Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.22 21:51

Пуплевӗш: 147; Сӑмах: 1554

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫыртмалли кӑйттӑрах пулнипе Егорпа Корнейӑн пуҫне часах кайрӗ. Аниҫҫе чайнӑйран селедкӑ илсе килчӗ, ӑна ҫӳхен касса, сухан ункисем хурса тухрӗ те типӗ ҫу сапрӗ, сӗтел ҫине турилккепе йӳҫӗтнӗ купӑста лартрӗ. Хӑй вӑл пӗр черкке ӗҫсенех хӗрелчӗ, кулкаласа, пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, терӗ. Ҫак сӑлтавпа вӑл урӑх ӗҫме килӗшмерӗ, кил хуҫи хӗрарӑмсен яланхи чеелӗхӗ ҫапла-ҫке — савнӑ хӑна валли ытларах хӑварма тӑрӑшаҫҫӗ.

Ксени, ашшӗпе аппӑшӗ тем пек ӳкӗтлерӗҫ пулин те, эрехе тутанса та пӑхмарӗ, пӗр курка чей ӗҫрӗ те, ывӑннӑ тесе, кровать ҫине кайса выртрӗ.

— Юрӗ, кутӑнлантӑрах! — терӗ Егор кӑмӑлсӑррӑн. — Ташламалла-и тата пирӗн ун умӗнче? Пире ытларах лекет, тултар тепре, арӑм!

Корней хӗрӗ хыҫҫӑн пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, вӑл хӑй те унран сахал мар ывӑннӑ, анчах, хӑна йӗркипе, сӗтел хушшинче тӳсӗмлӗн ларчӗ, ҫирӗ, ӗҫрӗ, ҫын майӗпе калаҫрӗ. Кӗрӳшӗн чӑркӑш ыйтӑвӗсене ытлашши чӗре патнех илмерӗ, ӑна май килнӗ таран лӑпкӑрах, уҫӑмлӑрах хуравлама тӑрӑшрӗ: ыттисем пекех пурӑнатпӑр, мала тухма сӗкӗнместпӗр, малашнехи ҫинчен шухӑшланинчен мӗн тулкки унтан, мӗн пуласси пулӗ, васкас мар. Каҫхи ӗҫ — ир кулли, тенӗ ваттисем… Пуҫхӗрлӗ сикме ҫамрӑках та мар ӗнтӗ, мӗн пуррине те ҫухатӑн! Ҫынсенчен те юлма шутламан, халӑх ӑҫталла, эпир те унталла…

— Эсӗ вара ҫав-ҫавах! — тарӑхтармалла кулса илчӗ Егор. — Сана кирек хӑш енчен тытсан та, эсӗ йӑлтах яп-яка, саваланӑ пек!..

— Тен, ҫапла та пуль, — килӗшрӗ Корней, ӑшӗнче кӳренчӗ пулин те. — Эсӗ, вӑт, кала-ха, ытлашши шӑртланни сана хӑвна мӗнле усӑ парать. Ыттисем сан ҫумӑнта чӑрмаланаҫҫӗ, хӑвӑн ҫинче вара ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫеҫ — пурӑнма ҫӑмӑлрах-им сана капла?

Дымшаков, пуҫне каҫӑртса, тапакпа саралса ларнӑ шултра шӑллӑ ҫӑварне карса, аслати- авӑтнӑ пек ахӑлтатса кулса ячӗ, — Аниҫҫе хӑлхисене ывӑҫ тупанӗпе хупларӗ.

— Ҫитет ахӑрса! Ҫитет! Вӑт ҫӑвар!

— Лайӑх тӗртсе илтӗн эсӗ мана! — терӗ Егор мӑн саслӑн, куҫҫульне шӑлса тата Корнейӑн таракан вылянчӑк куҫӗсене тытма тӑрӑшса. Вӑл чылаях хавасланса кайрӗ, пичӗ ҫинчи тискертерех сивӗлӗх ҫухалчӗ, кӑвак куҫӗсем шалтан чӑрсӑр та вӑйлӑ ҫулӑмпа ҫуталнӑ пек туйӑнчӗҫ.

— Паллах, сӗвӗннӗ тирпе ҫӳресси хуйӑр пек тирпе ҫӳресси мар… ыратать! — Дымшаков мӑшкӑллӑн кулса илчӗ. — Мансӑрах халӑх нумай-ҫке, мӗнле те пулин майлаштарӗҫ, — тесе айккинче тӑма пит аван. Хӑвна та сиен тумастӑн, ҫынсене те усӑ кӳместӗн! Тап-таса! Совеҫ тени канлӗ пулсан, мӗншӗн хускатас ӑна?

— Ҫитет ӗнтӗ сана, Егор, — терӗ Аниҫҫе пӑшӑрханса та ҫураҫуллӑн, упӑшки ҫине тилмӗрсе пӑхса, унӑн сӗтел ҫинче вылянакан аллисене ярса тытма тӑрӑшса. — Пичче сана мӗн те пулин урлӑ каларӗ-и? Мӗн пит чӑркӑшатӑн эсӗ? Чарӑн! Вӑл пире лайӑхрах пултӑр тет-ҫке… Эсир ахаль тертленесрен!

— Пӗлетӗп эпӗ ӑна, сан юратнӑ пиччӳне! — чарӑнмарӗ Дымшаков, хӑйӗн хӗрлӗ варӑм ҫӳҫлӗ пуҫне Корней питӗнчен сӗртӗнес пекех сулласа. — Каччӑ чухнех ҫаплаччӗ, тӳпелешес-мӗн пулсан, аллине кӗсйине чиксе кӗтсе тӑратчӗ!.. Ман сӑмсаран юн пӗрӗхтерет, вӑл пур, хӑнк та тумасть!

— Эх, намӑс мар-и сана? — Корней кӗрӳшӗ ҫине ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ. — Чӗлхӳ мӗнле ҫаврӑнать-ши? Миҫе хут ҫӑлнӑ-ши эпӗ сана тӳпелешӳсенче ак ҫакӑ чӑмӑрсемпе? Сахал шӑй-шай кӑларнӑ-и эсӗ? Мана та унта сӗтӗрсе кӗртнӗ. Эх, Егор!..

— Яланах пӗтсен ҫитеттӗн, ӑнран кайнӑ тӗле! — хӑйӗннех печӗ Дымшаков, ӳсӗррипе тутисене чалӑштарса. Кӑмӑлу ҫапла-ҫке — ҫын ӗнси ҫинче рая кӗресшӗн! Кун тан та, хӑвна начаррине курсан, хӑвӑрт тухса шурӑн эсӗ! Хӑвна анчах лайӑх пултӑр, ыттисем хуть те тӗп пулччӑр!..

«Каларӑм вӗт, иртнине аса илет, тӳсеймест, тесе!» — шухӑшларӗ Корней, вӑл ҫак кирлӗ-кирлӗ мар усал сӑмахсене илтес мар тесе, сӗтел хушшинчен тухасшӑнччӗ, анчах, Егора тата ытларах ҫилентерсе ярасран хӑраса, вырӑнтан тапранмарӗ.

Корней лайӑх ӑнланнӑ: кӗрӳшӗ ӑна ҫамрӑк чухне тӳпелешме питех юратманшӑн та, вӑл тӑван ялне пӑрахса кайнӑшӑн та айӑпламан; ҫук, Дымшаков Корнее вӑл колхозшӑн чи йывӑр вӑхӑтра председатель пулма килӗшменшӗн халӗ те кӳренсе пурӑннӑ. Унчченхи председатель ӗҫе тӗплӗ тума юратакан, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, — вӑрҫӑн йывӑр тапхӑрӗнче эртел хуҫалӑхӗ ан хавшатӑр, ҫынсем пит нуша ан курччӑр тесе, вӑл нумай вӑй хунӑ. Анчах Степан Гневышев пысӑк йӑнӑш тунӑ: темӗнле пӗрре фермӑ тума йывӑҫ питӗ кирлӗ пулнӑ пирки ӑна алӑран туяннӑ, йывӑҫӗ вӑрланӑскер пулнӑ. Степана, суд туса, пилӗк ҫула тӗрмене хупнӑ. Ҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл часах фронта ыйтса кайнӑ, ҫавӑнтанпа ун ҫинчен нимӗнле сас-хура та пулман. Корней вӑл вӑхӑтра, йывӑр ӗҫрен хӑраса ӳксе, хӑй хут сахал пӗлни ҫине, ватлӑхра чирлекелеме пуҫлани ҫине йӑвантарса, председатель пуласран пӑрӑнса юлнӑ, колхоза Аникей Лузгин аллине панӑ, ку вара, Дымшаков шучӗпе, Корней халӑх интересӗсене сутнине пӗлтернӗ.

— Мана пӗрмай пӗр тӗлтен тӗкме чарӑн-ха эсӗ, эпӗ кушак ҫури мар вӗт, мӗнле йӑлӑхтармасть сана, — терӗ Корней, ассӑн сывласа. — Пурӑннӑ пӗлнӗ пек. Кашнин хӑйӗн телейӗ.

— Вӑт-вӑт! — терӗ Егор. — Шурлӑх чӑххи пекех эсӗ, лакса ларнӑ та хӑвӑн юррунах тӑсатӑн — итлесен хӑсас килет, пӗтӗм ӑш-чик пӑтранать!..

— Эсӗ ан итле, ху та ман пуҫ ҫине тӗрлӗ ҫӳп-ҫап тӑкма чарӑн! — хуравларӗ Корней, ним тулккисӗр, чарӑнма пӗлмесӗр хирӗҫекен кӗрӳшне майлӑ шӑлма чарӑнас тесе. — Сана тӳпелешни ытларах кӑмӑла каять — тӳпелеш, ҫапӑҫ! Ман вара пустуй хӑлаҫланас килмест!.. Пӗр ҫум курӑкне тӑпӑлтаратӑн — ун хыҫҫӑн тепри тапса тухать — пурне те тасатаймӑн вӗсене! Ҫын мӗн чухлӗ усалтарах та сӗмсӗртерех, вӑл ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах пурӑнать! Эсӗ халь Аникее ҫара алӑпа тытаймастӑн, сана вӑл кун кӑтартмасть акӑ! Мӗн тӑвайратӑн эсӗ ӑна? Уншӑн эсӗ хӑрӑк турат ҫеҫ — тытать те хуҫать ҫурмаран… Эх, Егор, ӑнӑҫсӑр этем!..

— Апла пулсан, харам пырсен умӗнче чӗркуҫленмелле-и? Ҫынсене таптакан, сывлама паман этемсемпе ыталашса пурӑнмалла-и? Ҫапла тума хушатӑн-и, эппин, эсӗ мана, хаклӑ тӑванӑм? — кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине выртса, пӳлӗнчӗклӗн сывласа ыйтрӗ Егор. — Шутлам ҫеҫ эпӗ вӗсемпе ҫураҫма — кунта чи лайӑх пурӑнаканни пулатӑп. Ҫӗнӗ пӳрт те лартатӑп. Тимӗр витсе. Ҫурӑлса каясла ҫимелӗх те тупатӑп! Ҫакӑ вара, — Дымшаков хӑйне шиклӗн итлекен арӑмӗ ҫинелле пуҫне сӗлтрӗ, — саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ тумпа ҫӳремен пулӗччӗ!.. Хамӑн тӑшмансене савӑнтарма-и? Ырӑ тума-и? С-с-суян! Чӗррӗн парӑнмастӑп эпӗ вӗсене! Ман ҫул вӗсемпе пӗр мар! Вӑхӑт ҫиттӗр-ха — эпӗ вӗсен айне вут хуратӑп, ташлӗҫ-ха вӗсем вара!..

— Ах, Егор, Егор, пӗтереҫҫӗ вӗсем сана, пӗтереҫҫӗ! — йынӑшса каларӗ Аниҫҫе, аллисене кӑкӑр ҫумне чӑмӑртаса. — Никам та пуҫне ҫӗклемест, эсӗ вара яланах вӗсен куҫ умӗнче. Хӑратрӗҫ вӗт, тӑванӑм, темиҫе хут та систерчӗҫ: вут тӗртсе ҫунтарса яма пултараҫҫӗ е унтан та хӑрушӑрах… Инкек ӗнсе хыҫӗнчех, теҫҫӗ…

— Хӑратчӑрах! — тӑваткал чышкипе сӗтел ҫине ҫапса, савӑт-сапана чӗтрентерсе, кӑшкӑрчӗ Егор. — Туяҫҫӗ хӑйсен шалчи тулса ҫитнине, ҫавӑнпа юнаҫҫӗ те! Ҫӳлтенех колхозсем пирки тытӑнчӗҫ пулсан, ыран пирӗн пата та ҫитет, тӗрӗслӗх Черемшанкӑна кӗмесӗр иртсе каймасть, ан пӑшӑрхан!..

— Ҫӳлте, паллах, пурне те ӑнланаҫҫӗ, — килӗшрӗ Корней, — анчах пирӗн ялта хӑйсем пӗлнӗ пек хӑтланаҫҫӗ-ҫке… Пӗрене ҫурӑкӗнчи таракансем пек кӗрсе ларнӑ та — калар-ха вӗсене!

— Кӑларатпӑр, — терӗ Егор хӑйӗннех. — Кам эсӗ, куҫлӑ шакмак-и е ҫын? Мӗншӗн пурӑнатӑн ҫӗр ҫинче? Ҫӑкӑр ҫӗртме-и е мӗншӗн те пулин урӑххишӗн? Ҫӗр ҫинче ҫӳресшӗн-и эсӗ е тӑват уран упаленесшӗн? Ҫӳрес-тӗк — ҫын пек ҫӳре, пурне те куҫран уҫҫӑн пӑх, мӗн те пулин йӗркеллӗ мар, тӗрӗс мар пулсан — тӳссе ан тӑр, пӗлтерме васка… Хӑлхасӑррисем патне ҫитмесен, Мускава ҫыр.

— Тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе курать те ҫыру, каллех района таврӑнать, эсӗ хирӗҫ ҫырнӑ ҫын патнех, — санах лекет вара ытлашши хӑтланнӑшӑн! Халиччен сахал хут вараланӑ-и эсӗ?

— Эсӗ мана ӗлӗкхи ҫинчен ан кала, — ҫилленсе кайрӗ Дымшаков. — Эсӗ хӑш ҫулта пурӑнатӑн — иртнӗ ҫулсенче-и е хальхи вӑхӑтра? Ҫитет каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, шикленсе пурӑнма. Камӑн алли кукӑр, ҫав чӗтресе тӑтӑр! Пирӗн иксӗмӗрӗн нимӗнрен хӑрамалли те ҫук — эпир сысна ҫури вӑрламан, пирӗн хӑлхара сысна ҫури ҫухӑрни илтӗнмест!..

Вӑл каллех кулса ячӗ, анчах халӗ йӑвашшӑн та кӑмӑллӑн кулчӗ, унӑн пуҫӗ тӗлӗнче сарлака сӑмса шӑтӑкӗнчен кӑларса янӑ тӗтӗм ҫӗкленчӗ, вӑл, лампӑ ҫутине тӗксӗмлетсе, нумайччен сывлӑшра чӳхенсе тӑчӗ.

— Ах, Егор, пӗрре лекетӗн-ха та эсӗ! Кашнинпех чӑркӑшатӑн вӗт — чӑтма та ҫук! — терӗ Аниҫҫе, ассӑн сывласа, анчах ӑнланмалла мар пулчӗ: те ятлать вӑл упӑшкине, те унӑн чарусӑр хӑюлӑхӗпе савӑнать. — Кӑтартаҫҫӗ-ха сана чӗлхӳшӗн! Кайса чикеҫҫӗ те сана ӑҫта та пулин аяккарах, эпир вара кунта нуша кур…

— Ан шиклен-ха, амӑшӗ, малтанах, — терӗ Дымшаков, арӑмне хулпуҫҫинчен ачашшӑн ытамласа; унӑн кӑшт хӑйӑлти сассинче вӑл хӑйӗнчен хӑй кулни сисӗнчӗ, ҫакӑ ӑна унӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗнче пӗрре ҫеҫ мар пулӑшнӑ пулмалла — халӗ ним сӑлтавсӑр никама та лартмаҫҫӗ — йӗксӗк Берие шӑрка пек лапчӑтса хучӗҫ.

Аниҫҫе сӗтел хушшинче тавлашу лӑпланма пуҫланӑшӑн савӑнчӗ, вӑл хӗрарӑма ҫеҫ тивӗҫлӗ туйӑмпа калаҫӑва урӑххи ҫине куҫарма шӑп та шай лайӑх самант ҫитнине ӑнланчӗ. Упӑшкин аллине хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчен илмесӗр, вӑл ун ҫине тата тачӑрах тӗршӗнчӗ те, унӑн сивӗрех куҫӗсенчен пӑхса, ачашшӑн та хӑюсӑррӑн сӑмах хушрӗ:

— Егор, эсӗ хуть ыран-та пулин мала тухма ан тӑрӑш-ха, э?

— Ыран мӗн тата сирӗн? — хӑлхине тӑратрӗ Корней.

— Сас-хура пур, обком секретарӗ килет, тет, тен, тата аслӑраххи, — терӗ Аниҫҫе, пиччӗшӗ еннелле ӑшӑ кулӑпа ҫаврӑнса.

— Секретарь пирӗн пата, тен, кӗмӗ те, районта вара ай мӗн хӑтланаҫҫӗ пуль! — терӗ Дымшаков тӑрӑхласа кулса. Ҫулӗсем пирӗн мӗнлереххине хӑвах куртӑн пуль килнӗ чух — вилӗм вӗт! Кисрентернипе пыршӑран пыршӑ ҫакланать! Ну вӑт халӗ Черемшанкӑпа район хушшинчи ҫула кун каҫиччен виҫӗ хут бульдозерпа хыраҫҫӗ, кӗперне юсарӗҫ-ха, унта лашасем урисене мӑкӑлтатчӗҫ. Хӗрринче хӑлтӑр-халтӑр пӗчӗк пӳрт ларатчӗ, чӳречисем таранах ҫӗр айне путса аннӑскер. Пӑх-ха, халь унта яп-яка! Кулса вилмелле!

Анчах Корнейшӗн ку пачах кулӑшла пек туйӑнмарӗ.

— Унӑн машинӑпа кӑшкӑртса мар, шӑппӑн килесчӗ, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа. — Лашапа е ҫуран тата лайӑхрах. Районти пуҫлӑхсене ан курӑнтӑрччӗ, атту пирӗн пӗлеҫҫӗ мӗнле тумаллине — халӑх хушшинче пулсан та, халӑхне кураймастӑн…

— Тӗрӗссине пӗлес тет пулсан, ӑна нимӗн те чӑрмантараймасть, — хӗрӳллӗн хутшӑнчӗ Егор. — Ӗҫ унта мар вӗт! Кама улталасшӑн-ха эпир, чӑнах? Хамӑра хамӑр! Ку вара, калам-ха эпӗ сана, хунчӑкам, маншӑн йывӑр суранпа пӗрех! Пӗлместӗп, мӗн тӑвӑттӑм-ши эпӗ — ҫав улталас йӑлана тымарӗпех тӑпӑлтарас пулсан! Ну, кала-ха, мӗншӗн хамӑрӑн кӑлтӑксене пытармалла-ха пирӗн, мӗншӗн куҫ хупмалла вылямалла? Мӗншӗн? Тӗрӗссине халех уҫҫӑн каламасан — мӗне ӗненмелле вара, мӗншӗн пурӑнмалла?

— Тӗрӗслӗх, Егор Матвеевич, пӗрре ҫеҫ пулать — партилле тӗрӗслӗх! — кӗтмен ҫӗртен кровать ҫинчен сасӑ пачӗ Ксени, вӗсене хӑй ҫывӑрманнипе тӗлӗнтерсе. — Хапхана тикӗт пырса сӗреҫҫӗ те — ку та тӗрӗслӗх, анчах кама кирлӗ-ха ҫавнашкал тӗрӗслӗх?

— Э, эсӗ ҫутӑ ҫӗре тух! — чӗнчӗ Дымшаков, сӑнран йӑлт улшӑнса, вӑл каллех ҫав тери чӑрсӑрланса кайрӗ. — Тӗттӗм ҫӗрте тӗрӗслӗх шырама йывӑртарах!

Корней пуҫне ҫӗклерӗ те ҫитсӑ чаршав карнӑ кравать ларакан кӗтеселле пӑхрӗ. Вӑл йӑмӑкӗ ним усӑсӑр, чуна илекен тавлашӑва сӳнтернипе савӑннӑччӗ, халӗ каллех пӑшӑрханса ӳкрӗ. Неушлӗ хӗрӗ тепӗр хут хӗрме тытӑнакан тавлашӑва хутшӑнӗ?

Чечеклӗ чаршав сирӗлчӗ те, Ксени, арпашӑннӑ ҫӳҫне тӳрлеткелесе, сӗтел патне тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех