Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ

Автор: Ирина ПУШКИНА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

Хушнӑ: 2016.04.24 15:27

Пуплевӗш: 82; Сӑмах: 945

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ҫемье

Тӑван чӗлхе пуласлӑхӗ ҫинчен унпа професси шайӗнче ҫыхӑннӑ ҫынсем те, пачах урӑх тытӑмра ӗҫлекенсем те нумай тавлашаҫҫӗ. Чунтан пӑшӑрхантаракан ыйту чылай чухне темшӗн сӑмах хальлӗн кӑна юлать. Ятарлӑ ӗҫпе савӑнтаракан — сахал. Вулаканӑма паллаштаракан ҫемье пурӑнакан вырӑнта йӑх-несӗл чӗлхин, культурин тымарӗсем ан татӑлччӑр тесе курнӑҫланмасӑр, шӑппӑн кӑна — чун ыйтнипе — тӑрӑшать. «Эпир мар-тӑк кам?» — теҫҫӗ те Васильевсем архивсенче чакаланаҫҫӗ, ял-йышран тӗпчеҫҫӗ, ӑслӑ кӗнекесем вулаҫҫӗ, хӑйсем те ҫыраҫҫӗ. Тӑван халӑхшӑн ырӑ ӗҫсем тӑвас туртӑм ачисене те куҫнӑ. Мӗнех, Чӑваш чӗлхи кунӗ умӗн пултаруллӑ ентешсемпе, Шупашкар районӗнчи Янӑшра пурӑнакан Васильевсемпе, ҫывӑхрах паллашар.

— Ӑҫтан килме пӗлтӗр? Геннадий Леонидовичпа Вера Энгельсовна — пирӗн ял илемӗ, чысӗ, — терӗ пире вӗсем патне ҫул кӑтартса янӑ май ялти шкулта пуҫламӑш классене вӗрентекен Марина Васильева, Янӑша Патӑрьел районӗнчен качча килнӗскер. — Пирӗн туйра хӑйматлӑх ашшӗ-амӑшӗ пулнӑччӗ вӗсем. Чӑваш тумӗ тӑхӑнса, ку тӑрӑхри халӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнса чаплӑн ертсе пычӗҫ туя. Ман енчен килнӗ хӑнасем тӗлӗнсе кӑна тӑчӗҫ. Пӗрлешнӗ кунранпах ҫав тери туслӑ пурӑнатпӑр ҫак ҫемьепе /хушамат пӗр пулсан та тӑвансем мар эпир/. Канура та, ӗҫре те яланах пӗрле. Нимӗн те калаймӑн — ҫӳпҫипе хупӑлчиех Геннадий Леонидовичпа унӑн мӑшӑрӗ. Вӗсем пур ҫӗрте яланах интереслӗ!

Вера Казакова Куславкка районӗнчи Елчӗк ялӗнче ҫитӗннӗ. Сӑмах май, ҫемьере виҫӗ ача пулнӑ вӗсем: Вера, Надежда, Любовь. Пысӑк куҫлӑ та хулӑн вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӗре Геннадий студент чухне куҫ хывнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне тин кӑна вӗренме кӗнӗ хӗр «Алло, эпир талантсем шыратпӑр» конкурсра сӑвӑ илемлӗ вуланине историпе филологи факультетӗнче иккӗмӗш курсра ӑс пухакан Гена, «Вутчуль» драмкружока ертсе пыраканскер, киленсе итленӗ. Ӑна хӑйсем ушкӑнпа лартакан спектакльте тӗп роле выляма хӗр кирлӗ пулнӑ. Пӗр кашӑк пылпа ҫӑтса ямалла, итлесе тӑранмалла мар ҫепӗҫ калаҫакан Верӑна сцена ҫине тухма ӳкӗте кӗртнӗ-кӗртнех. Нарспие аса илтерекен пике хӑйӗн Турӑ ҫырни пулнине кӑшт каярахпа ӑнланса илнӗ вӑл. Унччен вара...

— «Авлантарчӗҫ» спектакльте иксӗмӗрӗн пӗрлешекен каччӑпа хӗре выляма тӳр килнӗччӗ. Те чӑнах чуна витермелле вылянӑ вара — куракансем питӗ хыттӑн алӑ ҫупатчӗҫ. Ҫав спектакльпе ялсене тухса ҫӳреттӗмӗр. Хамӑр ялти клубра та лартнӑччӗ, — ҫамрӑклӑхне аса илчӗ ҫулӗпе улттӑмӗш теҫеткене те тултарса пыракан кил хуҫи, хальхи вӑхӑтра Кӑшавӑшри вӑтам шкул директорӗнче вӑй хуракан Геннадий Леонидович.

Тӑваттӑмӗш курса ҫитсен каччӑ Верӑна мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ. Ҫапла ҫунатлӑ икӗ студент пурнӑҫ ҫулӗпе те юнашар, алла-аллӑн утма тытӑннӑ. Ӗмӗчӗсемпе чӑнах та таҫта та ҫитнӗ. Университетри пултаруллӑ вӗрентекенӗсен ырӑ тӗслӗхӗпе хавхаланса педагог каҫалӑкӗнче ӗҫлеме ӑсталӑх пухнӑ.

Верӑшӑн, тӗрӗссипе, ырӑ тӗслӗх хӑй вӗреннӗ шкултах пулнӑ. Тӑван чӗлхепе тата литературӑпа вӗсене Феофила Васильевна Леснова, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, литература учебникӗн авторӗсенчен пӗри, пӗлӳ панӑ.

— Ун чухне пирӗн учителӗн хисеплӗ ятсем пуррине те пӗлмен-ха, урокӗсем килӗшнӗ, хӑйне тыткалани кӑмӑла кайнӑ — пулас професси туртӑмӗ ҫапла пуҫланнӑ. Чӑваш чӗлхи мӗнлерех сӗтекли, халӑхӑмӑрӑн ӑс-пурлӑхӗ епле пуянни ҫинчен кайран кӑна, аслӑ шкулта вӗреннӗ ҫулсенче, шухӑшласа илнӗ. Кунта Геннадин витӗмӗ те пурах. Студент чухнех ҫивӗч те хӗрӳччӗ вӑл, темӗнпе те интересленетчӗ, — Вера Энгельсовнӑн сӑмахӗсенче унӑн сӑпайлӑхӗ, вӑл мӑшӑрне хӑйӗнчен ҫӳлерех шайра курни яр уҫҫӑн палӑрать.

Геннадий Леонидович, Раҫҫей Федерацийӗн Халӑх вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, чун киленӗҫӗпе хӑйӗн тулли аташне — Раҫҫейри паллӑ режиссера, сценариста Геннадий Леонидович Васильева — ҫывӑх: ӳнер тӗнчине, сцена ҫинчи хайлавсене ҫав тери юратать. Ахальтен мар вӑл Янӑшри шкул директорӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра кунта театр кружокӗ йӗркеленӗ. Тӗрлӗ пьесӑна постановка валли хӑй хатӗрлет. Мӑшӑрӗпе иккӗшӗ ачасене сӑмах илемне туйма, сцена ҫинче ирӗклӗ тытма хӑнӑхтарни хӑйӗн ҫимӗҫне паратех: районти, республикӑри конкурссенче Янӑшсем малти вырӑна пӗрре мар йышӑнаҫҫӗ.

Хӑйнеевӗр спектакльсенчен пӗри — «Хӗр утравӗ». Вырӑнти халап сюжечӗпе никӗсленӗскер вӑл. Чӑваш, вырӑс халӑхӗн историйӗпе паллаштаракан спектакль паян та — Янӑшсен визит карточки шайӗнче. Вунӑ ҫул каяллах лартнӑ хайлава вӑхӑт иртнӗҫемӗн улӑштарнӑ, пуянлатнӑ. Унта вылякансем те улшӑннӑ, анчах пахалӑхӗ чакман.

— Спектакльсене хальхи вӑхӑтра драмкружока пӗтернӗ пирки таврапӗлӳ кружокне ҫӳрекен ачасемпе лартатпӑр. /Шкул ачисем валли юрӑхлӑ хайлав сахаллине кура Вера Энгельсовна хӑй те пьесӑсем ҫырма тытӑннӑ.—Авт./ Вӗренекенсене тӑван тавралӑха юратма вӗрентес тӗллевпе тытса пыратӑп ҫак ушкӑна. Тӑван ен ҫинчен мӗн чухлӗ материал пухнӑ эпир, тӗпчемелли татах та нумай. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче велопоход ирттеретпӗр: Муркаш юханшывӗ ҫывӑхӗнчи топонимикӑна тӗпчетпӗр, — каласа кӑтартрӗ Вера Энгельсовна.

2007 ҫулта Геннадипе Вера Васильевсем «События и судьбы Янышского края» кӗнеке кӑларнӑ. Статья пуҫламӑшӗнче «шӑппӑн кӑна ӗҫлеҫҫӗ» тесе акӑ мӗн пирки шахвӑртса каларӑм. Материалсене пухма мӗн чухлӗ вӑхӑт, вӑй-хал кайнине пӑхмасӑр авторсем таврапӗлӳ ӗҫӗнче ҫакӑнпа пӑнчӑ лартасшӑн мар-ха.

— Шухӑш енчен хавхалантарса тӑраканни — Геннадий. Хушӑран тӗлӗнетӗп те унӑн ҫӑлкуҫ пек тапакан хӑватӗнчен, пысӑк ӗмӗтсем лартса вӗсене пурнӑҫлама майсем тупнинчен. Ӗнтӗ ҫулӗсем те пур — епле ывӑнмасть? Ҫапла шухӑшланӑ хушӑрах хамӑн та унпа юнашар лӳппер пулма юраманнине ӑнланатӑп. Унӑн ят-сумӗшӗн эпӗ те яваплӑ-ҫке, — «ҫӳпҫипе хупӑлчи» тенин тарӑн пӗлтерӗшне систереҫҫӗ ӑшпиллӗ хӗрарӑм сӑмахӗсем.

Васильевсен ратти ку тӑрӑхра чӑннипех ят-сумлӑ. Йӑх пуҫӗсене сума сӑвасси, аслисене хисеплесси ӑруран ӑрӑва куҫса пырать. Вера упӑшкин кил-йышӗнче ырӑ ҫак йӑлана тӳрех асӑрханӑ та хӑй те ӑна ҫирӗп пӑхӑнать. Хунямӑшӗпе Нина Алексеевнӑпа, 83 ҫулти ватӑпа, пӗр-пӗрне ҫак таранччен те сивӗ сӑмах каласа курман вӗсем.

Вӑхӑт сисӗнмесӗрех шӑвать. Васильевсен ачисем те — Владимирпа Василий — ӳссе ҫитӗннӗ ӗнтӗ. Владимир хальлӗхе хӑйӗн чун варлине тӗл пулса мӑшӑрланма ӗлкӗреймен-ха. Василий вара ятсӑр пӳрнине ҫӗрӗ тӑхӑннӑ та. Раҫҫей халӑхсен туслӑхӗн университетӗнче вӗреннӗскер хальхи вӑхӑтра асӑннӑ аслӑ шкулта аспирантурӑра ӑс пухать. Улми улмуҫҫинчен аякка ӳкмест тени тӗрӗсех: Вася та ашшӗпе амӑшӗ пекех чӑвашлӑхшӑн ҫунать. Студент ҫулӗсенчех хӑйсен вузӗнчи чӑвашсен ентешлӗхне йӗркеленӗскер хальхи вӑхӑтра — Мускаври чӑвашсен наци-культура автономийӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен организацийӗн ертӳҫи.

Пӗрлешсенех хӑйсене ятӑн ҫурт лартма пикеннӗ Васильевсем. Ял-йышӑнни пекех вӗсен те — кил карти тулли выльӑх-чӗрлӗх, сад-пахча. «Кулленхи е пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама Владимир ҫумра пулни тем пек аван. Акӑ ҫӗр типсе пырать, кӗҫех чавмалли, акмалли ӗҫсем пуҫланӗҫ. Хамӑр ерҫейменнине ывӑл пурнӑҫласса пӗлсех тӑратпӑр», — терӗҫ ҫемьере аслисем.

Кашни ӗҫӗн хӑйӗн кӗвви теҫҫӗ. Куллен пултарулӑх шыравӗнчи вӗрентекенсен вӑл еплерех-ши? Ытла та илӗртӳллӗ пек. Ытарлӑ ҫак сӑмаха тӳррӗн каласан та — тӗрӗсе килӗ. Геннадий Леонидович — юрӑ-кӗвӗ ӑсти. Купӑс калама та маҫтӑр. Хӑнара-мӗнре Васильевсене иккӗшне юрлама час-час тархаслаҫҫӗ. Пӗр-пӗр юрра арҫын пуҫлать те — мӑшӑрӗ малалла тӑсать. Куҫран пӑхса шӑрантараҫҫӗ вара вӗҫне ҫити...

Пурнӑҫра та ӗмӗр тӑршшӗпех ҫавӑн пек пултӑрччӗ. Пуҫланӑ утӑма вӗҫне ҫити пӗрле — юратса, хисеплесе, пӗр-пӗрин ҫитӗнӗвӗпе хавхаланса — тумалла пултӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех