Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 сыпӑк

Пай: Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Леонид Агаков, Александр Артемьев

Ҫӑлкуҫ: Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Хушнӑ: 2019.08.05 11:04

Пуплевӗш: 36; Сӑмах: 523

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Хӗрех иккӗмӗш палатӑра выртакансем пӗр эрне хушши тӑваттӑн пурӑнчӗҫ. Анчах пӗррехинче тем пирки хумханса кайнӑ Клавдия Михайловна, икӗ санитарпа пӗрле пычӗ те, сирӗн кӑштах хӗсӗнмелле пулать, тесе пӗлтерчӗ. Степан Ивановичӑн койкине чӳрече пӑтне лартрӗҫ — уншӑн вӑл ҫав тери савӑнчӗ; Кукушкина кӗтессе, Степан Ивановичпа юнашар куҫарчӗҫ, пушаннӑ вырӑна вара ҫемҫе пружинӑллӑ матрац хунӑ пит те лайӑх лутра кровать лартрӗҫ.

Кукушкина ку ҫав тери тарӑхтарса ячӗ. Вӑл кӑвакарса кайрӗ, чышкипе тумбочка ҫине ҫапма тытӑнчӗ, ҫуйӑхакан сасӑпа сестрана та, госпитале те, Василий Васильевича хӑйне те вӑрҫма тапратрӗ, такама жалоба парассси ҫинчен, таҫта ҫырса ярасси ҫинчен каласа хӑратрӗ, ҫапла вара калама та ҫук хӗрсе кайса мӗскӗн Клавдия Михайловнӑна кӑшт ҫеҫ кружкӑпа пемерӗ. Тен вӑл перетчӗ те пулӗ, анчах Алексей хӑйӗн цыганла куҫӗсене урнӑ пек ҫутӑлтарса илсе ун ҫине хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те ӑна лӑплантарчӗ.

Шӑп ҫав самантра пиллӗкмӗшне йӑтса кӗчӗҫ.

Вӑл питӗ йывӑр пулмалла, мӗншӗн тесен ун айӗнчи носилка аялалла путса, санитарсем утнӑ май нӑйкӑшса пырать. Минтер ҫинче ҫаврака та питӗ пысӑк, яп-яка хырнӑ пуҫ вӑйсӑррӑн сулкаланать. Унӑн ӑвӑсран шӑратса тунӑ пек сарӑхса ларнӑ сарлака питӗнче нимӗнле пурнӑҫ палли те ҫук. Кӑвакарса кайнӑ хулӑн тутисем ҫинче асап палӑрать.

Ҫӗнӗ ҫын ӑнран кайнӑ пек курӑнать. Анчах носилкӑна урайне лартсанах чирлӗ ҫын куҫӗсене уҫрӗ, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те палата ӑшчикне интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ, темшӗн Степан Ивановича куҫ хӗсрӗ, — пурнӑҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, аптрамалла мар-и? — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, — унтан хулӑн сасӑпа ӳсӗрсе илчӗ. Унӑн пысӑк та йывӑр кӗлеткине хытӑ амантнӑ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл унӑн питӗ ыратать пулас. Мересьева ҫак пысӑк, шыҫса кайнӑ ҫын пӗрре пӑхса илсенех темшӗн кӑмӑла каймарӗ, вӑл ӑна икӗ санитар, икӗ сиделка тата сестра аран-аран ҫӗклесе кровать ҫине хунине кӑмӑлсӑррӑн сӑнаса выртрӗ. Ҫак ҫӗнӗ ҫынӑн пӗрене пек шыҫса кайнӑ пысӑк урине санитарсем майсӑр ҫавӑрса хурсан, Алексей унӑн сӑнӗ сасартӑк шуралса, тарласа кайнине, кӑвакарнӑ тутисем чалӑшса илнине курчӗ. Анчах та вӑл шӑлӗсене шӑтӑртаттарса ҫеҫ илчӗ.

Койка ҫине вырнаҫсан, вӑл ҫавӑнтах одеял ҫине пододеяльник хӗррине тикӗссӗн тавӑрса хучӗ, хӑй хыҫҫӑн илсе пырса панӑ кӗнекисемпе блокнотсене тумбочка ҫине купаласа вырнаҫтарчӗ, аялти полка ҫине паста, одеколон, хырӑнмалли хатӗрсене, супӑнь коробкине йӗркеллӗн хурса тухрӗ, унтан хӑйӗн ҫак пур ӗҫӗсем ҫине хуҫа куҫӗпе пӑхса илчӗ те, ҫавӑнтах, хӑй килне пырса вырнаҫнӑ пек туйса, тарӑн та янравлӑ хулӑн сасӑпа каласа хучӗ:

— Ну, давай, паллашӑпӑр ӗнтӗ! Эпӗ — полковой комиссар Семён Воробьёв. Лӑпкӑ, чӗлӗм туртман ҫын. Компанине йышӑнма ыйтатӑп.

Вӑл палатӑри юлташӗсем ҫине лӑпкӑн, интереспа пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра Мересьев унӑн ансӑр та питӗ вичкӗн куҫӗсем хӑйне ҫав тери тинкерсе, тӗрӗсленӗ пек пӑхнине сисрӗ.

— Эп сирӗн пата нумайлӑха мар. Кама мӗнле — пӗлместӗп, анчах манӑн кунта нумайлӑха чарӑнса тӑма вӑхӑт ҫук. Мана хамӑн конниксем кӗтеҫҫӗ. Акӑ, пӑр каять, ҫулсем типеҫҫӗ те — кайрӑмӑр вара «Мы Красная кавалри, и про нас…» Э? — кӗрлесе илчӗ вӑл, пӗтӗм пӳлӗме сӗткенлӗ те хаваслӑ хулӑн сасӑла тултарса.

— Эпир пурте кунта нумайлӑха мар. Пӑр тапранать те — кайрӑмӑр вара… урасемпе малалла, аллӑмӗш палатӑна, — сас пачӗ Кукушкин, вӑртах стена еннелле ҫаврӑнса выртса.

Госпитальте аллӑмӗш палата пулман. Аллӑмӗш палата тесе чирлисем вилнӗ ҫынсене хуракан пӳлӗме каланӑ. Комиссар кун ҫинчен пӗлме ӗлкӗреймен те пулӗ, анчах та вӑл кун пек шӳт туни салхуллӑ пулнине тавҫӑрса илчӗ, ҫапах та кӳренмерӗ, Кукушкин ҫине тӗлӗнсе пӑхса ыйтрӗ кӑна:

— Эсир миҫе ҫулта вара, хаклӑ тусам? Эх, сухал, сухал! Темшӗн ытла та час ватӑлнӑ эсир.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех