Шырав
Шырав ĕçĕ:
57. Халь хӑвах шухӑшласа пӑх-ха: мӗскер хаклӑ, мӗскер хӑй патне туртать — нумаййи-и е сайра тӗл пулаканни-и?
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Шухӑшла хӑвах: эсир халӗ кӳлепепе хӑвӑртан маларах ҫуралнисенчен пӗчӗкрех; 55. сирӗн хыҫҫӑн ҫуралакансем вара сирӗнтен те пӗчӗкрех пулӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пултарнӑ япаласем ватӑлса пыраҫҫӗ, яшлӑх ҫирӗплӗхӗ иртсе кайнӑ, терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑвах шухӑшласа пӑх, усал вӑрлӑх пӗрчи мӗн чухлӗ усал ҫимӗҫ кӳнӗ ӗнтӗ!31. Рассуди с собою, сколько зерно злого семени народило плодов нечестия!
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Унӑн шухӑшӗ-тӗллевӗ аслӑ, ӗҫӗсен шучӗ те ҫук. Санӑн куҫу этем ывӑлӗсенӗн пур ҫулне те курса тӑрать, Эсӗ кашнине хӑйӗн ҫулне кура, хӑй ӗҫӗн ҫимӗҫне кура тавӑрса паратӑн. 20. Вӑл Египет ҫӗрӗнче кӗтретсемпе паллӑсем кӑтартнӑ, Эсӗ вӗсене Израильре те, пӗтӗм ҫын хушшинче те халичченех кӑтартатӑн — Эсӗ Хӑвӑн ятна чапа кӑларнӑ, вӑл паянхи кунчченех ҫавӑн пек; 21. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Египет ҫӗрӗнчен паллӑсемпе те кӗтретсемпе, тӗреклӗ аллупа, пысӑк вӑюпа сехӗрлентерсе илсе тухнӑ та 22. ашшӗсене пама пулнӑ ҫак ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре, вӗсене панӑ. 23. Вӗсем килсе кӗчӗҫ те ӑна тытса тӑра пуҫларӗҫ, анчах Санӑн сӑмахна итлес темерӗҫ, Сан саккуну тӑрӑх пурӑнас темерӗҫ, ӳкӗтӳсене итлемерӗҫ, ҫавӑншӑн Эсӗ вӗсем ҫине ҫак мӗнпур хӗн-хура ятӑн. 24. Акӑ хулана ярса илме купаланӑ тӑпра хӳме ҫывӑхрах ӗнтӗ, хулана ярса илӗҫ; вӑл, — хӗҫпе те выҫӑпа, мур чирӗпе хавшаса ҫитнӗскер, — хупӑрласа илнӗ халдейсен аллине лекӗ; Эсӗ мӗн калани пулса пырать, халӗ ҫавна Хӑвах куратӑн. 25. Эсӗ вара, эй Ҫӳлхуҫа Турӑҫӑм, мана каларӑн: «хула халдейсен аллине лекнӗ вӑхӑтра хӑвна валли хир кӗмӗлле сутӑн ил те кӳнтеленсене чӗн» терӗн.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эсӗ хӑвах вӗсене хӑвӑн пуҫлӑхусем пулма вӗрентрӗн, ҫавсем ҫитсессӗн мӗн калӑн? Ҫуратакан арӑмӑн асапӗ ҫитмӗ-и сана ун чухне?
Иер 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ывӑлӑм, итле мана, тӑнла эпӗ каланине — манӑн сӑмахӑмсене кайран хӑвах ӑнланса илӗн.25. Послушай меня, сын мой, и не пренебреги мною, и впоследствии ты поймешь слова мои.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвна Пултаракана ҫамрӑклах асӑнта тытса тӑр: йывӑр кунсем ҫитичченех, хӑвах «вӗсен ним ырри те ҫук!» теес ҫулсем ҫитичченех, 2. хӗвелпе ҫутӑ, уйӑхпа ҫӑлтӑрсем сӳнсе ларичченех, ҫумӑр хыҫҫӑн татах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланса тухичченех асӑнтан ан кӑлар.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй Турӑ, мана Хӑвах пулӑшсамччӗ, маншӑн ҫӑка кӗрсемччӗ! унсӑрӑн маншӑн кам ҫӑка кӗрӗ?3. Заступись, поручись Сам за меня пред Собою! иначе кто поручится за меня?
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ мана Хӑвӑн аллупа тунӑ, йӑлтах туса ҫитернӗ — ӗнтӗ Хӑвах пӗтеретӗн-и мана?8. Твои руки трудились надо мною и образовали всего меня кругом, - и Ты губишь меня?
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Санӑн кунусем — этем кунӗсем-им е Санӑн ӗмӗрӳ — ар ӗмӗрӗ-им, 6. мӗншӗн Эсӗ манра айӑп шыратӑн, манра ҫылӑх тупма ӑнтӑлатӑн? 7. эпӗ йӗркесӗр ӗҫ туманнине, Сан аллунтан мана никам та хӑтарас ҫуккине Эсӗ Хӑвах пӗлетӗн.
Иов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвах ҫапла каланӑ: «этеме пӗччен пурӑнма аван мар, ӑна пулӑшса тӑма хӑй евӗрлӗскернех пултарар» тенӗ.Ты сказал: нехорошо быть человеку одному, сотворим помощника, подобного ему.
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль патши ӑна каланӑ: хӑвна мӗнле айӑплав тивессе эсӗ хӑвах каларӑн, тенӗ.- И сказал ему царь Израильский: таков тебе и приговор, ты сам решил.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тата хӑй чӗрӗ чухне Давид Соломона ҫапла хушса хӑварнӑ: акӑ санӑн Семей — Бахуримри Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлӗ — пур; эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ; эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ.]
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ тата санӑн Семей — Бахуримри Вениамин ҫыннийӗн Геран ывӑлӗ — пур: эпӗ Маханаим хулине кайнӑ чухне вӑл мана питӗ усал сӑмахсемпе хӑртнӑччӗ; анчах вӑл Иордан патӗнче мана хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ те, эпӗ вара ӑна Ҫӳлхуҫана асӑнса: «сана вӗлермӗп» тесе тупа тунӑччӗ; 9. эсӗ ӑна хаса памасӑр ан хӑвар: эсӗ ӑслӑ ҫын, ҫавӑнпа, унӑн ватӑлса шуралнӑ пуҫне тамӑка юн ӑшӗнче ӑсатас тесессӗн, ӑна мӗн тумаллине хӑвах пӗлетӗн, тенӗ Давид.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Акӑ паян хӑвӑн куҫупа хӑвах куртӑн, Ҫӳлхуҫа сана ҫӗр хӑвӑлӗнче манӑн аллӑма пачӗ; сана вӗлерме сӗнекенсем те пулчӗҫ; анчах эпӗ сана хӗрхентӗм те: «хамӑн хуҫамӑм ҫине аллӑма ҫӗклеместӗп, вӑл — Ҫӳлхуҫа ҫу сӗрсе янӑ ҫын» терӗм.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тӳпе те, тӳпе пӗлӗчӗсем те, ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — пурте Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, аллинче; 15. анчах та Ҫӳлхуҫа санӑн аҫусене ҫеҫ хапӑлларӗ, вӗсене юратрӗ, пур халӑхсенчен сире — аҫӑрсен ӑрӑвӗсене — суйласа илчӗ, халӗ ӗнтӗ ҫакна хӑвах курса тӑратӑн.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Анчах Аарон [Моисее] каланӑ: манӑн хуҫамӑн ҫилли тулса ан ҫиттӗрччӗ; хӑвах пӗлетӗн — ку халӑх чарусӑр.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.