Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗм (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ.

До двадцати трёх лет он был пастухом в тундре, и ненцы недаром всегда говорили о нём с гордостью и любовью.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вальӑн чӗрӗпне, университета ҫирӗм пус укҫалла сутнӑскерне те аса илтӗмӗр.

Мы вспомнили даже Валиного ежа, который был продан в университет за двадцать копеек.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсенчен пӗри — ватӑ чӑваш иккен, тепри — пӗр ҫирӗм ҫулалла ҫитнӗ вӑйпитти те тӗреклӗ вырӑс, завод хресченӗ.

Один из них был старый чуваш, другой русский крестьянин, сильный и здоровый малый лет 20-ти.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Карапа пӑрахса «Мария Ҫӗрӗ» ҫине каяс тесе «ачалла», «айванла» шухӑшланӑранпа ҫирӗм ҫул та иртсе кайнӑ.

Минуло двадцать лет, как была высказана «детская», «безрассудная» мысль покинуть корабль и идти на Землю Марии.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен, ҫак ҫирӗм ҫул хушшинче унта, Джексон хуралтисенчен тӗлли-палли те юлман пулӗ?

Может быть, там за это время и следа не осталось от построек Джексона?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм ҫул — пайтах вӑхӑт.

Почти двадцать лет — срок большой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм кун.

Двадцать дней.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм саккӑрмӗш ҫулта тайгаччӗ кунта, — терӗ вӑл.

Здесь в двадцать восьмом году была тайга, — сказал он.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн икӗ тетрадь тата ҫырусем юлчӗҫ, ҫырӑвӗсем нумайччӗ пулас, ман шутпа, пӗр ҫирӗм те пурччӗ пулӗ.

После него остались две тетрадки и письма — что-то много, — по-моему, штук двадцать.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта, хам больницӑран тухсан, эпӗ ун патне, унпа сывпуллашма кӗрсеттӗм.

В двадцать третьем году, когда я выписался из больницы, я зашёл к нему проститься.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗнеке вара пӗрех ҫеҫ, — ҫирӗм пялӗк страницӑллӑ пӗчӗк брошюра, «Хӗрарӑм — тинӗсре» ятлӑскер ҫеҫ тупӑнчӗ.

А книга только одна — маленькая брошюра в двадцать пять страниц, под названием «Женщина на море».

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Столовӑйӗнче эпир пӗр кун вунпилӗк пуслӑх шӳрпе ҫиетпӗр, тепӗр кун вара иккӗмӗшне те, ҫирӗм пилӗк пус парса, илетпӗр.

В столовой по чётным дням мы берём первое за пятнадцать копеек, а по нечётным — второе за двадцать пять.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хут хурса тултарнӑ сӗтел хушшинче икӗ ҫын лараҫҫӗ: хаяр та сивӗ сӑн-питлӗ ватӑрах генерал тата ҫамрӑкскер пӗр ҫирӗм сакӑр ҫулхи, хитре сӑн сӑпатлӑ, ҫӑмӑл шӑмшаклӑ гварди капитанӗ.

За столом, покрытым бумагами, сидели два человека: пожилой генерал, виду строгого и холодного, и молодой гвардейский капитан, лет двадцати осьми, очень приятной наружности, ловкий и свободный в обращении.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пӗр ҫирӗм ҫул вӗҫӗттӗм те кайран ӳкерме пуҫлаттӑм.

А потом стал рисовать.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вӗт тӗлӗнмелле илемлӗ хӗрарӑм пулнӑ, ҫитменнине тата ҫирӗм ҫултах упӑшкинчен тӑрса юлнӑ.

Ведь она была красавица и в двадцать лет осталась одна.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Даша инке, эпӗ ӗнер ытлашшипех ҫирӗм!

— Тетя Даша, я же вчера объелся!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калаҫа-калаҫа ҫирӗм.

Рассказывал и ел.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм ҫичӗ тенкӗ, — мӑнкӑмӑллӑн хуравларӗ Валька.

— Двадцать семь рублей, — с гордостью отвечал Валька.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ вӑл тӗпелте салтӑннине, Катьӑна: «Каллех хаксем ӳссе кайрӗҫ: купӑста вунпӗр пус, пӑру ашӗ вӑтӑр пус, асӑнтарма хӗрӗх пус, ҫӑмарта тенкӗ те ҫирӗм пус!» тесе калакала панине илтрӗм.

Я слышал, как она раздевалась в передней и жаловалась Кате, что все опять стало дорого: капуста шестнадцать копеек, телятина тридцать копеек, поминанье сорок копеек, яйца рубль двадцать копеек.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Австралинчен кӳртернӗ аш консерви — пин те ултҫӗр сакӑрвунӑ сакӑр килограмм, типӗтнӗ аш — ҫирӗм, Скориковӑн типӗтнӗ бульонӗ — ҫитмӗл килограмм.

австралийских мясных консервов — тысяча шестьсот восемьдесят восемь килограммов, окороков — двадцать. Сухого бульона Скорикова — семьдесят килограммов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех