Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: V сыпӑк

Пай: Дубровский –> Пӗрремӗш том

Автор: Никифор Ваҫанкка

Ҫӑлкуҫ: Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хушнӑ: 2019.08.05 19:48

Пуплевӗш: 148; Сӑмах: 1468

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Пытарасса ӑна виҫҫӗмӗш кунне пытарчӗҫ. Мӗскӗн старикӗн вилли сӗтел ҫинче выртнӑ. Ун ҫине шурӑ ҫитӗ витнӗ. Тупӑк тавра ҫуртасем лартса тухнӑ. Столовӑйра тӑп-туллиех дворовӑйсем тӑраҫҫӗ, вӗсем тупӑка ҫӗклесе тухма хатӗрленеҫҫӗ. Владимир хӑй тата виҫӗ тарҫӑ тупӑка ҫӗклерӗҫ. Малтан священник утса тухрӗ, виле ӑсатнӑ чухнехи кӗвӗсене янӑратса ун хыҫҫӑн тиечукӗ пычӗ. Кистеневка хуҫи юлашки хут ӗнтӗ хӑй пӳрчӗн алӑк уратийӗ урлӑ каҫрӗ.

Тупӑка раща витӗр ҫӗклесе кайрӗҫ. Чиркӳ ҫав раща леш енче пулнӑ. Кунӗ уяр та сивӗрех. Кӗрхи ҫулҫӑсем йывӑҫ ҫинчен татӑла-татӑла вӗҫсе анаҫҫӗ.

Ращаран тухсанах, Кистенёвкӑн йывӑҫ чиркӗвӗ тата ватӑ ҫӑкасем хупласа тӑнӑ масар курӑнса кайрӗ. Унта Владимир амӑшӗн вил тӑприйӗ пулнӑ. Унпа юнашар ӗнер ҫӗнӗ шӑтӑк чакаласа хунӑ.

Чиркӗве халӑх тӑп-тулли пухӑннӑ. Кистенёвка хресченӗсем хӑйсен улпутне юлашки хут пуҫ тайма пурте пынӑ. Ҫамрӑк Дубровский клирос ҫывӑхне тӑчӗ. Макӑрмасть вӑл, кӗлтумасть, анчах сӑн-пичӗ унӑн хӑрушӑ. Хурлануллӑ кӗлӗ йӗрки те пӗтет ӗнтӗ. Владимир ашшӗпе сывпуллашма пуринчен малтан пычӗ… Ун хыҫҫӑн пӗтӗм дворовӑйсем сывпуллашрӗҫ. Хупӑлчине илсе пычӗҫ те, тупӑкне витсе, пӑта ҫапса хучӗҫ. Хӗрарӑмсем уласа макӑраҫҫӗ; арҫыннисем тӑташах куҫҫулӗсене аллисемпе шӑла-шӑла илеҫҫӗ. Владимир хӑй тата ҫав виҫӗ тарҫах Андрей Гаврилович тупӑкне ҫӗклерӗҫ те, ӑна масар патнелле илсе кайрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн пӗтӗм ял пычӗ. Тупӑка шӑтӑка антарса хучӗҫ, пытарма пынисем пурте пӗрер ывӑҫ хӑйӑр илсе шӑтӑка ячӗҫ. Унтан шӑтӑкне тӑпра тултарса тирпейлерӗҫ те, сӑх-сӑхса илсе, килӗсене саланчӗҫ. Владимир хӑвӑрт ҫаврӑнса утрӗ, вӑл пуринчен мала иртрӗ те Кистенёвка ращине кӗрсе ҫухалчӗ.

Егоровна унӑн ячӗпе пупа тата пуп таврашӗсене виле пытарнӑ хыҫҫӑнхи апата пыма чӗнчӗ. Ҫамрӑк улпутӑмӑр ку апатра пулма кӑмӑл тумарӗ, тесе пӗлтерчӗ вӑл вӗсене. Ҫапла вара Антун пуп, пуп майри — Федоровна тата тиечук ҫурранах улпут килне утрӗҫ. Ҫул ҫинче вӗсем халӗ ҫеҫ пытарнӑ ҫыннӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен тата унӑн вырӑнне юлакан ывӑлне малалла мӗн-мӗн кӗтме пултарасси ҫинчен Егоровнӑпа халлапланса пычӗҫ. (Троекуров Кистенёвкӑна пыни, ӑна епле йышӑнса илни ҫинчен хыпар ӗнтӗ пӗтӗм таврана сарӑлнӑ, унти политиксен шучӗпеле, ку ӗҫ ахалех пӗтес ҫук).

— Мӗн пуласси пулать ӗнтӗ, — тенӗ пуп майри. — Анчах, пирӗн господин малалла Владимир Андреевич пулмасассӑн, питех те шел. Питӗ маттур вӑл, каламалли те ҫук.

— Вӑл пулмасан, кам пултӑр-ха тата пирӗн улпутӑмӑр, — тесе сӑмаха татсах каланӑ Егоровна. — Вырӑнсӑрах Кирила Петрович вӗчӗхсе ҫӳрет, — хӑраса ӳкекенни ҫинех мар пырса ҫапӑнӗ. Ман чӗппӗм хӑйшӗн те тӑма пултарать, тата, турӑ парсассӑн, ытти ырӑ ҫынсем те ӑна пӑрахас ҫук. Ытлашши сикет-ха Кирила Петрович! анчах, асту, епле хӳрине усрӗ вӑл, манӑн Гриша: — тухса кайна пул, ватӑ йытӑ! Тухса кай картишрен! — тесе кӑшкӑрсан.

— Ай-ай, Егоровна, — терӗ тиечук, — епле чӗлхи ҫавраннӑ Григорийӗн ун пек калама? Эпӗ Кирила Петрович ҫине пӗрре чалӑшшӑн пӑхса илме хӑйиччен, хамӑр владыкӑна тем те пӗр каласа пӗтерме часрах килӗшетӗп пулӗ. Кирила Петровича курсассӑнах, хӑраса ӳкетӗн чӗтрене ерсе пуҫна чикетӗн, келеткӳ хӑех аялалла авӑнать, авӑнатех вара…

— Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ суялӑхӗ ҫеҫ вӑл… — терӗ пуп. — Кирила Петровича та, паян Андрей Гавриловича ӑсатнӑ пекех, ӗмӗр асра пултӑр тесе ӑсатмалла пуль-ха, ӑсатӑвӗ вӑйлӑрах та пуянрах пулӗ те ӗнтӗ, тата ытларах хӑнасем пулӗҫ — турӑшӑн вӑл пурӗпӗр мар-и?

— Ах, батюшка! Эпир те пӗтӗм таврана чӗнес тесеттӗмӗр те, Владимир Андреевич ун пек тӑвасшӑн пулмарӗ. Мӗн, пирӗн хӑна тумалӑх ҫук тетӗр-им? Ӗҫме-ҫиме пирӗн те тулӑх-ха, анчах мӗн тӑвӑн ӗнтӗ. Ҫынсем ҫук пулсассӑн, акӑ, сире лайӑх пӑхса ярӑпӑр, хаклӑ хӑнамӑрсем.

Ҫавӑн пек ӑшшӑн чӗннипе тата тутлӑ кукӑль ҫиме тивӗҫессе шаннипе вӗсем хӑвӑртрах утрӗҫ. Улпут ҫуртне вӗсем лайӑхах ҫитрӗҫ. Унта, сӗтел ҫине ҫитти витсе, апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе, эрехӗсене тултарса хатӗрленӗ те иккен.

Ҫав хушӑра Владимир, утса ҫӳренипе тата ывӑннипе ӑш вӑрканине пусарас тесе, вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗ. Вӑл ҫулне-мӗнне асӑрхамасӑрах утать; ӑна вӗҫӗмсӗр йывӑҫ турачӗсем ҫапӑнса, сӑтӑрӑнса илеҫҫӗ; урисем минутсерен шурлӑ вырӑнсене пута-пута анаҫҫӗ, вӗсене вӑл нимӗн те туймасть. Кайсан-кайсан, вӑл пӗр айлӑм вырӑна пырса тухрӗ. Йӗри-тавра вӑрман ларать, кӗр майӗпе ҫулҫӑ тӑкса ҫаралма тытӑннӑ йывӑҫсем хушшипе пӗчӗк юханшыв кукӑрӑлкаланса юхса выртать. Владимир ҫакӑнта чарӑнать те сивӗ ҫерем ҫине ларать. Пуҫне пӗринчен тепри тӗксӗмрех шухӑшсем пырса капланса, унӑн чунне тӑвӑрласа ҫитереҫҫӗ. Хӑй тӑр пӗччен юлнине хытӑ туйса асапланнӑ вӑл. Малашлӑхӗ уншӑн хаяр тӑвӑл пӗлӗчӗсемпе хупланнӑ пек курӑннӑ. Троекуровпа хирӗҫесси уншӑн тата ҫӗнӗ инкексем пуласса палӑртса тӑнӑ. Унӑн пур пек пурлӑхӗ ют алла лекме пултарнӑ, вара унӑн кӗлӗҫе юлас пулать. Чылайччен вӑл ҫав вырӑнтах, ним хусканмасӑр ларчӗ. Типсе кушӑрханӑ ҫулҫӑсене пӗчӗк юханшыв ерипен малалла юхтарса пынине пӑхса ларчӗ вӑл. Ҫакӑ ӑна кулленхи пурӑнӑҫ та ҫавӑн пекех туйӑннине, пурӑнӑҫ чӑнах та ҫавӑн пеккине танлаштарса шутласа ларчӗ вӑл. Юлашкинчен вӑл каҫ пулса килнине асӑрхаса илчӗ. Тӑчӗ те киле кайма ҫул шырама пуҫларӗ. Хӑй пӗлмен вӑрманта вӑл чылайччен аташса ҫӳрерӗ. Унтан пӗр сукмак тупрӗ те, ҫак сукмакпа тӳрех хӑй килӗ хапхи патне пырса тухрӗ.

Дубровский хӑйне хирӗҫ пуп тата унпа пӗрле пумилккере пулнисем пынине курчӗ. Пупа тӗл пулни ырра пӗлтермест тенине астуса илчӗ те вӑл, ирӗксӗрех пӑрӑнса, йывӑҫ хыҫне пытанчӗ. Лешсем ӑна асӑрхаймарӗҫ, ун тӗлӗнчен питӗ хӗрӳллӗн калаҫса иртсе кайрӗҫ.

— Усалтан пӑрӑн та ырӑ ӗҫ ту, — тенӗ пупӗ хӑй майрине, — пирӗн кунта юлма текех ӗҫ те ҫук. Ӗҫӗ темле пӗтсессӗн те, санӑн инкекӳ мар…

Пуп майрийӗ ку сӑмахсене хирӗҫ темӗн каларӗ, анчах Владимир ӑна илтеймерӗ.

Киле ҫывхарахпа вӑл нумай халӑх пухӑннине асӑрхарӗ: картишӗнче хресченсемпе дворовӑйсем хӗвӗшеҫҫӗ. Аякранах Владимир унта, темле, ахаль чухнехи пек мар шавланине, хыттӑн калаҫнине илтрӗ. Сарай умӗнче икӗ тройка тӑнӑ. Крыльца ҫинче палламан ҫынсем, мундир та сюртук тӑхӑннӑскерсем, темиҫен темӗн ҫинчен калаҫса тӑнине асӑрхарӗ.

— Ку мӗне пӗлтерет? Камсем вӗсем, мӗн кирлӗ вӗсене? — тесе ыйтрӗ вӑл ҫилӗллӗн, хӑйне хирӗҫ чупса пыракан Антунран.

— Ах, батюшка Владимир Андреевич, — терӗ старик, хашкаса. — Суд килнӗ. Пире Троекуров аллине параҫҫӗ, пире сан ырлӑхӑнтан туртса илеҫҫӗ!

Владимир пуҫне усрӗ. Ҫыннисем хӑйсен мӗскӗн улпучӗ тавра пухӑнчӗҫ.

— Аттемӗр эсӗ пирӗн, — тесе кӑшкӑраҫҫӗ весем, унӑн аллине чуптуса, — санран пуҫне пире урӑххи кирлӗ мар; хуш, государь, сучӗпе мӗн тумаллине эпир пӗлӗпӗр. Вилетпӗр те памастпӑр… Владимир вӗсем ҫине пӑхса тӑрать, хӑрушӑ туйӑмсем ӑна пӑлхатаҫҫӗ.

— Чарӑнӑр-ха эсир, шӑпах тӑрӑр. Эпӗ приказнӑйсемпе калаҫса пӑхам, — терӗ вӑл вӗсене.

— Калаҫ-ха, аттемӗр! Намӑслантар ылханлӑскерсене, — тесе кӑшкӑрчӗҫ халӑх хушшинчен.

Владимир чиновниксем патне пычӗ. Шабашкинӗ, картус тӑхӑннӑскер, пилӗкне тытса, каҫӑрӑлса, мӑнкӑмӑллӑн хӑй тавралла пӑхса тӑрать… Исправникӗ, пӗр аллӑ ҫулхи ҫӳллӗ те хулӑн ҫын, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, мӑйӑхлӑскер, хӑйсем патне ҫывхаракан Дубровские курса хӑртлатса илчӗ те, хӑйӑлтата пуҫланӑ сассипе кӑшкӑрса ячӗ.

— Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ хам пӗрре каланинех тепӗр хут калатӑп: уездри суд йышӑннӑ тӑрӑх паянран пуҫласа, эсир Кирила Петрович Троекуров ҫыннисем пултӑр, ун вырӑнне халӗ, вӑл ирӗк панипе, кунта господин Шабашкин килнӗ. Вӑл мӗн каланине, мӗн хушнине пурне те итлӗр. Арӑмсем, эсир тата ӑна юратӑр, хисеплӗр, вӑл сирӗн пеккисене питех те хавас. — Ҫакӑн пек шӳтлӗ ҫивӗч сӑмах каланипе исправник ахӑлтатса кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн Шабашкин та, унпа пынисем те кулаҫҫӗ.

Владимир, тарӑхса ҫитнипе, вӗресе кӑна тӑрать.

— Чимӗр-ха, чимӗр, мӗне пӗлтерет ку? — тесе сиввӗн ыйтрӗ вӑл савӑнӑҫлӑ исправникрен.

— Вӑл акӑ мӗне пӗлтерет, — терӗ хӑйне ӑслӑ пек тытакан чиновник, –эпир ҫак пурлӑха Кирила Петрович Троекуров аллине илсе пама килтӗмӗр, ыттисене хӑйсен ирӗкӗпе, чӑркӑшса-мӗн тӑмасӑрах, кунтан тасалма ыйтатпӑр.

— Анчах та эсир, ман хресченсемпе калаҫиччен малтан манпа калаҫма пултарнӑ пулӑттӑр, — кунти помещика хӑйне влаҫран тухма кирли ҫинчен пӗлтермелле…

— А эсӗ кам вара? — терӗ Шабашкинӗ, чӑрсӑррӑн пӑхса. — Ку пурлӑха тытса тӑнӑ помещик Андрей Гаврилович Дубровский турӑ ирӗкӗпе вилчӗ, — эпир сана пӗлместпӗр, пӗлесшӗн те мар.

— Ваше благороди, ку пирӗн ҫамрӑк улпут — Владимир Андреевич, — терӗ халӑх хушшинчен пӗр сасӑ.

— Кам унта ҫӑвар уҫма хӑйрӗ? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ исправник. — Мӗнле улпут? Мӗнле Владимир Андреевич? Сирӗн улпутӑр Кирила Петрович Троекуров, илтетре каланине, тӑмсайсем.

— Ҫапла пулмасӑр! — терӗ ҫав сасах.

— Ку мӗскер? Пӑлхав-и! — кӑшкӑрса ячӗ исправник. — Эй, староста, кил-ха кунта!

Староста мала тухса тӑчӗ.

— Мана хирӗҫ сӑмах чӗннӗ ҫынна халех шыраса тупнӑ пултӑр, эпӗ ӑна!

Староста халӑх енне ҫаврӑнчӗ те: — Кам сӑмах чӗнчӗ унта? — тесе ыйтрӗ.

Анчах пурте шӑпӑрт, ним те шарламаҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра хыҫалти ретсенче темӗн мӑкӑртатни илтӗнсе кайрӗ; вӑйлансах пычӗ те вӑл сасӑ, самантрах пурте ҫав тери хӑрушшӑн шавласа кайрӗҫ.

Исправник сассине йӑвашлатрӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑчӗ. — Мӗн ун ҫине пӑхса тӑмалла, эй, халӑх! Хӑвалӑр вӗсене! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ те дворовӑйсем, халӑх пӗтӗмпех хусканчӗ.

Шабашкин тата ытти членсем те часрах пӑлтӑралла чупрӗҫ, хӑйсем хыҫҫӑн алӑка ҫаклатса хучӗҫ.

— Халӑх, ҫыхса пӑрахас вӗсене! –кӑшкӑрса ячӗ каллех ҫав сасӑ. Халӑхӗ малалла кӗпӗрленсе пыра пуҫларӗ…

— Чарӑнӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Дубровский. — Ухмахсем! Мӗн тӑватӑр эсир? Эсир капла хӑвӑра та, мана та пӗтеретӗр. Саланӑр килӗрсене, мана пӗччен юлса канма парӑр. Ан хӑрӑр, государь ырӑ кӑмӑллӑ, эпӗ хута кӗме ыйтӑп. Вӑл пире пӗтме памӗ. Эпир пурте унӑн ачисем. Эсир пӑлханма та хурахла хӑтланма тытӑнсан, ӑҫтан-ха вӑл хута кӗме пултарӗ?

Ҫамрӑк Дубровскийӗн сӑмахӗ, унӑн уҫӑ янӑракан сасси тата вӑл хӑйне ҫав тери лайӑх тыткалани хӑй ӗҫне турӗҫ.

Халӑх лӑпланчӗ, пурте килӗсене саланчӗҫ. Картиш пушанса юлчӗ. Приказнӑйсем пурте пӑлтӑрта лараҫҫӗ. Кӑшт тӑрарахпа, Шабашкин ерипен алӑка уҫрӗ те крыльца ҫине тухрӗ, унтан хӑйне кеҫӗне хунӑн пуҫ тайса, хӑйсене хӗрхенсе хута кӗнӗшӗн Дубровские тав тума пуҫларӗ.

Владимир ӑна йӗрӗнсе итлесе тӑчӗ те нимӗн те чӗнмерӗ.

— Эпир, сирӗн ирӗкӗр пулсассӑн, — терӗ заседателӗ, — кунтах ҫӗр выртас тетпӗр; тӗттӗмленчӗ авӑ, сирӗн мужикӗрсем ҫул ҫинче пире тапӑнма та пултарӗҫ. Ырӑ тӑвӑрсамччӗ эсир пире тата ҫак енӗпе: пире выртмашкӑн гостинӑйра утӑ та пулин сарса пама хушар; ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах эпир хамӑр ҫулпа тухса кайӑпӑр.

— Кирек мӗн тӑвӑр, эпӗ тек кунта хуҫа мар, — терӗ весене Дубровский сӳрӗккӗн.

Ҫак сӑмахсене каласа, вӑл ашшӗ пӳлемне кӗчӗ те хай хыҫҫӑн алӑка питӗрчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех