Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пиллӗкмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 14:13

Пуплевӗш: 104; Сӑмах: 1054

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Катя ашшӗ

Мӗнле экспедици пулнӑ-ха вӑл? Мӗнле ҫын пулнӑ-ши Катьӑн ашшӗ? Эпӗ вӑл моряк пулнине те вилнине ҫеҫ пӗлетӗп-ҫке-ха. Вилнех-ши вара? Катя хӑйӗн ашшӗне нихҫан та «вилнӗ» теместчӗ. Тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен Татариновсен килйышӗнчен Николай Антонычран пуҫне ыттисем калаҫсах та каймастчӗҫ. Сӑнӳкерчӗкӗсем вара унӑн кашни пӳлӗмрех ҫакӑнса тӑратчӗҫ, анчах час-часах асӑнмастчӗҫ ун ҫинчен.

Юлашкинчен мана ҫак хам пӗлменни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫитменнине Катьӑран та унӑн ашшӗ ӑҫта иккенне, вӑл виллипе чӗррине ыйтса пӗлме пулать. Эпӗ ыйтрӑм вара.

Акӑ мӗн каласа пачӗ вӑл мана.

Вӑл виҫӗ ҫулта пулнӑ, анчах та вӑл хӑйӗн ашшӗ тухса кайнине лайӑхах астӑвать. Ашшӗ унӑн ҫӳлӗскер, пысӑк алӑллӑскер пулнӑ. Ҫине вӑл китель тӑхӑннӑ, ирхине ирех, Катя ҫывӑрнӑ чухнех-ха, вӑл пӳлӗме кӗрсе унӑн кровачӗ ҫинелле пӗшкӗннӗ. Вӑл ӑна пуҫӗнчен ҫупӑрланӑ та темскер каланӑ. «Пӑх-ха, Маша, мӗнле шуранка вӑл. Ӑна уҫӑ сывлӑшра ытларах ҫӳрет, юрать-и», — тенӗ пулас. Катя куҫӗсене кӑшт ҫеҫ уҫса пӑхнӑ, амӑшӗ йӗрсе тӑнине курнӑ. Вӑл хӑй ыйӑхран вӑраннине палӑртасшӑнах пулман, ҫывӑрнӑ пек туса выртсан уншӑн хаваслӑ пек туйӑннӑ. Унтан вӗсем аслӑ та ҫутӑ пӳлӗмре вӑрӑм сӗтел хушшине ларнӑ. Сӗтел ҫинче шурӑ пӗчӗк купасем. Вӗсем — салфеткӑсем. Катя ҫав салфеткӑсем ҫине пӑхса тӑнипе амӑшӗ тарнине те сисмесӗрех юлнӑ, ун вырӑнӗнче халӗ кукамӑшӗ пӗр вӗҫӗмрен ахлатса, «тур ҫырлах» тесе мӑкӑртатса ларнӑ. Амӑшӗ, хулпуҫҫийӗсем ҫине темӗнле хӑмпӑсем лартнӑ халиччен курман кӗпе тӑхӑннӑскер, аякра Катя ҫине пӑхса куҫ хӗссе, ашшӗпе юнашар ларнӑ.

Сӗтел хушшинче — ҫав тери савӑнӑҫлӑ, халӑх та нумай унта, пурте кулнӑ, хытӑ кӑшкӑрса калаҫнӑ. Акӑ бокал тытнӑ ашшӗ ура ҫине тӑнӑ, пурте шӑпланнӑ. Катя вӑл мӗн каланине ӑнланайман, анчах ашшӗ калаҫма чарӑнсан, пурте алӑ ҫупса «урра» кӑшкӑрнине вӑл хӑйӗн асӗнче тытать. Кукамӑшӗ каллех «тур ҫырлах» тесе мӑкӑртатса, ахлатса илнӗ. Унтан пурте ашшӗпе, темӗнле палламан моряксемпе сывпуллашнӑ. Уйӑрлас умӗн ашшӗ Катьӑна ҫӳле-ҫӳле ывӑтса янӑ та хӑйӗн ҫепӗҫ аллисемпе, пысӑк аллисемпе тытса илнӗ.

— Ну, Машка, — тенӗ вӑл амӑшне. Унтан вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса чуптунӑ…

Ҫавӑн пек ӑсатса янӑ ӗнтӗ капитан Татаринова Энск вокзалӗнчен. Вуниккӗмӗш ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл Энск хулине хӑйӗн ҫемйипе сывпуллашма килнӗ, июнь уйӑхӗн варринче вара «Св. Мария» шхунӑпа Петербургран Владивостока тухса кайнӑ…

Малтанлӑха пурте ӗлӗкхи пекех пынӑ-ха. Анчах та пурнӑҫра пӗр чи ҫӗнӗ япала хутшӑннӑ: ашшӗнчен ҫыру килнӗ. «Тӑхта-ха, ак, аҫунтан ҫыру килӗ» — тенӗ ӑна. Ҫыру чӑнах та килнӗ. Хӑшпӗр чухне ҫыру пӗрер-икшер эрнипех килмен, анчах кайран пурпӗрех ҫитнӗ. Акӑ Югорск Шарӗнчен чи юлашки ҫыру килнӗ. Чӑнах та, ку вӑл юлашки ҫыру пулнӑ, анчах амӑшӗ ытлашши кулянсах кайман. «Св. Мария», почтӑсӑр-мӗнсӗр вырӑнсемпе, юрпа пӑр хушшинчен пырать. Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр», — тенӗ амӑшӗ.

Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр. Ашшӗ хӑех урӑх ҫыру ан кӗтӗр тесе ҫырса янӑ-ҫке-ха. Анчах ку вӑл ҫав тери тунсӑхлаттаракан япала, амӑшӗ вара куллен-кун чӗнмесӗр, кулянса ҫӳреме пуҫланӑ.

«Аҫуран ҫыру пур» — ку вӑл ҫав тери савӑнӑҫлӑ япала. Сӑмахран, ашшӗнчен ҫыру килсен, кукамӑшӗ яланах кукӑльсем пӗҫерет. Халӗ ӗнтӗ, ҫак пурне те савӑнтаракан ырӑ япала вырӑнне, пурнӑҫра вӑрӑм та йӑлӑхтаракан сӑмахсем туха-туха тӑнӑ: «Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр» е «Унтан ытлашши нимӗнех те пулма пултараймасть».

Ку сӑмахсене куллен калаҫҫӗ вара. Каҫсенче, Катька ҫывӑрма выртсан, амӑшӗпе кукамӑшӗ пӗр вӗҫӗмрен калаҫса лараҫҫӗ. Катька итлесе выртать. Вӑл тахҫанах ӗнтӗ «Ӑна кашкӑрсем ҫисе янӑ пулӗ» тесшӗн, анчах та амӑшӗ ҫиленесрен тытӑнса тӑрать.

Ашшӗ «хӗл каҫнӑ». Энскинче тахҫанах ҫулла пулнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫаплах «хӗл каҫать». Кунтан тӗлӗнмелле, анчах та Катька нимӗн те ыйтса пӗлмест. Пӗррехинче вӑл кукамӑшӗ кӳршӗ арӑмне «хӗл каҫать тетпӗр пурте, виллипе чӗррине турӑ пӗлет-ха», — тенине илтет.

Унтан амӑшӗ «аслӑ ҫын» патне хут ҫырса янӑ. Кӑна Катька лайӑхах астӑвать, — вӑл вӗт ун чухне самаях пысӑкланнӑ пулнӑ. Татаринов капитан арӑмӗ хӑйӗн телейсӗр мӑшӑрне хӑтарма пулӑшу экспедицийӗ яма: ыйтса ҫырать. Вӑл ҫак ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ «пӗр сӑмахсӑрах ӗнтӗ, халӑх хисепӗпе ҫӗршывӑн чысӗ» пулнине те кӑтартать. Вӑл «ырӑ кӑмӑллӑ Государь хӑюллӑ ҫулҫӳревҫе», «наци чапӗшӗн» хӑйӗн пурнӑҫне нихҫан та хӗрхенме пӗлменскерне пӗр пулӑшусӑрах хӑвармасса шанса тӑрать…

Катькӑшӑн «аслӑ ҫыннӑмӑр» тени йӑмӑх хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ архиерей хыҫӗнчен халӑх кӗшӗлтетсе пыни пекрех туйӑннӑ. Вӑл — патша кӑна пулнӑ иккен. Патша нумайччен ответ ҫырмасть, кукамӑшӗ вара ӑна каҫ сиктермесӗрех вӑрҫать. Акӑ унӑн канцеляринчен ҫыру килет. Канцеляри, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ пулса, амӑшне тинӗс ҫар министрӗ патне ҫырса пӑхма канаш парать. Анчах ун патне ҫырмалла та пулман иккен. Ӑна ӗнтӗ ун ҫинчен каласа панӑ пулнӑ. «Юрать-ха, Татаринов капитан таврӑнмарӗ. Хысна пурлӑхне пӗлсе тыткаламаншӑн эпӗ ӑна ҫинчех суда панӑ пулӑттӑм», тенӗ вӑл.

Унтан Энска Николай Антоныч килсе ҫитет, килте ҫӗнӗ сӑмахсем хутшӑнаҫҫӗ: «Нимӗнле шанчӑк та ҫук». Ку сӑмахсене кукамӑшне кӑна, вӑрттӑн калаҫҫӗ. Анчах ӑна, амӑшӗнчен пуҫне, пурте, — кукамӑш тӑванӗсем Бубенчиковсем те, Катькӑн тантӑшӗсем те пӗлеҫҫӗ.

Нимӗнле шанчӑк та ҫук. Нихҫан та таврӑнмасть. Нихҫан та вӑл пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах калас ҫук, кукамӑшӗпе те «апат умӗн пӗрер черкке ӗҫни усӑллӑ» усӑллӑ мар-тӑк — сиенлӗ те мар, сиенлӗ мар-тӑк — кӑмӑллӑ» тесе тавлашаймӗ. Театра кайнӑ чухне амӑшӗнчен те вӑрах тумланать, тесе кулаймӗ. Ирхине, тумланнӑ май: «Пирӗн пурнӑҫ — вӑйӑ!» тесе юрланине те никам та илтеес ҫук ӗнтӗ.

Нимӗнле шанчӑк та ҫук! Вӑл таҫта аякра-аякра, инҫетри ҫурҫӗрте, юрпа пӑр хушшинче юлнӑ, унӑн экспедицийӗнчен никам та таврӑнайман.

Николай Антоныч калать, аҫу хӑй айӑплӑ, тет. Экспедицине лайӑх майласа янӑ. Унта ҫӑнӑх кӑна пилӗк пин килограмм пулнӑ. Австралинчен кӳртернӗ аш консерви — пин те ултҫӗр сакӑрвунӑ сакӑр килограмм, типӗтнӗ аш — ҫирӗм, Скориковӑн типӗтнӗ бульонӗ — ҫитмӗл килограмм. Мӗн чухлӗ сухари, макарон, кофе пулнӑ унта! Пысӑк салонӑн ҫуррине сухарипе тултарса лартнӑ. Хӗрӗх килограмм спаржа та илнӗ. Мӑйӑр, варени мӗн чухлӗ пулнӑ тата. Ҫаксене пурне те ӗнтӗ Николай Антоныч укҫипе туяннӑ пулнӑ. Авари мӗн пулас пулсан киле калле таврӑнма тесе, вӗсем хӑйсемпе пӗрле тӗлӗнмелле йытӑсем, сакӑр вунӑ йытӑ илсе кайнӑ.

Пӗр сӑмахпа каласан, ашшӗ вилнӗ пулсан та, «хӑй айӑплӑ» пулнӑ иккен, кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук.

«Васкамалла мар ҫӗртех васканӑ» тесе калама та пулать. Николай Антоныч сӑмахӗпе, вӑл яланах васканӑ. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл унта, инҫетри ҫурҫӗрте, юлнӑ, вӑл вилнипе чӗррине те никам та пӗлмест, мӗншӗн тесен командӑри вӑтӑр ҫынтан пӗри те киле таврӑнайман.

Анчах та вӗсен килӗнче ӑна нумай вӑхӑт хушши вилнӗ тесе шутламан. Сасартӑк акӑ алӑк уҫӑлса кайӗ те, ашшӗ юлашки кун Энск вокзалӗнче мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пек шак-хытӑ шурӑ ҫухаллӑ китель тӑхӑннӑскер (ун пеккине халӗ тӑхӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ), пысӑк алӑллӑскер, хаваслӑскер, кӗрсе тӑрӗ!

Килти япаласем, пурте тенӗ пекех, ӑна аса илтереҫҫӗ. Амӑшӗ табак туртать, ашшӗ ҫухалнӑ хыҫҫӑн вӑл туртма пуҫланине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Кукамӑшӗ Катьӑна урама тухма хушать, ашшӗ каллех Катьӑна ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫӳретме хушать иккен. Пӗчӗк кӗленче шкапри кӗнекесем — ашшӗ кӗнекисем. Вӗсене никама та вулама памаҫҫӗ.

Унтан вӗсем Мускава, Николай Антоныч хваттерне куҫса каяҫҫӗ. Пурте улшӑнать. Халӗ ӗнтӗ сасартӑк алӑк уҫӑлса каясса, ашшӗ кӗрсе тӑрасса никам та ӗненмест. Ара ку вӗт-ха вӑл ют кил-ҫурт, кунта вӑл ӗмӗрте те пулман.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех