Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 7

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.05 14:55

Пуплевӗш: 140; Сӑмах: 967

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Каҫхи обход хыҫҫӑн Сергей кӗтмен ҫӗртенех ыйтрӗ хучӗ:

— Калӑр-ха, Егорыч, ҫыннӑн шӑпа пур-и? Тимлӗн пӑхрӗ ун ҫине Егорыч.

— Мӗнле каламалла сана… Эпӗ пуп та, философ та мар, анчах, ман шутпа, урӑхла каласан, хам ӑнланнӑ тӑрӑх, кашни ҫыннӑнах шӑпа пулма тивӗҫ. Хӑй шӑпи. Пӗртен-пӗрре. Ӑнланатӑн-и? Хӑш те пӗр япаласем этеме кура та, ун шухӑш-кӑмӑлне кура та мар, хӑйсемпе хӑйсем пурӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем пурӗ-пӗрех шӑпана хӑйсем майлӑ ҫавӑрма, ӑна, час-часах каланӑ пек калама, тивӗҫсӗр пӑрахма пултараймаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫынни хӑй кӗрешӳрен пӑрӑнмасть пулсан.

— Ҫук, эпӗ ун ҫинчен мар-ха… — пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн пӗркелерӗ Сергей.

— Ун ҫинчен-и, ун ҫинчен мар-и, Сереженька, тӗп сӑлтавӗ шӑпах ҫавӑнта. Тӑн-тӗшмӗше шута илместӗн пулсан ӗнтӗ, ара. «Этем — хӑй шӑпин хуҫи» тенинче ҫакӑ пӗтӗмпех калама. Никам та ку вӑл ҫӑмӑл темест. Йывӑр, питӗ те йывӑр. Лӗнчӗленсе алла уссан, пурӑнас шанчӑка ҫухатсан вара пушшех йывӑртарах.

Сергей хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ. Егорыч вӑл тӑрӑшсах шӑпа пирки хускалнӑ ыйтӑва хурав тупасшӑн пулнине лайӑх ӑнланчӗ. Ҫапла, ку уншӑн ахаль ыйту кӑна мар. Авал ҫынсем, йывӑрлӑха лексен, «шӑпа — индус хӗрарӑмӗ», «шӑпа — хаяр амаҫури», тенисем кивӗ, Сергейшӑн вырӑнсӑр. Вӑл хӑй шӑпине ӳпкелешмест. Вӑл асапланать. Тахҫан тума пултарнине халь тума пултарайманшӑн тӗртленекен ҫын пек асапланать. Шӑпа пирки ыйтса, Сергей, тен, хӑйӗн пуласлӑхне хаваслӑрах куҫпа пӑхасшӑн пулчӗ пулӗ. Ку вара пурнӑҫран ним тумасӑрах каясшӑн маррине, ҫынсене пӑртак та пулин усӑ кӳресшӗн тӑрӑшнине пӗлтерет. Вӑл, тӗрӗссипе, ҫавӑншӑнах ҫакнашкал пулса юлчӗ те ӗнтӗ. Ҫынсене вилӗмпе хуйхӑ-суйхӑран, хӗн-асапран хӑтарасшӑн.

— Шанас пулать, ывӑлӑм, — терӗ те Егорыч шӑпланчӗ.

Вӑл юри ҫапла турӗ, Сергей калама пуҫласса кӗтсе. Начар-и-мӗн, ара, Сергей хӑй сӑмах пуҫарчӗ пулсан! Миҫе кун ним шарламарӗ те, халӗ ак сасартӑках калаҫма пуҫларӗ.

— Хӑнӑхман эп хама ҫакнашкал… Ҫӑвара ҫӑкӑр татӑкӗ хума та… пулӑшмасӑр тума ҫук.

— Эсӗ хӑвна ху асаплантарма ан васка. Ҫынсем пурне те ӑнланӗҫ. Ҫынсем… аван вӗсем.

— Эпӗ аван мар…

Палатӑра шӑплӑх тӑрать. Пурнӑҫра ҫакӑ халиччен никам курман, нихҫан илтмен чи хаклӑ япала пулнӑ пек, пуҫланнӑ калаҫӑва чӑрмантарма нихӑшӗн те хӑюллӑх ҫитмерӗ.

— Эсӗ, Сережа, старик ҫине ан кӳрен, — терӗ Егорыч. — Эпӗ, шӗкӗртурра, таҫта та пулнӑ, темӗн те курнӑ… пурнӑҫне те, тӗрлӗ вилӗмне те… Ӑсли те пулнӑ, ухмаххи те, ӑнланса пӗтермелле марри те. Мӗнлине ҫеҫ курма тӳр килмен пуль ӗнтӗ! Ак нумаях пулмасть-ха, урӑхла каласан, пӗр виҫ ҫул каярах…

Егорыч пуҫне минтер ҫине хуллен усрӗ, вара улшӑннӑ, шӑнса пӑсӑлнӑ чухнехи пек хӑрӑлти сасӑпа калама пуҫларӗ:

— Эпир виҫҫӗн Учура каяттӑмӑр… Якутинче вӑл. Кӑрлач уйӑхӗччӗ. Ҫав тери сивӗ, мур тӗплесшӗ! Мӗн калама, чӑн-чӑн Ҫӗпӗр сивви ӗнтӗ. Йӗри-тавра тайга… Ҫамрӑк кин пекех капӑр тумлӑ. Тӗкӗн йывӑҫа — пуҫу ҫине ҫавӑнтах юр кӗрчӗ йӑтӑнса анать. Ҫӗрле кашкӑрсем ӳлеҫҫӗ. Вӗсене илтсе, кичемлӗх пусать — хӑвӑн та вара уласа ярас килет. Ҫитрӗмӗр хайхискер палӑртнӑ ҫӗре, мӗн кирлине тупаймарӑмӑр. Шырама шутлатпӑр. Пуш алӑпа камӑн таврӑнас килтӗр-ха! Икӗ кун аташса ҫӳрерӗмӗр тайгара. Чи ҫывӑхри ялтан та ҫӗр аллӑ ҫухрӑма кайнӑ эпир. Хамӑрпа илнӗ продуктсем вӗҫленсе килеҫҫӗ пирӗн, вара канашларӑмӑр та каялла кайма килӗшрӗмӗр. Юри пулнӑ пекех, тӑвӑл ҫӗкленчӗ, ҫӗрле пирӗн пӑлансене кашкӑрсем хӑратса тартрӗҫ. Урӑхла каласан, хамӑрӑн ик ура ҫинче кӑна тӑрса юлтӑмӑр эпир. Ҫуран утатпӑр. Пӗр кун каятпӑр, тепӗр кун, ҫил-тӑвӑлӗ чарӑнасси пирки шутламасть те. Виҫҫӗмӗш кунӗнче пӑхатӑп та — аташнӑ… Шӑп ҫакӑнта пуҫланчӗ вара. Пирӗнпе пӗрле пӗр йӗкӗт пурччӗ. Вӑйлӑскер, патварскер… Анчах пуҫ мимийӗ ун урӑхларах вырнаҫнӑ пулнӑ-мӗн. Ну, мӗн калас, ухмах теме ухмах мар, ҫук, вӑл шухӑшпа каламастӑп. Ҫӑмӑл пурнӑҫа юрататчӗ. Ресторан тӑрӑх сӗтӗрӗнме, хӗрарӑмсен пуҫне ҫавӑрма, ӳсӗрпе ҫапӑҫса ҫӳреме… ку тӗлӗшпе вара унран ӑстине те хӑюллине шыраса тупайман. Йывӑрлӑх килчӗ те — мӗнпур хӑюлӑхӗ таҫта кӗрсе ҫухалчӗ. «Текех ниҫта та каймастӑп! — тесе кӑшкӑрать. — Пурпӗрех вилмелле, апла пулсан ҫийӗнчех тӑвас, хама нушалантарас мар. Паттӑрсем тупӑннӑ! Йӗпепе пӳхнӗ чӑхсем пекех пӗтетӗр! Ларӑр та кӗтӗр. Ҫуккине курсан, хӑйсемех шырама тухаҫҫӗ». Мӗн паттӑрӗ пултӑр-ши пиртен? Хамӑрӑн та сехре хӑпнӑ ӗнтӗ, палӑртмастпӑр кӑна. Ҫапах алла ыталаса ларса вилес килмест. Урӑхла каласан, вилес пулсан та — кӗрешсе йӑпатрӑмӑр та эпир ӑна, намӑслантарса та пӑхрӑмӑр, хамӑр ҫинче йӑтса пыма та хӑтлантӑмӑр… Ӑҫта унта! Хирӗҫ тӑрать… Мӗн тумалла? Апат-ҫимӗҫ пӗтнӗпе пӗрех ӗнтӗ, мӗн чухлӗ утассине турӑ кӑна пӗлет. Лартӑмӑр та вӑл супӗлтетнине итлетпӗр. Йӗрет хӑй, пӗтӗм ҫут тӗнчене ылханать. Тайгана та, сивве те, хӑй пирӗн пата пынӑ куна та, кунран та ытларах — ҫуратнӑшӑн амӑшне те. Эпир ҫуна пекки турӑмӑр та ӑна ҫыхса пӑрахрӑмӑр, вара ҫапла вырттарса туртма пуҫларӑмӑр. Ахӑрать хайхи ку пирӗн киревсӗр сӑмахсемпе, ҫуна ҫинчен шӑва-шӑва анать… пач урса кайрӗ, урӑхла каласан. Тӑнпах хӑй. Ларса пыма вӑл, паллах, утнинчен аванрах, анчах совеҫе ӑҫта хуран? Пирӗн пекех сывах-ҫке, хӑй вара… Туятпӑр, капла майпа эпир хамӑрӑннисем патне ҫитеес ҫук. Пурте пӗтӗпӗр. Шутларӑмӑр та ун ыйтӑвне тивӗҫтерме килӗшрӗмӗр — ӑна хӑварас та хамӑрӑн ҫул шырас. Хӳш турӑмӑр, хамӑр пайран татса, апат-ҫимӗҫ пӑхса хӑвартӑмӑр та кайрӑмӑр. Пыратпӑр, ҫынсем яма май пултӑр тесе, ҫул паллисем тӑва-тӑва хӑваратпӑр. Тӑватӑ кун утрӑмӑр. Пиллӗкмӗшӗнче пире сунарҫӑсем тӗл пулчӗҫ. Хамӑр йӑлт халтан кайнӑ, шӑнса ӗнтӗркенӗ, выҫӑ… Пӗр кун урлӑран, пирӗн паллӑсем тӑрӑх йӗрлесе ӑна шыраса тупрӗҫ. Анчах кая юлнӑччӗ вара. Шӑнса вилнӗ. Ҫывӑрса кайнӑ та хытса ларнӑ… Хӑй кутӑнлӑхне пулах пуҫне ҫирӗ. Йывӑрлӑхран хӑрарӗ те — ак сана… пурччӗ — сасартӑк ҫук. Шел, ҫав вӑхӑтрах тата ҫилӗ те тӑвӑлса килет! Мӗнле-ха хӑв пурнӑҫу ҫине хӑвах алӑ сулма пултаратӑн! Ухмахлӑх вӑл!

Егорыч вӑрах хушӑ маччаналла тӗллесе выртрӗ, унтан ассӑн сывласа ячӗ те хушса хучӗ:

— Тен, ӑна пӗр-пӗччен хӑварма та кирлӗ марччӗ-и? Тепӗр енчен илсен, патвар йӗкӗт вӗт-ха вӑл.

Мӗн тума пултарайнӑ-ха эпир иккӗн?.. Лармалла та, ун пекех кӗлӗ юрри ярса, хӑв пӗтессине кӗтмеллеччӗ-ши?

— Тӗрӗс тунӑ эсир! — кӑшкӑрсах каласа хучӗ чирлисенчен пӗри.

— Ҫемьеллӗччӗ-и хӑй? — ыйтрӗ иккӗмӗшӗ.

— Ҫук, хусахчӗ… Ак пирӗн Сережкӑпа танлӑскер.

Палатӑра каллех шӑп-шӑпӑрт пулса тӑчӗ.

— Эсир кама тата кампа танлаштарасшӑн? — ыйтрӗ Сергей.

— Эпӗ, Сережа, никама никампа та танлаштармастӑп. Сӑмах май аса килчӗ те, ҫавӑнпа ҫеҫ каласа патӑм.

Г. В. Кузнецов хирург дневникӗнчен

Июнӗн 6-мӗшӗ. Мӗн тумалла-ши Петровпа? Урана ампутацилесси — чи ансат ӗҫ, чи шанчӑклӑ тата… чи тивӗҫсӗрри.

Июнӗн 8-мӗшӗ. Мӗнрен пуҫламалла-ши? Ача евӗр, чупас та сиккелес килет. Рентген юлашки хут туса панӑ ӳкерчӗкре шӑмӑ йӗркеллех пулни лайӑх курӑнать. Ҫӳрекен пулатӑнах, Сергей! Анчах чӑт. Тӳрлетесси вӑраха тӑсӑлни сана ним чухлӗ те ан хӑраттӑр. Ку вӑхӑт килетех, сывалатӑнах. Тем тесен те килет!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех