Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хулӑн (тĕпĕ: хулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй вара умне хулӑн саппун ҫакнӑ, алсиш, хура куҫлӑх тӑхӑннӑ.

На нём были одеты плотный фартук, рукавицы, очки чёрного цвета.

Пурччӗ тимӗрҫӗ лаҫҫи... // Александр Мокин. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Туалет, ванна приборӗсем ҫирӗп, хулӑн стена ҫумӗнче тытӑнса тӑмалла, икӗ пӳлӗме уйӑракан ҫӳхе стена ҫумне ҫирӗплетме юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Ванна пӳлӗмӗ йӗркелер-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Вӑл самаях хулӑн кӗнеке пулмалла.

Будет довольно объемная книга.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1937 ҫулта С.В. Элкерӗн «Вӑрҫӑ кунӗсем» ятлӑ хулӑн кӗнеки пичетленсе тухрӗ.

В 1937 году была издана толстая книга С.В. Элкера "Дни войны".

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Ҫӗмӗрӗлнӗ хулӑн кӗленчерен пулса тӑнӑ сивӗ хӗҫ-пӑшал хӗрарӑм карланки ҫине тӑрӑнса ларчӗ...

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

— Ырӑ каҫ пултӑр, хамӑрьялсем! — пуҫларӗ калаҫӑвне поэт хулӑн та чӗтресе тухакан сассипе.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Пӑрахут ҫинчен аннӑ евӗр анса юлма пулать! — кӑшкӑрчӗ аллине хулӑн та вӑрӑм патак тытнӑ Валя.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тымарне тӑпраран лайӑх тасатмалла, сивӗ шывра ҫумалла, хулӑн ҫип ҫине тирсе вӗрекен шыва ямалла, 5-10 минут вӗретмелле.

Корни вычистить от земли, помыть в холодной воде, нанизать на толстую верёвку и отпустить в воду, 10-15 минут кипятить.

Сулхӑна килӗштерет // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

2. Кофтӑсене, ӑшӑ кӗпесене полиэтилен ӑшне чикмелле е хулӑн хутпа чӗркемелле.

2. Кофты, тёплые платья нужно положить в полиэтилен или обернуть плотной бумагой.

Кӗвӗрен менле сыхланмалла? // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Эпӗ хайхи яланхилле чӑваш йӑлипе хуплу, чӑкӑт кӑларатӑп, шӑрттанпа хулӑн кукӑльсене касса хуратӑп.

Я по чувашской традиции, как всегда, ставлю хуплу, сырок, нарезала шарттан и большие пироги.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Вӑл ҫӑвӑнма тухсанах пӑятам кӗретчӗ те хулӑн сассипе тӑма вӑхӑт ҫитни пирки систеретчӗ.

Как только он выходил умываться, заходил свёкор и низким голосом намекал, что пара вставать.

Ылтӑн кин // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Пӗррехинче ҫапла ҫӳресе ывӑнсан уҫланка тухрӑмӑр та ҫулнӑ утӑ паккусӗ ҫине, хулӑн ҫӑка айне канма лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Тӑм сийӗ хулӑн пулсан тӑпра йӳҫеклӗхӗ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Тӑпрана мӗншӗн извеҫлемелле? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.06.02, 21№

Пӗррехинче тантӑшӗсемпе окоп чавма кайсан ҫӳхе тӑхӑннӑскере /унӑн хулӑн тумтир пулман/ чутах тӑм тивмен.

Куҫарса пулӑш

Тӑм тивичченех окоп чавнӑ // Елена ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№

Пысӑк куҫлӑ та хулӑн вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӗре Геннадий студент чухне куҫ хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Ӑна хатӗрлеме ансат: лӑсӑллӑ ҫамрӑк йывӑҫӑн хулӑн туратне тӗпӗ тӗлӗнчен асӑрханса кӑшт касмалла та юхма пуҫланӑ сухӑрне савӑта пухмалла.

Куҫарса пулӑш

Чӗр сухӑрӑн сиплӗ хӑвачӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

16. Ӗнтӗ Клавда теекен пӗр утрава ҫитсе перӗнсен, карап ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр; 17. ӑна туртса хӑпартсан карапа хулӑн вӗренсемпе хытарса ҫыхрӑмӑр; ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса парӑса антартӑмӑр та вара ҫил еккипе уҫӑ тинӗсре ҫӳрерӗмӗр.

16. И, набежав на один островок, называемый Клавдой, мы едва могли удержать лодку. 17. Подняв ее, стали употреблять пособия и обвязывать корабль; боясь же, чтобы не сесть на мель, спустили парус и таким образом носились.

Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унсӑр пуҫне ҫӳлтен хулӑн урай хӑмисем хупласа тӑнӑран вӗсем патне пӗр ҫутӑ та кӗмен, ҫапла вара пур енчен те тӗттӗм хупӑрласа илнӗскерсене мӗн ҫул тӑршшӗпех усал шухӑшлӑ ҫынсене тытнӑ пек пӑхса пынӑ.

Кроме того, накрытые плотным помостом, они отлучены были от света, так что, со всех сторон окруженные тьмою, во все время плавания содержались подобно злоумышленникам.

3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ефрем — ӗҫе вӗрентнӗ, авӑн ҫапма хӑнӑхнӑ пӑру, Эпӗ Хамах унӑн хулӑн мӑйне сӳсмен тӑхӑнтартӑп; Ефреме утланса ҫӳреме тытӑнӗҫ, Иуда сухаласа пырӗ, Иаков сӳрелӗ.

11. Ефрем - обученная телица, привычная к молотьбе, и Я Сам возложу ярмо на тучную шею его; на Ефреме будут верхом ездить, Иуда будет пахать, Иаков будет боронить.

Ос 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

58. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Вавилонӑн хулӑн хӳмисем тӗппипех ишӗлсе пӗтӗҫ, унӑн ҫӳллӗ хапхисем вутра ҫунса кайӗҫ; халӑхсем кӑлӑхах ӗҫленӗ эппин, йӑхсем хӑйсене вут-ҫулӑмшӑн асаплантарнӑ.

58. Так говорит Господь Саваоф: толстые стены Вавилона до основания будут разрушены, и высокие ворота его будут сожжены огнем; итак напрасно трудились народы, и племена мучили себя для огня.

Иер 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех