Шырав
Шырав ĕçĕ:
34. Этем Ывӑлӗ килчӗ, ӗҫет те, ҫиет те; «Ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» тетӗр.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Иисус куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле апатланнине курсассӑн, кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: епле-ха Вӑл куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Этем Ывӑлӗ килчӗ — ӗҫет те, ҫиет те; «ку ҫын ҫиме те, эрех ӗҫме те юратать, куланай пуҫтаракансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе туслӑ» теҫҫӗ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавна курсассӑн фарисейсем Унӑн вӗренекенӗсене каланӑ: мӗншӗн сирӗн Вӗрентекенӗр куланай пухакансемпе, ҫылӑхлӑ ҫынсемпе пӗрле ӗҫсе ҫиет? тенӗ.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӗр ҫинче хӑвӑр валли пурлӑх ан пухӑр: кунта кӗве те ҫиет, тутӑхса та пӗтет, кунта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрлаҫҫӗ; 20. эсир хӑвӑр валли тӳпере пурлӑх пухӑр: унта кӗве те ҫимест, тутӑхса та пӗтмест, унта вӑрӑсем те алтса кӗрсе вӑрламаҫҫӗ: 21. ӗнтӗ пурлӑху ӑҫта, чӗрӳ те ҫавӑнтах пулӗ.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Патша Даниила каланӑ: эсӗ ҫакӑн пирки те вӑл пӑхӑр кӑна тесе калӑн-и? акӑ вӑл — чӗрӗ, ҫиет, ӗҫет; эсӗ ӑна чӗрӗ мар турӑ тееймӗн; апла пулсан ӑна пуҫҫап, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах унӑн вӑрӑ-хурах ывӑл, юн тӑкаканскер, ҫуралнӑ пулсан, ҫавӑ мӗн те пулин, 11. ашшӗ пачах та туманнине, тӑвать пулсан: тусем ҫинче чӳк парни ҫиет пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлет пулсан, 12. мӗскӗне, ыйткаласа ҫӳрекене хӗсӗрлет пулсан, вӑйпа туртса илет пулсан, салука каялла памасть пулсан, йӗрӗхсене пуҫҫапать пулсан, йӗрӗнчӗк ӗҫсем тӑвать пулсан, 13. усламла укҫа парать пулсан, ытлашши илет пулсан, вӑл чӗрӗ пулӗ-ши? Ҫук, вӑл чӗрӗ пулмасть.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Кирек хӑш кун та аллӑма чурӑс халӑх енне тӑсаттӑм, вӑл вара ырӑ мар ҫулпа ҫӳретчӗ, хӑй еккипе пурӑнатчӗ, 3. ҫав халӑх Мана пӗрмай куҫкӗрет кӳрентерет, катасенче чӳк тӑвать, чӳлмек катӑкӗ ҫинче фимиам ҫунтарать, 4. тупӑклӑхра ларать, ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫӗр каҫать, сысна ашӗ ҫиет, унӑн савӑтӗнче — ирсӗр апат; 5. хӑй вара ҫапла калать: «манран аякра тӑр, ман патӑма ан ҫывӑхар: эпӗ — таса, сан пек мар».
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗлӗхшӗн нихӑшӗ те вирлӗн калаҫмасть, нихӑшӗ те чӑнлӑха хӳтӗлемест: ӑҫтиҫука шанаҫҫӗ, суя суяҫҫӗ, усал тӗвӗлеҫҫӗ те усал ӗҫ ҫуратаҫҫӗ; 5. ҫӗлен ҫӑмартисене пусса лараҫҫӗ, эрешмен карти караҫҫӗ: кам ҫав ҫӑмартана ҫиет, ҫавӑ вилет, лапчӑтсассӑн — ҫӗлен шуса тухать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Йывӑҫӑн пӗр пайне ҫунтарса ярать, тепӗр пайӗпе аш пӗҫерет, ӑшалать, тӑраниччен ҫиет, ҫинипе пӗрлех ӑшӑнать: «аван-ха, ӑшӑнтӑм; вут-кӑвар уссине куртӑм» тет.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил вӗрет те — шывран пӑр пулать: пӗтӗм шыв-шура пӑр илет, шыв хурҫӑ тумтир тумланнӑ евӗр курӑнать; 23. кӑнтӑр ҫилӗ сӑрт-тусене ҫиет, пушхире ҫунтарать, курӑка вут-ҫулӑм пек ӗнтсе хӑварать.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Тимӗрҫӗ те ҫавӑн пекех — сунтал умӗнче тимӗртен мӗнле япала тӑвасси ҫинчен шухӑша кайса ларать: унӑн ӳт-тирне тӗтӗм ҫиет, вучахран вӗри ҫапнине те тӳсет вӑл; 30. ҫапкӑч сассисӗр пуҫне нимӗн те илтмест, хӑй савӑт ӗлки ҫинчен куҫне илмест; 31. пӗтӗм чун хавалӗпе вӑл ӗҫне пӗтересшӗн тӑрӑшать, вӑл ӑна пахаран та паха туса ҫитересшӗн.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Выҫӑ куҫ пӗр-пӗр пайпа тӑранмасть, усал ҫыннӑн усаллӑхӗ чуна ҫиет.9. Глаза любостяжательного не насыщаются какою-либо частью, и неправда злого иссушает душу.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Чее чун хӑй хуҫин пуҫне ҫиет, ӑна тӑшман мӑшкӑлӗ тӑвать.4. Душа лукавая погубит своего обладателя и сделает его посмешищем врагов.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Аскӑн арӑмӑн ҫулӗ вара ҫакӑн пек: ҫиет те, тутине шӑлса илет те — «эпӗ начарри нимӗн те тумарӑм» тет.
Ытар 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Тумтире кӗве ҫинӗ пек, йывӑҫа шӗкӗ ҫинӗ пек, ҫын чӗрине хуйхӑ-суйхӑ ҫиет.][Как моль одежде и червь дереву, так печаль вредит сердцу человека.]
Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тӳрӗ ҫын тӑраниччен ҫиет, йӗркерен тухнисенӗн вара хырӑмӗ пушӑ.26. Праведник ест до сытости, а чрево беззаконных терпит лишение.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ бегемот, ӑна Эпӗ сана пултарнӑ пекех пултарнӑ; вӑл, вӑкӑр пекех, курӑк ҫиет; 11. унӑн пӗҫҫи мӗнле тӗреклӗ, унӑн вар ӳчӗ епле ҫирӗп; 12. кедр евӗрлӗ хӳрине сулкалать; пӗҫӗ шӑнӑрӗсем явӑна-явӑна тӑраҫҫӗ; 13. ури — пӑхӑр юпа пек; шӑмми — тимӗр пӑрӑх пек; 14. акӑ вӑл — Турӑ ҫулӗсен пуҫламӑшӗ; ун патне ӑна Пултараканӗ ҫеҫ хӗҫне ҫывӑхартӗ; 15. сӑрт-ту ун валли ҫимӗҫ кӳрсе тӑрать, унта тӗрлӗрен тискер кайӑк выляса ҫӳрет; 16. вӑл лапсака йывӑҫ сулхӑнӗнче, хӑмӑшлӑх хӳттинче, шурлӑхра канса выртать; 17. лапсака йывӑҫсем ӑна хӑйсен сулхӑнӗпе хупӑрлаҫҫӗ; ун тавра — шыв хӗрринчи хӑвалӑх; 18. акӑ вӑл ҫырмаран шыв ӗҫсе тӑрать, васкамасть; ҫӑварне Иордан вӑйкӑнсассӑн та канлӗхне ҫухатас ҫук вӑл.
Иов 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кунсӑр пуҫне вӑл кӗрекере ларать, ӗҫсе ҫиет, выртса ҫывӑрать, 11. ҫынсем ун тавра сыхласа тӑраҫҫӗ, никам та пӑрахса кайса хӑйӗн ӗҫне тума пултараймасть, ӑна итлемесӗр тӑраймасть.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Давид вара Иоав янӑ ҫынна каланӑ: Иоава кала: «Ку ӗҫ сана ан пӑшӑрхантартӑр — хӗҫ вӑл пӗр чухне пӗрин, тепӗр чухне тепӗрин пуҫне ҫиет; хулана хирӗҫ вирлӗрех ҫапӑҫ та аркатса тӑк ӑна».
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.