Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Пат 20

Пай: Библи –> Патшасен 3-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 14:33

Пуплевӗш: 62; Сӑмах: 1027

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Сири патши Венадад хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарнӑ, унпа пӗрле тата вӑтӑр икӗ патша, утлӑ ҫарпа урапаллӑ ҫар пулнӑ, ҫапла Самарие ҫавӑрса илнӗ те вӑрҫӑ вӑрҫа пуҫланӑ. 2. Венадад ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне хулана элчӗсем янӑ, 3. ӑна ҫапла калама хушнӑ: Венадад ҫапла калать: санӑн ылтӑнупа кӗмӗлӳ — манӑн, арӑмусем те, чи лайӑх ывӑлусем те — манӑн, тенӗ. 4. Израиль патши ӑна хуравласа каланӑ: эсӗ каланӑ пек пултӑр, патша хуҫамӑм: эпӗ хам та, манӑн мӗн пурри те йӑлтах — санӑн, тенӗ. 5. Каллех элчӗсем килнӗ, каланӑ: Венадад ҫапла калать: эпӗ сан патна: «хӑвӑн ылтӑн-кӗмӗлне, хӑвӑн арӑмусемпе ывӑлусене мана пар» тесе калама янӑччӗ; 6. ҫавӑнпа эпӗ ыран, ҫак вӑхӑта, сан патна хамӑн чурасене яратӑп, вӗсем санӑн кил-ҫуртна та, сана пӑхӑнса тӑракансен килӗсене те пӑхса ҫаврӑнччӑр, эсӗ вӗсене хӑвӑн пӗтӗм хаклӑ мулна пар та вӗсем ӑна ман патӑма илсе килччӗр, тет, тенӗ. 7. Израиль патши ӗнтӗ мӗнпур аслӑ ҫыннине чӗнсе пухнӑ та каланӑ: курӑр-ха эсир, асӑрхӑр, вӑл усал тӑвас шухӑшлӑ; вӑл ман арӑмсене, ман ывӑлӑмсене, ман ылтӑн-кӗмӗле ыйтса ярсассӑн, эпӗ хирӗҫ пулмарӑм, тенӗ. 8. Пӗтӗм аслӑ ҫын, пӗтӗм халӑх каланӑ ӑна: ан итле, ан килӗш, тенӗ. 9. Ахав вара Венадад элчисене каланӑ: патша хуҫамӑма ҫапла калӑр: эсӗ манран, хӑвӑн чурунтан, малтанхи хутӗнче мӗн ыйтнине эпӗ пӗтӗмпех тума хатӗр, куна вара тума пултараймастӑп, тенӗ. Элчӗсем ӗнтӗ хӑйсен патши патне ҫак хуравпа таврӑннӑ. 10. Венадад татах Ахав патне калама янӑ: Самари тӑпри-тусанӗ ман хыҫӑмран пыракан ҫынсене пурне те пӗрер ывӑҫ тивес пулсассӑн, туррӑмсем мана ҫавна-ҫавна кӑтартчӑр, унтан ытларах та кӑтартчӑр, тенӗ. 11. Израиль патши ҫапла хуравланӑ: калӑр, пилӗкне ҫыхакан пилӗкне салтакан пек ан мухтантӑр, тейӗр, тенӗ. 12. Патшасемпе пӗрле чатӑрта ӗҫсе ларнӑ Венадад, ҫак сӑмахсене илтсессӗн, хӑйӗн чурисене каланӑ: хупӑрласа илӗр хулана, тенӗ. Вӗсем вара хулана хупӑрласа илнӗ.

13. Акӑ ӗнтӗ Израиль патши Ахав патне пӗр пророк пырса тӑнӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫак пысӑк эшкере куратӑн-и? Паян Эпӗ ӑна сан аллуна парӑп, ҫапла санӑн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ. 14. Ахав: кам урлӑ? тенӗ. Пророк каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем урлӑ, тет, тенӗ. [Ахав:] ҫапӑҫӑва кам пуҫлать? тенӗ. Лешӗ: эсӗ, тенӗ. 15. [Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ. 16. Вӗсем кӑнтӑр тӗлӗнче тапранса тухнӑ. Венадад ӗнтӗ хӑйне пулӑшакан патшасемпе, вӑтӑр икӗ патшапа, чатӑрта ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулнӑ. 17. Малтан ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем тапранса тухнӑ. Венадад пӑхма янӑ та, ӑна Самарирен ҫар ҫыннисем тухни ҫинчен хыпар тунӑ. 18. Вӑл каланӑ: вӗсем килӗшӳ сӗнесшӗн тухнӑ пулсассӑн, чӗрӗлле тытса илӗр, вӑрҫӑпа тухнӑ пулсассӑн та, ҫавӑн пекех чӗрӗлле тытса илӗр вӗсене, тенӗ. 19. Хуларан ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисем, вӗсем хыҫӗнчен ҫар тухнӑ. 20. Кашнийӗ тӑшмана пӗтерсе пынӑ; Сири ҫыннисем каялла ҫаврӑнса тарнӑ, израильсем вӗсен хыҫӗнчен хӑваланӑ. Сири патши Венадад утлӑ ҫарпа пӗрле юланутпа тарса хӑтӑлнӑ. 21. Ӗнтӗ Израиль патши ҫар ертсе тухнӑ та Сири ҫарне аркатса тӑкнӑ, вӗсен учӗсемпе ураписене темӗн чухлӗ ярса илнӗ.

22. Израиль патши патне пророк пырса ҫапла каланӑ: таврӑн та вӑй пух, мӗн тумаллине астусах тӑр: ҫулталӑк иртсессӗн, Сири патши татах сана хирӗҫ килӗ, тенӗ. 23. Сири патшине вара тарҫисем ҫапла каланӑ: вӗсен Турри — сӑрт-ту Турри, [айлӑм Турри мар,] ҫавӑнпа ҫӗнтерчӗҫ пире; вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫас пулсассӑн, эпир ҫӑмӑллӑнах ҫӗнмелле вӗсене, 24. эппин, ҫапла ту: ҫарсене ҫав патшасем ертсе ан кайччӑр, вӗсем вырӑнне ҫӗр пуҫлӑхӗсене ларт; 25. унтан — мӗн чухлӗ ҫын пӗтнӗ санӑн, ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗрен пуҫтар: лаши те, ҫар урапи те унччен мӗн чухлӗ пулнӑ, ҫавӑн чухлех пултӑр; вара вӗсемпе тӳрем ҫӗрте ҫапӑҫӑпӑр, ун чухне вӗсене ҫӗнтермеллипех ҫӗнтерӗпӗр, тенӗ. Патша вӗсем каланине итленӗ, ҫавӑн пек тунӑ та.

26. Ҫулталӑк иртсессӗн Венадад Сири ҫыннисене пуҫтарнӑ та Израильпе вӑрҫӑ вӑрҫма Афек хули патне тапранса тухнӑ. 27. Израиль ывӑлӗсем те вӑрҫа хатӗрленнӗ, вӗсем, апат-ҫимӗҫ илсе, тӑшманӗсене хирӗҫ кайнӑ. Израиль ывӑлӗсем Сири ҫыннисен тапӑрӗ умӗнче ушкӑнпа, икӗ пысӑках мар качака кӗтӗвӗ пек, тапӑрӑн вырӑнаҫса тӑнӑ. Сири ҫыннисем вара пӗтӗм ҫӗре сӑрса илнӗ. 28. Израиль патшине Турӑ ҫынни пырса каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Сири ҫыннисем: «Ҫӳлхуҫа — сӑрт-ту Турри, айлӑм Турри мар» тесе калаҫнӑшӑн Эпӗ ҫак пӗтӗм эшкере санӑн аллуна паратӑп, ҫапла сирӗн Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлмелле пултӑр, тет, тенӗ. 29. Пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫичӗ кун хушши тапӑрпа тӑнӑ. Ҫиччӗмӗш кунне ҫапӑҫу пуҫланнӑ; Израиль ывӑлӗсем пӗр кунрах Сирин ҫӗр пин ҫуран ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ. 30. Ыттисем Афек хулине тарса ӳкнӗ; унта ытти ҫав ҫирӗм ҫичӗ пин ҫын ҫине хӳме ишӗлсе аннӑ. Венадад та хулана тарнӑ, унта пӗр шалти пӳлӗме пытанса ларнӑ. 31. Тарҫисем ӑна каланӑ: Израиль халӑхӗн патшисем хӗрхенекен кӑмӑллӑ патшасем тенине илтнӗччӗ эпир; ирӗк парсамччӗ пире, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑя кантра ҫыхса, Израиль патши патне каймашкӑн; тен, вӑл сан пурӑнӑҫна упраса хӑварӗ, тенӗ. 32. Вара вӗсем, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, мӑйне кантра ҫыхса, Израиль патши патне пынӑ та каланӑ ӑна: Венадад чуру сана: «хӗрхенсемччӗ ман пурӑнӑҫа» тет, тенӗ. Лешӗ: вӑл чӗрӗ-и вара? вӑл манӑн тӑван, тенӗ. 33. Ҫав ҫынсем ҫакна лайӑх паллӑ вырӑнне хунӑ та ун ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмаха васкасах малалла тӑснӑ: Венадад сан тӑвану, тенӗ. Вӑл: кайӑр, илсе килӗр ӑна, тенӗ. Вара Венадад ун патне тухнӑ, Ахав ӑна хӑйпе пӗрле ҫар урапи ҫине лартнӑ. 34. Венадад ӑна каланӑ: эпӗ ман аттем сан аҫунтан туртса илнӗ хуласене каялла тавӑрса парӑп, Дамаскра эсӗ, ман аттем Самарире тытнӑ пек, суту-илӳ вырӑнӗсем тытма пултаратӑн, тенӗ. Ахав каланӑ: килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ сана каялла ярӑп, тенӗ. Вара, унпа килӗшӳ туса, ӑна каялла янӑ.

35. Ҫавӑн чухне пророк ывӑлӗсенчен пӗри, Ҫӳлхуҫа сӑмахӗ тӑрӑх, тепӗрне каланӑ: хӗне мана, тенӗ. Анчах ку ҫынни ӑна хӗнеме килӗшмен. 36. Лешӗ каланӑ ӑна: Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлеменшӗн сана ман патӑмран кайсанах арӑслан ҫурса пӑрахӗ, тенӗ. Ку ҫынни ун патӗнчен кайнӑ, чӑнах, ӑна арӑслан тӗл пулнӑ та ҫурса пӑрахнӑ. 37. Малтанхи ҫынни тепӗр ҫынна тупса: хӗне мана, тенӗ. Ку ҫынни вара ӑна амантса пӗтеричченех хӗненӗ. 38. Ӗнтӗ пророк кайнӑ та, куҫне виткӗҫпе хупласа, ҫул ҫине патшана хирӗҫ пулма тухса тӑнӑ. 39. Патша ҫулпа иртсе пынӑ чухне вӑл ӑна кӑшкӑрса каланӑ: санӑн чуру ҫапӑҫура пулнӑччӗ, пӗр ҫын, айккинче тӑраканскер, ман патӑма ҫын илсе пычӗ те каларӗ: «хуралласа тӑр ҫакна; вӑл тарас пулсассӑн санӑн чуну ун чунӗ вырӑнне пулӗ е санӑн пӗр талант кӗмӗл виҫсе пама тивӗ» терӗ. 40. Санӑн чуру ун-кун ӗҫпе чӑрманнӑ хушӑра хайхи хураллама парса хӑварнӑ ҫын ҫухалчӗ, тенӗ. Израиль патши ӑна каланӑ: хӑвна мӗнле айӑплав тивессе эсӗ хӑвах каларӑн, тенӗ. 41. Лешӗ ҫавӑнтах виткӗҫне сирнӗ те, патша вӑл пророксенчен пӗри иккенне ӑнкарса илнӗ. 42. Лешӗ ӑна каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ пӗтмелле тупаланӑ ҫынна хӑвӑн аллунтан вӗҫертнӗшӗн сан чуну — ун чунӗ вырӑнне, халӑху ун халӑхӗ вырӑнне пулӗ, тет, тенӗ. 43. Израиль патши вара пӑшӑрханса та кулянса малалла кайнӑ, ҫапла Самарие ҫитнӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех