Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Езд 4

Пай: Библи –> Ездрӑн иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 19:23

Пуплевӗш: 52; Сӑмах: 1041

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иккӗмӗшӗ, патша вӑйӗ ҫинчен ҫырнӑскерӗ, кала пуҫланӑ: 2. эй арсем! вӑйлӑ мар-и-ха ҫӗрпе тинӗсе тата унта мӗн пуррине тытса тӑракан ҫынсем? 3. Анчах патша вӗсене ҫӗнтерет, вӗсенӗн хуҫи пулса тӑрать, вӗсене хушса тӑрать, вӑл мӗн каласассӑн та, пурте ӑна пӑхӑнаҫҫӗ. 4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ. 6. Вӑрҫа ҫӳременнисем, ҫапӑҫманнисем ҫӗр ӗҫлеҫҫӗ, акнӑ хыҫҫӑн пуҫтарса илнине каллех патшана кӳрсе параҫҫӗ, 7. пӗри тепӗрне хисте-хисте патшана хырҫӑ парса тӑраҫҫӗ. 8. Вӑл пӗртен-пӗрре, вӑл вӗлерме каласан — вӗлереҫҫӗ, ирӗке яма каласан — ирӗке яраҫҫӗ; хӗнеме каласан — хӗнеҫҫӗ; 9. тустарма каланӑ — тустараҫҫӗ; туса лартма каланӑ — туса лартаҫҫӗ; касса тӑкма каланӑ — касаҫҫӗ; ҫӗнӗрен лартма каланӑ — лартаҫҫӗ; 10. унӑн пӗтӗм халӑхӗ, ҫарӗ ӑна пӑхӑнать. Кунсӑр пуҫне вӑл кӗрекере ларать, ӗҫсе ҫиет, выртса ҫывӑрать, 11. ҫынсем ун тавра сыхласа тӑраҫҫӗ, никам та пӑрахса кайса хӑйӗн ӗҫне тума пултараймасть, ӑна итлемесӗр тӑраймасть. 12. Эй арсем! Ӑна ҫапла пӑхӑнса тӑраҫҫӗ пулсассӑн, чи вӑйли патша мар-и вара? тенӗ те — шӑпланнӑ иккӗмӗшӗ.

13. Виҫҫӗмӗшӗ, хӗрарӑмсемпе чӑнлӑх ҫинчен ҫыраканӗ, — ку Зоровавель пулнӑ, — кала пуҫланӑ: 14. эй арсем! Патша аслӑ мар-и-ха, ҫынсем те нумайӑшӗ аслӑ мар-и, эрех вӑйлӑ мар-и? Анчах кам хуҫаланать вӗсемпе, кам тытса тӑрать? хӗрарӑм мар-и? 15. Патшана та, тинӗспе ҫӗре тытса тӑракан халӑха та арӑмсем ҫуратнӑ; 16. эрех тума иҫӗм лартса ӳстерекенсем те вӗсенченех ҫуралнӑ, вӗсен сӗчӗпе ҫитӗннӗ; 17. вӗсем ҫынсем валли кӗпе-тумтир тӑваҫҫӗ, ҫынсене илем кӳреҫҫӗ — ҫынсем арӑмсӑр пулма пултараймаҫҫӗ. 18. Ылтӑнпа кӗмӗл пухаҫҫӗ, ытти тӗрлӗрен хаклӑ йышши япала та пухса пыраҫҫӗ, унтан чипер сӑнлӑ, хитре хӗрарӑма кураҫҫӗ те, 19. пурне те пӑрахса, ун патнелле ӑнтӑлаҫҫӗ, ун ҫине ҫӑвар карса пӑхаҫҫӗ, ӗнтӗ пурте ылтӑнпа кӗмӗлтен те, ытти хаклӑ япаларан та ытларах ун ҫумне ҫыпҫӑнаҫҫӗ. 20. Ҫын хӑйне пӑхса ӳстернӗ ашшӗне те, хӑйӗн ҫӗршывне те пӑрахса хӑварать те арӑмӗ ҫумне ҫыпҫӑнать, 21. арӑмӗшӗн чунне парать, ашшӗ-амӑшне те, хӑйӗн ҫӗршывне те астумасть. 22. Ҫакӑнтан эсир хӑвӑрпа хӗрарӑм хуҫаланнине пӗлме тивӗҫлӗ. Тар тӑкса йывӑр ӗҫлеместӗр-и эсир, пӗтӗм вӑй-халӑра хумастӑр-и, кайран пурне те арӑмӑра памастӑр-и, уншӑн тумастӑр-и? 23. Ҫын хӑйӗн хӗҫне илет те ҫаратма, вӑрлама ҫул ҫине тухать, вӑл тинӗс-юханшыв тӑрӑх ишме хатӗр, 24. арӑслана тӗл пулать, тӗттӗмре ҫӗтсе ҫӳрет; вӑрлать, ҫаратать, хурах пусать, мӗн тупнине тӳрех савнӑ хӗрарӑмӗ патне илсе каять. 25. Ҫын вӑл ашшӗпе амӑшӗнчен ытларах хӑйӗн арӑмне юратать. 26. Нумайӑшӗ хӗрарӑмсене пула ӑсран тухнӑ, вӗсене пула чура пулса тӑнӑ. 27. Нумайӑшӗ пуҫ хунӑ, ҫултан аташнӑ, хӗрарӑмсене пула ҫылӑха кӗнӗ. 28. Элле халӗ ӗненмӗр-ши мана? Патша хӑватлӑ та аслӑ мар-и? Ҫӗршывсем ӑна тӗкӗнме хӑрамаҫҫӗ-и? 29. Эпӗ патшана тата унӑн сылтӑм енче ларакан Апаминӑна — мухтавлӑ Вартак хӗрне, патша ҫум-арӑмне — курнӑ; 30. ҫавӑ вара патшанӑн пуҫкӑшӑльне хывса илетчӗ те хӑй пуҫне тӑхӑнтартатчӗ, сулахай аллипе патшана питрен ҫупса илетчӗ. 31. Патша вара ун ҫине ҫӑвар карса пӑхса ларатчӗ: лешӗ кулсан, патша та кулать; лешӗ ҫилленсен, патша унпа килӗштересшӗн ӑна ачашлать. 32. Эй арсем! Патша та ҫапла тӑвать пулсан, епле-ха хӗрарӑм вӑйлӑ ан пултӑр? 33. Ҫакӑн хыҫҫӑн патшапа аслӑ улпутсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илнӗ, яш ачи вара чӑнлӑх ҫинчен кала пуҫланӑ. 34. Эй арсем! Вӑйлӑ мар-и хӗрарӑмсем? Ҫӗр — аслӑ, тӳпе — ҫӳллӗ, хӗвел хӑвӑрт шӑвать: пӗр кунра вӑл тӳпе тавра ҫаврӑнса хӑйӗн вырӑнне таврӑнать. 35. Аслӑ мар-и-ха ҫакна туса тӑраканӗ? Чӑнлӑх аслӑ, пуринчен те вӑйлӑ. 36. Пӗтӗм ҫӗр чӑнлӑха тархаслать, тӳпе ӑна мухтавлать, пур ӗҫ те ун умӗнче чӗтресе, кисренсе тӑрать. Унӑн суйи ҫук. 37. Эрех тӳрӗ мар, патша тӳрӗ мар, хӗрарӑмсем тӳрӗ мар, этем ывӑлӗсем пурте тӳрӗ мар, вӗсен ӗҫӗсем те пурте ҫавӑн пек, вӗсенче чӑнлӑх ҫук, вӗсем хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпех пӗтӗҫ; 38. чӑнлӑх вара ӗмӗрех пур, ӗмӗрех вӑйлӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр хуҫа пулса пурӑнать. 39. Вӑл никама та юрама тӑрӑшмасть, уншӑн пурте тан, вӑл, пӗтӗм тӗрӗсмарлӑхпа усаллинчен пӑрӑнса, тӗрӗссипе тӑвать, пурте ун ӗҫӗсене ырлаҫҫӗ. 40. Вӑл сут тунинче тӳрӗ марри нимӗн те ҫук; вӑл — пур ӗмӗрсен вӑйӗ, патшалӑхӗ, хӑвачӗпе ӑслӑлӑхӗ: чӑнлӑх Турри мухтавлӑ! 41. Виҫҫӗмӗш яш ача калама чарӑннӑ. Вара пурте кӑшкӑрса ярса каланӑ: чӑнлӑх аслӑ, пуринчен те вӑйлӑ, тенӗ.

42. Ҫавӑн хыҫҫӑн патша яш ачана каланӑ: мӗн кӑмӑл тӑватӑн, ҫавна ыйт, ҫырнинчен те ытларах ыйт, парӑпӑр сана, мӗншӗн тесессӗн эсӗ чи ӑсли пултӑн, ӗнтӗ манпа юнашар ларӑн, сана патша хурӑнташӗ теме тытӑнӗҫ, тенӗ. 43. Вара яш ача патшана каланӑ: хӑвӑн патшалӑхна йышӑннӑ кунхине панӑ сӑмахна — Иерусалим хулине ҫӗнӗрен туса лартма, 44. Иерусалимран илсе кайнӑ савӑтсене каялла тавӑрма пулнине — асна илсемччӗ, тата Кир мӗнле сӑмах панине те асна илсемччӗ: вӑл Вавилона тустарса тухнӑ хыҫҫӑн ҫав суйласа илнӗ савӑтсене ҫавӑнтах ӑсатма пулнӑччӗ. 45. Эсӗ тата халдейсем Иудейӑна ҫӗмӗрсе-ҫаратса хӑварнӑ чухне идумейсем ҫунтарса янӑ Ҫурта тума пултӑн. 46. Эй патша хуҫамӑм, шӑпах ҫакӑн ҫинчен ыйтатӑп та эпӗ санран, тархаслатӑп сана, санӑн аслӑлӑху ҫакӑ вӑл: Ҫӳлти Патша умӗнче тума пулса, хӑвӑн чӗлхӳ-ҫӑварупа сӑмах панине пурӑнӑҫа килтерме ыйтатӑп, тенӗ.

47. Вара Дарий патша ура ҫине тӑнӑ та ӑна чуптунӑ, ӑна ҫыру ҫырса панӑ: ҫырӑвӗнче пур ҫӗрӗн пуҫлӑхӗсене, ҫарпуҫсене, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑхсене ҫав яш ачана тата унпа пӗрле Иерусалим хулине тума каякансене пурне те ирттерсе яма хушнӑ. 48. Ҫавӑн пекех Келе-Сири ҫӗрӗнчи, Финикия ҫӗрӗнчи тата Ливан тӑвӗ ҫинчи вырӑнти пуҫлӑхсене Ливанран Иерусалима кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑма, хула тумашкӑн пулӑшма хушса ҫырусем ҫырнӑ. 49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла. 54. Тата вӑл священниксене тытса тӑма каякан тӑкак ҫинчен те, священниксен Турра ӗҫлесе тӑнӑ чухне тӑхӑнмалли тумтирӗ ҫинчен те ҫырнӑ, 55. Турӑ Ҫуртне тата Иерусалима туса пӗтериччен левитсен тӑкакне сапласа тӑрасси ҫинчен те ҫырнӑ; 56. хула хуралӗнче тӑракансене пурне те ӗҫ укҫипе апат-ҫимӗҫ парса тӑма хушнӑ. 57. Кир Вавилонран уйӑрса илнӗ пур савӑта та панӑ; Кир мӗн тума хушнине вӑл та тума хушнӑ: ҫав савӑтсене Иерусалима ярса пама каланӑ.

58. Яш ача ӗнтӗ, патша патӗнчен тухсассӑн, пуҫне тӳпенелле — Иерусалим еннелле ҫӗклесе пӑхнӑ, Ҫӳлти Патшана тав туса ҫапла каланӑ: 59. ҫӗнтерӳ Санӑнран килет, ӑслӑлӑх та Санӑнран килет, Эсӗ мухтавлӑ, эпӗ вара Санӑн чуру. 60. Эй Турӑ, Эсӗ мухтавлӑ! Эсӗ мана ӑслӑлӑх патӑн, эй Ҫӳлхуҫамӑм, аттемӗрсенӗн Турри, тав тӑватӑп Сана! тенӗ. 61. Вара ҫырусене илнӗ те Вавилона кайнӑ, хӑйӗн пӗтӗм тӑванне пӗлтерсе тухнӑ. 62. Вӗсем ашшӗсенӗн Туррине хӑйсене ирӗклӗх панӑшӑн, 63. Иерусалима кайма, хулана юсама, Унӑн ячӗпе лартакан Ҫурта тума ирӗк панӑшӑн тав тунӑ. Вара юрӑ-кӗвӗ каласа ҫичӗ кун хушши хӗпӗртеннӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех