Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Нарт-нарт кӑвакал

Автор: Хресчен сасси

Ҫӑлкуҫ: «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Хушнӑ: 2016.04.23 17:21

Пуплевӗш: 28; Сӑмах: 238

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Ял хуҫалӑхӗ

Пекин кӑвакалӗ чӗп кӑларма ларассишӗн пит ҫунмасть. «Инстинкт» тени унӑн вӑйсӑр аталаннӑ. Мускус тата вырӑнти ӑратсӑррисен вара - питӗ лайӑх. Чӗпӗ пусса кӑларма хатӗрленекен кӑвакал йӑвара яланхинчен вӑрахрах тытӑнса тӑрать, йышпа ҫӳресшӗн мар, хӑйӗн ҫинчи мамӑка туртса кӑларать те йӑва тӗпне сарать. Ытахальтен хӑтланмасть-ши тетӗр-и? Тӗрӗслемешкӗн 3-4 кун ун айне суя ҫӑмарта хурӑр. Енчен те йӑваран уйрӑлмасан пусма ларма ҫирӗп шухӑш тытнӑ. Каҫхине чӑн ҫӑмарта хурса савӑнтарӑр. Вӗсем ытла вараланчӑк пулмалла мар. Йӑвана таса, типӗ тытмалла.

Кӑвакал йӑвара пуҫӗпе чаваланса кӗме юратать. Ҫавӑнпа ӑна хӑтлӑх кирлӗ, паха утӑ ытларах хурса памалла. Йӑвана лӑпкӑ, кӑшт тӗттӗм вырӑнта йӗркелемелле.

Кӑвакал айне 17-21 ҫӑмарта (виҫине кура) хураҫҫӗ. Пурте унӑн ӳчӗ айне вырнаҫмалла.

Хӑшӗ-пӗри каланӑ тӑрӑх - мускус кӑвакал айӗнчи ҫӑмартасен 40-50 процентӗнчен ҫеҫ чӗпӗ тухать. Кунта ҫакна шута илмелле: мускус кӑвакалӑн ҫӑмартинче хулӑн сий пур, вӑл шалти пурлӑха хӳтӗлет. Ун витӗр сывлӑш вӑйсӑр кӗнӗрен чӗпӗ йывӑррӑн аталанать. 20 градус ӑшӑра 10-15 талӑк упраннӑ кивӗ ҫӑмартасенчен чӗп ытларах тухать.

Пусма ларнӑ кӑвакал апатланма тата ҫӑвӑнма вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн йӑваран тухать. Ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн силленсе вӑл ҫӑмартана та тасатать. Кашни 1-1,5 сехетрен урипе ӑна ҫавӑрать, ҫапла майпа хупӑ ҫийӗнчи сие пӗтерет, сывлӑш ытларах кӗме шӑтӑксене уҫать. Ҫапла тусан чӗпӗ шалта лайӑх аталанать. Пекин кӑвакалӗ 28 талӑк иртсен чӗпӗ кӑларма тытӑнать, мускусли - 34-35-мӗш кунсенче.

Чӗпӗ кӑларнӑ чух кӑвакала апата шывпа ҫӑрса памалла мар, ку вар-хырӑм ӗҫне пӑсать.

Килте усракан ытти йышши кайӑк та кӑвакал ҫӑмартинчен чӗпӗ кӑларма пултарать. Пусма ларнӑ чӑхха - 7-11, хур амине - 13-17, кӑрккана 17-19 ҫӑмарта хурса параҫҫӗ. 27 талӑкран чӗпӗ йышлӑ тухма пуҫлать, 12 сехетрен ку ӗҫ вӗҫленет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех