Ҫӑлкуҫ: Хыпар, 2017.07.21

Хушнӑ: 2019.07.01 22:39

Пуплевӗш: 125; Сӑмах: 1503

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Иван Андреевич Андреев профессора Чӑваш Республикинче ҫеҫ мар, Раҫҫейре те аван пӗлеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе филологи наукисен докторӗ сумлӑ та курӑмлӑ ӗҫсем туса хӑварчӗ. Анчах та юлашки вӑхӑтра И.А.Андреев профессор ҫырнӑ чӑваш чӗлхи учебникӗсенче Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин хӑшпӗр членӗсем йӑнӑшсем тупма пуҫларӗҫ. Тӗслӗхрен, кӑҫалхи июнӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ вӗренӳпе меслетлӗх канашӗнче И.А.Андреевӑн 6-мӗш класс учебникӗнчи «Хамӑр тӑрӑхри пахчаҫимӗҫсем» пай ятне тӗрӗс мар ҫырнӑ, пая «Хамӑр тӑрӑхри пахча ҫимӗҫ» тесе тӳрлетмелле терӗ Ю.М.Виноградов. Герман Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗнче ӗҫленӗ Г.Л.Никифоров та унпа пӗр шухӑшлӑ пулчӗ. Вӗсен шучӗпе, «пахчаҫимӗҫ» нумайлӑ хисеп форминче тӑма пултараймасть иккен. Эппин, «пахчаҫимӗҫсем» тесе усӑ курни Иван Андреевичӑн йӑнӑшӗ пулса тухать. Ҫакӑн йышши предложенисем Иван Андреевич хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекисенче тата пур: 1) Ҫуррине сад йышӑнать, тепӗр ҫуррине ытти ҫимӗҫсем — ҫӗрулми, кишӗр, купӑста, помидор, кӑшман, ыхра, сухан (6-мӗш класс, 50 с.); 2) Ыхрапа хӑяр, помидор е ытти хӑшпӗр ҫимӗҫсене тӑварланӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ (6-мӗш класс, 111 с.); 3) Ҫӗр хӑйӗн илемӗпе чуна килентерет, ҫимӗҫӗсемпе тӑрантарать (6-мӗш класс, 193 с.); 4) Ҫавӑнпа кунта пахча ҫимӗҫсене нумай лартмастпӑр; Эпӗ дачӑра атте-аннене пулӑшатӑп, ҫӗр чаватӑп, ҫум ҫумлатӑп, пахча ҫимӗҫсем пуҫтаратӑп (И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, Н.А.Краснова, Е.А.Мулюкова, вырӑс шкулӗн 5-мӗш класӗ валли хатӗрленӗ учебник, 2014, 100 с., рецензенчӗ Ю.М.Виноградов). Илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсенче Иван Андреевич «ҫимӗҫ» сӑмаха, «пахча ҫимӗҫ» сӑмах майлашӑвне нумайлӑ хисеп форминче усӑ курнӑ. Ҫакна та йӑнӑш тесе шутламалла-и?

Пахча ҫимӗҫӗн нумайлӑ хисеп форми пуррине Иван Андреевич ҫырнӑ предложени тӗслӗхӗсемпе ҫирӗплетсе патӑмӑр. Пахча ҫимӗҫсем тени пахчара ӳсекен ҫимӗҫсен ячӗсене пӗтӗмлетсе каламалли сӑмах шутланать. Кайӑксем, кӑмпасем, чӗрчунсем, йывӑҫсем, тӗмӗсем пӗтӗмлетӳ сӑмахӗсемпе пӗр ретре тӑрать тесе ҫирӗплетме пулать.

И.А.Андреев ҫырса хӑварнӑ вӗренӳ пособийӗсене ҫӗнетекенсене Ю.М.Виноградов ятлӑ-сумлӑ профессор ҫырса хӑварнӑ ӗҫсенче тата мӗн чухлӗ йӑнӑш тупса вӗсене тӳрлеттерӗ-ши, тата мӗн чухлӗ «йӑнӑш ҫырнӑ сӑмахсене» кӑларса пӑрахтарӗ-ши? Шухӑшлаттаракан ыйту ку.

Юрий Михайлович шучӗпе, куҫ, ура, кӑкӑр, хӑлха сӑмахсене, куҫ харши, пит ҫӑмарти сӑмах майлашӑвӗсене пӗрреллӗ хисепре ҫеҫ усӑ курмалла. Ҫак сӑмахсене, сӑмах майлашӑвӗсене нумайлӑ хисеп форминче усӑ курни йӑнӑш пулать тесе ҫирӗплетет вӑл. Анчах та илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсене нумайлӑ хисеп форминче Константин Васильевич Иванов та, Ҫеҫпӗл Мишши те, Иван Андреевич профессор та, чӑваш халӑхӗн ытти паллӑ ҫыравҫисем те анлӑ усӑ курнӑ. Хӑшпӗр тӗслӗхсене илсе кӑтартатпӑр: 1) Питне аллисемпе хупларӗ, шатра пичӗ пӳрнисене вутпа пӗҫертнӗ пек ҫунтарасран вӑл шак хытса кайса чӗлхесӗрле тертленчӗ (Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫырнисен пуххи, 1989, 238 с.); 2) Эй, эп савнӑ, юратнӑ куҫсем — сӗм кӑваклӑхра ик хура ҫӑлтӑр… (Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫырнисен пуххи, 1989, 188 с.); 3) Ма чун вылять? Е сар хӗре курса киленчӗҫ куҫӑмсем… (Ҫеҫпӗл Мишши, Ҫырнисен пуххи, 1989,150 с.); 4) Куҫӗсемпе пӑхнӑ чух каччӑн чунӗ ҫӗкленет (К.Иванов, Ҫырнисен пуххи, 90 с.); 5) Вӑл амӑшӗн пушмакӗсене хывнӑ та унӑн урисене ҫума ӑшӑ шыв илсе килнӗ (138 с.); 6) Чӑнах та, Машук кӳпшӗм питлӗ, пит ҫӑмартисенчен пӳрнепе тӗксенех юн пӗрӗхсе тухас пек. Ҫуланса тӑракан куҫ хупанкисем тачка, куҫӗсем пачах путса кӗнӗ (М.Ухсай, 158 с.); 7) Юратмасть вӑл кукӑр алӑсене (Н.Терентьев, «Ҫил ҫинчи ҫеҫпӗл» драма).

Ҫӳлерех кӑтартнӑ предложенисен тӗслӗхӗсене темӗн чухлӗ илсе кӑтартма пулать. Прозӑра та, поэзире те нумай вӗсем. Вӗрентекенсен умне ирӗксӗрех ҫакӑн пек ыйту сиксе тухать, вӗренекенсене мӗнле ӑнлантарса памалла вара? Константин Иванов та, Ҫеҫпӗл Мишши те, Иван Андреев та, чӑваш халӑх писателӗн ятне илнӗ ҫыравҫӑсем те тӗрӗс мар ҫырнӑ темелле-и?

Мӑшӑрлӑ япалана пӗлтерекен сӑмахсене пӗтӗмлетӳ пӗлтерӗшлӗ пулнӑ чух тата вӗсем фразеологизмсен, ваттисен сӑмахӗсен тытӑмӗнче тӑнӑ чух, паллах, пӗрреллӗ хисепре усӑ куратпӑр. Тӗслӗхсем: 1) Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать; 2) «Вӗсене куҫран ҫухатас марччӗ-ха», — тетӗп хам (И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, вырӑс шкулӗн 6-мӗш класӗ валли хатӗрленӗ учебник, 2005, 197 с.); 3) Ачасем те ҫулталӑк таран амӑш кӑкӑрне ӗмеҫҫӗ (И.А.Андреев, Р.И.Гурьева, вырӑс шкулӗн 6-мӗш класӗ валли хатӗрленӗ учебник, 2005, 60 с.); 4) Хӗвел ҫутинче ҫарансем ҫийӗн асамат кӗперӗсем куҫа илӗртеҫҫӗ (И.А.Андреев, 8-9-мӗш классем валли хатӗрленӗ учебник, 2001, 227 с.); 6) Ҫапла ҫын куҫӗнчен пӑхса сыпӑнтаркаласа пурӑнать ҫак икӗ мӗскӗн чун; Куҫ умӗнче каллех — Лизаветӑпа палламан яшсем (А.Павловская, «Вӗрене шывӗ те пылак» роман); 7) Эс куҫ хыврӑн теприне (Н.Силпи, «Чӗререн сана юратса», 18 с.).

Орфографире те уйрӑм ҫынсем ҫеҫ хуҫаланни питӗ тӗлӗнтерет. Акӑ 2014 ҫулта Ю.М.Виноградовпа Л.Г.Петровӑн 6-мӗш класра чӑваш чӗлхи вӗрентмелли вӗренӳ кӗнеки пичетленсе тухрӗ. «Каюра» сӑмаха ҫак вӗренӳ пособийӗнче «кай ура» сӑмахпа улӑштарчӗҫ. Редакторсем те, авторсем те ҫакна хирӗҫ пулчӗҫ. Анчах та вӗренӳ пособийӗн авторӗсем халӑх шухӑшне ним вырӑнне те хумарӗҫ. Малашне ытти авторсен те «каюра» вырӑнне «кай ура» ҫырмалла тесе пӗтӗмлетӳ турӗ Ю.М. Виноградов.

«Ҫӗршыв» сӑмаха вӑйпах дефиспа ҫыртарасси те Ю.М.Виноградов кафедра ертӳҫинче ӗҫленӗ чухне пулса пычӗ. Пӗлтӗрхи пӗр вӗренӳпе меслетлӗх канашӗнче ҫӗршыв сӑмаха пӗрле ҫырнӑ вӗренӳ кӗнекине алӑра силлесе «Ку вӗренӳ кӗнекинче йӑнӑшсем пур. Ҫӗршыв сӑмаха дефиспа ҫырман» тесе питлерӗ вӑл. Сӑмах наци шкулӗсен 5-мӗш класӗ валли ҫырнӑ «Чӑваш чӗлхи» вӗренӳ пособийӗ ҫинчен пырать (авторӗсем — Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.Брусова). Л.П.Сергеев профессор ятне ҫакӑн пек майпа «варалама» пирӗн ҫӗр пӑт тӑвар ҫимелле. Ятлӑ-сумлӑ виҫӗ автор хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекине вӗрентекенсем ҫав тери савӑнса кӗтсе илнине палӑртса хӑваратпӑр.

Кӑҫал маншӑн, сакӑр вӗренӳ кӗнеки авторӗшӑн, чи тӗлӗнмелли ҫакӑ пулчӗ. Вӗренӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедринче методист пулса ӗҫлекен Л.Г.Петрова, вырӑс чӗлхиллӗ шкулта вӑй хурса курманскер, эпӗ 6-мӗш класс валли хатӗрленӗ вӗренӳ кӗнекине рецензилерӗ. Автор «куҫӗсем» сӑмаха тата «пахча ҫимӗҫсем» сӑмах майлашӑвне нумайлӑ хисеп форминче панине тата хӑшпӗр пӗчӗк кӑлтӑксене тӗп йӑнӑшсем шутне кӗртсе вӗренӳ кӗнекине пичете юрӑхсӑр тесе хакларӗ. Ю.М.Виноградов команди ҫак шухӑшпа килӗшрӗ.

Рецензент автор ӗҫӗ ҫинчен пӗр ырӑ сӑмах та каламан. Вӗренӳ кӗнекин концепцине те тишкермен, пособине хула ачисен психологи уйрӑмлӑхӗсене шута илсе тунине те палӑртман. Вӗренекенсем ҫак кӗнекепе ӗҫлеме пултараҫҫӗ-и, пултараймаҫҫӗ-и? Ҫакӑн ҫинчен пӗр сӑмах та каламан. Рецензи кӑшкарне тытса пыма хевти ҫитеймен рецензентӑн. Пӗтӗм тӗллевӗ те автора пулӑшасси мар, ӑна ҫапса хуҫасси пулчӗ.

Тӗрӗссипе, вӗренӳ кӗнекисем ҫырнӑ чухне эпӗ Иван Андреевич профессорӑн ӗҫӗсемпе тӗплӗн паллашса пынӑ, «куҫсене», «пахча ҫимӗҫсене» вӗренӳ пособийӗсене ӑнсӑртран кӗртмен. Ҫитменнине, ҫак вӗренӳ кӗнеки малтан икӗ хутчен пичетленсе тухнӑ. Вӗренекенсем унпа тулли кӑмӑлпа ӗҫлерӗҫ. Ачисемшӗн шӑл ҫемми пулса тӑнӑ вӗренӳ хатӗрӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ те питӗ савӑнчӗ. Вӗрентекенсем ҫӗнӗ кӑларӑма питӗ кӗтеҫҫӗ. Шел те, вырӑс чӗлхиллӗ шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫре кӑшт-кашт чухлакан хӑшпӗр ҫынсене пула вӗренӳ кӗнеки ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли тухса пӗтеймест.

Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине мӗнле вӗрентмелли ҫинчен паха пӗтӗмлетӳсем тӑвас тесен вырӑсланнӑ чӑваш тата вырӑс ачисемпе сахалтан та вунӑ ҫул ӗҫлесе пӑхмалли ҫинчен асӑрхаттарса хӑварас килет. Хамӑр ӗҫлесе пӑхни ҫеҫ тӗрӗс пӗтӗмлетӳ тума май парать. Айккинчен сӑнаса тӑни, вӗрентекенсен урокӗсем ҫинчен тиркевлӗн ҫеҫ калаҫни ҫителӗксӗр.

Эпӗ вырӑс чӗлхиллӗ шкулсем валли вӗренӳ кӗнекисем ҫырма пуҫлани вунӑ ҫул ытла иртрӗ. Предмечӗ ҫӗнӗ пирки кӗнекисене ҫырма пӗрре те ҫӑмӑл пулмарӗ. Ҫавна пула малтанхи авторсен учебникӗсем ачасемшӗн чӑннипех йывӑр пулса тухрӗҫ. Ҫакӑ авторсем вырӑс ачисем валли кӗнеке ҫырнӑ май вӗренекенсемпе хӑйсемпе ӗҫлесе пӑхманнинчен килчӗ. Ӗҫ опычӗ пысӑк пулни ҫеҫ мана вӗренекенсем ӗҫлеме пултаракан вӗренӳ пособийӗсем ҫырма май пачӗ. Вӗрентекенсенчен те, ашшӗ-амӑшӗнчен те тав сӑмахӗсем ҫеҫ илтетӗп. Вӗренекенсем те вӗренӳ кӗнекисен материалӗпе хаваспа ӗҫлеҫҫӗ.

Мана, паллах, учебниксем ҫырас ӗҫре Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин пулӑшса пымаллаччӗ. Анчах та Ю.М.Виноградов кафедра пуҫлӑхӗ пулнӑ тапхӑрта куллен ура хурса манӑн сывлӑха хавшатнисӗр пуҫне эпӗ урӑх пулӑшу туймарӑм. Пӗр вӑхӑтра сывлӑх ҫав тери хавшаса кайнипе ҫырма та пӑрахасшӑнччӗ. Вӗрентекенсем тархасласа ыйтни ҫеҫ ҫак пысӑк та ответлӑ ӗҫрен пӑрӑнма памарӗ.

Юрий Михайлович авторсемпе вӗсене икӗ ушкӑна пайласа («пирӗннисем» тата «юттисем») ӗҫлени пӗрле тумалли ӗҫре темӗн чухлӗ чӑрмав кӳчӗ, темӗн чухлӗ такӑнтарчӗ. «Юттисен» шутне Л.Сергеев, Е.Андреева, Г.Брусова, В.Станьял, В.Пушкин, В.Дмитриев, О.Печников, М.Печникова, Г.Абрамова авторсем кӗчӗҫ. «Симӗс ҫутӑ» ытларах «пирӗннисем» валли ҫуталса тӑчӗ.

Ҫӗнетнӗ орфографи чӑваш халӑхне 20 ҫул ытла калаҫтарчӗ, чӗлхеҫӗсене, писательсемпе поэтсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерчӗ. Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче вӗренекен ачасем умне вара уйрӑмах пысӑк йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратрӗ. Мӗн тума кирлӗччӗ кун, кайӑк, чечек ячӗсене (тунти кун, ытлари кун, ула такка, вӗлтрен тӑрри, ӑмӑрт кайӑк, кукша пуҫ, утмӑл турат, хӗвел ҫаврӑнӑш тата ыт.те) вӗренекенсене уйрӑм ҫыртарни? Ачасене нушталантарма-и, вӗсен ӑсне пӑтратма-и? Е чӑваш чӗлхи наукинче ҫӗнӗлӗх шухӑшласа кӑлартӑмӑр тесе мухтанма-и? Шухӑшласа туман ӗҫе пула хальхи вӑхӑтра вуланӑ чух та, ҫырнӑ чух та такӑнатпӑр.

Вырӑс чӗлхиллӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫре ахаль те йывӑрлӑхӗ нумай. Лавне ҫӑмӑллатас тесе тӑрӑшмастпӑр, кирлӗ маррине тиетпӗр те тиетпӗр. Чӑваш орфографийӗ ҫӑмӑлланас вырӑнне темиҫе хут йывӑрланчӗ ҫеҫ.

Чӑваш орфографине ҫӗнетнӗ хыҫҫӑнхи малтанхи ҫулсенче хутлӑ сӑмахсене пӗрле ҫырсан та, уйрӑм ҫырсан та йӑнӑш пулмасть тесе пуҫа минретрӗҫ. Сӑмахсене икӗ тӗрлӗ ҫырасси хӑех орфографи принципӗсен ҫирӗпсӗрлӗхне кӑтартса пачӗ. Ҫӗнӗ орфографие йышӑннӑ хыҫҫӑн И.А.Андреев ҫырнӑ вӗренӳ кӗнекисенче нумай вӑхӑт сӑмахсене кивӗлле те, ҫӗнӗлле те ҫырнисем пулчӗҫ.

Тӗслӗхсене И.А.Андреев 8-9-мӗш классем валли хатӗрленӗ учебникран (2001) илсе паратпӑр: 1) Тӗлӗнтереҫҫӗ пире ҫав чӗрчунсем (70 с.); 2) Чӑваш ҫӗршывӗнче ӗлӗк-авал юманлӑх йышлӑ пулнӑ… (84 с.); 3) Икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсессӗн мана пӗр шурӑ тутӑрлӑ лутра хӗрарӑм тата тепӗр тӑла сӑхманлӑ ватӑ ҫын, чӑвашсем, тытса чарчӗҫ (Х.Ҫ., 124 с.); 4) Атӑлпа пӗчӗк юхан шывсем мӗншӗн ӑшӑхланса пыраҫҫӗ-ха? (137 с.); 5) Кукӑр сӑмсасем чӑрӑш йӗкелӗсене васкавлӑн шӗкӗлчеҫҫӗ (130 с.).

Тавлашуллӑ ыйтусем орфографире ҫеҫ мар, фонетикӑра та пур. Л.П.Сергеев профессор [й’], [ҫ’], [ч’] сасӑсене ҫемҫе хупӑ сасӑсем тесе вӗрентмелле тет. Ҫакӑнпа нумай автор килӗшет. Анчах Ю.М.Виноградов ҫак хупӑ сасӑсене хытӑлӑхпа ҫемҫелӗх йӗркине пӑхӑнман хупӑ сасӑсен шутне кӗртет. Шкул вӗренӗвӗнче кирлӗ-и ҫакӑн пек арпаштару?

Нумай чухне эпир «Чӑваш чӗлхипе пӗр пулар!» лозунга калама юрататпӑр. Пӗрлӗхӗ ӑҫта? Орфографи тавра ҫапӑҫнинче-и? Ӑна ҫӑмӑллатас вырӑнне ятарласа йывӑрлатнинче-и? Вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедринчи хӑшпӗр ҫынсем тӑтӑшах пӗр авторсене ура хурса вӗренӳ кӗнекисене вӑхӑтра шкул ачисем патне илсе ҫитерессине чарса тӑнинче-и?

Орфографие ҫӗнетӳсем кӗртетпӗр пулсан ӑна халӑхпа сӳтсе явмалла, халӑх шухӑш-кӑмӑлне итлемелле пулнӑ. Ҫакӑн пек пӑтрашуллӑ тата хирӗҫӳллӗ самантсем ҫак таранччен тӑсӑлмӗччӗҫ. Чӑваш орфографийӗнче туса ирттернӗ «эксперимент», чӑнах та, питӗ хакла ларчӗ.

Чӗлхе комиссийӗ орфографин ҫивӗч ыйтӑвӗсене хӑвӑртрах татса парасса шанас килет. Хальхи вӑхӑтра тухакан вӗренӳ кӗнекисемшӗн ҫакӑ уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Орфографи ыйтӑвӗпе ӗҫлекен комисси кӗртнӗ улшӑнусем вӗренӳ кӗнекисенче ыран мар, паян пулмалла. Орфографи ҫирӗпсӗрлӗхне пула паянхи вӗренӳ кӗнекисенче «каюра» та, «кай ура» та «ҫӗршыв» та, «ҫӗр-шыв» та тӗл пулаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех