Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LXV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:37

Пуплевӗш: 308; Сӑмах: 3299

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Майӑн вунтӑххӑрмӗшӗнче Гумановский — 9-мӗш ҫара кӗрекен экспедицилле бригадӑн штабӗн начальникӗ — Мишка Кошовоя васкавлӑ пакетпа 32-мӗш полк штабне кӑларса ячӗ. Гумановский илнӗ хыпарсем тӑрӑх, ҫав полк Горбатовски хуторӗнче тӑма кирлӗ пулнӑ.

Кошевой ҫав кунах, каҫ еннелле, Горбатовскине вӗҫтерсе ҫитрӗ, анчах З2-мӗш полк штабӗ унта пулмарӗ. Хутор 23-мӗш дивизин иккӗмӗш ушкӑнри обозӗн темӗн чухлӗ лавӗсемпе тулса ларнӑ. Вӗсем Донец патӗнчен килсе ҫитнӗ те халӗ Усть-Медведица еннелле каяҫҫӗ. Обоза пехотӑн икӗ ротти хӳтӗлесе пырать.

Штаб ӑҫта тӑнине камран та пулин ыйтса пӗлес тесе, Мишка темиҫе сехет хутор тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗ. Юлашкинчен тинех пӗр юланутлӑ хӗрлӗармеец ӑна ӗнер 32-мӗш полк штабӗ Евлантьев хуторӗнче, Боковски станица ҫывӑхӗнче, пулни ҫинчен каларӗ.

Мишка, лашине ҫитерсе, ҫӗрле Евлантьев хуторне сиктерсе ҫитрӗ, анчах штаб унта та пулмарӗ. Ҫур ҫӗр иртсен, Горбатова таврӑннӑ чух, ҫеҫенхирте хӗрлӗармеецсен разъезчӗ ҫине пырса тухрӗ.

— Кам килет? — аякран кӑшкӑрса чӗнчӗҫ Мишкӑна.

— Хамӑр ҫын.

— А ну, шо ты за свий… — шӑнса пӑсӑлнӑ хулӑн сасӑпа хуллен ыйтрӗ шурӑ кубанкӑпа кӑвак черкеска тӑхӑннӑ командир ун ҫывӑхне пырса — Якой части?

— Тӑххӑрмӗш ҫарӑн экспедицилле бригадинчен.

— Чаҫран хут пур-и?

Мишка документ кӑларса кӑтартрӗ. Разъезд командирӗ ӑна уйӑх ҫутинче ҫавӑркаласа пӑхрӗ, шанмасӑр тӗпчеме пуҫларӗ:

— Кам сирӗн бригада командирӗ?

— Лозовский юлташ.

— А дэ вона, зараз, бригада?

— Дон леш енче. Хӑвӑр эсир хӑш чаҫран, юлташ? Вӑтӑр иккӗмӗш полкран мар-и?

— Ни. Мы Тридцять третьей Кубаньской дивизии. Так ты видкиляж це йидешь?

— Евлантьевран.

— Ӑҫта каятӑн?

— Горбатова.

— Ото ж! Та на Горбатовськом же зараз казакы.

— Пулма пултараймасть! — тӗлӗнсех кайрӗ Мишка.

— Я тоби кажу, шо там — казакы-восстеньци. Мы тике шо видтиля.

— Бобров хуторне мӗнле каймалла-ши ман? — ним тума пӗлмесӗр ыйтрӗ Мишка.

— А то вже як знаешь.

Разъезд командирӗ хӑйӗн усӑк купарчаллӑ лашине вырӑнтан хускатса аяккалла уттарса кайрӗ, унтан йӗнер ҫинче кӑштах ҫаврӑнса, ҫапла сӗнчӗ:

— Поняй з намы, а то колы б тоби «секим башка» не зробилы.

Мишка хаваслансах разъезд ҫумне пӗрлешрӗ. Вӑл ҫав каҫах 294-мӗш Таганрог полкӗ тӑракан Кружилин хуторне хӗрлӗармеецсемпе пӗрле пырса ҫитрӗ, пакета полк командирне пачӗ те, мӗншӗн ӑна кирлӗ ҫӗре ҫитерейменни ҫинчен ӑнлантарнӑ хыҫҫӑн, хӑйне полкри юланутлӑ разведка ҫумӗнче хӑварма ыйтрӗ.

Тамань ҫарӗн чаҫӗсемпе Кубань доброволецӗсенчен нумай пулмасть пӗрлештерсе йӗркеленӗ ЗЗ-мӗш Кубань дивизине Астрахань патӗнчен Воронеж — Лиски районне куҫарса кайнӑ. Унӑн Таганрог, Дербент тата Васильков полкӗсенчен тӑракан пӗр бригадине восстание путарма илсе пынӑ. Шӑпах ҫав бригада, вирлӗн пырса ҫапса, Дон леш енне хӑваласа ячӗ те Мелеховӑн 1-мӗш дивизине.

Бригада, ҫапӑҫусене кӗре-кӗре, Донӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх Казански станица ҫӗрӗнчен Усть-Хопер станицин хӗвеланӑҫ енчи пирвайхи хуторӗсем таран поход йӗркипе малалла куҫса пычӗ, сылтӑм флангӗпе Чир хуторӗсене йышӑнса илчӗ те унтан тин, Дон тӑрӑхӗнче пӗр-икӗ эрне чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, каялла кайма тухрӗ.

Мишка Каргин станиципе Чир тӑрӑхӗнчи чылай хуторсемшӗн ҫапӑҫрӗ. Майӑн 27-мӗшӗнче, ирхине, Анат Грушински хуторӗ хыҫӗнче, 294-мӗш Таганрог полкӗнчи 3-мӗш рота командирӗ хӗрлӗармеецеене ҫул айккинче строя йӗркелесе тӑратрӗ, тин ҫеҫ илнӗ приказа вуласа пачӗ: «Намӑссӑр сутӑнчӑксен йӑвисене ним шеллемесӗр тустармалла, Каинсене пӗтерсе тӑкмалла…» Унтан тата: Колчакпа Деникина пулӑшакан йӑх-яхсене хирӗҫ — тӑхлан, хурҫӑ, вут-хӗм!» тенӗ сӑмахсем Кошевой асне питӗ ҫирӗп кӗрсе юлчӗҫ.

Штокмана, унтан тата Иван Алексеевичпа Елански коммунисчӗсене вӗлерни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн Мишка пӗтӗм чӗрипе казаксене курайми пулса ҫитрӗ. Вӑл, тыткӑнри повстанец-казак алла ҫаклансан, тек ӗнтӗ нумай шухӑшласа тӑмарӗ, хӗрхенӗвӗн уҫӑмсӑр сассине те итлемерӗ. Ҫавӑнтан вара вӑл пӗр повстанеца та шеллеме пӗлмерӗ. Ентешӗ ҫинелле пӑр пек сивӗ кӑвак куҫӗсемпе тӗллесе пӑхрӗ те кӗскен ыйтрӗ: «Ҫапӑҫса тӑрантӑн-и совет влаҫӗпе?» — унтан, вӑл мӗн каласса кӗтмесӗр, тыткӑна лекнӗ казакӑн виле сӑнӗ ҫапнӑ пичӗ ҫинелле пӑхмасӑр, тӳрех хӗҫӗпе туртса касрӗ. Ним хӗрхенмесӗр турарӗ вӑл вӗсене. Тураса тӑкрӗ кӑна мар, повстанецсем пӑрахса кайнӑ хуторсенчи пӳртсем ҫине «хӗрлӗ автан» та ячӗ. Хӑраса тӑнран кайнӑ вӑкӑрсемпе ӗнесем, картана ватса, ҫунакан килсенчен тӑкӑрлӑксене тӗпӗртетсе чупса тухсан вара вӗсене винтовкӑпа ҫывӑхран пере-пере вӗлерчӗ.

Килӗшме пултараймасӑр, хӗрхенме пӗлмесӗр вӑрҫрӗ вӑл казаксен мӑнтӑрлӑхӗпе, вӗсен сутӑнчӑклӑхӗпе, капмар керменӗсен ҫивиттийӗсем айӗнче йӑва ҫавӑрса ҫӗршер ҫул хушши ҫирӗпленнӗ кивӗ йӑла-йӗркесемпе. Штокманпа Иван Алексеевич вилӗмӗ ӑна чӑтма ҫук хаярлатса ячӗ, приказ сӑмахӗсем вара Мишкӑн чӗмсӗр те вӗри курайманлӑхӗпе уҫҫӑн килӗшсе тӑчӗҫ… Ҫав кунах вӑл виҫӗ юлташӗпе пӗрле Каргин станицинчи ҫӗр аллӑ киле вут тивретрӗ. Тахӑш купца магазинӗн складӗнче пӗр бидон краҫҫын тупса тухрӗ те, хура аллипе шӑрпӑк курупкине пӑчӑртаса тытса, площадь тӑрӑх утса кайрӗ. Ун хыҫӗнчен купцасемпе пупсен ҫиелтен хӑма ҫапса сӑрланӑ капӑр керменӗсем, пуян казаксен ҫурчӗсем — шӑпах ӗнтӗ «тӗттӗм казаксене сӗмсӗррӗн улталаса хӗҫпӑшаллӑ пӑлхава ҫӗкленӗ» хуҫасен килӗсем — йӳҫӗ тӗтӗм-ҫулӑмпа мӑкӑрланса юлчӗҫ.

Утлӑ разведка тӑшман хӑварнӑ хуторсене пуринчен малтан пырса кӗчӗ; пехота килсе ҫитиччен вара Кошевой чи пуян килсене кӗл купи туса хӑварма ӗлкӗрчӗ. Иван Алексеевичпа Елански коммунисчӗсен вилӗмӗшӗн тавӑрас тесе, вӑл мӗнле пулсан та Татарскине ҫитсе тухасшӑн, ҫур хутора ҫунтарса ярасшӑн пулчӗ. Вӑл ӗнтӗ ӑшӗнче камӑн-камӑн килне вут тӗртмелли списока та турӗ, пӗр те пӗр хӑйсен чаҫӗ Чиртан Вешенскинчен сулахаяраха ӳкес пулсан, ҫӗрле никама каламасӑрах тӑван хуторне ҫитме шутларӗ.

Тата тепӗр сӑлтав та ӑна Татарскине кайма хистесе тӑчӗ… Юлашки икӗ ҫул хушшинче Мишка хутран-ситрен Дуняшка Мелеховӑпа куркаласа калаҫрӗ. Ҫакӑ вӗсене иккӗшне те сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен вӗри юратупа ҫыхса хучӗ. Мишкӑна парнелесе панӑ табак енчӗкне шӑпах ӗнтӗ Дуняшкӑн кӗре пӳрнисем йӑмӑх хӗрлӗ ҫӑм ҫиппипе эрешлентерсе тӗрленӗ; шӑпах Дуняшка ӑна, килтисене систермесӗр, иртнӗ хӗлле кӑвак качака мамӑкӗнчен ҫыхнӑ пӗр мӑшӑр перчетке пырса тыттарчӗ; тата шӑпах Кошевой тахҫан Дуняшка тӗрленӗ капӑр сӑмса тутрине хӑйӗн салтак гимнастеркин кӑкӑр кӗсйинче типтерлӗ упраса усрать. Мӗн тери хаклӑ уншӑн хӑйӗн хутланчӑкӗсем хушшинче ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хӗр ӳчӗн утӑ шӑрши майлӑ уҫӑмсӑр шӑршине упракан ҫав пӗчӗкҫӗ тутӑр! Пӗччен чух кӗсьерен кашни кӑлармассерен вӑл Мишка чунне шухӑшламан ҫӗртен килсе кӗнӗ асаилӳсемпе хумхантарчӗ; вӑл вара ҫӑл ҫывӑхӗнчи шурӑ пӑспа пиеленнӗ тиреке, каҫ сӗмӗ карса илнӗ тӳперен тӑман вӗлтӗртетсе вӗҫнине, Дуняшкӑн вӗттӗн чӗтренекен ҫирӗп тутине те, унӑн авӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче ирӗлекен чӑлт-шурӑ юр пӗрчисене те аса илчӗ…

Мишка килне кайма тӗплӗ хатӗрленчӗ. Каргинскинче купса ҫуртӗнчи стена ҫумӗнчен чечеклӗ кавир сӳсе илчӗ те ӑна лаши ҫурӑмӗ ҫине ашӑк вырӑнне витрӗ. Ашӑкӗ чӑнах та акӑш-макӑш чаплӑ пулса тухрӗ, куҫа аякранах тӗрлӗ тӗссемпе хӳхӗм чӗнтӗрсен капӑр илемӗпе ачашласа савӑнтарчӗ. Пуян пурӑнакан темле казак килӗнчи арчара пӗрре-иккӗрен ытла тӑхӑнман лампаслӑ шӑлавар, хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен ултӑ ҫӑм тутӑр тупрӗ. Тутӑрӗсене упрас темерӗ, виҫӗ мӑшӑр тӑлавар туса, улӑштарса сырса пурӑнчӗ. Ҫипрен ҫыхнӑ хӗрарӑм перчеткине вара халӗ, вӑрҫӑн тусанлӑ хирӗнче, тӑхӑнса ҫӗтес мар, Татарскине пырса кӗрес умӗн кӑна сӑрт ҫинче тӑхӑнас тесе, йӗнер хутаҫҫине чиксе хучӗ.

Службӑран таврӑнакан казак хутора шукӑль ҫи-пуҫпа, капӑр ут таврашӗсемпе пырса кӗресси ӗмӗртенхи йӑла пулнӑ. Казаксен тахҫантан килекен хӑнӑхӑвӗнчен хӑпсах ҫитеймен Мишка та, Хӗрлӗ Ҫарта пулсан та, авалхи йӑлана ҫав-ҫавах ҫирӗп уяма хатӗрленчӗ.

Лаши хӳхӗм вара: тӗсӗпе хура-турӑ, сӑмси вӗҫӗ шурӑ. Унӑн малтанхи хуҫине — Усть-Хопер казакне — Кошевой атака вӑхӑтӗнче хӗҫпе касса пӑрахрӗ. Лаши трофей вырӑнне пулчӗ. Унпа мухтанма та юрать: тӑлпӑвӗпе те, шухӑлӑхӗпе те, чӑтӑмлӑхӗпе те, кӗрнек кӗлеткипе те ытти чылай утсенчен ирттерет. Йӗнерӗ тесен вара — ниме тӑманскер. Ларкӑчӗ кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ, кайри хырӑмсарлӑхӗ — чӗрӗ чӗнтен, йӑранисем тасатсан-тасатмасан та ҫуталмаҫҫӗ: ун ҫинче пӗр эреш-мереш тӗсӗ те ҫук. Йӗвенне те пулин капӑрлатма темскер тумаллах пулать. Ҫак ыйту пайтах канӑҫ памарӗ Мишкӑна, унтан тинех сӑнӗ телейлӗ тавҫӑрупа ҫуталчӗ. Купца килӗ умӗнче, шӑп площадь варринче, купцан тарҫи-тӗрҫисем ҫунакан ҫуртран сӗтӗрсе тухнӑ никель кравать ларать. Кравать кӗтессисенче шурӑ шарсем хӗвел ҫутинче куҫа шартармалла йӑлтӑртатаҫҫӗ. Вӗсене, кӑларса е катса илсе, ҫӑварлӑх ункисенчен ҫакса ямалла та — йӗвен пачах урӑхла курӑнакан пулӗччӗ. Ҫапла турӗ те Мишка: кравать кӗтессисенчен хӑвӑл шарсене пӑра-пӑра кӑларчӗ те, пурҫӑн кантрасемпе тирсе илсе, иккӗшне — ҫӑварлӑх ункисенчен, тепӗр иккӗшне йӗвен сӑмсалӑхӗнчен ҫакса ячӗ. Шарсем вара лаша пуҫӗ ҫинче кӑнтӑрлахи ҫап-ҫутӑ шура хӗвелпе йӑлкӑшса ҫӳрерӗҫ. Хӗвел ҫинче вӗсем сӳнме пӗлми асар-писер ҫиҫӗм пек йӑлтӑртатрӗҫ. Ҫавӑн пиркиех лаша хӗвеле хирӗҫ куҫне хӗссе, час-час такӑнса, урисене анкӑ-минкӗллӗн иле-иле пусса утакан пулчӗ. Шарсем йӑлтӑртатнипе лашан куҫӗ туртса ыратрӗ, ҫутӑ йӑмӑхтарнипе куҫҫулӗ йӑпӑртатса юхрӗ. Апла пулин те Мишка пӗр шарне те йӗвен ҫумӗнчен вӗҫерсе илмерӗ. Кӗҫех тата ҫунӑк кирпӗчпе кӗл шӑрши ҫапакан ҫурри ҫуннӑ Каргин станицинчен тухса каяс вӑхӑт та ҫитрӗ.

Полкӑн Дон патнелле, Вешенски станици еннелле каймалла пулчӗ. Ҫавӑнпа та Мишкӑшӑн разведка командирӗнчен тӑванӗсене ҫитсе курма пер кунлӑх отпуск ыйтса илесси йывӑр пулмарӗ.

Начальник кӗске вӑхӑта отпуска кайма чармарӗ ҫеҫ те мар, ытларах та турӗ:

— Авланнӑ-и?! — ыйтрӗ вӑл Мишкӑран.

— Ҫук.

— Наҫтакки пулӗ-ха?

— Мӗн?.. Мӗнле япала вӑл? — тӗлӗнчӗ Митка.

— Ну, еркӗн, эппин!

— А-а-а… Ун пекки ҫук. Каччӑ курман хӗрсенчен чун савни тени пур.

— Вӑчӑраллӑ сехет пур-и тата?

— Ҫук, юлташ.

— Эх, эс те! — Разведка командирӗ вара, — Ставрополь ҫынни, патша ҫарӗнче унтер-сверхсрочник пулнӑскер, чаҫран киле ҫара ҫерҫи пек пырса кӗресси мӗн пек йывӑррине хӑй тӳссе курнӑскер, — сарлака кӑкӑрӗ ҫумӗнчен чылаях йывӑр вӑчӑраллӑ сехет вӗҫерчӗ, каларӗ:  — Салтакӗ маттур эсӗ! Ме ак, ҫакса ҫӳре киле кӑйсан. Хӗрсене астар, вӑйлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсенче мана та хушӑран аса ил. Хам ҫамрӑк пулса курнӑ: хӗрсене пӑснӑ, хӗрарӑмсене тӑсса пӑрахнӑ, пӗлетӗп… Вӑчӑри — ҫӗнӗ мерикан ылтӑнӗнчен. Кам та пулин ыйтас-мӗн пулсан — ҫаплах кала. Пӗр-пӗр ханттарӗ клемине кӑтартма ыйтать пулсан, — тӳрех сӑмса урлӑ янклаттарса яр! Пӗтмен-ха тӗнчере сӗмсӗр граждӑнсем, вӗсене ним тӑнлантарса тӑмасӑр хӑлха чикки тыттарас пулать. Ӗлӗк чух трахтирта е юхха хӗрарӑмсем патӗнче, ясара кайсан, эппин, пырса ҫулӑхатчӗ те ман ҫумма пӗр-пӗр приказчик е тиек йышши вӗҫкӗн — халӑх ҫинче намӑс кӑтартма пӑхатчӗ: «Усса янӑ хырӑм тӑрӑх вӑчӑрине, чӑн ылтӑнран тунӑ пек… Эппин, кӑтартсамӑр, тархасшӑн: ӑҫта клеми?» Эпӗ ун йышшине нихҫан та сиссе юлма памастӑмччӗ: «Клеме-и? Ак вӑл!» — унтан Мишкӑн тарават кӑмӑллӑ командирӗ хӑйӗн пӗчӗк ача пуҫӗ пысӑкӑш кӗре чышкине чӑмӑртарӗ те тискер те хӑрушӑ вӑйпа сывлӑшалла вирлӗн сулса ячӗ.

Мишка сехете ҫакрӗ, ҫӗрле, кӑвайт ҫутинче, сухалне хырчӗ, утне йӗнерлесе, килне тухса вӗҫтерчӗ. Шурӑмпуҫ ҫутипе Татарскине пырса кӗчӗ.

Хутор унчченхинчен нимӗн те улшӑнман: ҫӳллех мар тӑрӑллӑ кирпӗч чиркӳ ылтӑн тӗсӗ пӗте пуҫланӑ хӗресне ҫав-ҫавах кӑвак тӳпенелле кӑнтарса ларать, пупсемпе купцасен кӗрӗс-мерӗс ҫурчӗсем ӗлӗкхи пекех хутор плацне тӑвӑрлатаҫҫӗ. Кошевойсен ҫурри ишӗлнӗ пӗчӗк пӳрчӗ тӗлӗнчи тирек те унчченхи майлах тӑван чӗлхепе пӑшӑлтатса калаҫать…

Хуторта нихҫан пулман вилӗ шӑплӑх тӑни кӑна ытла та тӗлӗнтерет. Вӑл пӗтӗм тӑкӑрлӑксене эрешмен картипе карса хунӑ тейӗн. Урамсенче ҫын чунӗ те ҫук. Пӳртсен чӳречисене тачӑ хупса лартнӑ, хӑшпӗр алӑксенче ҫӑрасем ҫакӑнса тараҫҫӗ, анчах чылайӑшне янках уҫса хунӑ. Килсемпе урамсене ҫынсемсӗр хӑварса, пурӑнмалли ҫурт-йӗрсене масар ҫинчи пек чӗмсӗр пушӑлӑхпа тултарса, хуторта темле хӑрушӑ мур хӑйӗн тискер урисемпе утса ҫӳренӗ тейӗн.

Ҫынсен сасси те, выльӑх-чӗрлӗх мӗкӗрни те, автансем янӑравлӑн шарлаттарса авӑтни те илтӗнмест. Ҫерҫисем ҫеҫ, ҫумӑра сиссе, сарай ҫунаттисемпе тип ҫапӑ куписем ҫинче хӗрсех чӗликлетеҫҫӗ.

Мишка хӑйсен кил хушшине кӗчӗ. Ӑна никам та тухса кӗтсе илекен пулмарӗ. Ҫенӗк алӑкӗ ярах уҫӑ; ҫенӗкре хӗрлӗармеецсем сыракан ҫӗтӗк обмотка, хӗрринче юн хуралса хытнӑ лутӑрканчӑк бинт, шӑна ларса тулнӑ, пӗтӗмпе шӑршланса кайнӑ чӑх пуҫӗсемпе тӗксӗм йӑваланса выртаҫҫӗ. Хӗрлӗармеецсем пӳртре темиҫе кун каялла апатланнӑ пулас: урайне ванчӑк чӳлмек катӑкӗсем, ашне кӑшланӑ чӑх шӑммисем, чӗлӗм тӗпӗсем, хаҫат татӑкӗсем пӑрахса тултарнӑ… Йывӑррӑн хашлатса ярас килнине аран ирттерсе, Мишка курницӑна иртрӗ. Унта пурте ӗлӗкхи пекех, тӗпсакайӑн кӗркуннесенче арпус усракан енчи урай хӑми кӑна кӑшт ҫӗкленерех тӑнӑ пек туйӑнать.

Унта Мишка амӑшӗн ачи-пӑчинчен типӗтнӗ панулми пытарса тытас йӑла пурччӗ.

Ҫавна аса илсе, Мишка урай хӑми патне пырса тӑчӗ. «Нивушлӗ анне кӗтмен мана? Тен, мӗн те пулин пытарса хӑварнӑ вӑл унта?» — шухӑшларӗ вӑл. Унтан, хӗҫне йӗннинчен кӑларса, хӗҫ вӗҫӗпе урай хӑмине ҫӗклерӗ, Хӑма, нӑчартатса илсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. Сакайӗнчен тӳрех нӳрӗ те ҫӗрӗк шӑршӑ ҫапрӗ. Мишка урайне чӗркуҫленсе тӑчӗ. Тӗттӗме хӑнӑхманнипе куҫӗпе чылайччен нимӗн те уйӑраймарӗ, юлашкинчен курчӗ: сарса хунӑ кивӗ сӗтел ҫитти ҫинче ҫур бутылка сӑмакун ларать, ҫатма ҫинче кӑмпӑсланса кайнӑ ӑшаланӑ ҫӑмарта пур, шӑшисем ҫурри кӑшласа пӗтернӗ ҫӑкӑр татӑкӗ выртать; чӳлмекне йывӑҫ ывӑспа ҫӑтӑ хупса хунӑ… Кӗтнӗ ывӑлне карчӑк! Чи хаклӑ хӑнана кӗтнӗ пек кӗтсе пурӑннӑ! Черченӗн те савӑнӑҫлӑн кӑртлатса сикрӗ Мишка чӗри сакайне ансан. Кивелсе кайнӑ таса сӗтел ҫитти ҫине йӗркеллӗн лартса хунӑ ҫав япаласене темиҫе кун каялла кӑна амӑшӗн типтерлӗ алли сӗртӗннӗ. Кунтах, урай каштинчен, шурӑ пир хутаҫ ҫакса янӑ. Мишка ӑна васкаса илчӗ те унта хӑйӗн аялтан тӑхӑнакан кивӗ кӗпипе йӗмне тупрӗ. Вӗсене амӑшӗ ҫӗвви палӑрмалла мар хитре сапланӑ, пир тукмаккипе ҫапса ҫемҫетнӗ.

Шӑшисем апат-ҫимӗҫе йӑлт юрӑхсӑра кӑларнӑ, сӗтпе кӑмӑшкана ҫеҫ тӗкӗнмен. Мишка сӑмакунне ӗҫсе ячӗ, сакайӗнче тӗлӗнмелле сивӗ ларнӑ сӗте ҫирӗ, кӗпи-йӗмне илчӗ те каялла тухрӗ.

Амӑшӗ Дон леш енне кайнӑ пулас. «Хӑранӑ юлма. Пӗр тесен, лайӑх та ку. Кайман пулсан, ҫав-ҫавах казаксем вӗлеретчӗҫ. Ахаль те, мана пула, тем нуша та кӑтартрӗҫ пулӗ-ха…» — шухӑшларӗ те вӑл, пӑртакҫах тытӑнкаласа тӑрса, пӳртрен туйрӗ. Чӗлпӗре салтрӗ, анчах Мелеховсем патне каймарӗ. Вӗсен килӗ Дон хӗрринчех ларать. Унта кайнӑ чух пӗр-пӗр ӑста стрелок леш енчен Мишкӑна ҫӑмӑллӑнах повстанецсен хупӑсӑр пулине тирсе яма пултарать. Мишка малтанах Коршуновсем патне кайма, унтан каҫ сӗмӗпе площаде таврӑнма, тӗттӗмпе усӑ курса, Моховсен, ытти купцасемпе пупсен ҫурчӗсене вут тивертсе яма шутларӗ.

Пахчасен хыҫӗпе вӑл Коршуновсен тӗлне вӗҫтерсе ҫитрӗ, уҫса хунӑ хапхаран кӗчӗ те лашине карлӑкран кӑкарчӗ. Вӑл пӳрте кӗме тӑнӑччӗ ҫеҫ — крыльца ҫине Гришака асатте тухрӗ. Унӑн юр пек шурӑ пуҫӗ силленет, ватӑлса тӗссӗрленнӗ куҫӗсем суккӑрланас патне ҫитнӗ пек хӗсӗннӗ. Вӑл ҫухинче тарпа тусан сӑранланса ларнӑ хӗрлӗ петлицӑллӑ кӑвак казак мундирне типтерлӗ тӳмеленӗ, анчах пушӑ шӑлаварӗ анса ларнӑ пирки мучи ӑна пӗрехмай аллипе турта-турта хӑпартать.

— Сывӑ-и, мучей! — Мишка, чӑпӑрккине сулкаласа, крыльца умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

Гришака асатте чӗнмерӗ. Унӑн сиввӗн пӑхакан куҫӗсенче — ҫилӗ, кӳренӳ.

— Сывӑ-и, тетӗп! — сассине хӑпартрӗ Мишка.

— Турра тав, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ старик.

Вӑл ҫаплах Мишка ҫинелле ҫилленсе пӑхрӗ. Мишка урисене ирӗклӗн чармакласа тӑчӗ; чӑпӑрккине вылятрӗ, питне-куҫне шӑмарса, хӗрӗнни пек кӳпшек тутине чӑмӑртарӗ.

— Эсӗ тата мӗн Дон леш енне тармарӑн, Григорий мучи?

— Ман ята мӗнле пӗлетӗн?

— Кунтисем, ҫавӑнпа пӗлетӗп те.

— Апла кам ачи-ха эсӗ?

— Кошевойӑн.

— Акимка ывӑлӗ-и? Пирӗн патра тарҫӑра пурӑнчӗ, ҫавӑн-и?

— Ҫавӑн ҫав.

— Апла эсӗ иккен-ха ку, сударик? Тӗне кӗртнӗ чух Мишка ятлӑ хунӑччӗ-и сана? Аван! Пӗтӗмпе аҫуна хунӑ! Вӑл ҫапла хӑйне ырӑ тӑвакан ҫине с… хуратчӗ. Эппин, эсӗ те ҫавах?

Кошевой перчеткине хыврӗ, сӑнӗпе пушшех тӗксӗмленчӗ.

— Хӑть кирек мӗн ятлӑ пулам, кирек мӗнле пулам — сан ӗҫ мар вӑл. Мӗншӗн Дон леш енне каймарӑн, тетӗп?

— Каяс темерӗм, ҫавӑнпа каймарӑм та. Эсӗ мӗн-ха тата? Апла анчихрист патне тарҫа кайса кӗрӗшрӗн? Ҫӗлӗк ҫумне хӗрлӗ ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтартӑн пулать? Эсӗ, йытӑ ҫури, хамӑр казаксене хирӗҫ эппин, ирсӗр? Хутор халӑхне хирӗҫ каятӑн?

Гришака асатте крыльца ҫинчен йывӑррӑн тайкаланса утса анчӗ. Коршуновсем ҫемйипе Дон леш енне тарса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл япӑх ҫисе пурӑннӑ курӑнать. Килӗнчисем пӑрахса кайнӑскер, хытӑ начарланнӑскер, ытлашши ватӑ майӗпе хӑйне хӑй пуҫтарайманскер, вӑл Мишка умне пырса тӑчӗ, ун ҫине тӗлӗнсе те тарӑхса пӑхрӗ.

— Ҫапла, хирӗҫ, — пат татса хуравларӗ Мишка. — Вӗсем хӑйсен парӑмӗпе татӑлаҫҫӗ!

— Турӑ кӗнекинче мӗн тенӗ? Аще какой мерой меряете, тою и воздастся вам. Мӗнле пек ку?

— Эсӗ, мучи, ан минрет мана турӑ кӗнекисемпе, кунта унпа килмен эпӗ. Халех тухнӑ пул килӳнтен, — хаярланчӗ Мишка.

— Ку тата мӗне пӗлтерет?

— Ҫавнах.

— Мӗн эсӗ апла?..

— Нимӗн те мар! Тух, тенӗ сана!..

— Тухмастӑп хам кил-ҫуртран. Эпӗ чухлакалатӑп ӑна-кӑна… Эсӗ — анчихрист тарҫи, ҫӗлӗкӳ ҫинче унӑн клеми сан! Шӑпах сирӗн пирки каланӑ та Еремет пророк кӗнекинче: «Аз напитаю их полынем и напою желчию, и изыдет от них осквернение на всю землю», — тенӗ. Акӑ ҫитрӗ те ҫав вӑхӑт: ывӑлӗ ашшӗне хирӗҫ, тӑванӗ тӑванне хирӗҫ кайрӗ…

— Эсӗ ан кукӑрт сӑмаха, мучи! Ӗҫ кунта тӑвансем пирки мар, кунта ҫӑмӑл арихметика: ман атте мӗн виличчен сирӗншӗн ӗҫлесе пурӑнчӗ, эпӗ те вӑрҫӑччен сирӗн тулла аштартӑм, сирӗн тырӑ миххисене ҫӗклесе хамӑн ҫамрӑк пилӗк-ҫурӑма тапратрӑм, халӗ ак ҫитрӗ татӑлас вӑхӑт. Тух килӳнтен, халех вут тивертсе ҫунтаратӑп ӑна! Хӳхӗм кил-ҫуртра пурӑнтӑр эсир, малалла пирӗн пекех саман пӳртсенче пурӑнӑр. Ӑнлантӑн-и, старик?

— Аха-аха! Ҫавӑн патне ҫитрӗ те пурнӑҫ. Исаий пророк кӗнекинче каланӑ кун пирки: «И изыдут, и узрят трупы человеков, преступивших мне. Червь бо их не склончается и огнь их не угаснет, и будут в позор всяческой плоти…», — тенӗ.

— Ну, ман кунта санпа сӳпӗлтетсе тӑма вӑхӑт ҫук! — сиввӗн каласа хучӗ тилӗрсе кайнӑ Мишка. — Тухатӑн-и килӗнтен?

— Ҫук! Куҫран тасал, усал ҫури!

— Санашкал ниме тӑман йӑх-яха пула пырать те вӑрҫӑ! Шӑпах эсир пӑтрататӑр халӑха, революцие хирӗҫ пыратӑр… — Мишка васкаса карабинне хывма пуҫларӗ…

Персе янӑ хыҫҫӑн Гришака мучи месерле ӳкрӗ, сӑмахсене уйӑрса илмеллех каларӗ:

— Куна… хам кӑмӑлӑмпа мар… хамӑрӑн ырӑ турӑ ирӗкӗпе чуна паратӑп… Эй, турӑ, йышӑнсам мирпе… хӑвӑн чуруна… — унтан хӑрӑлтатса сывлама тапратрӗ, шурӑ мӑйӑхӗ айӗнчен юн тапса тухрӗ.

— Йышӑнать! Сана, ватӑ шуйттана, тахҫанах унта ӑсатмалла пулнӑ!

Мишка картлашка патӗнче тӑсӑлса выртакан старик патӗнчен йӗрӗнчӗклӗн пӑрӑнса иртрӗ, крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ.

Ҫенӗке ҫилпе вӗҫсе кӗнӗ турпас татӑкӗсене шупка хӗрлӗ ҫулӑм ярса илчӗ, чӑланпа ҫенӗк хушшинчи хӑма стена хӑвӑрт ҫунма пуҫларӗ. Тӗтӗм мачча патнелле йӑсӑрланса хӑпарчӗ, унтан витӗр вӗрекен ҫил ярса илнипе пӳлӗмсене пӗтӗрӗнсе кӗчӗ.

Кошевой картишне тухрӗ. Сарайпа кӗлете вут тивретсе аппаланнӑ хушӑра пӳртри ҫулӑм тулалла явӑнса тухрӗ, выҫкӑннӑн чашкӑрса хыр чӳрече харшисене ҫуларӗ, вӑрӑм аллисемпе пӳрт тӑрринелле кармашса хыпашларӗ…

Таврана каҫ сӗмӗ ҫапиччен Кошевой ҫывӑхри укӑлча картинче, вӑрман хӑмли явӑнса ӳсекен кӳкен тӗмӗсен сулхӑнӗнче ҫывӑрса выртрӗ. Ҫавӑнтах, ыраш курӑкӗн сӗтеклӗ тунисене юлхавлӑн чӗпӗткелесе, йӗнерне хывса хунӑ, тӑлланӑ лаши ҫисе ҫӳрерӗ. Каҫ пулас умӗн, шыв ӗҫес килнипе, вӑл хыттӑн кӗҫенсе ячӗ, хуҫине вӑратрӗ.

Мишка ура ҫине сиксе тӑчӗ; шинельне йӗнерӗн хыҫалти пӗкечи ҫумне ҫыхса хучӗ те утне укӑлча картинчех ҫӑл шывӗпе шӑварчӗ, унтан йӗнерлерӗ, тӑкӑрлӑкалла кӗрсе кайрӗ.

Коршуновсен ҫунса кайнӑ килӗнче ҫаплах-ха кӑмрӑкланса хуралнӑ юпасем чӑтма ҫук йӳҫӗ тӗтӗмпе мӑкӑрланаҫҫӗ. Ӗнтӗ пысӑк пӳртрен ҫӳллӗ чул никӗсӗпе хуп-хура хӑрӑмлӑ мӑрйине пӗлӗтелле кӑнтарнӑ ҫурри ишӗлчӗк кӑмаки ҫеҫ тӑрса юлнӑ.

Кошевой тӳрех Мелеховсем патне кайрӗ.

Вӑл йӗнер ҫинченех кил хушши калинккине уҫса картишне кӗнӗ вӑхӑтра Ильинична аслӑк айӗнче саппун чӗрҫине турпас тултарса аппаланатчӗ.

— Сывӑ-и, инке! — ӑшшӑн саламларӗ вӑл карчӑка. Ильинична, хӑраса кайнипе, хирӗҫ сӑмах та чӗнеймерӗ, аллине ячӗ те, саппун ҫинчи турпасӗ шӑпӑрах ҫӗре тӑкӑнчӗ…

— Сывӑ пурӑнатӑр-и, инке?

— Тавах-ха… тавах турра, — хӑюсӑртараххӑн хуравларӗ Ильинична.

— Чипер сывах пурӑнатӑр пуль?

— Пурӑнасса пурӑнатпӑр-ха та, сывлӑхӗ мӗн мар ӗнтӗ.

— Казаксем ӑҫта сирӗн? Мишка йӗнер ҫинчен анса сарай патне пычӗ.

— Дон леш енче…

— Кадетсене кӗтеҫҫӗ-и?

— Вӑл ман ӗҫ мар… Эпӗ вӑл-ку йӗркене пӗлместӗп…

— Евдокея Пантелевна килте-и?

— Вӑл та Дон леш енче.

— Кирлӗччӗ пуль вӗсене унта кайма! — Мишка сасси чӗтренсе тухрӗ, ҫилӗ килнипе ҫирӗпленчӗ. — Эпӗ акӑ мӗн калатӑп сире, инке: Григорий, сирӗн ывӑл, — совет влаҫӗн хаяртан хаяр тӑшманӗ пулса кайрӗ. Каҫатпӑр та ак тепӗр енне — ӑна пуринчен малтан мӑйне пӑяв тӑхӑнтаратпӑр. Пантелей Прокофичӗ ахалех тарнӑ. Ҫынни ватӑ, уксах, ларас пулнӑ килте…

— Вӗлерессе кӗтсе-и? — сиввӗн ыйтрӗ те Ильинична турпас таткисене саппун чӗрҫине пуҫтарма тытӑнчӗ.

— Ну, вилме инҫе-ха унӑн. Кӑштах, тен, чӑпӑркка туянтарма юратчӗ те-и, ҫапах та вӗлерместчӗҫ ӑна. Ҫук-ха, эпӗ калам, кунта уншӑн кӗмерӗм эпӗ. Мишка кӑкӑрӗ ҫинчи сехет вӑчӑрине тӳрлетсе куҫӗпе ҫӗрелле пӑхрӗ. — Манӑн Евдокея Пантелевнӑна килсе курас килчӗ. Вӑл та ыттисемпе кайни, чӑнах, чуна ыраттарать мана. Ҫапах та, инке, эсир ун тӑван амӑшӗ майӗпе ман каласах пулать. Акӑ мӗн калатӑп сире: Евдокеяшӑн эпӗ тахҫантан ҫунатӑп, анчах пирӗн халь хӗрсемшӗн ҫунмалли вӑхӑт мар, ма тесен эпир контрӑпа ҫапӑҫатпӑр, ӑна ним хӗрхенмесӗр аркататпӑр. Ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӗтерсе тӑкатпӑр та ак, тӗнчипе хамӑрӑн мирлӗ совет влаҫӗ пулать, вара ун чух, инке, эпӗ сирӗн пата, сирӗн Евдокея пирки, хӑтана яратӑп.

— Халь вӑхӑт мар ун пирки калаҫма!

— Ҫук, вӑхӑт! — Мишка пит-куҫне шӑмарчӗ, куҫ харшисен хушши ӳпреммӗн хутланса пӗрӗнчӗ. — Хӗр ҫураҫма вӑхӑт мар та, ун пирки калаҫма пулать. Кун валли ман урӑх вӑхӑт ҫук. Паян эпӗ кунта, ыран, тен, мана, пӗлместӗп, Донец леш енне ярӗҫ. Ҫавӑнпа каласа хуратӑп та сире: Евдокейӑна ухмах пуҫпа никама та качча ан парӑр, атту аван мар пулать сире. Ман чаҫран эпӗ вилни ҫинчен хут килес-мӗн пулсан — ун чух ҫураҫӑрах, анчах халь юрамасть, мӗншӗн тесен пирӗн хушӑра юрату. Ӑна валли, чӑнах, кучченеҫ-мӗн илсе килеймерӗм эпӗ, кучченеҫне ӑна тупса илме ҫук, пӗр те пӗр буржуйсен, купцасен япалисенчен темскер кирлӗ пулас-тӑк, — калӑр: халех сӗтӗрсе килетӗп.

— Турӑ ан хуштӑр! Ӗмӗрте ҫын япалипе усӑ курман!

— Ну, ку хӑвӑрӑн ирӗк. Манран маларах курас-мӗн пулсан, Евдокея Пантелевнӑна салам калӑр. Халлӗхе сывӑ пулса юлӑр тата, инке, ман сӑмахсене ан манса кайӑр. Ыйтатӑп, тархасшӑн.

Ильинична ним шарламасӑр пӳрте кӗрсе кайрӗ. Мишка, лаши ҫине утланса, хутор площачӗ еннелле вӗҫтерчӗ.

Каҫа хирӗҫ хутора хӗрлӗармеецсем анчӗҫ. Тӑкӑрлӑксенче вӗсем хӗрӳленсе калаҫнӑ сасӑсем илтӗнсе тӑчӗҫ. Виҫҫӗшӗ, Дон хӗррине заставӑна кайма ручной пулеметпа тухнӑскерсем, Мишкӑна допрос турӗҫ, докуменчӗсене тӗрӗслерӗҫ. Чукун Ҫеменӗн пӳрчӗ тӗлӗнче вӑл татах тепӗр тӑватӑ ҫынна тӗл пулчӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ кӑрманпа сӗлӗ турттарса каяҫҫӗ, тепӗр иккӗшӗ — Чукунӑн чахоткӑллӑ арӑмӗпе пӗрле — ураллӑ ҫӗвӗ машини тата пӗр михӗ ҫӑнӑх йӑтса пыраҫҫӗ.

Чукун арӑмӗ Мишкӑна палласа илсе сывлӑх сунчӗ.

— Мӗн илсе каятӑн, инке? — интересленчӗ Мишка.

— Куна чухӑн класс хӗрарӑмне хуҫалӑха уралантарма пулӑшатпӑр-ха: ун валли буржуй машинипе ҫӑнӑх илсе кайса паратпӑр, — харсӑррӑн ҫатӑртатса хуравларӗ пӗр хӗрлӗармеецӗ.

Мишка Донец леш енне тарса кайнӑ Моховпа Атепин-Цаца купцасен, Виссарион пуппа таса атте Панкратийӑн тата тепӗр виҫӗ ҫӗрме пуян казакӑн килӗсене черечӗпе вут тивертрӗ те унтан тин хутортан кайма тапранчӗ.

Сӑрт тӗмески ҫине хӑпарса ҫитсен, утне ҫавӑрса тӑратрӗ. Аялта, Татарскинче, хӑрӑм пек хура тӳпен анлӑ ытамӗнче, сарӑ хӗрлӗ ҫулӑм асамлӑ тилӗ хӳри пек хӗмленсе явӑнать. Вут-ҫулӑм пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, Донӑн вӗтӗ хумлӑн чӳхенсе юхакан шарлакне йӑлкӑштарса чӗнтӗрлет, е чакать, ҫурт-йӗрсене ӗмӗтсӗррӗн ҫулласа, хӗвеланӑҫнелле хумлӑн-хумлӑн авӑнса шӑвать.

Ҫеҫенхир ҫилӗ хӗвелтухӑҫ енчен ҫӑмӑллӑн варкӑшса вӗрет. Хӑрушла явӑнакан ҫулӑма ҫавӑрттарса, вӑл кӑмрӑк пек хуран йӑлтӑртатакан кӗл-хӑрӑма таҫта питӗ инҫете-инҫете вӗҫтерсе каять…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех