Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр кунне вӑл хӑй планне вырӑна кӗртме тытӑннӑ: пасартан хулӑн пир, кӑвак китайка тата пӑхӑр тӳмесем илсе килтернӗ, Настя пулӑшнипе хӑй валли кӗпе тата сарафан каснӑ, мӗн пур хӗрсене ҫӗлеме лартнӑ, ҫапла вара каҫа хирӗҫ пурте хатӗр пулса ҫитнӗ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Чӑнах та хулӑн кӗпе тата сарафан тӑхӑнӑр та хӑюллӑнах Тугиловона уттарӑр, шантарсах калатӑп: Берестов сире куратех.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хулӑн булочникпа переплётчик, ваттисем ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ тенине асра тытса, Юркона хӑйӗн будкине ҫитичченех аллинчен тытса ӑсатса янӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Сасартӑк хӑнасенчен пӗри, хулӑн булочник, хӑйӗн черккине ҫӗкленӗ те: — Кам валли ӗҫлетпӗр, ҫавсен сывлӑхӗсемшӗн, unserer Kundleute! — тесе кӑшкӑрнӑ.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ырхан, тӑсланкӑ, хаяр та хулӑн саслӑскер, вӑл пӗтӗм чунтан кулма пултаракан надзирательсенчен пӗри.Тощий, долговязый, говорит грубым басом, один из немногих, способных искренне рассмеяться.
Ресслер // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Ман патӑмра, Кирила Петрович, — терӗ пӗр хулӑн саслӑ хӗрарӑм, — иртнӗ ытларикун вӑл ман патӑмра кӑнтӑрлахи апат турӗ…– У меня, Кирила Петрович, – пропищал толстый дамский голос, – в прошлый вторник обедал он у меня…
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кӗлӗ пуҫланчӗ, клырос ҫинче килти певчисем юрлаҫҫӗ, Кирила Петрович хӑй те вӗсемпе пӗрле ӗнӗрлесе пырать, ниҫта пӑркаланмасӑр кӗл тӑвать, диакон хӑйӗн хулӑн сассипе ҫак чиркӗве тӑваканӑн ятне асӑнсассӑн, вӑл, мӑнаҫлӑ лӑпкӑлӑхпа ҫӗре ҫитех тайӑлса, сӑхсӑхса илет.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Исправникӗ, пӗр аллӑ ҫулхи ҫӳллӗ те хулӑн ҫын, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, мӑйӑхлӑскер, хӑйсем патне ҫывхаракан Дубровские курса хӑртлатса илчӗ те, хӑйӑлтата пуҫланӑ сассипе кӑшкӑрса ячӗ.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Зал тӑрӑх каллӗ-маллӗ йывӑррӑн уткаласа ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран кантӑк витӗр пӑхнӑ та вӑл — хапха умне тройка пырса тӑнине курах кайнӑ; сӑран картус тата хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ шинель тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫын, урапа ҫинчен анса, приказчик патне флигеле уттарнӑ.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Э? — кӗрлесе илчӗ вӑл, пӗтӗм пӳлӗме сӗткенлӗ те хаваслӑ хулӑн сасӑла тултарса.А? — пророкотал он, заполняя всю комнату сочным, веселым басом.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Койка ҫине вырнаҫсан, вӑл ҫавӑнтах одеял ҫине пододеяльник хӗррине тикӗссӗн тавӑрса хучӗ, хӑй хыҫҫӑн илсе пырса панӑ кӗнекисемпе блокнотсене тумбочка ҫине купаласа вырнаҫтарчӗ, аялти полка ҫине паста, одеколон, хырӑнмалли хатӗрсене, супӑнь коробкине йӗркеллӗн хурса тухрӗ, унтан хӑйӗн ҫак пур ӗҫӗсем ҫине хуҫа куҫӗпе пӑхса илчӗ те, ҫавӑнтах, хӑй килне пырса вырнаҫнӑ пек туйса, тарӑн та янравлӑ хулӑн сасӑпа каласа хучӗ:
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах носилкӑна урайне лартсанах чирлӗ ҫын куҫӗсене уҫрӗ, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те палата ӑшчикне интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ, темшӗн Степан Ивановича куҫ хӗсрӗ, — пурнӑҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, аптрамалла мар-и? — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, — унтан хулӑн сасӑпа ӳсӗрсе илчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвакарса кайнӑ хулӑн тутисем ҫинче асап палӑрать.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ача чухне унӑн хулӑн туратти ҫинче Гвоздевӑн чуччувӗ ҫакӑнса тӑнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юр кӑҫал хулӑн ҫунӑ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫапла вара сылтӑм аллаппи ҫинче сарлака та хулӑн муклашка пулчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Авӑ, вӑрман хӗрринчен инҫех мар, тӑррине снаряд татнӑ хулӑн хыр, чӗрпӗкленсе хуҫӑлнӑ вуллинчен сарӑ сухӑр юхтарать, — ун тавра арканнӑ пуҫ шӑммиллӗ нимӗҫсем, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ питлӗскерсем, йӑванса выртаҫҫӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Трубан сывлӑша ҫуракан сасси ҫак чултан тунӑ хулӑн стеналлӑ тата чул плитасем сарнӑ урайлӑ сарлака пӳлӗмре хӑлхана хуплас пекех янӑрарӗ.
27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Пӗр ҫӗмрӗк танкӗнчен ҫунса кайнӑ кӑвак обмотка чӗркенӗ тата якалнӑ тимер пӑтасем ҫапнӑ хулӑн тӗплӗ пушмак тӑхӑннӑ ура курӑнса тӑнӑ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Картта ҫинче Ваня хулӑн ҫырнӑ икӗ хӗрлӗ сӑнӑ курчӗ, — сӑннисем иккӗшӗ те пӗр ҫӗрелле кайнӑ.Ваня заметил на ней две толстые красные стрелы, направленные в одну точку.
25 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948