Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Виҫҫӗмӗш пай. Тахҫанхи ҫырусем

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.02 13:56

Пуплевӗш: 93; Сӑмах: 834

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Улшӑнусем

Эпир Катьӑпа унӑн килӗнчи ӗҫӗсем пирки калаҫмарӑмӑр. Эпӗ: «Марья Васильевна мӗнле пурӑнать» тесе ҫеҫ ыйтрӑм, вӑл вара ҫапла каларӗ:
— Тавтапуҫ, чиперех, — терӗ.

— Нина Капитоновна мӗнле?

— Тавтапуҫ, чиперех.

Тен, чӑнах та, «чиперех» пулӗ, анчах та эпӗ «начар» пулӗ тесе шутларӑм. Ырӑ пулсан, Катя трамвай ҫинче ҫӳрес-и, пӑр ҫинче ҫӳрес-и? тесе тӑмӗччӗ. Анчах пурнӑҫ укҫара кӑна мар вӗт-ха. Энскра чухне, Гаер Кули хамӑр килте хуҫа пулса тӑрсан, пире йӑмӑкӑмпа иксӗмӗре ӑна «атте» тесе чӗнме хушсан, манӑн хамӑн та киле таврӑнас килместчӗ. Эпӗ вӗсене лайӑхах астӑватӑп-ха. Ман шутпала, Катя та ҫавӑн пекрех саманта тӳссе ирттерет пулмалла. Киле кайма вӑхӑт ҫитсен вӑл тӗксӗмленчӗ. Килӗнче вӗсен йӗркеллех мар пулас. Часах, Марья Васильевнӑпа курнӑҫсан, хамӑн шухӑшсем тӗрӗс иккенне эпӗ чӑннипех туйса илтӗм.

Эпир унпа театрта, «Принцесса Турандот» курнӑ чухне, тӗл пултӑмӑр. Катя виҫӗ билет илнӗ — виҫҫӗмӗшне Нина Капитоновна валли. Анчах та Нина Капитоновна темшӗн пыман, унӑн билечӗ вара мана лекрӗ.

Эпӗ театрта час-часах пулаттӑм. Анчах мӗнех вара вӑл культпоходпа кайни, кунта — Марья Васильевнӑпа Катя-ҫке-ха. Валькӑран эпӗ уҫӑ ҫухаллӑ кӗпе, Ромашкӑран галстук ыйтса илтӗм. Ҫав ӑҫтиҫук галстукшӑн саклата мӗн те пулин хурса хӑварма ыйтрӗ.

— Ансӑртран ҫухатсан?

Ирӗксӗрех вара саклата пӗр тенкӗ укҫа хӑварма тӳрӗ килчӗ.

Эпир тӗрлӗ ҫулпа кайрӑмӑр, Катя вара чутах ӗлкӗрейместчӗ. Вӑл алӑксене хупса лартас чухне тин чупса ҫитрӗ.

— Анне ӑҫта?

Амӑшӗ унӑн залра ларать. Эпир тӗттӗмре такамсен урисем ҫине пуса-пуса хамӑр вырӑна шыраса ҫӳренӗ самантра вӑл пире чӗнсе илчӗ…

Пирӗн шкулта «Принцесса Турандот» ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ, лартса та пӑхасшӑнччӗ ӑна. Гришка Фабер ҫак пьесӑри арҫын ролӗсене юри ятне пекех ун валлиех ҫырнӑ пулӗ тесе ӗнентеретчӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ манӑн малтанхи актра Марья Васильевна ҫине пӑхма вӑхӑт тупӑнмарӗ. Эпӗ вӑл ӗлӗкхи пекех илемлӗ иккенне, тен, ӗлӗкхинчен те ытларах илемленнине ҫеҫ асӑрхаса юлтӑм. Ҫӳҫне урӑхла туранӑ вӑл, кӑшт ҫӳлӗрех те ҫутӑрах ҫамкине те курма пулать. Вӑл, тӳп-тӳрӗ ларнӑскер, сцена ҫинчен пӗрре те куҫ илме пӗлмест.

Антракт пуҫлансан вара эпӗ ун ҫине тата лайӑхрах пӑхрӑм. Анчах вӑл мана хурлантарчӗ ҫеҫ. Вӑл ырханланнӑ, ватӑлнӑ. Куҫӗсем унӑн ҫав тери пысӑкланса кайнӑ, тӗксӗмленнӗ. Ӑна чи малтанхи хут куракан ҫын унӑн тӗксӗм куҫӗсенчен хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ.

Эпир «Принцесса Турандот» ҫинчен калаҫрӑмӑр, Катьӑн кӑмӑлне кайсах пӗтмест иккен вӑл. Эпӗ вара, хамӑн кӑмӑла кайнипе кайманнине пӗлмесӗрех, Катя шухӑшӗпе килӗшрӗм. Анчах та Марья Васильевна пьесӑна тӗлӗнмелле лайӑх, терӗ.

— Эсир Катьӑпа иксӗр пӗчӗк-ха, ӑнланаймастӑр. Вӑл манран Кораблев мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ: — лайӑхах пулас, — тесен вара вӑл кӑштах хӗрелсе кайнӑ пек пулчӗ.

Чӑннипе каласан, Кораблев ытлашши лайӑхах пурӑнмасть. Хӗл пуҫламӑшӗнче вӑл чирлесе ӳкнӗччӗ. Анчах та маншӑн Кораблев, хӑй мӗн тери асаплансан та, «лайӑх» тесе калассӑн туйӑнчӗ. Чӑнах та, хӑйне Марья Васильевна хирӗҫленине манман-ха вӑл.

Тен, вӑл халӗ ӑна качча тухманшӑн кӑштах ӳкӗнет те пулӗ. Ӳкӗнмесен, йӗрки-йӗркипе ун ҫинчен ыйтса пӗлме те тӑрӑшмӗччӗ. Вӑл Кораблев хӑш классенче вӗрентнине, шкулта ӑна юратнипе юратманнине те ыйтса пӗлчӗ.

Эпӗ пӗр сӑмахпах ответлерӗм, вӑл мана ҫакӑншӑн ҫилленсе кайрӗ.

— Фу, Саня, санран нимӗн те ыйтса пӗлейместӗн! Ялан пӗрер сӑмах калатӑн, «ҫук», «ҫапла» тетӗн. Чӗлхӳне ҫӑтса янӑ тейӗн, — терӗ вӑл, кӳренсе.

Вӑл урӑх ним пирки те калаҫмарӗ, тӳрех Николай Антоныч ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Тӗлӗнмелле. Вӑл ӑна ҫав тери ырӑ ҫын вырӑнне хурать. Эпӗ шарламарӑм.

Антракт пӗтрӗ, эпир иккӗмӗш пайне курма кӗтӗмӗр. Анчах та тепӗр антрактра вӑл каллех Николай Антоныч ҫинчен пуҫласа ячӗ. Эпӗ Катя питне пӗркеленине асӑрхарӑм. Тутисем чӗтренчӗҫ унӑн, вӑл темскер каласшӑнччӗ, анчах хӑйне хӑй тытса чарчӗ.

Эпир фойере ҫаврӑнса ҫӳрерӗмӗр, Марья Васильевна ҫаплах Николай Антоныч ҫинчен калаҫрӗ. Анчах тӳсме ҫук кӑна. Ҫитменнине тата ку мана тӗлӗнтерет те: ара манман-ҫке-ха эпӗ вӑл ӑна килӗштерменнине.

Халь ак пачах урӑхла! Ун пек ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем сайра-пӗрре кӑна тӗл пулаҫҫӗ, имӗш. Вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшне (эпӗ Марья Васильевна хӑйӗн вилнӗ упӑшкине Ваня тесе чӗннине чи малтанхи хут илтрӗм), ӑна хӑйне йывӑр килнӗ самантсенче те пулӑшнӑ пулать иккен. Вӑл, ӑна юлашки телейсӗр экспедицие кӑларса ярас тесе, хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ иккен.

— Николай Антоныч шанса тӑнӑ ӑна, — терӗ вӑл, хӗрсе кайса.

Ку сӑмахсене эпӗ Николай Антонычран хӑйӗнчен те илтнӗ. Ҫак сӑмахсенех калатчӗ вӑл. Ӗлӗкрех Марья Васильевна унӑн сӑмахӗсемпе калаҫмастчӗ. Мӗн те пулсан пурах кунта. Марья Васильевна, хӗрсе кайсах калаҫать пулин те, Николай Антоныч тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, вилнӗ упӑшки ун умӗнче парӑмра юлнӑ тесе хӑйне хӑй ӗнентересшӗн пулса калаҫнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ маншӑн.

Виҫҫӗмӗш актра вара эпӗ пӗтӗмпех ҫакӑн ҫинчен кӑна шухӑшласа лартӑм. Катьӑран ашшӗ ҫинчен каласа лама ыйтатӑпах. Сарлака ҫамкаллӑ, тулли питлӗ, ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑракан чӗп-чӗрӗ куҫлӑ моряк сӑн-сӑпачӗ манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Катя ашшӗ таврӑнайман экспедици мӗнле экспедици-ши вӑл?..

Спектакль хыҫҫӑн эпир тӗттӗм залрах тӑтӑмӑр, салтӑнмалли пӳлӗмре халӑх пушанасса кӗтрӗмӗр.

— Саня, ма пӗртте кӗрсе курмастӑн? — ыйтрӗ Марья Васильевна.

Темскер мӑкӑртатрӑм эиӗ.

— Эпӗ Николай Антоныч ҫав айван историе тахҫанах маннӑ пулӗ тетӗп, — малалла та ҫирӗппӗн каларӗ Марья Васильевна. — Кӑмӑлу пулсан, эпӗ унпа калаҫса пӑхӑп.

Манӑн пӗрре те Николай Антонычран хама вӗсем патне пырса ҫӳреме, Марья Васильевна урлӑ ирӗк ыйттарас килмерӗ. Эпӗ вара ӑна хирӗҫ «Тавах, кирлӗ мар» теесрен аран-аран кӑна тытӑнса юлтӑм.

Анчах та Катя ҫак самантра Николай Антонычӑн пирӗнпе нимӗн ӗҫӗ те ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ, ара эпӗ Катя патне ҫӳретӗп, ун патне мар-ҫке-ха.

— Ҫук! Ҫук! — хӑраса ӳкрӗ Марья Васильевна. — Мӗншӗн апла? Ман пата та, анне патне те, — терӗ вӑл.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех