Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: LIX

Пай: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хушнӑ: 2020.03.21 00:18

Пуплевӗш: 208; Сӑмах: 2171

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Майӑн 22-мӗшӗнче повстанецсен ҫарӗсем пӗтӗм сылтӑм ҫыран талккишӗпех каялла чакма пуҫларӗҫ. Чаҫсем ҫапӑҫса, кашни укрепленире тытӑна-тытӑна тӑрса чакрӗҫ. Сехри хӑпнӑ халӑх ҫеҫенхир тӑрӑхӗнчи хуторсенчен Дон еннелле талпӑнчӗ. Стариксемпе карчӑксем, килӗсенчи пӗтӗм лаши-вӑкӑрне кӳлсе, урапасем ҫине арчасем, килте-ҫуртра тыткалакан тӗрлӗ-мерлӗ япаласем тиесе тултарчӗҫ, пӗчӗк ачасене улӑхтарса лартрӗҫ. Ӗнисемпе сурӑхӗсене, кӗтӳсенчен уйӑрса, ҫул тӑрӑх хӑваласа кайрӗҫ. Кӗрӗс-мерӗс пысӑк лавсем, ҫартан иртсе, Дон тӑрӑхӗнчи хуторсем еннелле вӗҫтерчӗҫ.

Командующи штабӗн приказне итлесе, пехота пӗр кун малтан чакма пуҫларӗ. Татарски хуторӗн пластунӗсемпе Вешенски Дружини, казак мар ҫынсенчен пуҫтарнӑскер, майӑн 21-мӗшӗнче Усть-Хопер станицинчи Чеботарев хуторӗнчен тухса, поход йӗркипе хӗрӗх ҫухрӑм ытла кайрӗҫ, ҫӗр каҫма Вешенски станицӑри Рыбный хуторӗнче чарӑнчӗҫ.

22-мӗшӗнче шуҫӑм ҫутипех тӳпене тӗссӗр кӑвак янкар карса илчӗ. Унӑн тӗтреллӗ ытамӗнче пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ, кӑнтӑр енче кӑна, Дон хӗрринчи тӑвайкки тӗлӗнче, хӗвел тухас умӗн куҫа шартармалла шупка хӗрлӗ пӗчӗк пӗлӗт лӑстӑкӗ палӑрма пуҫларӗ. Унӑн хӗрлӗ ҫутӑпа пӗвеннӗ хӗвелтухӑҫ енӗ юн юхтарса тӑчӗ тейӗн. Хӗвел сулахай ҫыранӑн сывлӑмпа сулхӑнланнӑ хӑйӑрлӑ ярӑмӗсем хыҫӗнчен шуса хӑпарчӗ те, пӗлӗт татӑкӗ куҫран ҫухалчӗ. Улӑхра ӗнтӗ карӑшсем янӑравлӑнрах авӑтса ячӗҫ, шӗвӗр ҫунатлӑ чарлансем ахах-мерчен ҫиҫсе-ҫуталса выртакан Дон ытамнелле кӑвак мамӑк чӑмаккисем пек вӗҫсе анчӗҫ, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан вӗтӗ пулӑсене ҫӑткӑн сӑмсисемпе тытса хӑпарчӗҫ.

Кӑнтӑрла тӗлнелле май уйӑхӗшӗн тесен нихҫан пулман шӑрӑх пӗҫертме тапратрӗ. Сывлӑш ҫумӑр умӗнхи пек вӗриленсе кайрӗ. Хӗвелтухӑҫ енчен, Донӑн сылтӑм ҫыранӗ тӑрӑх, шуҫӑм киличченех беженецсен лавӗсен кукӑр-макӑр речӗсем Вешенски еннелле тӑсӑлчӗҫ. Урапа кустӑрмисем Гетман шляхӗ тӑрӑх татти-сыпписӗр лӑчӑртатса пычӗҫ. Утсем кӗҫеннӗ, вӑкӑрсем мӗкӗрнӗ тата ҫынсем калаҫнӑ сасӑсем сӑрт тӳпинчен пуҫласа Дон улӑхне ҫитичченех илтӗнсе тӑчӗҫ.

Икҫӗр салтака яхӑн шутланакан Вешенски дружини ҫаплах-ха Рыбный хуторӗнче тӑчӗ. Ирхине пӗр вунӑ сехетре Вешенскинчен приказ илчӗҫ: дружинӑн, Мӑн Кӑмрӑк хуторне куҫса, Гетман ҫулӗпе урамсене заставӑсем тӑратмалла, Вешенскинелле каякан служба ҫулӗнчи казаксене пурне те тытса чармалла.

Мӑн Кӑмрӑк патне Вешенски еннелле куҫакан лавсен хумӗ явӑнса ҫитрӗ. Тусанланса пӗтнӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ хӗрарӑмсем выльӑхсене хӑвалаҫҫӗ, ҫул айккипе юланутсем пыраҫҫӗ. Чие сачӗсем хушшине вӑрттӑн пытанса ларнӑ пек курӑнакан хуторӑн тӑнӑҫ чӗмсӗрлӗхне урапа кустӑрмисем чӗриклетнӗ, лашасем тулхӑрлӑ, сурӑхсем чӑхлатса ӳсӗрнӗ, ӗнесем мӗкӗрнӗ, ача-пӑча йӗнӗ тата тифпа чирленисем — вӗсене те пӗрле илнӗ — йынӑшнӑ сасӑсем хупласа хучӗҫ. Ҫав пӗрле хутӑшса кайнӑ нумай тӗрлӗ шӑв-шав ытла та кӗтмен ҫӗртен тапраннипе хуторти йытӑсен сассисем хӑрӑлтатакан пуличчен вӗрчӗҫ. Халӗ вӗсем, унчченхи пек, кашни ҫуран ҫынна тапӑнмарӗҫ, тӑкӑрлӑксемпе иртекен лавсене те ним кичемрен ҫухрӑма яхӑн хыҫран хӑрӑлтатса пырса ӑсатмарӗҫ.

Прохор Зыков килӗнче икӗ талӑк хӑналанса пурӑнчӗ. Вӑл Григорий ҫыруне Аксинья Астаховӑна кӗртсе пачӗ, унтан Григорий Ильиничнӑпа Натальйӑна калама хушса янӑ сӑмахсене пӗлтерчӗ те майӑн ҫирӗм иккӗмӗшӗнче Вешенскине тухса кайрӗ.

Хӑйӗн сотнине вӑл Базкинче тӗл пуласса шаннӑччӗ. Анчах Дон хӗрринелле уҫӑмсӑррӑн ухлатса килекен тупӑ сассисем халӗ те ҫаплах таҫта Чир тӑрӑх кӗрӗслетсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ те, Прохорӑн темшӗн унта, ҫапӑҫу пыракан ҫӗре, кайма кӑмӑл туртмарӗ. Вӑл, Базкине ҫитсе, Григорий хӑйӗн 1-мӗш дивизийӗпе Дон хӗррине пырасса унта кӗтме шут тытрӗ.

Мӑн Кӑмрӑка ҫитичченех Прохора беженецсен лавӗсем хӑваласа ирте-ирте кайрӗҫ. Утне вӑл васкамасӑр, ҫул тӑршшӗпе тенӗ пекех уттарса пычӗ. Унӑн ниҫта хыпаланмалли те пулмарӗ. Рубежинран тухсан, вӑл анчахрах пуҫтарса йӗркеленӗ Усть-Хопер полкӗн штабӗпе пӗрле ерсе кайрӗ.

Штаб сиктӗрмеллӗ тӑрантаспа икӗ урапа ҫине вырнаҫнӑ. Штабра ӗҫлекенсен йӗнерленӗ ултӑ лашине лавсем хыҫӗнчен кӑкарнӑ. Пӗр урапипе темле хутсемпе телефон аппарачӗсене турттарса каяҫҫӗ, тӑрантас ҫине аманнӑ ватӑ казакпа хӑрушла ырханланса кайнӑ курпун сӑмсаллӑ тепӗр ҫын вырнаҫнӑ. Вӑл ахӑртнех тин кӑна тифпа чирлесе ирттернӗ пулас, — кӑвак каракультен ҫӗленӗ офицер ҫӗлӗкӗ хуплакан пуҫне йӗнер ҫытарӗ ҫинчен те ҫӗклеймест, тӑрантас ҫинче шинельне янахӗ таран пӗркенсе выртать. Унӑн шурса кайнӑ ҫаврака ҫамки ҫине, тарпа йӑлтӑртатакан ҫӳхе кимӗрчеклӗ сӑмси ҫине тусан вӗҫе-вӗҫе ларать, анчах хӑй пӗрехмай урине пӗр-пӗр ӑшӑ япалапа кӗптеме тилмӗрет, ҫамки ҫинчи тарне шӑммипе тирӗ кӑна юлнӑ шӑнӑрлӑ аллипе сӑтӑрса ятлаҫать:

— Эсрел пуҫӗсем! Мур карӑнтарса кайманскерсем! Илтетӗр-и, ура айне вӗрет? Поликарп, илтетӗн-и? Ашӑкпа витӗр! Сывӑ чух кирлӗччӗ, халӗ акӑ… — унтан вӑл тифпа чирлесе ирттернӗ кирек хӑш ҫыннӑнни пек сӳнӗк те ҫиллес куҫӗсене енчен-еннелле шутаркаласа пӑхрӗ.

Поликарп тесе чӗнекенни, — кивӗ тӗн-тӗшмӗше ӗненекен ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ патвар казак, — пынӑ ҫӗртех йӗнер ҫинчен сиксе анса, тӑрантас патнелле утса кайрӗ.

— Апла пушшех шӑнса пӑсӑлма пултаратӑр, Самойло Иванович.

— Вит, теҫҫӗ!

Поликарп, ӑна йӑпӑр-япӑр ашӑкпа витсе, пӑрӑнса кайрӗ.

— Кам вара вӑл? — ыйтрӗ унран Прохор, куҫӗпе чирлӗ ҫын ҫинелле кӑтартса.

— Усть-Медведица офицерӗ. Вӗсем пирӗн штаб ҫумӗнче пулнӑччӗ.

Усть-Хопер станицине кӗрекен Тюковски, Бобровски, Крутовски, Зимовнӑй тата ытти хуторсенчи беженецсем те штабпа пӗрле пычӗҫ.

— Эсир тата ӑҫта ҫӑва мимине? — ыйтрӗ Прохор килти ӑпӑр-тапӑр япаласене тем ҫӳллӗш чыхса тултарнӑ кӑрман ҫинче ларса пыракан беженец-старикрен.

— Вешкине каяс тетпӗр.

— Мӗн, Вешкине пыма хушса ҫын яман пуль сирӗн пата?

— Ҫынне яман та-ха, чунӑм, камӑн вӑл курса тӑнӑ ҫӗртех вилес килтӗр? Пуҫ ҫине хӑрушлӑх килсен, ирӗксӗр каятӑн?

— Ҫавӑнпа ыйтатӑп та: мӗн мурӗ тума Вешкине чыхланатӑр? Еланскинче каҫмаллаччӗ те тепӗр енне — ӗҫӗ те пӗтнӗ.

— Мӗнпе каҫмалла? Халӑх калаҫать: ҫук, тет, унта паром.

— Вешкинче тата мӗнпе? Сан хӑлтӑр-халтӑр валли паром параҫҫӗ терӗн-и? Чаҫсене ҫыран хӗррине хӑвараҫҫӗ те ӗнтӗ, сире урапӑр-мӗнӗрпе каҫарса яраҫҫӗ пулать? Ҫапла ҫав, мучи, супьяхсем эсир! Каяҫҫӗ таҫта мура, ма кайнине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ. Ну, мӗн хурса тултартӑн ӗнтӗ урапу ҫине? — урапапа танлашнӑ май эрленсе ыйтрӗ Прохор, чӑпӑрккипе япала тӗркемӗсем ҫине кӑтартса.

— Темӗн те пур унта! Тумтир таврашӗ те, хӑмӑтсем те ак, ҫӑнӑх та, хуҫалӑхра кирли тем те… Хӑварма юрамасть. Пушӑ пӳрте пырса кӗнӗ пулӑп. Халӗ акӑ пар лаша, виҫӗ мӑшӑр вӑкӑр кӳлтӗм те май килнине пӗтӗмпе тиерӗм, хӗрарӑмсене лартса тухрӑм. Пур япалине те хам пилӗк-ҫурӑма авса тунӑ, ырӑ ҫыннӑм, пурне те куҫҫульпе те тарла пуҫтарнӑ, ӑҫтан шел ан пултӑр пӑрахса хӑварма? Май килес пулсан, пӳрт-ҫуртне те пӗрле илсе кайӑттӑмччӗ, хӗрлӗ шуйттансене ҫеҫ ан пултӑр, халер хайӑрса кайманскерсене!

— Сӑмахранах, ак ҫак хӑлтӑр-халтӑра мӗн масарӗ тума пӗрле сӗтӗрсе каятӑн? Е тата пукансем ак: мӗн тума вӗсем сана? Хӗрлисене пачах кирлӗ мар вӗсем.

— Юраман-ҫке-ха хӑварма! Камит те иккен эсӗ… Хӑвар та, ҫӗмӗрсе пӗтереҫҫӗ вӗсем, вут тӗртсе ҫунтарса яраҫҫӗ. Ҫук ӗнтӗ, ман пурлӑхпа пуяймӗҫ. Шӗкӗ шӗкӗлчесчӗ чунӗсене! Пӗр япала хӑвармарӑм!

Старик сӳрӗккӗн утакан мӑнтӑр лашисене чӑпӑрккипе хӑмсарчӗ, кӗлеткипе каялла ҫаврӑнса, вӑкӑрсем кӳлнӗ хыҫалти виҫҫӗмӗш лав ҫине пушӑ аврипе кӑтартрӗ.

— Ав хӗр тутӑр пӗркенсе ларнӑ, вакӑрсене тытса пырать, — ман хӗрача вӑл. Ун урапи ҫинче сысна амипе ҫурисем. Пӗтӗччӗ вӑл, урапа ҫине ҫыхса хунӑ чух кӑштах тапратрӑмӑр пулмалла ӑна. (Вӑл ав — ҫӗрле тыт та ҫӑвӑрла хайхи. Урапа ҫинчех ҫӑвӑрланӑ. Илтетӗн-и, ҫурисем нӑрик кӑшкӑраҫҫӗ? Ҫук, хӗрлемессем ман тупрапа пит пуяймӗҫ, сивчир силлесе тӑкманскерсем!

— Ман куҫ тӗлне ан пул, мучи, паром патӗнче! — терӗ Прохор, старикӗн тарланӑ сарлака пичӗ ҫинелле тилӗрсе пӑхса. — Куҫ тӗлне ан пул, атту пӗтӗм сысну сан, ҫури-мӗнӗпе, пӗтӗм тупру-япалу Дона хӗнтӗртетсе анса каять!

— Мӗн пирки тата ку? — тӗлӗнсе хытса кайрӗ старик.

— Акӑ мӗн пирки: ҫынсем пуҫ хураҫҫӗ вӑрҫӑра, нимӗнсӗр юнаҫҫӗ, эсӗ пур, ватӑ шуйттан аҫи, эрешмен пек, пӗтӗм ӑпӑр-тапӑрна пӗрле сӗтӗретӗн! — кӑшкӑрса тӑкрӗ ытти чух йӑваш та лӑпкӑ Прохор. — Эпӗ санашкал пӑхҫиенсене вилес пек юратмастӑп! Маншӑн ку — ҫивӗч ҫӗҫӗпе пӗрех!

— Ирт! Иртсе кай малалла! — тарӑхса кайрӗ те старик, хӑшӑл-хашӑл сывласа, хӑяккӑн ҫаврӑнса ларчӗ, — Тупӑнчӗ пуҫлӑх, ҫын пурлӑхне Дона тӳнтерсе ярасшӑн-ха… Эпӗ унпа чипер ырӑ этемпе калаҫнӑ пек калаҫса пыратӑп… Манӑн хамӑн та ывӑл вахмистр, хӗрлисене сотньӑпа чарса тӑрать… Иртсе кай часрах, тархасшӑн! Неччу ҫын мулне хапсӑнма! Хӑвӑн ытларах пухасчӗ, ун чух куҫусем выляман пулӗччӗҫ!

Прохор лашине юртӑпа чуптарса кайрӗ. Хыҫалта сысна ҫури ҫинҫе сасӑпа хаяррӑн ҫухӑрса ячӗ, амӑшӗ хуйханса нӑриклетме тытӑнчӗ. Сысна ҫури сасси ҫынсен хӑлхисене йӗппе чикнӗ пек тирсе ыраттарчӗ.

— Ку тата мӗн шуйттанӗ? Ӑҫтан сысна ҫури? Поликарп!.. — питне-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе, кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас пек кӑшкӑрса ячӗ тӑрантас ҫинче выртакан офицер.

— Сысна ҫури урапа ҫинчен ӳкнӗ-ха, урине кустӑрма айне туса имӗрнӗ, — тӑрантас патне пырса пӗлтерчӗ Поликарп.

— Кала вӗсене… Кайса кала хуҫине: халех пуснӑ пултӑр. Кала, кунта чирлӗ ҫынсем, те… Ахаль йывӑр, тата вӑл ав ҫуйӑхать. Хӑвӑртрах! Вӗҫ!

Прохор тӑрантасла танлашрӗ те курпун сӑмсаллӑ офицер, сысна ҫури сассине куҫне чарса пӑрахса итленӗ май, питне пӗркелентернине, кӑвак каракуль ҫӗлӗкӗпе кӑлӑхах хӑлхине хупласа тытма тӗрмешнине курчӗ… Поликарп сиктерсе ҫитрӗ.

— Пусасшӑн мар вӑл, Самойло Иваныч. Ҫура сывалать вӑл, ҫук-тӑк, — каҫалапа пусатпӑр, тет.

Офицер кӑвакарса-шурса кайрӗ, кӗлеткипе аран кӑшт ҫӗкленсе, урисене аялалла усса, тӑрантас ҫине тӑрса ларчӗ.

— Ӑҫта ман браунинг? Тӑрат лашасене! Ӑҫта-ха вӑл сысна ҫури хуҫи? Эпӗ кӑтартатӑп ак ӑна… Хӑш лав ҫинче вӑл?

Тӗплӗ хуҫалӑхлӑ старике сысна ҫурине пурпӗр пустарчӗҫех.

Прохор, кулкаласа, утне вырӑнтан юрттарса кайрӗ, Усть-Хопер лавӗсен кукӑр-макӑр речӗсене хӑваласа ҫитсе иртрӗ. Малта, пӗр ҫухрӑмра пулӗ, ҫӗнӗ лавсемпе юланутсем ҫулпа пыраҫҫӗ. Унта икҫӗр лавран пӗртте кая мар, тепӗр хӗрех ҫын пулӗ ҫул айккисемпе йӗркесӗррӗн сапаланса пырать.

«Асар-писер тӗркӗшӳ пулать паром патӗнче!» — шухӑшларӗ Прохор.

Лавсене хӑваласа ҫитрӗ. Ӑна хирӗҫ, малти урапа ҫумӗнчен иртсе, илемлӗ хура турӑ лаша ҫине утланнӑ хӗрарӑм сикӗпе килет. Прохор тӗлне ҫитерехпе вӑл чӗлпӗре туртса карӑнтарчӗ. Лашине акӑш-макӑш хитре йӗнерпе йӗнерленӗ, ӑмӑрӗ тӗлӗнчи шуҫтанкипе йӗвенӗ кӗмӗл пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, йӗнер ҫунатти те пулин кӑшт та якалман, хӳхӗм сӑранран ҫӗленӗ хырӑмсарлӑхпа ларкӑчӗ те ҫап-ҫутӑ. Хӗрарӑм йӗнер ҫинче меллӗн те ҫӑмӑллӑн ларса пырать, кӗре ӳтлӗ вӑйлӑ аллинче чӗлпӗре ҫирӗп те тӗрӗс пуҫтарса тытнӑ, ҫапах та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ ҫар лаши хуҫине пит юратсах каймасть, ахӑр. Вӑл юнӑхнӑ куҫ улмине ҫилӗллӗн чарса пӑхать, мӑйне пӗкет те, сарӑ шӑл тунине ҫарӑлтарса, хӗрарӑма юбки айӗнчен тухса кайнӑ ҫаврака чӗркуҫҫийӗнчен ҫыртса илме хӑтланать.

Хӗрарӑм кӑвакӑр тӗсӗ ҫапнӑ тап-таса тутӑрне куҫ таранах антарса ҫыхнӑ. Вӑл ӑна тути тӗлӗнчен кӑшт сирсе шутарчӗ те ыйтса пӗлчӗ:

— Эсӗ аманнисен лавӗнчен иртсе килмерӗн-и, пиччей?

— Нумай лавран иртрӗм. Мӗн вара?

— Нуша мар-и-ха, — сӑмахӗсене тӑсарах калаҫма тытӑнчӗ хӗрарӑм, — упӑшкана тупаймастӑн ав. Вӑл ман Усть-Хопертан лазаретпа пӗрле килмелле. Унӑн ури аманнӑ та, халӗ суранӗ шыҫса пӳрленнӗ тет-и, хутор ҫыннисенчен лашине пырса пама каласа янӑ. Ку унӑн учӗ-ха вӑл. — Хӗрарӑм лашан пӑтӑр-пӑтӑр тар тапса тухнӑ мӑйӗ тӑрӑх чӑпӑрккапа ҫатлаттарса илчӗ. — Эпӗ ӑна йӗнерлесе Усть-Хопера кайнӑччӗ, лазаречӗ ҫук иккен унта, кайнӑ. Ӑҫта ҫитмерӗм пулӗ, ниепле тупаймастӑп.

— Эх, чунӑм-йӑмӑкӑм! — терӗ Прохор, казачкӑн ҫаврака илемлӗ пичӗ ҫине ытараймасӑр пӑхнӑ май, унӑн ҫемҫен янӑракан хулӑн сассине тулли кӑмӑлпа итлесе. — Кирлех пуль сана упӑшкуна шырама! Кайтӑрин лазаретпа, сана ак — ҫакӑн пек чиперккене, ҫитменнине тата ҫакӑн пек хӳхӗм утпа — кирек кам та качча илме хатӗр! Эпӗ тесен эпӗ те хӑраса тӑрас ҫук.

Хӗрарӑм ирӗксӗррӗн кулса илчӗ, — нӑкӑ-нӑкӑ кӗлеткипе пӗкӗрӗлсе, ҫара чӗркуҫҫине юбка аркипе туртса витрӗ.

— Шӑл йӗрмесӗр кала асӗ: иртсе каймарӑн-и лазаретран?

— Ав ҫав ушкӑнта чирлисем те, аманнисем те пур, — ассӑн сывласа хуравларӗ Прохор.

Хӗрарӑм чӑпӑрккипе сулчӗ. Лаши ун, пӗҫ хушшинчи шурӑ кӑпӑка ҫутӑлтарса, кайри урисемпе кӑна ҫаврӑнчӗ те, такӑнса илсе, урисене улӑштаркаласа, хӑвӑрт юрттарса кайрӗ.

Лавсем майӗпен шӑваҫҫӗ. Вӑкӑрсем хӑйсем тавра нӑйласа вӗҫекен пӑвансене хӳрисемпе юлхавлӑн хӑваласа утаҫҫӗ. Ҫанталӑк ытла та шӑрӑх. Аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи сывлӑш ҫав тери пӑчӑ пулнӑран ҫул хӗрринчи ҫӳллех мар хӗвелҫаврӑнӑшсен ҫамрӑк ҫулҫисем те пӗтӗрӗнсе шупкалма пуҫланӑ.

Прохор каллех беженецен лавӗсемпе юнашар пычӗ. Ӑна кунта ҫамрӑк казаксем нумаййи хытӑ тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем е хӑйсен сотнисенчен ҫӗтсе юлнӑ е чаҫсенчен тарса тухнӑ та, ҫемйисемпе пӗрлешсе, каҫӑ еннелле каяҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗрисем стройра ҫӳремелли учӗсене лавсем хыҫӗнчен кӑкарнӑ, хӑйсем, урапасем ҫине тӑсӑлса выртнӑ та, хӗрарӑмсемпе калаҫкаласа пыраҫҫӗ, вӗтӗр-шакӑр ачисене йӑпатаҫҫӗ. Теприсем, винтовкисене те, хӗҫӗсене те хывса хуман, ҫаплах йӗнерленӗ учӗсем ҫинче ларса пыраҫҫӗ. «Чаҫсенчен тараҫҫӗ», — шутларӗ Прохор, казаксем ҫинелле пӑхса илсе.

Лашапа вӑкӑр тарӗн, урапасен хӗвелпе хӗрсе вӗриленнӗ йывӑҫӑн, килти ӑпӑр-тапӑрпа урапа тикӗчӗн шӑрши кӗрет. Вӑкӑрсем, лӳпперрӗн тайкаланса, пуҫӗсене ҫӗрелле пӗшкӗртсе утаҫҫӗ. Вӗсен ҫӑварӗсенчен кӑларса янӑ чӗлхисенчен ҫул хӗрринчи тусан патне ҫитиех элес-мелес сӗлеке ҫипписем шуррӑн укаланса тӑсӑлаҫҫӗ. Лавсем сехетре тӑватӑ-пилӗк ҫухрӑм каяс хӑвӑртлӑхпа шӑваҫҫӗ. Урапасене кӳлнӗ лашасем вӑкӑрсенчен иртмесӗр утаҫҫӗ. Анчах таҫта инҫетре, кӑнтӑр енче, тупӑпа пенӗ сасӑ ҫемҫен килсе илтӗнсенех пурте хыпӑнса ӳкрӗҫ: йӗркене пӑтраштарса, лавсен вӑрӑм картинчен мӑшӑрлӑ кӳлнӗ тата пӗччен лашаллӑ урапасем ҫул айккинелле лӑчӑртатса тухрӗҫ. Утсем юртӑпа чупрӗҫ, чӑпӑрккасем вӗлтлетме тапратрӗҫ, тӗрлӗ сасӑсем янӑра-янӑра илтӗнчӗҫ: «Ну, атя!», «Ну-у-у, шуйттан кӑваписем!», «Ут хытӑрах!» Вӑкӑрсен ҫурӑмӗсене ҫине-ҫинех хулӑсемпе пушӑсем вӑйкӑнса пырса тиврӗҫ, кустӑрмасем хӑвӑртрах кӑлтӑртатса кусрӗҫ. Хӑранипе пурте хыпаланса ӳкрӗҫ. Вӗри тусан ҫул ҫинчен хӑмӑр кӑвак пӗлӗт пек йывӑррӑн ҫӗкленчӗ те, мӑкӑрланса-явӑнса, тырӑсемпе тӗрлӗрен курӑксем ҫине ларса, хыҫалалла йӑсӑрланса вӗҫрӗ.

Прохорӑн лутака учӗ, утнӑ ҫӗртех курӑк патне туртӑнса, тутипе е илепер тунине, е кашличӗн сарӑ ҫеҫкине, е йӳҫӗ курӑк тӗмне чӗпӗте-чӗпӗте илчӗ; ҫивчӗ хӑлхисене вылятса, чӑнкӑртатса пыракан, шӑл тунине ыраттаракан ҫӑварлӑхне чӗлхипе тӗртсе кӑларма тӗрмешсе ҫирӗ. Анчах тупӑ сасси хӗнтӗртетсе илтӗннӗ хыҫҫӑн Прохор ӑна атӑ кӗлипе хырӑмран таклаттарчӗ те, лаша, курӑк ҫиме вӑхӑт маррине ӑнланнӑ пек, ал-хапӑлах ӑна юртӑпа силлентерсе чупса кайрӗ.

Канонада вӑйланнӑҫем вӑйланчӗ. Хиврен янӑраса хаплатакан пӑшал сассисем пӗр-пӗринпе хутӑшса кайса пӗрлешрӗҫ, аслати сассипе кисренсе ҫӗмӗрлекен кӗрлев пӑчӑ сывлӑшра чӗтренӳллӗ октава пек кӗмсӗртетсе тӑчӗ.

— Исус турӑ! — сӑхха ячӗ урапа ҫинче ларса пыракан ҫамрӑк хӗрарӑм, кӑкӑр сӗчӗпе хӑмӑр хӗрлӗн нӳрелсе йӑлтӑртатакан чӗчӗ вӗҫне ачи ҫӑварӗнчен кӑларса, нӑкӑ-нӑкӑ сарӑ чӗччине кӗпи айнелле тӗркелесе чиксе.

— Пирӗннисем переҫҫӗ-ши ай урӑххисем? Эй, служивӑй! — кӑшкӑрса чӗнчӗ Прохора вӑкӑрсемпе юнашар утса пыракан старик.

— Хӗрлисем, асатте! Пирӗннисен снарядсем ҫук.

— Ну, ҫӳлти турӑ амӑшӗ ҫӑлтӑр апла вӗсене. Старик, чӗлпӗре аллинчен ярса, кивӗ казак карттусне хывса тытрӗ, утнӑ ҫӗртех сӑхсӑхса, питне хӗвеланӑҫ еннелле пӑрчӗ.

Кая юлса акнӑ кукурузӑн ухӑ йӗппи пек шӗвӗр ҫулҫӑллӑ калчи ӳсекен сӑрт тӗмески хыҫӗнче ҫӳхе шурӑ пӗлӗт курӑнчӗ. Кӗҫех вӑл, тавракурӑмӑн ҫуррине хупласа илсе, тӳпене тӗтреллӗ ҫивиттипе пиелерӗ.

— Пӑхӑр, пысӑк пушар! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ лав ҫинчен.

— Мӗн пулма пултарӗ ку?

— Ӑҫта ҫунать? — кустӑрмасем кӑлтӑртатнӑ шав витӗр илтӗнсе кайрӗҫ сасӑсем.

— Чир тӑрӑх.

— Хӗрлисем Чир тӑрӑхӗнчи хуторсене вут тӗртсе ҫунтараҫҫӗ.

— Ҫанталӑк типӗ тӑрать, турӑ хӑтартӑр… —
— Пӑх-халӗ, ав мӗнле хура пӗлӗт хупласа илнӗ!

— Ку пӗр хутор кӑна ҫунмасть!

— Каргински патӗнчен Чир тӑрӑх анаталла явӑнать. Унта ҫапӑҫу-ҫке халӗ…

— Тен, Хураҫыр тӑрӑх та пулӗ? Хӑвала, Иван!

— Ой, ҫунать те!..

Хура янкар, сарӑлнӑҫем сарӑлса, пушшех пысӑк лаптӑк йышӑнчӗ. Тупӑ сассисем вӑйлансах пычӗҫ. Тепӗр ҫур сехетрен вара кӑнтӑр ҫине таҫта вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫухрӑмра ахӑрашакан пушар енчен Гетман шляхӗ ҫине ӗнӗк-ҫунӑкӑн сехрене хӑпартакан йӳҫек шӑршине вӑркӑштарса килчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех