Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ак сăмах пирĕн базăра пур.
ак (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нарт ҫинчен ак вӑр-вар сиксе анчӗ те вӑл хаваспа аллине сулкаларӗ.

Быстро с нарт соскочил он и радостно машет рукой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫук, халӗ ак, аса илнӗ чухне ҫав тери интереслӗ, — малалла каларӗ вӑл, — темӗнле ырӑ пулчӗ ун чухне! — Малтанхи вӑрман заводне тунӑ чухне хаҫатра дата вырӑнне пичетлерӗҫ: вӑрман заводне ӗҫе яричен ҫавӑн чухлӗ кун юлнӑ, терӗҫ.

— Нет, теперь, когда вспоминаешь, очень интересно, — продолжал он, — это было здорово! — Когда первый лесозавод строили — в газете вместо даты печатали: столько-то дней до пуска лесозавода.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Юлашкинчен ак вӑл вӑрҫми пулать.

Наконец она прекращает ругаться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак кам ҫинчен ҫырнӑ иккен Татаринов капитан: «Пӗтӗм экспедици ылханать ӑна» тесе.

Так это о нем писал капитан Татаринов: «Вся экспедиция шлет ему проклятия».

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ алла сӗтел ҫине, ак ҫапла, аллаппипе аялалла хурӑп, эсӗ каланӑ май манӑн алӑ ҫине пӑха-пӑха илӗн.

Я положу руку на стол — вот так, ладонью, вниз, а ты говори и на нее посматривай.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак ҫапла каларӗ вӑл мана: «Ромашка кӗнеки ҫине ҫырса пырать, унтан Николай Антоныча элеклесе парать. Элеклет-элеклет те, ун ҫинченех мана каласа парать. Эпӗ хӑлхасене хуплатӑп, вӑл ҫапах каласа ларать».

Он мне буквально сказал: «Ромашка записывает в книжечку, а потом доносит Николаю Антонычу, что о нем говорят. Донесет, а потом мне рассказывает, Я уши затыкаю, а он рассказывает».

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пичче, — терӗм эпӗ, — сирӗн кунта Аксенья Григорьевна вилтӑпри пур: ак ҫак ҫулпа кайсан, пӑрӑннӑ ҫӗрте, хӗрринчен иккӗмӗш.

— Дядя, — сказал я ему, — тут у вас есть могила Аксиньи Григорьевой. Вот на этой дорожке, за поворотом вторая.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак ҫаксене: «Пӗр ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп…»

Вот эти: «Молю тебя…»

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак сана — пыр та кур!

Вот так штука!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем ҫисе тӑраниччен кӗтсе тӑр ӗнтӗ ак.

Я должен был ждать, пока они нажрутся.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак сана Лихосел, — пӗр вӗҫӗмрен мӑкӑртатрӗ вӑл.

— Вот так Лихосел, — все повторял он.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ак ҫакӑн пек ҫеҫчӗ!

Вот какой!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Тӑхта-ха, ак, аҫунтан ҫыру килӗ» — тенӗ ӑна.

«Вот подожди, придет письмо от папы».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халь ак пачах урӑхла!

Ничего похожего!

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗлетӗн-и эс, ак мӗн калам сана, — терӗ вӑл сасартӑк чунтан-чӗререн — эсӗ киноринчен пин хут лайӑх, чӑн сӑмах парӑтӑп сана.

— Знаешь, пожалуйста, что я тебе скажу, — произнес он вдруг убежденно, — ты, если сравнить, в жизни в тысячу раз лучше, как в кино, честное тебе слово даю.

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ман халех ак чӑтма ҫук ӑш ҫунать.

— Я и сейчас уже чувствую крайнюю жажду.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман пирки вӑл шкула та ҫитнӗ иккен, чӑлханса кайнӑ ӗҫӗмсене йӗрке кӳме, халӗ ак вӗренӳре юлса пынине хӑвӑрт пӗтерме манран сӑмах илчӗ.

Он рассказал мне, что сам ездил в школу, чтобы уладить там мои запутанные дела, и взял с меня слово, что я постараюсь нагнать упущенное в классе.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ пӗлместӗп-ха ак.

а я еще, не знаю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Чӗнмен-туман, чӑрмав кӳретӗп, Анчах, пӗлетӗр-и, ак мӗн япала.

Незваный лезу в чужие дела, Но видите, какая штука.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Никам та ҫук, хам пӗчченех, ак халь ҫеҫ ваннӑран тухрӑм…

— Никого нет, я одна и только что из ванны…

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех