Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XVI

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 18:46

Пуплевӗш: 619; Сӑмах: 5324

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Дарьйӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, темиҫе кун ӗнтӗ, Наталья хӑйне темле усал тӗлӗк йывӑррӑн тӑвӑнтарса тертлентернӗ, анчах ыйхӑран вӑранма ниепле хал ҫитереймен пек асапланса пурӑнчӗ. Вӑл Прохор Зыков арӑмӗ патне кайса килме майлӑрах йӳтӗм шырарӗ, повстанецсем каялла чакнӑ вӑхӑтра Григорий Вешенскинче мӗнлерех пурӑнни, унта вӑл Аксиньйӑпа курнӑҫнипе курнӑҫманни ҫинчен шӗкӗлчесе пӗлесшӗн пулчӗ. Епле пулсан та ун упӑшкин айӑпне ӗненсе ҫитесси килчӗ, Дарья сӑмахӗсене вара шанчӗ те, шанса та пӗтермерӗ.

Каҫ пулса ҫитсен, вӑл, хулӑпа уни-куни тимсӗррӗн сулкаласа, Зыковсен тӗлне пырса тухрӗ: Прохор арӑмӗ килти ӗҫсене пуҫтарса пӗтернӗ те хапха умӗнче ларать.

— Сывӑ-и, жалмерка? Пирӗн пӑрӑва курмарӑн пулӗ? — ыйтрӗ Наталья.

— Турра тав, тӑванӑм! Ҫук, курман.

— Ытла пит янккамас ҫав, эсрел: кил тӗлне пӗлмест! Аптрасах ҫитрӗм: таҫта шырамалла ӗнтӗ.

— Чим, кан кӑштах, тупӑнӗ-ха. Хӗвелҫаврӑнӑш ҫитерем-и?

Наталья ун ҫумне пырса ларчӗ. Хӗрарӑмсем хушшинче яланхи хайласӑр калаҫу пуҫланчӗ.

— Служивӑй пирки сас-хура илтӗнмест-и? — йӳпсӗнсе ыйтрӗ Наталья.

— Ним хыпар та ҫук. Шыва путнӑ, тейӗн, анчихрист! Санӑн мӗн, е темскер ҫырса ячӗ-и?

— Ҫук. Ҫырма пулнӑччӗ Гриша, темскер ҫырмасть-ха ҫаплах. Пирӗннисем таҫта Усть-Медведица леш енне кайнӑ пек калаҫаҫҫӗ, урӑх нимӗн те илтмен. — Наталья сӑмаха казаксем нумай пулмасть Дон леш енне чакса кайни ҫине пӑрса ячӗ, служивӑйсем Вешенскинче епле пурӑнни тата вӗсемпе пӗрле хутор ҫыннисенчен кам-кам пулни ҫинчен асӑрханса ыйтма пуҫларӗ. Прохорӑн чее ӑслӑ арӑмӗ Наталья хӑй патне мӗн сӑлтавпа килнине чухласа илчӗ те ыйтусем ҫине ытлашши сӑмахсӑр, типпӗн кӑна хуравласа калаҫрӗ.

Упӑшки сӑмахӗнчен вӑл Григорий пирки пӗтӗмпех пӗлет, анчах чӗлхи кӗҫӗтрӗ пулин те, Прохор хытарса хӑварнине астуса, каласа кӑтартма шикленчӗ. «Пӗлнӗ пул, — терӗ ӑна Прохор, — кун ҫинчен кама та пулин хӑрах сӑмах персе яр ҫеҫ, — пуҫна вутӑ каски ҫине хуратӑп та, чараксӑр чӗлхӳне аршӑн тӑршшӗ туртса кӑларса, пуртӑпа качлаттарса тататӑп. Кун ҫинчен сас-хура Григорий хӑлхине кӗтӗр кӑна — вӑл мана ҫавӑнтах, пӗр шухӑшласа тӑмасӑр ҫапса пӑрахать! Мана ахаль те эсӗ йӗрӗнтерсе ҫитертӗн, пурнӑҫне курасси пулмарӗ-ха. Ӑнлантӑн-и? Эппин, йытӑ вилли пек шӑпӑрт ҫӳре!»

— Вёшкинче сан Прохор Аксинья Астаховӑна курман-и тата? — хальхинче тӳрех ыйтрӗ чӑтӑм ҫухатнӑ Наталья.

— Ара, ӑҫтан курма тивтӗр-ха ун! Вӗсен вӑл шухӑш пулнӑ-и унта? Тупата турӑшӑн та, нимӗн те пӗлместӗп, Мироновна, ҫавӑнпа ан та ыйт кун пирки манран. Ман шурӑ шуйттан йышшискерпе этем ӗретлӗ калаҫаймастӑн. Пӗтӗм сӑмахӗ те ун — ҫавна пар та куна ил кӑна.

Нимсӗрех уйрӑлса кайрӗ вара пушшех те хытӑ вӗчӗрхенсе пӑлханма тытӑннӑ Наталья. Анчах вӑл ним пӗлменнипех юлма пултараймарӗ. Шӑпах ҫакӑ хӗтӗртрӗ те ӑна Аксинья патне кӗме.

Кӳршӗллӗ пурӑннӑ май, вӗсем юлашки ҫулсенче час-часах тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрне нимӗн чӗнмесӗр пуҫ тайса иртрӗҫ, хушӑран кӑштах калаҫкаларӗҫ те. Тӗл пулнӑ самантсенче сывлӑх сунмасӑр, пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхнӑ вӑхӑт иртрӗ; хире-хирӗҫ курайманнин малтанхи ҫивӗчлӗхӗ мӑкалса пычӗ, ҫавӑнпа та Наталья, Аксинья патне кайнӑ май, вӑл ӑна хӑваласа ямасса тата, никам ҫинчен калаҫмасан та, Григорий пирки пурпӗр калаҫасса шанчӗ. Ҫавӑн пек шухӑшласа, вӑл йӑнӑшмарӗ.

Ҫав тери тӗлӗннине пытармасӑр, Аксинья ӑна курницӑна иртме сӗнчӗ, чӳрече каррисене карчӗ те хӑйӑ ҫутрӗ.

— Мӗн ырӑпа килтӗн? — ыйтрӗ вӑл.

— Эпӗ сан пата ырӑпа килес ҫын мар.

— Япӑххине кала, эппин. Григорий Пантелеевичпа инкек пулман пулӗ?

Аксинья ҫакна пӗтӗм чӗререн, ҫав тери хыпӑнса ӳкнине пытараймасӑр ыйтрӗ те, Наталья йӑлтах ӑнланчӗ. Пӗр пуплеврех пӗтӗм Аксинья курӑнчӗ, вӑл мӗн ӗмӗтпе пурӑнни тата мӗнрен хӑрани витӗр сисӗнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, тӗрӗссипе, Натальйӑн вӑл Григорий пирки мӗн шухӑшласа пурӑнни ҫинчен ыйтса та тӑмалла марччӗ ӗнтӗ, анчах тухса каймарӗ-ха вӑл. — Ҫук, упӑшка чипер сывах-ха ман, ан хӑра, — терӗ вӑл, хуравлама васкамасӑр.

— Эпӗ хӑрамастӑп та. Куна мӗншӗн апла калатӑн? Ун сывлӑхӗшӗн сан кулянса пурӑнмалла, ман хамӑнах хуйхӑ-суйхӑ ҫителӗклӗ. — Аксинья ирӗклӗн калаҫрӗ, анчах питне юн тапса хӑпарнине туйса, сӗтел патне утса пычӗ те, хӑна еннелле тӳртӗн тӑрса, чип-чипер ҫунакан лампӑнах чылайччен майланҫи пулса аппаланчӗ.

— Сан Степанран мӗн те пулин хыпар пур-и тата?

— Нумай пулмасть салам каласа янӑ.

— Чипер сывах-и вӑл?

— Ҫапла-тӑр ҫав. — Аксинья хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ.

Кунта та вӑл суйма, хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне пытарма пултараймарӗ: унӑн сӑмахӗнчен упӑшки шӑпи ӑна пачах шухӑшлаттарманни уҫҫӑнах сисӗнчӗ те, Наталья ирӗксӗррӗн кулса илчӗ…

— Эсӗ уншӑн питех кулянмастӑн пулас… Ну, ку — сан ӗҫ-ха. Эпӗ акӑ мӗн пирки килсеттӗм: хуторта Григорий каллех сан ҫумна ҫыпӑҫать, вӑл киле килсен, иксӗр тӗл пулатӑр текен сӑмах ҫӳрет. Чӑн-и ку?

— Тупнӑ камран ыйтма! — терӗ тӑрӑхласа Аксинья. — Эппин, хам ыйтам санран: чӑн-и ку, ҫук-и?

— Хӑратӑн тӗрессине калама?

— Ҫук, хӑрамастӑп.

— Апла пулсан кала: пӗлем эпӗ, урӑхран тен асапланам мар. Мӗншӗн-ха ман ӑша ыт-ахаль вӑркаттармалла?

Аксинья, хура куҫ харшисене сиктерсе илсе, куҫӗсене хӗстерчӗ.

— Манран пурпӗр сана шеллесси пулмасть, — хиврен татса хучӗ вӑл. — Пирӗн иксӗмӗрӗн ҫапла: эпӗ асапланатӑп — сана лайӑх, эсӗ асапланатӑн — мана лайӑх… Иксӗмӗр пӗр япалана уйӑратпӑр-ҫке-ха? Ну, малашне пӗлнӗ пул тесе, чӑн-чӑннине калатӑп. Пурте ку тӗрӗс, ним ҫукран сӑмах тумаҫҫӗ. Григорие эпӗ каллех хам ҫума ҫавӑртӑм, тек ӑна алӑран вӗҫертмӗп тесе тӑрӑшӑп. Ну, мӗн тӑвӑн-ха эсӗ кун хыҫҫӑн? Чӳрече кантӑкӗсене ҫапса ҫӗмӗрӗн-и е ҫӗҫӗпе чикетӗн?

Наталья ура ҫине тӑчӗ, пиҫӗ хулла тӗвӗлесе кӑмака патне пӑрахрӗ те яланхи пек мар ҫирӗп сасӑпа хуравларӗ:

— Халӗ сана нимӗнех те усал тумастӑп. Кӗтсе пӑхатӑп: Григорий килтӗр те, калаҫам малтан унпа, кайран иксӗрӗнпе мӗн тӑвасси курӑнӗ. Манӑн икӗ ача, эпӗ вӗсемшӗн те, хамшӑн та тӑма пултаратӑп! Аксинья кулса илчӗ.

— Эппин, хальхаҫа ним хӑрамасӑрах пурӑнма пултаратӑп-и?

Тӑрӑхланине сисмесӗр, Наталья Аксинья патне утса пычӗ, ҫаннинчен туртрӗ.

— Аксинья! Ӗмӗрӗпе эсӗ ман пурнӑҫа пӳлсе пыратӑн, анчах хальхинче, астӑватӑн-и, ун чухнехи пек тархасласа хӑтланмастӑп. Ун чух эпӗ ҫамрӑкрах, айвантарах пулнӑ. Сана тилмӗрсе ӳкӗте кӗртӗп, эсӗ ӑнланӑн, хӗрхенӗн те Гришӑна пӑрахӑн тесе шухӑшланӑ. Халӗ апла тумастӑп! Пӗр ҫакна пӗлетӗп эпӗ: юратмастӑн эсӗ ӑна, хӑнӑхнӑран ҫеҫ ун ҫумне туртӑнатӑн. Тата хӑҫан та пулин манашкал юратнӑ-и эсӗ ӑна? Ҫук пулӗ. Эсӗ Листницкипе ерсе пурӑннӑ, кампа кӑна ерӗшмен пуль, эсӗ, чупкӑн? Юратсассӑн — апла хӑтланмаҫҫӗ…

Аксинья кӑвакарса кайрӗ, — Натальйӑна аллипе сирсе, арча ҫинчен тӑчӗ.

— Вӑл мана уншӑн ӳпкелеменнине эсӗ ӳпкелетӗн-и? Унпа мӗн ӗҫ пур санӑн? Юрӗ! Эпӗ начар пулам, эсӗ лайӑх тейӗпӗр, — урӑх тата мӗн?

— Урӑх нимӗн те. Ан ҫиллен. Халӗ каятӑп. Тавтапуҫ чӑннине пӗлтернӗшӗн.

— Кирлӗ мар, ан тав ту, мансӑр пуҫсӑрах пӗлеттӗнччӗ. Чим-ха, тӑхта кӑшт, эпӗ те чӳречесене хупма пӗрлех тухатӑп — Крыльцара Аксинья чарӑнса тӑчӗ, ҫапла каларӗ:  — Иксӗмӗр ыррӑн, вӑрҫӑ-харҫӑсӑр уйрӑлнӑшӑн эпӗ савӑнтӑм, анчах юлашкинчен акӑ мӗн калатӑп сана, ырӑ кӳршӗм: вӑй ҫитет пулсан — илетӗн ӑна, ҫук-тӑк — ан кӳрен. Хам халлӗн эпӗ те пӑрахаймастӑп ӑна. Ҫулсем ҫамрӑк мар халь ман. Эпӗ, эсӗ мана чупкӑн тетӗн пулсан та — сирӗн Дашка мар, унашкал ӗҫпе нихҫан та выляман… Санӑн хӑть ачусем пур, манӑн ав, — Аксиньйӑн сасси чӗтренсе илчӗ, янӑравсӑррӑн та хулӑннӑн илтӗнме пуҫларӗ, — пӗтӗм ҫут тӗнчипе те вӑл пӗртен пӗрре! Пӗрмӗшӗ те, юлашки те. Пӗлетӗн-и мӗн? Калаҫар мар тек ун ҫинчен. Сывӑ юлать вӑл, вилӗмрен хӳтӗлесе хӑварать ӑна ҫӳлти турӑ амӑшӗ, таврӑнать киле — хӑй суйлать…

Наталья ҫӗр каҫипе ҫывӑрмарӗ, ирхине ирех Ильиничнӑпа пӗрле пахча ҫумлама кайрӗ. Ӗҫре ӑна ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Хӗвелпе типнӗ, кӑшт тӗкӗннипех саланса каякан хӑйӑрлӑ-тӑмлӑ тӑпра муклашкисене катмакпа тикӗссӗн ватса аппаланнӑ май, вӑл халӗ сахалтарах шухӑшларӗ, кӑштах канма, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса илме тата шыв ӗҫме тесе ҫеҫ теплерен пӗрре кӗлеткипе тӳрленсе тӑчӗ.

Кӑвак тӳпе, тӑрӑх ҫил таткаласа пӗтернӗ шурӑ пӗлӗтсем шӑва-шӑва иртсе ҫухалаҫҫӗ. Хӗвел пайӑркисем хӗрсе кайнӑ ҫӗре ӗнтсе ярасла вӗтелеҫҫӗ. Хӗвелтухӑҫ енчен ҫумӑр хупланса килет. Ҫывхарса ҫитнӗ пӗлӗт татӑкӗ хӗвеле картласа илнине Наталья пуҫне ҫӗклесе пӑхмасӑрах, ҫурӑмӗпех туйрӗ: самантлӑха ҫанталӑк сулхӑнланчӗ, вӗри сывлӑшпа сывлакан хӑмӑр ҫӗр ҫине, юплӗ-юплӗ арпус аврисемпе хӗвелҫаврӑнӑшӑн ҫӳллӗ тунисем ҫине хӑвӑрттӑн кӑвак мӗлке шуса килсе выртрӗ. Ҫав мӗлке сӑрт ҫамки тӑрӑх сапаланнӑ бахчасене, шӑрӑхпа ӗнтӗркесе сӗнкнӗ курӑксене, кайӑк тислӗкӗпе вараланса пӗтнӗ усӑнчӑк ҫулҫӑллӑ кӳкенпе катӑркас тӗмӗсене витсе хучӗ. Хыттӑнрах янӑрарӗ путене питӗрленсе авӑтнӑ сасӑ, уҫҫӑнрах илтӗнчӗ тӑрисен чуна ҫупӑрласа ачашлакан юрри. Ӑшӑ курӑксене чӳхентерсе вӗрекен ҫил те ӗнтӗ малтанхи пекех вӗрин туйӑнмарӗ. Унтан хӗвел анӑҫалла шӑвакан ҫумӑр пӗлӗчӗн куҫа шартармалла шурӑ чӗнтӗрӗ хыҫӗнчен чалӑшшӑн шуса тухрӗ те ҫӗр ҫине каллех вара йӑлтӑртатса юхакан ылтӑн пайӑркисене ирӗклӗн тӑкма пуҫларӗ. Таҫта инҫетре-инҫетре, Дон хӗррипе юпленсе тӑсӑлакан кӑвак сӑртсем тӑрӑх, ҫӗре тӗксӗм ҫивиттипе пиелесе, ҫаплах-ха ҫумӑр пӗлӗчӗн сулхӑн мӗлки упаленчӗ, бахчасенче янкӑр сарӑ шерепеллӗ кӑнтӑр вӑхӑчӗ хуҫаланчӗ, пӗлӗт хӗрринче чӗлтӗрти ӑрша чӗтренсе юхрӗ, ҫӗртен тата вӑл тӑрантарса ӳстернӗ курӑксенчен чуна тӑвӑнтаракан пӑчӑ шӑршӑ кӗчӗ.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче Наталья ҫыран хӗрринче алтнӑ пусӑран кӑкшӑм тулли пӑр пек сивӗ шыв ӑсса килчӗ. Ӑна Ильиничнӑпа иккӗшӗ тӑраниччен ӗҫрӗҫ, унтан, аллисене ҫуса, хӗвел ӑшшине кӑнтӑрлахи апата ларчӗҫ. Ильинична сарса хунӑ саппун ҫине типтерлӗн ҫӑкӑр касса хучӗ, хутаҫран кашӑк-чашӑк кӑларчӗ, турӑхӗ хӗвелпе ӑшӑнса каясран витсе хунӑ кофта айӗнчен ансӑр туталлӑ кӑкшӑм илсе лартрӗ.

— Тахҫанах асӑрхатӑп-ха, эсӗ тем улшӑнсарах кайрӑн… Ай Гришкӑпа иксӗрӗн хушшӑрта тем ырӑ мар пулчӗ-и? — ыйтрӗ Ильинична, Наталья ҫиес килмесӗр ҫинине курса.

Натальйӑн ҫилпе кушӑхнӑ тути мӗскӗннӗн чӗтреме пуҫларӗ.

— Вӑл каллех Аксиньйӑпа пурӑнать, анне.

— Куна… ӑҫтан пӗлетӗн?

— Эпӗ ӗнер Аксинья патӗнче пултӑм.

— Вӑл тунмарӗ-и вара, йӗксӗк?

— Ара.

Ильинична шухӑша кайса ларчӗ. Унӑн пӗркеленчӗк пичӗ ҫинче тута кӗтессисем ҫиллессӗн хутланчӗҫ.

— Тен, юри мухтанать вӑл, ҫӗр ҫӑтманскер?

— Ҫук, анне, ку тӗрӗс, мӗн ӗнтӗ унта…

— Астуса пӗтермерӗн эсӗ ӑна… — терӗ асӑрхануллӑн карчӑк. — Куҫ вӗҫертме юрамасть унашкал упӑшкаран.

— Епле-ха астуса ҫитермелле? Эпӗ ӑна намӑса пӗлет пуль тенӗччӗ… Ӑна мӗн, юбка ҫумне кӑкарса хумаллаччӗ-и ман? — Наталья, йӳҫҫӗн кулса илсе, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле сасӑпа хушса хучӗ:  — Мишатка мар-ҫке вӑл каласа итлеттерме. Ҫӳҫӗ ҫурри кӑвакарнӑ, ҫапах ӗлӗкхине манмасть…

Ильинична кашӑксене ҫуса-шӑлса типӗтрӗ, чашӑка чӳхесе илчӗ, савӑт-сапана хутаҫа пуҫтарса чикрӗ те унтан тин ыйтрӗ:

— Пӗтӗм хуйхи те ҫавӑ ҫеҫ-и?

— Темле ҫав эсир, анне… Ҫут тӗнчерен сивӗнме ку хуйхӑ та ҫителӗклӗ!

— Вара мӗн шут тытрӑн эсӗ?

— Урӑх мӗн шут тытас-ха? Ачасене илетӗп те аннесем патне каятӑп. Тек пурӑнмастӑп унпа. Илсе пытӑр Аксиньйӑна, пурӑнтӑр. Ахаль те мӑй таран асаплантӑм эпӗ.

— Ҫамрӑкрах чух эпӗ те ҫапла шутлаттӑмччӗ, — хаш! сывласа илчӗ Ильинична. — Манӑн та ыттисенчен кая кӗрт аҫи пулман. Ӑна пула мӗн таран кулянман пуль эпӗ, калама сӑмах ҫук. Анчах тӑван упӑшкана пӑрахса кайма ҫӑмӑл мар, кирлӗ те мар тата. Пуҫ тавра шухӑшласа пӑх та лайӑх — ху куратӑн. Тата ачасене ашшӗнчен уйӑрса каясси те, — мӗнле пулать-ха ку? Ҫук, пустуй калаҫатӑн эсӗ. Ан та шухӑшла кун пирки, хушмастӑп!

— Ҫук, пурӑнмастӑп эпӗ унпа, анне, калаҫса ҫӑвар тутине те сая ан ярӑр.

— Мӗнле калаҫас мар-ха манӑн? — тарӑхса кайрӗ Ильинична. — Эсӗ маншӑн мӗн — тӑван мар тетӗн-и? Эпӗ эсрелсене сире шеллетӗп-и, ҫук-и? Каланӑ сана: кӑларса пӑрах ку шухӑша пуҫран — ӗҫӗ те пӗтнӗ. Пӑх-халӗ, ав мӗн шухӑш тытнӑ: «Каятӑп килтен!» Ӑҫта кайӑн-ши ӗнтӗ? Хӑвӑрӑннисене камах кирлӗ пуль эсӗ? Аҫу ҫук, пӳрт-ҫуртне ҫунтарса янӑ, аннӳн хӑйӗн те ют ҫынсем патӗнче кӗлмӗҫленсе пурӑнма тивӗ. Ӗнтӗ тата эсӗ те унта пуҫа пырса чикесшӗн-и, манӑн мӑнукӑмсене те хӑвӑнпа пӗрле сӗтӗрсе каясшӑн-и? Ҫук, чунӑм, пулмасть эсӗ шутланӑ пек! Таврӑнтӑр та ак Гришка, ун чух куратпӑр унпа мӗн тумаллине. Халӗ ан та пупле кун пирки, чаратӑп, итлеместӗп те!

Наталья чунӗнче чылайранпа тӑвӑнса пуҫтарӑннӑ пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑ сасартӑках тытамак тытнӑ чухнехилле хыттӑн чӗтресе ӗсӗклени ҫине куҫрӗ. Вӑл, йынӑшса ярса, пуҫӗнчи тутӑра сӳсе пӑрахрӗ, типсе кайнӑ, тараватсӑр ҫӗр ҫине пичӗпе чикӗленсе ӳкрӗ те, ҫумне кӑкӑрӗпе тӗршӗнсе, куҫҫульсӗр ӗсӗклесе ячӗ.

Ильинична — ҫак ӑслӑ та ҫирӗп чунлӑ карчӑк — вырӑнтан та хускалмарӗ. Вӑл турӑх кӑкшӑмне кофтӑпа типтерлӗн чӗркесе сулхӑна кайса лартрӗ, унтан, чашӑка шыв тултарса, Наталья патне пырса ларчӗ. Ҫакӑн пек хуйхӑран сӑмахпа пулӑшма ҫуккине вӑл пӗлчӗ; кун пек чух куҫҫуль типӗ куҫсемпе ҫӑтӑ чӑмӑртанӑ тутаран ытларах ӑша пусарнине те пӗлчӗ. Натальйӑна макӑрнӑ таран макӑрма парса, Ильинична ӗҫре хытнӑ аллине кинӗн пуҫӗ ҫине хучӗ, — унӑн ҫутӑ хура ҫӳҫӗ ҫине пӑхса, ҫирӗппӗн татса каларӗ:

— Ну, ҫитӗ! Пӗтӗм куҫҫуле юхтарса кӑлараймастӑн, тепӗр чух валли те хӑвар. Кур-ха, шыв ӗҫ.

Наталья шӑпланчӗ. Хушӑран ҫеҫ унӑн хулпуҫҫийӗсем хутлана-хутлана илчӗҫ, тата кӗлетки вӗттӗн сӑрӑлтатса чӗтрерӗ. Вӑл сасартӑк ура ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйне чашӑкпа шыв сӗнекен Ильиничнӑна тӗртсе ячӗ те, хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса тӑрса, куҫҫульпе нӳрелнӗ аллисене кӑкӑрӗ ҫумне турра кӗлтунӑ майлӑ хутлатса тытрӗ, хӑвӑрт тӑрӑлтатса, сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑна кайса кӑшкӑрчӗ:

— Турӑҫӑм! Пӗтӗмпе тинкерен кӑларчӗ вӑл мана! Хал пӗтсе ҫитрӗ кунашкал пурӑнса! Турӑҫӑм, тавӑрсам ӑна, путсӗре! Ҫулса кай унта ӑна вӗлермеллех! Тек ан пурӑнтӑр вӑл ҫут тӗнчере, ан асаплантартӑр мана!..

Хӗвелтухӑҫ енчен тӗтӗм пек явӑнса йӑсӑрланакан хура пӗлӗт ҫывхарса килчӗ. Аслати янӑравсӑррӑн кӗмсӗртетсе илчӗ. Ҫумӑр пӗлӗчӗн ҫаврака тӑррисене ялтӑртаттарса, хӑй хыҫӗнчен кукӑр-макӑр авкаланчӑк йӗр хӑварса, тӳпере куҫа йӑмӑхтармалла шурӑ ҫиҫӗм ялтлатса илчӗ. Ҫил чӑштӑртатса ларакан курӑк тунисене хӗвеланӑҫнелле аврӗ, аслӑ ҫул ҫинчен йӳҫӗ тусан пӗлӗтне хӳтерсе килчӗ, тулса ҫите пуҫланӑ вӑррисемпе йывӑрланнӑ сарӑ чечеклӗ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсене ҫӗре ҫити усӑнтарчӗ.

Ҫил Натальйӑн тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫне лӑскарӗ, йӗпе питне типӗтрӗ, куллен тӑхӑнакан сӑрӑ кӑвак юбкӑн шалпар аркине урисем тавра явӑнтарчӗ.

Ильинична темиҫе самант кинӗ ҫине тӗшмӗшлӗ сехӗрленӳпе хӑраса пӑхса ларчӗ. Ҫур тӳпене хупласа илнӗ аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗн хура ытамӗнче вӑл ӑна юттӑн та хӑрушшӑн туйӑнса кайрӗ.

Ҫумӑр асар-писер хӑвӑрт ҫывхарса килчӗ. Аслати умӗнхи шӑплӑх вӑраха пымарӗ. Ҫуначӗсене чалӑштарса хӑяккӑн вӗҫсе анакан кӗпчек пӑлханчӑклӑн чакӑлтатрӗ, тыркас хӑйӗн шӑтӑкӗ патӗнче юлашки хут шӑхӑрса илчӗ, ҫӑра ҫил, Ильиничнӑна питрен вӗтӗ хӑйӑр тусанӗпе сапса хӑварса, ҫеҫенхир тӑрӑх уласа вӗҫрӗ. Карчӑк аран ура ҫине тӑчӗ. Вӑл ҫывхарса ҫитнӗ тӑвӑл шавӗнче янӑравсӑррӑн кӑшкӑрса янӑ вӑхӑтра унӑн сӑнӗ вилнӗ пек кӑвакарса кайнӑччӗ:

— Тӑна кӗр! Турӑран хӑра! Камшӑн вилӗм ыйтатӑн?!

— Турӑҫӑм, тавӑр ӑна! Турӑҫӑм, ан хӗрхен! — ҫаплах кӑшкӑрчӗ Наталья, ҫил-тӑвӑл урӑм-сурӑм лӑскаса ҫавӑрттаракан, ҫиҫӗм куҫа шартармалла ҫиҫе-ҫиҫе ҫутатакан, ҫумӑр пӗлӗчӗсем капмаррӑн та хӑрушла капланса кӗпӗрленнӗ еннелле ӑссӑрланнӑ куҫӗсемпе хӑрушла тинкерсе.

Ҫеҫенхир ҫийӗн, типпӗн шартлатса, аҫа ҫапнӑ сасӑ янӑраса кайрӗ. Сехри хӑпнӑ Ильинична сӑхсӑхса илчӗ, Наталья питне ӳсӗр ҫын пек тайкаланса пырса, хулпуҫҫийӗнчен ярса тытрӗ.

— Чӗркуҫлен! Илтетӗн-и, Наташка?!

Наталья, курми пулнӑ куҫӗсемпе хунямӑшӗ ҫинелле пӑхса илсе, сӳрӗккӗн чӗркуҫҫи ҫине кукленчӗ.

— Турӑран каҫару ыйт! — хистевлӗн хушрӗ Ильинична. — Ху кӗлтунине ан йышӑнтӑр тесе ыйт. Камшӑн вилӗм ыйтрӑн эсӗ? Ху ачусен тӑван ашшӗшӗн. Ах, мӗн тери пысӑк ҫылӑх… Сӑхсӑх! Ҫӗре ӳксе пуҫҫап. Кала: «Турӑҫӑм, каҫар мана, ылханлӑскерне, хам ҫылӑхшӑн», — тесе кала.

Наталья сӑхсӑхса илчӗ, шурӑхнӑ тутипе темен пӑшӑлтатса каларӗ те, шӑлӗсене ҫатӑр ҫыртса, айӑкӗ ҫине мелсӗррӗн йӑванса кайрӗ.

* * *

Шалкӑм ҫумӑрпа ҫӑвӑнса тасалнӑ ҫеҫенхир акӑш-макӑш симӗссӗн курӑнса выртать. Инҫетри пӗверен пуҫласа Дон шарлакӗ таранах курпун пӗкечеллӗ ҫап-ҫутӑ асамат кӗперӗ карӑннӑ. Уҫӑмсӑр сасӑпа хӗнтӗртетет хӗвеланӑҫӗнче аслати. Ҫырмара, ӑмӑрткайӑк кӑрӑклатнӑ пек чашкӑрса, сӑртсем ҫинчен шавласа-кӗрлесе анакан пӑтранчӑк шыв вӑйкӑнса юхать. Аялалла, Дон еннелле, сӗвек тӑвайккисемпе бахчасем тӑрӑх пӗчӗкҫӗ юханшывсем кӑпӑкланса ыткӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫумӑр татса ӳкернӗ ҫулҫӑсене, ҫӗр ҫумӗнчен шыв ҫисе тӑпӑлтарнӑ курӑк тымаррисене, тунинчен хуҫӑлнӑ ыраш пучаххисене юхтара-юхтара каяҫҫӗ. Бахчасенче унта та кунта арпуспа дыня аврисене хӑйсен айне туса хӑварнӑ тачка сийлӗ хӑйӑр юшкӑнӗн куписем палӑраҫҫӗ; ҫуллахи ҫулсен хӗррисенчи лакӑм-тӗкӗмсене, урапа йӗрӗсене пушшех тарӑнлатса, ахӑрашса кайнӑ ҫумӑр шывӗ юхса тулнӑ. Катари тип ҫырма юппинче аҫа ҫапнӑ утӑ капанӗ ҫунса пӗте пуҫланӑ. Хӑмӑр кӑвак тӗтӗм юпи, тӳпере карӑннӑ асамат кӗперне хӑйӗн пуклак вӗҫӗпе кӗҫ-вӗҫ перӗнес пек, питӗ ҫӳле ҫӗкленнӗ.

Ильиничнӑпа Наталья, пылчӑкпа епрелнӗ йӑплака ҫул тӑрӑх ҫара урисемпе асӑрханса утса, юбка аркисене ҫӗклесе, хуторалла анчӗҫ.

— Турӑшӑн-хӗвелшӗн те, ытлашширех кутӑн эсир, ҫамрӑксем! — терӗ Ильинична. — Кӑшт апла-капла пултӑр ҫеҫ — тӳрех урса каятӑр. Эпӗ ҫамрӑкран пурӑннӑ пек пурӑнас пулсан, мӗн тумаллаччӗ-ши эсӗ? Сана Гришка ӗмӗрте пӗрре пӳрнепе тӗкӗнсе курман, эсӗ ҫапах ӳпкелешетӗн. Темӗн те хӑтлантӑн ав: пӑрахас та терӗн ӑна, тӑнна та ҫухатса кӑтартрӑн, мӗн кӑна тумарӑн пулӗ, турра та ав хӑвӑрӑн ҫылӑхлӑ ӗҫе хутшӑнтартӑн… Ну, кала, чунӑм, лайӑх-и-ха ҫакӑ? Мана, ав, хамӑн уксах пуҫиле ҫамрӑк чух ним ахальшӗнех, ун умӗнче ним айӑпа кӗмен ҫӗртенех, вӗлерес пек хӗнетчӗ. Хӑй таҫта кӗртлешсе ҫӳретчӗ те ҫиллине ман ҫине пӑрса яратчӗ. Тӗнкӗлтетсе ҫитетчӗ те киле илӗм-тилӗмле, эпӗ вӗри куҫҫульпе ӳлесе макӑраттӑм, ӳпкелешеттӗм ӑна, ну, вӑл, ав, тӳрех чышкисене ӗҫе яратчӗ. Уйӑхӗ-уйӑхӗпе шӑвӑҫ листи пек кӑвак ҫӳреттӗмччӗ. Ҫапах та чӑтрӑм-ҫке-ха, ачасене те пӑхса ӳстертӗм, килтен те нихҫан пӗрре тухса каяс шут тытман. Эпӗ мухтас теместӗп Григорие, ҫапах та унпа пурӑнма пулать. Ҫав ҫӗлен амашки мар-тӑк — хуторта пӗрмӗш казак пулмалласкерччӗ. Тем каласан та, унӑн пуҫне ҫавӑрнӑ вӑл.

Наталья, ӑшӗнче темскер шухӑшласа, чылай хушӑ чӗнмесӗр пычӗ.

— Анне, — терӗ вӑл унтан, — тек пуплес килмест ман кун пирки. Григорий килтӗр те, ун чухне курӑнӗ хамӑн ӑҫта кайса пуҫа чикесси. Тен, хамах тухса кайӑп-и, тен, вӑл мана хӑваласа ярать, халлӗхе вара сирӗн килтен ниҫта та тапранмастӑп.

— Тахҫанах ҫапла каламаллаччӗ те! — хӗпӗртесе кайрӗ Ильинична. — Турӑ парсан, пурте майлашӑнать. Тем тесен те вӑл сана хӑваласа ямастех, кун ҫинчен ан та шухӑшла эсӗ! Сана та, ачасене те ав мӗнле юратать пулать те, ҫавӑн пек шухӑш тыттӑр-и вӑл? Ҫук-ҫук! Улӑштармастех вӑл сана Аксиньйӑпа, хӑтланмасть ун пек! Ара ӗнтӗ, хамӑр хушӑра мӗнех кӑна пулмасть пулӗ? Чипер сывӑ ҫеҫ ҫаврӑнса ҫиттӗрччӗ…

— Вилтӗр теместӗп эпӗ ӑна… Чун тӑвӑнса ҫитнӗрен ҫеҫ лере темтепӗр каласа тӑкрӑм… Уншӑн сӑмах ан тӑвӑр эсир… Ӑна чӗререн кӑларса пӑрахма ҫук, анчах капла пурӑнма та хӗн!..

— Чунӑмҫӑм, тӑванӑм! Пӗлместӗп-и вара эпӗ? Пуҫ тавра шухӑшламасӑр ҫеҫ нимӗн те тумалла мар. Чӑн сӑмах, пӑрахар тек кун ҫинчен пуплеме! Тата, турӑ пул, эсӗ те халлӗхе старике нимӗн те ан шарла. Ун ӗҫӗ мар ку.

— Эпӗ пӗр япала каласшӑн сире… Пурӑнӑп-и Григорипе, ҫук-и, халлӗхе ку паллӑ мар, анчах унран тек ача ҫуратас теместӗп. Кусемпе те пуҫа ӑҫта кайса чикессине пӗлместӗп-ха… Ҫире пур ман халӗ, анне…

— Нумайранпа-и?

— Виҫҫӗмӗш уйӑх.

— Унсӑр пулать-и ӗнтӗ? Ҫуратмах тивет пулӗ ҫав ӗнтӗ.

— Ҫуратмастӑп, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Наталья. — Паянах Капитоновна кинеми патне каятӑп. Вӑл мана ку япаларан хӑтарать… Хӑш-пӗр хӗрарӑмсене пӑрахтаркаланӑ вӑл.

— Эппин — ӳтленнӗ чуна вӗлермелле? Мӗнле чӗлхӳ ҫаврӑнать сан куна калама, намӑссӑр пит? — Ҫилленсе кайнӑ Ильинична, ҫул варринче чарӑнса, пӗҫҫисене шарт ҫапса илчӗ. Вӑл татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра хыҫалта урапа лӑчӑртатса ҫывхарнӑ, ут чӗрнисем пылчӑк тӑрӑх янӑравлӑн лачлаттарса пынӑ тата тахӑшӗ лашине нулатса хӑваланӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Ильиничнӑпа Наталья, ҫӗклесе тытнӑ юбка аркисене утнӑ хушӑрах алӑран ярса, ҫул айккинелле пӑрӑнчӗҫ. Хиртен таврӑнакан Бесхлебнов Филипп Агевич вӗсемпе танлашрӗ, тилхепине туртса, шухӑ кӗсрине майӗпентерех уттарчӗ.

— Ларӑр, инкесем, пӗрле кайӑпӑр, мӗн усӑсӑр пылчӑк ҫӑрса пымалла.

— Тавтапуҫ сана, Агевич, атту йӑрт-ярт шукаласа тинке тухатчӗ, — терӗ те Ильинична кӑмӑл туллин аслӑ уйтур урапа ҫине малтан улӑхса ларчӗ.

* * *

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Ильинична Натальйӑпа калаҫса пӑхма, ҫие юлнине пӑрахма нимӗнле хӗн-хӗсӗк те тесе ӳкӗте кӗртме шутланӑччӗ: савӑт-сапа ҫунӑ хушӑра вӑл, хӑй шухӑшӗпеле, каласа итлеттерме вырӑнлӑрах йӳтӗмсем шырарӗ, Наталья мӗн шут тытни ҫинчен старике те систерсе хума, хуйха-суйхӑ пула кӑтӑрса кайнӑ кинне вӑл пулӑшнипе ухмахла хӑтланасран ӳкӗтлесе чарма шухӑшланӑччӗ, анчах вӑл савӑт-сапапа аппаланнӑ вӑхӑтра Наталья, шӑппӑн пуҫтарӑнса, килтен тухса кайрӗ.

— Ӑҫта Наталья? — ыйтрӗ Дуняшкӑран Ильинична.

— Япаласем пуҫтарса ҫыхӑ турӗ те таҫта кайрӗ.

— Ӑҫта? Мӗн каларӗ вӑл? Мӗнле ҫыхӑ?

— Ара, ӑҫтан пӗлем эпӗ, анне? Тутӑр ҫине таса юбка, унтан татах тем-тем япала хурса ҫыхрӗ те кайрӗ, нимӗн те каламарӗ.

— Ах, шеремет! — Ильинична, Дуняшкӑна тӗлӗнтерсе, хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ, сак ҫине кайса ларчӗ.

— Эсир мӗн, анне? Турӑ ҫырлахах сирӗнпе, мӗншӗн макӑратӑр?

— Кай, ан йӳтетсе тӑр! Сан ӗҫ мар! Мӗн терӗ вӑл? Вӑл кайма пуҫтарӑннӑ чух мӗншӗн мана нимӗн те каламарӑн?

— Шалт аптрамалла сирӗнпе! — терӗ кӳренсе Дуняшка. — Ӑҫтан пӗлес пулнӑ-ха ман кун ҫинчен сире каламаллине? Ара, каяслах кайман-иҫ вӑл? Амӑшӗ патне хӑнана ҫеҫ-ха, ахӑр. Мӗншӗн-ха макӑратӑр — ӑса хывма пултараймастӑп!

Ҫав тери пӑшӑрханса кӗтрӗ Ильинична Наталья таврӑнасса. Вӑрҫса-ятлаҫса тӑкасран шикленсе, вӑл стариккине нимӗн те калас темерӗ.

Хӗвел аннӑ чухне ҫеҫенхиртен кӗтӳ килчӗ. Таврана ҫуллахи ҫӳхе ӗнтрӗк хупласа илчӗ. Хуторта унта-кунта хӑй ҫутисем те курӑнкала пуҫларӗҫ, анчах Наталья ҫаплах таврӑнмарӗ-ха. Мелеховсен килӗнче каҫхи апата ларчӗҫ. Пӑлханнипе шурса кайнӑ Ильинична сӗтел ҫине типҫупа сухан ӑшаласа юрнӑ лапша пырса лартрӗ. Старик кашӑк тытрӗ, ун ҫине хыт ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса пуҫтарчӗ те сухал хупласа илнӗ ҫӑварне хыпса ҫӑтрӗ.

— Наталья ӑҫта? — ыйтрӗ сӗтел хушшинче ларакансем ҫине сӳрӗккӗн пӑхса илсе. — Мӗншӗн сӗтел хушшине чӗнместӗр?

— Вӑл ҫук, — терӗ Ильинична илтӗни-илтӗнми.

— Ӑҫта тата?

— Амӑшӗ патне кайнӑ пулас та, каҫа юлчӗ-тӗр.

— Ытла вӑрах хӑнара ларать. Йӗркене пӗлме вӑхӑт пуль ӗнтӗ, — кӑмӑлсӑр сасӑпа мӑкӑртатса илчӗ Пантелей Прокофьевич.

Вӑл яланхи пекех тимлесе, васкамасӑр ҫирӗ; хушӑран кашӑка тӗлӗпе ҫӳлелле туса сӗтел ҫине хучӗ, юнашар, ларнӑ Мишатка ҫине куҫ хӗррипе савса пӑхрӗ, тӳрккесрех сасӑпа каларӗ: «Кӑштах пуҫна пӑр-ха кунталла, чӗппӗм. Кӳр, тутуна шӑлса ярам. Аннӗр ярункара сӗтӗрӗнсе ҫӳрет те, сире, ав, астӑвакан та ҫук…» Унтан кушӑрхаса кайнӑ пысӑк та хура аллипе мӑнукӗн ҫутӑрах хӗрлӗ ҫемҫе тутине шӑлса илчӗ.

Шӑпӑрт сӑмах чӗнмесӗр каҫхи апат турӗҫ, сӗтел хушшинчен тухрӗҫ.

— Ҫутӑ сӳнтерӗр, — хушрӗ Пантелей Прокофьевич. — Краҫҫын сахал, юрамасть усӑсӑр сая яма.

— Алӑксене питӗрмелле-и? — ыйтрӗ Ильинична.

— Питӗр.

— Наталья мӗнле?

— Килет — шаккать. Тен, вӑл ирчченех ҫулланса ҫӳрӗ? Тупӑннӑ тепри… Ытларах ачашламаллаччӗ сан ӑна, вупӑр карчӑкки! Пӑх-халӗ мӗнле, каҫсерен хӑна тӑрӑх йӑрккама шут тытнӑ… Ирхине кӑтартатӑп-ха ӑна, Дашка хыҫҫӑн каять…

Ильинична хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ. Вӑл шӑппӑн йӑшаланса, хаш та хаш сывласа, ҫур сехет патне ҫапла выртрӗ, унтан Капитоновна патне тӑрса кайма шутланӑччӗ ҫеҫ — чӳрече патӗнче тахӑшӗ лӑкӑш-лӑкӑш кӑштӑртатса утнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Карчӑк ҫулне кура мар вӑр-вар вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те, ҫенӗке йӑпӑр-япӑр ыткӑнса тухса, алӑка уҫса ячӗ.

Вилнӗ пек кӑвакарса-шурса кайнӑ Наталья, карлӑкран тыткаласа, йывӑррӑн крыльца картлашкинчен хӑпарать. Унӑн этем тӗсӗ те юлман сӑн-питне, путса кӗнӗ куҫӗсене, асаплӑн туртӑнса пӗрӗннӗ куҫ харшийӗсене тулли уйӑх тараватлӑн ҫутатать. Наталья, йывӑр аманнӑ тискер кайӑк пек, сулӑна-сулӑна кайса утать, ури пуснӑ вырӑнсенче лӗчӗр-лӗчӗр юнлӑ йӗр юлать.

Ильинична ӑна, сӑмах хушмасӑр ыталаса, ҫенӗке ҫавӑтса кӗртрӗ. Наталья ҫурӑмӗпе алӑк ҫумне сӗвенсе тӑчӗ, хуллен хӑркӑлтатса пӑшӑлтатрӗ:

— Килтисем ҫывӑраҫҫӗ-и? Анне, ман хыҫҫӑн юна шӑлса илӗр-ха… Куратӑр-и пӗтӗмпех йӗрлесе пӗтертӗм…

— Мӗн турӑнах эсӗ хӑвна?! — ӗсӗкленипе пӳлӗне-пӳлӗне ҫурма сасӑпа йынӑшса ячӗ Ильинична.

Наталья кулам пекки турӗ, анчах кулӑ вырӑнне пичӗ мӗскӗннӗн туртӑнса илемсӗрленчӗ.

— Шавласа ан калаҫӑр, анне… Килтисене вӑрататӑр… Акӑ пушантӑм та эпӗ. Халӗ чун лӑпланчӗ ӗнтӗ… Юн ытла нумай кайрӗ-ха… Пусса пӑрахнӑ пекех шапӑртатать… Аллӑра тыттарӑр-ха, анне… Пуҫ ҫаврӑнать манӑн.

Ильинична алӑка тӗкӗлесе хучӗ, чӗтрекен аллисемпе, ют киле килсе лекнӗ пек, вӑрахчен алӑк хӑлӑпне хыпашласа аппаланчӗ, анчах тӗттӗмре ниепле те тупаймарӗ. Вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн утса, Натальйӑна пысӑк курницӑна ҫавӑтса кӗчӗ; Дуняшкӑна вӑратса тепӗр пӳлӗме ячӗ, Дарьйӑна чӗнсе илчӗ, лампа ҫутрӗ.

Кухня алӑкӗ уҫах. Унтан Пантелей Прокофьевич пӗр тикӗссӗн те хыттӑн харлаттарса хуп турттарни илтӗнет; ыйхӑ тӗлӗшпе пӗчӗк Полюшка тутине тутлӑн чӑпӑртаттарать, хӑй тӗллӗн тем-тем мӑкӑртатса илет. Тутлӑ-ҫке вӑл ним хуйхӑ-суйхӑсӑр ача ыйхи!

Ильинична вырӑн сарса минтере айккисенчен тӗрткелесе хӑпартнӑ хушӑра Наталья сак ҫине ларчӗ те пуҫне вӑйсӑррӑн сӗтел хӗррине хучӗ. Дуняшка курницӑна кӗресшӗнччӗ, анчах Ильинична ҫилӗллӗн хӑтӑрса тӑкрӗ:

— Кай, намӑссӑр, ан килсе курӑннӑ пул! Кунта эсӗ сӗркеленсе тӑмасан та юрӗ. Питне-куҫне шӑмарнӑ Дарья йӗпе мунчала илсе ҫенӗке тухрӗ.

— Пуҫтарӑр кравать ҫинчен таса япаласене… — терӗ Наталья, пуҫне аран ҫӗклесе. — Урай ҫитти сарӑр… Ҫавах вараласа пӗтеретӗп…

— Ан калаҫ! — хушрӗ Ильинична. — Хывӑн та вырт. Йывӑр-и сана? Тен, шыв кӳрсе памалла?

— Вӑйсӑрланса ҫитрӗм эпӗ… Илсе килӗр-ха таса кӗпепе шыв.

Наталья аран-аран ура ҫине тӑчӗ, тайкаланса утса кравать патне пычӗ. Ҫавӑн чух тин Ильинична унӑн юнланса пӗтнӗ юбки, йывӑррӑн усӑнса, урисем ҫумне ҫыпҫӑннине асӑрхарӗ. Ҫумӑр айне пулнӑ пек, Наталья, пӗшкӗнсе, юбка аркине пӑрнине, унтан хывӑнма пуҫланине вӑл ҫав тери хӑраса пӑхса тӑчӗ.

— Ара, чӗп-чӗр юнах-иҫ эсӗ! — ӗсӗклесе илчӗ Ильинична.

Наталья, куҫне хупса, пӳлӗнчӗклӗн те хӑвӑрт сывласа, юбкипе кӗпине хыврӗ. Ильинична ун ҫине пӑхса илчӗ те тӳрех кухньӑна кайрӗ, Пантелей Прокофьевич аран тӗрткелесе вӑратрӗ:

— Наталья чирлесе ӳкнӗ… Питӗ начар, вилсе ан кайтӑрччӗ… Халех лаша кӳлсе хвершӑл патне станицӑна вӗҫтер.

— Шутласа кӑларатӑн тем хӑямачӗ! Мӗн пулнӑ ӑна? Чирленӗ-и? Каҫсерен сахалтарах сулланса ҫӳремеллеччӗ…

Карчӑк ӑна кӗскен ӑнлантарчӗ. Тилӗрсе кайнӑ Пантелей Прокофьевич вӑртах сиксе тӑчӗ, — утнӑ ҫӗртех шӑлаварне тӳмелесе, курницӑна кайрӗ.

— Ах, йӗксӗк пуҫӗ! Ах, кӗрт ами хӗрӗ! Мӗн шухӑш тытнӑ вӑл, а?! Пӑх ӗнтӗ, нуша килнӗ!.. Пӗҫертсе илетӗп те ак лайӑх кӑна!..

— Ухмаха супрӑн-и, шуйттан кӗвенти! Ӑҫта кӗретӗн?.. Ан кай унта, ӑна сансӑр та йывӑр!.. Ачасене вӑрататӑн! Часрах лаша тухса кӳл!.. — Ильинична старике Наталья патне кӗме чарасшӑн пулчӗ, анчах вӑл, ӑна итлемесӗр, курница алӑкӗ патне пырса, урипе тапса уҫса ячӗ.

— Тупрӑн инкек хӑвна валли, эсрел хӗрӗ! — кӑшкӑрса тӑкрӗ вӑл, алӑкра чарӑнса тӑрса.

— Юрамасть! Атте, ан кӗр! Турӑ пул, ан кӗр! — хӑлхана ҫурас пек ҫухӑрса ячӗ Наталья, хывнӑ кӗпине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса.

Шуйттана-мӗне асӑна-асӑна вӑрҫса, Пантелей Прокофьевич аҫамне, карттусне, ут таврашӗсене шырарӗ. Вӑл ытла та вӑрах мӗшӗлтетнине кура Дуняшка тӳсеймерӗ, кухньӑна вӑркӑнса кӗчӗ те куҫҫуль витӗр ашшӗне тустарма тытӑнчӗ:

— Хӑвӑртрах кай! Мӗн тислӗк хурчӗ пек йӑшаланатӑн?! Наташа вилет, вӑл, ав, пӗр сехет пуҫтарӑнать! Тупӑннӑ! Атте, тет-ха! Каяс килмест пулсан — кала ҫапла! Хам лаша кӳлсе каятӑп!

— Хӑ, ухмахах ернӗ! Эсӗ мӗн, тилпӗрен ҫимен пулӗ? Тата сана илтменччӗ, йӗпе кӗсен! Пӑх-халӗ, ашшӗ ҫине кӑшкӑрать-ха, манка! — Пантелей Прокофьевич хӗрӗ ҫинелле аҫамӗпе хӑмсарчӗ те, ҫурма сасӑпа ылханса ятлаҫса, картишне тухрӗ.

Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн килте пурте хӑйсене ҫӑмӑл туйрӗҫ.

Дарья, сӗтелсемпе саксене ҫилӗллӗн кӗмсӗр-кӗмсӗр шутарса урай ҫурӗ; старик кайнӑ хыҫҫӑн Ильиничнӑран курницӑна кӗме ирӗк илнӗ Дуняшка Наталья пуҫӗ вӗҫӗнче ларчӗ, минтере тӳрлетрӗ, шыв ӗҫтерчӗ; Ильинична, хушӑран пӗрре, айккинчи пӳлӗмре ҫывӑракан ачасем патне кӗркелесе тухрӗ, унтан курницӑна таврӑнчӗ те, питне аллисем ҫине хурса, пуҫне хурлӑхлӑн пӑркаласа, вӑрахчен Наталья ҫине хӗрхенсе пӑхрӗ.

Йӗп-йӗпе тарлӑ ҫӳҫӗ пайӑркан-пайӑркан тӑрмаланса пӗтнӗ пуҫне минтер тӑрӑх йӑвалантарса, Наталья сӑмах чӗнмесӗр выртрӗ. Вӑл юн кайнипе вӑйсӑрланса ҫитнӗ. Ильинична кашни ҫур сехетрех ӑна асӑрханса ҫӗклерӗ, айӗнчи лачкам йӗпе ҫитте илсе, урӑххине хурса пачӗ.

Наталья сехетсерен йӑмшакланса пычӗ. Ҫур ҫӗр иртсен тин куҫне уҫса ыйтрӗ:

— Тул час ҫутӑлать-и?

— Ҫук-халӗ, — лӑплантарчӗ ӑна карчӑк, хӑй ӑшӗнче вара ҫапла шутларӗ: «Эппин, сывалаймасть! Тӑн ҫухатса, ачисене курмасӑр вилесрен хӑрать…»

Ун шухӑшне ҫирӗплетнӗ пекех, Наталья шӑппӑн ыйтрӗ:

— Анне, вӑратӑр-ха Мишаткӑпа Полюшкӑна…

— Мӗн эсӗ, чунӑм! Мӗн тесе вӗсене ҫӗр варринче вӑратас-ха? Хӑраса ӳкеҫҫӗ те сана курса, макӑрма тапратӗҫ… Мӗн тесе вӑратмалла вӗсене?

— Курас килет… Йывӑр мана.

— Турӑ ҫырлахтӑрах, мӗн калаҫатӑн ҫав эсӗ? Кӗҫех аҫу хвершӑла илсе килет те ак, хвершӑл пулӑшӗ сана. Ҫывӑрса каясчӗ сан, кӑвакарчӑнӑм, э?

— Ӑҫтан ыйхӑ килтӗр халь ман! — хуравларӗ Наталья кӳренчӗклӗрех сасӑпа. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл чылайччен шӑпӑрт выртрӗ, тикӗсрех сывлама пуҫларӗ.

Ильинична шӑппӑн крыльца ҫине кӑштӑртатса тухрӗ, куҫҫульне ирӗке ячӗ. Хӗвелтухӑҫӗнче тул ҫути шуралса килме пуҫласан, вӑл тӑртанчӑк хӗрлӗ питпе курницӑна таврӑнчӗ. Алӑк чӗриклетнӗ сасса илтсен, Наталья куҫне уҫса каллех ыйтрӗ:

— Кӗҫ ҫутӑлать-и?

— Ҫутӑлать.

— Кӗрӗк витӗр-ха урасене…

Дуняшка ун урисем ҫине сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк пырса витрӗ, ӑшӑ утияла аяк енӗсенчен тӳрлетрӗ. Наталья ӑна куҫӗпе тав турӗ, ун хыҫҫӑн Ильиничнӑна чӗнсе илчӗ.

— Килсе ларӑр ман ҫума, анне. Эсӗ, Дуняшка тата эсӗ те, Дарья, тухӑрччӗ наччаслӑха. Эпӗ халь аннепе кӑшт кӑна калаҫса илесшӗн… Тухрӗҫ-и вӗсем? — ыйтрӗ кӑштахран Наталья, куҫне уҫмасӑр.

— Тухрӗҫ.

— Атте килмерӗ-и-ха?

— Кӗҫех килет. Сана йывӑртарах-и?

— Ҫук, ҫавнашкалах… Акӑ мӗскер каласшӑнччӗ эпӗ… Кӗҫех вилетӗп эпӗ, анне… Чун сисет. Мӗн чухлӗ юн кайрӗ манӑн — хӑраса вилӗн! Вут хутса ярсан, Дашӑна шыв ытларах лартма калӑр… Эсир хӑвӑрах ҫуса вырттарӑр мана, ютсене пыртарас килмест…

— Наталья! Сӑхсӑх, чӗппӗмҫӗм! Мӗн эсӗ вилӗм ҫинчен калаҫа пуҫларӑн! Турӑ хӗрхенӗ-ха, уҫӑлӑн.

Наталья, аллине йӑмшаккӑн сулса, хунямӑшне шӑпланма ыйтрӗ.

— Эсир ан пӳлӗр мана… Мана пуплеме те йывӑр, ман ҫавах калас килет… Каллех пуҫ ҫаврӑнать… Шыв пирки каларӑм-и сире? Эппин, вӑй пур ман… Капитоновна ҫавӑн чухнех, кӑнтӑрларан пырсанах, мана майлаштарчӗ… Хӑй те хӑраса кайрӗ вӑл, шеремет… Ой, юн нумай кайрӗ ман… Ирччен ҫеҫ пурӑнасчӗ… Шывне ытларах ӑшӑтӑр… Вилнӗ хыҫҫӑн таса пулас килет… Мана эсир симӗс юбка тӑхӑнтартӑр, анне, леш аркӑ хӗррине чӗнтӗр тытнине… Гриша юрататчӗ ӑна тӑхӑнсан… тата пурҫӑн кофта… Вӑл арчара, ҫиелтех, сылтӑм кӗтесре, шальтутри айӗнче… Эп вилсен, ачасене пирӗннисем патне кайса леҫӗр… Аннене чӗнтересчӗ сирӗн, хальтерех килтӗрччӗ… Ман сывпуллашмалла ӗнтӗ… Айран кӑларса илӗр-ха… Лачкамах йӗпе…

Ильинична, Натальйӑна ҫурӑм айӗнчен ҫӗклесе, айне сарнӑ ҫитте кӑларса илчӗ, аран тӗрмекленкелесе ҫӗннине чиксе хучӗ.

— Хӑяккӑн… вырттарӑр мана! — пӑшӑлтатса калама ӗлкӗрчӗ Наталья. Унтан ҫав самантрах тӑнне ҫухатрӗ.

Чӳречерен кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнса кӗчӗ. Дуняшка витре ҫурӗ те картишне ӗнесем сума тухрӗ. Ильинична кантӑк уҫса хучӗ — чӗрӗ юнӑн йывӑр шӑршипе краҫҫын ҫуннӑ шӑршӑ ҫапса лартнӑ курницӑна ҫуллахи ирӗн чуна ҫӗклентерекен уҫӑ та сивӗ сывлӑшӗ юхса кӗчӗ. Ҫил чие ҫулҫисем ҫинчен чӳрече янаххи ҫине сывлӑм куҫҫульне силлесе тӑкрӗ; кайӑксен сассисем, ӗнесем макӑрни, кӗтӳҫӗн вӑрӑм пушши ҫине-ҫинех шартлатни илтӗнсе тӑчӗ. Наталья тӑна кӗчӗ, куҫне уҫрӗ, типшӗрсе сарӑхнӑ тути хӗррисене чӗлхе вӗҫӗпе ҫулласа илсе, шыв ыйтрӗ. Вӑл ӗнтӗ ачасем ҫинчен те, амӑшӗ ҫинчен те тӗпчеми пулчӗ. Пурте манӑҫа тухса пычӗ халь унӑн — тен, яланлӑхах та, ахӑр…

Ильинична, чӳречене хупса, кравать патне пырса тӑчӗ. Мӗн пек хӑрушла улшӑннӑ Наталья пӗр каҫ хушшинче! Талӑк каялла ҫеҫ-ха вӑл чечеке ларнӑ ҫамрӑк улмуҫҫи майлӑччӗ, — хитреччӗ, маттурччӗ, вӑйлӑччӗ, халӗ ак питҫӑмартийӗсем Дон сӑртӗнчи акшар чулӗнчен те шурӑ, сӑмси шӗвӗрӗлсе кайнӑ, тути унчченхи чӗрӗ илемне ҫухатнӑ, ҫӳхелсе юлнӑ та, усса хунӑ шӑлӗсене тенепле ҫеҫ витсе тӑнӑн туйӑнать. Куҫӗсем кӑна Натальйӑн малтанхи пекех ҫутӑ, ҫапах та вӗсем те ӗнтӗ урӑхларах курӑнакан пулнӑ. Хушӑран вӑл, темле ӑнлантарса пама ҫук туртӑма пӑхӑнса, кӑвакрах хӑрпӑкӗсене кӑштах ҫӗклерӗ те, самантлӑха Ильинична ҫинче чарӑнса, курница тӑрӑх йӗрлесе пӑхрӗ. Ҫав самантсенче вара Наталья куҫӗсенче темскер ҫӗнни, халиччен пулманни тата хӑратаканни сисӗнсе тӑчӗ…

Хӗвел тухнӑ ҫӗре Пантелей Прокофьевич килсе ҫитрӗ. Ыйхӑланӑ пит-куҫлӑ фельдшер, ҫывӑрмасӑр ирттернӗ каҫсене пула тата тифпа чирлисемпе, аманнӑ ҫынсемпе вӗҫӗмсӗр аппаланса ывӑннӑскер, карӑнкаласа илсе, ҫатан урапа ҫинчен анчӗ, ларкӑч ҫинчен ҫыхӑ илчӗ те пӳртелле утрӗ. Крыльцара вӑл брезент плащне хывса хучӗ, карлӑк урлӑ кармашса, чылайччен ҫӑмлӑ аллисене супӑньлесе аппаланчӗ, йӗкӗр ывӑҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярса тӑракан Дуняшка ҫине куҫ айӗпе пӑхкаласа, ӑна пӗр-икӗ хутчен куҫ та хӗссе илчӗ. Унтан вӑл курницӑна кӗчӗ те, ыттисене пурне те пӳлӗмрен кӑларса, пӗр вунӑ минута яхӑн Наталья патӗнче пулчӗ.

Пантелей Прокофьевичпа Ильинична кухньӑра ларчӗҫ.

— Ну, мӗн? — курницӑран тухсанах карчӑкӗнчен пӑшӑлтатса ыйтрӗ старик.

— Начар…

— Куна вал хӑй хӑтланнӑ-и?

— Хӑй ҫапла шут тытнӑ… — тӳрӗ явап парассинчен пӑрӑнчӗ Ильинична.

— Вӗри шыв кирлӗ, хӑвӑрт! — хушрӗ фельдшер, тӑрмаланчӑк пуҫне алӑкран кӑларса.

Шыв вӗретсе аппаланнӑ вӑхӑтра фельдшер кухньӑна тухрӗ. Старикӗн сӑмахсӑр ыйтӑвне хирӗҫ шанчӑксӑррӑн кӑна аллипе сулчӗ.

— Кӑнтӑрла тӗлне каять. Юн питӗ нумай ҫухатнӑ. Ним тума та май ҫук! Григорий Пантелевича пӗлтермен-и-ха?

Пантелей Прокофьевич ним хуравламасӑр, хыпаланчӑклӑн ҫенӗкелле лӑкӑштатса кайрӗ. Дарья вара старик, аслӑк айӗнчи косилка хыҫне кӗрсе; пуҫне пӗлтӗрхи кизек шаршанӗ ҫине хурса, ӳлесех макӑрнине курчӗ…

Фельдшер вӗсем патӗнче ҫур сехете яхӑн пулчӗ, пӗр хушӑ крыльцара сӗнксе ларчӗ, хӗрелсе тухакан хӗвел пайӑркисем айӗнче кӑштах тӗлӗрсе илчӗ те, сӑмавар вӗресе тухсан, тепӗр хут курницӑна кӗчӗ. Натальйӑна камфорӑпа укол турӗ, унтан, курницӑран тухса, ҫӗт ыйтрӗ. Анаслас килнине аран ирттеркелесе, вӑл икӗ стакан сӗт ӗҫрӗ.

— Эсир каялла леҫӗр халь мана, — терӗ вара вӑл. Станицӑра ман чирлисемпе аманнисем пур, ҫитменнине, манран кунта ним усӑ та пулмасть. Григорий Пантелевичшӑн эпӗ чунтан-вартан тӑрӑшнӑ пулӑттӑмччӗ те, тӗп-тӗрӗссине калатӑп: пулӑшаймастӑп. Пирӗн ӗҫ пӗчӗк — эпир чирлисене ҫеҫ сывататпӑр, вилнисене чӗртме вӗренеймен-ха. Сирӗн кинӗрӗн пурӑнмалли нимӗн те юлман, ӑна йӑлт ватса-ҫӗмӗрсе пӗтернӗ… Маткине ҫурса янӑ, аманман вырӑн та ҫук. Тимӗр ҫекӗлпе ӗҫленӗ пулас карчӑк. Ним те тӑваймастӑп, хамӑр тӗттӗмми пӗтерет!

Пантелей Прокофьевич тӑрантас ҫине утӑ пырса хучӗ.

— Эсӗ леҫетӗн, — терӗ вӑл Дарьйӑна. — Ан манса кай, кӗсрене Дон хӗррине ансанах шӑвар.

Вӑл фельдшера укҫа сӗнсе пӑхрӗ, анчах лешӗ шат та пат килӗшмерӗ, старике намӑслантарса ҫеҫ илчӗ:

— Калаҫма та намӑс сана кун пирки, Пантелей Прокофьевич. Хамӑр ҫынсем, — эсӗ пур, укҫа тӗкесшӗн. Ҫук-ҫук, яхӑнне те ан ҫывхар унпа! Мӗнле тав тӑвас, тетӗн-и? Кун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар. Эпӗ ӑна сирӗн кинӗре, ура ҫине тӑратнӑ пулсан, — ун чух татахчӗ хуть.

Ирхине, ултӑ сехет тӗлнелле, Наталья хӑйне самаях аван туйрӗ. Вӑл пит ҫутарма ыйтрӗ, Дуняшка тытнӑ тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне турарӗ, унтан тӑванӗсем ҫинелле темле ҫӗнӗлле йӑлкӑшакан куҫӗсемпе йӗрлесе пӑхса, халсӑррӑн кулса илчӗ:

— Ну, халӗ юсана пуҫларӑм эпӗ! Хам хӑранӑччӗ ав. Пӗтрӗм, вилетӗпех тесе шутланӑччӗ… Мӗн тата ачасем халӗ те ҫывӑрса выртаҫҫӗ? Пыр-ха, кайса пӑх, Дуняшка, вӑранман-и вӗсем?

Лукиничнӑпа Грипашка килсе кӗчӗҫ. Карчӑк хӗрӗ ҫине пӑхрӗ те тӳрех макӑрса ячӗ, анчах Наталья хыпӑнчӑклӑн та хӑвӑрт калаҫма тытӑнчӗ:

— Мӗн макӑратӑр эсир, анне? Апла териех начар мар эпӗ… Пытарма килмен-иҫ эсир мана? Ну, чӑнах та, мӗн макӑратӑр-ха ӗнтӗ?

Грипашка амӑшне сисмелле мар кӑлт! тӗртрӗ те, ку вара, тавҫӑрса илсе, йӑпӑр-япӑр куҫне шӑлса типӗтрӗ, лӑплантарса каларӗ:

— Мӗн эсӗ, хӗрӗм, куна эпӗ ахаль ҫеҫ, хам ухмахӑма пула куҫҫуль кӑлартӑм. Куртӑм та сана — чун ыратса килчӗ… Ытла пит улшӑннӑ эсӗ…

Мишатка сассипе Полюшка кулнине илтсен, Натальйӑн питҫӑмартийӗсем кӑшт кӑна палӑрмалла хӗрелсе ҫуталчӗҫ.

— Чӗнӗр вӗсене кунта! Часрах чӗнӗр!.. — йӑлӑнса ыйтрӗ вӑл. — Ан тив, кайран та тумланаҫҫӗ…

Полюшка чи малтан килсе кӗчӗ, пӗчӗк чышкипе ыйхӑллӑ куҫӗсене сӑтӑркаласа, алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Сывмарланчӗ аннӳ… — терӗ йӑл кулса Наталья. — Кил ман пата, чӗппӗм!

Полюшка саксем ҫинче шӑпӑрт ларакан мӑннисем ҫине тӗлӗнсе пӑха-пӑха илчӗ, — амӑшӗ патне пырса, кӳреннӗ сасӑпа ыйтрӗ:

— Ма мана вӑратман эсӗ? Тата мӗн вӗсем пурте пухӑннӑ?

— Мана курма килчӗҫ… Сана тата мӗншӗн вӑратмаллаччӗ ман?

— Эпӗ сана шыв кӳрсе параттӑмччӗ, сан патра лараттӑмччӗ…

— Ну, кайса ҫӑвӑнах, ҫӳҫне тура, турра кӗлту, кайран килетӗн те, манпа пӗрле ларӑн вара.

— Апат ҫиме тӑратӑн-и эсӗ?

— Пӗлместӗп. Ҫук пулӗ.

— Ну апла хам сана кунта килсе паратӑп. Юрать-и, анне?

— Пӗтӗмпех ашшӗ, чунӗпе ҫеҫ ӑна хывман, ҫемҫерех… — халсӑррӑн кулса илчӗ Наталья, пуҫне каҫӑртнӑ тата утияла урисем ҫинелле туртса витнӗ май.

Тепӗр сехетрен Наталья пушшех япӑхрӗ. Вӑл, пӳрнипе кӑчӑк туртса, ачисене хӑй патне чӗнсе илчӗ, ыталаса ачашларӗ, хӗрес хурса ячӗ, унтан чуптурӗ те амӑшне вӗсене хайсем патне леҫме каларӗ. Лукинична ачасене киле ҫитерсе яма Грипашкӑна хушрӗ, хӑй хӗрӗ патӗнче юлчӗ.

Наталья куҫне хупрӗ, тӑн ҫухатнӑ чухнехи майлӑ каларӗ:

— Кураймастӑп та ӗнтӗ ӑна… — Унтан, темскер аса илнӗ пек, сасартӑк кравать ҫине тӑрса ларчӗ. — Чӗнӗр-ха каялла Мишаткӑна!

Макӑрса пӗтнӗ Грипашка ачана курницӑна кӗртсе ячӗ, хӑй кухньӑрах кӑшт илтӗнмелле хӳхлесе юлчӗ.

Мелеховсенни пек сивлек куҫлӑ, кӑмӑлсӑртарах сӑнлӑ Мишатка хӑюсӑррӑн кравать патне пырса тӑчӗ. Сӑнӗ-пичӗ пачах улшӑннӑран амӑшӗ кӑшт ҫеҫ паллакан ют ҫын майлӑ пулса кайнӑ. Наталья ывӑлне хӑй ҫумне туртса илчӗ, Мишаткӑн пӗчӗк чӗри тин ҫеҫ тытнӑ салакайӑкӑнни пек хӑвӑрттӑн тӑпӑлтатса тапнине туйрӗ.

— Пӗшкӗн ман пата, ывӑлӑм! Ҫывӑхарах! — ыйтрӗ Наталья.

Вӑл Мишаткӑна хӑлхинчен темскер пӑшӑлтатса каларӗ, унтан хӑй ҫумӗнчен сирчӗ те куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ, чӗтре пуҫланӑ тутине ҫӑт чӑмӑртаса, асаплӑ та мӗскӗн кулӑпа аран кулса илчӗ:

— Манмастӑн? Калатӑн-и?

— Манмастӑп… — Мишатка амӑшӗн шӗвӗр пӳрнине вӗри чӑмӑрӗпе ҫатӑрласа илчӗ, пӗр минут пек аллинчен тытса тӑчӗ те ячӗ. Кравать патӗнчен вӑл темшӗн чӗрне вӗҫҫӗн, аллисене кашта ҫинче утса пынӑ пек саркаласа пӑрӑнса кайрӗ.

Наталья ӑна алӑк патне ҫитиччен куҫӗпе пӑхса ӑсатрӗ те нимӗн шарламасӑр стена еннелле ҫаврӑнса выртрӗ.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче вӑл вилчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех