Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗ (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та мӗн тери вӑрах та тӑрӑшса ҫирӗ Григорий!

Но как же долго и старательно он ел!

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хӑй наркӑмӑшланӑ апата ҫирӗ, ҫӗлен ами, пире те улталарӗ».

Сам, гад, отравленный корм ел и нас обманул».

VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сӗтел хушшинче ларакансем ҫине хутран-ситрен сӳрӗккӗн пӑха-пӑха илнӗ май, вӑл ҫиес килмесӗр, сахал ҫирӗ.

Он ел мало и неохотно, изредка равнодушно оглядывая сидевших за столом.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Степан пӗр кана нимӗн чӗнмесӗр ҫирӗ улмине, унтан кӑшт кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пысӑк хыпар // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Хӑй кутӑнлӑхне пулах пуҫне ҫирӗ.

Погиб чело-рек по своей же трусости.

7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Пӳртум пахчине кӗрсе кайнӑ виҫӗ уйӑхри сысна ҫури те старикӗн чараксӑр ҫиллине пулах пуҫне ҫирӗ.

Жертвой необузданного стариковского гнева пал забравшийся в палисадник трехмесячный поросенок.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл яланхи пекех тимлесе, васкамасӑр ҫирӗ; хушӑран кашӑка тӗлӗпе ҫӳлелле туса сӗтел ҫине хучӗ, юнашар, ларнӑ Мишатка ҫине куҫ хӗррипе савса пӑхрӗ, тӳрккесрех сасӑпа каларӗ:

Он ел, как всегда, старательно, истово; изредка клал на стол вверх донышком ложку, косым любующимся взглядом окидывал сидевшего рядом с ним Мишатку, грубовато говорил:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Григорий хыпаланса ирхи апат ҫирӗ; тӑванӗсемпе сывпуллашрӗ.

Григорий наскоро позавтракал; попрощался с родными.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, мӑш та мӑш сывласа, ним сӑмахсӑр ҫирӗ.

Он сопел и ел молча.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каштанка темӗнччен ҫирӗ, ҫавах ҫисе тӑранаймарӗ, нумай ҫинипе ӳсӗрӗлнӗ пек пулса кайрӗ.

Каштанка съела много, но не наелась, а только опьянела от еды.

II. Палламан ҫын // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Нимӗн тума пӗлменнипе вӑл Аниҫҫе ҫул ҫине парса янӑ апата пӗтӗмпех ҫирӗ, суханне те чӑмласа ячӗ, ҫӑварне йӳҫенке тутӑ ҫапрӗ.

От нечего делать он съел все, что Анисья дала в дорогу, даже изжевал луковицу, от нее во рту горчило.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени, тӳрех кринкӑран сивӗ ҫӗт сыпса, ҫӑкӑр татӑкӗ ҫирӗ те, пальто аркине утнӑ ҫӗртех хупласа, урама сиксе тухрӗ.

Она съела кусок хлеба, запивая прямо из кринки холодным молоком, и, запахивая на ходу полы пальто, выскочила на улицу.

24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӗтел хушшине ларчӗ, икерче тутанмалӑх ҫеҫ ҫирӗ, пӗр курка чей ӗҫрӗ те сӗтел хушшинчен тухрӗ, йӑмӑкӗ тепӗр кунлӑха та пулин юлма ыйтрӗ, анчах килӗшмерӗ.

Присев к столу, он до обидного мало отведал оладий, выпил стакан чаю и поднялся, наотрез отказываясь погостить хотя бы денек.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней хӗрӗ хыҫҫӑн пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, вӑл хӑй те унран сахал мар ывӑннӑ, анчах, хӑна йӗркипе, сӗтел хушшинче тӳсӗмлӗн ларчӗ, ҫирӗ, ӗҫрӗ, ҫын майӗпе калаҫрӗ.

Корней посмотрел вслед дочери, но ничего не сказал, он устал не меньше ее, но терпеливо, как подобает гостю, сидел за столом, ел, пил и поддерживал неспешный разговор.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Мишка сӑмакунне ӗҫсе ячӗ, сакайӗнче тӗлӗнмелле сивӗ ларнӑ сӗте ҫирӗ, кӗпи-йӗмне илчӗ те каялла тухрӗ.

Мишка выпил самогон, съел чудесно нахолодавшее в подполе молоко, взял белье, вылез.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Прохорӑн лутака учӗ, утнӑ ҫӗртех курӑк патне туртӑнса, тутипе е илепер тунине, е кашличӗн сарӑ ҫеҫкине, е йӳҫӗ курӑк тӗмне чӗпӗте-чӗпӗте илчӗ; ҫивчӗ хӑлхисене вылятса, чӑнкӑртатса пыракан, шӑл тунине ыраттаракан ҫӑварлӑхне чӗлхипе тӗртсе кӑларма тӗрмешсе ҫирӗ.

Маштаковатый конишка Прохора на ходу тянулся к траве, срывая губами то ветку донника, то желтый венчик сурепки, то кустик горчука; срывал и ел, двигая сторожкими ушами, стараясь выкинуть языком гремящие, натершие десны удила.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Акӑ мӗнле пуҫне ҫирӗ Алексей!

Вот как Алексей дуба дал!

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Абрамсонпа тӗл пулса калаҫнипе кӑмӑлӗ тулнӑ Бунчук унӑн инҫетри Таганрог урамӗ вӗҫӗнчи хваттерне ҫитрӗ те кӗнекесем хурса тултарнӑ пӗчӗк пӳлӗмре канса ларчӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫирӗ, Абрамсон ҫырӑвне хваттер хуҫи-хӗрарӑма парса, кравать ҫине выртрӗ.

Весь под теплым впечатлением встречи с Абрамсоном он дошел до его квартиры, где-то в конце Таганрогского, отдохнул в маленькой, заваленной книгами комнатке, пообедал, предъявил записку Абрамсона квартирной хозяйке, — прилег на кровать.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ваттисем кӳренесрен хӑраса, вӑл каҫхи апата юлчӗ, сӗтел хушшинче савӑнӑҫлӑ пулчӗ, нумай калаҫрӗ, апатне те ҫирӗ

Боясь обидеть стариков, он остался ужинать и был весел, много разговаривал, охотно ел…

XXXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл Кривцов ҫине те, Голубева ҫине те пӑхмарӗ, ним чӗнмесӗр ҫирӗ, ҫисе тӑрансан агитпунктра ҫынсем пухӑннӑ пулӗ тесе, тумланма пуҫларӗ.

Он не смотрел ни на Кривцова, ни на Голубеву, ел молча, а после ужина сказал, что на агитпункте, наверное, уже собрались колхозники, и стал одеваться.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех