Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫӗклеме (тĕпĕ: ҫӗклем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫавӑнпа та ун ҫине алӑ ҫӗклеме пултараймастӑп.

Вот и не могу на него руки подымать.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл тӳрленсе тӑнӑ, кӗтнӗ, анчах патруль, ун ҫине алӑ ҫӗклеме шутламасӑр е йӗрӗнсе, иртсе кайнӑ; хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем унран, вилӳтрен пӑрӑннӑ пекех, аякранах пӑрӑнса иртнӗ, вӑл пур — тӗттӗме тӑрса юлнӑ та, унтан каллех, хула инкекӗ пек пулса, тӗм-хура курӑнса, чӗнмесӗр, урамран урама пырса кӗрсе, пӗччен, шӑппӑн таҫталла утнӑ; ун хыҫӗнчен, ӑна хӑваланӑ пек, кичем сасӑсем хурлӑхлӑн илтӗнсе пынӑ: вӗсем йынӑшнӑ, йӗнӗ, кӗлтунӑ тата ҫӗнтерӳ шанӑҫне ҫухатнӑ салтаксем салхуллӑн калаҫнӑ сасӑсем пулнӑ.

Она выпрямлялась, ждала, но патруль проходил мимо, не решаясь или брезгуя поднять руку на нее; вооруженные люди обходили ее, как труп, а она оставалась во тьме и снова тихо, одиноко шла куда-то, переходя из улицы в улицу, немая и черная, точно воплощение несчастий города, а вокруг, преследуя ее, жалобно ползали печальные звуки: стоны, плач, молитвы и угрюмый говор солдат, потерявших надежду на победу.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Акӑ вӑл урине хускаткаларӗ, пуҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах ҫӗклеймерӗ те, часах хӗлӗх пек чӗтренсе тӑсӑлса выртрӗ.

Вот он шевельнул ногой, попробовал поднять голову и вытянулся, вздрогнув, как струна.

III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Ӑна шырать, ҫӗклеме тӑрать, анчах ниепле те ҫӗклеймест, аллисем ӗҫлеймеҫҫӗ…

Ищет их, хочет поднять и никак не поднимет; руки не действуют…

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Пӗрре халӑха ҫӗклеме пӗлетӗн-тӗк, ӗҫе юратма вӗрентрӗн-тӗк, вӗҫне ҫитичченех ертсе пыма пӗл.

Раз ты его в дело втравила, подняла, веди до конца.

40-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сулахай алӑпа эпӗ пӗр пӑтлӑ кире пуканне ҫӗклеме пултаратӑп.

Я левой рукой пудовую гирю выжимаю.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӗҫнерникуна доклад хатӗрлемелле — пуҫа ҫӗклеме те вӑхӑт ҫук!

К четвергу надо приготовить доклад — адская работа!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӑван ҫӗршыва чун-чӗререн юратнӑ, хӑйӗн мӗнпур вӑй-хӑватне вырӑс флотне ҫӗклеме панӑ ҫын, вӑл мӗн пӗчӗкрен пӗлнӗскер, тек ҫук.

Тот, кто всегда служил примером беззаветной любви к Родине, кто неустанно боролся с косностью и отсталостью, кто всю свою кипучую энергию отдавал на возрождение русского флота, тот, кого он любил с детства, перестал мыслить, перестал жить.

Ҫирӗм пӗрремӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Туллирех кӗлеткеллӗскер, сӑмси ҫине пенсне ҫаклатнӑскер, ӑшшӑн пӑхса илнипех ҫынсен кӑмӑлне ҫӗклеме пӗлет.

Полная, спокойная, с крупными чертами лица и неизменным пенсне на носу, она одним своим присутствием, всегда приветливой улыбкой вносила тепло и уют в эти заседания.

Вунҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Сигнал паракансем ялава ҫӗклеме пуҫларӗҫ.

Сигнальщики стали поднимать флаг.

Тӑххӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Кронштадтри ҫар гаванӗн стенки ҫумӗнче Тинӗс училищин карапӗсен отрядӗнчи илемлӗ ккорвет тӑрать, вӑл халь тесен халь парӑсӗсене ҫӗклеме хатӗр.

У стенки военной гавани в Кронштадте стоит красавец корвет, один из кораблей отряда Морского училища, стройный, с искусно выполненной из дерева носовой фигурой, вот-вот готовый поднять паруса.

Саккӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Пӗр ырханкка сержант ун патне чупса пычӗ, ҫӗклеме пулӑшрӗ, санитарсем наҫилкке илсе ҫитрӗҫ.

Худенький сержант подбежал, помог, санитары подтащили носилки.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ялав тата хӗвеле ҫӗклеме — смирно!

— На подъем флага и солнца — смирно!

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавна ӗҫнӗ чух Ромашка курка ҫӗклеме сӗнчӗ.

Ромашка произнес этот тост.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл куҫхаршисене ҫӗклеме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, типшӗмрех фельдшерица алшӑлли ҫӗклесе те кӗчӗ.

Он только поднял брови, и сухонькая фельдшерица выбежала с полотенцем.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Алӑк вырӑнӗнчи тире, нюка, ҫӗклеме пулать.

Можно поднять нюк, то есть шкуру, которая служит дверью.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр малицине эпир иккӗн ҫеҫ ҫӗклеме пултартӑмӑр.

Одну малицу мы могли поднимать только вдвоём.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Юлташсем, чи малтанах эпӗ сире хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнетӗп, — терӗм эпӗ, — вӑл манӑн пӗр тӑван йӑмӑкӑм пулать, анчах ҫапах та хӑнасен пуҫне уншӑн ӗҫес шухӑш пырса кӗменнине кура, ҫак куркана хамӑнах ҫӗклеме тӳрӗ килет.

— Товарищи, во-первых, предлагаю выпить за молодую, — сказал я. — Хотя она мне сестра, но так как никому из гостей не приходит в голову, что нужно всё-таки за неё выпить, приходится этот тост предложить мне.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Артиллерист мана ҫӗклеме пулӑшрӗ, сак ҫине вырнаҫтарса лартрӗ, ҫӳпленнӗ чӗркуҫҫисене асӑрхаса шӑлса илчӗ.

Артиллерист приподнимает меня с пола, усаживает на скамью, осторожной рукой стряхивает пыль у меня с колен.

17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта Расщепей мотора сӳнтерчӗ, парӑс ҫӗклеме хушрӗ.

Здесь Расщепей выключил мотор и распорядился поднять парус.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех