Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хулӑн сăмах пирĕн базăра пур.
хулӑн (тĕпĕ: хулӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах тӑван ҫинчен асӑнасса эпӗ никама та памастӑп, — терӗ вӑл харӑлтатса, унӑн хулӑн туталлӑ йӑпӑшка пичӗ салхуланчӗ.

Но память о брате я никому не отдам, – сказал он хрипло, и у него стало угрюмое, одутловатое лицо с толстыми губами.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пур ҫӗрте те таса мар хулӑн материалсемччӗ, чӳрече карӑмӗсем вырӑнне те, диванӑн ҫӗтӗк питне те, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗпине те ҫав кивӗ материпех витнӗччӗ.

Везде была грязная обивочная материя — на окне вместо занавески, на диване поверх рваной обивки, и этой же материей было прикрыто висевшее на стене платье.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пуҫӗнче кӑвак ҫӳҫ пайӑрки хутланса тӑрать, янахӗ айӗнче тахҫан хулӑн ӳт пулнӑ пӗркеленчӗк ҫакӑнса тӑрать.

 — на голове седой хохол, под подбородком висели длинные морщинистые складки кожи.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп пырса кӗнӗ вӑхӑтра Иван Павлыч кӑмака хутма тытӑннӑччӗ, хулӑн та ҫӑмламас френчӗпеччӗ вӑл, эпӗ хам вӗреннӗ чухнех вӑл ҫапла кукленсе ларса кӑмака хутса янине курма хӑнӑхнӑччӗ, иртнӗ ҫулсем те иртмен пек, каллех эпӗ хама шкул ачи пек туйрӑм, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух Катя патне Энскӑна тухса кайнӑччӗ те, ҫапла ҫавӑн чухне пулса иртнӗ асар-писер «аслати» хускалассӑнах туйӑнчӗ.

Когда я вошёл, Иван Павлыч сидел на корточках и растапливал печку, и это была такая привычная картина — Иван Павлыч в своём старом толстом мохнатом френче, растапливающий печку, — что мне даже показалось, что не было всех этих лет, что я по-прежнему школьник и что сейчас будет страшный «гром», как в девятом классе, когда я уехал в Энск за Катей.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ытла хулӑн ҫав, — терӗ Ваня иккӗленерех.

Чересчур толстая! – неуверенно сказал Ваня.

18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Паттӑрсем ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха, Ваня хӑйӗн таса, шывпа пӗркеленнӗ шурӑ пӳрнисемпе хулӑн ҫухине тата тӑвӑр ҫаннисене тӳмелеме тытӑнчӗ.

Продолжая искоса поглядывать на великанов, Ваня чистенькими, белыми, сморщенными от воды пальцами стал застёгивать толстый воротник и тесные рукава.

18 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫар званийӗ тӗлӗшӗпе вӑл сержант пулнӑ, анчах унӑн погонӗсем курӑнман, мӗншӗн тесен вӑл хулӑн шинель ҫийӗнчен питӗ ансӑр та питӗ кӗске — ачанни пек катан пиртен ҫӗленӗ халат тӑхӑннӑ, халатӑн кӑкӑрӗ ҫинчи кӗсьинчен аллюминирен тунӑ тура курӑнса тӑнӑ.

По званию он был сержант, но погон его не было видно, так как на нём поверх толстой шинели был надет очень узкий и очень коротенький, совсем детский бязевый халатик, из бокового кармана которого торчала алюминиевая гребёнка.

17 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кунта ҫакна шута илмелле: мускус кӑвакалӑн ҫӑмартинче хулӑн сий пур, вӑл шалти пурлӑха хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

Нарт-нарт кӑвакал // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех