Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.23 08:10

Пуплевӗш: 130; Сӑмах: 2237

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Сентре ҫинче ачасем паҫӑрах шӑпланнӑ ӗнтӗ, халь кӑна пӗтӗм пӳрте илтӗнмелле харлаттаракан Егор пӗр тикӗс те тарӑн сывлама пуҫларӗ, чӳречене тӗттӗм каҫ хупӑрласа илчӗ, ыйӑхлаттаракан шӑплӑхра ҫӑвӑнчӑкран шыв пӑнт-пӑнт тумласа тӑрать. Унтан шыв тумламӗн таса сассине путарса, пӳртӗн кил шӑрши кӗрекен ӑшӑ тӗттӗмлӗхри лӑпкӑлӑхне шӑрчӑк чӗриклетни вӑратрӗ.

Корней ҫаплах месерле, куҫӗсене уҫса выртать, кичем шухӑшсем ӑна, ҫак йӑлӑнтармӑш шӑрчӑк пекех, пӗрин хыҫҫӑн тепри канӑҫ памаҫҫӗ.

Вӑл хупӑннӑ ҫурчӗ ҫинчен — халӗ ӗнтӗ вӑл унпа ялан лайӑх уйрӑлма шутларӗ, — халь ҫеҫ хӗрӗ Дымшаковпа тавлашни ҫинчен шухӑшларӗ: неушлӗ унӑн ачисем пурте уншӑн часах ҫакӑн пек ӑнланмалла мар, ют пулса тӑрӗҫ? Нумай пулать-и-ха Ксюшӑ хӑйӗн ача хуйхи-суйхипе, савӑнӑҫӗпе ашшӗ патне чупа-чупа пыратчӗ, халӗ акӑ ун умӗнче, пур енчен те курӑнать, пачах палламан ют ҫын тӑнӑ пек туйӑнать.

Корней хӑйне кӗрӳшӗ тарӑхса ӳпкелешнине, вӑл варне виттермелле каланӑ сивӗ сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне темиҫе хут та аса илчӗ, халӗ ӑна кӗрӳшӗ умӗнче те, янташӗсем умӗнче те хӑй мӗнпе те пулин чӑнахах айӑпа кӗнӗ пек туйӑнчӗ, нумай ҫулсем хушши ҫирӗп шухӑш тытса пыракан Егора вара, хисеплес ҫеҫ мар, ун пурнӑҫӗнче ӑмсанмалли, тӗрӗссипе, нимӗн те ҫук пулсан та, ӑмсанас та килчӗ.

Тахҫан Корней хӑй те ҫавӑн пекех хӗрӳ те чарусӑр ҫын пулнӑ, унӑн пуриншӗн те чунӗ ыратнӑ, колхоза сиен кӳрекен ӗҫе курмасӑр иртме пултарайман, тирпейсӗрлӗхшӗн, хуҫасӑрлӑхшӑн, кахал-наян пулнишӗн кирек кама та пӑсӑрлантарса илнӗ, тӗрӗссине бригадира та, председателе те куҫранах калама хӑраса тӑман. Тепӗр тесен, ун хӗрӳлӗхӗнчен никам та раснах тӗлӗнмен — хӑйне пӗр вӑл анчах ҫапла тыткаламан.

Ҫав ҫулсенче вӑл ӑҫта мӗн акса хӑварнине лайӑх пӗлнӗ, калчасем мӗнле шӑтса тухаҫҫӗ-ши тесе канӑҫсӑрланса шухӑшланӑ; ӑна хире тухма ыйтман пулсан та, вӑл унта ҫуркунне пӗрре мар кайса пӑхнӑ. Тулӑ, пахча ҫимӗҫ мӗн чухлӗ тупӑш парассине, сӗт мӗн чухлӗ суса илессине вӑл бухгалтерсӑрах тӗрӗс шутласа кӑларма пултарнӑ.

Хӑш чухне ун патне районти пӗр-пӗр пуҫлӑх — райком секретарӗ е РИК председателӗ ҫӗр каҫма кӗнӗ, вара Корней чунтан калаҫса чӗрине пусарнӑ, эртел хуҫалӑх пирки мӗн шухӑшланине чӑннипе, нимӗн пытармасӑр, пӗр ӳстермесӗр пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. Уншӑн райком секретарӗ е РИК председателӗ колхозри ӗҫсемпе интересленни питӗ хаклӑ пулнӑ, вӗсем колхозра пулса иртекен пысӑк ӗҫсем ҫинчен те, вак-тӗвекки ҫинчен те — пӗтӗмпех пӗлесшӗн пулнӑ; вӑл: пӗр председатель, темӗнле ӑслӑ пулсан та, пурне те пӗлеймест, тесе шутланӑ.

Ӑна мӗнле вӑй эртельти ӗҫсенчен пӑрса янине Корней хай те сиссе юлайман, вара вӑл кашни вак-тӗвекшӗн тӑрӑшакан ҫынран: маншӑн пурпӗрех, тесе пӑхса тӑракан, ҫын хушнине ҫеҫ пӗр сӑмахсӑр туса пыракан ҫын пулса тӑнӑ. Ҫакӑн пек «маншӑн пурпӗрех» тесси вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех пуҫланнӑ: ун чухне районти хӑш-пӗр пуҫлӑхсем ӗлӗкхи пек ырӑ канаш парас, чунтан калаҫас, ӑнлантарас-ӗнентерес вырӑнне ҫынсене командӑ та приказ ҫеҫ парса тӑнӑ. Пӗтӗм халӑх хӑйӗн мӗн пур вӑйне тӑшманпа хаяррӑн кӗрешме панӑ чухне ҫынран нумай та хытӑ ыйтмалла пулнӑ; тен, сӑлтавӗ ҫакӑ пулнӑ пулӗ. Анчах ҫынсене командӑ парас йӑла вӑрҫӑ иртсе кайсан та пӗтмен, ҫум курӑк пекех, вӑйлӑ та тарӑн тымар янӑ. Тепӗр чухне Корнейӑн кӑмӑлӗ пусӑрӑнса килнӗ, вара вӑл пуриншӗн те хӑйне, хӑйӗн ватлӑхне айӑплама пӑхнӑ. Анчах ҫамрӑксем те маншӑн пурпӗр тенӗ-ҫке, вӗсем те унччен пӗтӗм ял тарӑхакан, калаҫтаракан ӗҫсем ҫине лӑпкӑн пӑхнӑ. Апла пулсан, ӗҫ Корнейра хӑйӗнче пулман.

Колхозри ӗҫсенчен вӑл уйрӑмах кивӗ председателе арестленӗ хыҫҫӑн сивӗнме пуҫланӑ. Кивӗ председатель вырӑнне лӑпкӑ, сӑнран йӑваш курӑнакан Алексей Лузгина лартнӑ. Степан чухне вӑл кладовщикре ӗҫленӗ, Гневышӑн сарлака ҫурӑмӗ хыҫӗнче курӑнман та, илтӗнмен те, анчах председателе ларнӑ-ларманах вӑл сасартӑк улшӑнса кайнӑ. Унччен сӑранланса ларнӑ фуфайкӑпа ҫӳренӗскер, халӗ вӑл хӑй валли районти работниксем пек симӗс тӗслӗ китель, бобрик пальто ҫӗлеттернӗ, хром атӑ тӑхӑннӑ…

Лузгин часах хӑй тавра тӑванӗсене, йӑпӑлтисене лартса тултарнӑ, районти тата облаҫри работниксем хушшинче хӑйне кирлӗ ҫынсемпе паллашса пӗтнӗ те тепӗр ҫултан хӑй те хӑй мар пулса кайнӑ — каппайчӑклӑн мӑнаҫланса ҫӳренӗ, унӑн Ази ҫыннисен пек хӗсӗк куҫӗсем сивӗ кулӑпа ялкӑшнӑ. Лузгин пурин ҫине те кӑшкӑрнӑ.

Вӑл хӑй ирӗккӗн хӑтланни ҫинчен колхозниксем района та, облаҫа та ҫырнӑ, анчах ҫав ҫырусене тӗрӗслеме темшӗн яланах малтанхи ҫынсемех килнӗ. Ҫавӑнпа вара пӗр председателе мӗн пур колхозниксенчен ытларах шаннӑ пек пулса тухнӑ, мӗншӗн тесен Аникей районта та, облаҫра та лайӑх председатель шутланнӑ; вӑл пур плансене те вӑхӑтра е ыттисенчен маларах та тултарнӑ, чи малтисемпе пӗрле рапортланӑ, район хаҫачӗ сайра номерӗ унӑн ятне асӑнмасӑр тухнӑ.

Тӗлӗнмелли те пулнӑ ҫав ӗнтӗ! Облаҫра мӗн те пулин ҫӗнни шухӑшласа кӑларма та ӗлкӗреймеҫҫӗ — Аникей Лузгин ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫа кӗртет. Ӗне сумалли зала та вӑл пуринчен малтан тума тытӑннӑ, ӑна шалтан кафельнӑй плиткӑпа илемлетнӗ, ҫак залра кӗленче пӑрӑхсем тӑрӑх сӗт юхнине курма облаҫри мӗн пур колхозсенчен пекех киле-киле кайнӑ, залне кинопленкӑ ҫине ӳкернӗ, темиҫе хут фотоаппаратпа ӳкерсе илнӗ… Ҫав фермӑна тума Аникей виҫ ҫӗр пин тенкӗ яхӑн тӑкакланӑ, ҫак укҫа-тенкӗне ӗҫлесе пухнӑ халӑхран канаш та ирӗк те ыйтса тӑман. Анчах пӗр ҫулталӑк та иртеймен — механизациленӗ зала ӗне сӑвакансем часах пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен ӗнесене капла сума вӗрентеймен, вӗсем хӑранӑ, сӗт нумай чакарнӑ, унсӑр пуҫне тата вӗсем юхан шыв леш енче, улӑхра нумай ҫӳренӗ. Зал пушах тӑнӑ, аппаратсемпе залри мӗн пур механизмсем тутӑхса кайнӑ.

Ҫулталӑк ытларах иртсен, Аникей ҫав зала чӑх-чӗп усрама майлаштарнӑ, унта чӑхсем валли механизациленӗ читлӗхсем лартнӑ, хаҫатра каллех шӑв-шав ҫӗкленнӗ. Анчах рациона тӗрӗс туман, ҫирӗп йӗрке пулман, тата ҫутӑ ҫителӗксӗр пирки чӑхсем кӗҫех вилме пуҫланӑ. Анчах та Лузгина нимӗн те туман.

Колхозри ӗҫсем хӑйне пӑшӑрхантарни ҫинчен Корней, хӑйӗн малтанхи йӑлипе, районти тӗрлӗ работниксене пӗрре ҫеҫ мар каласа пама тӑнӑ. Пӗррехинче вӑл председателе критиклесе калаҫнӑ чухне райком инструкторӗсенчен пӗри ӑна: «Пирӗн харпӑр хӑй интересӗсенчен пысӑкрах интерессем пур, тӑванӑм, ӑнлантӑн-и, — тенӗ, — Лузгин юлташ вара ҫакна лайӑх пӗлет — патшалӑх интересӗсемшӗн тимлӗ тӑрӑшать». Корней ҫавӑнпа Аникей патшалӑха усӑ кӳрессишӗн мар, хӑйӗншӗн ытларах тӑрӑшнине пӗлнӗ пулсан та, тавлашман: инструкторпа чунтан калаҫас килмен унӑн, мӗншӗн тесен вӑл Корнейпа тӑнлӑ-пуҫлӑ ватӑ ҫынпа мар, нимӗн те ӑнланман пӗчӗк ачапа калаҫнӑ пек калаҫнӑ.

Халӗ ӗнтӗ районсенчи ӗҫлӗ ҫынсем ахаль колхозниксем патне сайра хутра ҫеҫ кӗнӗ. Председательпе парторгпа калаҫса пӗтерсен, вӗсем каҫ пуличчен килӗсене таврӑнма васканӑ, вӑраха пынӑ пуху хыҫҫӑн юлма тивсен, вӗсем яланах Аникей Лузгин патӗнче хӑналаннӑ. Корнейран вӑл мӗнле пурӑнни ҫинчен, ун ахаль чухне е уявра тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ пуррипе ҫукки ҫинчен никам та ыйтман, тата вӑл кунсерен тӑраниччен апат ҫинӗ-и е хырӑмне ҫӗр улмипе ҫеҫ тултарнӑ — ҫакӑ та никама интереслентермен.

Вӑл хӑй ниме те ӗненми пулнине хирӗҫ тӑма пултарайман ӗнтӗ: мӗн ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен пилӗке авса ӗҫлетӗн, аллу хытса лариччен — мӗншӗн? Паллӑ мар — ҫӗнӗ тырӑччен тутӑ пурӑнмалӑх мӗн те пулин илетӗн-ши ҫулталӑк вӗҫӗнче, е ӗҫ кунӗ тӑрӑх кӑштах валеҫем пек туса, ытти пӗтӗмпех Аникей шухӑшласа кӑларнӑ пӗр-пӗр ӗҫ тума каять-ши? Хӑйне мӗн хушнине пӗтӗмпех тунӑ пулин те, ӗҫ Корнее хӑстарасла йӑлӑхтарса ҫитернӗ, вӑл ӗлӗкхи пек савӑнса, чунтан хавхаланса ӗҫлеймен. Бригадир хушнисене тунӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн мӗн тумаллине ирхинех курса тӑмасан, лара-тӑра пӗлмен. Вӑл пухусене те ҫӳреме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен Аникей сехечӗ-сехечӗпе мухтанса калаҫнине тӳсме пултарайман…

Салтаксене киле яма пуҫласан, Аникей, хӑйне председательтен кӑларасран хӑраса ӳксе, фронтран таврӑннӑ ҫынсене тӑван колхозран пистерме тӑрӑшнӑ. Тӑванӗсене тунсӑхлани кӑшт иртсен, салтаксем ялтан туха-туха кайнӑ, вӗсем ӑҫта та пулин ҫывӑхрах: райпромкомбинатра, кирпӗч заводӗнче, пӗтсе ларнӑ пӗр-пӗр промысла эртелӗнче ӗҫе вырнаҫнӑ. Вӑрҫӑран таврӑннисенчен Егор Дымшаковпа тепӗр пилӗк-ултӑ ҫын ҫеҫ колхозра юлнӑ.

Корней ҫемйинче те пурнӑҫ йӗркеллех пулман. Малтан аслӑ ывӑлӗ Никодим ялта юлас килменнине пӗлтернӗ — госпиталь хыҫҫӑн тӳрленсе ҫитнӗ те хулана тухса шутарнӑ. Ксени вӗренме кайнӑ, вӗсем хыҫҫӑн кӗҫӗнни, Роман, тапраннӑ. Ҫурт ҫурри пушанса юлнӑ, Корней сӳрӗкленсе кайнӑ. Вӑл хуҫалӑх юхӑнса пыни ҫине те ҫаврӑнса пӑхман, кил-ҫуртне те, хуҫалӑхне те нимӗн те тӳрлетмен.

Вара пӗрре кӗркунне Корней… шут тытнӑ: унччен ҫакна вӑл хӑйӗн кун-ҫулӗнче килсе тухма пултаракан чи пысӑк хӑрушлӑх тесе шутланӑ. Ҫав кӗр тыр-пул начар пулнӑ, вӑрлӑх та аран пуҫтарса илнӗ, анчах ӑна та патшалӑха, ӗҫленӗшӗн МТСа тата малтанхи чакма пӗлмен парӑмсемшӗн леҫме тивнӗ. Ӗҫ кунӗ пуҫне Корней виҫ ҫӗр грамм тырӑ илнӗ, укҫа пӗр пус та валеҫмен. Пысӑк парӑма тӳлесе татма пӗтӗ ӗнене сутма тата шӑпах вӑй илме тытӑннӑ улма садне пӑрахма тивнӗ.

Вара вӑл Аникей Лузгина хӑй патне хӑнана чӗннӗ, сӗтел тулли апат-ҫимӗҫ кӑларса лартнӑ та колхозран тухса кайма кирлӗ хутсем ҫырса пама ыйтнӑ. Аникей ахальтен ҫеҫ турткаланса, хуҫкаланса тӑнӑ, унтан кирек ӑҫта кайма та ирӗк панӑ: Черемшанкӑ ҫыннисем Яранцева мӗнле вырӑна лартасшӑн пулнине манман вӑл.

Тӑван кил-ҫурчӗпе сывпуллашнӑ йывӑр минута Корней ӗмӗрлӗхех астуса юлнӑ. Килти ӑпӑр-тапӑра урапа ҫине тиесе пӗтерсен, вӑл, аллине пуртӑ тытса, пысӑк пӑтасемпе пӳрт алӑкне ҫапма тытӑннӑ. Арӑмӗ пысӑк ҫыхӑ ҫумне тӗршӗнсе, ӗсӗклесех йӗрсе янӑ, унӑн кӑвакарнӑ тутисем темскер пӑшӑлтатнӑ, ашшӗ кӑвакарнӑ пуҫне чӗтрентернӗ, кӗҫӗн хӗрӗ Васенӑ ҫеҫ, пур енчен те япаласемпе хӗстерсе лартнӑскер, ҫула тухассипе савӑннӑ та айккинелле вӑльт-вальт ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Алӑка ҫапса лартсан, Корней тилхепене аллине илнӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, урапа ҫуммипе уттарнӑ. Анчах картишӗнчен урама тухсанах, вӑл тӳсеймен, каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ — ӑна ҫунтаракан темскерле япалапа чӗринчен чикнӗ пек туйӑннӑ…

Егор кровать ҫинче ҫаврӑнса илчӗ, тӗлӗкре хыттӑн темскер ӑнланмалла мар каларӗ.

«Ыйхӑра та никама иртӗхтермест, такампа ҫапӑҫать! — кулса илчӗ Корней. — Ӑҫтан тухать-ха ун ҫавӑн чухлӗ вӑй-халпа шанчӑк? Ман пек ҫынах хӑй, анчах тытса пӑх-ха эсӗ ӑна ҫара алӑпа — пӗҫертет!»

Ҫамрӑкрах пулас пулсан, Корней, тен, хӑраса тӑмӗччӗ, таврӑнӗччӗ Черемшанкӑна. Анчах халь мӗн пуррине те ҫухатсан, малашне мӗнле пурӑнӑн? Ӗҫ укҫи унӑн пысӑкки пысӑк мар, ҫапах та кашни уйӑхрах виҫ ҫӗр аллӑ тенкӗ алла кӗрет! Пӗчӗк пахча пур, хваттершӗн тӳлеттермеҫҫӗпе пӗрех — пурлӑ-ҫуклӑ пурӑнкалама пулать, пӗр вырнаҫнӑ ҫӗртен каялла таврӑнсан, каллех ӗлӗкхи пек Лузгин патнех пырса пуҫ ҫапма тивет. Вут турттарса килмелле — лаша ыйт, пахча сухаламалла — каллех тархасла, выльӑх валли улӑм та, ҫатан тытма чикмек те, кашни хӑма татӑкне ыйтма — ун патне кай, ун умӗнче пуҫ тайса тӑр — колхозра эсӗ хӑв та ун пекех хуҫа мар пек, ун умӗнче темӗнле парӑма кӗнӗ ҫын пек…

Чӳречесем хыҫӗнче ейӳ кайнӑ чухнехи пек пӑтранчӑк шыв сарӑлса выртнӑн туйӑнать, пӳрте кӑвак ҫутӑ кӗме пуҫларӗ, Корней тин ҫывӑрса кайрӗ.

Вӑранасса вӑл сӗтел ҫинче ҫап-ҫутӑ сӑмавар чашкӑрса ларнӑ чухне вӑранчӗ; хӑй ҫине ҫулӑм ҫути ӳкнӗ Аниҫҫе кӑмака умӗнче хыпаланать, хӗп-хӗрлӗ кӑвар ҫинче шурӑ икерчӗллӗ чашкӑракан хура ҫатмана кӗске аврипе вӑр-вар ҫавӑркалать.

— Тӑрах, хаклӑ хӑна! — терӗ йӑмӑкӗ, йӑл кулса, янравлӑ сасӑпа. — Пурте тахҫанах ура ҫинче ӗнтӗ! Икерчӗ пӗҫерсе ҫитерес терӗм-ха сана!

Анчах Корней питне кӑшт-кашт йӗпетсе илчӗ те, хӑйне ырана хӑварма юраман ӗҫсем кӗтнӗ пек, васкама пуҫларӗ. Сӗтел хушшине ларчӗ, икерче тутанмалӑх ҫеҫ ҫирӗ, пӗр курка чей ӗҫрӗ те сӗтел хушшинчен тухрӗ, йӑмӑкӗ тепӗр кунлӑха та пулин юлма ыйтрӗ, анчах килӗшмерӗ.

Аниҫҫен куҫӗсем шывланчӗҫ, вӑл Корней килнӗ кунхи пекех, сӑмсине чӗр ҫиттипе шӑлчӗ, унтан пиччӗшӗн пиншак тӳмине тытрӗ те ӑна пӳрнисемпе турткаланӑ май пуҫне Корней кӑкӑрӗ ҫине хурса, шӑппӑн йӗрсе ячӗ. Уйрӑлу нумайлӑха-и, нумайлӑха мар-и, тӑвансемпе, ҫывӑх ҫынсемпе уйрӑлма яланах Аниҫҫешӗн йывӑр пулнӑ.

Йӑмӑкӗн куҫҫулӗнчен вӑтанса, Корней ӑна хулпуҫҫинчен ытамларӗ.

— Мӗн эсӗ, Аниҫҫе! Мӗскер… Таҫта аякка каймастӑп вӗт эпӗ!..

— Мӗн те пулин кучченеҫ парса ямаллаччӗ те Польӑна, нимӗн те ҫук… Айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ! — терӗ Аниҫҫе, хӑйӗн именчӗк йӑл куллипе тӗлӗнмелле хитреленсе кайса.

— Вӑт калаҫать тата! — ответлерӗ Корней куҫ харшисене антарса, хӑйне темӗнле лайӑх мар пулнине туйса.

Вӑл, сывпуллашса, ачасене тытса ачашларӗ, ӗлӗк турӑш ҫакӑнса тӑнӑ, халӗ темӗнле уяв плакачӗ вӗлкӗшекен тӗпелти кӗтеселле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ассӑн сывласа, алӑк урати урлӑ ярса пусрӗ.

Хапха умӗнче ӑна Дымшаков пиншак аркинчен тытса чарчӗ, пите махоркӑ шӑрши ҫаптарса, питӗ лӑпкӑн:
— Ну, хунчӑкам, хӑҫан пӗтӗмпех таврӑнатӑн яла? — тесе ыйтрӗ.

Корней, шалт тӗлӗнсе, куҫӗсене кӗрӳшӗ ҫине ҫӗклерӗ, нимӗн чӗнмесӗр хӗрӗ ҫине пӑхса илчӗ. Ӑҫтан пӗлнӗ-ха Егор ун пуҫне ҫакнашкал шухӑш пырса кӗме пултарасса? Ун ҫӗрлехи шухӑшӗсене вӑрттӑн итлемен вӗт-ха вӑл?

Корней хуравласса кӗтсе, Дымшаков ун ҫине кӑшт сивӗреххӗн пӑхса илчӗ.

— Мӗн чӗнместӗн? Е чуну, чуччу ҫинчи пек, унталла-кунталла туртӑнать-и, хӑй валли вырӑн тупаймасть-и? Тен, вӑл тухса тарас пек хӑратать сана?

— Эпӗ никама та вӗлермен, никама та ҫаратман, хӑрамалли ҫук манӑн, — мӑшкӑлланине тӳсеймесӗр, сассине хӑпартрӗ Корней. — Тата кам-ха эсӗ маншӑн, Егор, мана, прокурор пек, пӗрмаях тӗпчеме? Мӗншӗн те мӗнрен, мӗн тума? Ҫитет ман пырша кумма! Халлӗхе эпӗ сан патӑнта службӑра мар сана пурне те ответлеме. Епле те пулин хам ӑспах пурӑнса ирттерӗп!..

— Начальникрен вара пурне те тӳснӗ пулӑттӑн-и? — мӑшкӑлларӗ Дымшаков, тапак туртса саралнӑ шӑлӗсене кӑтартса, унтан сасартӑк сӑнран улшӑнчӗ, тӗксӗмленчӗ, пичӗ, шӑл сурнӑ чухнехи пек, пӗркеленчӗксемпе витӗнчӗ.

— Анчах асту, хӑвӑн будкунта ларнӑ чух мӗн те пулин курмасӑр ан юл, чӳречи унӑн ытла пӗчӗк, начар курӑнать!..

Ун куҫӗсем кӑштах йӑвашланчӗҫ, ӑшӑ йӑл кулӑ ҫилпе кушӑрканӑ тутисене чӗтрентерчӗ. Вӑл Корней аллисене хӗскӗч пек хыттӑн хӗстерчӗ, Ксение хулпуҫҫинчен кӑлт тӗкрӗ.

— Эсӗ те муккалла ан пӑх ман ҫине, инструктор! Черемшанкӑшӑн санӑн хӗрелме тивмӗ: обком секретарӗ тӳрех кӳршӗ колхоза пӑрӑнать, унта пурӑнасса та пирӗн пек пурӑнмаҫҫӗ, тата ахальтен мар пулӗ унӑн амӑшӗ те хӑй кил-ҫуртӗнчен уйрӑласшӑн мар, ниҫта та каймасть…

— Халӗ ӗнтӗ сирӗн колхозӑн та чухӑна пеме кирлӗ мар, — терӗ Ксени. — Хуть эсир Лузгина хурлатӑр та-ха, тупӑш часах миллионран иртет, кӑтартмалли те ҫук мар. Ҫул ҫинчен ҫӳп-ҫапа пуҫтарасах пулать, эсир те хӑна чӗнсен, килтерӗшне типтерлетӗр.

— Хӑйӗн облаҫӗнчи обком секретарӗ хӑҫан хӑна пулни пур? — тӑрӑхларӗ Дымшаков. — Тен, эсӗ те хӑвна пур ҫӗрте те хӑна пек туятӑн пулӗ?

Ксени, хӑйӗн тивӗҫне ӳкерес мар, Дымшаков чӑкӑлташса ӳпкелешнине, тӑрӑхланине хирӗҫ текех чӗнес мар тесе пулас, ун ҫине урӑх пӑхмарӗ, калаҫма пӑрахрӗ.

— Эх, шӑрпӑклӑ та-ҫке эсӗ, Егор, — терӗ Корней, ассӑн сывласа. — Ну, мӗн ҫыпӑҫатӑн-ха эсӗ хӗр ҫумне? Пӗтӗмпех унран килнӗ пек! Е ҫынни ҫавнашкал-и эсӗ? Кама та пулин тарӑхтармасӑр пурӑнма пултараймастӑн пулмалла ҫав.

— Эсӗ вара ан хӳтӗле ӑна — тиенӗ-тӗк хӑй ҫине, турт-тӑр е калатӑр ытах — ку ҫӑк йывӑр мана тетӗр! — терӗ Дымшаков, кулма чарӑнса, унтан куҫне хӗсрӗ те Ксение ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен тепӗр хут пӑхса илчӗ. — Тата тӗрӗссипех калас-тӑк, луччӑ эсӗ ӑна хӑвӑртрах качча пар-ха, атту сухари пулса ларӗ те, шӑл та витмӗ!..

Ксени пит-куҫӗ тӗл-тӗл хӑмла ҫырли пек хӗрелчӗ, Корней хӗрне чӗреренех хӗрхенчӗ, анчах мӗн тӑвайтӑр-ха вӑл ҫак ӑсран кайнӑ кӗрӳшӗпе, авӑ каллех чарӑнма пӗлмесӗр, пӗтӗм пырӗпе ахӑрса тӑраканскерпе.

Егор сывпуллашса аллине сулчӗ те урам тӑрӑх, кӳлленчӗксене пӑхмасӑр, тикӗт пек хура пылчӑка ашса утрӗ. Ун умӗнче ватса пӗтернӗ, ланкашкаллӑ, тарӑн урапа йӗриллӗ йывӑр ҫул мар, тикӗс те сарлака шоссе сарӑлса выртать тейӗн ҫав.

— Ҫурт туянас текен тупӑнсан, кала, эпӗ хакӗшӗн тытӑнсах тӑмӑп! — кӑшкӑрчӗ Корней хыҫалтан. — Илтетне?

Дымшаков пуҫне сулчӑ, Корней кӑмӑлсӑрланнӑ хӗрне ҫаннинчен сӗртӗнчӗ те, типӗрех вырӑн шыраса, ҫатансемпе хӳмесем ҫуммипе утма тӑрӑшса, тепӗр еннелле кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех