Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Аст 10

Пай: Библи –> Саккуна астутарни

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.03.29 23:09

Пуплевӗш: 16; Сӑмах: 446

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: малтанхи чул хӑмасем евӗрлӗ икӗ чул хӑма чутласа якат та йывӑҫ арча ту, вара Ман патӑма ту ҫине улӑх; 2. Эпӗ ҫав чул хӑмасем ҫине эсӗ ҫӗмӗрнӗ малтанхи чул хӑмасем ҫинчи сӑмахсене ҫырӑп; вара хӑмасене арчана хур, терӗ. 3. Эпӗ вара ситтим йывӑҫӗнчен арча турӑм, малтанхисем пекех икӗ чул хӑма чутласа якатрӑм, унтан ту ҫине кайрӑм; хампа пӗрле аллӑма чул хӑмасем илтӗм. 4. Чул хӑмасем ҫине Ҫӳлхуҫамӑр, малтан ҫырнӑ пекех, Хӑй сире пуху кунӗ ту ҫинче вут-ҫулӑм ӑшӗнчен каланӑ ҫав вунӑ ӳкӗт сӑмахне ҫырса хучӗ, хӑмисене мана пачӗ. 5. Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та ту ҫинчен антӑм, Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, чул хӑмасем арчара пулччӑр тесе, вӗсене хам тунӑ арчана хутӑм.

6. Вара Израиль ывӑлӗсем хӑйсем чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан, Беероф-Бене-Яаканран, тапранса Мозер теекен вырӑна тухса кайрӗҫ; унта Аарон вилчӗ, ӑна унтах пытарчӗҫ, ун вырӑнне вара ывӑлӗ, Елеазар, священник пулса тӑчӗ. 7. Унтан Гудгод патне, Гудгодран вара юхӑм шывсем юхакан Иотвафа теекен вырӑна кайрӑмӑр. 8. Ҫӳлхуҫамӑр ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине ҫӗклесе ҫӳреме, Ҫӳлхуҫа умне тӑма, Уншӑн ӗҫлесе тӑма, [кӗлтума,] Унӑн ячӗпе пиллеме Левий йӑхне уйӑрса илчӗ, ҫак йӗрке паянхи кунчченех ҫапла пырать; 9. ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑйӗн тӑванӗсем хушшинче левит валли пай та, еткер ҫӗр те ҫук: унӑн еткерӗ — Ҫӳлхуҫа Хӑй, Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, ӑна хӑйне ҫапла каланӑ.

10. Вара эпӗ ту ҫинче, унчченхи пекех, хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пултӑм; Ҫӳлхуҫамӑр мана ку хутӗнче те итлерӗ, [вара] Вӑл сана пӗтерсе пӑрахас темерӗ; 11. Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: тӑр та ҫула тух, [ҫак] халӑх умӗнчен пыр; вӗсем кайччӑр та Эпӗ вӗсен ашшӗсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре хӑйсен аллине илччӗр, терӗ.

12. Израиль, эппин, Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, санран мӗн ыйтать-ха? Ҫакна ҫеҫ: санӑн Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑрамалла, Унӑн ҫулӗпе ҫӳремелле, Ӑна юратмалла, Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, пӗтӗм чӗрӳпе, пӗтӗм чунупа пӑхӑнса тӑмалла, 13. хӑвна ырӑ пултӑр тесессӗн, Ҫӳлхуҫанӑн [хӑвӑн Туррун] ӳкӗчӗсемпе йӗркисене — эпӗ паян сана каласа хӑварассине — тытса пурӑнмалла. 14. Тӳпе те, тӳпе пӗлӗчӗсем те, ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те — пурте Ҫӳлхуҫа, санӑн Турру, аллинче; 15. анчах та Ҫӳлхуҫа санӑн аҫусене ҫеҫ хапӑлларӗ, вӗсене юратрӗ, пур халӑхсенчен сире — аҫӑрсен ӑрӑвӗсене — суйласа илчӗ, халӗ ӗнтӗ ҫакна хӑвах курса тӑратӑн. 16. Ҫавӑнпа ӗнтӗ чӗрӗрсен ӳтне касӑр та ӳлӗмрен чурӑс ан пулӑр, 17. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, — турӑсенӗн Турри, патшасенӗн Патши, аслӑ, хӑватлӑ та хӑрушӑ Турӑ, Вӑл ҫын кам иккенне пӑхмасть, сӗрев йышӑнмасть, 18. Вӑл тӑлӑх ачапа тӑлӑх арӑма хӳтӗлет, ютран килнӗ ҫынна юратать, ӑна ҫӑкӑрпа тумтир парать. 19. Эсир те ютран килнӗ ҫынна юратӑр: хӑвӑр та Египет ҫӗрӗнче ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ. 20. Ҫӳлхуҫаран, хӑвӑн Туррунтан, хӑраса, [пӗр] Уншӑн ҫеҫ ӗҫлесе тӑр, Унӑн ҫумне ҫыпӑҫ, Унӑн ячӗпе тупа ту. 21. Вӑл — санӑн мухтаву, Вӑл — санӑн Турру. Вӑл санпа пӗрле хӑвӑн куҫу курнӑ хӑватлӑ та хӑрушӑ ӗҫсем тунӑ; 22. санӑн аҫусем Египета ҫитмӗл [пилӗк] чун пынӑ, халӗ вара хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру сана тӳпери ҫӑлтӑрсем пек йышлӑлантарса ячӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех