Шырав
Шырав ĕçĕ:
Анчах вӑл сасартӑк ӗшенсе тӑрать те, унӑн халӗ ҫеҫ йӑлӑннӑ куҫӗсем Штольца тухса кайма ыйтаҫҫӗ; е вӑл ҫиесшӗн пулать те ҫав тери пикенсе ҫиет…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пур — каретӑна ларать те: «клуба!» тесе кӑшкӑрать, лере вара, клубра, орденлӑ пысӑк чиновниксене алӑ тытать, вылясса та пилӗк пусла вылямасть, ҫиессе те ҫиет вара — ах!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов ҫемьепе пӗрле виҫӗ сехетре апатланать, кил хуҫи арӑмӗн пиччӗшӗ кӑна, ӗҫрен питӗ кая юлса таврӑннӑран, кухньӑра уйрӑм ҫиет.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ун ӑшчикки сывлӑхпа вӗресе тӑрать; тӑраниччен ҫиет; унӑн хӑйӗн юратнӑ апачӗсем пур; вӑл вӗсене мӗнле хатӗрлемеллине те пӗлет.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, Илюша, хӑй умӗнче мӗн калаҫнине, мӗн тунине тахҫантанпах асӑрхать, ӑнланать пулӗ: унӑн ашшӗ плис шӑлавар, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ хӑмӑр пустав курткӑ тӑхӑннӑскер, аллисене ҫурӑм хыҫне тытать те, кӗтесрен кӗтесе кӑна уткаласа ҫӳрет, табак шӑршлать тата сӑмса шӑнкарать, урӑх нимӗн те тумасть; амӑшӗ вара кофе хыҫҫӑн чей ӗҫет, чей хыҫҫӑн апат ҫиет; ашшӗ ҫынсем утӑ ҫулса е тырӑ вырса миҫе капан тунине тӗрӗслеме те шутламасть, ӗҫри ҫитменлӗхсене курсан нихҫан та вӑрҫмасть, анчах ӑна сӑмса тутри хӑвӑрт пырса ан пар ҫеҫ — вӑл йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен кӑшкӑрма тытӑнать, кил-ҫурта кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унта ырӑ кӑмӑллӑ асамҫӑ карчӑк та пур, — пирӗн патӑмӑрта вӑл тепӗр чухне ҫӑрттан пулӑ евӗр курӑнать, — ҫав асамҫӑ карчӑк мӗнле те пулин юратнӑ ҫынна, лӑпкӑ та йӑвашскерне, урӑхла каласан, пурте кӳрентерекен мӗнле те пулин услапа суйласа илет те, ӑна нимсӗрех тӗрлӗ ырлӑх-пурлӑх парса тултарать, услап вара пӗрмаях ҫиет тата янтӑ тумтирсем тӑхӑнса капӑрланать, унтан вӑл мӗнле те пулин ҫав тери чипер пикене, Милитриса Кирбитьевнӑна, качча илет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унтан вӑл канава кӗрсе каять, чаваланать, темле тымарсем тупса хуппине тасатать, вӗсене вӑл, амӑшӗ паракан панулмипе варенирен мала хурса, тӑраничченех ҫиет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильич мӗнле асапланнине никам та пӗлмен, никам та курман; пурте ун ҫинчен: Обломов хӑйне майлӑ ҫын, выртать, тӑраниччен ҫиет, унран урӑх нимӗн те кӗтмелли ҫук, унӑн пуҫӗнчи шухӑшсем те пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑмаҫҫӗ пулӗ, тенӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха сирӗн «пони» «битюгран» ытларах ҫӗр кӑмрӑкӗ ҫиет?
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Тӳррипе каласан, сире кунта курасса сунманччӗ эпӗ, Николай Иваныч, — терӗм эпӗ старике, вӑл хӑй театртан кайран психиатрическине те гардероб ӗҫне тума кӗни ҫинчен пӗлтерсен; ӑна унтан та кӑларнӑ иккен, мӗншӗн тесен «ӑнран кайнӑ ҫынсен ӑна, каҫсерен шӳрпе вӑрласа ҫиет, тесе завхоза элеклесе панӑ».
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗнмесӗр ҫиет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ылтӑнӗ кӗлленнӗ страницӑсен юлашкине ҫинӗҫем ҫиет, кайран вӑл та, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илсе, пӗтсе ларчӗ, пирӗн яркӑч — гороскопсенчен мӗн пурӗ те кӑвакрах тӗслӗ кӗлӗн хуллен йӑшӑлтатса тӑракан чӑмӑркки анчах юлчӗ.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл ҫинҫе саслӑн макӑрать, сӗтел ҫинчен ӑна валли мӗн те пулин пӑрахсан, вӑрҫа-вӑрҫа тытать, кӗтесселле сӗтӗрсе кайса, мӑрӑлтата-мӑрӑлтата ҫиет.
24 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
ман улмана ҫиет.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫумри витере — мухтаса пӗтерейми Дюльдяль тулхӑркалать, кӑмӑрт-кӑмӑрт тутарса утӑ ҫиет».Пофыркивает и хрустит сеном в конюшне его этот самый хваленый Дюльдяль…»
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сӑмахран, пӗр артист пирки вӑл: «ӑшталанать, хуҫкаланать —тӗкӗр тытнӑ хӗр пекех» — тенӗччӗ, тата хамӑр шкулти историк ҫинчен; «ҫиессе те вӑл историллӗ апат ҫеҫ ҫиет, Бородино ҫӑкӑрӗ, Полтава кӑлпассийе», — тенӗччӗ.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫӑханӗ ҫав тери мухтаса ҫиет, тет.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Стена витӗр стакан ҫумне кашӑк пӗрӗнсе чӑнкӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, Саня мана, вӑратасшӑн мар пулса, кухньӑрах апат ҫиет иккен.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кабинетӗнчех ҫывӑрать, апатне те ҫавӑнтах ҫиет.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗтӗм чӑтма ҫук куҫа ҫиет, питҫӑмарти вӗри ҫапнипе халь-халь ҫурӑлас пек.Дым выедает мне глаза, кожа на лице готова треснуть от жара.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950