Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвах (тĕпĕ: хӑва) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ хӑвах ун депутат удостоверенине туртса илнӗ вӗт.

— Депутатское удостоверение ты у него лично забрал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑвах пӗлен.

— Сам знаешь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Хӑвах ӑнланатӑн.

В общем, понимаешь…

Иккӗмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

— Унтан вӑл сана чӗнсе кӑларать, ыйтма пуҫлать, эсӗ нимӗн те чӗнмесен, ҫапла калать те хурать: «Вырӑнна кайма пултаратӑн, ларӑр», тет, вара вӑл сана кол лартать те хурать, — унтан хӑвах пӗлӗн!

— А потом он тебя ка-ак вызовет да ка-ак начнет спрашивать, а ты ка-ак не будешь ничего знать, а тогда он тебе ка-ак скажет: «Можете идти на место, садитесь», да ка-ак припаяет тебе кол, вот тогда будешь знать!

XXXIII. Ушкисем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ленинградра чухне вӑл Кира патне ҫырсах тӑратчӗ, тен Кира е эсӗ хӑвах Катя ҫинчен мӗн те пулсан пӗлетӗр пулӗ?

Она переписывалась с Кирой, когда была в Ленинграде, — может быть, Кира или ты что-либо знаете о ней?

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑвах шухӑшла, Игорек, мӗн калӑттӑм вара эп Малинин капитана?

И ты только подумай, Игорек: что́ бы я тогда сказала капитану Малинину?..

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн ҫинчен хӑвах каласа патӑн пулсан, атя-ха тепре ӗмӗрлӗхе ярса хурар: ун пек кун пеке сан нихҫан та урӑх тумалла мар.

Коли сам всё рассказал, давай с тобой договоримся, что ты так никогда больше не будешь делать.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑвах пӗлетӗн, эпӗ сӑмах чури.

Сама знаешь, я человек слова.

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Лару-тӑрӑва пӗлетӗн хӑвах, питӗ йывӑр!

Положение, ты знаешь, крепко серьезное!

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Эпӗ нумай пурӑнмалла, Амед, акӑ хӑвах курӑн-ха.

— А я буду долго жить, Амед, вот увидишь!

19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн пулса тӑнине хӑвах куратӑн-ҫке…

Ты видишь, что делается…

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑвах пӗлетӗн-ҫке, ҫак бомбей тени мана хам хӑрушлӑх тӗлешпе ним чул та хуйхатмасть.

Ты же отлично знаешь, что весь этот бомбей меня лично, то есть в смысле личной опасности, абсолютно не волнует.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ну, хӑвах пӗлетӗн, Сима, халь ӗнтӗ — вӑл шухӑш мар.

Ну, ведь знаешь, Сима, сейчас не до того.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑрҫӑ-ҫке, хӑвах чухла.

Война же, понимаешь.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӑвах каламанччӗ-и йывӑр самант — пӳкле самант ҫинчен?

Ты сама говорила — бывает в жизни крайний случай.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана вӑл эс хӑвах тавҫӑрмалла тет.

Он говорит, что я сама должна догадаться.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Унсӑр пурӑнма пултараймастӑп тесе хӑвах ҫырнӑ-ҫке эсӗ.

— Ты же писал, что без неё жить не можешь.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Халех лар та ҫаксене пурне те хӑвах ҫыр!

— Сейчас же садись и напиши ей всё это сам!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Шутласа пӑх-ха хӑвах, — терӗм эпӗ ӑна, — Миронов хӗрӗ чӗрӗ, тесе калама юратчӗ-и вара санӑн ҫыннусем умӗнче?

— Сам ты рассуди, — отвечал я ему, — можно ли было при твоих людях объявить, что дочь Миронова жива.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сирӗн йышшисем ман ҫинчен эпӗ ҫав териех юнӗҫен тени тӗрӗс маррине эсӗ хӑвах куратӑн, — терӗ вӑл.

Ты видишь, что я не такой еще кровопийца, как говорит обо мне ваша братья.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех