Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫамки тирне картлантаракан йӗрсемпе куҫӗсенчен унӑн шутсӑр тимлӗ, асаплӑ шухӑшсем пулни курӑнать.Судя по морщинам, бороздившим его лоб, и по выражению глаз, думы его были напряженны, мучительны…
Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.
Пурнӑҫра пысӑк савӑнӑҫсен ҫиҫӗмӗсем ҫиҫеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен пысӑк хуйхӑсен аслатийӗ ҫапать; суя шанчӑкпа илӗртӳллӗ телей мӗлкисем улталаҫҫӗ; этеме хӑйӗн шухӑшӗ ҫисе пӗтерет, тилӗрекен туйӑм вӗлерет; ун ӑсӗ пӗрре ӳсет, тепре хавшать; этем чарӑнми ҫапӑҫура кӗрешет, вара, асапланса пӗтнӗскер, ҫырлахманскер, тӑранманскер, ҫав ҫапӑҫу хирӗнчен каять; Обломов ҫав чӑрмавлӑ, асаплӑ, тӑвӑллӑ пурнӑҫран хӑтӑлнӑшӑн чунран савӑнчӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов кил хуҫи арӑмӗпе кунсерен туслашнӑҫемӗн туслашса пычӗ: юрату ҫинчен, шатра чирӗ евӗр, хӗрлӗхен е вӗри чир евӗр асаплӑ юрату ҫинчен, вӑл шухӑшламарӗ те, аса илсен те, хӑраса ҫӳҫенчӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл йывӑҫ кутӗнче чарӑнчӗ те, йӑлт шурса кӑвакарнӑскер, ҫурӑмӗпе ун вулли ҫумне тӗренчӗ, аллисем хӑйӗн кӗлетки тӑрӑх халсӑррӑн усӑннӑ, тутисем ҫинче мӗскӗн, асаплӑ кулӑ.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӗсем нихҫан та ӑс-пуҫпа татса памалли е уҫӑмсӑр пурнӑҫ ыйтӑвӗсемпе чӑрманман: ҫавӑнпа та унти ҫынсем яланах сывлӑхлӑ та хаваслӑ пулнӑ, чылайччен пурӑннӑ; хӗрӗх ҫула ҫитнӗ арҫынсем каччӑ евӗрлӗ курӑннӑ; стариксем йывӑр та асаплӑ вилӗмпе кӗрешмен, ним тума пултарайми пуличчен пурӑннӑ та, вӑрттӑн вилнӗ пек, хуллен сивӗнсе пырса, ним туймасӑр юлашки сывлӑшне кӑларса вилнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫапла ӗмӗтленсе асапланать вӑл, ҫапла кун каҫа пӑлханать, кун каҫ енне сулӑнса хӗвел тӑватӑ хутлӑ ҫурт хыҫне мӑнаҫлӑн аннӑ чухне ҫеҫ, тен, ассӑн сывласа илсе, хӑйӗн илӗртӳллӗ ӗмӗтӗнчен е асаплӑ шухӑшӗсенчен хӑтӑлать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗлӗрӳ сӗмлӗхӗ кӑшт сӗртӗнеет ҫеҫ, ӑнланса пӗтермелле мар, тарӑхуллӑ та асаплӑ тӗлӗк кӗтӗвӗ тӑрлавсӑррӑн выляма тапратать ҫавӑнтах ман хӗрсе тухнӑ пуҫ мимипеле.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Пуринчен ытларах вӑл шурӑ питлӗ хурлӑхлӑ хӗрсенчен, уйрӑммӑнах хура куҫӗсенче «асаплӑ кунсемпе ҫылӑхлӑ каҫсем» палӑрса тӑракан хӗрсенчен, хуйхи-суйхипе савӑнӑҫне никама палӑртман хӗрсенчен хӑранӑ; ун пек хӗрсен яланах мӗн те пулин ҫынна шанмалли, каламалли пур; каласа парас пулсан та вӗсем шартах сикеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен куҫҫуль юхтараҫҫӗ, кайран сасартӑк тусне мӑйран ыталаса илеҫҫӗ, чылайччен куҫран тинкереҫҫӗ, унтан пӗлӗт ҫинелле пӑхаҫҫӗ, хӑйсене ылханлӑ пурнӑҫ пӳрни ҫинчен калаҫҫӗ, тепӗр чухне тата труках тӑнран кайса ӳкеҫҫӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑранипе шурса кайни, ун асаплӑ сӑн-пичӗ тӗттӗмре те аванах палӑрчӗ.Даже в темноте зала видно было, какая она бледная, испуганная и измученная.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Анчах аппӑшӗн сасартӑк сӑмси хӗрелчӗ, куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ, вӑл, пӳрнисемпе тӑнлавӗсене чӑмӑртаса, асаплӑ сассипе:
XX. Ирхине // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗр сӑмахпа каласан, ҫитнӗ ир вӗсене лайӑххине нимӗн те сӗнмен, вӑл вӗсене пысӑк асаплӑ ӗҫ ҫеҫ кӳнӗ.Просто-напросто наступившее утро не обещало ничего, кроме тяжелого труда и забот.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫав йывӑр минутсем чӗрем тавра чулпа пиеленнӗ вӑхӑт пулнӑ та, вара эпӗ хӑҫан ҫав асаплӑ вӑхӑт иртсе, хӑпса кайӗ-ши тесе, салхуллӑн кӗтсе тӑраттӑм!
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӗнӗрен курнӑҫиччен темӗн чухлӗ асаплӑ та пӑшӑрхантаракан кунсем иртессине пӗлнӗ пулсанччӗ эпӗ.Если бы я знала, как много дней, томительных и тревожных, пройдёт, прежде чем мы встретимся снова!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах интеллигентлӑ илемлӗ хӗрсене, киркасемпе тӗттӗм хӗрлӗ тӑмлӑ чул пек хытӑ тӑпрана ватнӑ чух искусство тени асне те килместчӗ пулас, ун ҫинчен сӑмах-юмах кӗрсен те — театрти чи юлашки премьера ҫинчен калаҫсан та, Р. художникӑн «Сильва» сценине сӑнласа ӳкерме кирлех те пулманни ҫинчен калаҫсан та, ҫав пуҫран кайми асаплӑ вӑрҫӑ ҫинех сӑмах пырса тухатчӗ, ун ҫинчен манма та ҫукчӗ ҫав.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Горизонт леш енче, темӗнле йывӑр, асаплӑ, кӗмсӗртетекен ӗҫ пырать.За горизонтом шла какая-то тяжелая, трудная, погромыхивающая работа.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мӗн чухлӗ хӗрӳллӗх, мӗн чухлӗ хурлӑх янӑрать оркестр инструменчӗсем (е сӗрме купӑссем, е флейтӑсем) паракан асаплӑ ыйтусенче!..
14 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн пичӗ ҫинче асаплӑ шухӑш палли — вӑл темӗн ҫинчен аса илмешкӗн тӑрӑшать.
3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Кӗтмен ҫӗртен анса ларас-тӑвас пулсан, пирӗн пурте пур тесе эпӗ асӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах та мӗн тӑвас тетӗн-ха, сӑмахран, палаткӑна, е кабинӑран тухасси тӗлӗнмелле йывӑр та асаплӑ ӗҫ пулсан.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ каллех ҫак асаплӑ ӗҫе тытӑнатӑп.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах та эпӗ, Катьӑна итленӗ май, ҫак асаплӑ, йывӑр тапхӑрсене пурпӗрех куҫ умне ӳкертӗм.Но, слушая Катю, я представил себе эти сложные и мучительные отношения.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951