Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Пысӑк хыпар

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 29–33 с.

Хушнӑ: 2020.04.11 19:59

Пуплевӗш: 437; Сӑмах: 3493

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Вырт! — хӑрушӑ та тытӑнчӑк сасӑпа пӑшӑлтатрӗ Гриша. Степка Салазкин, пӗчӗкскер, кӑҫатӑ тӑхӑннӑ уринчи йӗлтӗрне васкаса хыврӗ те юр ҫине ӳпне тӑсӑлса выртрӗ.

— Ман хыҫран! — илтрӗ вӑл ҫав тытӑнчӑк сассах. Йӗлтӗрӗсене хӑйсемпе юнашар сӗтӗрсе ачасем малалла шурӗҫ. Малта Гриша пырать, хӑй тумтирӗ ҫийӗн ашшӗн кӗпе-йӗмне тӑхӑнса янӑ, пуҫне алшӑллипе чӗркенӗ; ун хыҫҫӑн тухтӑрсен халатне тӑхӑннӑ Степка шӑвать, пуҫне шурӑ тутӑр ҫыхнӑ.

Вӗсем колхозӑн улма-ҫырла пахчинчен тухрӗҫ, ҫырма хӗррине тухма аллӑ метр тенӗ ҫӗрте юрлӑ вырӑн пур, анчах унта ҫитме кансӗр: пур ҫӗртен те курӑнать. Аллисемпе, урисемпе тем пек тапаҫланса вӗсем ҫав аллӑ метр хушшине шуса тухрӗҫ те чӑнкӑ ҫырма хӗрринчи пӗрене купи хыҫне пытанчӗҫ.

Гриша пӗр самантлӑха ҫӗкленсе пӗренесем урлӑ пӑхрӗ те юр ҫине ӳкрӗ, унтан каллех пӑхса илчӗ, вара Степка енне сарлака пит-куҫне пӑрчӗ.

— Кунта ӑнӑҫлах ҫитрӗмӗр-ха, — терӗ вӑл шӑппӑн.

— Итле-ха, Гриша? Кӑшт ҫеҫ канар мар-и ҫакӑнта, ҫырткаласа та илӗпӗр, э?

— «Ҫырткаласа» тетӗн! Тен пире тӑшмансем вуннӑн та пӑхса тӑраҫҫӗ пуль ҫак самантра. Вӑл «ҫырткаласшӑн-ха»!

Ҫав самантра ҫырма леш енчен кӑшкӑрашнӑ сасӑ илтӗнчӗ: «Тыт! Ан яр!..»

Ачасем юр ӑшне кӗрсе ӳкрӗҫ.

— Илтетӗн-и?

— Илтеп! Такама тытаҫҫӗ унта… Гриша, пирӗн халь пурпӗрех ҫырма урлӑ каҫма юрамасть. Ҫиер-ха ҫакӑнтах… Гриша, эпир вӗт икӗ сехет хушши шуса килтӗмӗр ӗнтӗ. Урасем те чӗтре пуҫларӗҫ… Ав лере, вӑрманта, пирӗн хыҫҫӑн тата хытӑрах перетчӗҫ.

Гриша каллех пӗренесем хыҫӗнчен пуҫне кӑларса пӑхрӗ.

— Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл куҫхаршине хускатса, — кӗтсе тӑмаллах пулать.

Халачӗ айӗнче ҫакӑнса тӑракан противогаз хутаҫҫинчен Степка ҫӑкӑр, икӗ ҫӑмарта кӑларчӗ, икӗ пай туса пӗр пек валеҫрӗ. Кӑшкӑрашни урӑх илтӗнмерӗ. Йӗри-тавра шӑп пек туйӑнчӗ. Ҫырма чӑнкӑ ҫыран тӗпӗпе шуралса пушхир пек сарӑлса выртать. Леш енче шӑппӑн, кашламасӑр вӑрман тӗлӗрет, тӗттӗм чӑрӑш лӑссисем юр айӗн кӑшт кӑна палӑраҫҫӗ. Пас тытнӑ улма-ҫырла пахчисенчен те сас-чӗв илтӗнмест. Анчах Гришӑпа Степка ҫак шӑплӑх мӗнле ултавлӑ иккенне пит лайӑх чухлаҫҫӗ.

Кочетков шкулӗнчен пӗр икҫӗр ача ҫакӑнта пуҫтарӑннӑ, вӗсем ҫар вӑййилле выляҫҫӗ… Тӑваттӑмӗшпе пиллӗкӗмӗш, улттӑмӗшпе ҫиччӗмӗш «А» классем параллельнӑй «Б» классенче вӗренекен ачасемпе «ҫапӑҫма» килнӗ. Гришӑпа Степка чарӑннӑ вырӑнтан пӗр километр ана тӑрӑх хире-хирӗҫ вырӑнсенче икӗ сӑрт курӑнать. Ун патне пымалли ҫулсене икӗ енчен те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакансем сыхласа тӑрӑҫҫӗ. Сӑртсем ҫинче «ҫарсем» ҫук… «Ҫӗнтерес» тесен «тӑшман» сыхласа тӑракан сӑрт ҫине ялав хӑпартса лартмалла.

Икӗ ҫын пӗр ҫынна тытсассӑн, тыткӑна лекни «вилнӗ» шутланать, унран вара ятарласа панӑ билетне кӑларса илеҫҫӗ. Вӑйӑ пӗтнӗ ҫӗре «чӗрӗ» юлнисенче ҫавӑн пек билет пулмасан, вӑйӑ тӗрӗс иртнӗ тесе шутланмасть. Ытти майпа хуть те мӗнле чееленсен те юрать.

Гриша мӗншӗн пӑшӑрханни вулакансене паллӑ ӗнтӗ: унӑн кӗсйинче-ҫке-ха «А» саспаллиллӗ хӗрлӗ ялав, вӑл ӑна пытарнӑ. Кунтан пӗр ҫухрӑм катара темӗн чухлӗ ача «Б» классен сӑрчӗ ҫине тӳрех тапӑнса кӗресшӗн ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӗсем «тӑшмана» хӑйсен енне илӗртеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра Гриша хӑйӗн связной Степкӑпа улма пахчисем урлӑ ҫаврӑнса пырать. Халь акӑ чи кансӗрри юлчӗ ӗнтӗ: никам куҫӗ тӗлне пулмасӑр ҫырма урлӑ каҫмалла та засадӑран иртмелле, сӑрт патне хыҫалтан ҫаврӑнса пымалла, унтан вара йӗлтӗр патакӗ ҫине ҫыхнӑ ялавпа сӑрт ҫине хӑпармалла.

— Пулчӗ! — терӗ Степка юлашки татӑкне ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн. — Кайрӑмӑр-и?

Гриша хӑйӗн маскировка халатне вӗҫертсе ячӗ те шӑлаварӗ кӗсйинчен виҫӗ панулми кӑларчӗ. Пӗрне вӑл Степкӑна пачӗ, тепӗрне хӑй ҫыртрӗ, виҫҫӗмӗшне ҫурмалла тӑвас тесе хуҫма тытӑнчӗ те шухӑша кайрӗ.

— Эн-зе пуль? — тесе ыйтрӗ Степан.

— Ҫук, Алька валли хӑваратӑп.

Степан пӗр кана нимӗн чӗнмесӗр ҫирӗ улмине, унтан кӑшт кулса илчӗ:  — Алик — пирӗн тӑшман, эпир вӗсемпе ҫапӑҫатпӑр, эсӗ ун валли панулми хӑваратӑн.

— Мӗн вара! Тус тени тус вӑл, вӑйӑ вӑях пултӑр. Алик манӑн мӗнле тус иккенне пӗлетӗн-и эс? Ун пек туслӑха эс тӗлӗкӗнте те курман.

— «Курман» тетӗн! Володька Федоров манӑн тус мар-и вара?

— Лайӑх тус ӗнтӗ! Виҫӗ кун сире нимӗнпе те уйӑраймӑн, тӑваттӑмӗш кун ҫапӑҫатӑр та, вара сире иксӗре те учительсен пӳлӗмне ертсе пыраҫҫӗ. Эпир акӑ Аликпе пӗрре те ятлаҫса курман. Пӗлетне, Алик мӗнле ҫын иккенне? Унран кирек мӗн ыйтсан та парать. Эпӗ ака вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑранпа та вырӑс чӗлхипе киле панӑ ӗҫсене хам туман. Пӗтӗмпех Алька тӑвать! Ҫавӑнти пӗтӗм правилӑсем тӑрӑх упражненисем туса пырать, пӗтӗм примерсемпе сочиненисене хӑй шухӑшласа кӑларать, манӑн вара хам алӑпа ҫырса илме кӑна ӳркенмелле мар — пулчӗ те! Хӑш чухне вӑл хӑй пушанаймасть, хӑйӗн те урокӗсем нумай, пурпӗрех туса памасӑр каймасть. Вӑхӑт-вӑхӑт вара намӑс та: «Пыр ӗнтӗ, кай, эпӗ хамах мӗнле те пулин тукалап», — тетӗп. Вӑл вара: «Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн, Григорий, — тет. — Эсӗ вырӑс чӗлхипе двойкӑсем илнине курса тӑма мана питӗ лайӑх тетӗн-и?»

Гриша чарӑнчӗ. Степка унпа урӑх тавлашмарӗ, чӑн та, епле ытарма ҫук лайӑх туслӑх иккен. Ачасем пӗр самантлӑха ниҫта хускалмасӑр ларчӗҫ, ҫӳлтен; ӑнсӑртран ӳкнӗ пек, юр пӗрчисем вӗҫсе анаҫҫӗ. Унтан Гриша каллех чӗркуҫленчӗ. Куҫ харшисене антарчӗ, сӑнарӗ хаяррӑн курӑнчӗ.

— Ил йӗлтӗрне!.. Пластунла… Ман хыҫҫӑн!

Ачасен асаплӑ та кансӗр ҫулӗ ҫинче мӗн кӑна пулса иртмерӗ-тӗр, ун ҫинчен тӗплӗн каласа парас пулсан нумая кайнӑ пулӗччӗ. Иккӗшӗнчен те пӑс тухать, ҫырма урлӑ шуса каҫрӗҫ, вӑрмана кӗрсен ҫеҫ вӗсем ура ҫине тӑчӗҫ. Кунта, юр ларнипе йывӑрланнӑ йӑвӑ чӑрӑшсен хушшипе шуса иртнӗ чух вӗсем кӑштах засадӑна лекетчӗҫ. Засада начальникӗ шӑп пулма хушакан командӑсене ытла хытӑ кӑшкӑрса каланине пула ҫеҫ вӗсем вӑхӑтра аяккинелле пӑрӑнма пултарчӗҫ. Пӗррехинче вӗсен хыр турачӗсем ҫине хӑпарса хӑтӑлмалла пулчӗ. Степка ҫавӑн ҫинчен аннӑ чух халатне туратран ҫаклатрӗ те пайтахчен анаймасӑр тӑчӗ. Унтан «тӑшманӑн» пысӑк ушкӑнӗ пиллӗкмӗш «А» класри виҫӗ разведчика «пӗтерсе хунине» пӑхса тӑнӑ чух вӗсем питӗ пӑшӑрханчӗҫ. Ҫакӑн пек вӑхӑтра хӑйне хӑй тытма пӗлнипе ҫеҫ Гриша юлташӗсене пулӑшаймасӑр чӑтса тӑчӗ.

Ҫапла вӗсем темӗн те пӗр курса шоссе ҫулӗ ҫине тухма ҫирӗм метр юличченех пычӗҫ.

— Вырт! — терӗ Гриша чарӑнса.

Иккӗш те ӳкрӗҫ.

— Разведкӑна каятӑп. Юр ӑшне чавса кӗр!.. Алла ҫӗкленине курсанах ман хыҫҫӑн пыр!

Связной юра чавкаларӗ те кӗрт ӑшне таҫта шала анса тӑчӗ, ҫӳлте ӗнтӗ унӑн тутӑрӗпе кӑвак куҫӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Гриша, пуҫӗпе чавса, ҫул хӗрринчи пӗр лапсӑркка чӑрӑш айнех ҫитнӗ.

Ҫулпа икӗ колхозница-карчӑк кӑҫатӑ тӑхӑннӑ урисене кӑштӑртаттарса пыраҫҫӗ. Вӗсем иккӗш те тӑлӑппа, иккӗшӗ те пуҫӗсене ӑшӑ тутӑр ҫавӑрса ҫыхнӑ, сӑмсисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Пӗр карчӑкӗ туяпа, вӑл урине те аран сӗтӗркелет; тепри вара ҫурӑм хыҫне темле япала тултарнӑ хутаҫ ҫакнӑ та пӗшкӗнсе утать.

Гриша сасартӑк чӗтресе илчӗ те шӑпланчӗ: ҫул леш енчи канавран тӳшек ҫиттипе витӗннӗ пӗр пуҫ курӑнчӗ. Ҫав пуҫ карчӑксем ҫине пӑхса илчӗ те ҫаврӑнса тӑчӗ, унтан тепӗр енне пӑхрӗ те куҫран ҫухалчӗ.

Вӑл тӑшман дозорнӑйӗ иккенне Гриша ӑнланчӗ, унӑн ҫул урлӑ ҫав тӗлтен каҫма юрамасть, ҫаврӑнса каймалла пулать. Каялла шӑвас тесе ҫылтӑм урине те хутлатрӗ, анчах ҫав вырӑнтах чарӑнса тӑчӗ, сывлӑшне пӳлчӗ, — туя тытнӑ карчӑк те тӗлӗнмелле палланӑ ҫамрӑк сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:

— Маскировку начар санӑн, Колечка! Питӗ начар! Каллех ҫав канавран пуҫ курӑнчӗ те карчӑксем ҫине аптраса пӑхрӗ. Лешсем, чарӑнса, вӑрттӑн кулчӗҫ. Канавран пӗр кӗлетке ҫул ҫине тухса тӑчӗ, вӑл тӳшек ҫиттипе чӗркеннӗ. Малтан вӑл сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тин:
— Алик, эсӗ-и? — тесе шӑппӑн ыйтрӗ.

— Эпӗ, — терӗ лешӗ хирӗҫ.

Вӑл карчӑк пулмарӗ. Гришӑн чи ҫывӑх юлташӗ, ҫитменнине тата кӳршиех, Алик Ростовский иккен.

— Урӑхла тумланса килтӗр-и? — ыйтрӗ тӳшек ҫиттипе пӗркеннӗ ача.

«Карчӑк» нимӗн чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ.

— Мӗншӗн?

Ҫак самантра Гришӑн чӗри сиксе тухас пек тапрӗ, е ҫурӑлса каяс пек пулчӗ: «Карчӑк» енчен енне пӑхса илчӗ те, унтан вара майӗпен ҫеҫ, пӗр сӑмах каламасӑр, хӗвӗнчен шурӑпа «Б» саспалли ҫырнӑ хӗрлӗ ялав кӑларчӗ, унтан ӑна каллех чиксе хучӗ.

Алик, алса тӑхӑннӑ аллипе калаҫнӑ май ерипен сулса, хытах мар пулин те, савӑнӑҫлӑ сасӑпа кунта килни ҫинчен калама пуҫларӗ:

— Ҫул тӑрӑх «тӑшман» йӑви патне ҫитиех ҫапла лӑпкӑн ҫитетпӗр. Унта пирӗн Игорь вӗсен часовойне ҫавӑрса тытӗ те эпӗ, сӑрт ҫине улӑхса, ялав лартӑп. Вунӑ ҫекунд пулчӗ те вара.

— Ӑс-ста та хӑтланасшӑн!.. Эх ӑста та! Тӑлӑпӑрсене ӑҫтан тупрӑр тата?

— Тупрӑмӑр ӗнтӗ… Вырӑнти халӑх пулӑшнипе.

— Эх, ку чӑнах… Ҫакна ху шухӑшласа кӑлартӑн-и?

— Хам пулмасӑр. Шухӑшласса та хамах шухӑшларӑм…. Чиперех юлӑр-ха, Колечка! — Юлашки сӑмахӗсене Алик шӑл витӗр каласа хучӗ.

«Карчӑксем» каллех пӗкӗрӗлчӗс те хӑйсен ҫулӗпе утрӗҫ. Шурӑ мӗлке канава кӗрсе ҫухалчӗ.

Гриша васкаса, питӗ сыхланарах шуса каялла чакрӗ.

Мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармалла, халех мӗн те пулин тумалла, вара тин хӑйӗн юлташӗсене калама ҫук пысӑк хӑрушлӑхран хӑтарса хӑварма пулать. Анчах мӗн тумалла-ха? Мӗнле хӑтармалла? «А» классем сыхлакан сӑрт патнех илсе пырать ҫак ҫул. Гриша засадӑсемпе дозорсенчен пӑрӑнса, разведчиксенчен пытанса «тӑшман» сӑрчӗ патне ҫитиччен «кар-чӑксем» вунӑ хут та хӑйсен ҫитес ҫӗре ҫитсе тухма пултараҫҫӗ. Эппин вӗсене хӑваласа ҫитсе, Степкӑпа иккӗшех атакӑламалла мар-и? Анчах пур ҫӗрте те кунта «тӑшман» йышӑннӑ вырӑн-ҫке-ха. Кӑшкӑрни илтӗнсенех «тӑшмансем» темиҫен килсе тухма пултараҫҫӗ. Гриша, хайхискер, кӗпер леш енчи ҫул хӗрринчех Муравьев Антонӑн засади вырнаҫса тӑнине аса илчӗ.

— Мӗн эс васкамастӑн!.. — тенине илтет Гриша хӑй хыҫӗнчен. Ку Степка сасси. — Эпӗ шӑнса кӳтрӗм ӗнтӗ.

— Шш-ш! Шӑпланнӑ пултӑр!.. Ман хыҫран! Ҫултан пӗр аяккинерех пӑрӑнчӗҫ те вӗсем пӗр пысӑк тунката умне чӗркуҫленчӗҫ. Тункатине ҫиелтен пӗтӗмпех юр витнӗ. Вӑл кӑмпа пек курӑнать.

— Йӗлтӗр сыр!

Гриша тунката ҫинчи юра ҫаннипе сӑтӑрса тӑкрӗ те хӗвӗнчен хут татӑкӗпе кӑранташ туртса кӑларчӗ.

— Мӗн пулчӗ, Гриша? Эсӗ унта мӗн куртӑн? — тесе пӑшӑлтатрӗ Степка. Гриша пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Хутне тунката ҫине хурса вӑл темӗн ҫырчӗ.

— Ме! Пуля пек вӗҫсе ҫит! Засада командирне Муравьева паратӑн, вӑл кӗпер леш енче… Тӑшман аллине ҫакланас пулсан, ҫӑтса яр.

Степка урӑх ыйтса-туса тӑмарӗ. Ҫыруне алси ӑшне чикрӗ, йӗлтӗр патакӗсемпе тӗренчӗ, темиҫе утӑм хыҫҫӑн, халачӗн вӑрӑм аркипе ҫыхланса ӳкрӗ, унтан сиксе тӑчӗ те вӑл, халачӗ аркине шӑлаварӗ кӗсйине пӗтӗрсе чикрӗ, вара, шурӑ чӑрӑшсен хушшипе авкаланса, вӗҫтере пачӗ.

Хӗпӗртесе ӳкнӗ Гриша малалла шурӗ. Вӑл туять ӗнтӗ ачасем хӑй ҫине мӗнле ырӑ кӑмӑлпа хавасланса пӑхасса, «тӑшман» сарчӗ ҫине вӑл ялав лартни ҫинчен кӑна та мар, «тӑшманӑн» хӑрушӑ шухӑшне те вӑлах уҫни ҫинчен пӗлӗҫ ӗнтӗ вӗсем.

Унтан вара вӑл Алик ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Тӗлӗнмелле япала вӑл пурнӑҫ тени! Аликпе вӗсем туслӑ. Тепӗр чухне вӗсем пӗр-пӗрне пӗтӗмпех пама, пӗтӗмпех тума хатӗр пӗр-пӗриншӗн. Алик паянхи вӑййа виҫӗ эрне хушши хатӗрленчӗ, хастар пуласса ӗмӗтленчӗ. Халь акӑ вӑл тӗлӗнсе каймалла чаплӑ, гениллӗ план — карчӑкла тумланса нимӗн пулман пек пырасса шухӑшласа кӑларнӑ, хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫасса шансах тӑрать ӗнтӗ. Вӑл пӗлмест те-ҫке пӗтӗм ӗҫе акӑ халь харама каяссине, тата кӑштах вӑхӑт иртсен «тӑшман» дозорӗсем унӑн тӑлӑпне кула-кула хывса илессине. Акӑ пырать-ха вӑл, хӑйӗн чи ҫывӑх юлташӗ Гриша ун ӗмӗтне епле татни ҫинчен пӗлмест те.

Гриша акӑ тата мӗн ҫинчен шухӑшларӗ: ӳлӗмрен, вӗсем Аликпе иккӗш те пысӑк пулсассӑн, пӗр-пӗринпе сахал мар ӑмӑртмалла пулать-ха, пӗрне пӗри ҫӗнтересси те, чӑтасси те пулӗ. Тен вӗсем иккӗшӗ те чаплӑ спортсменсем пулӗҫ, иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чемпионсем пулма тӑрӑшӗҫ. Тен тата иккӗшӗ те акӑш-макӑш пысӑк заводсен чи аслӑ инженерӗсем пулӗҫ, вара хӗрлӗ ялав илессишӗн ӑмӑртса та пӑхӗҫ. Тен…

Сасартӑк Гриша юпа пек хытса тӑчӗ. Унӑн хура куҫӗсем чарӑлчӗҫ, ҫӑварӗ те карӑнчӗ. Вӑл пӗр самант хушши темӗн итлесе тӑчӗ, вара пӗр кӗтмен ҫӗртен йӗлтӗр патаккине юр ҫине пӑрахрӗ те йӑваннӑ хурӑн патне ҫитсе ларчӗ, пуҫне ярса тытрӗ.

Вӑрманти шӑплӑха сыпӑк-сыпӑкӑн татса пионерсен горн сасси илтӗнчӗ. Вӑл ҫырма леш енчен илтӗнет. Ҫав сасӑ ҫар вӑййи пӗтни ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫӗнтерессе «В» классем ҫӗнтернӗ иккен!

* * *

«А» текен сӑрт ҫӳллӗ сӑрт мар, вӑл пас тытнӑ сад пахчи варринче курӑнса ларать, айлӑм хӗррипе шоссе ҫулӗ патне тухать.

Вӑйӑ иртнӗ хыҫҫӑн ҫар вӑййинче пулнӑ ачасем пӗтӗмпех ҫакӑнта пуҫтарӑнчӗҫ.

Вӑйӑран таврӑннӑ хӑш-пӗр ачасем маскировка тумтирӗсене хыва-хыва пӑрахнӑ, йӗлтӗрӗсене майлаҫҫӗ. Ыттисем тата пӗр аякккине хунӑ вут умне пуҫтарӑннӑ та, кашни хӑй пӗлнӗ пек кӑшкӑрашса, аллисене вут умне тӑсса ӑшӑнаҫҫӗ. Урӑххисем — вӗсем пуринчен те йышлӑрах — ҫул варринче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Вӗсем шкул хаҫачӗн фоторепортерӗ Игорьпе Алик сӑрта йышӑннӑ самантра мӗнле ӗҫленине ӳкерсе илнине пӑхса тӑраҫҫӗ. Репортер кукленсе ларнӑ та «фэд» витӗр пӑхать. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл кӑшкӑркаласа илет:

— Хатӗрленӗр!.. Кайрӑмӑр!.. — тет.

Карчӑкла тумланнӑ Алик сӑрт ҫинелле чупса хӑпарать, аллине вӑл йӗлтӗр патакӗ вӗҫне ҫакнӑ ялав ҫӗкленӗ, ун хыҫӗнче тӑракан Игорь часовой пулнӑ Юрка Семенова юр ҫинелле тӳнтерет. Репортерӗ, пӗрре ӳкерсе илнӗ хыҫҫӑн тата ӳкересшӗн пулса, ҫавнах ҫӗнӗрен тума хушрӗ. Ачасем кулаҫҫӗ, канаш параҫҫӗ, ҫапла хӑтланса вӗсем Гриша ҫитсе тӑнине ним чухлӗ те асӑрхамарӗҫ.

Вӑл вара патакӗсемпе хыттӑн тапӑнса урисене анлӑн яра-яра пусать. Тутисене хӗснӗ, куҫӗсем ҫиллеслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ.

— Ӑҫта Степка? Салазкин Степкӑна курмарӑн-и? — ыйтрӗ вӑл пӗр ачаран, пӑхса тӑракансен хушшине пырса кӗрсе.

— Курмарӑм. Эх, эс те ҫав! Ак кур-ха! Сана та ҫавӑн пек тума пултаратчӗҫ вӗт!.. — пӗр ача сарт ҫинелле тӑсса кӑтартрӗ.

Гриша репортер ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, унӑн пит-куҫӗ тата хаяррӑн курӑнчӗ. Ачасене тӗрткелесе вӑл малалла утрӗ, утнӑ чух пӗрмай:
— Степка!.. Степкӑна курмарӑр-и?.. Антон ӑҫта Антон кунта-и? — тесе ыйтрӗ.

Степка та, Антон та сас памарӗ.

— Пулчӗ. Тавах сире, — терӗ репортер.

— Тархасшӑн! — харӑссӑн тав турӗҫ пӑхса тӑракан ачасем. Алик пуҫӗнчи тутӑрне салтрӗ, тӑлӑпне хыврӗ те хайхи ӗлӗкхи Аликех пулса тӑчӗ — унӑн ҫӳҫӗ кӑтра та сарӑ; пичӗ ҫаврака, хуратучӗ вара хӗлле те ним чухлӗ чакман. Гришӑна курсанах ун патне чупса пычӗ, пальтоне те хӑй пынӑ май тӑхӑнса:
— Ну, Григорий Иванович, куртӑн-и? Э? Килӗшет-и сана?.. Лайӑх маневр-и? — хӑвӑрт-хӑвӑрт калама тытӑнчӗ вӑл кулкаласа, куҫне хӗсрӗ.
— Эх, епле эс пулмарӑн-ха?.. Ҫиҫӗм пек хӑвӑрт ҫапрӑмӑр!.. Мӗн кирлине малтанах пӗтӗмпе шутласа хунӑ. Тытӑнтӑмӑр та — ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Гриша салхуллӑн пӑхса илчӗ ун ҫине.

— Кӗпер патӗнчи засада сан ҫине тапӑнмарӗ-и?

— Засада тетӗн-и? Мӗнле засада пултӑр унта! Хам хваттере пынӑ пек пырса тухрӑм.

— Эппин Степка ҫакланнӑ иккен. Унсӑрӑн сан маневрӑнтан тӗтӗм кӑна тӑрса юлнӑ пулӗччӗ!..

Гриша ҫавӑнтах вара ҫул ҫинче хӑй мӗнле «карчӑксене» курни ҫинчен каласа пачӗ, унтан засада командирне Муравьев Антон патне Степка урлӑ епле хыпар яни ҫинчен каласа пачӗ.

— Ах, епле ӑста хӑтланнӑ иккен эсир! Итлӗр-ха, ачасем! Иннокентий Петрович!.. Акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ иккен вӑрҫӑри инкек-синкексем!.. Эпӗ хам пынӑ чух ун ҫинчен шухӑша та илмен… Юлташсем, эсир итлесе кӑна пӑхӑр! Пӗтӗм маневр ҫип вӗҫӗнче ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ иккен.

Вӗсене йӗри-тавра ачасем хупӑрласа илчӗҫ. Физкультурӑпа вӗрентекен Иннокентий Петрович та унта пычӗ, вӑл ҫӳллӗ ҫын, пустав гимнастеркӑпа, ҫухи ҫинчен ҫӑмӑл ӑшӑ кӗпи курӑнать. Пирусне туртса янӑ май Иннокентий Петрович ыйтса пӗлме тытӑнчӗ:

— Апла тетӗр иккен-ха! Степка вара епле пуйлтарайман? Чӗнӗр-ха ӑна кунта!

Степкӑна темиҫе хутчен чӗнчӗҫ, анчах вал сасӑ памарӗ. Иннокентий Петрович авӑнчӑк сӑмси ҫинчи куҫхаршине хускатса илчӗ:

— Мӗн хӑтланать-ха вара вӑл! Сигнал илтмен-и? Муравьев ӑҫта вара?

Антон Муравьева чӗнме тытӑнчӗҫ, анчах засада командирӗ те, унӑн ҫыннисем те пӗри пӗр сӑмах чӗнмерӗ.

— Ним латти ҫук! — терӗ Иннокентий Петрович. — Йӗркерен тухсах кайнӑ! Кам та пулин чӗнсе килӗр-ха ҫавсене! Халех кунта килччӗр!

Кӗпер патне темиҫе ача чупрӗ, засада ҫавӑнта пулмаллаччӗ, вӗсем часах каялла таврӑнчӗҫ. Пилӗк ҫынлӑ засада командирӗпе пӗрлех таҫта тухса кайнӑ.

Ачасене ҫакӑ чӑнласах тӗлӗнтерчӗ, пысӑккисем пӑшӑрханма та тытӑнчӗҫ.

Иннокентий Петрович аслӑ вожатӑя станцине кайма хушрӗ, унта вӗсене ӑшӑнма пулатчӗ. Хӑй вара шырама кайма шут тытрӗ.

— Гриша, эсӗ манпа пӗрле пырӑн-и? Салазкин ӑҫталла кайнине кӑтартӑн.

— Иннокентий Петрович! — чупса пычӗ Алик. — Эпӗ те сирӗнпе пӗрле пырам-ха… Иннокентий Петрович, эпӗ йӗрлеме питӗ ӑста. Уйӑхӗпех вӗрентӗм… «Пионерская правда» тӑрӑх… Иннокентий Петрович, илсе кайӑр ӗнтӗ!

— Юрӗ эппин, йӗрлеме пӗлекен, — кулса илчӗ преподаватель.

Шырама каяс текенсем тата темӗн чухлӗн те тупӑнчӗҫ, анчах Иннокентий Петрович урӑх никама та илмерӗ. Мӗн те пулин пуласса кӗтекен икӗ тус йӗлтӗрӗсене хӑпӑл-хапӑл сырчӗҫ те хыҫҫӑн тухса кайрӗҫ.

Кӗпер патӗнче, сулахаярах, ҫулпа юнашар, тахҫан авиабомба ӳкнӗ шӑтӑк пур. Ҫав шӑтӑка виҫҫӗш те чарӑнса пӑхрӗҫ.

— Кӑнтӑрлахи пек курӑнать! — терӗ Алик. — Вӗсем кунта ларнӑ. Куратри, епле юра таптаса пусарнӑ. Ак кунта чи хӗррине тухса выртнӑ пӗри, сӑнаса тӑраканни пулнӑ ӗнтӗ.

Гриша та пикенсех тӗпчеме тытӑнчӗ. Вӑл шӑтӑк тавра васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ. Пӗрре ярса пусать те чарӑнать, хӑйӗн йӗрне пӑхать, сылтӑма пӑхать, сулахая пӑхать, юр ҫинчи пур пек япаласене илет те сӑмси патнех ҫывхартса пӑхать. Сасартӑк кӑшкӑрса та ячӗ вӑл:

— Акӑ йӗр пур, Иннокентий Петрович!.. Йӗр пур!

Вӗрентекенпе Алик унсӑрах шӑтӑк патӗнче пӗр ҫӗрте йӗр нумаййине асӑрхарӗҫ. Йӗлтӗр йӗрӗсем кунтан таҫта сад енне илсе каяҫҫӗ.

— Степка та вӗсемпе, — питӗ лӑпкӑн каларӗ Алик. Гриша ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ:

— «Вӗсемпе» тетӗн! Ӑҫтан пӗлетӗн-ха ӑна?

— Кӑнтӑр ҫутинчи пек куратӑп! Засадӑра миҫе ҫын выртнӑ тетӗн-ха? Пиллӗк-и?

— Пиллӗкӗн тейӗпӗр.

— Кунта акӑ ултӑ ҫын йӗрӗ. Апла пулсан улттӑмӗшӗ Степка ӗнтӗ.

— Кусем пурте ҫапла пулӗ те-ха, — васкамасӑр каласа хучӗ Иннокентий Петрович. — Анчах ӑҫталла кайнӑ-ха вӗсем? Атьӑр-ха эппин!

Вӗсем йӗлтӗр йӗрӗ тӑрӑх кайрӗҫ те тем сарлакӑш сада пырса кӗчӗҫ, пас тытнӑ йывӑҫсем лӑпкӑнах лараҫҫӗ. Ҫухалнӑ засада ҫакӑнтан епле хӑвӑрт иртсе кайнине вӗсем часах тавҫӑрса илчӗҫ. Юр ҫине ӳкнӗ патак йӗрӗсем таптарса пынӑ чух юлнӑ шӑтӑксем пӗр-пӗринчен инҫетре пыраҫҫӗ, шӑтӑксем те чалӑшшӑн пулса юлнӑ. Йӗлтӗр йӗрӗ хӗррипе юр вирхӗнсе юлнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе юр алтӑнса та тӑрать, ун пек ҫӗрте вара йӗлтӗр йӗрӗ кӑна мар, алӑ йӗрӗсем те, ура йӗрӗсем те, мӗлке ӳкни те курӑнать. Ҫакна кура, йӗрлеме тухнисем хӑйсем те минутсерен хӑвӑртрах кайма тытӑнчӗҫ. Садра пӗрмаях калаҫса пыни те илтӗнсе тӑчӗ.

— Питӗ хӑвӑрт пынӑ иккен! Ҫапла-и?

— Иннокентий Петрович, сехетне вӗсем ҫирӗм километр кайма пултарнӑ.

— Акӑ, каллех тахӑшӗ ӳкнӗ.

Йӗлтӗр йӗрӗсем вӗтлӗхелле кӗреҫҫӗ, туратсем ҫинче маскировкӑран таткаланса юлнӑ татӑксем. Вӗтлӗхрен тухсан, йӗрлекенсем кӑштах чарӑнса тӑчӗҫ. Пӗр йӗрӗ шӑпах пӗр пысӑк йывӑҫ тӗлне пырса тухать. Йӗри-тавра юра чакаласа пӗтернӗ.

— Пӗтӗмпех ӑнланмалла! Килсе тӑрӑннӑ ӗнтӗ! — тесе пӗлтерчӗ Алик.

— Йӗлтӗрне хуҫнӑ, — терӗ те Гриша ҫавӑнтах йӗлтӗр хуҫӑкне тупрӗ.

Малалла утрӗҫ.

— Ҫуранах чупнӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Алик.

— Ҫапла ҫав! Сӑмсине ыраттарнӑ! Юн. Куратӑн-и, епле тумласа пынӑ?

Вӗрентекенпе ачасем тинех шоссепе юнашар пыракан аслӑ ҫул ҫине тухрӗҫ. Икӗ тус кунта тавҫӑрса та илчӗҫ; ҫухалнӑ засада кӑшт чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫул ҫине тухнӑ. Ҫулӑн леш енче йӗр тавраш курӑнмасть, ҫулпа питӗ нумай ҫӳренӗ пирки, кунта нимӗн уйӑрса илме те ҫук. Вӗсем виҫҫӗшӗ те пӗр вырӑнтах тапӑртаткаласа тӑчӗҫ, малалла мӗн тумаллине, ӑҫталла каймаллине вӗсем хӑйсем те пӗлмерӗҫ. Иннокентий Петрович ҫиллене пуҫларӗ:

— Кун пек… кун пек юрать-и! Икҫӗр ҫын кӗтет вӗт-ха вӗсене. Калӑн пӗчӗккисем тесе!

Вӑл каллех пирусне туртса ячӗ, аллисене пустав шӑлаварӗ кӗсйине чикрӗ те ҫул ҫине пӑхса тӑчӗ; ӑна курсан, ачасем иккӗш те шӑпланчӗҫ.

Тепӗр минутранах вӗсем лӑпкӑн калаҫма тытӑнчӗҫ.

— Акӑ мӗн тӑвӑпӑр эпир. Эсир ку енне кайӑр та ҫырма патне ҫитӗр. Унта никама та тӗл пулмасан, станци патне пырӑр. Эпӗ яла каям.

— Юрать! — терӗҫ ачасем.

— Чимӗр!.. Пӑхӑр-ха! Ҫавсем мар-и вӗсем?

Ял енчен ҫул тӑрӑх темле ҫынсем курӑнчӗҫ. Вӗрентекенпе ачасем темӗнччен тинкерсе пӑхса тӑчӗҫ, унтан тин ку хайхи ҫухалнӑ засадӑпа пӗрле Степка иккенне пӗлчӗҫ.

Улттӑшӗ те вӗсем ытла мӗскӗнӗн курӑнчӗҫ. Чи малта пысӑк пӳллӗ Антон Муравьев салхуллӑн утса пырать, йӗлтӗрне вӑл хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗкленӗ, хул хушшине маскӑллӑ тумтирне хӗстернӗ. Ҫӗлӗк хӑлхисене ҫӗкленӗ те вӑл, анчах ҫыхса яман. Вӗсем ярса пусмассерен сулланкаласа пыраҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн ывӑнса ҫитнӗ хӑйӗн ҫыннисем, урисене аран улӑштаркаласа, утаҫҫӗ, вӗсем те йӗлтӗрӗсене хӑйсен ҫине ҫӗкленӗ, аллисене тумтирӗсене тытнӑ. Вӗсенчен кӑшт каярах Степка пырать, вӑл маскировкӑллӑ тумтирне хывма ӗлкӗреймен-ха.

— Эсир ӑҫта пултӑр? Мӗншӗн пӗрле пуҫтарӑнмалли вырӑна пымарӑр? — хыттӑн ыйтрӗ Иннокентий Петрович, засада ҫитесси пӗр ҫирӗм утӑм юлсан.

Ачасем нимӗн те каламарӗҫ, тата майӗпенрех ута пуҫларӗҫ. Антон Гоша Акопян ҫине пӑхса илчӗ, унӑн пӗр йӗлтӗрӗ ҫӗмрӗк, шӑйрӑлнӑ сӑмси шыҫса кайнӑ.

— Ӑҫта пултӑр эсир тетӗп? — ыйтрӗ вӗрентекен ҫывхарса ҫитнӗ засадӑран.

— Ялсоветӗнче пултӑмӑр, Иннокентий Петрович, — шӑппӑн тавӑрчӗ Антон.

— Мӗн кирлӗ пулчӗ сире ялсоветӗнче?

Антон нимӗн те чӗнмерӗ. Степка ҫеҫ ун ҫурӑмӗ хыҫӗнчен:

— Пире унта нимӗн те кирлӗ марччӗ, Иннокентий Петрович. Пире унта хамӑра илсе кайрӗҫ ҫав.

— Епле вӑл «илсе кайрӗҫ» пулать-ха? Мӗншӗн?

— Ҫав карчӑксемшӗнех, — аран илтӗнмелле тавӑрчӗ Антош таҫта инҫетелле пӑхса.

— Мӗн тетӗр? Мӗнле карчӑксемшӗн?

Засада командирӗ ҫӗлӗкне хыврӗ те ҫӗлӗк хӑлхине ҫыхса хучӗ.

— Эпир… Эпир ҫулпа иртсе пыран икӗ карчӑк ҫине йӑнӑшпа атакӑна кайрӑмӑр…

Иннокентий Петрович куҫхаршине тата усарах пачӗ.

— Эсӗ мана тӗплӗрех каласа пар! Мӗнле карчӑксене? Мӗнле йӑнӑшпа?

— Эпир пӗр хыпар илтӗмӗр. Акӑ унран. Икӗ неприятель пырать тенӗ. Иккӗшӗ те карчӑкла тумланнӑ тенӗ, ялавне пытарса пыраҫҫӗ имӗш. Вӗсене тытса илмелле тенӗ. Ну, эпир кунта чупса килтӗмӗр те вырнаҫса лартӑмӑр… Пӑхатпӑр, карчӑксем чӑн та иккӗн пыраҫҫӗ…

— Чим-ха! Ӑнлантӑм эпӗ кӑна! Мӗншӗн вара пур иртен-ҫӳрене те пӗр тӗрӗслемесӗр чаратӑр-ха эсир? Ку вӑл — пӗрремӗшӗ. Иккӗмӗшӗ тата…

Анчах кунта Антон ҫыннисем пурте пӗрне-пӗри пӳле-пӳле калаҫма тытӑнчӗҫ.

— Эпир тӗрӗслерӗмӗр, Иннокентий Петрович!

— Йӑнӑшрӑмӑр ҫав ӗнтӗ, тӗрӗслессе тӗрӗслерӗмӗр те.

— Сасартӑках атакӑламан эпир!

— Юрӗ. Эпӗ хам калам, — чарчӗ ачасене Антон, хӑй калама пуҫларӗ. Пӑхатпӑр, икӗ карчӑк пырать. Пит-куҫӗсене тутӑрпа хупланӑ. Уйӑрса илме те ҫук. Ну, эпир канавран сиксе тухрӑмӑр та вӗсен хыҫҫӑн пыратпӑр. Вӗсем тек ҫаврӑнкаласа пӑхаҫҫӗ, каясса та хӑвӑртрах кая пуҫларӗҫ. Вӗсем пирӗн маскировкӑллӑ тумтиртен хӑранӑ иккен, ун ҫинчен эпир каярахпа ҫеҫ пӗлтӗмӗр. Эпир, паллах, иккӗленетпӗр ӗнтӗ. Хайхискер, эпӗ вӗсене хӑваласа ҫитрӗм те питӗ хисеплӗн пуҫӑма тайса: «Гражданкӑсем, тетӗп, — тутӑрсене салтӑр тархасшӑн», — тетӗп. Апла каласан вӗсем тата ытларах васка пуҫларӗҫ. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, вӗсем апла хӑтланаҫҫӗ-тӗк, шӑпах «тӑшмансем» иккен тетӗп. Атакӑлама хушрӑм… Шӑпах пирӗн тӗле темле красноармеецсем тухрӗҫ, ҫунапа… Пире вара… Антон калама чарӑнчӗ.

— Апла иккен! Аван ӗҫ ӗнтӗ! Ялсоветне ҫитсен мӗн турӗҫ?

— Кӑларчӗҫ те ячӗҫ, Иннокентий Петрович.

— Кулчӗҫ те ҫитменнине.

— Эпир вӗсене Гриша ҫыруне кӑтартрӑмӑр. Карчӑксене вара айӑп ан тӑвӑр терӗмӗр.

Гриша мала иртсе тӑчӗ.

— «Гриша ҫырӑвӗ» те «Гриша ҫырӑвӗ», — тесе виртлерӗ вӑл. — Иннокентий Петрович, ан тив вӗсем халь хӑйсем мӗншӗн кунта килнӗшӗн ответлеччӗр. Вӗсене пула эпир вӑйӑра ҫӗнтереймерӗмӗр кӑна та мар, пӗтӗм шкул умӗнче мӑшкӑла тӑрса юлтӑмӑр. Иннокентий Петрович, ан тив вӗсем ответлеччӗр!

— «Ответлеччӗр» те «ответлеччӗр» — засада командирӗ те ӑна хӑй пекех виртлекелесе илчӗ. — Пире кунта килмелли ҫинчен кам ҫырнӑ вара?

— Кунта? Эсӗ эппин вырӑсла чӗлхене ӑнланатӑн-и? Эпӗ ҫырнӑччӗ: «Два неприятельских бойца переоделись старухами и несут флаг. Пройдут вместе засады. Обязательно перехвати», тесе ҫырнӑччӗ. Мӗншӗн кунта килсе тухрӑр вара?

Засада командирӗ тӗлӗннӗ пек пулса шӑпланчӗ. Кӗсйисене пӑхкаласа пӗр ҫыру татӑкӗ туртса кӑларчӗ те пӗр чӗнмесӗр темӗнччен пӑхкаласа тӑчӗ. Майӗпен унӑн пит-куҫӗ хӗреле пуҫларӗ. Сӑмси ҫунаттисем сарӑлчӗҫ. Сывласса та йывӑррӑн сывлама пуҫларӗ.

— Г-р-р-рамотей, — терӗ вара вӑл Гриша ҫине йӗрӗнсе пӑхса, — Грамотей тетӗп, засады сӑмаха пӗрле ҫырмалла, санӑн кунта… Ху пӑх-ха! «В месте» тенине те пӗрле ҫырмалла, санӑн… Мейӗр! Пурсӑр та курӑр.

— Пар-ха кунта! — терӗ Иннокентий Петрович.

Вӑл Антон аллинчен хут татӑкне илсе пӑхрӗ, унтан кулса ячӗ те ытти ачасене пачӗ.

«Два неприятельских бойца переоделись старухами и несут флак. Пройдут в месте за сады. Обязательно перехвати», тесе ҫырнӑ хучӗ ҫине.

…Ҫур сехет иртрӗ. Станцири ватӑ дежурнӑй, алӑк урлӑ пуҫне кӑтартса, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклерӗ те кӗтсе тӑракан залра икҫӗр ача мӗншӗн ҫапла каҫса кайса кулаҫҫӗ-ши тесе пӑхрӗ. Ҫар вӑййинче пулнӑ ачасем Антон отрядӗнчи боецсем тавра пуҫтарӑннӑ та вӗсем каласа панине итлеҫҫӗ, залра тӑтӑшах ахӑлтатса кулни янраса тӑчӗ.

Иккӗн кӑна кулмарӗҫ.

Гриша кулмарӗ. Вӑл тӗттӗм кӗтесре, тутисене чӗтресрен ҫыртса тӑрать.

Алик Ростовский кулмасть. Вӑл шурса кайнӑ, салху, хӑй юлташне шыраса, вокзал тӑрӑх ҫӳрет, хӑй тарӑн шухӑша кайнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех