Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX сыпӑк

Пай: Обломов –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Александр Артемьев, Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушнӑ: 2019.10.15 00:18

Пуплевӗш: 363; Сӑмах: 4406

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Выборг Енче, йывӑҫ тротуарлӑ, чул сарман урамсенче, вӗлтрен хупласа илнӗ канавсенче лӑпкӑ та шӑп; унта хӳме ҫумӗнче пӗр-пӗр качака, вӗренне татса тарнӑскер, тимлесех курӑк ҫиет е сӗнксе тӗлӗрет; кӑнтӑрла ҫитсен писарь капӑр, ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмаксемпе шаклаттарса иртет, ҫӳхе чӳрече карри сирӗлет те, чечек хыҫӗнчен чиновница пӑхса илет е сад хӳми ҫийӗн хӗрлӗ питлӗ хӗр сӑнӗ самантлӑха курӑнать те ҫухалать, ун хыҫҫӑн тата ҫавнашкал тепӗр сӑн курӑнать те ҫавнашкалах ҫухалать, вара каллех пӗр сӑнӗ хыҫҫӑн тепри курӑнать; чуччу ярӑнакан хӗрсем ҫуйӑхни, ахӑлтатса кулни илтӗнсе каять.

Пшеницына килӗнче йӑлтах шӑп. Килкартине кӗрсенех лӑпкӑ пурнӑҫ картинине куратӑн: чӑхсемпе автансем кӗтессене тарса пытанаҫҫӗ; сӑнчӑрти йытӑ сиксе вӗрме пуҫлать; Акулина ӗне сума чарӑнать, дворник вутӑ татма пӑрахать, вара иккӗшӗ те килнӗ ҫын ҫине пикенсех пӑхаҫҫӗ.

— Кам кирлӗ сире? — ыйтать дворник, Илья Ильичӑн е кил хуҫи арӑмӗн ятне илтсен, пӗр сӑмахсӑр крыльца еннелле кӑтартать те каллех вутӑ татма тытӑнать, килнӗ ҫын вара хӑйӑр сапнӑ таса сукмакпа крыльца патнелле утать; пусма картлашкисем ҫине чаплах мар таса пӗчӗк кавир сарнӑ; килнӗ ҫын шӑнкӑравӑн йӑлтӑркка пӑхӑр авринчен туртать те, вара Анисья, ачасем, хӑш чухне кил хуҫи арӑмӗ хӑй, е, пуринчен кайран, Захар тухса алӑк уҫать.

Пшеницына ҫуртӗнче ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнни сисӗнет; Агафья Матвеевна пиччӗшӗпе пӗрле пурӑннӑ чух та кунта кун пек пулман.

Кухньӑра, чӑланта, буфетра — йӑлтах савӑт-сапа, тӗрлӗрен тӗслӗ турилкке купи-купипех, соусниксем, чашӑксем, чугун, пӑхӑр, тӑм чӳлмексем.

Шкапсенче тахҫанах саклатран тавӑрнӑ кӗмӗлпе пӗрле Обломов кӗмӗлӗ те пур.

Пысӗк е пӗчӗк чейниксем темиҫе рет, фарфор чашӑксем, ылтӑнланӑ, ӳкерчӗклӗ, ахаль чашӑксем тата темиҫе рет. Кофе, корица, ваниль тултарнӑ пысӑк кӗленче банкӑсем, ҫу, уксус тултарнӑ хрусталь чейниксем, авӑрлӑ чашӑксем.

Унтан темиҫе ҫӳлӗк ҫине тӗркесем, кӗленчесем, килти эмел курӑкӗсем, пластырьсем, спирт, порошоксем, тӗтӗрмелли шӑршлӑ кӑмпа курупкисем хурса тултарнӑ; ялти кирек хӑш ҫуртра, хуҫалӑха ҫирӗп тытакан хӗрарӑмӑнни пек, супӑнӗ те, чӗнтӗрсене, ҫи-пуҫа тасатмалли имҫамсем те, тата тем те пӗр те, тем те пӗр те унтах.

Ҫав тем те пӗр тултарнӑ шкапа уҫсан, Агафья Матвеевна хӑй те, тӗрлӗрен наркотикла шӑршсене чӑтаймасӑр, минутлӑха пуҫне аяккалла пӑрать.

Чӑланта, шӑши ҫиесрен, окорок, чӑкӑт, пысӑк сахӑр катӑкӗсем, пулӑ, типӗтнӗ кӑмпа миххисем, чухонецран илнӗ мӑйӑр миххисем маччаран ҫакса янӑ.

Урайӗнче ҫу каткисем, тем пысӑкӑш хӑйма чӳлмекӗсем, ҫӑмарта карҫинккисем лараҫҫӗ — мӗн-мӗн кӑна ҫук унта!

Ҫакӑнти кӗтессенче, ҫӳлӗксем ҫинче мӗн пуррине тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса кӑтартма тепӗр Гомер пери кирлӗ.

Кухня вара — аслӑ кил хуҫи арӑмӗпе унӑн тивӗҫлӗ пулӑшаканӗ Анисья тимлесе ӗҫленине кӑтартакан вырӑн. Пӳртре пурте пур, йӑлтах алӑ айӗнче, хӑй вырӑнӗнче, пур ҫӗрте те йӗркелӗх, тасалӑх теме пулать, анчах пӗтӗм ҫуртра пӗр кӗтес пур — унта нихҫан та хӗвел ҫути ӳкмест, уҫӑ сывлӑш кӗмест, унта кил хуҫи арӑмӗн куҫӗ те пулмасть, ҫивчӗ, тимлӗ Анисья алли те ҫитмест. Ку — Захарӑн кӗтесӗ е йӑви.

Унӑн пӗчӗк пӳлӗмӗ чӳречесӗр, ҫавӑнпа яланах тӗттӗм пулнӑран этем пӳлӗмӗ тӗттӗм шӑтӑк евӗрлӗ.

Хӑшпӗр чухне кил хуҫи арӑмӗ, ҫак пӳлӗме кӗрсе, ӑна юсама, тасатма шут тытсан, Захар ҫине тӑрсах ҫапла пӗлтерет: щеткӑсем, вакса, атӑсем ӑҫта выртнине пӗлесси — хӗрарӑм ӗҫӗ мар, унӑн ҫи-пуҫӗ урайӗнче купаланса выртнипе, тӳшекӗ кӑмака хыҫӗнче, тусан ҫинче выртнипе никамӑн та ӗҫ ҫук, вӑл ҫи-пуҫа Захар хӑй тӑхӑнмалла, вӑл тӳшек ҫинче хӑй ҫывӑрмалла, кил хуҫи арӑмӗ мар.

Пӳлӗмре шӑпӑр, хӑмасем, икӗ кирпӗч, пичке тӗпӗ тата икӗ пуленкке пирки каласан, Захар хуҫалӑхӗнче вӗсем питӗ кирлӗ, мӗншӗнне — каламасть; малалла, тусанпа эрешменсем ӑна чӑрмантармаҫҫӗ; пӗр сӑмахпа каласан, Захар хӗрарӑмсем патне кухньӑна сӑмсине чикмест, апла пулсан, хӑйне чӑрмантаракансене те кӑмӑлламасть вӑл.

Анисьйӑна пӗррехинче хӑй пӳлӗмӗнче курсан, Захар ӑна ҫав тери йӗрӗнсе пӑхрӗ, ҫав тери хаяррӑн кӑкӑртан чавсипе хӑмсарчӗ — ҫавӑнтанпа Анисья унта кӗме те хӑрать. Ҫак пӳлӗме тӗрӗслес пирки чи ӑслине, Илья Ильича, пӗлтерсен, улпут пӳлӗме тӗрӗслеме, хаяртарах хушу пама пикеннӗччӗ, анчах вӑл Захар пӳлӗмне пуҫне ҫеҫ чиксе пӑхрӗ те унти япаласем ҫине минута яхӑн пӑхнӑ хыҫҫӑн, сурчӗ кӑна, пӗр сӑмах та шарламарӗ.

— Мӗн, ҫӗнтертӗр-и? — терӗ Захар Агафья Матвеевнӑпа Анисьйӑна, Илья Ильичпа килнӗскерсене, — лешсем улпут хутшӑнни пулӑшасса шаннӑччӗ. Унтан Захар, хӑйне евӗрлӗ, пӗтӗм пичӗпе кулса илчӗ, унӑн бакенбардисем те, куҫхаршисем те сарӑлса кайрӗҫ.

Ытти пӳлӗмсенче пур ҫӗрте те ҫутӑ, таса, уҫӑ. Кивӗ шупка чӳрече каррисем ҫук, хӑнасене йышӑнмалли пӳлӗмри, кабинетри чӳречесене, алӑксене кӑвак, симӗс драприпе, ҫӳхе каррисемпе карнӑ, пурте хӗрлӗ аркӑллӑ — кусене йӑлтах Агафья Матвеевна тунӑ.

Юр пек шурӑ минтерсем маччана ҫитиех хӑпарса тӑраҫҫӗ; утиялсем — пурҫӑн, ваткӑ хурса ҫӗленӗскерсем.

Кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗмӗнче темиҫе эрне хушши сӗтелсем юнашар лараҫҫӗ: вӗсем ҫине Илья Ильич халатне тата ҫав утиялсем сарса хунӑ.

Агафья Матвеевна хӑех касать, ваткӑ хурса ҫӗлет, вӑл ӗҫӗ ҫине тулли кӑкӑрӗпе выртать, куҫӗсемпе тинкерсе пӑхать, ҫипне шӑлпа ҫыртса татать; вӑл питӗ тимлесе, юратса ӗҫлет: ҫав халатпа утиялсем Илья Ильичӑн чаплӑ ӳтне витсе, ӑшӑтса, ачашласа усрасса пӗлсе савӑнать вӑл.

Унӑн ҫара чавсисем йӗппе ҫип хыҫҫӑн мӗнле хускалнине Обломов кунӗ-кунӗпе диван ҫинче сӑнаса выртать. Вӑл, Обломовкӑри пекех, ҫӗленине итленӗ май час-часах тӗлӗрет.

— Ҫитӗ ӗҫлесе, ывӑнтӑр! — чарать вӑл кил хуҫи арӑмне.

— Турӑ ӗҫленине юратать! — тет лешӗ, ӗҫлеме чарӑнмасӑр.

Темиҫе ҫул каялла ку хваттере куҫса килнӗ чухнехи пекех, Обломова таса, тутлӑ кофе параҫҫӗ. Пыршӑ-пакарта яшки, пармезонпа пӗҫернӗ макарон, кулебяка ашӗ, кӑваспа пӗҫернӗ пулӑ, килти чӗп ашӗ — ҫаксене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫирӗп йӗркепе улӑштарса пӗҫереҫҫӗ, ҫак апатсем пӗчӗк ҫуртри пӗр евӗр пурнӑҫа кӑмӑллӑ ҫӗнетсе пыраҫҫӗ.

Икӗ енӗпе те пахча пулнӑран чӳречесенчен хӗвел ҫути пӳлӗме тӳрех ӳкет, кӑнтӑрла ҫитиччен — пӗр енчен, кӑнтӑрла иртсен — тепӗр енчен.

Саркайӑксем хаваслӑ юрлаҫҫӗ; герань чечекӗ тата хушӑран ачасем граф садӗнчен илсе килекен гициант пӗчӗк пӳлӗмре тутлӑ шӑршӑ сараҫҫӗ, ҫав шӑршӑ гаван сигарӗн шӑршипе тата кил хуҫи арӑмӗ ҫанӑ тавӑрсах хытӑ тӗвекен корица е ваниль шӑршипе килӗшӳллӗ хутшӑнать.

Илья Ильич ним пӑлханмасӑр, пӑшӑрханмасӑр пурӑнать; ун чӗрине нимле пысӑк ӗҫ те, нимле улшӑну та, нимле кӳренӳ те пӑлхатмасть.

Штольц Обломовкӑна Мухояров вӑрӑлла ҫаратнинчен хӑтарнӑранпа, Мухояровпа Тарантьев аяккалла кайнӑранпа Илья Ильич пурнӑҫӗнче пур инкек-синкек те сирӗлчӗ. Ӑна халӗ ҫав тери кӑмӑллӑ, юратакан ҫынсем сырса илчӗҫ, вӗсем пурте ӑна пӗтӗм чӗререн пулӑшма, ун пурнӑҫне ҫӑмӑллатма тӑрӑшаҫҫӗ.

Агафья Матвеевна хӑй пурнӑҫӗн тӳпине ҫитрӗ; вӑл хӑйне ӗлӗк нихҫан та кунашкал туллин пурӑнса курман пек туять, анчах, ӗлӗкхиллех, кун ҫинчен калама нихҫан та пултараймасть, е, тӗрӗссипе, вӑл ун ҫинчен шухӑшламасть те. Илья Ильич ӗмӗрне тӑсса мар, ӑна пур «хурлӑхран, хаярлӑхран, нушаран» хӑтар, тесе турра кӗлтӑвать вӑл, хӑйне, хӑйӗн ачисене, пӗтӗм пӳртне вӑл турӑ ирӗкне халаллать. Ҫапах унӑн сӑнӗ яланах пӗр пек телейлӗ, ҫав телей — тулли, ӑна урӑх ним те кирлӗ мар, апла пулсан ун пек телей питӗ сайра, ытти ӑс-хакӑллӑ ҫынна тивӗҫес те ҫук.

Агафья Матвеевна самӑрланса пырать, кӑкӑрӗ те, хулпуҫҫийӗсем те ҫавнашкалах кӑмӑллӑн та туллин йӑлкӑшаҫҫӗ, куҫӗсенче йӑвашлӑх тата хуҫалӑхшӑн тимлени ҫеҫ палӑрать. Вӑл малтанхи пекех, кил-ҫуртра хӑйне пӑхӑнакан Анисьйӑна, Акулинӑна, дворнике ӗҫ хушнӑ чухнехи пекех, мӑнаҫлӑ та лӑпкӑ. Вӑл, малтанхи пекех, утмасть, шкап патӗнчен кухньӑна, кухньӑран чӑлана ишсе ҫӳрет, тейӗн; вӑл, хӑй мӗн тунине лайӑх пӗлсе, майӗпен те васкамасӑр приказсем парать.

Анисья малтанхинчен те ҫивӗчленчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ нумайланчӗ: вӑл яланах чупкаласа ҫӳрет, кил хуҫи арӑмӗ хушнипе ӗҫлет. Куҫӗсем унӑн ҫутӑрах, сӑмси вара малтанхинчен те маларах тухса тӑрать, ҫав сӑмса тӗрлӗрен шухӑшпа пӑшӑрханнӑ пекех, калаҫнӑ пекех туйӑнать.

Иккӗшӗ те вӗсем кашни харпӑр хӑй тивӗҫне, хӑй ӗҫне кура тумланнӑ. Кил хуҫи арӑмӗн пысӑк шкап пур, унта пурҫӑн платьйӑсем, мантильйӑсем, салопсем; чепецсене Нева леш енче, Литейнӑй патӗнчепе пӗрех ятран ҫӗлетеҫҫӗ, пушмаксене Апраксин ретӗнче мар, Гостинӑй ретре туянаҫҫӗ, шлепкине вара — астӑвӑр-ха, Морская урамӗнчи магазинтан! Анисья та, апат пӗҫерсе пӗтерсен, уйрӑмах вырсарникун, ҫӑмҫип платье тӑхӑнать.

Акулина ҫеҫ кӗпе аркине пиҫиххи хушшине хӗстерсе ҫӳрет тата дворник ҫуллахи кану вӑхӑтӗнче те хӑйӗн кӗрӗк пиншакне хывмасть.

Захар пирки ним каламалли те ҫук: вӑл кӑвак фракран хайне валли пиншак турӗ, унӑн панталонӗ мӗн тӗслине, галстукне мӗнрен ҫӗленине пӗлме те ҫук. Вӑл атӑ тасатать, вара ҫывӑрать, алӑк умӗнче иртен-ҫӳренсем ҫинелле тӑмсайла пӑхкаласа ларать, е, юлашкинчен, ҫывӑхри вак-тӗвек сутакан лавккана кӗрсе ларать те малтан Обломовкӑра, кайран Гороховӑй урамра мӗн тунине тӑвать.

Обломов хӑй тата? Обломов хӑй — ҫак канлӗхӗн, ырлӑхпа лӑпкӑ шӑплӑхӑн тулли те тӗрӗс сӑнарӗ пекех туйӑнать.

Хӑйӗн пурнӑҫне тинкерсе сӑнанӑҫемӗн, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗҫемӗн, вӑл ҫапла шутларӗ: урӑх унӑн ниҫта каймалли те, ним шырамалли те ҫук; поэзисӗр пулин те, тахҫан ӗмӗтленнӗ ялта, хресченсемпе тарҫӑсем хушшинче хуйхӑсӑр иртен тулӑх пурнӑҫсӑр пулин те, унӑн пурнӑҫ идеалӗ ҫитрӗ.

Вӑл хӑйӗн хальхи пурнӑҫне ӗлӗкхи Обломовла пурнӑҫӗн малалли сыпӑкӗ тесе шутларӗ, уйрӑмлӑхӗ те вырӑнӗ улшӑннинче тата, кӑштах, вӑхӑт иртнинче кӑна. Кунта та, Обломовкӑри пекех, пурнӑҫран хӑтӑлма май килчӗ ӑна, яланлӑхах лӑпкӑ пурнӑҫ тупма май килнӗ.

Пурнӑҫра пысӑк савӑнӑҫсен ҫиҫӗмӗсем ҫиҫеҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен пысӑк хуйхӑсен аслатийӗ ҫапать; суя шанчӑкпа илӗртӳллӗ телей мӗлкисем улталаҫҫӗ; этеме хӑйӗн шухӑшӗ ҫисе пӗтерет, тилӗрекен туйӑм вӗлерет; ун ӑсӗ пӗрре ӳсет, тепре хавшать; этем чарӑнми ҫапӑҫура кӗрешет, вара, асапланса пӗтнӗскер, ҫырлахманскер, тӑранманскер, ҫав ҫапӑҫу хирӗнчен каять; Обломов ҫав чӑрмавлӑ, асаплӑ, тӑвӑллӑ пурнӑҫран хӑтӑлнӑшӑн чунран савӑнчӗ.

Вӑл кӗрешӳре тупан киленӗҫлӗ туйӑмсене пӗлеймесӗрех вӗсене сивлерӗ, нимле хускалу, кӗрешӳ, пурнӑҫ ҫук кӗтесре ҫеҫ хӑйӗн чунӗшӗн канлӗх тупрӗ.

Анчах унӑн шухӑш-ӗмӗчӗ хускалсан, манӑҫа тухнӑ асаилӗвӗсем, пурнӑҫланайман ӗмӗчӗсем вӑрансан, вӑл пурнӑҫа усӑсӑр ирттернӗшӗн ӳпкелешмӗ тытӑнсан, — Обломов канлӗ ҫывӑраймасть, вӑранать, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрать, тепӗр чухне вара ҫутӑ пурнӑҫ идеалне яланлӑхах ҫухатнӑшӑн, шанчӑка пӗтерсе, сивӗ куҫҫулӗпе макӑрать; хаклӑ ҫын вилсен, ӑна пурнӑҫра кирлӗ таран пулӑшайманшӑн ӳкӗнсе, ҫапла макӑраҫҫӗ.

Унтан вӑл хӑй тавра пӑхать, вӑхӑтлӑх ырлӑха туять те лӑпланать; каҫхи хӗвел анӑҫри шуҫӑм ҫутинче хуллен те лӑпкӑн анса ларнине вӑл шухӑша кайса сӑнать те, юлашкинчен, ҫапла шутлать: унӑн пурнӑҫӗ ҫапла килсе тухрӗ кӑна мар, этем кун-ҫулӗ питӗ лӑпкӑ иртме пултарнине кӑтартма вӑл ҫапла ҫӑмӑл та канас пулмалла пулнӑ.

Обломов шучӗпе, ыттисен пурнӑҫ канӑҫсӑр иртнине кӑтартма тивнӗ: кашнин хӑйне кура шӑпа!

Акӑ мӗнле философи ҫуралнӑ обломовла Платонӑн, вӑл ӑна пурнӑҫри мӗнпур пӑшӑрханӑҫ туйӑмсемпе шухӑшсенчен лӑплантарнӑ! Обломов арена ҫине тухса ҫапӑҫас гладиатор пек мар, ҫав ҫапӑҫӑва мирлӗн сӑнакан пек ҫуралса ӳснӗ; унӑн шиклӗ те юлхав чунӗ пӑшӑрхануллӑ телее те, пурнӑҫри инкексене те чӑтаяс ҫук — апла пулсан, вӑл пурнӑҫӑн пӗр енне кӑна кӑтартать, унӑн пурнӑҫра мӗн те пулин улӑштарма, е ӳкӗнме — кирлӗ те мар.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн вӑл сахалтарах пӑлханма, ӳкӗнме пуҫларӗ, вӑл хӑй аллипе тунӑ капӑр мар, анлӑ тупӑка шӑппӑн та ерипен майлашса выртрӗ; пушхирте турра ӗненсе пурӑнакан ватӑ ҫынсем ҫапла, пурнӑҫран тарса, хӑйсене валли вилӗм шӑтӑкӗ чаваҫҫӗ.

Обломов имение йӗркене кӗртесси, унта пӗтӗм йышпа каясси ҫинчен манчӗ ӗнтӗ.

Штольц лартнӑ управляющи сурхури тӗлне Обломова пӗчӗкех мар тупӑш ярса тӑрать, мужиксем тырӑ тата выльӑх-чӗрлӗх илсе килеҫҫӗ, ҫавӑнпа кил-ҫуртра ытлӑ-ҫитлӗ те хавас пурнӑҫ чечекленет.

Илья Ильич пӗр пар лаша та туянчӗ, анчах, хӑй асӑрхануллӑ пулнӑран, лашисем юлхав: пушӑпа виҫӗ хут ҫапсан тин крыльца патӗнчен тапранаҫҫӗ; пӗрре-иккӗ ҫапсан, пӗр лаши, сулӑнать те аяккалла туртӑнать, унтан иккӗмӗш лаши сулӑнать те аяккалла туртӑнать, вара, мӑйӗсене, ҫурӑмӗсене, хӳрисене тӑсса, иккӗшӗ те харӑс тапранаҫҫӗ те пуҫӗсене сулласа чупаҫҫӗ. Вӑл лашасемпе Ваньӑна Нева леш енне, гимназие ӑсатаҫҫӗ тата кил хуҫи арӑмӗ тем те пӗр туянма ҫӳрет.

Ҫӑварнире, мӑнкун эрнинче пӗтӗм ҫемье, Илья Ильич хӑй те, балагансене каяҫҫӗ, ярӑнма ҫӳреҫҫӗ; сайра хутра, ложа илсе, пӗтӗм йышӗпех театра кайкалаҫҫӗ.

Ҫулла хула тулашне ҫӳреҫҫӗ, Ильин кунӗ — Тар завочӗ патне; пурнӑҫ пек иртсе пырать, пурнӑҫ инкекӗсем мирлӗ пӗчӗк кӗтессене пачах тивмен пулсан, нимле хӑрушӑ улшӑну та ҫук теме пулӗччӗ. Анчах, инкеке, аҫа ҫапни тусене тӗпрен кисретет, тем анлӑш тӳпене янратать, шӑши шӑтӑкӗнче те кӗрлет, вӑйсӑртарах, хуллентерех кӗрлет пулин те, шӑши шӑтӑкӗнче сисӗнмелле кӗрлет.

Илья Ильич, Обломовкӑри пекех пикенсе, нумай ҫиет, Обломовкӑри пекех, ӳркенсе, сахал ҫӳрет, ӗҫлет. Вӑл, ҫулсем иртнине пӑхмасӑр, ним пӑлханмасӑр, хурлӑхан эрехӗ, ҫутти ӗҫет, апат хыҫҫӑн тата пӑлханмасӑртарах, нумайрах ҫывӑрать. Сасартӑк ҫакӑ йӑлтах улшӑнчӗ.

Пӗррехинче, кӑнтӑрла канма выртса, тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, Обломов диван ҫинчен тӑрасшӑнччӗ, анчах тӑраймарӗ, сӑмах хушасшӑнччӗ — чӗлхи хускалмарӗ. Вӑл, хӑраса ӳкнипе, аллине кӑна сулкаласа хӑйне пулӑшма чӗнчӗ.

Вӑл Захарпа кӑна пурӑннӑ пулсан, ирчченех аллипе сулкаласа чӗннӗ пулӗччӗ те, юлашкинчен, вилнӗ пулӗччӗ, ун ҫинчен ирхине ҫеҫ пӗлӗччӗҫ, анчах кил хуҫи арӑмӗ ӑна питӗ тимлӗ асӑрхаса тӑнӑ: Илья Ильича лайӑх маррине пӗлме ӑна ӑс мар, чӗре тавҫӑрулӑхӗ кирлӗ пулнӑ.

Кил хуҫи арӑмӗ сиссенех, Анисья извозчик тытса, тухтӑр патне вӗҫтерчӗ; кил хуҫи арӑмӗ Обломов пуҫӗ ҫине пӑр хучӗ, хаклӑ шкапӗнчен пӗтӗм спирчӗсене, примочкисене — мӗн кирлӗ пеккине йӑлтах туртса кӑларчӗ. Ҫав хушӑра Захар хӑрах аттине тӑхӑнма ӗлкӗрчӗ, вара, теприне тӑхӑнмасӑрах, тухтӑрпа, кил хуҫи арӑмӗпе, Анисьйӑпа пӗрле улпут тавра ҫаврӑнкаларӗ.

Тухтӑр Илья Ильича тӑна кӗртрӗ, юн ячӗ, вара ӑна паралич ҫапнӑ, терӗ, унӑн урӑхла пурӑнмаллине пӗлтерчӗ.

Эрех-сӑра, кофе ӗҫме пачах тенӗ пек юрамасть, аш таврашӗ, ҫуллӑ е уҫӑ апат ҫиме юрамасть, ун вырӑнне хуллен ҫӳрес пулать, каҫсерен кӑна виҫеллӗ ҫывӑрмалла.

Агафья Матвеевна асӑрхаса тӑмасан кӑна тума май ҫукчӗ, анчах вӑл пӗтӗм килйыша хӑй тытса пыран йӗркене пӑхӑнтарма пултарчӗ, пӗрре чееленсе, тепре ачашласа, вӑл Обломова эрех илӗртесрен, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫывӑрасран, ҫуллӑ кулебяка ҫиесрен чарса пычӗ.

Обломов кӑшт тӗлӗрсенех, пӳлӗмре пукан хӑй тӗллӗн ӳксенех, е юнашар пӳлӗмре кивӗ савӑт-сапа ӳксе ҫӗмӗрӗлсенех, е тата ача-пӑчасем шавлама тытӑнсанах — хуть те тухса тар! Ку та пулӑшаймасан, Агафья Матвеевнӑн йӑваш сасси илтӗнет: вӑл Обломовран мӗн те пулин ыйтать.

Сад сукмакӗ пахчана тухать, Илья Ильич ирсерен те каҫсерен ҫав сукмакпа икшер сехет ҫӳрет. Унпа пӗрле кил хуҫи арӑмӗ пырать, унӑн вӑхӑт ҫук пулсан, е Маша, е Ваня, е ӗлӗкхи юлташӗ, пурне те пӑхӑнакан, пуринпе те килӗшекен, чӗмсӗр Алексеев тухса ҫӳрет.

Акӑ Илья Ильич, Ваня хулпуҫҫийӗ ҫине таянса сукмак тӑрӑх хуллен утать. Ваня ӳссе ҫитет ӗнтӗ, вӑл гимнази тумӗпе, Илья Ильичпа тан пырас тесе, вӑл васкамасӑр утма тӑрӑшать. Обломов хӑрах ури ҫине хытах пусаймасть — паралич ҫапнӑ хыҫҫӑн уксахлать.

— Ну, Ванюшка, кӗрер пӳрте! — терӗ вӑл.

Вӗсем алӑк патнелле утрӗҫ кӑна, вӗсене хирӗҫ Агафья Матвеевна тухрӗ.

— Аҫта капла эсир питӗ хӑвӑрт? — ыйтрӗ вӑл, вӗсене кӗме памасӑр.

— Мӗнле хӑвӑрт! Эпир пӗр ҫирӗм хут каллӗ-маллӗ хутларӑмӑр, кунтан хӳме патне ҫитме аллӑ чалӑш вӗт, апла икӗ ҫухрӑм утрӑмӑр.

— Миҫе хутларӑр? — ыйтрӗ Агафья Матвеевна Ванюшкӑран.

Лешӗ иккӗленсе тӑчӗ.

— Ан суй, асту эп сана! — хӑратрӗ ӑна Агафья Матвеевна, куҫӗнчен пӑхса. — Эпӗ халех пӗлетӗп. Асту, вырсарникун хӑнана ямастӑп.

— Ҫук, аннеҫӗм, чӑнах та, эпир пӗр… вуниккӗ хутларӑмӑр.

— Ах эсӗ, ултавҫӑ! — терӗ Обломов. — Эсӗ пӗрмай акаци хуҫкаларӑн, эпӗ йӑлтах шутларӑм…

— Ҫук, ҫӳрӗр-ха татах! Манӑн пулӑ яшки те хатӗр мар! — терӗ те кил хуҫи арӑмӗ, вӗсен умӗнчех алӑка шалтлаттарса хупрӗ.

Вара Обломов ирӗксӗрех тата тепӗр саккӑр хутларӗ те тинех пӳлӗме кӗчӗ.

Унта, пысӑк ҫаврака сӗтел ҫинче, пулӑ яшки пӑсланать. Обломов хӑй вырӑнне диван ҫине пӗчченех ларчӗ, ун ҫумне, сылтӑм енчи пукан ҫине Агафья Матвеевна, сулахай енчи хуҫмалли пӗчӗк пукан ҫине темӗнле виҫӗ ҫулхи ача ларчӗ. Ун ҫумне вунвиҫӗ ҫулхи Маша, унтан Ваня ларчӗ, вара, юлашкинчен, Алексеев та паян Обломова хирӗҫ ларчӗ.

— Акӑ тӑхтӑр-ха, эпӗ сире тата кӑртӑш пулӑ хурса парам: питӗ ҫулли лекрӗ! — терӗ Агафья Матвеевна, Обломов турилкки ҫине кӑртӑш пулӑ хурса.

— Ҫакӑнта кукӑль пулсан аванччӗ! — терӗ Обломов.

— Манса кайнӑ, чӑнах та, манса кайнӑ! Ҫӗркаҫах хатӗрлес теттӗм, ӑсран тайӑлнӑ пекех пултӑм! — чееленчӗ Агафья Матвеевна. — Сирӗншӗн те, Иван Алексеевич, котлет валли купӑста хатӗрлеме манса кайнӑ, — хушса хучӗ вӑл, Алексеев еннелле пӑхса. — Айӑп ан тӑвӑр.

Вӑл каллех чееленчӗ.

— Нимех те мар, эпӗ пурне те ҫиме пултаратӑп, — терӗ Алексеев.

— Чӑнах та, мӗншӗн-ха ӑна валли пӑрҫапа ветчина бифштекс пӗҫермеҫҫӗ? — ыйтрӗ Обломов. — Вӑл юратать.

— Хам кайса пӑхрӑм, Илья Ильич, лайӑх ӗне ашӗ ҫукчӗ! Ун вырӑнне сире валли чие сиропӗнчен кисель туса хатӗрлеме хушрӑм: эсир юратнине пӗлетӗп-ҫке, — хушса хучӗ кил хуҫи арӑмӗ, Алексеев еннелле пӑхса.

Илья Ильичшӑн кисель усӑллӑ апат пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна пуринпе те килӗшекен Алексеевӑн та юратмалла та, ҫимелле те пулнӑ.

Апатланнӑ хыҫҫӑн никам та, нимӗн те Обломова выртма чарайман. Вӑл ҫавӑнтах диван ҫине месерле выртнӑ, анчах та пӗр сехетлӗхе ҫеҫ. Вӑл ҫывӑрса ан кайтӑр тесе, кил хуҫи арӑмӗ ӑна диван ҫинчех кофе ярса панӑ, унтах ковер ҫинче ачасем вылянӑ, вара Илья Ильичӑн ирӗксӗрех вӗсемпе хутшӑнмалла пулнӑ.

— Ҫитет Андрюшӑна йӗкӗлтеме: вӑл халех макӑрса ярать! — ятланӑ вӑл Ванюшӑна, лешӗ ачана йӗкӗлтеме тытӑнсан.

— Машенька асту, Андрюша пукана ҫапӑнать! — тимлӗн асӑрхаттарнӑ вӑл, ачи пукансем айне упаленсе кӗрсе кайсан.

Вара Маша шӑллӗне туртса кӑларма васкать! Вӑл ӑна «шӑллӑмҫӑм» тесе чӗнет!

Пурте пӗр минутлӑха шӑпланчӗҫ, кил хуҫи арӑмӗ кухньӑна кофе вӗренӗ-ши, тесе пӑхма тухрӗ. Ачасем шӑпланчӗҫ. Пӳлӗмре харлаттарни малтан хуллен, кайран хыттӑнрах илтӗнчӗ; Агафья Матвеевна пӑсланакан кофейникпа пӳлӗме кӗрсе тӑрсан, Обломов ямшӑксен пӳртӗнчи пекех харлаттарни ӑна тӗлӗнтерчӗ.

Вӑл Алексеев ҫине ӳпкевлӗн пӑхса пуҫне пӑркаларӗ.

— Эпӗ вӑратрӑм, анчах вӑл илтмест, — тӳрре тухрӗ Алексеев.

Агафья Матвеевна кофейникне сӗтел ҫине хӑвӑрттӑн лартрӗ те Андрюшӑна урайӗнчен илсе хуллен Илья Ильич патне диван ҫине лартрӗ. Ача Обломов пичӗ патне ҫити шуса кайрӗ те сӑмсаран ярса тытрӗ.

— А! Мӗн? Кам ку? — пӑшӑрханса каларӗ вӑраннӑ Илья Ильич.

— Эсир тӗлӗрсе кайнӑ та Андрюша хӑпарса кайса сире вӑратнӑ, — ҫемҫен каларӗ кил хуҫи арӑмӗ.

— Хӑҫан тӗлӗрсе кайнӑ-ха эпӗ? — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Обломов, Андрюшӑна ыталаса илсе. — Вӑл ман пата килесшӗн аллисемпе мӗнле кармашнине эпӗ илтмерӗм-и? Эпӗ йӑлтах илтетӗп! Ах, харсӑрскер: сӑмсаран ярса тытрӑн-им? Ак эп сана! Тӑхта-ха, тӑхта! — терӗ вӑл, ачана ачашласа.

Кайран ӑна урайне ячӗ те пӗтӗм пӳлӗм илтӗнмелле ассӑн сывласа илчӗ. — Каласа кӑтарт-ха мӗн те пулин, Иван Алексеич! — терӗ вӑл.

— Пурне те калаҫрӑмӑр, Илья Ильич, нимӗн те каласа кӑтартмалли ҫук, — терӗ лешӗ.

— Ну, мӗнле нимӗн те ҫук? Эсир халӑх хушшинче пулкалатӑр: ҫӗнӗ хыпарсем ҫук-им? Эпӗ эсир вулатӑр пулӗ, тесе шутлатӑп?

— Ҫапла, хушӑран вулакалатӑп, е теприсем вуласа каласа кӑтартаҫҫӗ, эпӗ итлетӗп. Ӗнер ак Алексей Спиридоновичӑн ывӑлӗ студент сасӑпа вуласа пачӗ…

— Мӗн ҫинчен вуларӗ-ха вӑл?

— Акӑлчансем ҫинчен, вӗсем пӑшал тата тар такамсене кӳрсе пани ҫинчен. Алексей Спиридонович: вӑрҫӑ пулать, тет.

— Камсене кӳрсе панӑ-ха вӗсем?

— Те Испание, те Индие — астумастӑп, анчах посланник питӗ кӳреннӗ.

— Мӗнле посланник? — ыйтрӗ Обломов.

— Кӑна та манса кайрӑм вӗт! — терӗ Алексеев, аса илес тесе, сӑмсине маччаналла каҫӑртса.

— Вӑрҫи кампа?

— Турккӑ патшипе пулас.

— Ну, тата мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пур политикӑра? — ыйтрӗ Ильич, калаҫма чарӑнса.

— Тата ҫӗр чӑмӑрӗ сивӗнсе пырать, тесе ҫыраҫҫӗ; хӑҫан та пулсан пӗтӗмпех шӑнса ларать.

— Авӑ мӗнле! Ку политика-им вара! — терӗ Обломов. Алексеев ним калама аптрарӗ.

— Дмитрий Алексеевич малтанах политика ҫинчен асӑнчӗ, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ вӑл: — кайран пӗтӗмпех йӗркипе вуларӗ, хӑҫан чарӑнасси ҫинчен каламарӗ. Литература пуҫланса кайрӗ пулӗ, терӗм.

— Литература ҫинчен мӗн вуларӗ-ха вӑл? — ыйтрӗ Обломов.

— Чи лайӑх ҫыракансем Дмитриев, Карамзин, Батюшков тата Жуковский… тесе вуларӗ.

— Пушкин тата?

— Пушкин ҫук унта. Эпӗ хам та вӑл мӗншӗн ҫук-ши, тесе шухӑшларӑм! Хений вӗт вӑл, — терӗ Алексеев, Г вырӑнне X каласа.

Шӑп пулчӗҫ. Кил хуҫи арӑмӗ ӗҫ илсе килчӗ те йӗппине каллӗ-маллӗ тирсе туртма тытӑнчӗ, хушӑран вӑл Илья Ильич ҫине, Алексеев ҫине пӑхкаласа илчӗ, ҫивӗч хӑлхисемпе ӑҫта та пулин йӗркесӗрлӗх, шӑв-шав ҫук-ши, Захарпа Анисья кухньӑра ятлаҫмаҫҫӗ-ши, Акулина чашӑк-тирӗксем ҫӑвать-ши, тулта килхушши алӑкӗн сасси чӗриклетмерӗ-ши, тепӗр майлӑ каласан, дворник «заведение» тухса каймарӗ-ши, тесе итлерӗ.

Обломов майӗпен калаҫма пӑрахрӗ, шухӑша кайрӗ.

Кун пек шухӑша кайни — ҫывӑрни те, шухӑшлани те мар; Обломов ним ҫинчен те пикенсех шухӑшламарӗ, чӗре ерипен тапнине лӑпкӑн итлерӗ, ним ҫине те тинкерсе пӑхман ҫын пек, хушӑран куҫӗсене пӗр майлӑ мӑчлаттарчӗ. Вӑл темле, уҫӑмлӑ мар, ултавлӑ тӗлӗке путрӗ.

Тепӗр чухне этеме сайра хутра пулакан шухӑшлӑ кӗске самант ярса илет, ун пек чухне вара ӑна хӑй тахҫан пурӑнса ирттернӗ саманта тепӗр хут тӳссе ирттернӗ пек туйӑнать. Хӑй умӗнчи япаласене тӗлӗкре курнӑ-и вӑл е пурнӑҫра тахҫан курса маннӑ-и, анчах вӑл ҫакна ӑнланать: ун умӗнче ҫав тахҫан курнӑ ҫынсемех лараҫҫӗ, ҫав сӑмахсенех вӑл тахҫанах пӗрре илтнӗччӗ; ӗмӗтпе тепӗр хут ҫав вӑхӑта курма май ҫук, ӑс-пуҫ иртнине тепӗр хут чӗртеймест, шухӑша ярать.

Обломовӑн та халӗ ҫавнашкалах пулчӗ. Ӑна темле, таҫта пулнӑ шӑплӑх ҫавӑрса илет, палланӑ маятник сулланать, шӑлпа ҫыртса ҫип татни илтӗнет; палланӑ сӑмахсем, пӑшӑлтатни илтӗнет.

— Нимпе те йӗп ҫӑртине ҫип тирейместӗп: тир-ха эсӗ, Маша, сан куҫу ҫивӗчрех!

Обломов ӳркевлен, шухӑшламасӑр, тӗлӗкри пек, кил хуҫи арӑмӗ ҫине пӑхать, ун асӗнче таҫта курнӑ, палланӑ сӑнар ҫуралать. Ӑна ӑҫта, хӑҫан курни-илтнине аса илме тӑрӑшать Обломов…

Вара ӑна хӑй ҫуралнӑ килӗнче хӑна пӳлӗмӗ курӑнать, вӑл пысӑк та тӗттӗм, унта пӗр ҫурта ҫеҫ ҫунать; ҫаврака сӗтел тавра унӑн вилнӗ амӑшӗпе хӑнисем лараҫҫӗ: вӗсем ним чӗнмесӗр ҫӗлеҫҫӗ; ашшӗ чӗнмесӗр уткалать. Иртнипе хальхи пӑтрашӑнса кайрӗҫ.

Обломов тӗлӗкре чӑн телейлӗ ҫӗршывра пек: унта пылпа сӗт шывӗсем юхаҫҫӗ, ӗҫлемесӗрех ҫиеҫҫӗ, ылтӑн-кӗмӗл тумпа ҫӳреҫҫӗ.

Тӗлӗксем, паллӑсем ҫинчен каланисене, турилккесемпе ҫӗҫӗсем шӑкӑртатнине илтет вӑл, няни ҫумне йӑпшӑнать, унӑн хӑрӑлти ватӑ сассине итлет:

— Милитриса Кирбитьевна! — тет лешӗ, кил хуҫи арӑмӗн сӑнарӗ ҫине кӑтартса.

Ҫавӑн чухнехи пӗлӗтех кӑвак тӳпере ишнӗ пек, ҫавӑн чухнехи ҫилех чӳречерен вӗрсе ун ҫӳҫӗпе вылянӑ пек, Обломовкӑри индус автанӗ чӳрече айӗнче авӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать ӑна.

Авӑ йытӑ вӗрме пуҫларӗ: хӑна килчӗ пулас. Верхлевӑран аттепе пӗрле Андрей килмерӗ-ши? Ку Обломовшӑн уяв пулнӑ пулӗччӗ. Чӑнах, Андрей пулмалла: ура сасси ҫывӑхрах, алӑк уҫӑлать… — «Андрей!» тет Обломов. Чӑнах, ун умӗнче Андрей, анчах ача мар, ара ҫитнӗ ҫын.

Обломов вӑранса кайрӗ: ун умӗнче, тӗлӗкре мар, куҫ кӗретех чӑн-чӑн Штольц тӑрать-мӗн.

Кил хуҫи арӑмӗ хӑвӑрт ачине тытрӗ, сӗтел ҫинчен хӑйӗн ӗҫне илчӗ те ачисене илсе тухса кайрӗ, Алексеев та ҫухалчӗ. Штольцпа Обломов иккӗшех пӗр-пӗрне чӗнмесӗр, куҫ илмесӗр пӑхса тӑрса юлчӗҫ. Штольц шӑтараслах пӑхрӗ ӑна.

— Эсӗ-и ку, Андрей? — хумханнипе ыйтрӗ Обломов, кӑшт ҫеҫ илтмелле, ҫакӑн пек юратакан ҫын ҫеҫ нумай вӑхӑт хушши хӑйӗн тусне курмасан ыйтать.

— Эпӗ, — хуллен каларӗ Андрей. — Эсӗ пурӑнатӑн-и, сывӑ-и?

Обломов ун ҫумне хыттӑн пӑчӑртанса, ӑна ыталарӗ.

— Ах, — терӗ ӑна хирӗҫ Обломов вӑраххӑн; ҫапла ахлатса вӑл хӑйӗн чӗринче тахҫантанпах пытанса пурӑннӑ хуйхипе савӑнӑҫне пӗлтерчӗ, тен, вӑл ӑна Штольцран уйрӑлнӑранпа никама та, ним те пӗлтерменччӗ.

Вӗсем ларчӗҫ те каллех пӗр-пӗрне тимлесе пӑхма тытӑнчӗҫ.

— Сывах-и эс? — ыйтрӗ Андрей.

— Халӗ сывах, мухтав турра.

— Малтан чирлерӗн-им?

— Ҫапла, Андрей, мана паралич ҫапрӗ…

— Пулма пултарать-ши? Турӑҫӑм! — хӑраса та хӗрхенсе каларӗ Штольц. — Нимӗн те пулмарӗ-и?

— Нимех те пулмарӗ, анчах сулахай урана ирӗккӗн хускатаймастӑп… — терӗ Обломов.

— Ах, Илья, Ильич! Мӗн пулчӗ сана? Эсӗ пӗтӗмпех пӗтнӗ вӗт! Ҫак хушӑра мӗн турӑн-ха эсӗ? Пиллӗкмӗш ҫула кайнӑ эпир пӗр-пӗрне курманни, шӳт мар!

Обломов ассӑн сывласа илчӗ.

— Мӗн эсӗ, Обломовкӑна каймарӑн-им? Мӗншӗн ҫырмарӑн?

— Мӗн калас сана, Андрей? Эсӗ ху пӗлен мана, урӑх ан та ыйт! — хуйхӑллӑн каларӗ Обломов.

— Пӗрмай ҫакӑнта, ҫак хваттертех пурӑнтӑн-и? — терӗ Штольц, пӳлӗме йӗри-тавра пӑхса. — Ниҫта та каймарӑн та-и?

— Ҫапла, пӗрмай ҫакӑнтах… Халӗ тин каймастӑп та!

— Мӗнле, татӑклах калатӑн-и?

— Ҫапла, Андрей, татӑклах…

Штольц ӑна тинкерсе пӑхрӗ, шухӑша кайса пӳлӗмре уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.

— А Ольга Сергеевна? Сывах-и? Ӑҫта вӑл? Астӑвать-ши?..

Вӑл каласа пӗтереймерӗ.

— Сывах, астӑвать сана, ӗнер уйрӑлнӑ пекех астӑвать. Вӑл ӑҫтине халех калатӑп сана.

— Ачасем тата?

— Ачасем те сывах… Ну, кала, Илья: кунта юлатӑп, тесе, шӳтлесе калатӑн-и? Эпӗ сан пата, сана хамӑр пата, яла, илсе каяс, тесе килтӗм…

— Ҫук, ҫук! — сассине хулӑнлатса, алӑк ҫинелле пӑхса каларӗ Обломов, паллах, пӑшӑрханса. — Ҫук, тархасшӑн, ан та пуҫла, ан кала…

— Мӗншӗн? Мӗн пулчӗ сана? — пуҫларӗ Штольц. — Эсӗ пӗлетӗн мана: эпӗ тахҫанах хам умма ҫак задачӑна лартнӑ та — чакмастӑп. Ку таранччен мана тӗрлӗ ӗҫсем чӑрмантарнӑ, халӗ эпӗ ирӗклӗ. Санӑн пирӗнпе, пирӗн ҫывӑхра пурӑнмалла: эпир Ольгӑпа ҫакӑн пек шутларӑмӑр, ҫакӑн пек пулать те. Мухтав турра, эпӗ сана кунтан япӑхрах тӗл пулманшӑн. Эпӗ шанманччӗ… Кайӑпӑр ӗнтӗ!.. Эпӗ вӑйпа илсе кайма та хатӗр сана! Урӑхла пурӑнас пулать, эсӗ ӑнланатӑн мӗнлине…

Обломов Штольц хавхаланса калаҫнине чӑтӑмсӑр итлесе тӑчӗ.

— Ан кӑшкӑр, тархасшӑн, хуллен! — йӑлӑнчӗ вӑл. — Лере…

— Мӗн унта?

— Илтеҫҫӗ… кил хуҫи арӑмӗ эпӗ чӑнахах каясшӑн, тесе шухӑшлама пултарать…

— Ну, мӗнех вара! Шухӑшлатӑр!

— Ах, мӗнле ун пек юратӑр-ха! — пӳлчӗ Обломов. — Итле, Андрей! — сасартӑк хушса хучӗ вӑл ҫирӗппӗн, нихҫан калаҫман сасӑпа. — Усӑсӑр ан та тӑрмаш, ан ӳкӗтле мана: эпӗ кунтах юлатӑп.

Штольц хӑйӗн тусӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Обломов лӑпкӑн та хӑюллӑн пӑхать ун ҫине.

— Эсӗ вилнӗ, Илья, — терӗ Штольц. — Ку ҫурт, ку хӗрарӑм… кунти пурнӑҫ… Пулма пултараймасть: кайӑпӑр! кайӑпӑр!

Вӑл ӑна ҫанӑран тытрӗ те алӑк патнелле сӗтӗрчӗ.

— Мӗншӗн эсӗ мана илсе каясшӑн? Ӑҫта? — туртӑнса тӑрса каларӗ Обломов.

— Тухса тар ку шӑтӑкран, шурлӑхран ҫутталла, ирӗке, сывӑ та йӗркеллӗ пурнӑҫ пур ҫӗре! — ҫине тӑрсах каларӗ Штольц хаяррӑн, хушнӑ пек. — Ӑҫта эсӗ? Кам пултӑн эсӗ? Астуса ил-ха! Ҫак пурнӑҫӑнта, каюра пек, шӑтӑкра ҫывӑрса пурӑнасшӑн тӑрӑшрӑн-им эсӗ? Аса ил-хе пурне те…

— Ан аса илтер, иртнине ан асӑн: тавӑраймӑн! — терӗ Обломов; унӑн сӑнӗнче шухӑш, хӑй мӗн каланине ӑнланни палӑрчӗ.

— Мӗн тӑвас тетӗн эсӗ манпа? Эсӗ мана илӗртен тӗнчерен эпӗ тахҫанах ӗмӗрлӗхе уйрӑлнӑ; икӗ пая уйрӑлнӑ япалана эсӗ пӗрле ҫыпӑҫтараймастӑн. Эпӗ ку шӑтӑк ҫумне ыратакан енӗпе ҫыпӑҫса лартӑм: уйрӑлсанах — вилетӗп.

— Эсӗ ху ӑҫта тата кампа пурӑннине ҫаврӑнса пӑх-ха?

— Пӗлетӗп, сисетӗп… Ах, Андрей, эпӗ пурне те туятӑп, пурне те ӑнланатӑп, мана тахҫанах намӑс ҫӗр ҫинче пурӑнма! Анчах санпа, сан ҫулупа кайма, каяс килсен те кайма пултараймастӑп… Тен, юлашки хутӗнче килсен пыма пултаратӑп та пулӗ… Халӗ… вӑл пуҫне усрӗ те пӗр минут хушши чӗнмерӗ, — халӗ кая юлтӑм… Кай, ман умра чарӑнса та ан тӑр. Эпӗ санпа туслӑ пулма тивӗҫлӗ — кӑна турӑ курать, анчах санӑн сӑмахсене итлеме тивӗҫлӗ мар.

— Ҫук, Илья, эсӗ темӗн калатӑн, анчах каласа пӗтерейместӗн. Ҫапах та эпӗ илсе каятӑп сана, хӑвна шанманшӑнах илсе каятӑп… Итле, — терӗ вӑл: — мӗн те пулин тӑхӑн та ман пата кайӑпӑр, пӗр каҫ лар ман патра. Эпӗ сана нумай-нумай каласа кӑтартӑп; пирӗн халӗ мӗн пулнине эсӗ пӗлместӗн, илтмен-и?..

Обломов ун ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗ.

— Эсӗ ҫынсемпе курнӑҫмастӑн, хам та манса кайнӑ: кайӑпӑр, эпӗ йӑлтах каласа кӑтартӑп сана… Пӗлетӗн-и, кунта хапха патӗнче, каретӑра, мана кам кӗтсе ларнине… Чӗнетӗп ӑна кунта?

— Ольга! — сасартӑк каларӗ хӑранӑ Обломов. Вӑл сӑнран та улшӑнчӗ. — Тархасшӑн, ан кӗрт ӑна кунта, кай. Сывпул, сывпул, тархасшӑн!

Вӑл Штольца тӗксе кӑларнӑ пекех хӑтланчӗ, анчах лешӗ тапранмарӗ.

— Эпӗ сансӑр кайма пултараймастӑп ун патне: эпӗ сӑмах панӑ, илтетӗн-и, Илья? Паян мар-тӑк, ыран, эсӗ вӑхӑта тӑсатӑн ҫеҫ, анчах мана тӗксе кӑлараймастӑн. Ыран-и, виҫмине-и, ҫапах та куратпӑр!

Обломов чӗнмерӗ, пуҫне усрӗ те Штольц ҫине пӑхма хӑяймарӗ.

— Хӑҫан-ха? Ольга манран ыйтать.

— Ах, Андрей, — терӗ вӑл ҫемҫен, йӑлӑннӑ сасӑпа, хӑй Штольца ыталарӗ, пуҫне унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. — Яланлӑхах хӑвар мана… манса кай…

— Мӗнле, яланлӑхах? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Штольц, унӑн ытамӗнчен вӗҫерӗнчӗ те ӑна питрен пӑхрӗ.

— Ҫапла! — пӑшӑлтатрӗ Обломов. Штольц унран пӗр утӑм каялла чакрӗ.

— Эсӗ-и ку, Илья? — ӳпкелерӗ вӑл. — Эсӗ мана тӗксе яратӑн, вара ҫавӑншӑн, ҫав хӗрарӑмшӑн!.. Турӑҫӑм! — сасартӑк ыратсан кӑшкӑрса янӑ пек каларӗ вӑл. — Ҫак ача, эпӗ халӗ курни… Илья, Илья! Тухса тар кунтан, кайӑпӑр, кайӑпӑр хӑвӑртрах! Мӗнле эсӗ пӗтсе ларнӑ! Ҫак хӗрарӑм… мӗн вӑл сана?..

— Арӑм! — лӑпкӑн каларӗ Обломов. Штольц хытсах кайрӗ.

— Ҫав ачи вӑл — манӑн ывӑл. Ӑна Андрей тесе чӗнетпӗр, сана асӑнса! — каласа пӗтерчӗ те Обломов, хӑй тӳрех уҫса каланӑшӑн лӑпланчӗ.

Халӗ Штольц сӑнран улшӑнчӗ, тӗлӗннӗ, ним шухӑшсӑр юлнӑ пек куҫӗсемпе йӗри-тавралла пӑхкаларӗ. Ун умӗнче сасартӑк «тӗпсӑр авӑр уҫӑлчӗ», «чул хӳме» купаланса ларчӗ, Обломов пулман пек, куҫран ҫухалнӑ пек, ҫӗтнӗ пек туйӑнчӗ; ун чӗрине йывӑр хуйхӑ пусса илчӗ; уйрӑлу хыҫҫӑн пӗр тус теприн патне пӑлханса васкать, анчах, тусӗ тахҫанах ҫуккине, вилнине пӗлет те, вара ҫавнашкал хуйхӑрать.

— Вилнӗ! — хӑй те сисмесӗр пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Мӗн калас-ха манӑн Ольгӑна?

Обломов унӑн юлашки сӑмахӗсене илтрӗ те темскер каласси килчӗ, анчах калаймарӗ. Вӑл икӗ аллине те Андрей патнелле тӑсрӗ, вара вӗсем хыттӑн, чӗнмесӗр, ҫапӑҫу умӗн, вилӗм умӗн ыталаннӑ пек, ыталанчӗҫ. Ыталансан, вӗсен сӑмахӗсем, куҫҫулӗ, туйӑм пӗтсе ларчӗ.

— Ан ман манӑн Андрее! — терӗ юлашкинчен Обломов, вӑйсӑр сасӑпа.

Андрей чӗнмесӗр, хуллен тухрӗ, хуллен, шухӑшласа килхушши витӗр утрӗ те карета ҫине ларчӗ, Обломов диван ҫине ларчӗ, сӗтел ҫине чавсаланчӗ те питне аллипе хупларӗ.

«Ҫук, санӑн Андрейне манмастӑп», килхушшипе пынӑ чух хуйхӑллӑн шухӑшларӗ Штольц. «Вилнӗ эсӗ, Илья: санӑн Обломовка тӗттӗмре мар, ун ҫине хӗвел пайӑркисем ӳкме черет ҫитрӗ, тесе калама та тӑмасть сана. Тепӗр тӑватӑ ҫултан Обломовка чугун ҫулсен станцийӗ пуласси ҫинчен пӗлтерместӗп ӑна. Ун чухне санӑн мужикусем ҫул хӗррине тӑпра купалама каяҫҫӗ, кайран чугун ҫул тӑрӑх санӑн тырруна пристань патне турттараҫҫӗ… Унта… шкулсем, вӗренесси, малалла тата… Ҫук, ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланнинчен эсӗ хӑраса ӳкетӗн, хӑнӑхман куҫусем ыратма пуҫлӗҫ. Анчах санӑн Андрее эсӗ кайма пултарайман ҫӗре илсе каятӑп… вара унпала ача чухнехи ӗмӗтсене пурнӑҫа кӗртме тытӑнатпӑр. Сывпул, кивелнӗ Обломовка! — терӗ вӑл, пӗчӗк пӳртӗн чӳречисем ҫине юлашки хут ҫаврӑнса пӑхса. — Эсӗ хӑвӑн ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ!»

— Мӗн унта? — ыйтрӗ Ольга, хытӑ пӑлханса.

— Нимӗн те ҫук! — кӑмӑлсӑр каларӗ Андрей.

— Вӑл пурнать-и, сывах-и?

— Пурнать, — калас килмесӗр каларӗ Андрей.

— Мӗн эсӗ питӗ хӑвӑрт таврӑнтӑн? Мӗншӗн мана унта чӗнмерӗн, хӑйне кунта илсе килмерӗн? Ирӗк пар мана!

— Юрамасть.

— Мӗн унта? — хӑранипе ыйтрӗ Ольга. — «Тӗпсӗр авӑр уҫӑлчӗ-им»? Эсӗ мана калатӑн-и?

Штольц чӗнмерӗ.

— Мӗн пулса иртет-ха унта?

— Обломовщина! — салхуллӑн каларӗ те Андрей, Ольгӑн ытти ыйтӑвӗсем ҫине киле ҫитиччен те чӗнмерӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех