Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗнеке сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗнеке (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак магазина пуҫтарӑнса тӑнӑ тӗнчери мӗнпур ӑслӑлӑх вара кӗнеке илме пыракан ҫынсен ӑшнех кӗрсе вырнаҫнӑ пек туйӑнать.

Вся мудрость Вселенной, сосредоточенная в этом магазине, казалось, проникала в поры покупателя.

XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Иртсе кайӑр, ан чарӑнӑр, — терӗ кӗнеке тытнӑ салтакӗ.

— Проходите, не останавливайтесь, — сказал солдат с книгой.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Виҫҫӗмӗш салтакӗ, револьвер тата мрамор тӗслӗ хупӑллӑ хулӑн кӗнеке тытнӑскер, хыҫалтан утса пынӑ.

Третий солдат, с револьвером и толстой разносной книгой в мраморном переплете, шел сзади.

XXI. Тупата // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Татаринов капитанӑн экспедицине епле майпа тупни ҫинчен калас пулсан, тепӗр кӗнеке те ҫырма тивет.

Пришлось бы написать ещё одну книгу, чтобы подробно рассказать о том, как была найдена экспедиция капитана Татаринова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗскен каласан, ку акӑ мӗнле пулса тухрӗ: вӑл ишсе пынине кура эпир штурманпа ҫав карап хамӑрӑн Ҫурҫӗр флотне кӗмест-и, тесе кӑшт тавлашса та илтӗмӗр (вӑл тавлашӑва кӗнеке ҫине кӗртес те мар).

В общем, это произошло приблизительно так: он шёл с таким видом, что между мною и штурманом произошёл краткий спор (который лучше не приводить в этой книге)

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк доктор ӗхлетсе илетчӗ, вӑл кӗнеке вуланӑ май чи хӗпӗртемелли вырӑна ҫитнӗ те аллисене сӑтӑркалатчӗ, унтан вӑл хӑйӗн кашни пушмакне темшӗн кӑшлама юратнӑ чӗрӗп ҫине кӑшкӑркаласа илетчӗ.

Доктор вдруг крякал, крепко потирал руки и читал вслух понравившееся ему место из книги, а потом начинал кричать на ежа, который почему-то любил жевать его ночные туфли.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗнеке 10 пинлӗ тиражпа тухнӑ.

Книга вышла тиражом 10 тысяч.

Пӗччен парус шуррӑн курӑнать // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Анчах Р. ҫывӑрмастчӗ ӗнтӗ — кӗнеке сентрисене вӑл хаҫатсемпе витетчӗ, вара эпӗ темшӗн салхуланса: паян вӑл каять пуль, тесе шухӑшларӑм.

Но Р. уже не спал — завешивал старыми газетами книжные полки, и я подумал почему-то с тоской, что сегодня он уезжает.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ӑна тав турӑм та, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, терӗм, анчах тӗнчере «Дисциплинарнӑй устав» текен кӗнеке пур, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн ытла вӗҫсе каяссу та килмӗ, терӗм.

Я поблагодарил её и сказал, что это было бы, разумеется, превосходно, но что есть на свете такая книга: «Дисциплинарный устав», чтение которой не располагает к подобным полётам.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр ху-улӑм кӗнеке, кӑвак питлӗскер, илсе тухрӗҫ.

Одну книгу толстую вынесли в синем переплете.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сӑмахсар 1964 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ.

Словарь был издан Чувашским книжным издательством в 1964 году.

Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнӗ словарьпе пуянланчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23064.html

Сима, пӗлетӗн-и, пирӗн пӗр кӗнеке ҫинче ҫапла каланӑ: «Маншӑн пӗлӗт ҫинчи пӗр хӗвел кӑна сахал…» — тенӗ.

Сима, знаешь, как в одной книге у нас написано: «Мне мало одного солнца на небе…»

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Володарский урамӗнчи букинист патӗнче эпӗ сарӑхса та ҫуркаланса пӗтнӗ вырӑсла-испанла словарь туянтӑм, ӑна тирпее кӗрттерсе кӗнеке тутартӑм.

У букиниста на проспекте Володарского я покупаю русско-испанский словарь 1836 года, изорванный, с пожелтевшими страницами, и отдаю его в переплётную.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пыра-киле тӑтӑшах ҫыра пуҫларӑмӑр, черете-мӗне пӑхми пултӑмӑр, хӑҫан аса килет, мӗн ҫинчен май килет — вуласа тухнӑ ҫӗнӗ кӗнеке ҫинчен-и, е тин курнӑ кинокартина ҫинчен-и — ларатӑн та ҫыратӑн.

А потом стали писать все чаще и чаще, не чванясь друг перед другом, писали, когда хочется, писали обо всем — о каждой новой прочитанной книжке, об интересной кинокартине.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кашни хут кӗнеке тытмассерен ача хӑйӗн «ля, ля» тенине пуҫлатчӗ, эпӗ каяссине сиснӗ пек пулса тухатчӗ.

И каждый раз, когда я бралась за книгу, мальчик начинал своё «ля, ля», точно чувствовал, что я уезжаю.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ ҫутӑ умнех ларса кӗнеке вуларӑм, лампочкӑна краватпа юнашарти пӗчӗк сӗтел тӗлне вырнаҫтарнӑччӗ, ӑна эпӗ ҫиелтен абажур ҫийӗн чирлӗ ҫынна канӑҫ пултӑр тесе тутӑрпа витрӗм.

Я читала, держа книгу под самой лампочкой, стоящей на кроватном столике, и набросив на абажур косынку, чтобы свет не беспокоил больную.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑхӑт иккӗмӗш сехете сулӑнсан мана Саша вырӑнӗ ҫине ҫывӑрма ячӗҫ, Петя ҫывӑрас килмест терӗ те телефон патнех аллине кӗнеке илсе ларчӗ.

Во втором часу меня отправили спать на Сашину постель, а Петя сказал, что ему не хочется спать, и устроился с книгой под телефоном.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтан эпӗ Саньӑран ҫыру илсеттӗм — ҫырӑвӗ пысӑкчӗ те питӗ лайӑхчӗ, унта вӑл: кӗнеке нумай вулатӑп, акӑлчан чӗлхине вӗренетӗп, тесе ҫырнӑччӗ.

Накануне я получила от Сани письмо — большое и очень хорошее, в котором он писал, между прочим, что много читает и стал заниматься английским языком.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл кӗнеке магазинӗн кантӑкӗ умӗнче шухӑша кайса тӑратчӗ — ӗлӗк пулсан ӗнтӗ эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах пӗлнӗ пулӑттӑм, — тискер кайӑксем ҫинчен шухӑшлать тейӗттӗм.

Он стоял у окна книжного магазина и думал – прежде я бы безошибочно определил: о зверях.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вара вӑл мана кӳршӗри пӳлӗме кӗртрӗ, пӳлӗмӗ пысӑк курӑнать, шкапӗ тулли кӗнеке, алӑк вырӑнӗнче симӗс портьера ҫакӑнса тӑрать.

И он провёл меня в соседнюю комнату, напоминавшую большой, заваленный книгами шкаф, с дырявой зелёной портьерой на месте двери.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех