Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Езд 7

Пай: Библи –> Ездрӑн виҫҫӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 17:59

Пуплевӗш: 125; Сӑмах: 2262

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Эпӗ ҫак сӑмахсене калама чарӑнсассӑн, ман патӑма, малтанхи каҫсенчи пекех, ятарласа янӑ Ангел килчӗ, 2. каларӗ вӑл: Ездра, тӑр та эпӗ сана калама килнӗ сӑмаха итле, терӗ. 3. Эпӗ: кала, хуҫамӑм, терӗм. Вӑл мана каларӗ: калӑпӑр, тинӗс тарӑн та вӗҫӗ-хӗррисӗр пулмашкӑн анлӑ вырӑнта вырӑнаҫнӑ; 4. анчах унта кӗмелли вырӑн юханшыв евӗрлех ансӑр. 5. Тинӗсе кӗрес, ӑна курас е унпа хуҫаланас теекен ҫын ҫав тӑвӑр тӗлтен иртмесӗр анлӑ тӗле епле ҫитме пултарӗ? 6. Е тата ҫавӑн евӗрлиех: хулана тӳрем вырӑна туса лартнӑ, пур тӗрлӗ ырӑлӑхран тулӑх хӑй; 7. анчах унта кӗме тӑвӑр, хули тата чӑнкӑ ҫӗрте вырӑнаҫнӑ, унӑн сылтӑм енче — вут-ҫулӑм, сулахай енче — тарӑн шыв. 8. Вӗсем хушшинче, вут-ҫулӑмпа шыв хушшипе ӗнтӗ, пӗртен-пӗр сукмак ҫеҫ тӑсӑлса выртать, сарлакӑшӗ этем ури лаппинчен ытла мар. 9. Эхер те ҫак хулана ҫынна еткерлӗхе парас пулсассӑн, эхер те ҫынни ҫулӗ ҫинчи хӑрушлӑхсенчен нихӑҫан та иртеймест пулсассӑн, хӑйӗн еткерлӗхне мӗнле илейӗ-ха вӑл? терӗ. 10. Эпӗ: ҫапла ҫав, хуҫамӑм, терӗм. Вӑл мана каларӗ: Израиль шӑпи те ҫавӑн евӗрлӗ. 11. Вӗсем валли Эпӗ тӗнче пултартӑм; анчах Адам Эпӗ хунӑ йӗркесене пӑснӑ та мӗн пултарнине айӑпламалла тунӑ. 12. Вара ҫак тӗнче ҫулӗсем тӑвӑрланчӗҫ, вӗсемпе ҫӳреме асаплӑ, ӗшенчӗклӗ, хӗсӗк, ултавлӑ, инкек-синкеклӗ, нумай вӑй хумалла. 13. Ҫитес тӗнче ҫулӗсем вара анлӑ, шанчӑклӑ, вӗсем вилӗмсӗрлӗх патне илсе каяҫҫӗ. 14. Эппин, халӗ пурӑнаканнисем ҫав тӑвӑрлӑха тата инкек-синкеклӗхе кӗмесессӗн хатӗрлесе хунине илеймӗҫ. 15. Хӑв ҫӗрмелле пулнӑшӑн мӗншӗн хурланатӑн, вилмелле пулнӑшӑн мӗншӗн пӑлханатӑн? 16. Мӗншӗн санӑн чӗрӳ пулассине хапӑл тумарӗ, паян пуррине хапӑл турӗ? терӗ Вӑл. 17. Эпӗ хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патша! акӑ Хӑвӑн саккунупа Эсӗ ҫитес тӗнчене тӳрӗ ҫынсене пама палӑртнӑ, ҫылӑхлисене пӗтерме палӑртнӑ. 18. Тӳрӗ ҫынсем, ырӑлӑх пуласса ӗмӗтленсе, тӑвӑррине тӳсӗҫ, усал пурӑннисем вара, тӑвӑррине тӳснӗ пулсан та, ырӑлӑха кураймӗҫ, терӗм. 19. Вара Вӑл мана каларӗ: Турӑран аслӑрах тӳре ҫук, Ҫӳлти Турӑран ытларах пӗлекен ҫук. 20. Ку пурӑнӑҫра нумайӑшӗ пӗтет, мӗншӗн тесессӗн хӑйсене панӑ Турӑ саккунӗ ҫинчен шутламаҫҫӗ. 21. Турӑ, Хӑй патне пыракансем пырсассӑн, вӗсене хытарса каланӑ, мӗнле пурӑнсассӑн чӗрӗ пулассине, мӗне уясассӑн хаса тӳсмесӗр юлассине пӗлтернӗ. 22. Анчах вӗсем итлемерӗҫ, Ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ, тӗппипех хӑйсен ниме тӑман шухӑш-кӑмӑлне парӑнчӗҫ. 23. Ҫылӑха кӗртекен илӗртӳ хыҫҫӑн кайрӗҫ, Ҫӳлти Турӑ ҫинчен: «Вӑл ҫук» терӗҫ, Унӑн ҫулӗсене пӗлме тӑрӑшмарӗҫ, 24. Унӑн саккунне вырӑна хумарӗҫ, Вӑл тупа туса пама пулнине йышӑнмарӗҫ, Вӑл хунӑ йӑла-йӗркене ӗненмерӗҫ, Унӑн ӗҫӗсене туса тӑмарӗҫ. 25. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, Ездра, пушӑскерсене — пушши, туллискерсене — тулли.

26. Акӑ вӑхӑт ҫитӗ: Эпӗ сана малтанах пӗлтерсе хунӑ паллӑсем ҫитӗҫ, вара халӗ пытарӑнса тӑракан хула курӑнса кайӗ, халӗ курӑнман ҫӗр те курӑнӗ. 27. Вара кашниех, малтан шута илсе тухнӑ усал ӗҫӗсенчен тасалса ҫитнӗскер, Манӑн хӑватӑмсене хӑех курӗ. 28. Ӗнтӗ Ман Ывӑлӑм Христос Хӑй ҫумӗнчисемпе пӗрле курӑнӗ, сыхланса юлнисем вара тӑватҫӗр ҫул савӑнса пурӑнӗҫ. 29. Ҫав ҫулсем иртсессӗн, Ман Ывӑлӑм Христос тата сывлакан ҫынсем пурте вилӗҫ. 30. Вара тӗнче чӑн малтан мӗнле пулнӑ, ҫавӑн евӗрлӗ, авалхилле, ҫичӗ куна шӑпланӗ, вилмелли пӗтӗмпе вилӗ. 31. Ҫав ҫичӗ кун хыҫҫӑн ӗнтӗ вилес тӗнче пулмӗ, ҫӗнӗ тӗнче ҫуралӗ. 32. Вара ҫӗр хӑй ӑшӗнче ҫывӑрса выртакансене, тӑпра хӑй айӗнче пӗр чӗнми выртакансене каялла парӗҫ, управӑш вырӑнсем те хӑйсене шанса панӑ чунсене кӑларса парӗҫ. 33. Ҫавӑн чухне Ҫӳлти Турӑ сут тӑваканӑн пуканӗ ҫине ларӗ те — хӗрхенесси пулмӗ, вӑрах вӑхӑта пынӑ тӳсӗмлӗх вӗҫленӗ. 34. Сут ҫеҫ тӑрса юлӗ, тӳрӗлӗх тӗреклӗленӗ, Турра ӗненни ҫирӗпленӗ. 35. Унтан тавӑру ҫитӗ: ырӑ ӗҫсемшӗн те, усал ӗҫсемшӗн те тивӗҫлипе тавӑрса парӗҫ, терӗ Вӑл. 36. Асап кӳлли уҫӑлӗ, ӑна хирӗҫ канӑҫлӑх вырӑнӗ пулӗ; тамӑк кӑмаки курӑнӗ, ӑна хирӗҫ савӑнӑҫлӑ рай пулӗ. 37. Ун чухне вара Ҫӳлти Турӑ чӗрӗлсе тӑнӑ халӑхсене ҫапла калӗ: «пӑхӑр та хӑвӑр кама йышӑнманнине, камӑншӑн ӗҫлеменнине, камӑн ӳкӗчӗсене уяманнине ӑнланса илӗр. 38. Хӑвӑр ума, унтан хирӗҫҫине пӑхӑр: унта — ырӑлӑх та канӑҫлӑх, кунта — вут-ҫулӑм та асап». Ҫавӑ кун Вӑл акӑ мӗнле калӗ. 39. Ҫавӑ кун хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те, 40. пӗлӗт те, аслати те, ҫиҫӗм те, ҫил те, ҫумӑр та, тӑман та, сӗмлӗх те, каҫ та, ир те, 41. ҫулла та, ҫуркунне те, шӑрӑх та, хӗлле те, сивӗ те, пӑр та, ҫумӑр та, сывлӑм та, 42. кӑнтӑрла та, каҫ та, шурӑмпуҫ та, ялкӑшни те, уяртни те, ҫутӑ та пулмӗ, Ҫӳлти Туррӑн ҫути ҫеҫ ҫиҫсе тӑрӗ, ҫавна пула пурте хӑйсем валли Турӑ мӗн палӑртса хунине курӗҫ. 43. Ҫакӑ ҫичӗ ҫул чухлӗ тӑсӑлӗ. 44. Манӑн сутӑм, унӑн йӗрки ҫакӑн пек. Эпӗ ҫакна пӗр сана ҫеҫ уҫса патӑм.

45. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ, халӗ те калатӑп: Эсӗ мӗн хушнине пурӑнӑҫласа пурӑнакансем телейлӗ. 46. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен тархасласа ыйтнӑччӗ: халь пурӑнакансенчен кам та пулин ҫылӑх тумасӑр пурӑнакан тупӑнать-и? е ҫӗр ҫине ҫуралнисенчен кам та пулин Санӑн халална пӑсманни тупӑнать-ши? 47. Халӗ ӗнтӗ куратӑп: ҫитес ӗмӗр сахаллӑшне ырӑлӑх парӗ, нумайӑшне асап парӗ, 48. мӗншӗн тесессӗн пирӗн ӑшра усал чӗре ӳсрӗ те пире Турӑран аяккалла илсе кайрӗ, пире пӑсӑклӑх патне, вилӗм ҫулӗ патне илсе ҫитерчӗ, пире пӗтмӗш сукмакӗсене кӑтартрӗ, пире пурӑнӑҫран аяккалла илсе кайрӗ, ҫитменнине тата сахаллӑшне мар, мӗн пултарнӑ этем пурте тенӗ пекех ҫапла пулчӗ, терӗм.

49. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: итле Мана, Эпӗ сана ӑс парӑп, мӗн пуласси ҫинчен ӑнлантарӑп. 50. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пӗр тӗнче мар, икӗ тӗнче пултарнӑ. 51. Эсӗ сӑваплисем нумай мар, сахал, йӗркесӗр ҫынсем вара нумаййӑн терӗн, ун пирки ӗнтӗ акӑ ҫакна итле: 52. санӑн хаклӑ чул питех те сахал пулсассӑн, эсӗ ӑна нумайрах тӑвассишӗн унӑн шутне тӑхлан тата тӑм хушмастӑн-ҫке; тӑхланпа тӑм шутсӑр нумай, терӗ.

53. Эпӗ: хуҫамӑм, мӗнле апла пултӑр-ха? терӗм.

54. Вӑл мана каларӗ: ку кӑна мар-ха, эсӗ ҫӗртен ыйт, вӑл каласа парӗ сана, йӑвашшӑн пыр ун патне, вӑл каласа кӑтартӗ сана. 55. Ӑна ҫапла калӑн: «эсӗ ылтӑн, кӗмӗл тата пӑхӑр тӑватӑн, ҫавӑн пекех тимӗр, тӑхлан тата тӑм тӑватӑн» тейӗн. 56. Кӗмӗлӗ ылтӑнран нумайрах, пӑхӑрӗ кӗмӗлрен нумайрах, тимӗрӗ пӑхӑртан нумайрах, тӑхланӗ тимӗртен нумайрах, тӑмӗ тӑхланран нумайрах. 57. Халь хӑвах шухӑшласа пӑх-ха: мӗскер хаклӑ, мӗскер хӑй патне туртать — нумаййи-и е сайра тӗл пулаканни-и?

58. Эпӗ ҫапла каларӑм: эй Ҫӳлхуҫа Патшамӑм! Ытлашшипех тӗл пулаканни йӳнӗрех, сайрарах тӗл пулаканни хаклӑрах, терӗм. 59. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ху мӗн каланине хӑв ӑшӑнта виҫсе-шутласа пӑх: хӗнпе тупӑннине тупса илнӗ ҫын ытлашшиех тӗл пулаканнине тупса илнӗ ҫынран ытларах савӑнать. 60. Эпӗ тума пулнӑ сут тӗлӗшпе те ҫавӑн евӗрлӗ. Эпӗ ҫӑлӑнса юлнӑ сахаллӑшне хавас пулӑп, мӗншӗн тесессӗн вӗсем урлӑ Манӑн ятӑм мухтавланать, вӗсем ҫинче халех Манӑн ятӑм ҫырӑннӑ. 61. Эпӗ нумайӑшӗ пӗтессишӗн пӑшӑрханмӑп: вӗсем халех пӑс евӗрлӗ, вӗсем вут-ҫулӑмпа, тӗтӗмпе танлашаҫҫӗ. Акӑ вӗсем хыпса илчӗҫ, ҫунчӗҫ те сӳнчӗҫ, терӗ.

62. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: ах, ҫӗр! ӑстӑн та, ытти чӗрӗ чун пекех, тӑпраран пулнӑ пулсан, мӗн ҫуратнӑ-ха эсӗ? 63. Ӑстӑн тӑпраран пулас пур — тӑпри пулман пулсан аванрахчӗ. 64. Халӗ вара ӑстӑн пирӗнпе пӗрле ӳсӗнет те, эпир ҫавна пула асапланатпӑр, ҫапла пӗлсе тӑрсах пӗтесси патне ҫывӑхаратпӑр. 65. Этем йӑхӗ кӑшкӑрса йӗтӗр, хир кайӑкӗсем савӑнччӑр; ҫуралнисем пурте кӑшкӑрса йӗччӗр, тӑватӑ ураллисемпе выльӑх-чӗрлӗх савӑнччӑр: 66. мӗншӗн тесессӗн вӗсене пирӗнтен чылай лайӑхрах — вӗсем сут пуласса кӗтмеҫҫӗ; вӗсем хӑйсене вилӗм хыҫҫӑн пама пулнӑ асапа та, ырӑлӑха та пӗлмеҫҫӗ. 67. Эпир вилнӗ хыҫҫӑн та пурӑнатпӑр пулсан, анчах асапланатпӑр пулсан, пире мӗн усси? 68. Ҫуралнисене пурне те йӗркесӗр ӗҫсем витернӗ, вӗсен туп-тулли ҫылӑх, вӗсем усал ӗҫсен айне пулнӑ. 69. Тен, хамӑр вилнӗ хыҫҫӑн сута каймалла мар пулсан пирӗншӗн авантарахчӗ, терӗм.

70. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: Ҫӳлти Турӑ тӗнчене, Адама тата унран пулса кайнисене тунӑ чухне малтан сута, сутпа ҫыхӑннине хатӗрленӗ. 71. Халь ӗнтӗ хӑвӑн сӑмахусене тӗпе хурса, ӑнланса ил; хӑвах каларӑн-ҫке, ӑстӑн хамӑрпа пӗрле ӳсет, терӗн. 72. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансем асап тӳсӗҫ, мӗншӗн тесессӗн, ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ ҫӗртех, вӗсем йӗркесӗр ӗҫсем тунӑ, ӳкӗтсем илнӗ тӑркачах вӗсене пурӑнӑҫламан, йышӑнман. 73. Сутра мӗн калӗҫ ӗнтӗ вӗсем, унта мӗнле хурав парӗҫ? 74. Чӑнах та, тӗнчере пурӑнакансен тӗлӗшпе Ҫӳлти Турӑ мӗн вӑхӑтчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулчӗ, ҫакна вӗсемшӗн мар, Хӑй малтанах палӑртса хунӑ вӑхӑт пурӑнӑҫлантӑр тесе турӗ, терӗ.

75. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эй Ҫӳлхуҫамӑр, эпӗ Санӑн умӑнта тивлет тупрӑм пулсассӑн, Хӑвӑн чуруна тата ҫакна кӑтартсамччӗ. Вилӗм хыҫҫӑн, урӑхла каласан, эпир кашнийӗ хамӑр чуна панӑ хыҫҫӑн, Эсӗ чӗрчуна ҫӗнӗрен тӑвас вӑхӑт ҫитиччен эпир канӑҫра пулатпӑр-и е тӳрех асапланма пуҫлатпӑр-и? терӗм.

76. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: сана ҫакна та кӑтартӑп. Анчах та эсӗ хӑвна Турра уяма пӗлмен ҫынсемпе ан хутӑштар, хӑвна асап курас ҫынсен шутне те ан кӗрт, 77. мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлти Турӑ патӗнче упранакан ӗҫсен мулӗ пур; анчах та ӑна сана юлашки вӑхӑт ҫитиччен кӑтартмӗҫ. 78. Халӗ вара сӑмах вилӗм ҫинчен пулӗ: Ҫӳлти Турӑ этем хӑҫан вилмеллине палӑртнӑ самант ҫитсессӗн, чун — хӑйне Пултараканӗ патне таврӑнмашкӑн, чи малтан Ҫӳлти Туррӑн мухтавне пуҫҫапмашкӑн — ӳтрен тухать. 79. Эхер те ҫав чунсем Ҫӳлти Туррӑн ҫулӗсене уяман, упраман, Унӑн саккунне хисеплемен, Унран хӑракансене курайман ҫынсенӗн чунӗсем пулсассӑн, 80. вӗсем канлӗх вырӑнне кӗреймӗҫ, тӳрех асапланма пуҫлӗҫ, вӗҫсӗр хуйхӑрса, кулянса ҫичӗ тӗрлӗ асаппа асапланӗҫ. 81. Пӗрремӗш асапӗ — Ҫӳлти Турӑ саккунне уяманнисем валли. 82. Иккӗмӗш асапӗ — ӳкӗнме те пултарайманнисем валли. 83. Виҫҫӗмӗш асапӗ — вӗсем Ҫӳлти Турӑ халалне ӗненсе-шанса пурӑннисем валли упранакан, ҫавсене тивӗҫекен ырӑлӑха курӗҫ. 84. Тӑваттӑмӗш асапӗ — вӗсем хӑйсем валли упранакан, юлашки вӑхӑтра асапланмалли асапа курӗҫ. 85. Пиллӗкӗмӗш асапӗ — ыттисенӗн канлӗх вырӑнне ангелсем пӗр сассӑр сыхласа тӑнине куракансем валли. 86. Улттӑмӗш асапӗ — кусем хӑйсем ҫакӑнтан тӳрех асапланма кайнине ӑнланса илӗҫ. 87. Ҫиччӗмӗш асапӗ ҫак асӑннӑ мӗнпур асапран хӑрушӑрах пулӗ: кусем — хӑйсем пурӑннӑ чухне Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑхӗ умӗнче ҫылӑх тунӑскерсем, юлашки вӑхӑтра Унӑн умӗнче сута тӑрасскерсем — Ҫӳлти Турӑ мухтавлӑхне курсассӑн пӑлханса ӳкӗҫ, нихӑҫта кайса кӗмелле мар намӑсланӗҫ, хӑраса халран кайӗҫ.

88. Ҫӳлти Турӑ ҫулӗсенчен пӑрӑнманнисенӗн шӑпи ҫӗрес ӳтрен уйрӑлсассӑн ҫапла пулӗ. 89. Пурӑннӑ чухне вӗсем темӗн тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе Ҫӳлти Турӑшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, вӗсене, Саккун Параканӗн саккунне тӗрӗс-тӗкел упрас теекенсене, кашни сехетрех хӑрушлӑх сыхласа тӑнӑ. 90. Ҫавӑнпа вӗсем тӗлӗшпе ҫапла пулать: 91. чи малтанах вӗсем тем тӗрлӗ савӑнса хӑйсене Хӑй патне Илекене курӗҫ; вӗсем ҫичӗ тӗрлӗ канӑҫлӑхпа киленӗҫ. 92. Пӗрремӗш канӑҫлӑхӗ ҫакӑншӑн: вӗсем хӑйсемпе пӗрлех ҫуралнӑ усал шухӑшсене — пурӑнӑҫран вилӗм енне сулӑнтаракан шухӑшсене — ҫӗнтересшӗн пӗтӗм вӑйран кӗрешнӗ. 93. Иккӗмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсем йӗркесӗр ҫынсен чунӗсем епле шуйханса-аташса ҫӳренине, вӗсене епле хаса кӗтнине кураҫҫӗ. 94. Виҫҫӗмӗш канӑҫлӑхӗ: пурӑннӑ чухне вӗсем хӑйсене шанса панӑ саккуна упранӑ, вӗсем ӗнтӗ Пултаракан хӑйсене ҫавӑншӑн ырланине пӗлӗҫ. 95. Тӑваттӑмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсем халӗ хӑйсен управӑшӗсенче пухӑнса канӑҫлӑхпа киленеҫҫӗ, вӗсене ангелсем пӗр сассӑр упраса тӑраҫҫӗ, вӗсем хӑйсене юлашки вӑхӑтра асла кӑларасса пӗлсе тӑраҫҫӗ. 96. Пиллӗкӗмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсем халӗ ӳтрен уйрӑлнӑшӑн, пулас еткерлӗхе илессишӗн тем тӗрлӗ савӑнаҫҫӗ; унсӑр пуҫне тата вӗсем унчченхи хӗсӗклӗхе, йывӑрлӑха кураҫҫӗ те вӗсенчен хӑтӑлнӑшӑн хӗпӗртеҫҫӗ, телейлӗскерсем, вилӗмсӗрскерсем ирӗклӗхе туйма пуҫлаҫҫӗ. 97. Улттӑмӗш канӑҫлӑхӗ: вӗсене, вилӗмрен хӑтӑлсассӑнах, хӑйсен сӑнӗ хӗвел пек ҫуталса каясса, вӗсем ҫӑлтӑр евӗр ҫуталасса кӑтартӗҫ. 98. Ҫиччӗмӗшӗ мӗн асӑннинчен пуринчен те чаплӑрах пулӗ: вӗсем ӗнтӗ пӗр иккӗленмесӗр савӑнӗҫ, ҫирӗппӗн шанса тӑрӗҫ, пӗр хӑрамасӑр хӗпӗртенӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсем пурӑннӑ чухне Камшӑн ӗҫлесе тӑнӑ, Ҫавӑн сӑнне курма васкӗҫ, Унран вӗсем асла кӑларакан ырӑлӑх илӗҫ. 99. Тӳрӗ ҫынсенӗн шӑпи ҫавӑн пек, ҫакӑн ҫинчен ӗнтӗ хальхи вӑхӑтрах пӗлтерсе хунӑ. Маларах ӗнтӗ ҫылӑхлӑ ҫынсем кайран мӗнле асапсем тӳсесси ҫинчен каланӑччӗ.

100. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: апла пулсассӑн ӳтрен уйрӑлнӑ чунсене Эсӗ мӗн каланине курмашкӑн вӑхӑт параҫҫӗ-и? терӗм.

101. Вӑл мана каларӗ: малтан каланине ҫичӗ кун хушшинче курмашкӑн вӗсем ҫичӗ кун ирӗклӗ пулӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара хӑйсен вырӑнне пуҫтарӑнӗҫ, терӗ.

102. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: эпӗ Санӑн умӑнта ырӑлӑх тупрӑм пулсассӑн, мана, Хӑвӑн чуруна, тата ҫакна кӑтартсамччӗ — сут кунӗнче сӑваплисем ҫылӑхлисене хунтӑлама пултараҫҫӗ-и е вӗсемшӗн Ҫӳлти Турра тархаслама пултараҫҫӗ-и? 103. ашшӗсем — ывӑлӗсемшӗн, ывӑлӗсем — ашшӗ-амӑшӗшӗн, пиччӗш-шӑллӗсем — пиччӗш-шӑллӗсемшӗн, тӑванӗсем — хӑйсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн е тус-юлташӗсем хӑйсен хаклӑ ҫыннисемшӗн Ҫӳлти Турра тархаслама пултараҫҫӗ-и? терӗм. 104. Вӑл мана хуравласа каларӗ: эсӗ Ман умӑмра ырӑлӑх тупрӑн, ҫавӑнпа Эпӗ сана ҫакна та кӑтартатӑп. Сут кунӗ пурне те татса парать, пурне те чӑннине кӑтартать. Хӑйӗншӗн чирлеме, ҫывӑрма, апат ҫиме, эмелленме ашшӗ ывӑлне хушаймасть, ывӑлӗ — ашшӗне, хуҫи — чурине, юлташӗ хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннине хушаймасть, 105. ҫавӑн пек чухне никам та нихӑҫан та тепришӗн ыйтаймасть-тӑрӑшаймасть, кашнийӗ хӑйӗн тӗрӗслӗхне е тӗрӗсмарлӑхне илсе килет, терӗ.

36. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: чӑн малтанах Авраам Содом ҫыннисемшӗн кӗлтунӑ; Моисей пушхирте ҫылӑха кӗнӗ ашшӗсемшӗн кӗлтунӑ; 37. ун хыҫҫӑн Иисус вара Ахан вӑхӑтӗнче Израильшӗн кӗлтунӑ; 38. Самуил ӗнтӗ Саул вӑхӑтӗнче — халӑхшӑн, Давид — мур чирӗпе вилекенсемшӗн, Соломон — Турӑ Ҫуртне тасалӑх тивлечӗ кӳме пынисемшӗн; 39. Илия — ҫумӑр кӗтекенсемшӗн тата вилнӗ ачана чӗртсе тӑратассишӗн; 40. Езекия — Сеннахирим вӑхӑтӗнче халӑхшӑн; тата ыттисем те кӗлтунӑ. 41. Ҫапла вара, ҫавӑн чухне, аскӑнлӑх ӳссе кайсан, тӳрӗмарлӑх нумайланса ҫитсен тӳрӗ ҫынсем тӳрӗ маррисемшӗн кӗлтунӑ, халӗ вара мӗншӗн-ха апла пулмалла мар? терӗм.

42. Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: ҫак тӗнче — вӗҫӗ мар-ха; эпир Турӑ мухтавне пӗтӗмпе курма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ҫынсем халсӑр кӗлтӑваҫҫӗ те. 43. Сут кунӗ вара ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗ тата пулас вилӗмсӗрлӗхӗн пуҫламӑшӗ пулӗ, ун чухне вилекен пулмӗ, 44. чарусӑрлӑх пӗтсе ларӗ, ӗненӳсӗр пурӑнасси чарӑнӗ, тӗрӗслӗх ӳсӗ, чӑнлӑх ҫуталса кайӗ. 45. Ун чухне никам та пӗтнӗскере ҫӑлаймӗ, ҫӗнтерсе тухнӑскере пӗтереймӗ, терӗ.

46. Эпӗ хуравласа каларӑм: акӑ манӑн пӗрремӗш те юлашки сӑмахӑм: ҫӗр Адама ҫуратман пулсассӑн аванрах пулатчӗ, ҫуратнӑ пулсассӑн ӑна ӗнтӗ ҫылӑхран тытса чармаллаччӗ. 47. Ку ӗмӗрте хуйхӑрса пурӑннинчен, вилсен асап курасса кӗтсе тӑнинчен ҫынсене мӗн усси пур? 48. Ах, мӗн турӑн эсӗ, Адам? Эсӗ ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ху пӗччен анчах мар, эпир те, санран пулса кайнисем, йӗркесӗре тухрӑмӑр. 49. Эхер те пире вилӗмсӗрлӗх пама пулнӑ пулсан, анчах эпир вилӗм ӗҫӗсем туса пурӑннӑ пулсан, мӗн усси пур пирӗншӗн? 50. Эпир юрӑхсӑра тухса хӗвӗшсе пурӑнатпӑр пулсан, хамӑра ӗмӗрлӗх шанчӑк панинче мӗн усси пире? 51. Пире валли пурӑнма сывлӑхпа канлӗх ҫурчӗсем хатӗрленӗ, эпир вара начар пурӑннӑ; 52. Ҫӳлти Туррӑн мухтавӗ йӑваш пурӑннисене хӳтӗлӗ, эпир вара усал ҫулсемпе ҫӳренӗ. 53. Рая кӑтартӗҫ, унӑн ҫимӗҫӗ ҫӗрмест, рай канлӗхпе сиплев парать; 54. анчах эпир унта кӗреймӗпӗр, мӗншӗн тесессӗн ҫимӗҫ туман вырӑнсенче ҫӳрерӗмӗр. 55. Хӑйсене чаруллӑ тытнисен пичӗ ҫӑлтӑрсенчен те ҫутӑрах ҫутӑлса кайӗ, пирӗн питӗмӗр вара — сӗмлӗхрен те хурарах. 56. Йӗркесӗр ӗҫсем туса пурӑннӑ чухне эпир кайран, вилсессӗн, хамӑр асапланасси ҫинчен шухӑшламан та, терӗм.

57. Вӑл ҫапла хуравласа каларӗ: ҫӗр ҫинче ҫуралнӑ ҫын кӗрешет; 58. ӑна хӑйне ҫӗнтерсессӗн, вӑл эсӗ каланине тӳсӗ, хӑй ҫӗнтерсессӗн вара Эпӗ каланине илӗ. 59. Ку вӑл — Моисей хӑй пурӑннӑ чухне кӑтартнӑ ҫул-йӗр, вӑл халӑха ҫапла каланӑ: «пурӑнас тесен, хӑвна валли пурӑнӑҫ суйласа ил» тенӗ. 60. Анчах вӗсем ӑна ӗненмен, ун хыҫҫӑн килнӗ пророксене те, Мана та ӗненмен, 61. Эпӗ вӗсене: «эсир пӗтнишӗн хуйхӑрни пулмӗ, ҫӑлӑнӑҫ хатӗрлесе хунӑ ҫынсемшӗн савӑнни пулӗ» тесе каланӑ, терӗ.

62. Эпӗ хуравласа каларӑм: пӗлетӗп, хуҫамӑм: Ҫӳлти Турӑ — хӗрхенекен кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа та Вӑл халлӗхе тӗнчене килейменнисене каҫарать, 63. Хӑйӗн саккунне пӑхӑнса ҫылӑхран ӳкӗнекенсене хӗрхенет. 64. Вӑл вӑрах тӳсӗмлӗ: ҫылӑха кӗнисене, Хӑй пултарнӑ этемсем тесе, вӑрахчен тӳсет. 65. Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ: илме мар, пама кӑмӑллать, 66. тата нумай ырӑлӑхлӑ: халӗ пурӑнакансемшӗн те, пурӑннисемшӗн те, пурӑнассисемшӗн те Хӑйӗн ырӑлӑхне ӳстерсех пырать — 67. Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне ӳстерсе пыман пулсассӑн, тӗнче ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе пӗрле текех пурӑнайман пулӗччӗ. 68. Вӑл ырӑлӑх парать; усал тунисем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсенчен ҫӑмӑлланччӑр тесе Вӑл Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе хӗрхенмен пулсассӑн, ҫынсен вунӑ пинмӗш пайӗ те чӗрӗ юлайман пулӗччӗ. 69. Вӑл — Тӳре, Вӑл Хӑйӗн сӑмахӗпе пултарнисене каҫарман пулсассӑн, нумай йӗркесӗрлӗхе пӗтермен пулсассӑн, 70. тен, имсӗр-сумсӑр йышран питӗ сахалӑшӗ анчах юлнӑ пулӗччӗ, терӗм эпӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех