Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Асран кайми Юрий Скворцов

Автор: Ҫӗнтерӳ ялавӗ

Ҫӑлкуҫ: «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Хушнӑ: 2016.08.01 19:55

Пуплевӗш: 244; Сӑмах: 2538

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Культура

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Юрий Илларионович Скворцов ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитрӗ. Вӑл маншӑн ҫав тери ҫывӑх пулнӑ, ӑна аса илсе ҫырнӑ хайлавӑма вулакансене сӗнес терӗм.

Мӗн пӗчӗкренех пӗр-пӗрне лайӑх пӗлсе ӳснӗ эпир. Анчах та ҫакӑн пек паллӑ чӑваш писателӗ пуласса чухламан та. Аса илӳре Юрий Илларионович биографийӗпе хам пурнӑҫа ҫыхӑнтартӑм, уншӑн мана вулакансем каҫарӗҫ тесе шутлатӑп.

Эпӗ Муркаш районӗнчи Актай ялӗнче (1944 ҫулччен Элӗк районне кӗнӗ) 1925 ҫулта чухӑн хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1927 ҫулта ман тӑван атте Лука Никонович чирлесе вилнӗ, аннепе иксӗмӗр тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Актайран инҫе мар Хурӑнкасси ялӗнче Яков Кондратьевич Кондратьев ҫамрӑк хресчен арӑмӗпе ывӑл ачи вилнипе хусаха тӑрса юлнӑ. Ӑна ман аннене тупса параҫҫӗ евчӗсем. Ҫак ырӑ ҫын аннене качча илет, мана та урапа ҫинчи арча («хӗр япали» ӗнтӗ) ҫине лартса Хурӑнкассине илсе каять. Эпӗ туй юрри юрласа пырса кӗнӗ имӗш ҫӗнӗ яла, ҫавна аса илсе кулатчӗҫ манран Хурӑнкассисем. Мӗншӗн ҫыртӑм-ха ҫакна? Яков Кондратьевич, манӑн иккӗмӗш атте, Юрий Скворцовсен аслӑ йӑхне тӑван тивет пулнӑ иккен: аттен амӑшӗпе Наталия Игнатьевнӑпа Юрий аслашшӗ (ашшӗ тӑрӑх) Киттук, Тит Игнатьевич пӗр тӑвансем, пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ пулнӑ. Ҫапла вара эпӗ те Юрий йӑхӗнче ӳссе ҫитӗнтӗм. Киттук старике те, Натали асаннене те аван ас тӑватӑп, питӗ ырӑ кӑмӑллӑ, лӑпкӑ ватӑсемччӗ вӗсем. Уйрӑмах Киттук ывӑлӗ Риван, Илларион Титович, Юрийӗн ашшӗ ӗнтӗ, ырӑпа асра юлнӑ. Йӑваш чунӗпе уйрӑлса тӑратчӗ ялти арҫынсем хушшинче, пирӗнпе, ачасемпе, яланах ӑшшӑн калаҫатчӗ.

1931-1932 ҫулсем. Ялсенче колхозсем йӗркелеме пуҫларӗҫ. Ҫак юхӑмра, паллах, ӑслӑ та хутла чылай вӗреннӗ Илларион Титович аякра тӑма пултарайман. 1928 ҫулччен Чӑваш Сурӑм вулӑсӗн ертӳҫи пулнӑскер, хӑйӗн тӑван Хурӑнкасси ялӗнче колхоз йӗркелесен чи малтан унӑн председателӗ пулчӗ, миҫе ҫул хушши ӗҫленине ас тумастӑп ӗнтӗ.

Ман аттене, чухӑна, авлансан, ҫурт лартма ялӑн анат вӗҫӗнче, уй хапхин тулаш енче вырӑн панӑ пулнӑ та, атте аран-аран вӑй ҫитерсе, урамалла икӗ пӗчӗк, кил хушшинелле тепӗр пӗчӗк чӳречеллӗ пӗчӗк пӳрт лартнӑччӗ. Ҫурчӗн те, ампарӑн та, сарайӑн та ҫийӗсем улӑмччӗ. Ялти ҫамрӑксемпе ачасем, уй хапхинчен тухса, пирӗн тӗлтен Сурӑм шывӗ хӗррине шыва кӗме ҫӳретчӗҫ. Колхозсем пуҫланнӑччӗ ун чух, 1933-1935 ҫулсемччӗ. Ял ачисем хушшинче Илларион Титович ачисем яланах улӑх пуҫне шыва кӗме, хур чӗпписем евӗр утса, каятчӗҫ: малта Аркадий, ун хыҫӗнче Леонид, чи кайри – Юра, малтисене вӗтӗлтетсе чупа-чупа ҫитсе пыратчӗ. Эпӗ Аркадирен икӗ ҫул аслӑрах пулнӑ та вӗрентме хӑяттӑм:
— Мотри, Аркаш, тарӑн санкӑлтӑк ҫӗре ан кӗрт вӗсене, шыва путӗҫ!

Ман ҫине хӑюллӑн пӑхса илетчӗҫ те нимӗн шарламасӑр малалла утатчӗҫ. Хӑш чух Аркадий аллинче вӑлта хулли курӑнкалатчӗ. Таврӑннӑ чух Юра аллинчи шуҫ-тимӗр банкине кӑтартса:
— Эпӗ те паян сакӑр йӑпӑлтак тытрӑм, — тесе мухтанатчӗ Ман умра.
Эпӗ хам чун айӗнчи йӑпӑлтак пулӑсене тытма вичкӗнех марччӗ те Юрӑн пуллисене ӑмсанса пӑхаттӑм.

Майӗпен Хурӑнкассинче колхоз ура ҫине тӑма пуҫларӗ. «Надежда» ят пачӗҫ пирӗн 34 хуҫалӑхран чӑмӑртаннӑ колхоза. Те Надежда Крупская ячӗпе, те ахаль «Надежда» — шанчӑк пӗлтерӗшӗпе, ас тумастӑп ӗнтӗ ӑна. Епле пӗр шухӑшлӑ пулса, кар-р тӑрса, туслӑн та ӳрӗккӗн тухатчӗҫ пӗрлештернӗ уйсене. Ял ҫыннисем – вӑй питти арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ватӑ карчӑксемпе мучисем, вӗренекен ачасем: ӑмӑртса утӑ ҫулатчӗҫ, алӑпа тырӑ выратчӗҫ, аван ҫапатчӗҫ тӑпачӑпа та молотилкӑпа. Эпир, шкул ачисем, икшер лаша кӳлсе молотилка маховикне ҫавӑраттӑмӑр. Ӑшӑ кулӑ, шӳт, юрӑ янӑратчӗ ӗҫре. Савӑк пурнӑҫ пек туйӑнатчӗ «ӗҫ кунӗсемпе» илнӗ тыр-пул тепӗр ҫулччен ҫиме ҫитмесен те. Ҫу кунӗсенче эпӗ те колхозра ӗҫлеттӗм вӑй ҫитнӗ таран, хӗлле шкулта вӗренеттӗм. Ҫичӗ ҫултах атте виҫӗ лаша кӳлсе паратчӗ те «Ӑн-н-ну!» тесе анлӑ уйсем тӑрӑх тусан мӑкӑрлантарса сӳрелеттӗм виҫӗ сӳрепе. Урасенче — ҫӑпатаччӗ.

Пӗррехинче ялта хыпар сарӑлчӗ: Риван арӑмӗнчен уйрӑлса аслӑрах икӗ ывӑлне Аркадипе Леонарда хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ... Ак тамаша! Епле пулса тухрӗ ку? Ӑҫтан пӗлен, тем пулнӑ вӗсен ҫемйинче. Юрӑпа Тамара йӑмӑкӗ амӑшӗпе яла юлаҫҫӗ, ман ҫывӑх туссем урӑх ҫӗре тухса кайнӑ ашшӗпе.

Юра амӑшӗ ялти тепӗр арҫынпа, ҫемйине пӑрахнӑскерпе, Микулайпа пӗрлешет. Николай Мироновичӑн ывӑлӗ те Аркади ятлӑччӗ. Юрӑпа Тамара унпа пӗр килти ачасем пулса тӑраҫҫӗ. Аркади, Юрӑран самаях аслӑрахчӗ те, ялти-уйри ӗҫсене хутшӑнатчӗ. Ашшӗ, Микулай, район центрӗнче финанс пайӗнче ӗҫлетчӗ пулас.

Юра пулӑ тытма юрататчӗ. Ялӗ пӗчӗк пулсан та урамсем хушшинчи ҫырмара тӑватӑ пӗвеччӗ, пуллисем кӗшӗлтететчӗҫ кӑна. Кӑвак ҫутӑллах тухса ларатчӗ пӗве хӗррине Юра, темле ҫывӑрас килет пулсан та. Хырӑм выҫҫи хистет, хӗтӗртет шыв хӗррине анма. Вӑрҫӑ ҫулӗсенчен пӗрринче пулнӑ-ха ҫак. Ун чух колхоз председателӗнче ӗҫленӗ пуҫтах хӗр арӑм Юрӑн пулӑпа тултарнӑ пӗчӗк витрине тытнӑ та каялла пӗвене тӑкнӑ, хӑйне пӗве хӗрринчен хӑваласа янӑ. Вӗри куҫҫӳлпе таврӑннӑ киле Юра. Ҫак пӳтсӗрлӗх ҫинчен мана ҫартан таврӑнсан ял ҫыннисем каласа кӑтартрӗҫ.

Пулӑ тытас ӑсталӑха Юрий Илларионович хӑйӗн «Юрӑҫ Ваҫҫа» калавӗнче илемлӗн хайлать.

* * *

Нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑнчӗҫ, хаяр вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Юрӑн аҫаҫури ашшӗне Микулая фронта илсе кайрӗҫ. Тамарӑпа Юрӑн тӑван амӑшӗ пур, Аркашӑн – никам та. Ҫапла ача-пӑча шӑпи. Вӑрҫӑ тапхӑрӗн малтанхи ҫурринче Скворцовсен ҫемйи ялта епле пурӑннине ас тумастӑп, вӑхӑт та ҫукчӗ вӗсем патне ҫӳреме. Паллах, пылак пурнӑҫ пулман вӗсен те. Юра ытти ачасемпе яланах колхоз ӗҫне хутшӑннине астӑватӑп. 1942 ҫулта Йӳҫкасси вӑтам шкулне пӗтерсе тухрӑм, ҫичӗ уйӑх хушши Панкли ял канашӗн секретарӗнче хут ҫырса лартӑм, 1943 ҫулхи пуш уйӑхӗнче мана ҫара илсе кайрӗҫ.

* * *

«Уках хуранӗ» повеҫре Уках, Ольга тата Хӗветли хӗр сӑнарӗсем пур. Вӗсене пурнӑҫранах илнӗ Юра. Коля каччӑ сӑнарӗ чылай вырӑн йышӑнать. Ку сӑнара тӗпрен манран илнӗ. Эпир тӑватсӑмӑр та Хурӑнкассинчен, Юрӑн тӑван ялӗнчен. Повеҫре Коля тыткӑнра пулнӑ, вӑрҫӑра «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗ илнӗ. Кунта автор художество енчен ӑсталаса ман сӑнара «пуянлатнӑ». Эпӗ тыткӑнра пулман, орден та илмен. Укахви 1949 ҫултах чирлесе вилчӗ. Паян куна Ольга тата эпӗ пурӑнатпӑр. Хӗветли аллӑмӗш ҫулсенче Мускава вербовкӑпа ӗҫлеме тухса кайнӑскер, виҫӗм ҫул виличченех унта пурӑнчӗ. Укахвипе Ольга – ман тантӑшсем. Хӗветли пӗр ҫул аслӑрах, 1924 ҫулта ҫуралнӑ. Ольга халӗ пенсионерка, Шупашкарта пурӑнать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче колхоз бригадирӗ те, кладовщик та, сӗт-ҫу пухакан агент та пулса ӗҫленӗ вӑл.

Пирӗн, вӑрҫӑран сывӑ юлнисен, кайран та хӗсмӗтре чылай тӑмалла пулчӗ. Ҫичӗ ҫул та пилӗк уйӑх пурӑнтӑм салтакра. 1948 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче мана Грузирен тӑван яла отпуска ячӗҫ. Ҫитсен тепӗр кунне анне мана:
— Санӑн тантӑшу Укахви питӗ йывӑр чирлӗ выртать, кайса кур, ачам, — терӗ.
Эпӗ каҫалапа хамӑртан икӗ ҫурт урлӑ анаталла пурӑнакан Александр Лазаревич хӗрӗ Укахви патне кайрӑм. Вӑл чӑнах та урам енчи чӳрече умӗнче кивӗ сӑхмансем саркаланӑ хыт тенкел ҫинче чирлӗ выртать. Сӑнӗ шуралнӑ кӑна мар, хуралнӑ, путса ларнӑ куҫӗ ман ҫине, кӗрнеклӗ салтак ҫине пӑхса шывланчӗ.

— Пичче манӑн, Микулай, таврӑнаймарӗ вӑрҫӑран, эсӗ хӑть, Коля, сывӑ юлтӑн, вӑхӑт ҫитсен службӑна татса килӗн, — терӗ Укахви, аран-аран тӑрса ларса. Начарланса типшӗнсех кайнӑ вӑл, ҫӑм нуски тӑхӑннӑ урисем ҫинҫелнӗ...

— Иваново облаҫӗнчи шывлӑ-лачакаллӑ вырӑнсенче вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче торф кӑларса пурӑнтӑмӑр. Юрлӑ-ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра, шартлама сивӗсенче ӗҫлеме лекрӗ. Ҫирӗп план паратчӗҫ, пурнӑҫлас пулать. Выҫӑпа пайтах ӗҫленӗ. Мӗн кӑна тӳсмерӗмӗр пулӗ. Пирӗн, ҫӑпаталлӑ чӑваш хӗрӗсен, урасем витӗр йӗпенсе кӳтсе каятчӗҫ, ӗҫ хыҫҫӑн бараксене аран-аран ҫитеттӗмӗр. Ир панӑ 400-500 грамм ҫӑкӑра ирех ҫисе янӑ, кунӗпе выҫӑ, выҫах килсе выртаттӑмӑр. Хӗветли, акӑ, чирлемерӗ, сывах таврӑнчӗ. Ман телей «хура» пулчӗ, эпӗ чирлесе хӗне кайрӑм, пӗр шӑмӑ та сурса ыратманни ҫук, чӗрӗлейместӗп пулӗ ӗнтӗ...

— Чӗрӗлен-юсанан пулӗ-ха, Укахви, ҫавна шан, — йӑпататӑп ӑна. Ӑшӑмра урӑх шухӑш: «юсанаймасть вӑл, пӗтсех ҫитнӗ». Чӑтаймарӑм, тарӑннӑн хурлантӑм, ӑш-чик капланчӗ, куҫҫулӗ талпӑнса тухрӗ.

Ас тӑватӑп, колхоз уй-хирне пӗрле ӗҫе тухсан, Укахви яланах савӑнӑҫлӑччӗ, пурнӑҫ ҫине шанса пӑхатчӗ, шӳтлетчӗ. Тепӗр чух, тарӑхтарсан, хаярлӑхне те кӑтартатчӗ. Халӗ ман умра вилес патне ҫитнӗ, хуралнӑ-кӑвакарнӑ сӑн ҫапнӑ имшеркке хӗр мӗлки выртать. Ҫӑмӑл пулмарӗ мана унпа уйӑрӑлма. Вӗри укуҫҫульпе кӗтсе илчӗ, ҫавӑнпах ӑсатса ячӗ. Отпускарн чаҫе таврӑнсан, темиҫе уйӑхран «Укахви вилчӗ, пытартӑмӑр» тесе ҫырса пӗлтерчӗҫ йӑмӑксем.

Ак ҫакӑн пек юлчӗҫ «Уках хуранӗ» повеҫри Ольга, Хӗветли тата Укахви сӑнарӗсен шӑписем ман куҫ умӗнче.

* * *

Эпӗ вӑрҫа тухса кайнӑ хыҫҫӑн Юрий Илларионовичӑн малаллахи пурнӑҫӗ ҫинчен Хурӑнкассинчи Николай Прокопьевичӑн Башкиров пенсионер ҫапла каласа кӑтартрӗ:

— Хаяр вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, 1944 ҫулти кӑрлачра, Анатри Панкли лӗнчи Пимен Кондратьевич ҫуртӗнче Илле Васильевич Васильев вӑрҫӑран инвалид пулса килнӗскер атӑ-пушмак мастерскойӗ уҫать. Тӑван ҫӗршыв, фронт ыйтнипе ку, паллах. Пилӗк арҫӑн ача, шкула кайма пӑрахса пухӑнтӑмӑр кунта: Хурӑнкассинчен эпӗ, Михаил Алексеев тата Юрий Скворцов, Анатри Панлирен Иван Автономов, Тури Панклирен – Иван Пименов тата пирӗн мастер Кузьма Гордеев. Калас пулать, вӑрҫӑ йывӑр ҫулӗсенче шкулта вӗренме пирӗн май пулман, выҫӑ вилесрен ҫӑлӑнмалла пулнӑ.

Малтанхи виҫӗ уйӑхне вӗренекенсем шутлантӑмӑр, хӑмӑт-ӗнерчӗк юсаттӑмӑр, ҫӑмат тӗплерӗмӗр. Вӗреннӗ чухне уйӑхра 4-шар килограмм ҫӑнӑх паратчӗҫ. Ҫӑнӑх ҫук чух 4-шар килограмм соя турантти, пӗр катӑк супӑнь, кӑштах шӑрпӑк лекетчӗ. Рабочие тухсан ҫӑнӑхне 8-шар килограмм ҫитерчӗҫ. Ку питӗ лайӑх пулчӗ пирӗншӗн, мӗншӗн тесен килтисене те усрама пулать.

Килте ҫав ҫӑнӑхпа, шӗшкӗ кӑчки пуҫтарса килсе хутӑштарса, ҫӑкӑр пӗҫернӗ, ҫӑва тухсан тӗрлӗрен курӑкпа хутӑштарса пашалу тунӑ. Ҫӑка ҫулҫипе хутӑштарсан ҫӑмӑлрахчӗ ҫиме. Кунта ӗҫличчен Юра пӗчӗклех колхоз ӗҫне хутшӑннӑ, авӑн ҫапнӑ ҫӗрте лашасем хӑваланӑ. Лайӑх ас тӑватӑп, ун чухнех вӑл юмахсемпе, юрӑсемпе, сӑвӑсемпе сӗмленетчӗ. Кашни кунах Хурӑнкассинчен ӗҫе пӗрле ҫӳреттӗмӗр, пынӑ ҫӗртех сӑвӑ йӗркисем шутласа кӑларатчӗ. Пирӗн ахаль чупса-выляса ҫӳреме вӑхӑт та пулман. Ҫав ҫулсенчех, мастерскойӗнче ӗҫленӗ хушӑра, Юра хамӑр Хурӑнкассинче драмкружок йӗркелерӗ. Кружок членӗсем Ф. Павловӑн «Ялта» тата «Судра» пьесисене лартса ял ҫыннисене савӑнтарчӗҫ. Юра яланах старик рольне выляма юрататчӗ.

Ҫамрӑксемпе ҫав тери вашаватчӗ, хаваслӑ та ыр кӑмӑллӑ тытатчӗ хӑйне Юра. Ҫулла пулса иртекен Чӑваш Сурӑм, Йӳҫкасси, Очӑкасси пуххисене (ярмарккисене) савӑнса ҫӳреттӗмӗр. Пулӑ тытма юрататчӗ тата Юра ялти пӗвесенче. Ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлерӗ мастерскойӗнче вӑл. Кайран ашшӗ патне, Первомайскине тухса кайрӗ, — вӗҫлет Николай Прокопьевич хӑйӗн кӗске калавне Юрий Скворцов ҫинчен.

Утмӑлмӗш ҫулсенче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ концертсем кӑтартнӑ чухне ташлакансен ушкӑнӗнче кӑтра хура ҫӳҫлӗ, ҫинҫе пилӗклӗ артиста кураттӑмӑр. Илемлӗ те йӳрӗк ташлатчӗ вӑл. Ҫакӑ ӗнтӗ ҫӳлерех асӑннӑ Пименов Иван, Юрӑпа пӗрле атӑ-пушмак мастерскойӗнче ӗҫленӗскер.

* * *

1950 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫар службине вӗҫлесе яла таврӑнтӑм. Ҫамрӑк ӗмӗр ҫартах иртсе кайрӗ. Вӑрҫӑ чарӑнни пилӗк ҫул иртрӗ пулин те чӑваш ялӗсенче юхӑнчӑк, йӗркесӗрлӗх самаях сисӗнет. Нимӗнле специальноҫ та ҫук алӑра, малалла мӗнле пурӑнмалла, епле пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ҫирӗппӗн пусмалла? Килте атте-аннепе канашлатӑп, Шупашкара, художество училищине вӗренме каяс шухӑша ӑнлантаратӑп вӗсене. Атте каларӗ: «Мӗнле йывӑр пулсан та хӗл каҫа пӗрер-икшер михӗ паранкӑ илсе пырса парӑп. Вӗренес пулать, ывӑлӑм, вӗренмесӗр пурнӑҫра япӑх. Хам та вӗренеймерӗм те, ҫӑмӑлах пулмарӗ мана...» Темрен те хаклӑ пулчӗҫ аттен сӑмахӗсем. Художество училищине йышӑну экзаменӗ пама кайрӑм, ӑнӑҫлӑ тытрӑм, вӗренме илчӗҫ. Ун чух училище директорӗ А.Ф. Мясниковчӗ. Вӗреннӗ чух пӗлтӗм: пирӗн ялти Ю. Скворцов Шупашкарта пединститутра вӗренет иккен. Эпӗ хӗпӗртерӗм уншӑн. Ҫапла эпир пӗр ҫултах, 1956 ҫулта вӑл педагогика институтне, эпӗ художество училищине пӗтертӗмӗр. Вӗреннӗ чухне, хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче яла килсен пӗрмаях пӗр-пӗрин патне ҫӳреттӗмӗр, тӗрлӗрен ыйтусем хускатса калаҫаттӑмӑр. Вӑл чӑваш писателӗсемпе вӗсен произведенийӗсем ҫинчен, эпӗ хамӑр художниксемпе вӗсен картинисем ҫинчен каласа кӑтартаттӑмӑр. Юрӑн аслӑ пиччӗшӗ Аркадий те, Мускаври университетра вӗренекенскер, каникула яла килетчӗ, вара пирӗн калаҫу татах хӗрӳллӗрех пулатчӗ.

Мана тепӗр хут тухма пуҫлакан «Капкӑн» журнала художник пулса ӗҫлеме ячӗҫ, Юрӑна – кӗнеке издательствине.

Республикӑри хаҫатсемпе литература журналӗсенче Юрий Сковрцовӑн сӑввисемпе калавӗсем, очеркӗсем курӑна пуҫларӗҫ. Ку та маншӑн пысӑк савӑнӑҫ пулчӗ.

Унӑн Шупашкарти литература пурнӑҫӗн тапхӑрӗ, ӑсталӑхӗ ҫинчен эпӗ ҫырмастӑп. Кун ҫинчен пӗрле ӗҫленӗ писатель юлташӗсемпе тусӗсем каласа парӗҫ.

* * *

1957 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче авланчӗ вӑл. Хамӑр ялти Александр Лазаревичӑн чи кӗҫӗн хӗрне — кӑвак куҫлӑ Зояна, Укахвин йӑмӑкне, самай вӑхӑт хушши юратса пурӑннӑскере – качча илчӗ. Туйне Питрав кунӗнче ирттертӗмӗр. Хӗр япалисене турттарса каҫнӑ чухне эпӗ те ямшӑкра ларса пытӑм. Вӑйлӑ сикрӗ туй.

1962 ҫулхи чӳкре ӑнсӑртран Йошкар-Ола хулинчен хуйхӑллӑ телеграмма илтӗм. Унта врач пулса ӗҫлекен тетя, аттен шӑллӗ Михаил Кондратьевич вилсе кайнӑ. Ҫав кун самолет ҫине лекеймен пирки Кӑнтӑр поселокӗнчи Магницки урамӗнче пурӑнакан Юрий Илларионович патне ҫӗр каҫма кӗтӗм. Вӑл килтех иккен. Диван ҫинче хулӑм чӗркенӗ, ҫӑварне ӗмкӗч хыптарнӑ пепке выртать. Юрӑн пичӗ-куҫӗ пысӑк савӑнӑҫпа тулнӑ:
— Ывӑл ҫуралчӗ-ха, епле телейлӗ эпӗ!

— Сывлӑх, вӑй-хӑват, пултарулӑхпа ӑнӑҫу сунатӑп сана ывӑлу ячӗпе, — тетӗп эпӗ.

Юрий Илларионович тӗл пулусенче, калаҫусенче ытлашши сӑмах ваклама юратмастчӗ. Яланах тем ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлатчӗ. Ун патне кӗнеке издательствине час-часах кӗреттӗм. Коридора пирус туртма тухатчӗ те вара калаҫаттӑмӑр. Хӑйӗн ҫинчен нимех те каламастчӗ, пӗрмаях атте ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ. Аттене, хӑйӗн тӑванне, хисеплетчӗ Юра. Эпӗ «Капкӑн» редакцийӗнче штатра ӗҫленӗ чухне, час-часах пушӑ вӑхӑт тупса, пирӗн пата кӗретчӗ, хӑшӗпе те пулин шахматла «ҫапӑҫса» илетчӗ.

Пӗррехинче, ҫу кунӗнче, Володарски урамӗнче ларакан Пичет ҫуртӗнчен Атӑл хӗрринче нумай пулмасть уҫнӑ офсет цехне ҫуранах утатӑп. Ун чух паркра закусочнӑйсем, сӑра киоскӗсем вырнаҫнӑччӗ. Пӗрин умӗнче сӗтел хушшинче Юра ларать. Эпӗ пыриччен такампа калаҫса ларнӑ пулас та пусӑрӑнчӑк кӑмӑллӑ. Мана курчӗ те хӗпӗртесех кайрӗ.

— Тӗл пулнӑ ятпа халех ҫур литр хӗрлине илетӗп, калаҫса ларӑпӑр-и, кӑштах? — тет Юра. Вӑл вӑхӑтра эпӗ вар-хырӑм чирӗпе питӗ аптӑраттӑмччӗ, эрех те, сӑра та маншӑн тӑшмансемччӗ. Васкамалла та пулчӗ ман офсет цехне, килӗшмерӗм калаҫса ларма.

— Эсӗ мана хисеплеместӗн, нимӗн те пулмасть пӗр черкке хӗрлӗ эрехшӗн, эсӗ – аскет! – тесе витсе хучӗ мана Юра. Сасси самаях хулӑмланчӗ.

Кайран чылай кулянса пурӑнтӑм унпа кӑштах та пулин ларма килӗшменшӗн. Паян кун та аса илсе кулянатӑп. Тен, хӑйӗн ӑш-чиккинче тӑвӑлланса-тулса ҫитнӗ пӑлхавлӑ шухӑшне уҫса парасшӑнччӗ пулӗ мана, малалла епле произведенисем ҫырма ӗмӗтленни ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ пулӗ. Каҫармастӑп хама куншӑн Юра умӗнче.

Анлӑ тавракурӑм, пысӑк талантчӗ Юрий Илларионовичӑн. Пурнӑҫри тумхахсем, юлташӗсен ултавӗсем питӗ тарӑхтаратчӗҫ ӑна, чӑтма пултараймастчӗ сутӑнчӑксене.

Хӗллеччӗ-ши, ҫуркуннеччӗ-ши, пӗррехине эпӗ яла килтӗм. Шӑп та шап пирӗн килте Юрӑпа атте калаҫса лараҫҫӗ. Хӑна ялӑн ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса хут таткисем ҫырса аттене тыттарать, вӑл куҫӗсене хӗстеркелесе вулать те аса илсе каласа парать, лешӗ блокнот ҫине ҫырса пырать. Ку вӑхӑтра аттен хӑлхи пачах илтместчӗ ӗнтӗ. Юратса хисеплетчӗ аттене Юра ҫапах.

1937 ҫулта С.В. Элкерӗн «Вӑрҫӑ кунӗсем» ятлӑ хулӑн кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Ун чух эпӗ, пиллӗкмӗш класс ачи, ҫак кӗнекене малтанхи йӗркинчен пуҫласа вӗҫне ҫитичченех аттене вуласа кӑтартрӑм. Атте хавхаланса-хӑпартланса кайрӗ: «Ҫырса кӑтартнӑ пулса иртнисем – пӗтӗмпех эпӗ вӑрҫӑра тӳссе курнисем, вырӑнӗсем те ҫавсемех!» — тесе хучӗ. – «Анчах Сан шывӗ урлӑ каҫсан Семен Васильевич аманса тыткӑна лекнӗ, эпӗ вара мадярсем контрнаступлени тусан, ҫав шыв урлӑ тепӗр хут каялла ишсе каҫса тартӑм. Вӑй пурччӗ ун чух».

Художество училищинче вӗреннӗ чух Атӑл хӗррине тухкалама вӑхӑт тупаттӑм. Семен Васильевич туйи ҫине тӗренсе баллюстрадӑсем ҫумӗпе утнине час-часах кураттӑм. Пӗррехинче хӑюлӑх ҫитертӗм те халӑх поэчӗпе паллашрӑм, вӑл пӗрремӗш империализм вӑрҫинче манӑн аттепе пӗр полкра ҫапӑҫни ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Семен Васильевич ҫӗкленсе кайрӗ: «манӑн аҫӑрпа курса калаҫасчӗ»— терӗ. Анчах аттен контузипе хупланса пӑсӑлнӑ хӑлхи илтмен пирки вӗсен ӑшӑ калаҫу пуласса шанмарӑм, тӗл пулу пурнӑҫланаймарӗ.

С.В. Элкер ҫинчен ыт ахальтен аса илмерӗм. Юрий Илларионович халӑх поэтне епле пысӑккӑн хисеплесе хаклани – унӑн 1954 ҫулта ҫырнӑ «С.В. Элкере» сӑввинче:
Хӗн-хур айӗнче эп пулман...
Эп телейлӗ.

Ҫуралнӑ эп хурҫӑ кара ҫийӗнче.

Пӗлместӗп: хаяр-и, ачаш-и ӳсейрӗм, —
Анчах та пур шанчӑк чӗре тӗпӗнче.

Эп «Хурҫӑ карап» вӗренеттӗм пӑхмасӑр;
Чунах вӑл вырнаҫрӗ кӗрсе ҫав карап.

Калатӑп никам умӗнче такӑнмасӑр:
«Ҫитес ҫӗре ҫитӗ вӑл, пулмӗ асап...»
Вӑл иштӗр ҫунатлӑн, хӑюллӑн, хавассӑн;
Карап ан хӑратӑр нимле тӑвӑлран.

Шыва хирӗҫле малалла талпӑнсассӑн,
Пӗрмай вӑйлӑрах ишмелле юхӑмран.

Тепрехинче пирӗн патрах калаҫу пулчӗ Юрӑпа.

— Хамӑрӑн Хурӑнкасси ялӗ мӗнле пуҫланса кайни ҫинчен историллӗ повӗҫ ҫырас шухӑш кӑсӑклантарать-ха мана пӗрмаях, — хуравлать Юра, пӗр-ик курка сӑра ӗҫнӗ хыҫҫӑн, — материалсем пухма тытӑнтӑм ӗнтӗ. Чылай чаваланас пулать архивсенче, нумай ватӑсемпе калаҫас пулать. Ӗлкӗрме те ҫук, ваттисем кайсах пыраҫҫӗ.

Хӑйсен ҫумӗнче Ҫтаппан Осипович пурӑнатчӗ, вӑл аттерен ҫулталӑк аслӑрахчӗ, пӗрремӗш империализм вӑрҫинче пайтах хура-шурӑ курнӑскерччӗ. Вӑл та Юрӑна ӗлӗкхи ҫинчен нумай каласа кӑтартнӑ.

«Сӑваплӑ вут» повеҫ ҫырчӗ Юра. Хурӑнкассин аваллӑхӗ кунта. Анчах та писатель тата анлӑрах та тарӑнрах калӑплӑ, нумай геройсен сӑнарӗсемлӗ кӗнеке (произведени) ҫырма ӗмӗтленетчӗ. Ырӑ ӗмӗт тытнӑччӗ, анчах пурнӑҫлаймарӗ.

Нихӑҫан та мухтанамстчӗ, кӑкӑрне ҫапса «Эпӗ ҫавӑн чухлӗ кӗнеке ҫырнӑ!» — тесе ҫӳреместчӗ. Туйнӑ-ши вӑл хӑйӗн кӗнекисем вулакансене тыткӑна илнине? Чапшӑн, палӑрассишӗн ҫунмастчӗ. Тарӑн шухӑшлӑ, вулакан чунне илӗртекен, сулӑмлӑ произведенисем ҫырма тӑрӑшатчӗ. Мӗн чухлӗ сӑмах пуянлӑхӗ унӑн ӗҫӗсенче!

Ҫӳлте ларакан бюрократсене, халӑх ӗнси ҫинче пурӑнакансемпе вӑрӑсене, каппайчӑксемпе суеҫӗсене, мӑн кӑмӑллӑ «шишкӑсене», тӑрпалтайпа ӑҫтиҫуксене пӗтӗм чӗререн кураймастчӗ Юрий Илларионович. Уйрӑмах йӑпӑлтисене тӳсме пултараймастчӗ.

— Тепӗр хут, 1917 ҫулхи революци пек, революци туса хурӑттӑм та сирпӗтеттӗм йӗксӗксене! – пытараймастчӗ тарӑхнӑ шухӑшсене.

Сывлӑхӗ улӑпӑнни пекех марччӗ Юрӑн. Хыткан та имшерккеччӗ Вӑл, ҫитменнине татти-сыпписӗр пирус туртатчӗ.

Ҫапах та, ҫапах та... Талпӑнчӗ вӑл малаллах. Хамӑрӑн Панклири историпе краеведени музейӗнче, Юрий Скворцова халалланӑ стендра, ҫакӑн пек унӑн асамлӑ та ырӑ канашлӑ сӑмахӗсем вырнаҫӑннӑ:
«Ҫыравҫӑ ӗҫӗ вӑл — ҫынна юратасси,
Ӳкнӗ ҫынра та ҫынлӑх тивӗҫне вӑратасси,
Ухмах тенӗ ҫынра та ӑс курасси,
Кашни ҫынра пархатар тупасси..!»

Ҫакӑн пек юлчӗ ман асӑмра Юрий Илларионович Скворцов сӑнарӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех