Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитрӗ (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ромашка мана коридорта хуса ҫитрӗ.

Ромашка догнал меня в коридоре.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ман хыҫҫӑн Таня Величко тухса каларӗ, анчах эпӗ ӑна итлемерӗм, мӗншӗн тесен Николай Антоныч ҫитрӗ.

После меня выступила Таня Величко, но я уже не слушал ее, потому что приехал Николай Антоныч.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ пурте пулса ҫитрӗ, мотор хӗрчӗ, хута яратпӑр.

Но вот всё в порядке, мотор разогрет, начинается запуск.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тухтӑр килсе ҫитрӗ, пӑшӑрханса ӳксе, пуҫӑмран чӗтӗрекен аллипе тытса пӑхрӗ, чылайччен куҫран пӑхса тӑчӗ.

Доктор пришёл, с беспокойством взял меня за голову немного дрожавшими руками и долго смотрел в глаза.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак самантра ман пата Лури пырса ҫитрӗ: — вӗҫме пултараймастпӑр, — терӗ вӑл.

В эту минуту Лури подошёл ко мне и сказал, что мы лететь не можем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫил пире хӑваласа ҫитрӗ те малтан сулахай енчен, унтан умран, кайран, каллех сулахайран килсе ҫапрӗ, пире ҫав самантрах таҫта аяккинелле, каллех ҫил-тӑман ҫаврӑнса, юр ҫуса тӑракан ҫӗре илсе кайрӗ.

Ветер догнал нас и ударил сперва слева, потом в лоб, потом снова слева, так что нас сразу унесло куда-то в сторону, где тоже был туман и шёл снег.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Володя ман пата ирпе ҫичӗ сехетре килсе ҫитрӗ.

Володя заехал за мной в семь утра.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тепӗр кунне полк тухса кайма хатӗрленсе ҫитрӗ.

На другой день полк собрался.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ман еннелле ҫаврӑнчӗ те вӑл: «Вӑхӑт ҫитрӗ, тытӑнас!» терӗ.

И, обратясь ко мне, сказал: «Теперь пора!»

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тӳсӗмлӗх пӗтсе ҫитрӗ манӑн, шухӑш пӗр канлӗх те памасть.

Нетерпение овладело мной, мысли не давали покоя.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халӗ ӗнтӗ акӑ пире черет ҫитрӗ, никам та пӗлеймӗ эпир мӗнле вилни ҫинчен.

Теперь пришла наша очередь, и никто никогда не узнает об этом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Св. Мария» ҫинче икӗ ҫул ӗҫлесе вӑл вырӑсла калаҫма та вӗренсе ҫитрӗ.

За два года службы на «Св. Марии» он научился хорошо говорить по-русски.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вунӑ сехетре инструктор ҫитрӗ, ҫакӑнтан пуҫланса кайрӗ те ӗнтӗ: хӑйпе пӗрле вӑл пӑхсанах ӑслӑ ҫын пек курӑнакан ҫынна, ылтӑн куҫлӑхлӑскере, ертсе килчӗ, часах эпир вӑл райком секретарӗ иккенне пӗлтӗмӗр.

В девять часов приехал инструктор, и начались события: во-первых, он привёз с собой какого-то внушительного дядю в косоворотке и золотых очках, — как вскоре выяснилось, секретаря райкома.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ манӑн пурнӑҫа татса паракан кун та ҫитрӗ!

И вот наконец — решительный день!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ ултӑ сехет ҫитрӗ.

И вот — шесть часов.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Манӑн малтанхи шухӑшӑм ҫирӗпленсе ҫитрӗ, судьясем манран эпӗ Швабрин каланине хирӗҫ мӗн калама пултарасси ҫинчен ыйтсассӑн, эпӗ хам ҫинчен айӑпа сирсе ярас тӗлӗшпе малтан каласа панисӗр пуҫне урӑх сӑмахӑм ҫукки ҫинчен каларӑм.

Я утвердился еще более в моем намерении, и когда судьи спросили: чем могу опровергнуть показания Швабрина, я отвечал, что держусь первого своего объяснения и ничего другого в оправдание себе сказать не могу.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кӗскен ҫакна кӑна калатӑп: инкекӗ хытах сарӑлса ҫитрӗ.

Скажу коротко, что бедствие доходило до крайности.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачев сӗнӗвӗсене илтнӗ хыҫҫӑн, Швабрин хӑйне хӑй тытайми пулса ҫитрӗ.

Швабрин, услыша предложение Пугачева, вышел из себя.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Кораблев та ҫитрӗ, эпир калаҫма тытӑнтӑмӑр.

Кораблев пришел, и мы стали говорить.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехет ҫитрӗ.

Был уже третий час,

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех