Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ҫӗрнӗ тислӗкрен те ватӑрах, ҫулӗпе вӑл манпа тантӑш, тен, ватӑрах та пулӗ.Он же старее навоза-перегноя, он по годам мне ровесник, а может, и старше.
IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хура хулӑн тутри ҫилпе куштӑркаса, пиҫсе хуралнӑ сӑн-питне ватӑрах пек кӑтартать.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тата тепӗр ватӑрах казак, кӑтрашка пӗчӗк сухалне сулахай аллипе якаткаласа, сӑмах тухса каларӗ:И еще один пожилой казак говорил, неспешно поглаживая левой рукой кучерявую бородку:
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Яков Лукич, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ йывӑрланса кайнине, хӑйӗн типсе ҫитнӗ пырӗ ҫуннине туйса, вӑр-варах сиксе тӑчӗ, анчах унӑн сӑмах каламалла пулмарӗ: пухура ларакансенчен пӗри, сӑнран пӑхсан пуринчен те ватӑрах казак, чиркӳ совечӗн членӗ, вӑрҫӑччен Войсковой хуторӗнче пӗр улшӑнмасӑр чиркӳпе приход шкулӗн попечителӗ пулнӑскер, сӑмахне унран маларах пуҫлама ӗлкӗрчӗ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ватӑрах хӗрарӑмсем, ҫыхса пӗтереймен чӑлхисене пухӑва ҫӗклесе пынӑскерсем, ҫӑмхисемпе йӗпписене ӳкере-ӳкере, кашта ҫинчи чӑхсем пек тӗлӗрсе лараҫҫӗ.
9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Хӑвӑра та ырӑ сывлӑх пултӑр, — пуриншӗн те хуравларӗ пӗр ватӑрах казак, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ лапсӑркка ҫӗлӗкӗ патнелле аллине ҫӗклесе.— Доброго здоровья, — за всех ответил пожилой казак, донеся руку до края заячьей папахи.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ватӑрах ҫынна кӗҫ тӗлне пулма хӑрушӑ вырӑнсенче пӗчӗк Федя ҫӑмӑллӑнах кайса килкеленӗ.Туда, где рослому, приметному деду опасно было показаться, легко проникал юркий, маленький Федя.
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Садра никам ҫукпа пӗрех; темле ватӑрах господин патваррӑн уткалать: сывлӑхне ҫирӗплетес тесе уҫӑлса ҫӳрет пулас; тата иккӗн… дамӑсем мар, хӗрарӑмсем; шӑнса кӑвакарнӑ икӗ ачапа ҫӳрекен нянька пур.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ватӑрах рабочи ӑна: — Пирӗн Петр Акиндинович завода пуринчен малтан килет. Вырӑнтах пулӗ-ха, ав ҫавӑнталла кайӑр, — тесе вӑрӑм кирпӗч ҫурт еннелле тӗллесе кӑтартать.
Вунпӗрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Акӑ, Лукерья Ильинична, ӑнлантарса парӑр ӗнтӗ мана ҫак тӗлӗке, — тетӗп эпӗ хамӑрӑн канцеляринче ӗҫлекенскере, вӑл ӗлӗкхи тумтире хисеплерех параканскӗр, хӑй ватӑрах ҫын, темӗнле вӑл мана Даша инкене аса илтерет.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл мана юбилейринчен те ватӑрах пек курӑнчӗ, пит-куҫӗ те ӗшеннӗ пек.Он показался мне гораздо старше, чем на юбилее, и у него было усталое лицо.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ирӗксӗрех вара хӑвна ху ватӑрах та ӑслӑрах ҫын вырӑнне хураттӑн.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ватӑрах кӑна сестра алӑка уҫса тухрӗ те ҫӗлӗкне аллипе йӑваласа тӑракан темӗнле ҫамрӑк каччӑпа темскер калаҫма тытӑнчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак вӑхӑтра ватӑрах кӑна сестра тепӗр ҫамрӑкрах сестра патне чирлисен ячӗсене ҫыраканни патне пычӗ, ҫамрӑкки ыйтсан, ватӑраххи: — Ӑҫтан ҫын пултӑр! Аран илсе ҫитерчӗҫ те, — тесе хучӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Акӑ ватӑрах кӑна сестра тухрӗ те: — Эсир Татаринова патне-и? Пропусксӑр та кӗме юрать, — терӗ.И вот пожилая сестра вышла и сказала: — Вы к Татариновой? Можно без пропуска.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хут хурса тултарнӑ сӗтел хушшинче икӗ ҫын лараҫҫӗ: хаяр та сивӗ сӑн-питлӗ ватӑрах генерал тата ҫамрӑкскер пӗр ҫирӗм сакӑр ҫулхи, хитре сӑн сӑпатлӑ, ҫӑмӑл шӑмшаклӑ гварди капитанӗ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах та ун чухне эпир ватӑрах та, пултаруллӑрах та пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн.
Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Сӑлтавӗ паллӑ ӗнтӗ, вӑл та Валька пекех пулчӗ, анчах та ватӑрах Валька пек: вӑл пысӑк сӑмсаллӑ, пысӑк куҫлӑхлӑ; ҫине вӑрӑм кӗрӗк, пуҫне каракуль ҫӗлӗк тӑхӑннӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Кама пытаратӑн, ачам? — ыйтрӗ кокарда вырӑнне хӗрлӗ лентӑллӑ папаха тӑхӑннӑ пӗр ватӑрах кӑна ҫын.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пысӑк уссиллӗ ватӑрах сапёр (Мересьева вӑл Степан Ивановича аса илтерчӗ), носилкӑна малтан йӑтса утаканскер, тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ:
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950