Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуталса (тĕпĕ: ҫутал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем умӗнче кинотеатр ятне ҫырнӑ тем пысӑкӑш сас паллисем ҫуталса тӑраҫҫӗ, пӗчӗкрех лампӑсем тӗрлӗ тӗспе ялкӑшаҫҫӗ.

Перед ними горели гигантские буквы названия, а вокруг сверкали и переливались разноцветными огнями лампочки поменьше.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Эп сана пайӑн-пайӑн ваклатӑп, тӑм писмен! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл телефон ҫуталса кайсан.

— Я тебя на куски порежу, малолетка поганый! — закричал он, когда включилась связь.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тепӗр пилӗк ҫекунт пек иртсен экран каллех ҫуталса кайрӗ те, залра мӗн пурри курӑна пуҫларӗ.

Но это длилось каких-то пять секунд, затем экран вновь осветился белым светом, и в зале также стало светло.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Кинотеатр афишӑсемпе ҫуталса тӑрать.

сверкал афишами кинотеатр,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Федорӑн пичӗ ҫуталса илчӗ — Маргарита уншӑн пӑшӑрханать-ҫке-ха.

Федор просиял. Наконец-то и на него обратили внимания.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Бухта тӗттӗм-симӗсӗн курӑнчӗ, тӳперен ӳкнӗ ҫутӑпа ҫеҫ ҫуталса тӑратчӗ вӑл.

Бухта была тёмно-зелёная, непроницаемая, лишь поблёскивающая от света неба.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ сӳнчӗ ӗнтӗ ҫав — анчах тепри ялкӑшса ҫуталса тӑчӗ: ӑнсӑртран мар ҫав, ахалех мар шырарӑм ӑна эпӗ — уншӑн вилӗм пулман та, пулас та ҫук.

Теперь погасла, но ярко загорелась другая: не случайно, не напрасно искал я его — для него нет и не будет смерти.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл тинӗс лимон тӗслӗ йӑлтӑртатнине, таса кӑвак пӗлӗт ҫинче хӗрлӗ шурӑмпуҫ ҫуталса килнине курать.

Он видел глянцевое лимонное море и сумрачную темно-вишневую зарю на совершенно чистом сероватом небе.

XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Каюта, темӗнле, улшӑннӑ пек пулнӑ: вӑл ҫуталса кайнӑ.

Положение каюты как-то непонятно переменилось: в ней стало светлей.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Петяшӑн хресченсен пурнӑҫӗ, вӗсем мӗнле ӗҫлени ӗмӗрлӗхех асра юлнӑ: ҫӗнӗ улӑм ҫуталса выртни, пӳртӗн кай енне шурӑ тӑмпа шуратнӑ стена ҫумӗнчи ситца татӑкӗсенчен ҫӗленӗ пуканесем, типӗтсе хунӑ «таракуци» текен вылямалли вӗтӗ кавӑнсем.

Ему навсегда запомнились все простые, трогательные подробности крестьянского труда: светлый блеск новой соломы; чисто выбеленная задняя стена мазанки; по ней — тряпичные куклы и маленькие, высушенные тыквочки, так называемые «таракуцки», эти единственные игрушки крестьянских детей.

IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Симӗс те хӗрлӗ бенгаль ҫуттисем вӗлкӗшнипе, тӗттӗм пахчара унта та кунта тӗлӗнмелле йывӑҫ тӗмӗсем ҫуталса е сӳнсе тӑнӑ.

Невероятно яркие кусты и деревья, охваченные зелеными и красными облаками бенгальского огня, вспухали то здесь, то там в таинственной тьме сада.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах хам кирек ӑҫта пулсан та, хама мӗн пулсан та ирӗккӗн е ирӗксӗрех шухӑшланисем тепӗр майӑн ҫуталса курӑнчӗҫ.

Но как бы обратным светом озарилось всё, о чём волей-неволей думалось мне, где бы я ни был и что бы ни случалось со мною.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳречисем те ҫӗмрӗлмен пек, фасачӗ те халӗ ҫеҫ сӑрланипе хӗвел ҫинче йӑлтӑртатнӑ пек капӑрӑн ҫуталса тӑрать.

Окна были целы, фасад нарядно отсвечивал, точно свежая краска ещё блестела на солнце.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӳречисенчен пӗри тӗттӗмленсе те ҫуталса та илет, кам пӗлет, тен, ҫавӑнта пӳртре утса ҫӳрекен ҫынна, чӳрече патне тӑрса пӑшӑрханса пӑхаканскере, курнӑ та пулӑттӑм-и эпӗ.

То темнело, то светлело одно из окон, и, кто знает, может быть, мне удалось бы увидеть того, кто ходит по дому и тревожно смотрит в окно.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫыранпа тан тулса ҫуталса выртать, унӑн тӗтреллӗ ҫийӗпе кӑвак тӗтӗм шуса иртет.

Тускло блестит, точно налитая вровень с берегами, вода, сизый дым ползёт по её туманному зеркалу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр хӗртен вӑл: эсир мӗн ятлӑ, тесе ыйтрӗ те, лешӗ «Катя» тесен, унӑн пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ, ҫавна курсассӑнах ӗҫ мӗнле май ҫаврӑнасса ӑнлантӑм эпӗ.

Я понял это, когда он спросил у одной из девушек, как её зовут, — она ответила: «Катя», и у него просветлело лицо.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Темӗнле, ҫӑтмахра слива турачӗ пиҫсе ҫитнӗ кӑвак улмисемпе усӑнса аннӑ пек, витӗр курӑнӑн сарӑ персиксем хӗвел ҫинче ҫуталса, шӑранса тӑнӑ пек, пур ҫӗрте те чечексем те чечексем: табак та, левкой та, розӑсем те — туллиех.

Словно в раю, клонится вниз тяжёлая ветка сливы с матовыми синими плодами, прозрачные жёлтые персики светятся, тают на солнце, и всюду — цветы и цветы: табак, левкои, розы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ пӗр чӳрече ҫуталса кайрӗ, унтан тепри, самантрах пӗтӗм Мускав ялкӑшма тапратрӗ.

Вот вспыхнуло одно окно, потом другое, и засветилась вся Москва.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хунарсем хӑйсен пайӑркипе алӑка тирӗнчӗҫ, тимӗр питӗркӗч ҫуталса илчӗ, каллех сивӗ сывлӑш килчӗ, алӑк хупӑнчӗ.

Фонари уперлись лучами в дверь, осветили щеколду, опять пахнуло холодом, дверь захлопнулась.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ав унта, урам кӗтессинче, икӗ тӗксӗм мӗлке хускалса илчӗҫ, ывӑҫпа хупланӑ шӑрпӑк пӗр самантлӑха ҫуталса кайрӗ, лаптак штык вӗҫӗнче вылянчӗ.

Вон на углу там зашевелились две темные тени, и на мгновение вспыхнула прикрытая сверху ладонью спичка и отразилась в плоском лезвии штыка.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех