Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асаплӑ сăмах пирĕн базăра пур.
асаплӑ (тĕпĕ: асаплӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑвӑра эсир халӑхшӑн, чӑнлӑхшӑн йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ.

И обрекли себя на жизнь трудную за народ, на тяжелую жизнь за правду.

XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Халӗ ҫынсен сассисенче хавасланни те, савӑнни те илтӗнет, — паянлӑха ӗнтӗ асаплӑ ӗҫ пӗтнӗ, килте вӗсене каҫхи апат та канӑҫ кӗтет.

Теперь в их голосах звучало оживление, и даже радость, — на сегодня кончилась каторга труда, дома ждал ужин и отдых.

I // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫавӑнпа йывӑр вӑхӑтсене асаплӑ тӳссе ирттерет.

И, вероятно, потому тяжелее переносил трудные времена.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫак асаплӑ ҫӗр хыҫҫӑн Василий Куприяновичӑн шӑрт пек хытӑ хура ҫӳҫӗ хушшине шурӑ пӗрчӗсем пуҫласа та яланлӑхах кӗрсе вырнаҫнӑ, кӑшт каярахпа унӑн ансӑр куштан ҫамки ҫинче ҫӗнӗрен икӗ тарӑн йӗр палӑрнӑ, — ҫав каҫранпа йывӑр шухӑшсем канӑҫ паманран пӗркеленнӗ ӗнтӗ унӑн ҫамки.

После той кошмарной ночи в жесткой щетине густых темных волос Василия Куприяновича впервые и напрочно поселились кудельные нити седины, а чуть позже поперек низкого, упрямого лба легли две новые глубокие складки — но это уж, видать, от беспокойных дум, которые с той ночи не покидали его.

Председатель касси // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Юлашкинчен, ҫак уҫӑлса ҫӳремелли асаплӑ кану пӗтрӗ.

Мучительная эта partie de plaisir прекратилась наконец.

XVI // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Чаксах пырать чунри вӑй-хал, хастарлӑх Пуҫра асаплӑ шухӑш пулнӑран.

И гаснет цвет решимости природной, Бледнея перед гнетом размышленья.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Унта эпир патша саманинчи ӗҫхресченӗн тертлӗ те асаплӑ пурнӑҫне, ял куштанӗсемпе ҫӗрме пуянсем чухӑнсене вӑрӑ-хурахла пусмӑрланине, ҫав мӑшкӑлпа йывӑрлӑха тӳҫеймесӗр халӑх ҫилли тулса тӑвӑлнине, ҫапла чӑвашсем те революци ҫуле ҫине анлан тухнрине куратпар.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Малтанхи кунсем асаплӑ пулчӗҫ, анчах сунара тата пулӑ тытма ҫӳреме тытӑнсан, пирӗн апат-ҫимӗҫ ытлашши те юлма пуҫларӗ.

Первые дни были очень тяжелы, но вскоре охота и рыбная ловля в изобилии стали снабжать нас всем необходимым для питания.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Тӑван ҫӗршывран аякра ҫӳресси асаплӑ пулин те, Грант капитана шыраса тупас тӗлӗшпе пӗр шанӑҫ пулсан, яхтӑн экипажӗ инҫетри ишевсен татах темӗн чухлӗ инкекӗсене тӳссе ирттерме хатӗр тӑрать.

Как ни тяжка была разлука с ней, экипаж яхты готов был ещё долго подвергаться всем опасностям дальних плаваний, если бы только была малейшая надежда разыскать капитана Гранта.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Анчах Гленарванпа унӑн юлташӗсен халсӑрланнӑ асаплӑ пичӗсене тата вӗсем ҫинчи тумтирсем ҫӗтӗлсе пӗтнисене курсанах яхтӑн экипажӗ хавхаланма пӑрахрӗ.

Но при виде измождённых, страдальческих лиц Гленарвана и его спутников, при виде их превратившихся в лохмотья одежд экипаж яхты прекратил свои радостные излияния.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Пирӗн вилӗм темӗн пек асаплӑ пулсан та, пурпӗрех пирӗн кура-тӑрах вилес пулать.

— Какой бы мучительной ни была наша смерть, мы сумеем смотреть ей прямо в глаза.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑйсен чун-чӗрине хӑйӑракан асаплӑ пусмӑрӑн хӑрушлӑхӗ ҫине пӑхмасӑрах вӗсем каҫхи апат тума пурте пӗрле ларчӗҫ.

Несмотря на угнетённое состояние, несмотря на ужас, который они переживали, они сели вместе ужинать.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Виҫ сехете тӑсӑлнӑ асаплӑ ӗҫ хыҫҫӑн трюмӑн тӗпӗ курӑнчӗ.

После трёх часов тяжёлой работы показалось дно трюма.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Цветаевӑн юлашки сӑмахӗсем хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн асаплӑ ӗҫне пӑрахса, пуху еннелле ҫаврӑнчӗ.

При последних словах Цветаева он оторвался от своего мучительного занятия и повернулся к собранию.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӗҫӗ-хӗрри ҫук тӗнче куҫҫульпе тулнӑ, Пӗтӗм пурнӑҫ пирӗн — асаплӑ ӗҫ, Анчах кӗтнӗ кун ҫитетех…

Слезами залит мир безбрежный, Вся наша жизнь — тяжелый труд, Но день настанет неизбежный…

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӳшӗ таврашӗнчи йывӑҫсем ҫинче кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ, вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен асаплӑ терчӗсем пирки кулянаҫҫӗ тейӗн.

Птицы-пересмешники, укрывшиеся в листве деревьев, казалось, издевались над их невзгодами.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ӑна асаплӑ та хӑрушӑ ҫул тума тивет, ӑна эпӗ пытарасшӑн мар.

Ему предстоит тяжёлое и опасное путешествие, я не собираюсь скрывать этого.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла пурӑнса часах ватӑлнинчен, вӑхӑтсӑр та асаплӑ ватӑлӑх ӑна качча тухнӑ ҫулхинех хуҫса антарнинчен тӗлӗнмелли те ҫук.

Неудивительно, что при такой жизни старость — преждевременная, ужасная — настигает австралийку в первые же годы после замужества.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кашни ылтӑн чаваканӑн ӗҫӗ ӑнса пынӑ пулсан, ҫак мӗнпур асаплӑ вӑхӑтсем пурте манӑҫа тухса пынӑ пулӗччӗҫ.

Все эти страдания забылись бы, если бы каждый рудокоп добился успеха.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӑваласа пыракан хура туземецсем ҫав асаплӑ шыравсенче час-часах темиҫе кун ахаль ирттерсе яраҫҫӗ.

Чёрные погонщики-туземцы часто тратили по нескольку дней на эти трудные поиски.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех