Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 59

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:43

Пуплевӗш: 21; Сӑмах: 405

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӑлас тесессӗн, Ҫӳлхуҫа алли кӗскелмен, илтес тесессӗн, Унӑн хӑлхи хупланман. 2. Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ, 3. мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.

4. Тӳрӗлӗхшӗн нихӑшӗ те вирлӗн калаҫмасть, нихӑшӗ те чӑнлӑха хӳтӗлемест: ӑҫтиҫука шанаҫҫӗ, суя суяҫҫӗ, усал тӗвӗлеҫҫӗ те усал ӗҫ ҫуратаҫҫӗ; 5. ҫӗлен ҫӑмартисене пусса лараҫҫӗ, эрешмен карти караҫҫӗ: кам ҫав ҫӑмартана ҫиет, ҫавӑ вилет, лапчӑтсассӑн — ҫӗлен шуса тухать. 6. Эрешмен карти тумтир тума юрӑхсӑр, вӗсем хӑйсем мӗн тунине тӑхӑнаймӗҫ; вӗсен ӗҫӗсем — усал ӗҫсем, аллисем хӗсӗрлеҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ. 7. Вӗсенӗн урисем усал тума чупаҫҫӗ, вӗсем айӑпсӑр юн юхтарма васкаҫҫӗ; вӗсен шухӑшӗсем — ҫылӑхлӑ шухӑшсем; вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм. 8. Тӑнӑҫлӑх ҫулне пӗлмеҫҫӗ вӗсем, вӗсен ҫулӗ ҫинче тӳрӗ сут ҫук; вӗсен ҫулӗсем кукӑрӑлса кайнӑ, ҫав ҫулсемпе пыракан никам та тӑнӑҫлӑх мӗнне пӗлмест.

9. Ҫавӑнпах ӗнтӗ сут пирӗн патӑртан аякра, пирӗн патӑмӑра тӳрӗ сут ҫитеймест; ҫутта кӗтетпӗр те, тӗттӗм акӑ, ҫутӑлса каясса кӗтетпӗр те — хамӑр сӗмлӗхре ҫӳретпӗр. 10. Суккӑрсем пек, хӳмене хыпаласа ҫӳретпӗр, куҫсӑр юлнӑ пек, хыпашласа пыратпӑр; кӑнтӑр кунӗнчех, каҫ сӗмӗ ҫитнӗ пек, такӑнатпӑр, чӗррисем хушшинче вара — вилнисем пек. 11. Эпир пурте упа пек мӗкӗретпӗр, кӑвакарчӑн пек йынӑшатпӑр; тӳрӗ сут пуласса кӗтетпӗр, анчах вӑл ҫук, ҫӑлӑнӑҫа шанатпӑр — пирӗн патӑртан аякра вӑл. 12. Санӑн умра темӗн чухлӗ усал ӗҫ турӑмӑр, пирӗн ҫылӑхсем пире хирӗҫле кӳнтелеҫҫӗ: усал ӗҫӗмӗрсем хамӑрпа пӗрлех ҫав, эпир хамӑрӑн усал ӗҫсене пӗлсех тӑратпӑр. 13. Эпир улталарӑмӑр, Ҫӳлхуҫа умӗнче суйрӑмӑр, хамӑр Туррӑмӑртан пӑрӑнтӑмӑр; элеклерӗмӗр, сутӑнчӑкла калаҫрӑмӑр, чӗрере суя сӑмах тӗвӗлесе, суя сӑмахах ҫуратрӑмӑр. 14. Вара тӳрӗ сут каялла чакрӗ, тӗрӗслӗх аякка кайса тӑчӗ, мӗншӗн тесессӗн чӑнлӑх урам тӑваткӑлӗнче такӑнчӗ, тӳрӗлӗх те кунта килеймест. 15. Ӗнтӗ чӑнлӑх пӗтрӗ, усалтан пӑрӑнакана мӑшкӑллаҫҫӗ.

Ҫӳлхуҫа ҫакна курнӑ, тӳрӗлӗх ҫукки Унӑн куҫӗшӗн ытла ирсӗр курӑннӑ. 16. Ҫын ҫуккине курнӑ вара, хӳтӗлевҫӗ ҫуккинчен тӗлӗннӗ вара; Ӑна ӗнтӗ Хӑйӗн вӑйӗ-хӑвачӗ пулӑшнӑ, Ӑна Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗ хунтӑланӑ. 17. Вӑл тимӗр тумтир вырӑнне тӳрӗлӗх тӑхӑннӑ, пуҫне тимӗр калпак, ҫӑлӑнӑҫ калпакӗ, тӑхӑннӑ; тавӑру ризине тумтир пек тӑхӑнса янӑ, юпӑнчӑпа витӗннӗ пек, хаярлӑхпа витӗннӗ. 18. Вӑл тавӑру виҫипе виҫсе парӗ, Хӑйне хирӗҫ тӑракансене хаяррӑн, Хӑйӗн тӑшманӗсене ҫилӗллӗн виҫсе парӗ, утравсене тивӗҫлипе тавӑрӗ. 19. Ҫӳлхуҫа ятӗнчен анӑҫра хӑраса ӳкӗҫ, Унӑн мухтавӗнчен хӗвел тухакан ҫӗрте сехӗрленӗҫ. Тӑшман юханшыв пек капланса килсессӗн, Ҫӳлхуҫа варкӑшӗ хӑваласа ярӗ ӑна.

20. Вара Сиона Ҫӑлаканӗ, Иаковӑн ҫылӑхран пӑрӑннӑ ывӑлӗсене Ҫӑлаканӗ килӗ, тет Ҫӳлхуҫа.

21. Акӑ Манӑн вӗсемпе хывнӑ халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа: Манӑн сан ҫинчи Сывлӑшӑм, Эпӗ санӑн чӗлхӳ-ҫӑварна хывнӑ сӑмахӑмсем санӑн чӗлхӳ-ҫӑварунтан, санӑн ӑрӑвун чӗлхи-ҫӑварӗнчен, сан ӑрӑвусен ӑрӑвӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен паянтан пуҫласа ӗмӗр-ӗмӗр кайма пӗлмӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех