Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 22 сыпӑк

Пай: Полк ывӑлӗ

Автор: Леонид Агаков

Ҫӑлкуҫ: Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хушнӑ: 2019.07.30 13:45

Пуплевӗш: 154; Сӑмах: 1629

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Капитан Енакиев сивӗ пулнипе хулпуҫҫисене хускаткаларӗ те хуллен анасласа илчӗ.

— Ҫапах та паян час ҫутӑлмасть-ҫке!

— Мӗн тӑвас тетӗр эсир, — кӗркунне вӗт, — терӗ Ахунбаев.

— Хура кӗркунне, кураксем вӗҫсе кайрӗҫ, вӑрман ҫаралчӗ, хирсем пушанса юлчӗҫ, — терӗ Енакиев, тата тепӗр хут анасласа.

— Питӗ хитре ҫырнӑ ӑна, — терӗ Ахунбаев. — Кӗркуннене ҫав тери илемлӗн кӑтартса панӑ.

Капитан Ахунбаев ку сӑмахсене чӗлӗм тӗтӗмне икӗ тапхӑр ҫӑтнӑ хушӑра каларӗ. Вӑл нимӗҫсен лутӑрканса пӗтнӗ сигаретине васкаса туртнӑ, тӗтӗмӗ окоп ҫинче ытлашши ан палӑртӑр тесе, ӑна аллипе сулкаласа сирнӗ. Тӗрӗссипе каласан, кун пек асӑрханни ытлашши пулнӑ. Тул халӗ кӑна ҫутӑлма пуҫланӑ, йӗри-тавра тӗксӗм пулнӑ, тӗтре мӑкӑрланнӑ.

Капитан Ахунбаевӑн команднӑй пункчӗ нимӗҫсен кивӗ окопӗнче, ҫӗрулми уйӗн хӗрринче вырӑнаҫнӑ. Хуралнӑ ҫӗрулми тунисем ҫинче питӗ вӗтӗ шыв тумламӗсем палӑрнӑ. Сылтӑмра икӗ енӗпе хурамасем — лартса тухнӑ куҫа курӑнман шоссе тӑсӑлнӑ. Хулӑн йывӑҫсемпе ҫара туратсем ир умӗнхи шурӑ пӗлет ҫинче хӑмӑр кӗленче ҫинчи пек палӑрса тӑнӑ. Сулахай енче ҫӗмӗрӗлнӗ, шӗвӗр те ҫӳллӗ ҫурт тӑрри ҫавӑн пекех тӗтреллӗн курӑнса ларнӑ.

Малта хура та йӗпе ҫӗрулми анисем пулнӑ, вӗсем кӑвакрах тӗтрепе витӗннӗ лапамалла тӑсӑлса аннӑ. Унтан леререх, лапам хыҫӗнче, каллех сӑртлӑ вырӑн пуҫланнӑ, анчах та халӗ вӑл курӑнман. Ун ҫине нимӗҫсен позицийӗсем вырӑнаҫнӑ. Тул ҫутӑлсан капитан Енакиевӑн батарейи пулӑшса пынипе вӗсене капитан Ахунбаев батальонӗ атакӑласа йышӑнмалла.

Атака планӗ, Ахунбаев яланхи пекех хӑвӑрт та хӗрӳлленсе тунӑскер, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫакӑн пек пулнӑ: икӗ ротӑн тул ҫутӑличчен нимӗҫсене сылтӑмран ҫавӑрса илсе, вӗсен коммуникацийӗсене пемесӗр, епле пулсан та хӑйсем мӗн чухлӗн пулнине палӑртмасӑр татмалла пулнӑ. Унтан пӗр ротӑн, пӗтӗм артиллери пулӑшса пынипе, нимӗҫсен позицийӗсене тӳррӗмех уҫҫӑн атакӑламалла пулнӑ. Пӗр ротӑн резервра юлмалла пулнӑ. Капитан Ахунбаев ҫапла шутланӑ: тӑшманӑн позицийӗсене пӗр ротӑпа атакӑласа (разведка пӗлтернӗ тӑрӑх тӑшман батальона яхӑн пулнӑ), вӑл нимӗҫсене окопсенчен тухса контратака тума хистет. Шӑп та ҫав контратака вӑхӑтӗнче хайхи тавраран янӑ икӗ рота флангсенчен, тен тылран та-и, пырса ҫапмалла пулать. Ҫапла майпа вара нимӗҫсене икӗ енчен те хӗссе лартмалла. Кун пек пулсан, флангсенчен вӑйлӑн персе тӑнӑ вӑхӑтрах нимӗҫсен хӑйсен боевой йӗркисене улӑштармалла пулать. Анчах кун пек чухне яланах пысӑк ҫухатусем пулаҫҫӗ, юлашкинчен вара йышӑнса тӑракан позицисене хӑварса чакмалла пулать, е, ун пек пулмасан, кайра тӑракан резерв ҫине шанса, малтанхи еннеллех ҫапӑҫмалла пулать. Кун пек тусан капитан Ахунбаев хӑйӗн резервра тӑракан ротине тӑшманӑн тылӗнче ҫапӑҫакан икӗ ротӑна вӑйлатма ярать, кунта унӑн салтакӗсен йышӗ тӑшманӗнчен ытларах пулать, вара вӑл нимӗҫсене миххе кӳртсе лартса вӗсен позицийӗсене тылран йышӑнать.

Ку план аван пулнӑ, тӑшман ҫарӗн салтакӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ ҫирӗп мар пулнине шута илсен, тата Ахунбаевӑн стрелокӗсем ҫав тери паттӑр та хӑюллӑ пулнине шута илсен, ӑна пурнӑҫа кӗртме май килнӗ.

Анчах та кашни вак япаланах тӗплӗн шута илсе виҫме вӗреннӗ капитан Енакиевшӑн кунта пӗр питех паллӑ мар енӗ пулнӑ. Нимӗҫсен резервисем мӗн чухлӗ пулнине тӗплӗн пӗлмен вӑл. Разведка пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен резервӗсем пысӑк пулман. Анчах ҫӗр каҫа вӗсем кунта пысӑк пулӑшу илсе килмен тесе кам шантарма пултарнӑ-ха? Тен халӗ, шӑп ҫак минутра, Ахунбаев атакӑлама хатӗрленекен сӑрт хыҫӗнче ӑҫта та пулин, нимӗҫсен пехоти транспортерсем ҫинчен анать? Вара резервра хӑварнӑ пӗр рота сахал пулать те пӗтем ӗҫ капитан Ахунбаевшӑн пит те начар пулса тухма пултарать.

Анчах капитан Енакиев ҫапла иккӗленни тӗрес пӗлсе тӑракан фактсенчен килмен, вӗсем ҫинчен вӑл шухӑшланӑ кӑна, ҫавӑнпа та вӑл плана итленӗ тата боевой задани илнӗ хыҫҫӑн кӗскен кӑна:
— Итлетӗп, — тесе хучӗ.

Тепӗр тесен, тинех ним тума та пулман. Ахунбаевӑн ротисем ҫапӑҫу пуҫламалли вырӑнсене йышӑнса тӑнӑ ӗнтӗ, атака машинӗ — ытла палӑрмаллах мар пулин те — хусканма тытӑннӑ; тата пӗрре йышӑннӑ решенирен нихӑҫан каялла чакма юраманнине капитан Енакиев ҫирӗппӗн пӗлсе тӑнӑ. Анчах вӑл ҫакна лайӑх ӑнланчӗ: ку ҫапӑҫу питӗ хӗрӳ пулать, нимӗҫсен ҫӗнӗ резервисем палӑрсан, пӗтӗм шанчӑк унӑн тупписем хӑвӑрт тата пит те тӗл персе тӑнинче пулать.

Вӑл хӑйӗн пӗчӗк кӗнеки ҫине пӑхса илчӗ, пӗтӗмпе миҫе патрон пуррине шутларӗ те сасартӑк темшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулчӗ. Ҫавӑнтах вӑл телефон тӑрӑх огневой позицине епле пулсан та хӑвӑртрах тепӗр боевой комплект илсе пыма приказ пачӗ.

Халӗ пӗтӗмпех пулса ҫитрӗ. Кӗтмелли кӑна юлчӗ.

— Ну, капитан, — терӗ Енакиев, ҫӳхе сӑран перчетке тӑхӑннӑ аллине Ахунбаева тӑсса парса, — сывпуллашар ӗнтӗ.

— Эсир ӑҫта пулатӑр?

— Хамӑн наблюдательнӑй пунктра. Эсир ӑҫта?

— Резерв ротипе пӗрле.

— Вӗсем пӗр-пӗрин аллине хытӑ чӑмӑртарӗҫ. Унтан, яланхи пекех, уйрӑлас умӗн сехечӗсем ҫине пӑхрӗҫ. Капитан Ахунбаевӑн ултӑ сехет те вуникӗ минут, капитан Енакиевӑн ултӑ сехет те тӑхӑр минут пулнӑ.

— Кая юлатӑр, — терӗ капитан Ахунбаев.

— Васкатӑр, — терӗ капитан Енакиев, сӑмаха юриех палӑртса.

Вӗсем хӑшин сехечӗ тӗрӗсси ҫинчен кӑшт кӑна тавлашса илчӗҫ. Анчах ку ахальрен ҫеҫ, пуринчен ытла — авалхи йӑлапа пулса иртрӗ. Енакиевӑн сехечӗ тӗп-тӗрес ҫӳренине Ахунбаев пӗлнӗ.

— Ӳкӗтлесе хӑвна майлӑ ҫавӑртӑн ӗнтӗ, — терӗ те Ахунбаев хӑйӗн хуп-хура куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхса, сехетне виҫӗ минут каялла куҫарчӗ. — Эппин, сирӗн ҫине чул ту ҫине шаннӑ пекех шанса тӑратӑп.

— Шанӑр.

— Вутне ан хӗрхенӗр вара.

— Парӑпӑр. Табакӗ сирӗн, вучӗ пирӗн, — терӗ Енакиев салхуллӑн, салтаксен яланхи сӑмахне кирлӗ мар ҫӗртенех аса илсе.

— Пуринчен ытла — кая ан юлӑр.

— Юлмӑп.

— Эппин, нимӗҫсен оборона линийӗ ҫинче тӗл пуличчен сывӑ пулӑр.

— Тен, унтан та маларах тӗл пулӑпӑр-ха.

— Ну, телей пултӑр эппин, — татӑклӑн, командирла каларӗ Ахунбаев. — Каланӑ пек тӑвӑр.

— Итлетӗп.

Вӗсем пӗр-пӗрин аллине тата тепӗр хут чӑмӑртарӗҫ те — уйрӑлчӗҫ. Окопран чи малтан капитан Енакиев тухрӗ; хӑйӗн телефонистне провода командирӑн наблюдательнай пунктне ҫити тӑсма хушрӗ те, батарейӑра мӗн тунине пӑхма кайрӗ.

Вӑл вӑхӑтра тул ҫутӑлас умӗнхи сивӗрех ҫил вӗрнӗ, ура пуснипе унта та кунта ҫӳхе пӑр шатӑртаткаланӑ. Таврара шӑпах пулнӑ, сайра хутран ҫеҫ хӗвеланӑҫ енче — пӗрре лере, тепре кунта — нимӗҫ ракетисен ҫуттисем силленкелесе тӑнӑ. Шуралма пуҫланӑ пӗлӗт ҫинче вӗсем халӗ питех те шупкан курӑннӑ.

Капитан Енакиевпа ун хыҫҫӑн мӑйӗнчен автомат ҫакса пӗр утӑм юлмасӑр пыракан Соболев, батальона ҫитсен хӗвелтухӑҫӗ енче тӗтре кӑштах кӗрен тӗсленнӗ, ҫилӗ тата ытларах хаярланнӑ.

Батарейӑн огневой позицийӗ темӗн пысӑкӑш улмуҫҫи садӗнче, кӑвак чултан купаласа тунӑ питӗ вӑрӑм та тӗксӗм хӳме хыҫӗнче пулнӑ. Стенана темиҫе ҫӗрте снарядсем лексе ишӗлтернӗ. Ҫавӑн пек шӑтӑксенчен пӗрин витӗр капитан Енакиев сада пырса кӗнӗ.

Йӗркен-йӗркен лартса тухнӑ ватӑ улмуҫҫисем хушшине, ҫӗр ӑшне тарӑн алтса вырнаҫтарнӑ тупӑсем пӗр-пӗринчен инҫетре тӑнӑ, ҫиелтен вӗсене маскировка тумалли сеткӑсемпе карнӑ. Вӗсене ҫывӑхран та асӑрхама хӗн пулнӑ. Анчах инҫетре, улмуҫҫисен ҫара тураттисем витӗр, сад хыҫӗнче ҫӗмрӗк чӳречеллӗ кӑвак тӗслӗ кичем ҫуртӑн черепицӑпа витнӗ тӑрри курӑннӑ, ҫав ҫурт тӑрри айӗнче халӗ сӳнтермен фонарь кӑшт ҫуталса тӑнӑ, вӑл — ҫӗрле наводка тумалли «точка отметки» пулнӑ. Вӑл батарея кунта пулнине кӑтартнӑ.

Автоматне ҫӗкленӗ каҫхи тӗксӗм сӑнлӑ часовой капитан Енакиевӑн ҫулне пӳлчӗ, анчах хӑйсен батарейин командирне палласан каялла чакса хытса тӑчӗ.

Капитан пӗрремӗш оруди патне пычӗ.

Номерсем кунта пур те ҫапӑҫӑва хатӗр пулнӑ. Пуҫӗсене шлемсем тӑхӑнса, хӗҫпӑшала хӑйсем ҫумӗнчех тытса, кашни хӑй вырӑнӗнчех пулса, ҫӗр ҫинчех ҫывӑрнӑ. Хӑшӗ пуҫ айне пушӑ гильза хунӑ, хӑшӗ пушӑ снаряд ещӗкӗ, хашӗ котелок, хӑшӗ тата аллине кӑна хурса ҫывӑрнӑ.

Ҫывӑракансем хушшинче капитан Енакиев Ваньӑн пӗчӗк кӗлеткине асӑрхарӗ. Ача лафет ҫинче выртса, урисене куклетсе, шлем тӑхӑннӑ пуҫӗ айне аллине хурса ҫывӑрнӑ. Вӑл дистанци лартмалли уҫӑна ҫирӗппӗн чӑмӑртаса тытнӑ. Ирхи сивӗпе унӑн тутисем кӑштах кӑвакарнӑ, анчах темӗнле ырӑ этем ун ҫине ҫуланса пӗтнӗ ваткӑллӑ фуфайка пӑрахнӑ та, ача тӗлӗкре тӗлӗнмелле ырӑ кулкаласа выртнӑ.

Вӑл кулнине курсан капитан Енакиев хӑй те кулса илчӗ, анчах та рапорт пама пыракан сержант Матвеева асӑрхасан самантрах кулма чарӑнса юриех хаярланнӑ пек пулчӗ.

— Ну, ача епле? — тесе ыйтрӗ вӑл рапорта итленӗ тата оруди командирне саламланӑ хыҫҫӑн. Оруди командирӗ вӑл кун батарейӑра дежурнӑй пулнӑ.

— Ача аптрамасть, капитан юлташ, — тесе пӗлтерчӗ сержант, хӑйӗн «севастополле» каснӑ хура мӑйӑхӗсемпе хура ҫӳҫ пайӑркисене пӳрнисемпе кӑшт мухтанарах якаткаласа.

— Ӗҫлет-и?

— Тӗп-тӗрӗс.

— Оруди патӗнче мӗнле ӗҫсем тӑвать?

— Паянхи кунччен вӑл манӑн персе пушаннӑ гильзӑсене пуҫтарса вырнаҫтарчӗ. Анчах паян — тӗрӗсрех каласан ӗнер каҫ — эпӗ ӑна улттӑмӗш номер помощникӗ туса хутӑм.

— Ну, епле вара? Хӑй ӗҫне тума пултарчӗ-и?

— Аптӑрамасть. Снаряд калпакӗсене аванах хывса илет. Тытӑнса тӑмасть. Оруди расчётне вӑратма хушатӑр-и?

— Кирлӗ мар. Канччӗрех. Паян ӗҫ нумай. Патронсем илсе килчӗҫ-и?

— Тӗп-тӗрӗс.

— Аван. Кунта хӑшпӗр вырӑнсенчен хӳмене ишӗлтернӗ. Тӗрӗслесе пӑхмарӑр-и эсир — ҫав ишӗлнӗ тӗлтен, кирлӗ пулсан, тупӑсене кӑларса кайма пулать-ши?

— Тӗп-тӗрӗс. Эп ӑна тӗрӗслесе пӑхрӑм. Тупӑсем шӑтӑксем витер тухаҫҫӗ.

— Аван. Ҫавна шута илӗр эсир. Наблюдательнӑй пунктсемпе ҫыхӑну лайӑх ӗҫлет-и?

— Лайӑх ӗҫлет.

— Сылтӑм айккинче кам дежурнӑй?

— Пӗлме пултараймастӑп.

— Кайса пӗлӗр те мана пӗлтерӗр. Тата мана кунта машина паччӑр.

— Итлетӗп.

Сержант Матвеевпа телефонистсӑр пуҫне пӗрремӗш оруди расчётӗнче тата тепӗр ҫын — наводчик Ковалев ҫывӑрман. Капитан Енакиев батарейӑра пӗр унпа кӑна хӑйӗн шухӑшӗсене уҫса калаҫнӑ, урӑх никампа та ун пек ҫывӑх пулман.

— Ну, ӗҫсем мӗнле, Василий Иванович? — терӗ капитан Енакиев, Ковалевпа юнашар оруди площадкин хӗррине ларса.

— Ман шутпа — начар мар, Дмитрий Петрович. Акӑ, эпир ӗнтӗ Хӗвелтухӑҫ Пруссире.

— Ҫапла ҫав, Германире, — терӗ капитан Енакиев салхуллӑрах сасӑпа, ҫав темӗн пысӑкӑш кичем сада куҫӗпе пӑхса ҫавӑрӑнса. Кунта пур йывӑҫсене те шуратса лартнӑ иккен. Пур ҫӗрте те йывӑҫсене хӗлле валли чӗркеме хатӗрленӗ улӑм куписем выртаҫҫӗ.

Тӗрӗссипе каласан, капитан Енакиевӑн батарейӑра нимӗнле ӗҫ те пулман. Анчах ҫапӑҫу умӗн яланах хӑйӗн хуҫалӑхӗнче темиҫе минут та пулин пулса, ҫынсемпе тупӑсем ҫапӑҫӑва пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитнине хӑйӗн пӗлсе тӗрӗслесси килнӗ. Унсӑрӑн вӑл ниепле те лӑпланма пултарайман.

Пӗр оруди ҫине кӑна ҫиелтен пӑхса илсенех вӑл пӗтӗм батарея мӗнле пулнине пӗлме пултарнӑ. Халӗ те вӑл батарея мӗнле пулнине тӳрех пӗлчӗ. Батарейӑра ӗҫсем пите лайӑх пулнӑ. Ӑна капитан пур енчен те курнӑ: унӑн тумланнӑ тата хӗҫпӑшаланнӑ ҫыннисем кашни хӑй вырӑнӗнче епле лӑпкӑн ҫывӑрнинчен те, кирлӗ пулсан пытанмалли шӑтӑксене епле алтнинчен те, пеме патронсем хатӗрленинчен те, оруди ҫине маскировка тумалли сетка епле тирпейлӗн карса хунинчен те, юлашкинчен — инҫетри ҫуртӑн маччинче каҫхи наводка валли ҫакнӑ фонарь епле лайӑх ҫуннинчен те курнӑ. Сӑмах майӗн каласан, фонаре вӑл халех сӳнтерме хушрӗ, мӗншӗн тесен халӗ тул ҫутӑлнӑ ӗнтӗ, ирхи ҫутӑ витӗрех курӑнакан ҫара сад ҫине ӳксе, шӑннӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ ҫӗре шӗвекрех ылттӑн тӗслӗ туса хунӑ.

Халӗ кӑна шуса тухнӑ хӗвел тӗтре витӗр пӗр минутлӑха кана курӑнчӗ, унтан вӑл кун каҫмалӑхах пӗлӗтсем ӑшне кӗрсе кайрӗ.

Капитан Енакиев сехет ҫине пӑхса илчӗ. Наблюдательнай пункта кайма та вӑхӑт ҫитме ӗнтӗ. Анчах паян ӑна темӗншӗн хӑйӗн хуҫалӑхӗпе уйрӑлма шел пек туйӑнчӗ. Унӑн тепӗр пилӗк минут та пулин тупӑ умӗнче Ковалевпа пӗрле ларасси килчӗ, Ковалева вӑл юратнӑ та, хисепленӗ те. Вӑл паян ӑна хӑйӗн пӗтӗм ӳчӗпе, чун-чӗрин пур вӑйӗсемпе те кирлӗ пулассине туйнӑ пек пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, юлашки минутсемпе усӑ курса, ҫав вӑйсене пухрӗ.

— Капитан юлташ, пӗлтерме ирӗк парӑр. Сылтӑмри наблюдательнӑй пунктра дежурнӑй аслӑ сержант Алейников, — терӗ хӑвӑрт Матвеев. — Машина килсе ҫитрӗ.

— Аван. Кӗтсе тӑтӑр. Кайӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех