Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 24

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.24 21:10

Пуплевӗш: 184; Сӑмах: 2571

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр ирхине Ксени ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа тӑчӗ, райкома кайнӑ чухне унӑн кӑмӑлӗ яланах хавас пулнӑ, унта ӑна яланах ҫӗнӗ ӗҫсем, ҫынсем кӗтнӗ, унта вӑл кирлӗ пулнӑ.

Юлашки талӑк хушшинче хӑй тӳссе ирттерни халӗ ӑна питӗ хытах кӳрентермен. Ҫӗр каҫиччен нумайӑшӗ манӑҫа юлнӑ, Ксени Пробатов умӗнче кӑштах аптраса тӑчӗ, Дымшакова нимӗн те ӗнентереймерӗ пулин те, халӗ вӑл ӑна малтанхинчен те ытларах сивлерӗ.

Ксение пӗр япала — обком секретарӗ хӑйне питӗ лӑпкӑ, кунӗ тыткалани кӑна иментерчӗ; вӑл колхоза ӑнсӑртран ҫеҫ кӗрсе тухма шутланӑ пуль те, ҫавӑнпа васкавлӑ выводсем тӑвасшӑн пулмарӗ ӗнтӗ.

Ксени, тӳрех кринкӑран сивӗ ҫӗт сыпса, ҫӑкӑр татӑкӗ ҫирӗ те, пальто аркине утнӑ ҫӗртех хупласа, урама сиксе тухрӗ.

Ура айӗнче тротуар хӑмисем лӑчӑртатса илчӗҫ, уҫӑ, нӳрлӗ ҫил питрен ҫупӑрларӗ. Сайралса, сирӗлсе пырса, урам тӑрӑх тӗтӗм тӗслӗ тӗтре татӑкӗсем ишеҫҫӗ-ха, анчах ял ҫинче тӳпе тасалса пырать ӗнтӗ, нӳрпе шӳсе сарӑлнӑ, хуралса кайнӑ чус витнӗ ҫурт тӑррисем ҫинчен ҫумӑр тумламӗсем сӑрхӑнаҫҫӗ, ҫил вӗсене тата-тата антарать, пӑтранчӑк кӳлленчӗксене катрашкалатать.

«Кирек мӗнле пулсан та, Иннокентие тупса, ӑна йӑлтах каласа памалла, — шут тытрӗ Ксени. — Ун хыҫҫӑн Сергей Яковлевича каласа кӑтартма каяс».

Вӑл, ӗнер мар, виҫӗм кун Анохин унпа пӗрле ашшӗне шырама каясшӑн пулнине аса илсе, йӑл кулчӗ. Ҫапах та мӗнле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл! Епле эпӗ пӑлханни-хумханнине чӗри патне ҫывӑх илет! Тӗрӗссипе каласан, кам пӗлет, ҫав каҫ унпа кайнӑ пулсан, ҫак усал элеклӗ япала пулман та пулӗччӗ-и, тен.

Ксенин туйӑмӗсем Иннокентий Анохина юратнинчен ытларах ӑна чунтан хисепленине, ӑна хӑнӑхнине палӑртнӑ темелле. Мажаров кайсан, Ксенин пӗтӗм ӑш-чикки хытса ларнӑ пек пулнӑ. Арҫынсем ҫыпҫӑнма тӑрӑшни ӑна кӳрентернӗ, кам та пулин ун аллине палӑртмаллах ачашшӑн тытсан, унӑн, аллине туртса илсе, ҫав ҫынна ҫупкӑ парас килнӗ. Вӑл, арҫынсенчен мӑшкӑллӑн кулса, хӳтӗленнӗ, вӗсене яланах асӑрхамӑш пулнӑ.

Иннокентий Павлович Ксенишӗн пӗрремӗш путлӗ арҫын пулнӑ. Анохин ун ҫине тӳрех юлташла пӑхнӑ, ӗҫре туслӑ канашсем панӑ, Ксени унран хӑш-пӗр арҫынсем питӗ юратакан килӗшӳсӗр шӳтлӗ сӑмахсем те, анекдотсем те илтмен, вӑл пулӑшма тӑрӑшнине тав туса йышӑннӑ.

Ксени кирек мӗн чухлӗ те Анохинпа пӗрле пулма пултарнӑ, ку лайӑх мар-ҫке текен шухӑш пуҫӗнче пачах пулман. Анохин хӑйне пуринпе те пӗр пек тыткаланӑ, яланах лайӑх йышӑннӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑн калаҫнӑ, Ксение райкомра ӗҫлекен ытти хӗрарӑмсенчен нимӗнпе те уйӑрман.

Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: пӗр вунӑ ҫул каялла Анохинӑн юратнӑ арӑмӗ вилнӗ, ҫак сӑлтавпа, арӑмӗ вилни ҫинчен ӑна нимӗн те аса ан илтертӗр тесе, вӑл тепӗр района куҫнӑ, хӑйӗн чӗлхесӗр йӑмӑкӗпе пурӑннӑ, уншӑн сахал мар тӑрӑшнӑ, ҫапла вара, вӑл ҫӗнӗ ҫемье тӑвас шухӑша пӑрахнӑ пек пулнӑ.

Пӗррехинче Ксение ҫынсем вӑрттӑн ҫапла каласа кӑтартнӑ. Пӗр тӑватӑ ҫул каялла, шӑпах Ксени кунта килес умӗн, Анохин Ксени тантӑшне, унпа шкулта пӗрле вӗреннӗ Лизӑна хытах юратса пӑрахнӑ, тен, вӑл хӑйӗн пурнӑҫне унпа пӗрлештернӗччӗ те пулӗ, анчах Лизӑ, янтӑ колхоз пуянлӑхне ӑмсанса, суд тенкелӗ ҫине лекнӗ. Ку Анохиншӑн пысӑк хуйхӑ пулнӑ, вӑл ҫулталӑк ытла нимӗн тума пӗлмен, тӗксӗм ҫӳренӗ, никампа та интересленмен. Ҫакна халӑх хушшинчи сас-хура вӑл Лизӑна ҫаплах юратнипе, хӗр таврӑнасса кӗтнипе ӑнлантарса панӑ. Анчах Ксени ун ҫӑмӑлттай тантӑшне ҫавӑн пек пусӑрӑнкӑллӑ та ӑслӑ ҫын юратса пӑрахма пултарнине темӗншӗн ниепле те ӑнланма пултарайман.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Ксенин Иннокентипе пӗрмаях калаҫас килекен пулнӑ. Иннокентий командировкӑра пулнӑ кунсенче вӑл хӑйне темскер ҫитмен пек туйӑннине асӑрханӑ. Пӗррехинче Иннокентий икӗ эрнене яхӑн пулман. Килнӗ кун Ксени ӑна райком коридорӗнче курнӑ та ун патне чупса пынӑ.

— Ӑҫта пит нумай пултӑр эсир? Эпӗ сирӗнсӗр шутсӑр тунсӑхларӑм!

Анохин вӑрӑм та пушӑ коридора куҫ хӳрипе пӑхса илнӗ.

— Эпӗ сирӗнсӗр яланах тунсӑхлатӑп, эсир юнашар чухне те, — тенӗ те вӑл, ун куҫӗсем кулма пӑрахнӑ.

Коридор вӗҫӗнче алӑк халтлатнӑ, Анохин урӑх пӗр сӑмах та чӗнмен, ҫаврӑннӑ та Ксени патӗнчен кайнӑ. Тепӗр минутранах Ксени унӑн нимӗнле туйӑмсӑр, хумханмасӑр тухакан тикӗс сассине, хуллен кулнине илтнӗ.

Ҫакӑ Ксенишӗн ытла та тӗлӗнмелле пулнӑ, вӑл, ахаль чухне хӗрелсе каяканскер, халӗ хӗрелме те ӗлкӗреймен. Тен, ӑна илтӗннӗ пек ҫеҫ туйӑнчӗ пуль? Анчах тепӗр сехетрен канашлура вӑл Иннокентийӗн ялкӑшса, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе тӗл пулнӑ та, малашне мӗн пулассине туйнипе ун чӗри ыратса кайнӑ.

«Ун умӗнче халӗ мӗнле тытмалла манӑн хама? — шухӑшланӑ вӑл аптраса, Иннокентие каллех тӗл пуласран хӑраса. — Вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ, лайӑх ҫын, анчах эпӗ пачах юратмастӑп-ҫке ӑна!»

Ксени хӑйне унпа ҫителӗклӗ таран хытӑ тытманшӑн айӑпланӑ, Анохин ҫине тӑрсах ҫулӑхасран, хӑй юратни ҫинчен каласа, тупа туса йӑлӑхтарасран хӑранӑ.

Анчах малтанхи тӗл пулурах хӑйне Анохин нимӗн те пулман пек тыткаланӑ та, Ксени лӑпланнӑ. Тепӗр икӗ эрнерен Ксени ун патне татах канаш ыйтма чупса пынӑ, вара вӗсем каллех, леш коридорти канӑҫсӑр калаҫу пулман пекех, темӗн ҫинчен те пакӑлтатнӑ. Иннокентий унчченхи евӗрлех Ксение кинона чӗннӗ, Ксени хирӗҫ пулман, унтан вӑл ӑна килне ҫитиччен ӑсатса янӑ, сӑпайлӑн сывпуллашнӑ та пӑрӑнса утнӑ. Кӑҫалхи хӗлле вырсарникунсенче вӗсем йӗлтӗрпе сӑртсем хушшине ярӑнма ҫӳренӗ, нимрен те хӑрамасӑр чӑнкӑ ҫӗртен сикнӗ, ачасем пек, кӑпӑш юр ӑшне пашлатнӑ, Ксени телейлӗ те савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Пӗррехинче ҫапла, вӑл ахӑлтатса кулса кӗрт ӑшӗнчен йӑраланса тухнӑ чухне, Анохин ӑна йӗлтӗр ҫине тӑма пулӑшнӑ, унтан хӗрелсе, ӗшенсе кайнӑскерне сасартӑк ытамласа илнӗ, унӑн кулакан тутисене хӑйӗн тутисемпе хупланӑ. Ксени ӑна тӗксе яман. Халӗ Иннокентий уншӑн учченхи пек «нимӗн те мар» пулман ӗнтӗ. Чӑнах та, Ксени ӑна тахҫан Константин Мажарова юратса пӑрахнӑ пек юратман, анчах хӑйне пӗр-пӗр пурнӑҫра нимӗн курман ҫамрӑк каччӑ мар, пурте хисеплекен, пусӑрӑнкаллӑ ҫын юратса пӑрахни савӑнтарнӑ. Иннокентий хитре сӑмахсем каламан, нимӗн те пама пулман, анчах Ксенин ӑна ӗненес килнӗ. Ҫынсем пӗрле пуласшӑн пулсан, ку вӑл чи кирли мар-и вара?

Ҫав асра юлнӑ кун хыҫҫӑн Иннокентий Ксение качча тухма пӗрре ҫеҫ мар ыйтнӑ, анчах вӑл унашкал пысӑк утӑм тума темӗншӗн нимӗнле те пултарайман, ниепле пысӑк сӑлтав пулман пулин те, Ксени васкаман, хӑйӗнне хӑй темскер ҫаратасран хӑранӑ пек, темскер кӗтнӗ…

Райкомӑн икӗ хутлӑ ҫурчӗ ҫинче хӗрлӗ ялав ҫилпе ҫатӑлтатать, вӑл пӗлӗтсем хушшипе шӑтарса тухнӑ хӗвел ҫутатнипе вут-кӑваррӑн хыпса илчӗ. Ксени, пӗр самантлӑха площадьре чарӑнса, ялав ҫине, йӑлтӑртатса тӑракан чӳречесем ҫине, утса пыракан Ленинӑн райком умӗнчи пекех пысӑк мар скульптури ҫине савӑнса пӑхса тӑчӗ.

Иккӗмӗш хутӑн пушӑ та ҫутӑ коридорӗнче Ксени чарӑнчӗ: телефонсем тӗрлӗ саслӑн шӑнкӑртаттараҫҫӗ, машинисткӑ пӗр чарӑнмасӑр шакӑртаттарать, пӳлӗмсенче тавлашнӑ сасӑсем кӗрлеҫҫӗ. Коридорӑн икӗ енӗпе те дерматин сӑрнӑ алӑксем ҫинче пайсен ячӗсене ҫырнӑ кантӑк табличкӑсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, стенасем ҫинче хӗрлӗ пусма ҫине ҫырнӑ лозунгсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Пӗрремӗш секретарь патне кӗмелли пӳлӗмӗн алӑкӗ ҫурри уҫӑ тӑрать те, сӗтел хушшинче ларакан сарӑ сӑн-питлӗ Варенькӑ тӳрех кӑшкӑрса ячӗ:

— Яранцева юлташ! Ксения Корнеевна! Сире Сергей Яковлевич темиҫе хут та ыйтрӗ!

«Ну вӑт, иртсе каяймарӑм! — кӳренчӗклӗн шухӑшларӗ Ксени. — Иннокентий канашӗсемсӗрех каласа кӑтартма тивет ӗнтӗ».

Коробин сӗтел патӗнче темӗнле хутсем майлаштарса тӑрать. Алӑк чӗриклетнине илтсен, вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те сасартӑк савӑнӑҫлӑн йӑл кулчӗ.

Вӑл питӗ таса хырӑннӑ, пит ҫӑмартийӗсем кӗрен тӗслӗн ҫуталаҫҫӗ, одеколон сапнӑ, ахаль чухне шанмасӑр пӑхакан чакӑр куҫсем паян Ксени ҫине ырӑ кӑмӑллӑн та хаваслӑн пӑхаҫҫӗ.

— Кӗрӗр часрах. Эпӗ сире тахҫанах кӗтетӗп!

Ксени ӑна пур енчен те кӑмӑлланӑ — вӑл хӑйне яланах тӑп-тӑп та ҫирӗп тыткаланӑ, аллисене хӑвӑрт та кӑшт ҫеҫ сула-сула илнӗ, сӑмахӗсене виҫсе, тӗрӗс те кӗскен каланӑ — ытлашши нимӗн те ҫук, пурте хай вырӑнӗнче, пурте килӗшӳллӗ. Анчах паян унӑн сӑнарӗнче темскер ҫӗнни, ӑна хавхалантараканни, хумахантараканни пур тейӗн, вӑл ҫавна Ксение те пӗлтересшӗн пулнӑ пек туйӑнать.

— Пултаратӑр эсир, Яранцева! — терӗ Коробин хыттӑн та савӑнӑҫлӑн. — Тӳррипе калатӑп — эсир хӑвӑра ҫавнашкал ҫирӗп те паттӑр тытасса кӗтменччӗ эпӗ. Ларӑр та пӗтӗмпех йӗркипе каласа парӑр…

Коробин хӑйӗн яланхи шупка симӗс тӗслӗ кительне тӑхӑннӑ, вӑл унӑн кӗрнек те яштака кӗлеткине тӗлӗнмелле килӗшет. Юлашки ҫул хӑш чухне тӗттӗм кӑвак костюм, ҫутӑ кӗпе тӑхӑннӑ, галстук ҫакнӑ пулин те, вӑл ҫак кителе юратнӑ пулмалла. Костюмпа чухне Коробин хӑйӗн тавра пухӑннӑ ҫынсенчен уйрӑлса таман, ытти ҫынсем пекех пухнӑ, кительпе вара кӑштах хаяртарах та хӑй патне пули-пулми пыма ҫук ҫын пек курӑннӑ, Ксени шучӗпе, районти пӗрремӗш ҫын шӑпах ҫапла пулмалла та ӗнтӗ. Ку хӑйӗншӗн ҫеҫ мар, ытларах вӑл ертсе пыракан учрежденин ӗҫӗпе авторитечӗшӗн кирлӗ.

Нумай работниксем ҫакӑн пек хытӑ та хупӑнчӑк пуҫлӑхсене сивленине, вӗсене «сухари» тесе чӗннине Ксени пӗлнӗ, анчах вӗсен шухӑшӗпе килӗшмен. Вӑл кирлӗ мар чӑрсӑрлӑхпа сӑпайсӑрлӑха юратман, анчах Коробин хӑйне пуринпе те хытӑ тыткаланине хӗрсе кайсах тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ. Вӑл, ытлашши ырӑ кӑмӑллӑ пулса, мӗн чухлӗ те пулин хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсемпе хӑйне ҫемҫен тыткалама пуҫласан, кирек мӗнле пулсан та, ҫав ҫынсем хӑйсене ытлашши ирӗккӗн, унпа тан тыткалама пуҫланӑ пулӗччӗҫ. Ку вара е маларах, е каярах пӗр-пӗрин айӑпӗсемпе йӑнӑшӗсене каҫарасси патне, принциплӑха пӗтӗмпех ҫухатасси патне илсе пынӑ пулӗччӗ. Коробин хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнине пӑхӑнман, хӑйне ирӗке яман, ҫавӑнпа никам ҫине те малтанах иккӗленӳллӗн пӑхман, ун ыттисенчен те питӗ хытӑ ыйтма мораллӗ тивӗҫ пулнӑ. Ҫынсем те, куҫ хыҫӗнче пурте пекех Бахолдин старике ытларах хисепленӗ пулин те, хӑйсен пуҫлӑхӗ — Коробин пӗр кӑлтӑксӑр пулнине курса, ун умӗнче тулашӗнчен типтерленнӗ ҫеҫ мар, чун-чӗрине те хытарнӑ.

Коробин Ксение, хура куҫ харшисене пӗрлештерсе, тимлӗн, пӳлмесӗр итлерӗ, пуҫне сула-сула илчӗ.

— Ксения Корнеевна, сирӗн шутпа, обком секретарӗ мӗншӗн-ха нимӗн пирки те хӑйӗн шухӑшне пӗлтермерӗ? — ыйтрӗ вӑл.

— Ман шутпа, Иван Фомич никама та хӗсес мар, парти райкомӗн авторитетне хавшатас мар терӗ пулас. Райком пурне те тӗпчесе пӗлессе ҫирӗп шанатӑп, терӗ-ҫке-ха вӑл.

— Тӗрӗсех калатӑр пулас эсир! — килӗшрӗ Коробин, пуҫне тайса. — Тӗрӗссипе калӑр-ха, ҫав пулса иртни ҫинчен хӑвӑр мӗн шутлатӑр эсир?

Виҫӗ ҫул хушшинче Коробин Ксенипе пӗрре те ҫакӑн пек ӑшӑ кӑмӑллӑн калаҫманччӗ, ун шухӑшӗпе интересленменччӗ — ку ӑна савӑнтарчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах асӑрхануллӑ пулма хушрӗ.

— Эпӗ, Сергей Яковлевич, тен, мӗнре те пулин йӑнӑшатӑп пулӗ, анчах мана Черемшанкӑра ӗҫсем ҫӑмӑлах мар пек туйӑнать. Мрыхин парторг — пултарусӑр ҫын, час-часах ӗҫет, Лузгин ӑна хисеплемест, ним вырӑнне те хумасть, хӑйӗн айне пӗтӗрсе чикнӗ…

— Пӗтӗрсе чикнӗ пулсан, вӑйлӑ вара! — Коробин ахӑлтатса кулса илчӗ.

— Ҫапла, анчах ун пек пулсан, Лузгиншӑн нимӗнле партиллӗ контроль те ҫук-ҫке-ха! — хирӗҫлерӗ Ксени. — Колхоз ҫине Лузгин, чӑнах та, хӑйӗн именийӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнать пулмалла. Вӑл, паллах, опытлӑ председатель, хуҫалӑха пӗлсе тытса пырать, унта унран лайӑхрах кандидатурӑ ҫук та, ҫапах та эпир ӑна ытлашши иртӗнтерсе янӑ, вӑл хӑш-пӗр енӗпе картран тухма пуҫлать.

— Конкретлӑрах, — ыйтрӗ Коробин, ун пит-куҫӗ хытса ларнӑ пек пулчӗ.

— Вӑл пуринпе те тӳрккес, юнаса ҫӳрет, ҫынсемпе ҫителӗклӗ тимлӗ мар, вӗсене мӗн кирлине шута илмест, ӑна кирек кама та кӳрентерме, пынӑ ҫӗртех хӑртса тӑкма нимӗн те мар. Вӑл хытах пӑсӑлса кайнӑ, ман шутпа, вӑл чи кирлине ӑнланмасть — халӗ колхозра, пӗр-икӗ ҫул каяраххипе танлаштарсан, пачах урӑх ҫынсем вӗт…

— Вӑт кунта, Яранцева юлташ, темскер шухӑшласа кӑларнӑ эсир! — пӳлчӗ ӑна Коробин. — Ман шутпа, унта ҫынсем ӗлӗкхисемех….

— Ҫук, ҫук, Сергей Яковлевич! — терӗ Ксени тепӗр хут хӗрӳленсе. — Ӗҫ шӑпах ҫавӑнта ӗнтӗ, ҫыннисем ҫавсемех те, ҫавсемех те мар. Ну, мӗнлерех ӑнлантарса парас-ха сире…

Креслӑ ҫинче ларни ӑна хӑйне ирӗккӗн те хӑюллӑн тыткалама кансӗрленӗ пек, вӑл ура ҫине ялт сиксе тӑчӗ.

— Малтанлӑха вӗсем нимӗн те улшӑнман пек, анчах пӗр-пӗр ҫынпа калаҫса ҫеҫ кай, вара эсир тӳрех вӗсем урӑх иккенне туйса илетӗр… Ӑнланатӑр-и? Вӗсем, паллах, лайӑхрах пурӑнма пуҫланишӗн, налуксем виҫӗ пайӗнчен икӗ пайӗ е ытларах та чакнишӗн, кашни уйӑхра укҫан аванс пама пуҫланишӗн савӑнаҫҫӗ. Анчах чи кирли, чи пахи — вӗсем парти ял хуҫалӑхне ӳстерессишӗн ҫине тӑрса тытӑннине куҫ кӗретӗн кураҫҫӗ, ӗлӗк пур ҫӗрте те пекех пӗр ҫӑкӑр ҫинчен ҫеҫ калаҫатчӗҫ пулсан, халӗ вӗсене темскер ытларах кирлӗ — вӗсем хӑйсем ҫине колхозӑн чӑн-чӑн хуҫисем ҫине пӑхнӑ пек пӑхтарасшӑн, хӑйсен сӑмахне шута илтересшӗн… Лузгин вара ӗлӗкхи пекех вӗсем ҫине кӑшкӑрать. Анчах халӗ вӗсем ҫакна тӳссе тӑрасшӑн мар… Халӑх кӑмӑлсӑрри пӗтӗмпех ҫакӑнтан килет.

— Ну мӗнех, Лузгина эпир кирек хӑҫан та тӳрлетме пултаратпӑр, эпир ун ҫине лайӑх пӑхнипе ан иртӗхтӗр вӑл. — Халӗ ӗнтӗ Коробин Ксени ҫине кулмасӑр, лӑпкӑн та ҫирӗппӗн пӑхрӗ. — Кӑмӑлсӑррисем вара часах пӗтмеҫҫӗ-ха, пуриншӗн те ырӑ пулаймӑн! Сирӗнпе пирӗн задачӑ шалӑп паракансемпе кӑмӑлсӑррисен сӑмахне итлесси мар, пурин ҫине те государствӑн пысӑк интересӗсем енчен пӑхма тӑрӑшасси пулать. Пирӗн Лузгина та вӑхӑтра асӑрхаттармалла, картран ан тухса кайтӑр вӑл, Мрыхин пултараймасть пулсан, юрӑхла парторг тупмалла, анчах чи малтан пире, кунта пӑхса тӑма мар, ертсе пыма лартнине асра тытмалла. Апла-тӑк, ӗҫе хӑй тӗллӗн яма, кам мӗн тӑвас тенӗ, ҫавӑн пек тума ирӗк пама пирӗн нимӗнле правӑ та ҫук, унсӑрӑн унта еплерех кӑна демократи туса хурӗҫ те пире райкомра пӗр кун та тытмӗҫ.

— Эпӗ килӗшетӗп сирӗнпе, — Ксени, кӑштах лӑпланса, каллех креслӑ ҫине ларчӗ. — Анчах обком секретарьне мӗн калӑпӑр-ха эпир ку колхоз ҫинчен?

— Ҫакӑн пирки чӗнтӗм те эпӗ сире, — терӗ Коробин ура ҫине тӑрса. — Ман шутпа, пирӗн ӑна ӗҫпе кӑтартмалла — йӗрке тӑвӑпӑр, председателе тустарса илӗпӗр, ҫемҫешке парторга кӑларӑпӑр, Дымшакова ун партиллӗ тивӗҫӗсем ҫинчен аса илтерӗпӗр, дисциплинӑна хытарса, пурне те йӗркене кӗртӗпӗр. Часах колхозра отчетпа суйлав пухӑвӗ пулмалла, хатӗрлӗр те ҫав пухӑва ирттерӗр.

— Эсир хӑвӑр кайса килсен, лайӑхрах мар-и унта, Сергей Яковлевич? — ыйтрӗ Ксени. — Пухӑва инструктор ирттернӗ чухне вӑл пӗр ӗҫ, секретарь хӑй пырсан, тепӗр ӗҫ… Сумлӑрах, авторитетлӑрах темле!

— Темиҫе ҫул каялла эпӗ те ҫавӑн пекех иккӗленеттӗм, — терӗ Коробин, кӑшт мухтанарах. — Партин ертсе пыраканнисем хатӗр ҫуралмаҫҫӗ. Эпӗ аслӑрах юлташсенчен вӗреннӗ. Эсир те, тен, манран мӗн те пулин илӗр, анчах сире хӑвӑр тӗллӗн, ҫавӑтса пыракансӑр ӗҫлеме вӑхӑт ӗнтӗ. Мӗнле те пулин йывӑрлӑхсем пулсан, шӑнкӑртаттарӑр — сире яланах хавассӑн пулӑшӑп.

Ксени секретарь хушнине тӑваймасран хӑраман, вӑл хӑйне ҫавнашкал ҫӑмӑл мар ӗҫ шанса панишӗн савӑннӑ та темелле, анчах ун хӑйне канӑҫ паман, иккӗлентерекен шухӑшӗсене каласа парас, колхоза кайнӑ чухне ӑшӗ вырттӑр тесе, мӗнле те пулин ҫирӗп шухӑш патне пырас килнӗ. Вӑл хӑйне Дымшаковпа мӗнле тыткаламаллине пӗлмен, ӑна ҫав ҫынпа тӑванла хутшӑнусем ҫыхӑнтарса тӑнӑран мар, ҫук — принципсемшӗн пулсан, вӑл кирек кампа та, хӑйӗн мӗн пур кил-йышӗпе те вӑрҫса кайма пултарнӑ, — Дымшаков кӑмӑлсӑрринче, вӑл хӗрсе кайса, пӗр чарусӑр питленинче кӑштах тӗрӗс калани те пулнӑран, ҫаксенчен ним мар пӑрӑнса иртме юраманран — пӗлмен. Анчах ун иккӗленчӗк шухӑшӗсем пирки Коробин: ку ӗҫе тытӑнма аптраса тӑрать, пӗлмест, пултараймасть, тесе шутласран хӑраса, Ксени чӗнмерӗ.

— Пӗрлештересси пирки мӗнле тата, Сергей Яковлевич? — чылаях хӑранӑ пек аса илчӗ вӑл. — Пухура ун ҫинчен те ыйту лартма пултараҫҫӗ вӗт.

Коробин, куна кӗтменскер, пӗр саманта шухӑша кайрӗ, пресс-папьепе папкине пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре илсе хучӗ.

— Ман шутпа, пирӗн, ку ӗҫе хутшӑнса, хамӑр тӑвас тенӗ пек тума хистемелле мар. Пурне те тӗплӗн шухӑшласа пӑхса пӗрлешме кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтерсен, тархасшӑн, хирӗҫ пулмастпӑр. Анчах халлӗхе коммунистсене пухӑр, правлени членне суйламалли ҫынсем ҫинчен калаҫӑр, кайран куҫ курать унта… Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пултӑр!

Коробин ун аллипе тытса чӑмӑртарӗ, Ксени алӑк патне ҫитеспе вӑл ӑна каллех чӗнчӗ:

— Каҫарӑр, Яранцева юлташ! Пачах пуҫран тухса ӳкнӗ — сире саламлама маннӑ!

— Мӗнпе?

Секретарь аллинче хаҫат кӑпӑртатса илчӗ, Ксени хӑлхисемпе пит ҫӑмартисем ирӗксӗрех пӗҫерсе кайнине туйрӗ.

— Мӗншӗн шарламастӑр эсир кун ҫинчен?

— Ман кунта ним ӗҫ те ҫук, Сергей Яковлевич! Чӑнах та!

— Ан тунӑр ӗнтӗ сӑпай пулса. Эсир пысӑк ӗҫ тӑватӑр, эпир сирӗн пуҫарӑва саламлатпӑр. — Коробин сӗтел хушшинчен тухрӗ те, Ксени умӗнче ҫап-ҫут тасатнӑ аттисене чӗриклеттерсе, пӗрре атӑ кӗлли, тепре атӑ пуҫӗ ҫине пускаласа тӑчӗ. — Хӑвӑрӑн пӗтӗм ҫемьене калӑр: парти райкомӗ мухтавлӑ патриотла пуҫарӑва ырлать, сирӗн ҫемьене пур майпа та пулӑшма тӑрӑшӗ.

Ксени халӗ Коробина кунта хӑйӗн нимӗнле ӗҫ те ҫуккине кӑтартса пама тӑрӑшни усӑсӑр пулнине ӑнланчӗ.

— Сирӗн ҫемье вӑл — пуҫламӑш ҫеҫ-ха! — терӗ Коробин, хавхаланнӑҫемӗн хавхаланса. — Вӑт нумай пулмасть эпир Мускавран пӗр ҫыру илтӗмӗр — чылаях ответлӑ юлташ Министерствӑран пирӗн района ӗҫлеме килесшӗн. Ун хыҫҫӑн хӑй ирӗкӗпе ыттисем те тапранаҫҫӗ — ҫапла вара, малалла ӗҫсем лайӑх каяҫҫӗ пирӗн.

Ҫак хыпарпа интересленме ӑна мӗн хистенине Ксени хӑй те пӗлмерӗ.

— Мӗн туртать-ха ӑна пирӗн района? — ыйтрӗ вал.

— Вӑл кунта ҫуралса ӳснӗ пулас, — кӑмӑллӑн ӑнлантарчӗ Коробин. — Главкра ӗҫленӗ, халӗ ун практикӑлла ӗҫе каяс килет.

— Кунтисем-и? — ыйтрӗ Ксени тепӗр хут, ӑшӗ вӑркама пуҫланине туйса. — Ӑнсӑртран астумастӑр-и эсир, кам?

— Халех пӗлетпӗр ун хушаматне. — Коробин хут купи ӑшӗнче чаваланчӗ те кӑвак конверт шыраса тупрӗ. — Вӑт, тархасшӑн, Мажаров…

Ксени куна кӗтменнипе тайӑлса кайрӗ, ӑна пӗрре вӗрилентерсе ячӗ, тепре шӑнтса пӑрахрӗ. Вӑл ним тума пӗлменнине курса, секретарь ыйтрӗ:

— Эсир мӗн… Пӗлетӗр-им вӑл ҫынна?

— Ҫапла… э-э, ҫук, ҫук! — Ксени шӑнса кӳтнӗ ҫын евӗр сиввӗн те ирӗксӗртереххӗн кулса илчӗ. — Тен, вӑл эпӗ шухӑшлаканни те мар. Инициал мӗнле ун?

Ксени урӑх нимӗн ҫинчен те ыйтса тӑрас марччӗ, хӑвӑртрах тухса каясчӗ ҫеҫ, тесе шухӑшларӗ, анчах вӑл тӗпсӗр ҫырма хӗрринче тӑнӑ пек тӑчӗ, ӑна ҫӗнмелле мар хӑрушӑ вӑй аялалла туртрӗ.

— Вӑл Константин Андреевич ятлӑ.

Ксени пуҫ ҫаврӑнса каймалла чӑнкӑ ҫырма хӗрринче чарӑнса тӑнӑ пек пулчӗ, унтан хӑйне алла илчӗ те ялкӑшакан йӑлтӑркка куҫӗсене Коробин ҫине ҫӗклерӗ.

— Сергей Яковлевич, эпӗ сире асӑрхаттарас тетӗп — терӗ Ксени чӗтревлӗ сасӑпа. — Мажаров пек ҫынпа пӗр районта ӗҫлеместӗп эпӗ! Темӗн тусан та! Пӗлсех тӑрӑр!

Вара вӑл, Коробин ӑна чарма тӑрӑшса мӗн каланине хӑлхана чикмесӗр, кабинетран вирхӗнсе тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех