Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2-мӗш сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 1-мӗш кӗнеке

Автор: Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хушнӑ: 2019.11.03 11:31

Пуплевӗш: 298; Сӑмах: 3062

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Начартарах куҫлӑ, сӳрӗкрех ҫаврӑнкалакан парти райкомӗн секретарӗ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, Давыдов ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ, куҫӗсем айӗнче тӑртанса тӑракан ӳтне пӗр ҫӗрелле пӗркелентерсе, унӑн докуменчӗсене вулама тытӑнчӗ.

Тулта телефон пралукӗсем ҫилпе шӑхӑраҫҫӗ, кантӑк умӗнчи пӗчӗк пахча карти ҫумне нӑхтапа кӑкарнӑ лаша каҫанӗ ҫинче пӗр чакак хӑяккӑн уткаласа ҫӳрет, темӗн сӑха-сӑха илет. Ҫил унӑн хӳрине авсах хурать, ӑна ҫунатлантарса сывлӑша ҫӗклет, анчах вӑл ватӑлса харсӑрланнӑ, туйми-асӑрхами пулнӑ лаша каҫанӗ ҫине каллех пырса ларать, хӑйӗн ҫӑткӑн пӗчӗк куҫӗсемпе енчен-енне ҫӗнтерӳллӗн пӑхкаласа ҫаврӑнать. Станица ҫийӗн аялтанах пӗлӗт татӑкӗсем шӑвӑнса иртеҫҫӗ. Сайра хутран вӗсен хушшинчен хӗвел урисем чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ, ҫуллахи пекех кӑн-кӑвак тӳпе татӑкӗ курӑнса каять, ҫавӑн пек чухне вара кантӑкран курӑнса выртакан Дон шывӗн кукри, ун хыҫӗнчи вӑрман, инҫетри сӑрт урлӑ каҫакан ҫул тата питӗ пӗчӗк ҫил арманӗ курӑнать, — ҫавсем пурте чуна хумхантаракан черченкӗ ӳкерчӗк евӗр туйӑнаҫҫӗ.

— Апла, эсӗ чирленӗ пирки Ростовра чарӑнса тӑтӑм тетӗн? Ну, юрӗ… Ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килекеннисенчен саккӑрӑшӗ виҫӗмкунах ҫитрӗҫ. Митинг пулчӗ. Вӗсене колхозсен представителӗсем кӗтсе илчӗҫ. — Секретарь, тем шухӑшланӑн, кавлесе илчӗ. — Халӗ пирӗн уйрӑмах йывӑр вӑхӑт. Районӗпе 14,8 процент коллективизациленӗ. Пуринчен ытларах ТОЗ-сем. Кулаксем тырӑ парса татайман-ха. Ҫынсем кирлӗ. Пи-и-тех те кирлӗ! Колхозсем хӗрӗх виҫӗ рабочи яма ыйтса заявкӑсем панӑччӗ. Эсир, авӑ, тӑххӑрӑн ҫеҫ килтӗр. — Ҫапла каларӗ те секретарь, ку ҫын мӗн тума пултарӗ-ши тесе хакланӑ пек, кӑштах тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хушшипе Давыдова шӑпах куҫ шӑрҫисенчен тӗллесе, темӗнле ҫӗнӗлле, нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ. — Апла, эсӗ, хаклӑ юлташ, слесарь иккен-ха? Пи-и-тех те аван! Путиловски заводра чылайранпа ӗҫлетӗн-и? Туртса яр.

— Салтакран таврӑннӑран варах. Тӑхӑр ҫул ӗнтӗ. Давыдов пирус илес тесе, аллине тӑсрӗ, ҫав вӑхӑтра секретарь унӑн алӑ тӳрчӗ ҫинчи тӗксӗм кӑвак татуировкине асӑрхарӗ те усӑнчӑк тути кӗтессисемпе йӑл куланҫи турӗ:

— Илемлӗ те мухтавлӑ! Флотра пулнӑ эппин?

— Флотра.

— Ҫавӑнпа аллу ҫине якӑр ӳкернӗ ӗнтӗ…

— Ҫамрӑклӑх, хӑвах пӗлетӗн… ешӗлрех те айванрах пулнӑ, эрешлесе хӑварнӑ ҫав ӗнтӗ… — Давыдов ҫавӑнтах: «Эккей эсӗ, курма кирлӗ мар япалана витӗр куратӑн, анчах тырӑ хатӗрлессине, авӑ, кӑшт ҫеҫ курмасӑр ирттерсе яман!» тесе шухӑшларӗ те кӳренсе ҫаннине аялалла туртрӗ.

Секретарь пӗр самант чӗнмерӗ, унтан хӑнана кӑмӑлтан кӗтсе илнӗ пек тунӑ нимӗне пӗлтермен куллине чирлешке тӑртанчӑк пичӗ ҫинчен сасартӑк сирсе пӑрахрӗ те:

— Эсӗ, юлташ, паянах, райком уполномоченнӑйӗ пулса, талкӑшӗпех коллективизаци тӑвас ӗҫе пурнӑҫа кӗртме тухса каятӑн. Крайкомӑн юлашки директивине вуланӑ пуль? Пӗлетӗн-и ӑна? Ҫапла вара, эсӗ Гремячински ял Советне каятӑн. Канассине ӗнтӗ кайран та канӑн, халӗ вӑхӑт ҫук. Пӗтӗм вӑя — ҫӗр проценчӗпех коллективизаци тӑвас ӗҫе хумалла. Унта карлик пек пӗчӗк артель пур, анчах пирӗн гигант-колхозсем тумалла. Агитколонна йӗркелесенех ӑна сирӗн пата ярӑпӑр. Халлӗхе кай та, кулаксене асӑрханарах хӗстерсе, колхоз туса хур. Чухӑн тата вӑтам хуҫалӑхсем санӑн унта пурте колхозра пулмалла. Кайран вара, колхозӑн пӗтӗм ҫӗр лаптӑкне акма, пӗрлештернӗ вӑрлӑх фончӗ тӑватпӑр. Асӑрханарах ӗҫле унта. Вӑтам хресчене ни-ни! Гремячире виҫӗ коммунистран тӑракан партячейка пур. Ячейка секретарӗпе ял Совет председателӗ — лайӑх ҫынсем, хӗрлӗ партизан пулнӑскерсем, — хайхискер каллех кавлекелесе илчӗ те ҫапла хушса хучӗ:  — Ҫакӑнтан ӗнтӗ вӗсем камсем иккенӗ йӑлтах паллӑ. Анлантӑн-и? Политика тӗлӗшпе сахал вӗреннӗскерсем, йӑнӑшсем те тума пултараҫҫӗ. Ытах йывӑрлӑхсем килсе тухсан, района кил. Эх, телефонпа ҫыхӑнма май ҫукки пӗтерет-ҫке! Акӑ тата мӗн: ячейка секретарӗ унта Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗскер, ҫынсемпе хытӑрах калаҫать, ну, мӗнле каламалла, тӳрккесрех ҫын вӑл.

Секретарь, портфель питӗркӗчне пӳрнисемпе шӑкӑртаттарса илчӗ те, Давыдов тӑнине курса, васкавлӑн ҫапла каларӗ:

— Тӑхта-ха, акӑ тата мӗн: кунсеренех ятарласа юланутлӑ ҫынпа сводкӑсем ярса тӑр, ҫынсене хытӑрах тыткала. Халӗ пирӗн оргпай пуҫлӑхӗ патне кӗрсе тух та, яра пар. Эпӗ сана райисполком лашисемпе ӑсатса яма хушӑп. Ҫапла вара, ҫӗр процента ҫитеричченех хӑвала. Сан ӗҫе шӑпах ҫав процентсем тӑрӑх хакласа пырӑпӑр. Вунсакӑр ял Советӗнчен гигант-колхоз туса хуратпӑр. Мӗнле пек? Ялхуҫалӑхӗнчи Хӗрлӗ Путиловски пекех пулса тӑрӗ, — ҫак танлаштару хӑйне килӗшнине пула, йӑл кулса ячӗ.

— Эсӗ мана кулаксем тӗлӗшпе асӑрханарах ӗҫлесси пирки темӗн каларӑн. Ҫавна мӗнле ӑнланмалла? — ыйтрӗ Давыдов.

— Акӑ епле, — секретарь, хӑйне хӳтӗленӗ пек пулса, кулса илчӗ, — кулаксем тӗрлисем пур: пӗр кулакӗ тырӑ памалли плана тултарнӑ, тепри пур — тем тусан та памасть. Иккӗмӗш кулакӗпе мӗн тумалли паллах: ҫӗр те ҫиччӗмӗш статья пар та ӑна — ӗҫӗ те пӗтрӗ. Леш, малтанхи кулакӗпе вара, кансӗртерех пулать. Сӑмахран, мӗн тунӑ пулӑттӑн-ха эсӗ унпала?

Давыдов кӑштах шухӑшласа тӑчӗ…

— Эпӗ ӑна — ҫӗнӗ задани панӑ пулӑттӑм.

— Ку вара вӑйлӑ! Ҫук, юлташ, капла юрамасть. Апла тусан, пирӗн мероприятисене ӗненми пулӗҫ. Вӑтам хресчен мӗн калӗ ун чух? Вӑл ҫапла калӗ: «Акӑ еплескер иккен ку, Совет влаҫӗ! Мужике унталла та, кунталла та турткалать», тейӗ. Ленин пире хресченсен шухӑш-кӑмӑлне тӗплӗн шута илме вӗрентнӗ, эсӗ пур, «тепӗр задани», тетӗн. Ку вӑл, тӑванӑм, ача-пӑчалла хӑтланни пулать.

— Ача-пӑчалла хӑтланни тетӗн? — Давыдов хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ. — Сталин, эппин, сан шутпа… йӑнӑшнӑ пулать э?

— Мӗншӗн-ха кунта Сталин?

— Унӑн марксистсен конференцинче тухса каланӑ сӑмахне вуланӑччӗ, леш… мӗнле калатчӗҫ-ха ҫавсене…

Ну, ара, ҫӗр ыйтӑвӗ тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ-ха вӗсем… Ну, земельниксем тетчӗҫ-и ҫав?

— Аграрниксем-и?

— Ҫавсем, ҫавсем!

— Мӗнех вара?

— Ҫав самах пичетленнӗ «Правда» хаҫата илсе килме кала-ха.

Райкомри ӗҫсен управляющийӗ «Правда» хаҫата килсе пачӗ. Давыдов тинкерсех хӑйне мӗн кирлине шырама пуҫларӗ.

Секретарь, вӑл мӗн каласса кӗтнӗ хушӑра йӑл кулса, ун ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Мӗн калать-ха Сталин юлташ? Акӑ, ку мӗнле пек? …«Эпир кулаксене хӗстерес политикӑна тытса пынӑ вӑхӑтра вӗсене раскулачить тумашкӑн ирӗк пама юрамастчӗ…» тенӗ. Ну, малалла вара… акӑ тата: «Анчах халӗ? Халӗ — ӗҫ урӑхла тӑрать. Халӗ пирӗн кулаксене хирӗҫ татӑклӑнах наступлени пуҫласа яма, вӗсем хирӗҫ тӑнине ҫапса хуҫма, вӗсене класӗпех пӗтерсе хума май пур…» Класӗпех, тенӗ, ӑнлантӑн-и? Мӗншӗн вара тырӑ тӗлӗшпе тепӗр хут задани пама юрамасть пултӑр-ха? Мӗншӗн ӑна пуҫӗпех чӗрне айне хурса лапчӑтма ан юратӑр?

Секретарь куллине пытарчӗ, кӑмӑлне хытарчӗ, вара:

— Малалла унта ҫапла каланӑ: раскулачить тӑвассине колхоза кӗрекен чухӑнсемпе вӑтамсен масси туса пырать, тенӗ. Ҫапла-и? Вуласа пӑхсам, — терӗ.

— Эккей эсӗ!

— Эккӗйлетсе ан лар-ха эсӗ! — ҫилленсе кайрӗ секретарь, унӑн сасси чӗтренсе тухма пуҫларӗ. — Эсӗ мӗн тума сӗнесшӗн? Никама уяса тӑмасӑрах кашни кулак тӗлӗшпе административлӑ мерӑсем йышӑнмалла тесшӗн мар-и? Ҫакна эсӗ коллективизаци вунтӑватӑ процента ҫеҫ ҫитнӗ районта, вӑтам хресчен колхоза кӗмешкӗн тин хатӗрленекен районта, тӑвасшӑн иккен. Кунашкал хӑтлансан, пӗр самантрах ӗнсене хуҫса пӑрахма пулать. Шӑпах ҫакӑн пеккисем, вырӑнти условисене пӗлменнисем, килеҫҫӗ те вара… — Секретарь ытлашширех каласа хурасран тытӑнса тӑчӗ, унтан, хулленреххӗн, малалла тӑсрӗ. — Кунашкал ӑнланупа эсӗ ҫителӗклех вут-шанкӑ касса тултарма пултаратӑн.

— Мӗнле пулӗ-ха унта, курӑпӑр…

— Ан пӑшӑрханӑр! Ытах та ҫавӑн пек мера кирлех пулсан, тата вӑл вӑхӑтлӑ пулнӑ пулсан, крайком пире тӳрех: «Кулака пӗтермелле!..» тесе приказ панӑ пулӗччӗ. Вара — та-ар-ха-ас-шӑн! Пӗр самантрах. Милици те, пӗтӗм аппарат та сире пулӑшма хатӗр. Анчах халлӗхе эпир тырӑ пытаракан кулака ҫӗр те ҫиччӗмӗш статьяпа халӑх сучӗ урлӑ ҫеҫ кӑштах айӑплама пултаратпӑр.

— Апла, сан шутпа батраксемпе чухӑнсем тата вӑтам хресченсем раскулачить тӑвассине хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулать? Кулак майлӑ. Ҫапла-и? Вӗсене кулака хирӗҫ ертсе каймалла-и е ҫук-и?

Секретарь портфель питӗркӗчне хыттӑн шӑкӑртаттарса илчӗ, типпӗн ҫапла каласа хучӗ:

— Эсӗ ҫулпуҫӑн кирек хӑш сӑмахне те хӑв пӗлнӗ пек ӑнланасшӑн, анчах районшӑн райком бюровӗ, ятарласа эпӗ ответ тытатӑп. Эпир янӑ ҫӗрте эсӗ хӑв шухӑшласа кӑларнӑ линие мар, пирӗн линие пурнӑҫласа пыма тӑрӑшнӑ пултӑр. Майӑн вара, каҫар, санпа дискуссисем туса тӑма вӑхӑтӑм ҫук: унсӑрӑнах ӗҫсем нумай. — Вӑл ура ҫине тӑчӗ.

Давыдовӑн питҫӑмартисене каллех юн килсе капланчӗ, анчах вӑл хӑйне алла илчӗ те:

— Эпӗ парти линине пурнӑҫласа пырӑп, анчах сана, юлташӑм, хамӑр пек, рабочисем пек, туррипех татса калатӑп: санӑн лини — йӑнӑш, политика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар лини, факт!

— Эпӗ хамӑннишӗн ответ тытатӑп… Анчах санӑн «рабочисем пек» тени — кивелнӗ ӗнтӗ, леш…

Телефон шӑнкӑртатса илчӗ. Секретарь трубкӑна ярса тытрӗ. Пӳлӗме халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ, Давыдов вара организацилле ӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗ патне тухса кайрӗ.

«Сылтӑм урипе уксахлать вӑл… факт! — шухӑшласа пычӗ Давыдов райкомран тухнӑ чухне. — Сталин юлташ аграрниксене каланӑ сӑмаха пӗтӗмӗшпех тепӗр хут вуласа тухас-ха. Неушлӗ йӑнӑшатӑп эпӗ? Ҫук, тӑванӑм, каҫар! Кулака эсӗ хӑвӑн ҫемҫелӗхне пулах чарусӑрлантарса янӑ. Окружкомра хӑйне: «Ӗҫе пултаракан йӗкӗт» теҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах кулаксем кунта тырӑ та парса татман. Хӗстересси вӑл пӗр ӗҫ, анчах ӑна, сӑтӑрҫа, тымарӗпех кӑкласа тӑкасси — тепӗр ӗҫ. Мӗншӗн массӑна ертсе пымастӑн?» — секретарьпе куҫа-куҫӑн калаҫнӑ пекех шухӑшласа пырать чӑл хӑй ӑшӗнче. Анчах, яланхи пекех, чи ӗнентерӳллӗ сӑмахсем унӑн кайран тин пуҫа килсе кӗреҫҫӗ. Лере, райкомра чухне, хӗрсе кайнипе, пӑлханнипе, хирӗҫлесе калама мӗнле сӑмах чӗлхе ҫине килнӗ — ҫавна пере-пере ячӗ. Лӑпкӑрах пулмаллаччӗ-мӗн. Вӑл, пасар площадӗнчи пӑрланса ларнӑ шыв кӳлленчӗкӗсем ҫине лаплаттарса пуса-пуса, шӑнса пӑрланнӑ вӑкӑр тислӗк муклашкисенчен такӑнкаласа, утса пырать.

— Шел, хӑвӑрт калаҫса пӗтертӗмӗр, унсӑрӑн эпӗ сана аванах хӗстернӗ пулӑттӑм, — сасӑпах каласа ячӗ Давыдов, анчах ҫав самантра хӑйне хирӗҫ пулнӑ хӗрарӑм йӑл кулса иртнине курчӗ те — шӑпӑртах пулчӗ.

«Казакпа хресчен ҫуртне» йӑпӑртлӑха чупса кӗрсе Давыдов хӑйӗн пӗчӗк чемоданне илчӗ. Унта унӑн икӗ мӑшӑр кӗпе-йӗм, чӑлхапуҫ тата костюм. Анчах тӗп багажӗ Ленинградран илсе тухнӑ пурлӑхӗ — отверткӑсем, плоскогубцӑсем, рашпиль, крейцмессель, кронциркуль, шведски ҫӑраҫҫи тата ытти ҫавӑн йышши кӗтӗр-катӑр инструментсем. Вӗсем ҫинчен аса илсен, Давыдов кулса ячӗ. «Усӑ курасси пулмасть пулӗ ҫав кусемпе! Тен, пӗр-пӗр начаркка трактора тӳрлеткелесе парӑп-и тесе шухӑшланӑччӗ те, кунта, авӑ, тракторӗсем те ҫук. Ҫапла, уполномоченнӑй пулсах район тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме тивет пулӗ ӗнтӗ. Пӗр-пӗр тимӗрҫӗ-колхознике парнелетӗп те акӑ, ӗҫӗ те пӗтрӗ», — шутларӗ вӑл чемоданне ҫуна ҫине пӑрахса.

Мӑнтӑр лашасем, ҫутӑ сӑрсемпе ула-чӑла сӑрласа пӗтернӗ таврически хыҫлӑ ҫунана ҫӑмӑллӑн шутарса, малалла ыткӑнчӗҫ. Давыдов станицӑран тухнӑ-тухманах шӑнса кайрӗ. Вӑл хӑйӗн питне-куҫне пальтин ҫаралма пуҫланӑ така тир ҫухавипе витрӗ, кепкине хытӑ пусса лартрӗ; анчах кӑлӑхах; ҫил тата сивӗ пас ҫухаран та, ҫанӑсем ӑшне те витӗрех кӗрсе каять, ҫӳҫентерет. Уйрӑмах кивелнӗ скороход ботинкине тӑхӑннӑ урасем хытӑ шӑнаҫҫӗ.

Станицӑран Гремячий Лог хуторне ҫитме ҫын чунӗ курӑнман хирпе ҫирӗм сакӑр ҫухрӑм каймалла. Тӳремрех вырӑнсенче ӑшӑ тислӗк ирӗлнипе кӑштах хӑмӑрланнӑ ҫул тӑсӑлса выртни палӑрать. Йӗри-тавра — вӗҫӗ-хӗррисӗр — тап-таса юр хирӗ сарӑлса выртать. Ҫулӑн икӗ енӗпе юр пуснипе курпунне кӑларнӑ хура армутипе талпиҫенсем мӗскӗннӗн ларса юлаҫҫӗ. Ҫӗр тип ҫырмасен ҫав тери пысӑк тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ куҫӗсемпе кӑна тӗнче ҫине пӑхса выртать; ҫил вӗҫтере-вӗҫтере кайнине пула, ҫав вырӑнсенче юр тытӑнса тӑрайман; анчах ун вырӑнне тип ҫырмасемпе варсене хытса ларнӑ кӗртсем хӳсе кайнӑ.

Давыдов, урисене ӑшӑтма хӑтланса, чӳречерен тытса чылайччен чупса пычӗ, унтан ҫуна ҫине сиксе ларчӗ те, тӗршӗнсе пынӑ ҫӗртех тӗлӗрсе кайрӗ. Ҫуна тупанӗсен потрисӗсем чӗриклетеҫҫӗ, лаша таканӗсен качисем юр ӑшне тӑрӑнса кӗреҫҫӗ, сылтӑм пичеври лашин валикӗ янӑракаласа пырать. Сайра хутран Давыдов пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсем хушшипе малалла пӑхса илет те ҫул ҫинчен вӑштах вӗҫсе ҫӗкленекен кураксен ҫунаттисем хӗвел ҫуттинче кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатса илнине курать, унтан ыйхӑ пусни унӑн куҫӗсене каллех хуплать.

Вӑл витӗрех шӑннипе вӑранса кайрӗ, куҫне уҫрӗ те асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑракан куҫҫуль пӗрчисем витӗр сивӗ хӗвеле, чӗмсӗррӗн сарӑлса выртакан аслӑ хирӗн талккишне, горизонт хӗрринчи тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ тӳпене тата инҫех те мар курӑнакан тӗмӗн шап-шурӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка тилӗ тӑнине курчӗ. Тилӗ шӑши тытма тухнӑ. Вӑл икӗ уран тӑра-тӑра пӑхкалать, авкаланса ҫӳлелле сике-сике илет, унтан пӗшкӗнет те йӑлтӑркка кӗмӗл тусан ӑшне путса юр чавать, хӳри вара хӑйӗн, ҫемҫен те ҫӑмӑллӑн шӑвӑнса, хӗп-хӗрлӗ ҫулӑм чӗлхи пек тӑсӑлса, юр ҫине выртать.

Гремячий Лог хуторне каҫ пулас умӗн ҫитрӗҫ. Ял Совечӗн анлӑ картишӗнче пар лаша кӳлмелли пушӑ ҫуна ларать. Крыльца умӗнче, чӗлӗм турткаласа, ҫич-сакӑр казак кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Тарланӑ хыҫҫӑн шӑнса ларнипе ҫӑмӗсем кӑшӑртатакан пулнӑ лашасене крыльца умне ҫитсе чарӑнчӗҫ.

— Сывлӑх сунатӑп, граждансем! Ӑҫта кунта вите?

— Хӑвӑра та ырӑ сывлӑх пултӑр, — пуриншӗн те хуравларӗ пӗр ватӑрах казак, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ лапсӑркка ҫӗлӗкӗ патнелле аллине ҫӗклесе. — Вите, юлташ, авӑ, хӑмӑшпа витни пулать.

— Ҫавӑнталла тыт, — тесе хушрӗ те лавҫине лутрарах та кӗрнеклӗ Давыдов, хӑй ҫийӗнчех ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ, питҫӑмартисене пӳрнескеллӗ алсишӗпе сӑтӑркаласа, лав хыҫҫӑн утрӗ. Килнӗ ҫын «г» саспалли ҫине пусса калаҫаканскер, пӑхма служащи пек пулин те, ял Советне кӗмесӗрех ҫуна хыҫҫӑн утни казаксене тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Вара вӗсем те вите еннелле ҫул тытрӗҫ.

Вите алӑкӗнчен тислӗк пӑсӗ ӑшшӑн явӑна-явӑна капланса тухать. Лавҫӑ лашисене чарчӗ. Давыдов, хӑюллӑн тыткаласа, валека пичев чӗнӗн ункисенчен вӗҫертме пикенчӗ. Кӗпӗрленсе тӑракан казаксем пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхкаласа илчӗҫ. Хӗрарӑм валли ҫӗлетнӗ шурӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ мучи, мӑйӑхӗ ҫине шӑнса ларнӑ пӑра хӑйпӑта-хӑйпӑта, ытарлӑн куҫ хӗсрӗ:

— Асту, юлташ, тапса ярӗ!

Давыдов, лаша хӳрин кӑкӗ айӗнчен кутлӑхне вӗҫертсе илчӗ те, хуралса кайнӑ тутисемпе йӑл кулса, кулнӑ чухне малти пӗр шӑлӗ ҫитменнине кӑтартса, мучи еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Эпӗ, атте, пулеметчик пулса, урӑхларах лашасемпе те чылай тертленнӗ!

— Шӑлу ҫук-ҫке, ӑнсӑртран кӗсре тапса ӳкермерӗ пуль те? — ыйтрӗ пӗри, сӑмси шӑтӑкӗсем таранах кӑтра сухаллӑ, курак пек хуп-хура казак.

Казаксем кӑмӑллӑн кулса ячӗҫ, анчах Давыдов, сӳсмене йӑпӑр-япӑр хывса илнӗ хушӑра, шӳтлесе ҫапла тавӑрчӗ:

— Ҫук, шӑлсӑр юлни нумай пулать ӗнтӗ, ӳсӗрпе пулчӗ вӑл. Тепӗр тесен, капла лайӑхрах та: хӗрарӑмсем эпӗ ҫыртса илесрен хӑраса тӑмӗҫ. Тӗрӗс-и, мучи?

Шӳтлӗ сӑмаха пурте кӑмӑлран йышӑнчӗҫ, мучи те, тӗлӗнсе, пуҫне пӑркаласа илчӗ.

Давыдов казаксене пирус сӗнчӗ, хӑй те туртса ячӗ, вара ял Советнелле утрӗ.

— Унтах, унтах председатель, каях. Пирӗн партин секретарӗ те унтах, — терӗ хай мучи, Давыдовран пӗр утӑм та юлмасӑр.

Казаксем те, икшер хут ӗмсе илнипех пирусӗсене туртса ярса, пӗрлех утса пычӗҫ. Килнӗ ҫын хӑйне районти хӑшпӗр пуҫлӑхсем пек тытманни вӗсене питӗ килӗшрӗ: ку ҫын ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ-анманах портфельне хӗстерсе ҫынсем умӗнчен турех ял Советнелле иртсе каймарӗ, лавҫине пулӑшрӗ, лаша тыткалама тахҫанах пӗлнине кӑтартса, хӑех лашине тӑварма пуҫларӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫынсене ҫакӑ тӗлӗнтерсе те пӑрахрӗ.

Епле-ха эсӗ, юлташ, лаша тӑварса чӑрманасран йӗрӗнместӗн? Ара, ку, калӑпӑр, служащи ӗҫӗ мар-ҫке-ха? Лавҫине мӗн тума лартнӑ тата? — ыйтмасӑр чӑтса тӑраймарӗ хура сухаллӑ казак.

— Ку пире ытла та тӗлӗнтерет, — терӗ мучи, шухӑшне пытармасӑр.

Давыдов хирӗҫ хуравлама ӗлкӗреймерӗ.

— Ара вӑл — тимӗрҫӗ! — тӗлӗнсе кӑшкӑрчӗ сарӑ мӑйӑхлӑ пӗр ҫамрӑк казак, Давыдовӑн тимӗр-тӑмӑр тыткаланипе хура тӑхлан тӗсӗ ҫапнӑ ал тупанӗсемпе ҫӗвӗллӗ-ҫӗвӗллӗ чӗрнисем ҫине тӗллесе кӑтартса.

— Слесарь, — тӳрлетрӗ Давыдов. — Ну, эсир тата совета мӗн тума пыратӑр-ха?

— Интересшӗн, — пуриншӗн те хуравларӗ мучи, крыльца пусмин аялти картлашки ҫинче чарӑнса тӑрса. — Эсӗ пирӗн пата мӗншӗн килнине пӗлесшӗн эпир. Ытах та каллех тырӑ хатӗрлевӗ пирки пулсан…

— Колхоз пирки.

Мучи кӑмӑлсӑр пулса вӑрӑммӑн шӑхӑрса ячӗ те крыльца умӗнчен пуринчен малтан пӑрӑнса утрӗ.

Лутра пӳлӗмре тултан кӗрсе ӑшӑннипе нӳрлетнӗ кӗске кӗрӗксен йӳҫӗк ӑшӑ шӑршипе кӗл шӑрши кӗрет. Сӗтел патӗнче, лампа хӑюне хӑпарткаласа, Давыдова хирӗҫ ҫӳллӗ те тӳп-тӳрӗ хулпуҫҫиллӗ ҫын тӑрать. Унӑн симӗс кӗпи ҫинче Хӗрлӗ Ялав орденӗ хӗмленсе курӑнать. Давыдов ҫак ҫын шӑпах Гремячири партячейка секретарӗ иккенне чухласа илчӗ.

— Эпӗ — райком уполномоченнӑйӗ. Эсӗ ячейка секретарӗ пулатӑн-и, юлташ?

— Ҫапла, эпӗ ячейка секретарӗ Нагульнов. Ларсамӑр, юлташ, Совет председателӗ халех килет. — Нагульнов чышкипе стенана тӳнлеттерсе шаккарӗ те Давыдов патне пырса тӑчӗ. Сарлака кӑкӑрлӑ хӑй, кавалерист пек ухват ураллӑ. Куҫ шӑрҫисем унӑн сӑмала тултарса лартнӑ пекех хуп-хура та пысӑк. Сарӑрах куҫӗсем ҫийӗн ҫӑра куҫхаршисем сарӑлса выртаҫҫӗ. Хӑлатӑнни евӗр пысӑках мар сӑмси шӑтӑкӗсем тискер кайӑкӑнни пекех палӑрса тӑман пулсан тата куҫӗсене пӑтранчӑк тӗтрелӗх карса илмен пулсан, вӑл тӳрех курӑнман, анчах асра юлакан чипер те илемлӗ ҫын пулнӑ пулӗччӗ.

Юнашар пӳлӗмрен ҫирӗп кӗлеткеллӗ казак тухрӗ. Вӑл ӗнси ҫине качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ шупка ҫӗлӗк пусса лартнӑ, ҫине шинельтен пӑсса ҫӗлетнӗ сюртук лампассемлӗ казак шӑлаварӗ тӑхӑннӑ, шӑлавар вӗҫӗсене шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне пуҫтарса чикнӗ.

— Ак ҫакӑ пулать те ӗнтӗ ял Совет председателӗ. Андрей Разметнов.

Председатель, йӑл кулса, шупка сарӑ кӑтрашка мӑйӑхӗсене алтупанӗпе шӑлса якатрӗ, хӑйне хӑй тивӗҫлӗн тытса, Давыдова алӑ пачӗ.

— Эсир кам пулатӑр-ха вара? Райком уполномоченнӑйӗ-и? Аха. Сирӗн документӑрсем… Эсӗ курнӑ-и, Макар? Эсир колхоз ӗҫӗпе пулӗ-ха?

Вӑл, ҫуллахи пӗлӗт пек тап-таса куҫӗсене ҫине-ҫинех мӑчлаттаркаласа, Давыдов ҫине пӗр именмесӗр пӑхса тӑчӗ. Унӑн ҫамки тавра чалӑшшӑн выртакан кӑвак ҫӗвӗллӗ тата сухалне тахҫантанпах хырман сӑн-питӗнче Давыдов мӗн пирки килнине тӳсеймесӗр пӗлесшӗн ҫунни палӑрать.

Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, талкӑшпе коллективизаци тӑвас тӗлӗшпе парти лартнӑ задачӑсем ҫинчен каласа пачӗ, ыранах чухӑнсемпе актива пуҫтарса, пуху туса ирттерме сӗнчӗ. Нагульнов, ӗҫсем епле тӑни ҫинчен каласа панӑ май, Гремячири пӗрлешсе ҫӗр ӗҫлемелли юлташлӑх ҫинчен сӑмах тапратрӗ. Разметнов ӑна тимлӗн, сайра хутран сӑмах хуша-хуша хурса, хӑмӑр-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ питҫӑмарти ҫинчен алтупанне илмесӗр итлесе ларчӗ.

— Кунта пирӗн пӗрлешсе ҫӗр ӗҫлемелли юлташлӑх текенни пур. Эппин сире ҫакна каласа парам-ха, рабочи юлташ: ҫав юлташлӑх вӑл коллективизацирен мӑшкӑллани тата совет влаҫне ҫав тери сиен кӳни ҫеҫ пулать, — терӗ Нагульнов, палӑрмаллах хумханса. — Унта вунсакӑр хуҫалӑх пӗрлешнӗ — пурте чи чухӑннисем. Мӗн пулса тухать-ха ҫавӑнтан? Кулӑш ҫеҫ. Пӗрлешессе пӗрлешрӗҫ-ха вӗсем, вунсакӑр киле — тӑватӑ лаша та икӗ вӑкӑр, едокӗсем вара хӑйсен ҫӗр те ҫиччӗ. Пурнӑҫ умӗнче епле тӳрре тухмалла-ха вӗсен? Паллах, машинӑсем тата туртӑм вӑйӗ туянма вӗсене нумай вӑхӑтлӑха кивҫен параҫҫӗ. Кивҫен панине илеҫҫӗ-ха вӗсем, анчах илнисене тавӑрса пама нумай вӑхӑт иртсен те каялла тавӑрса параймӗҫ. Мӗншӗнне халех ӑнлантарса паратӑп: вӗсен трактор пулас пулсан — калаҫу урӑхла пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӗсене трактор памарӗҫ, вӑкӑрсемпе ӗҫлесе нумаях пуяймӑн. Татах калатӑп: вӗсем пӑсӑк политика тытса пыраҫҫӗ, эпӗ вӗсене тахҫанах салатса янӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, кӗсен-ҫӑпанлӑ пӑру пек, совет влаҫӗ айне кӗрсе выртнӑ та, ӗмессе — ӗмеҫҫӗ, ӳсӗмӗ вара хӑйсен пачах та ҫук. Вӗсен хушшинче тата ҫакнашкал шухӑшсем те пур: «Эй, пире пурпӗрех параҫҫӗ-ҫке! Парӑмсемшӗн пиртен каялла нимӗн илмелли те ҫук», теҫҫӗ. Ҫакна кура вӗсен дисциплини те япӑхланса кайнӑ, юлташлӑхӗ те ыранах вилсе выртать. Пурне те колхоза пуҫтарас тени питӗ тӗрӗс шухӑш. Кун пек тусан вара пурнӑҫ мар, пыл та ҫу пулать. Анчах казаксем, калам-ха сире, пӑсӑлнӑ халӑх, ҫавна хуҫма тивет вара…

— Сиртен кам та пулин тӑрать-и ҫав юлташлӑхра? — хӑйпе калаҫса ларакан ҫынсене пӑхса ҫаврӑнса ыйтрӗ Давыдов.

— Ҫук, — терӗ ӑна хирӗҫ Нагульнов. — Эпӗ ҫирӗммӗш ҫулта коммунӑна кӗнӗччӗ. Ҫынсем хӑйсемшӗн кӑна тӑрӑшнине пула, ҫав коммуна каярахпа саланса кайрӗ. Харпӑрлӑх тытса пурӑнма килӗшмерӗм. Эпӗ ун ҫине хытӑ тарӑхнӑ ҫын, ҫавӑнпа та вӑкӑрӑмсене тата инвентаре кӳршӗри улттӑмӗш номерлӗ коммунӑна кайса патӑм (вӑл коммуна халичченех пурӑнать-ха), хамӑн вара, арӑмпа иксӗмӗрӗн, нимӗн те ҫук. Разметновӑн унашкал тӗслӗх пама май килмен: хӑй урҫа ҫын, унӑн пӗртен-пӗр ватӑ амӑшӗ кӑна. Вӑл кӗрес пулсан — ҫынсем сӑпса пекех сӑхма пуҫлӗҫ. «Амӑшне чикана вӑйпах парса янӑ пек пирӗн пата килсе ячӗ, хӑй вара пачах та ӗҫлемест», тейӗҫ. Кунта ӗҫе питӗ пӗлсе туни кирлӗ. Пирӗн ячейкӑн виҫҫӗмӗш членӗ вара — халӗ вӑл хуторта ҫук-ха — алӑсӑрскер. Унӑн аллине авӑн ҫапакан машина татса пӑрахнӑ. Ну, вӑл эртеле кӗме именерех тӑрать; ҫиекенсем унта мансӑр пуҫне те нумай, тет пулмалла.

— Чӑнах та, пирӗн ТОЗ-пала инкек курни кӑна ҫав, — ҫирӗплетрӗ Разметнов. — Унӑн председателӗ, леш, Аркашка Лосев, начар хуҫа. Тупнӑ та иккен кама суйламаллине! Тӗрӗссипе каласан, эпир ку ӗҫре хамӑрах йанӑш турӑмӑр. Ҫав вырӑна ларма ирӗк памалла марччӗ ӑна.

— Мӗншӗн тата? — ыйтрӗ Давыдов, кулакла хуҫалӑхсен пурлӑхӗсене кӑтартса тухнӑ списока пӑхкаласа ларнӑ май.

— Мӗншӗн тесен, — терӗ йӑл кулса Разметнов, — ҫынни чирлӗскер вӑл. Пурнӑҫӑн ҫул-йӗрне кура, унӑн купца пулмаллаччӗ. Ҫав амакпа чирлет вӑл: мӗнпур пурлӑха улӑштарса та сутса ҫеҫ пурӑнӗччӗ. ТОЗ-а пӗтӗмпех юхӑнтарса ячӗ! Ӑратлӑ вӑкӑр илнӗччӗ — мотоциклпа улӑштарса яма шут тытрӗ. Хӑй членӗсен пуҫӗсене ҫавӑрнӑ та, пирӗнпе канашламасӑрах, куратпӑр, хайхискер, мотоциклне станцирен турттарса киле парать. Эпир ахлатсах ятӑмӑр, пуҫсене ҫатӑрласа ярса тытрӑмӑр! Ну, турттарса килчӗ, анчах машинине никам та тыткалама пӗлмест. Ара, мӗне кирлӗ вӑл вӗсене? Кулӑшла та, йывӑр та. Станицӑна турттарса кайрӗ хайхискере. Лере пӗлекен ҫынсем пӑхнӑ та: «Ку япалана сӑрламалла та кӑларса ывӑтмалла, капла тусан йӳнӗрехе ларӗ», тенӗ. Мотоциклӑн чи кирлӗ пайӗсем пулман иккен, вӗсене заводра кӑна тума пулать. Вӗсен председателӗ пулма Яков Лукич Островнова лартмалла. Ку вара пултарӗччӗ! Краснодартан ҫӗнӗ йышши тулӑ ҫырӑнса илчӗ, тулли — кирек епле шӑрӑха та тӳсет. Анисем ҫине те яланах юр тытса хӑварать, вара ҫав туллӑн тухӑҫлӑхӗ яланах ыттисеннинчен ытларах пулать. Ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе ячӗ. Эпир хӑйне налогпа хӗстеркеленӗ чухне, чӑн та, кӑштах эхлете-эхлете илчӗ, ҫапах та лайӑх хуҫа, мухтав хучӗ те пур унӑн.

— Вӑл килти хурсем хушшине ютран килсе кӗнӗ ирӗкри хур аҫи евӗрлех, яланах хӑйне ҫынсенчен уйрӑм тыткалать, аяккарах пӑрӑнса ҫӳрет. — Нагульнов иккӗленсе пуҫне пӑркаларӗ.

— Ну, ҫук! Вӑл хамӑр ҫын, — терӗ ҫирӗппӗн Разметнов.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех