Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Иккӗмӗш кӗнеке. Мускав ҫути

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.09.13 23:28

Пуплевӗш: 169; Сӑмах: 1636

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Вӑрттӑн вырӑн

Кун ытарма ҫук аван пуҫланчӗ. Пирӗн горн авӑтса, хӳхлесе, кӑшкӑртса ячӗ — хыттӑн, ыйхӑран вӑратса, кӑмӑла хӑпартса янрарӗ. Ахаль мар Игоре маттур горнист, теҫҫӗ. Вӑл мӗнпур вӑйпа вӗрет, пит ҫӑмартийӗсем, резина пӳске пек, сиккелесе тӑраҫҫӗ. Пуҫне хыҫалалла ярса, кӑкӑрне тӳп-тӳрӗ ҫӳлелле тытса, авӑтать те авӑтать, хушӑран пӗр саманта чарӑнать, сывлӑш ҫавӑрать, ҫавӑн чух вӑл ирхи сывлӑша тата вӑрманӑн тутлӑ шерпетне вӑрӑм мӑйракаран шалт ӗҫнӗн туйӑнать. Кайӑк-кӗшӗксем хӗвелӗн малтанхи пайӑркисем ӳкме ӗлкӗрнӗ йывӑҫ тӗмӗсем ҫине вӗҫсе хӑпарчӗҫ, утрав ҫийӗн ҫаврӑна пуҫларӗҫ. Пионерсем чатӑртан сиксе тухрӗҫ. Хӗвӗшӳ пуҫланчӗ: «Люда, ӑҫта кайнӑ ман пӗр тапочка?», «Дёмка, ҫын кӗпине ан тӑхӑн, кӳр кунта!..» «Хӗрсем, ҫӑвӑнма часрах, ҫӑвӑнма…», «Атьсемӗр, атьӑр шыва кӗрер!», «Тирпейлӗрех пул, порошока тӑкса ятӑн», «Кам ман галстука тытнӑ?», «Игорь, ҫитӗ сана янратма». Савӑнӑҫлӑ пуҫланчӗ пирӗн кун, ҫулталӑкри чи пысӑк кун. Тулта сулхӑнрах-ха, йывӑҫ айӗсенчен нӳрлӗ хура сӗмлӗх кайсах пӗтмен, анчах вӗсен тӑрринчен ешӗл ҫулҫӑсем тӑрӑх ялтӑравлӑ ҫутӑ, ылтӑн-пӑхӑрӑн ҫуталса, майӗпен юхса анать. Тухӑҫ ҫулӑмлансах пырать. Ем-ешӗл сенкер горизонт мӗнпур пӗлӗте халь-халь ярса илес пек капланса килекен вута аран ҫеҫ пусарса тӑрать.

— Кӗтсе ,илме хатӗр пулӑр! — команда патӑм эп.

Ман ултӑ ача — пурте пӗр евӗр шурӑ кӗпепе, хӗрлӗ галстуксемпе — ҫерем ҫине тухӑҫа хирӗҫ ҫип ҫапнӑ пек тӑрса тухрӗҫ. Барабанҫӑ Изя йӗкисене ҫӗклерӗ. Игорёк, горнистӑн мӗнле тӑмалла, ҫавӑн пек, — аллине илерех тытса, горн ҫӑварне пӗҫӗ ҫине тӗрӗнтерсе, — тӑчӗ. Дёма, чӗркенӗ ялава ҫӗклесе, мачта вырӑнне лартнӑ кӗске шалҫа ҫумне ярт кӑна тӑсӑлса тӑчӗ.

— Сехет тӗрӗслӗр! — приказ патӑм эп.

Дёма юри хӑйне ҫак самант валли Витя Минаев панӑ сехет ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ.

— Мускав вӑхӑчӗпе виҫӗ сехет те вуникӗ минут, — ответлерӗ вӑл радио сасси пек.

Календарь каланӑ тӑрӑх, паян хӗвел виҫ сехет те вун-тӑватӑ минутӑра тухмалла, Вара эп, тепрер минута тӑхтарӑм та команда патӑм:

— Ялав тата хӗвеле ҫӗклеме — смирно!

Шӑп ҫакӑ самантра Водохранилище хыҫӗнче горизонт тулса ҫитнӗ пӗве талнӑ пек, татӑлчӗ: ялтӑркка ылтӑн тӗс куҫа йӑмӑхтарса ячӗ, вара мӗнпур тавралӑх ялтӑрама пуҫларӗ, чӗрӗлчӗ — хаваслӑ, ирӗклӗ ҫутӑпа тулчӗ.

— Ялав ҫӗклентӗр! Хӗвеле — салют!..

Акӑ пирӗн хӗрлӗ ялав хӗвелпе пӗрле пӗр харӑс ҫӗкленчӗ. Игорь салют вылярӗ, Изя барабанӗ хӑвӑрт та хаваслӑн кӗмсӗртетсе илчӗ.

— Пионерсем! Сире ҫуллахи хӗвелтӑру ячӗпе тата ҫу кунӗ пуҫланнӑ хисеппе салам калатӑп! Вольно!

Паллах, ачасен шухӑшӗ — часрах нӳхрепе чупасси, гороскопсене уҫса, часрах-часрах вуласа пӑхасси. Кам мӗн шутланӑ? Кам мӗн пултарнӑ? Анчах, ӑна-куна пуҫличчен малтан, эпӗ апата ларма хушрӑм. Ӗнтӗ — ҫини те пулмарӗ, хытӑлла пӗҫернӗ ҫӑмартасене кӑп-кап хыпкаласах тӑранчӗҫ. Игорь, ытла васканипе, ҫӑмартине ҫаплипех ҫарӑк ҫинӗ пек — хуппине тутапа уйӑркаласа, хыпса ячӗ те, ҫӑвар тулли ҫӑкӑр ҫыртса, сиксе тӑчӗ:

— Вуль. Эпфадӗр… Атьчаслах! — тесе пушӑ мар ҫӑварӗпе темӗскер каларӗ. Ахӑрнех, ку: «Пулчӗ! Эпӗ хатӗр… Атьӑр часрах!» — теес вырӑнне пулчӗ пуль.

Унтан вӑл чыхӑнса кайрӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ, Дёма ӑна чылайччен ҫурӑмран кӳпкерӗ.

Ирхи апат пӗтрӗ. Эпир часрах хамӑрӑн вӑрттӑн вырӑна, утрав чӑтлӑхне чупрӑмӑр. Пирен нӳхрепе хыт хура пусса илнӗ, анчах эпир ӑна кӗҫех тупрӑмӑр, вара ишӗлнӗ ҫӑварӗ тавра кӗпӗрленсе тӑтӑмӑр. Дёмкӑпа Витя нӳхреп ҫинчи ҫӗрӗк хӑмасене сире-сире пӑрахрӗҫ. Темӗнле ӑрӑмлӑ шӑрш - ҫӗрӗк шӑрши персе тухрӗ. Кашни хӑй маларах нӳхрепе сикесшӗн. Игорь, паллах, пуринчен ытла пӑлханчӗ, тӗрткелешрӗ. Часрах пӗлесшӗн ҫунакан хӗр ачасем ман ҫумма тӗршӗнеҫҫӗ. Пӗр ҫулталӑк каярах кам мӗн-мӗн шухӑшласа хӑварнине, ҫав шухӑшсем мӗн тери пурнӑҫа кӗнине халь ӗнтӗ уҫҫӑнах тӗрӗслетпӗр. Ак ҫакӑнта ҫеҫ сикмелле, пӗр хамӑр пӗлекен кирпӗче чул стена ҫумӗнчен туртса илмелле, вара, алла чик те, шалта ларакан шӑвӑҫ арчана туртса ҫеҫ кӑлар — пирӗн гороскопсем ҫавӑнта. Нӳхрепе анаканни Витя пулчӗ, вӑл аллине ийӗ тытнӑ, ыттисем шӑтӑк тавра кукленсе ларчӗҫ, аялалла усӑна-усӑна пӑхма пуҫларӗҫ.

— Тӗттӗмлеттӗр мана! — темӗнле юттӑн илтӗнчӗ Витя сасси. Эпӗ ачасене пӑртакҫӑ пӑрӑнарах тӑма аран ӳкӗте кӳртрӗм. Вӗсем кӑштах чакрӗҫ те каллех, мӑйӗсене тӑсса, нӳхрепелле пӑха пуҫларӗҫ. Пӗр минута иртрӗ, иккӗ. Эпе ӗнтӗ хам та пӑлханма пуҫларӑм.

— Витя, час-и унта?

— Скорпион темерӗн, ик сехет чакаланать, — тӗртсе хучӗ Люда.

— Часрах, Витя! — васкатаҫҫӗ ачасем.

Сасартӑк ҫӗр тӗпӗнчен сулхӑн, тӗксӗм, хупӑ сас илтӗнсе кайрӗ:

— Кунта нимӗн те ҫук.

Нӳхреп ҫӑварӗнчен шӑвӑҫ арча сиксе тухрӗ.

— Мӗнле нимӗн те ҫук?

Арча — пуш-пушах. Пирӗн гороскопсем ҫухалнӑ. Вара эп хам нӳхрепе енкрӗм. Кунта йӗпе, сивӗ, кӑвасак шӑрши кӗрет. Пӗр тӗлте шыв пӑтлатса тумлать.

— Акӑ пӑх, тӗрӗсле, — терӗ Витя. — Куратӑн-и ав, такам пулнӑ кунта. Кирпӗчсене куҫарсах хӑварнӑ, пӗрне ҫурмаран ҫурнӑ.

Эпӗ тинкеререх пӑхрӑм. Куҫӑмсем часах тӗттӗме хӑнӑхрӗҫ. Кирпӗчсем саланса выртнине тата йӗпе стена пӗр тӗлте хӑйпӑнса тӑнине куртӑм. Пирӗн яркӑчсем ҫук, ҫухалнӑ. Такам пирӗн вӑрттӑн йӑвана ҫаратнӑ, такам ӑна пӗлекен пулнӑ. Эпӗ ҫӳлелле пӑхса илтӗм, хам пуҫ тӗлӗнче хуйӑха ӳкнӗ ачасен пуҫ кӑшӑлне куртӑм. Ачасем ман ҫине тилмерсе пӑхаҫҫӗ, Мӗн калам вӗсене?

— Мӗнле, Сима, тупрӑр-и? — ыйтаҫҫӗ ҫӳлтен.

— Тахҫанхи ӗҫех ку, — шухӑшлӑн калать Витя, кирпӗч стенана чӗрнипе шӑйӑрса. — Куратӑн-и, кунта та нӳр ҫапма ӗлкӗрнӗ, мӗншӗн тесен, уҫӑ тӑнӑ, арчи те тутӑхса кайнӑ, ӑна эпир клеёнкӑпа тирпейлесе чӗркенӗччӗ, хам юри аптекӑран илнӗччӗ. Кам хӑтланнӑ-ши куна?

Эпӗ нӳхрепе тепӗр хут тишкӗрсе ҫаврӑнтӑм. Сивӗ, лӑймакаллӑ сӗмлӗх. Кӑвакару, ҫӗрӳ, кавсӑлу. Ваннӑ кирпӗчсем. Тутӑхнӑ, авӑннӑ тимӗр хулӑ. Пӗр кӗтесре — ҫӗре таптаннӑ хӑруш мар бритвӑн ҫӗҫҫи. Вӑл кӑшт ҫеҫ йӑлтӑртатса выртать. Урӑх нимӗн те ҫук. Тирпейлӗхе юратакан Витя тимӗр хулла пӗшкӗнсе илчӗ, унтан пӑртак шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, бритва ҫӗҫҫине те хӑварас темерӗ, ӑна ҫӗр ҫумӗнчен хӑйпӑтса илсе, трусы ҫумне шӑлкаларӗ те, гимнастеркин кӗсйине чиксе хучӗ. Витя яланах ҫавӑн пек — тирпейлӗ ҫын.

Эпӗ, нӳхреп ҫӑварӗнчен тытса, аллӑмсем ҫинче йӑтӑнтӑм. Витя пулӑшрӗ, вара эп ҫутта упаленсе тухрӑм.

Хуйха ӳкнӗ ачасем сӗлкӗш тӑраҫҫӗ, Пирӗн поход ӑнмарӗ иккен. Анчах кам килсе тустарнӑ-ха ҫак улах вырӑна?

Пуринчен ытла Игорёк хыпӑнса ӳкрӗ. Вӑл гороскопсене ҫаратса кайнипе ниепле те килӗшесшӗн мар, хам кӗрсе, хам тӗрӗслем — тесе нӳхрепе йӑпӑр-япӑр сикрӗ, пӑртак тӑрсан, вараланса, сӑнран кайса, йӑраланса тухрӗ. Унӑн пичӗ ҫинче асаплӑ шухӑш палли — вӑл темӗн ҫинчен аса илмешкӗн тӑрӑшать.

— Пӗлтӗм — камне! — сасартӑк кӑшкӑрчӗ вӑл, — Васька Жмырь. Ҫавӑн ӗҫӗ. Вӑл кунта, станцирен инҫе мар, аккӑш патӗнче пурӑнать. Ҫав йӑкӑртнӑ.

Васька Жмырев, е ахаль ҫеҫ каласан, — Жмырь, пирӗн ачасен тӑшманӗ. Чӑнах та, ҫав Васька Жмырев туман-ши куна, урам каскӑнӗ, урамри пур хулигансен пуҫлӑхӗ. Вӑл кунта, Коревановкӑран инҫе мар, станци ҫывӑхӗнче, сӗт сутакан аппӑшӗпе пурӑнать. Час-часах пирӗн ҫуртри ачасем патне ҫӳрет, пӗр ҫывӑх тусӗ патӗнче ҫӗр те каҫкалать. Кун пек чухне ӑна яланах кино ҫывӑхӗнче тӗл пулма пулать, унта вӑл хӑй евӗр шанчӑксӑр ачасемпе сехечӗ-сехечӗпе явкалашать. Вӗсен тумӗ те хӑйсен евӗр: пӗчӗк козырёклӑ тӑвӑр кепка, ҫире — тельняшка, тӑвӑр кунчаллӑ атти ҫине чӗркуҫҫирен аяларах усӑнтарнӑ брюки. Утасса та ҫын пек мар, урисене клешелетсе, енчен енне сулӑнса утаҫҫӗ. Татти-сыпписӗр туртаҫҫӗ, нимӗн сӑлтавсӑр, тупсӑмсӑр пушӑ кулӑпа янӑратса кулаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне — пируса ҫӑвартан илемсӗр чӑртлаттарса сурма пӗлеҫҫӗ. Василий Жмырев, Мускав таврашӗнчи ирӗклӗ пахчаҫӑ (хӑйне вӑл ҫавӑн пек ят хунӑ), кирек те мӗнле сада, кинона е стадиона нимӗнле чӑрмавсӑр кӗме, ҫавӑн пекех, хӑйпе пӗрле кирек кама та кӗртме пултарать. Пирӗн ачасенчен пӗрисем ӑна герой вырӑнне картма те хатӗр. Васька Жмырев калаҫура каскӑн сӑмахсемпе усӑ курни, унӑн йӑрӑлӑхӗ, хӑюллӑ хытланкалани, виҫӗ пус кӗмӗле тӑман вӗҫкӗнлӗхӗ вӗсене питӗ те килӗшнӗ. Вӑл хӑш-пӗр хӗр ачасен кӑмӑлне те каять, вӗсене эскимо илсе парса илӗртет, кинона тӳлевсӗр кӗртет. Мана та вӑл Культура паркне ташлама, стадиона кайма (ӑна ӗненес пулсан, унта чи чаплӑ фут6олистсем выляҫҫӗ, ҫитменнине — пурте вӗсем Васька тусӗсем) сахал мар чӗнкеленӗ. Анчах ман ӑна курас та килмест, мӗнпур хӑтланчӑшӗ-йӑли, тӑртанса-ҫуланса тӑракан физиономийӗ ытла та путсӗр туйӑнать. Ун майлӑ хӗр ачасем хама «мӑн кӑмӑллӑ» тенине пӑхмасӑрах, ӑна эп ҫывӑха та яман. «Ахалех эс, Симка… Пӗрре те вӑл ун пек мар, сӑнӗ ҫеҫ ҫапларах. Вӑл питӗ тарават — билет та илсе парать, мороженӑй та ҫитерет. Унпа кирек ӑҫта та кӗме пулать…» — теҫҫӗ вара ҫавнашкал хӗрсем.

Эпир астрономи кружокне вӗренме ҫӳренине Жмырев таҫтан шӑршласа пӗлнӗ, халь вӑл ман пионерсене ҫӳреме те памасть, курмассерен йӗкӗлтет:

— Эй, халдейсем, уйӑх ҫапнӑ ҫынсем! Ҫӑлтӑрсем шутлатӑр? Айтӑр манпа, планетарине илсе кӗрӗп, — бесплат. Ҫапла калӑр Симка аппӑра: Василий Жмырев, тейӗр, планетарие чӗнет, ирӗкре ҫӑлтӑр шутласшӑн мар вӑл манпа. Маншӑн пурӗпӗр: кино та, планетари те, санатори те, крематори те. Пур ҫӗрте те — ирӗк, кӑмӑлу кӑна пултӑр. Калӑр Симкӑна, пуҫне ытлашши ан каҫӑрттӑр, курӑпӑр, — тен эпир те кирлӗ чух кирлӗ пулӑпӑр.

— Никам та мар, Васька, — тепӗр хут ӗнентерсе каларӗ Игорёк, — астурӑм, ҫавӑ…

— Мӗн астурӑн? — хыттӑн ыйтрӗ Внтя Минаев, ун ҫине шӑтарас пек пӑхса.

Игорь пӳлӗнсе, чӗмсӗрленсе ларчӗ.

— Ну, кала, мӗн астурӑн? — тапӑнсах тапӑнать Витя, — Вӗреннӗ пурте Жмырь ҫине яма. Мӗнпе ҫирӗплетме пултаратӑн хӑв сӑмахна?

Игорь чӗнмест. Анчах эп куратӑп, чӑнах та темскер аса илнӗ вӑл, ахаль мар пӑтранчӗ, ахаль мар чӗлхи ҫӗтрӗ.

— Малинин, — терӗм эп, — тен, эс чӑнах та мӗн те пулин пӗлетӗн?

— Нимӗн те пӗлместӗп, — ответ пачӗ вӑл, — анчах туятӑп: тем каласан та — ҫав!

Ачасем нӳхреп тавра кӑмӑлсӑррӑн, нимӗн ӑнланмасӑр тӑраҫҫӗ. Килес ҫул валли ҫӗнӗ гороскопсем хурса хӑварма сӗнесси ҫинчен аса илме те ҫук. Пирӗн таса вӑрттӑнлӑха такам, ют ҫын, намӑса пӗлмесӗр шыраса тупнӑ, пирӗн ӗмӗт-шухӑшсене вуласа, йӗкӗлтешсе кулнӑ. Халь ӗнтӗ ман ачасем хӑйсем валли ҫулталӑклӑх план нихҫан та тӑвасшӑн пулмӗҫ. Паянхи кун ҫинчен ӳлӗм аса илме те кӑмӑлсӑр пулӗ. Халӗ те ак такам, куҫа курӑнман, алла лекмен шӑлйӗрен, тӗмсем хыҫӗнчен пирӗн ҫине пӑхса тӑнӑнах туйӑнать. Ҫапла, пӗтӗм поход сая кайрӗ. Киле таврӑнмалли ҫеҫ юлчӗ, — чапсӑр, хисепсӗр таврӑнмалла.

— Ну, атьӑр пуҫтарӑнӑр, кунта урӑх нимӗн тумалли те ҫук, — терӗм эп, — япаласене тирпейлӗр, кимӗ ҫине йӑта пуҫлӑр, унтан чатӑра сӳтӗпӗр.

Хӗр ачасем одеялсене чӗркеме, кутамккисене ҫыхма пуҫларӗҫ.

Хӗрӳллӗ хӗвел чылаях хӑпарчӗ, кун ҫап-ҫутӑ, куҫа шартса тӑрать. Анчах пирӗншӗн пулсан, паян ҫанталӑк та ҫанталӑк мар ӗнтӗ.

Кил шухӑшӗ кӗнӗ ачасем васкавлӑн тӑрмашаҫҫӗ. Пӗр Игорь кӑна, ытамласа тытнӑ чӗркуҫҫийӗсем ҫине янахӗпе тӗршӗннӗ те, нимен тумасӑр кукленсе ларать.

— Мӗн тата эс Игорек? — ыйтрӑм эп унтан. — Ҫитӗ кӑмӑла пӑсма. Паллах, шел ӗнтӗ ҫухални, анчах кам та кам хӑй мӗн шухӑшласа хӑварнине тунӑ пулсан, уншӑн нимӗн те ҫухалман. Тӗрӗс-и?

— Ҫук, Сима, — каларӗ вӑл, чӗркуҫҫийӗсене янахӗпе тилӗрсе кайнӑ пек сӑтӑрса. — Чӑтма ҫук кӳренӳ, калама кӑна ҫӑмӑл… — Вӑл татах та темӗн каласшӑнччӗ, анчах йывӑҫ тӗмисене чаштӑртаттарса, ҫыран хӗрринчен Стрижаков чупса ҫитрӗ.

— А-ча-сем!.. — кӑшкӑрчӗ Дёма хумханнипе тытӑнчӑклӑн. — Э-э-э, кимӗ ҫук…

Ун аллинчи чейник, шыв хӗррине ҫума тесе илсе кайнӑскер, шӑнкӑрт персе анчӗ. Пурте, команда илнӗ пек, шыв хӗррине тапса сикрӗмӗр, — ӗнер унта пӗчӗк бухтӑна эпир хамӑр кимме витсе хӑварнӑччӗ.

Бухта — ҫап-ҫара, кимӗ ҫухалнӑ. Ӗнер ӑна шӑп ҫакӑ вырӑна сӑнчӑрпах кӑкарса хунӑччӗ. Акӑ йӑмра хуйӑрӗ ҫинче сӑнчӑр йӗрӗ те пур. Акӑ шлюпка сӑмси чаваланӑ вырӑн та ҫаплипех. Анчах кимӗ ҫук.

Тавсъе пурсӑра та! — салхуллӑн каларӗ Витя. — Робинзон пултӑмӑр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех