Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 9

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.26 22:06

Пуплевӗш: 179; Сӑмах: 2447

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӗрхи йӗпе-сапа кунсем хыҫҫӑн ҫанталӑк сивӗтсе пӑрахнӑ. Ирхине шӑнтнӑ, вӗтӗртетсе хӑрпӑк юр ҫунӑ. Шуралнӑ кӳлленчӗксен ҫӳхе пӑрӗ чӑнкӑртатса ваннӑ, шӑнса хытнӑ сӑрӑ ҫулӗсем ҫинче пушӑ урапасем чул тӑрӑх аннӑ пек танкӑртатнӑ.

Час тӗттӗмленнӗ. Пӗррехинче, пӳртсене хӑйӑ ҫутса ярсан, кӑвак ӗнтрӗкре сасартӑк юр йӑтӑнтарма пуҫланӑ. Вӑл ҫурт тӑррисемпе хӳмесене тӑруках шуратса пӑрахнӑ, ҫӗтӗк ҫатӑкпа ҫӳп-ҫап пӑрахнӑ вырӑнсене витсе хунӑ.

Юр ҫӗрӗпех ҫуна, ҫӗре тӑрӑшса, ҫемҫен пиеленӗ, тул ҫутӑлас умӗн чарӑннӑ, ҫынсем вӑраннӑ ҫӗре хӗл пулса ларнӑ. Тулта таса юр кӗрчӗсем выртнӑ, пӳртсенче тӑруках ҫутӑрах пулса тӑнӑ, йӗри-тавра мӗн пурри пӗтӗмпех ҫӗнелнӗ пек туйӑннӑ.

Сивӗтсех пынӑ, каҫпа пӳрт умӗнчи пӗчӗк садсенче йывӑҫсем шартлатса ҫурӑлнӑ, юр ҫийӗн ҫуна ҫулӗ хытнӑ, юхан шыв ҫинчи тӗттӗм кӑвак пулӑхсенчен шурӑ пӑс тухнӑ, унтан пӑрланнӑ пичкесемпе шыв турттарнӑ.

Тӗтӗм шӑрши кӗнӗ, ирхине вӑл юрпа витӗннӗ пӳрт тӑррисем ҫинче кӗрен сенкер ката пек курӑннӑ. Тӗтреллӗ тусем ял патнех куҫса ларнӑ пек туйӑннӑ…

Хӗвел тухас умӗн Егор Дымшаков лаша витине пычӗ те, каҫхи хуралҫа киле ярса, лашасене апат пама пуҫларӗ. Лашасем ӑна курсан кӗҫенсе ячӗҫ, мӑйӗсене тутлӑ шӑршлӑ утӑ патнелле тӑсрӗҫ, ун аллисене шӑршларӗҫ, хӑма сарнӑ урайне чӗрнисемпе чаваларӗҫ. Кӑмӑллӑн кулкаласа, Егор вӗсем ҫине кӑшкӑркаласа илчӗ, анчах вӗсене улталаймӑн, вӗсем вӑл хӑҫан йӑваш та усал пулнине, хӑҫан ахаль ҫеҫ кӑшкӑрнине лайӑх уйӑрнӑ.

Ӗнтрӗклӗ ҫутӑра председателӗн тухса ҫӳремелли рысакӗн купарчи ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса тӑнӑ, ӑна ытти лашасенчен уйрӑм пӑхнӑ, сӗлӗ ҫитернӗ, ҫӑнӑхпа пӑтратса панӑ. Лаша нимӗншӗн те айӑплӑ пулман пулин те, тата вӑл мӑнаҫлӑ та илемлӗ кӗлеткеллӗ, улма-чӑпар тӗслӗ пулнӑ пулин те, Егор ӑна ачашламан тата пӑртак юратман та. Вӑл рысака утӑ чи юлашкинчен панӑ, лешӗ, ӑнланнӑ пек, тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑнӑ, ыттисем пек кӗҫенмен, сайра хутра ҫеҫ ҫутӑ кӑвак куҫӗпе чалӑшшӑн пӑха-пӑха илнӗ. Халӗ Егор, чарӑнса тӑрса, ирӗксӗрех ун ҫине пӑхса савӑнчӗ — мӗн тери хитре, шуйттан! Улпут!

Юлашкинчен хӗвел сӗвек ҫурт тӑррисем ҫинчен кусса анчӗ, ансӑр чӳречесем витӗр сӑрхӑнса кӗчӗ, лашасен сапаланчӑк ҫилхисем ҫине ӳкрӗ, пасарса кайнӑ тӗттӗм кӗтессине ҫутатрӗ, ҫи витти айӗнче, струпилсем хушшинче, ҫерҫисем ҫӑтӑлтатса чӗвӗлтетме пуҫларӗҫ.

Часах Саввушкӑ уксахласа ҫитрӗ. Егор хӑйӗн юратнӑ тур лашине туртасем хушшине илсе тухса тӑратрӗ. Куна хӑвалама, чӑпӑркка кӑтартма кирлӗ мар, — пурне те хӑех пӗлет. Хуть те вил ӳсӗр йӑванса кай ҫуна ҫине, пурпӗрех киле, чӳрече умнех, илсе ҫитерет, тата, тухса илӗр тесе, кӗҫенсе ярать-ха мур пуҫӗ!

— Катари улӑха каятӑн-и? — ыйтрӗ Саввушкӑ. — Инҫетерех каясчӗ, атту кайран ҫула шӑлса лартать те — асаплан вара.

Егор председатель вите патнелле хӑвӑрт утса пынине курчӗ те урӑх калаҫмарӗ. Лузгин вӗсем патне час-час ҫӳремест, темскерле васкавлӑ ӗҫ хуса янӑ пулас ӑна кунта ҫак сехетре.

Егор ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ те, вӑл ҫывхарнине асӑрхаман пек, тӗплетнӗ кӑҫаттипе клещерен тапса, мӗкӗрленсе, сӳсмен чӳлӗкне туртса ҫыхма пуҫларӗ. Лузгин ун хыҫӗнче чарӑнса тӑчӗ, вӑл сывлӑшӗ пӳлӗннипе хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлани илтӗнчӗ, анчах Егор ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Лаша кӳлнӗ чухне ӗҫ сахал мар — тилхепе хумалла, урхалӑха туртса ҫыхмалла.

Председатель мӑшлатса тӑчӗ-тӑчӗ те ирӗксӗрех хӑй калаҫма пуҫларӗ:

— Утӑ патне кайма пуҫтарӑнтӑн-и?

Егор ерипен председатель еннелле ҫаврӑнчӗ, ӑна ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран кулса пӑхса илчӗ. Мӗн тери кураймасть вӑл ҫак ытла та каппайчӑк мӑн кӑмӑллӑ этеме!

— Аван-и, Аникей! — терӗ Егор, пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Тен, эпӗ манса кайрӑм-и, анчах санпа эпир паян курманччӗ вӗт-ха, э? Мана тӗлӗкре курнӑ пулсан ҫеҫ, ну, ӑна эсӗ шута илместӗн пуль-ҫке?

Лузгинӑн кӑвак куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ.

— Эс мана обком секретарӗ умӗнче хӑртрӑн та, ман ҫапах ӗҫ санни чухлӗ ҫеҫ мар! Района та каймалла, хуҫалӑхпа та чупмалла — супатӑн та, апат ҫиме юлашки хут хӑҫан ларнине те манса каятӑн…

— Никам та хӑйне санпа танлаштармасть. Ӑҫта унта? — терӗ те Егор, хӗрхеннӗ пек, ассӑн сывласа илчӗ. — Тен, куҫсӑррисем курмаҫҫӗ пуль, тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫынсем вара, Аникей Ермолаевич, эсӗ, халӑхшӑн тӑрӑшса, пӗтсе кайнине кураҫҫӗ — тирӳпе шӑмму ҫеҫ тӑрса юлчӗ! Мӗншӗн уямастӑн хӑвна?

Уксах Саввушкӑ хырӑмӗ ҫинче кӗрӗк пиншак аран-аран тӳмеленекен мӑнтӑр председатель ҫине пӑхса илчӗ те тӳссе тӑраймарӗ, сылтӑм урипе уксахласа, лаша таврашӗ ҫакакан ҫӗрелле лапӑстатрӗ. Ҫылӑха кӗрес мар! Атту ыранах, мӗн ахӑртӑн тесе, аса илтерет.

— Асту, Дымшак, кулса тӑранатӑн акӑ! — Саввушкӑ ҫине ҫиллессӗн пӑхса, хуллен, шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ Лузгин. — Эпӗ нумай тӳсрӗм, анчах та эпӗ пурпӗр Иисус Христос мар, шӑнӑрсем те вӗрен мар ман — татӑлса кайма пултараҫҫӗ…

Егор халӗ кулма чарӑнчӗ, Лузгинӑн тӗк тӑма пӗлмен, хыпашласа ҫӳрекен куҫӗсенче темӗнле канӑҫсӑрлӑх пуррине курса, хӑлхине чанк тӑратрӗ. Кӗпер ҫинче ятлаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Аникейпе пӗр-пӗччен тӗл пулса калаҫманччӗ-ха, халӗ вӑл ун лутра ҫамкаллӑ, шурӑ та хытӑ, татса пӗтернӗ евӗр куҫ харшиллӗ, яланах тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ пек курӑнакан, кӳпчек пичӗ ҫине куҫӗсене хӗссе, тинкерсе пӑхрӗ.

— Ман урхамаха кӳл те хирти колхоза михӗсем илме вӗҫтер. Икӗ уйӑх иртрӗ ӗнтӗ илсе кайнӑранпа, темскер тӑсса пыраҫҫӗ, килсе памаҫҫӗ-ха.

— Выртаҫҫӗ, шӑршланса каймаҫҫӗ сан миххӳсем. Тӑварласа та ҫимеҫҫӗ вӗсене унта, — терӗ Егор. — Каймастӑп. Ыран лашасене пама нимӗн те ҫук.

— Ахалех хӑвӑн талайна кӑтартатӑн. Хӑвах айӑплӑ пулатӑн вӗт. Ирӗксӗрлеме шутламастӑп эпӗ сана — урӑх ҫынна яратӑп…

Егор ӑнланнӑ: вӑл, председателӗн чи киревсӗр те ниме тӑман хушӑвне тумасан та, хӑйне тапӑнма Лузгина тепӗр сӑлтав тупса парать-ҫке-ха, вара кӑшт шухӑшларӗ те салхуллӑн килӗшрӗ.

— Утӑ патне ыттисене яратӑп, эсӗ мана михӗсене илсе килсе пар! — терӗ Лузгин васкавлӑн, хӑй шутланӑ пек тума пултарнипе савӑнса. — Атту таса михӗсене ҫӗр улми тултарса лартаҫҫӗ те кайран ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫеҫ тавӑрса параҫҫӗ. Мӗн, эсӗ пӗлместӗн-им вӑл колхоза — ӗмӗрӗпех кӗлмӗҫленсе пурӑнаҫҫӗ.

Лузгин хыпаланма пуҫларӗ, лаша таврашӗсене те хӑй йӑтрӗ, нумайранпа кӳлмен рысака хӑех ҫавӑтса тухрӗ. Председатель хӑйне ҫапла тыткаланине ӑнланма ҫӑмӑл пулман — те вӑл, Дымшаковпа ҫураҫасшӑн пулса, ӑна мӗнпе те пулин ырӑ тумалли май шыранӑ, те каллех те мӗнле ирсӗр япала шухӑшласа кӑларнӑ — тавҫӑрса ил-ха ӑна! Анчах михӗсем пирки вӑл, паллах, тӗрӗс калать, — вӑхӑтра илсе килмесен, пӗтеҫҫӗ вӗсем.

Егор хыҫсӑр ҫуна ҫине шӑтӑртатакан улӑм лӳчӗркесе хучӗ, ҫуна пуҫне утӑ пӑрахрӗ, михӗпе пӑртак сӗлӗ хучӗ, вара саплӑклӑ тӑлӑп илсе тухса, ним каламасӑр улӑм ҫине йӑванчӗ. Улма чӑпар ут, витерен ҫутӑ тӗнчене тухнипе савӑннӑ пек, турех тапса сикрӗ.

— Лашана тара ан ӳкер! — кӑшкӑрчӗ Лузгин хыҫалтан. — Ан хӑвала ухмахла, унта ҫӗр каҫ — илтрӗн-и?

Егор вӑл мӗн каланине илтрӗ, анчах ҫавӑн пек ухмахла вӗрентнине хирӗҫ хуравлама намӑс тесе, нимӗн те каламарӗ. Тара ан ӳкер тет-ха! Пуҫласа тилхепе тытнӑ ҫын мар вӗт!

Хӑйсен пӳрчӗ умне ҫитсен, Егор лашине чарчӗ те пас тытнӑ чӳречерен чӑпӑркка аврипе шаккарӗ. Урама Аниҫҫе сиксе тухрӗ — тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ, кӑҫаттине чӑлхасӑрах тӑхӑнса янӑ, пичӗ хӗп-хӗрлӗ кӑмака умӗнче аппаланнӑ пулмалла.

— Ҫур ҫӑкӑр кас та тата мӗн те пулин чӗркесе пар, — терӗ Егор, ҫамкине пӗркелентерсе. — Тен, пӗр кунта таврӑнаймӑп та.

— Ҫамрӑкраххисем ҫук-и вара унта кайма? — кӑшкӑрса ячӗ Аниҫҫе. — Вӑт мурсем, чӗрӗллех ҫиеҫҫӗ ҫынна!

— Юрӗ, пӗтӗмпех ҫисе яраймӗҫ; сан валли те мӗн те пулин юлӗ! Шӑнса ан тӑр тулта, чӗтрене еретӗн акӑ. Тр-р-р-р, тӑранман шампа!

Аниҫҫе пӳрте хӑвӑрт кӗрсе тухрӗ, Егора аллине сумкӑ тыттарчӗ, унта вӑл пурне те пӑртакшар чикнӗ иккен — ҫӑкӑрне те, пиҫнӗ ҫӗр улмине те, суханне те, тӑварланӑ хӑярне те. Халӗ вӑл, упӑшкипе ытларах тӑма хатӗрленнӗ пек, хулпуҫҫи ҫине ватник уртса янӑ, ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ, ун хыҫҫӑн юратнӑ ывӑлӗ Васяткӑ сӗтӗрӗнсе тухрӗ. Анчах паян Егор савӑнӑҫлӑ мар, вӑл ывӑлне каланча патне ҫитиччен те лартса каймарӗ. Васятка тем пек анратрӗ пулин те, Егор пуҫне сулса кӑшкӑрчӗ те, рысак вырӑнтан тапса сикрӗ.

Ял витӗр ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерсе тухсан, Егор, лаша кантӑр тесе, ӑна юрттипе ячӗ — хӑй вӑйне хӑй пӗлтӗр — ҫул ҫывӑх мар, вӑл такама та вӗрентет.

Егор тӑлӑпне тӑхӑнчӗ те, месерле майлӑрах выртса, куҫне хупрӗ. Малта тем тӑршшӗ вӑрӑм кун-ха — тӗлӗрсе те тӑранӑн, ҫӑкӑр таткине те пӗрре ҫеҫ мар чӑмлӑн, шухӑшласа та ывӑнӑн. Пуҫа пӗр ухмахла шухӑша ҫеҫ кӗртсе яр, ун хыҫҫӑн ҫавӑнтах ыттисем чупса ҫитеҫҫӗ те чуна илме тытӑнаҫҫӗ.

Сулӑнкӑсенче ҫуна сулӑна-сулӑна каять, Егор пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсене уҫса пӑхать те пӗрмаях пӗр евӗрлӗ шап-шурӑ уйсем тикӗссӗн сарӑлса выртнине курать, ҫул хӗрринчи пӑрланнӑ тӗмӗсем кантӑк пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, карӑнса тӑракан, шерепеллӗ-шерепеллӗ телеграф пралукӗсем юпа патӗнчен юпа патне чупаҫҫӗ, ҫул ҫинче пӗччен ула кураксем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ.

Дымшаков лаша витине илӗм-тилӗмпех пынӑ председатель. ҫинчен шухӑшларӗ, ӑна ку ахальтен мар пулас текен шухӑш ытларах та ытларах анрата пуҫларӗ. Ах, Лузгин ахалех мар ӑна ялтан инҫете кӑларса ячӗ! Юлашки кунсенче Черемшанкӑра тӗрлӗ сас-хура ҫӳрерӗ, тӗрӗслесен, вӗсем ытларахӑшӗ элек ҫеҫ, хӗрарӑмсем ухмахла сӳпӗлтетни ҫеҫ пулнӑ пулин те ку хутӗнче Егора вӗсенче темскер чӑнни те пур пек туйӑнчӗ. Пӗрисем, Аникее хӑй вырӑнӗнчех хӑварасси е, колхоза кӳршӗ колхозпа пӗрлештерсе, Любушкинӑна председатель тӑвасси ҫинчен районта ку таранччен те калаҫса татӑлман пирки отчетпа суйлав пухӑвне халь те ирттермеҫҫӗ тенӗ. Хӑй Прасковья Васильевна куна кӑмӑлласах йышӑнать, анчах халлӗхе пурнӑҫлама май килмен пӗр услови лартать иккен — сухалама юрӑхсӑр виҫ ҫӗр гектар ҫӗре Черемшанкӑ хуҫалӑхӗнчен кӑларса пӑрахчӑр, тет иккен вӑл. Ҫав ҫӗре, колхоза тахҫанах касса панӑскере тата ҫӗрпе ӗмӗрлӗхех усӑ курмалли акт тӑрӑх колхоз аллинче юлнӑскере, Аникей чухне япӑхтарса янӑ, унта хурӑнсемпе тӗмӗллӗ йывӑҫсем ӳссе ларнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте, тӑпра тӑварлӑ вырӑнсенче, армути те ӳсмен. Районтан, облаҫран тата ҫӳлерехрен те ҫав ҫӗре колхоз ҫӗрӗсен шутӗнчен кӑларса пӑрахма ыйтсан, Черемшанкӑ ҫыннисене йывӑҫӗсене кӑклама сӗннӗ. Паллах, Любушкина мӗншӗн ун пек ыйтнине ӑнланмалла ӗнтӗ — пӗрлешес пулсан, ун ҫав юрӑхсӑр ҫӗршӗн кӑҫалхи кӗркуннерен пуҫласах тырӑ, аш-какай тата сӗт парас пулать-ҫке-ха.

Аникей Лузгиншӑн ӗҫ питӗ лайӑх майлашӑнса пынӑ. Вӑл ҫав виҫ ҫӗр гектаршӑн колхоз пуянлӑхне пурнӑҫ тӑршшӗпех тӳлесе тӑма хатӗр пулнӑ, — пурте ӗлӗкхи пек юлтӑр кӑна. Вӑл, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене шантарса, ҫапла каласа кӑтартнӑ: уншӑн тӑма отчетпа суйлав пухӑвне районти пуҫлӑхсем пурте тенӗ пек килеҫҫӗ иккен, тен, облаҫран та пӗр-пӗр пуҫлӑх килет, ӑна унта та ҫаплах питӗ хаклаҫҫӗ-ха. Чӑн та, хӑш-пӗрисем Аникей ҫакӑн пек мухтанни унӑн вӑйсӑрлӑхне кӑтартнине ӑнланнӑ: йывӑр килсе тухсан, вӑл кашнинчех хӑй пысӑк ҫынсемпе час-часах чунтан-вартан калаҫни ҫинчен суя сӑмах сарнӑ. Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ пустуй япаласене тӗрӗслеме май пулман, сӳт-ха ҫав арпашӑнса пӗтнӗ ҫӑмхана, шыраса туп ҫип вӗҫне! Шыраса тупсан та, Лузгин пурпӗрех тунать.

Пӗр эрне каялла таҫтан Коробин пухӑва хӑй вырӑнне райком инструкторне Ксения Яранцевӑна, Егор тӑванне, ярать текен сас-хура сарӑлнӑччӗ. Ҫынсем ҫавна хӑйсем майлӑ хакланӑ — иртнӗ ҫулсенчи пек, председателе вӑйпа сӗнесшӗн мар, лайӑх пулсан — юлать Лузгин, япӑх пулсан — ӑна нимӗн те пулӑшмасть, тесе шутлаҫҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ҫапла тӑваҫҫӗ, тенӗ. Хӑйӗн ӗҫсем чаплах маррине курса тата суйлав чухне шӑхӑрса юлса намӑс курасран хӑраса, ҫапах та хӑй ирӗкӗпе председательтен тухма шутламасӑр, Лузгин темӗнле ҫӗнӗ, кӑткӑс, пӑтранчӑк, ытти чухнехи пекех ултавлӑ вӑйӑ пуҫларӗ пулмалла.

Степноя ҫитиччен вӑрӑм ҫул ҫинче Егор мӗн ҫинчен кӑна шухӑшласа пуҫне ватмарӗ пуль, хӑй тӳсӗмлӗ ҫын пулин те, чӑтса тӑраймарӗ. Вӑл, ҫуна ҫине чӗркуҫленсе ларса, пӗрре чӗнмесӗр хирсем ҫине салхуллӑн пӑхса пычӗ, тепре куҫӗсем алчӑраса кайиччен ҫуна тупанӗсем айӗнче выртса юлакан яп-яка ҫул ҫине пӑхрӗ. Нимӗн тума пӗлменнипе вӑл Аниҫҫе ҫул ҫине парса янӑ апата пӗтӗмпех ҫирӗ, суханне те чӑмласа ячӗ, ҫӑварне йӳҫенке тутӑ ҫапрӗ.

Улма чӑпар ут чӑпӑрккасӑрах, сайра хутра пуҫне сулласа, тулхӑрса илсе, хӑех хытӑ чупать. Хирӗҫ лав килнине курсан, вӑл, кӗҫенсе ярса, тата ҫӑмӑлраххӑн вӗҫтерет, вара Егор, вӑл хуҫи пуррине туйтӑр, ан ашкӑнтӑр тесе, тилхепине кӑшт хытарать те ун тутисене ҫӑварлӑхпа хыртарать.

Степноя Дымшаков кӑнтӑрла иртсен пырса кӗчӗ, рысакне правлени умӗнче чарчӗ, урхалӑха салтрӗ, хырӑмлӑха пушатрӗ те, ӑна пӗр ытам утӑ пӑрахса, картлашкасем тӑрӑх чупса хӑпарчӗ.

Каларӗ вӗт вӑл! Ирхине такӑнсан, каҫченех такӑнатӑн. Степной колхоз председателӗ ӗнертенпех районта супса ҫӳрет иккен, хӑҫан таврӑнасси те паллӑ мар. Егор бухгалтер патне те, кладовщик патне те пырса пӑхрӗ, анчах михӗсене хуҫасӑр никам та памарӗ.

— Ара, миххисем пирӗн хамӑрӑн вӗт-ха, мур пуҫӗсем! — ӑнлантарчӗ Егор хӗрӳлленсе. — Ӗрчесе кайнӑ та кунта сирӗн бюрократсем, сывлама та ҫук!

— Ан ятлаҫӑр! — кӳренчӗ кладовщик. — Кунта кашниех хӑртма тытӑнсан! Лар-ха ман вырӑна, пӗлӗн мӗскер мӗн хакне. Пирӗн Силыч резолюцисӗр нимӗн те йышӑнмасть.

Егор ҫиллессӗн сурчӗ те правленирен тухрӗ. Вӑт ӑнман япала — хӑвӑнне те йӑлӑнса ҫӳрес пулать! Вӑл лашине шӑварса сӗлӗ пачӗ, лаша тӑратакан ҫӗрте уткаласа ҫӳрерӗ те ҫуна ҫине пуҫне улӑм ӑшне чиксе выртрӗ, кӑтӑш пулчӗ. Вӑл мӑн сасӑпа кӗрӗс-мерӗс калаҫнине илтсе вӑранса кайрӗ, тӳрех председатель килнине тавҫӑрса илчӗ. Егор хӑйӗн ҫинчен улӑм пӗрчисене силлерӗ, ҫуна патӗнче тӑракан ҫӳлӗ, хыткан ҫын патне хӑвӑрт утса пычӗ.

— Ну йӗрке те кунта сан! Ҫынна пустуях тытаҫҫӗ! Туса хунӑ та-ҫке, резолюци кирлӗ, анчах хуҫалӑх валли михӗсем тума пултараймастӑн-и эсӗ? Сан кунта ҫынсем тула та резолюцисӗр тухмаҫҫӗ пулӗ?

Председатель арҫурилле ахӑлтатса, кукленсе ларас пек, кулса ячӗ.

— Ӑҫтан килсе тухнӑ-ха эсӗ кун пек кулӑшласкер? — ыйтрӗ вӑл сывлӑш ҫавӑрсан. — Черемшанкӑран-и? Унта мӗнле йӗрке вара сирӗн — йӑвантар, Иван, тупатпӑр кайран! Ҫапла-им? Ну, эпир, чухӑнсем, хамӑрӑнне те шутлатпӑр, ҫыннӑнне те упратпӑр.

— Михӗсенче мӗн тытатӑр эсир?

— Ҫаплах тырӑпа лараҫҫӗ. Суйласа илнӗ тулӑ, опыт участокӗнчен. Михӗсем ҫитмеҫҫӗ пирӗн, ҫавӑнпа кладовщик резолюци пирки калаҫнӑ та вӑл, эсӗ кӗтес ҫук, киле вӗҫтеретӗн тесе шухӑшланӑ.

— Чее ӗҫлетӗр!

Председатель нимӗн те пытарса тӑманни Егор кӑмӑлне кайрӗ, вӑл ун кабинетне савӑнсах кӗчӗ.

Председатель пачкӑпа лайӑх пирус кӑларчӗ, туртса ячӗҫ, вара ҫак ҫынсем тахҫантанпах туслӑ, анчах та сайра хутра ҫеҫ тӗл пулкаланӑ пек, вӗсен калаҫӑвӗ хӑйне хӑех пуҫланса кайрӗ. Часах Егор Степной колхозӑн мӗн ҫитменнине, председателе мӗн пӑшӑрхантарнине, мӗн ыйхӑ вӗҫтернине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитрӗ. Председатель пурнӑҫ тӑршшипех заводра ӗҫленӗ, хӑй ирӗкӗпе вӑхӑтлӑха ҫӗр ӗҫне кайма килӗшнӗ чухне кунта хӑйӗн ҫине кашни кунах кӗтмен япала йӑтӑнса анма пултарасса пачах та пӗлмен: пӗр шӑтӑкне хуплатӑн та — тепри сиксе тухать, пӗр инкекне сиретӗн те — тепри алӑкран шаккать, вӗҫӗм ҫапла. Ҫулталӑк хушшинче вӑл кунтан тарма та пӗрре ҫеҫ мар шухӑш тытнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ кайма та пултараймасть, тымар янӑ темелле. Вӑл чи кирлине — хуҫалӑха мӗнле тырӑ чи пысӑк тупӑш панине тӑруках шыраса тупайман, ҫынсене тӑруках ӗнентереймен, вӗсен чун-чӗрине тӑруках уҫайман. Вӑл лайӑх ӑнланнӑ: ҫынсем вӑл мӗн тӑвас тенине шанса, ӗненсе тӑмасан, колхозра мӗн ҫӗнни ҫуралнипе хӑйсем кӑсӑкланмасан ҫав ҫӗнни колхоза та, вӗсене те ҫывӑх вӑхӑтра мӗн пама пултарнине курса тӑмасан, ун шухӑш-ӗмӗчӗсем питӗ лайӑх пулнӑ пулин те, вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ. Халӗ колхозӑн ӗҫӗсем хӑвӑрт лайӑхланса пынӑ, вӑл хӑй те ҫынсемпе тӑван пек ҫывӑх пулса тӑнӑ, хӑйӗн мӗн пур вӑйне, чунне колхоза панӑ, малашне колхозрисӗр пуҫне ӑҫта та пулин урӑх ҫӗрте пурӑнма та пултарайман.

Кладовщик михӗсене ҫуна ҫине хунӑ тесе кӗрсе каласан, Егора, вӑл ҫынсенчен михӗсене туртса илсе ырӑ мар ӗҫ тунӑ пек, темӗнле лайӑх мар пулса кайрӗ, мӗншӗн тесен ку михӗсем халлӗхе Черемшанкӑ колхозне кирлӗ пулман.

Егора ӑсатнӑ чухне председатель кулкаласа ыйтрӗ:

— Каҫар та-ха эсӗ мана, анчах эпӗ ыйтма маннӑ — мӗн ятлӑччӗ ҫак эсӗ?

Егор темӗнле хӗрелсе кайрӗ, ятне каларӗ, хӑй те председателе Петр Силыч Добытин тесе чӗннине пӗлчӗ.

«Хушамачӗ те талайне кура! Добытин… Пур ҫын валли те телей тупма тӑрӑшать», — шухӑшларӗ Егор, ҫак ҫынпа тӗл пулнинчен чӗрере темскерле лайӑх та, савӑнӑҫлӑ туйӑм юлнине сиссе.

Урамра тӗттӗмленнӗ, яла сӗмлӗх хупӑрласа килет. Добытин Егорпа пӗрле лав патне тухрӗ, темскер пӗлесшӗн ҫуннӑ пек, вӑл унран пӗрмаях Черемшанкӑ ҫинчен ыйтрӗ.

Дымшаков, улма чӑпар утне вӗҫертсе, хӑрах урипе ҫуна ҫине пуснӑччӗ — председатель ӑна ҫӗр выртса кай тесе ӳкӗтлеме пуҫларӗ.

— Ӑҫта тухса каятӑн каҫа хирӗҫ? Ыран ирпе иртерех тухсан, шӑпах ӗлкӗретӗн отчет пухӑвне. Халӑх пур-пӗрех час пуҫтарӑнмасть! Мӗнле, сан шутпа, шӑхӑртмаҫҫӗ-и Лузгина?

Темскер лайӑх мар пуласса сиснипе Егорӑн ӑш-чикки пӑтранса кайрӗ.

— Тӑхта, Петр Силыч! Путлӗн кала-ха эсӗ мана, ӑҫтан илтнӗ эсӗ пуху ҫинчен?

— Вӑт япала! Лайӑх ӗҫлеҫҫӗ унта сирӗн! Ирпе пуху, эсӗ вара коммунист — ун ҫинчен пӗлместӗн те! Эпӗ райкомра Яранцева инструктора куртӑм, эпӗ — киле, вӑл сирӗн яла кайрӗ — кӗҫӗр партбюропа актива пуҫтарать, сирӗнпе канаш тӑвать.

— Апла, — Егорӑн чышкисем йывӑррӑн чӑмӑртанчӗҫ. — Канаш тума таса маррисене ҫеҫ пухаҫҫӗ, эппин, тасисене аяккарах ӑсатаҫҫӗ, сволӑчсем!

Вара Егор тӗлӗнсе кайнӑ Добытина нимӗн те ӑнлантарса тӑмарӗ, рысака чӑпӑрккапа ҫунтарса илчӗ те вӑрӑ-хурах пек ши! шӑхӑрчӗ. Рысак ҫунана карт туртрӗ те — Дымшаков темӗнле ӳкмерӗ — ҫил-тӑман кӑларса, ӗнтрӗкелле тапса сирпӗнчӗ, часах хире тухса, ҫырмари кӗртсем урлӑ каҫрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех